Шурă акăш çулĕ :: Çарăк патша


— Кам вырăнне хурать тата?! — тарăхса кайрĕ Шахман. — Эпĕ — улус халăхĕн курултай суйласа лартнă пуçĕ. Мана халĕ пурин те пăхăнмалла!

— Вăл ку тĕлĕшпе хирĕçлемест... — терĕ çын.

— Апла ма итлемест эпĕ хушнине? — пушшех тарăхрĕ Шахман. — Ну, мĕн чĕнместĕн? Е çакна ăнланаймасăрах таврăнтăн-и?

— Ăна-кăна Питтăпай аванах ăнлантарчĕ те-ха... — уççăнах мар пуплешрĕ çын.

— Эс меммеленсе ан тăр! Кала вăл мĕн тенине, — чăтăмсăррăн хушрĕ Шахман.

— Шахман хан, вăл эсĕ пуçлăхра ларнине халăхра çурекен сăмахпа ăнлантарчĕ, — каллех тӳррĕн пĕлтермерĕ çын.

Шахман ĕнтĕ тилĕрсе каяс вĕçне çитрĕ:

— Кала тӳртен тенĕ сана! Унсăрăн... Унсăрăн яратăп ак çак тăм чашăкпа пуçунтан! — кăшкăрса ячĕ те Шахман сĕтел çинчи пĕçернĕ çăмартапа тулли чашăка ярса тытрĕ.

— Ара, халăх сана мĕнле ят панине хăвах пĕлетĕн пулĕ ĕнтĕ, — аптрарĕ çын. Хуçи чашăка чăнахах çĕкленине курса хăвăрт хушса хучĕ: — Çарăк патша хушнисене итлесе пурăнмастăп эпĕ терĕ çав тăрнаккай Питтăпай.

— Апла иккен-ха! Ăт еплерех сысна вăл, э! Эпĕ ăна ырă туса укçаллă ĕç хушасшăн, вăл вара…

Шахман тарăхнипе сĕтел хушшинчен тухса каллĕ-маллĕ уткаларĕ, уткаларĕ те тин Эпеçрен таврăннă çынна тепĕр ĕç хушрĕ:

— Эс халех Чакăра тупса ман пата килме хуш. Çав вилĕ хан кĕрӳшне тăн кĕртмесен-и! Ĕмĕр-ĕмĕр асăнĕ мана!

Ывăнса çитнĕ çын хирĕç нимĕн чĕнме хăяймарĕ, картишне тухса çул çинче тарланăран типсе те çитеймен лашине утланчĕ те çар картине юрттарчĕ.

Çар пуçĕ темшĕн-çке Шахман патне тепĕр ир тин пычĕ. Вăл та ăна хан вырăнне хурасшăн мар-ши вара? Çарăçăн апла пулмалла мар пек-çке.

— Эпĕ сана ĕнерех килме хушнăчче, — кăмăлсăррăн кĕтсе илчĕ хан çар пуçне.

— Сан çынну пынă чухне вăхăт каçа сулăннăччĕ ĕнтĕ, вара сана чăрмантарас мар терĕм, — ним пулман пек хуравларĕ Чакăр.

— Тĕлĕнетĕп санран, — кăмăлне хытарса лăпкăн калаçма тăрăшрĕ Шахман. — Эсĕ çар çынни, çапах хăвна явапсăр тыткалатăн. Енчен ĕнер пире ташман тапăнса килнĕ пупсан?

— Пире тăшман тапăнас тăк эпĕ сан пата турех чупса килни ниме те пĕлтермест, — хăнк та тумарĕ Чакăр. — Пирĕн çар пĕтнĕ тесен те юрать. Çарăçсен йышĕ икĕ çĕрпӳ те пухăнаймасть. Вĕсен хĕçпе ухăсăр пуçне нимен çук. Ку чухне унашкал хатĕрсемпе тăшмана хирĕç тăраймăн.

Шахманăн хирĕç мĕн калас? Ирĕксĕрех сăмаха урăх енне пăрма тиврĕ. Тепĕр тесен, чĕнессе те вăл çар пуçне халь пĕлтерес сăмахшăн чĕннĕ.

— Ну, юрĕ. Çар пирки эпир санпа каярах тĕплĕн калаçăпăр. Халĕ вара эпĕ сана пĕр ĕç хушатап. Санăн — хăвăн е эсĕ янă çарăçсен — çывăх кунсенчех ман пата Питтăпай маçтăра тытса килмелле, — терĕ Шахман.

Чакăр хана тĕсесе пăхса илчĕ.

— Ак тата, — телĕнчĕ вăл. — Питтăпай вăл хурах мар, каласан сан пата хăй те килме пултарать.

— Ырăпа каласа пăхнă. Вăл килме килĕшмерĕ, — пĕлтерчĕ Шахман.

— Маçтăр сана мĕн тума кирлĕ вара? — пĕлесшĕн пулчĕ Чакăр.

— Сана мĕн ĕç? — тарăха пуçларĕ Шахман. Çавăнтах тата сассине çемçетрĕ. — Эпĕ шутларăм-шутларăм та Çĕрпӳ-Пулат лартма пуçăннă кермене туса пĕтерес терĕм.

