Шурă акăш çулĕ :: Улăп ывăлĕ
1
Кăнтăрлаччен Чакăр Шупашкар тĕлĕнчен иртрĕ ĕнтĕ. Ку хулана вăл юратмасть. Ача чухне ашшĕпе тусĕсем Шупашкар мăрсисем тахçан чăвашсене чылай сиен кунĕ тесе калаçнине темиçе те илтнĕ. Ĕлĕк ку тăрăха Аслă Пăлхар ханĕн икĕ ывăлĕ Уксах Тимĕртен тарса килнĕ-мĕн. Çĕрлӳ-Пулат хан та, Чакăр хăй те юнĕпе çавсенчен пĕрин, Пулат ятлин, тĕпренчĕкĕсем иккен. Унтанпа ĕмĕр çурăна яхăн иртнĕ ĕнтĕ, Шупашкарта та миçе мăрса улшăнман-ши, анчах Чакăр ашшĕ Али паттăр çав хулана пур пĕр килĕштерместчĕ. Шупашкар чăвашсен тĕп хули пулнă тăк паян ку тăрăхра Хусан мар, Шупашкар мала тухатчĕ, ханлăх та чăваш патшалăхĕ пулса тăратчĕ, тетчĕ вăл.
Çапла, Чакăр Шупашкара кĕрсе чарăнас темерĕ. Тен, чарăнмаллахчĕ, юлташĕсем патĕнче пĕр-икĕ кун пурăнмаллаччĕ. Пăртак лăпланнă пулĕччĕ, пуç тавра ăна-кăна çавăрттарĕччĕ... Пуç çапла шухăшларĕ те çав, чун ăна итлемерĕ. Çавăнпа Чакăр урхамахне хăваларĕ те хăваларĕ. Кăнтăрла иртсен, чăн та, пĕр пысăках мар юхан шыв хĕрринче сехетлĕхе чарăнса тăчĕ. Хăй ывăннаран мар, утне çитерес тесе. Унтан каллех малалла, Атăл еннелле туртăнарах çул тытрĕ. Мăн Сĕнтĕртен иртнĕ тĕлелле таврана каç сĕмĕ çапнăччĕ ĕнтĕ. Вара тепрер сехет кайсан Чакăр пĕр катара çĕр каçма шут тытрĕ. Кун каçа ăша пĕр тĕпренчĕк яманскер, вăл выççа вуçех туймарĕ, çăвар типнине çеç çывăхри çăл куç шывне ĕçсе пусарчĕ. Ăйăрне вара курăк çине тăлламасăрах ячĕ. Учĕ унăн шанчăклăскер, пăрахса каяс çук, тата та пысăк мар, пĕр-пĕрне çухатмалăх çук.
Чакăр типĕ çулçă пуçтарса вырăн турĕ те урине ярт тăсса канлĕн тăсăлса выртрĕ. Йĕнер çинче ларса кăна пынă пулин те вăл самай ĕшеннĕ иккен, выртнă-выртман тенă пек тĕлĕрсе кайрĕ. Ара, мĕн хăрамалли? Ку катара упа-кашкăр таврашĕ çурес çук, тискер кайăк ăнсăртран килсе кĕрсен те ăйăрĕ тулхăрса сасă паратех... Нумай тĕлĕрнĕ-ши Чакăр çапла, сахал-ши — çывăхрах турат хуçăлнипе вăранса кайрĕ. Вăл пуçне вăшт! çĕклерĕ, сасă еннелле тăнласа итлерĕ. Акă татах? Сулахайра турат хуçăлни мар, вуншар лаша уткалани, çынсем мăкăр-мăкăр туни илтĕнет. Калаçасса чăвашла калаçмаççĕ. Чим, тутарсем-иç кусем! Çапла, тутарсемех. Нумаййăн. Пурте ар çынсем. Мĕн туса çуреççĕ-ши ку тăрăхра çĕр варринче?
Сых енне çăрарах тĕмсем хыçне пытана-пытана Чакăр калаçакансем патнерех çывхарчĕ, вĕсем мĕн сăмахланине тăнлама тăрăшрĕ. Тутарла кăштах чухлаканскер вăл часах ку çынсем пулнине те, мĕн сĕмпе çӳренине те тавçăрса илчĕ. Вĕсем Хусан ханĕн нукерĕсемпе паскаксем иккен. Кунта ясак пухма тата çармăс яшĕсене тутар çарне тытса каймашкăн килнĕ. Паллах, тĕттĕмре нукерсен йышне тĕп-тĕрĕс шутласа кăларма çук, çапах вĕсем чылаййăнни унсăр та паллă. Ара, кунашкал ĕç тума пĕчĕк йышпа çӳрес çук.
Анчах халĕ Чакăршăн уни-куни шухăшламалли самант мар, унăн хăйĕн çăлăнмалла. Юрать-ха кĕтмен хăнасем хальлĕхе ăйăрне курман. Курас тăк вĕсем тӳрех урхамах хуçине шырама тытăнмалла. Вара пĕтрĕ пуç, вăл кам иккенни, кунта мĕнле лекни çинчен ыйтса та тăмĕç. Çак пĕчĕк катара çын тупасси нимĕн те мар. Никам ан тухайтăр тесе ăна хупăрласа ил те тул çутăлсан шырама тытăн. Çинех Чакăр ăйăрĕ хăш самантра та пулин тутарсен куçĕ тĕлне лекетех, ма тесессĕн курăк çинĕ май вăл вырăтан вырăна куçса çӳрет-çке. Тутарсен лашисене те сасă пама пултарать.
Чакăр йăпшăнса тутар нукерĕсенчен сылтăмалла пăрăнса кайрĕ. Енчен вĕсем унăн урхамахне курман тăк янавар çав енчех пулма кирлĕ. Чăнах та çирĕм — вăтăр утăмранах Чакăр ăйăрĕн ĕмĕлкине асăрхарĕ, тутапа кăшт çеç илтĕнмелле чăпăртаттарса ăна аякранах лăплантарчĕ те часах пырса йĕвенрен тытрĕ, вара утланмасăрах катаран шăппăн çавăтса тухрĕ. Вăрман хĕрринче вăл урхмахĕ çине вăшт çеç сиксе ларчĕ те вырăнтанах сиккипе нимĕн тĕлли-паллине юплемесĕр вĕçтерчĕ. Тепĕр тесен лаша вăл ăслă чĕрчун, хăех çул çине ӳкрĕ. Çулĕ вара пĕр-ике çухрăмри яла илсе çитерчĕ. Сых енне Чакăр шала кĕмерĕ, хĕрринчи кил чӳречинчен шаккарĕ. Кĕçех урама аллине пуртă тытнă арçын тухрĕ, тем ыйтрĕ. Чăвашла мар. Ахăртне Чакăр тури çармăссен ялне çитсе лекнĕ. Çак яла тустарасшăн пулĕ-çке тутар нукерĕсемпе паскакĕсем… Чакăр хăвăрт кăна хăй катара мĕн курни-илтни çинчен каласа пачĕ. Кил хуçи ăна аванах ăнланчĕ, хăй чăвашла та чиперех пуплешет иккен. Чикĕллĕ ялсенчи халăхсем пĕр-пĕрне ăнланас шайпа кӳршĕсен чĕлхине пĕлеççех ĕнтĕ.
Кĕтмен юлан утçă каласа панине илтсен кил хуçи ăна картишне чĕнсе кĕртрĕ. Паллашрĕç. Çармăса Кечен тесе чĕнеççĕ. Чакăр каласа пани ăна турремĕнех пырса тивет-мĕн. Ма тесессĕн унăн аслă ывăлĕ шăпах ĕнтĕ тутарсем хĕсмете илсе каяс яшсенчен пĕри. Çавăнпа Кечен арăмне вăратса хăнана апатлантарма хушрĕ те хăй ялти ар çынсене пухма тухса кайрĕ. Лешсем пĕрерĕн-пĕрерĕн Кечен картишне пырса çитрĕç. Хăшĕ сенĕк илсе тухнă, хăшĕ çава тытнă. Ялĕ ку пысаках мар курăнать, халăх йышлах пухăнаймарĕ. Çапах пурте тутарсене хирĕç тăма хатĕрленчĕç.