— Ара, эс марччĕ-и-ха Çĕрпӳ-Пулата керменпе аппаланса укçа-тенке усăсăр пĕтернĕшĕн тустараканни? — тĕксе илмесĕр тусеймерĕ çар пуçĕ. — Халь хăв та çав çулпах каясшăн-им?

— Ну... çавăн чухлĕ укçа тăкакланă та... çавăнпа халĕ ĕнтĕ вĕçне çитермеллех пуль, — сӳрĕккĕн ăнлантарчĕ хан. — Ĕçне вара, хăвах пĕлен, Питтăпай маçтăр çеç тăрлама пултарать. Санпа иксемер мар, çуртне купалаканĕсем те кермен еплерех пулмаллине тĕплĕн пĕлмеççĕ... Анчах Питтăпай мана итлемерĕ. Ахаль çын улус ханне нимĕн вырăнне хуманнине каçарма юрамасть. Унсарăн йĕрке пĕтет. Çакна эсĕ, паллах, ху та лайăх ăнланатăн.

Чакăр пĕр хушă тем шухăшласа ларчĕ, вара ура çине тăрсах каларĕ:

— Каçар, Шахман, анчах эпĕ Питтăпая тытса килмешкĕн килĕшместĕп. Вăл хурах мар, тарçă мар, ирĕклĕ çын, сан умăнта та нимĕнле айăпа кĕмен. Çын патĕнче ĕçлеме килĕшесси-килĕшмесси унăн кăмăлĕнчен çеç килет. Эпĕ илтнĕ тăрăх, вăл халĕ ача ашшĕ, хăйĕн кил-йышĕ валли çурт лартать. Эппин сан пата килсе ĕçлеме пултараймастех ĕнтĕ.

Шахман та тăчĕ, сĕтел хушшинчен тухса каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Вăл шăмарса каяс вĕçнех çитнĕччĕ ĕнтĕ, çавăнпа пирвай хăйне хăй лăплантарасшăн пулчĕ. Акă вăл çар пуçĕ умне пырса чаранчĕ, унран лутрарахскер ăна пуçне каçăртса куçран пăхрĕ.

— Хан хушнине çак улусра пурин те итлемелле! Пурин те! — кашни сăмах хыççăн чарăна-чарăна хыттăн каларĕ Шахман. — Енчен Питтăпай мана хăй нуши пирки хăй каласа кăтартас тăк, тен, эпĕ ăна ăнланнă та пулăттăм. Капла вăл мана хисеплеменнине кăтартрĕ. Çинех тата ман пирки аван мар сăмахсем те перкеленĕ. Пĕлетĕн-и, мана хан темен, Çарăк патша тесе каланă çав путсĕр.

— Ара, сана халăхра пурте çапла калаççĕ, — аса илтерчĕ Чакăр. — Вара мĕн, халĕ пурне те тытса килтерĕн-и?

Шахман тек тусеймерĕ, тарăхса кайрĕ-кайрех.

— Эс ăнланмана персе ан тăр кунта! — кăшкăрса пăрахрĕ вăл. — Питтăпай вăл пурте мар. Вăл — унчченхи хан кĕрӳшĕ. Тата кермене туса пĕтерме пултаракан пĕртен-пĕр ăста. Çавăнпа тек манпа тавлашса ан тăр, халех ăна тытса килме пĕр ушкăн çарăç кăларса яр!

— Çук! Питтăпая тытма эпĕ никама та ямастăп! Сана та аплах аташма сĕнместĕп, — татăклăн хуравларĕ Чакăр.

— Ăт! Çапла-и-ха эсĕ? Анчах, тусăм, эсĕ çакна ăнланма тивĕç: эпĕ хушнине итлемен çынна эпĕ çар пуçĕнче тытса тăма пултараймастăп. Ма тесессĕн ку вăл мана сутнипе пĕрех! — хаяррăн асăрхаттарчĕ ăна Шахман.

Чакăр та тарăхрĕ. Çĕнĕ хана вăл ахаль те кăмăлламастчĕ, халĕ вара çав туйăм пушшех вăйланса çитрĕ.

— Мĕнех, — терĕ вăл лăпкăн, — эппин эпĕ çак самантран хама çар пуçĕ тесе шутламастăп. Сан патăнта хĕсметре ахаль çарăç пулса та тăма пултараймастăп.

Калаçу çапла çаврăнса тухасса кĕтменрен Шахман аптранипе пĕр хушă çăвар уçаймасăр тăчĕ. Чакăр вара хан мĕн каласса кĕтсе илмесĕрех сарлакан утса керменрен, унтан картишĕнче кăкарăнса тăракан утне утланмасăрах çавăтса урама тухса кайрĕ. Мĕн утланмалли ĕнтĕ ăна, Чакăрăн халĕ çар картине каймалла мар, килĕ вара çывăхрах.

"Çук, эпĕ текех килте те пурăнаймăп. Çав путсĕр Çарăк патшапа пĕр хулара пулни те мана пăнтăх сывлăшлă шурлăха лекнĕн туйăнать, — шухашласа илчĕ тахăш самантра Чакăр. — Мĕн вара мана, пĕччен çынна, урăх çĕре куçасси. Пĕр пуç та пĕр кут, кирек ăçта та пурăнма пултарăп".

Вара тепĕр кунах вăл çула тухма хатĕрленчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3