Ир енне çумăр ӳккеле пуçларĕ, унтан пĕр ăстрăм вăйлах çуса илчĕ. Мĕн тăвăн, çанталăк кĕр енне сулăнни сисĕнет. Çакă тапăнса килекен тутарсене кăштах чăрмантарчĕ. Вĕсем утпа пулин та яла пит хăвăрттăн пырса кĕреймерĕç. Çинех хăйсене кунта кĕтнине те пĕлмен курăнать. Çавăнпа ял пуçĕнчех сасартăк урам икĕ енчен çармăссем сиксе тухсан нукерсем пирвай анранă пек пулчĕç, чака пуçларĕç. Çапах çар ĕçне вĕреннĕ нукерсемпе паскаксем ял арçынĕсем нумаййăн маррине те, лару-тăрăва та хăвăрт ăнкарса илчĕç, вара сенĕк-çавапа хăмсаракансене хăюллăнах тапăнса кĕчĕç, йывăç авăрсене хĕçпе каса-каса çармăссене çара аллăн тăратса хăварчĕç те пĕр çĕре хупăрласа пуçтарчĕç. Мĕн тăвăн, виçĕ теçетке ахаль çын çарăçсен çур çĕрпĕвне ăçтан-ха хирĕç тăрайччăр? Çапăçма лайăх пултаракан Чакăр кăна тутарсене чылайччен пĕчченех хирĕç тăчĕ, икĕ нукерне вирлех амантрĕ. Анчах тем тери вăйлă çапăçсан та пĕччен çур çĕрпĕве мĕнех тăвайăн? Вара Чакăр Кечен картишне чупса кĕчĕ те тӳрех кунта тăратса хăварнă утне утланчĕ, ăна вĕрлĕк карта урлă пĕррех сиктерсе ялтан тухса тарчĕ. Урхамах пахалăхне аван чухлакан тутарсем ăна хăвалама та шутламарĕç, хăйсен ку ăйăра хуса çитме пултаракан ут çуккине вĕсем тӳрех тавçăрса илчĕç. Чакăр катара чарăнса тăма шутларĕ. Пĕр енчен, унăн малашне мĕн тумаллине палăртмалла, тепĕр енчен тутар нукерĕсем хăйне шырама килес тĕк вăл катаран вĕсене малтанах курса тăрĕ. Телее тутарсем Чакăра хăваламарĕç, вăл çарăç пулнине вĕсем, тен, чухлаймарĕç те.
Часах тутарсем килрен киле ухтара пуçларĕç. Нукерсем çар çулне çитнĕ яшсене пухса уйрăм сарая хупса хучĕç, паскаксем хуçалăхсенчи мул-пурлăха тупса палăртрĕç, ясак шучĕпе тырă, çăмарта, çăм, типĕтнĕ какай пуçтарчĕç, пĕрле илсе каймашкăн сурăхсемпе пăрусене кĕтĕве хăваларĕç. Ĕçĕ вĕсен час пулаканни мар, çавăнпа тутарсем çак ялтах çĕр выртма шут тытрĕç, ял пуçне виçĕ така пуçтарса шӳрпе пĕçерттерме хушрĕç.
Таврана каç сĕмĕ çапсан катана ялтан пĕр юлан утçă пыни курăнчĕ. Кечен иккен. Вармана кĕричченех вăл Чакăра ятран чĕнме тытăнчĕ. Чăваш çарăçĕ ăна нумай кĕттермерĕ.
— Кунтах эпĕ! — терĕ вăл ката хĕрринчи тĕм хыçĕнчен.
Кечен ăна хăвăрт кăна ялта мĕн пулса иртнине каласа кăтартрĕ.
— Тытса каяççех-çке ĕнтĕ манăн аслă ывăлăма, нимĕн тума çук-шим? — терĕ юлашкинчен хурлăхлăн. — Кил-йышăм тин ура çине тăма тытăннăччĕ. Ывăлăм пулăшни халĕ пире çав тери кирлĕччĕ, ах тур-ту-ур! Ăна вара салтака илсе каяççĕ. Тутарсем халĕ вĕçĕмсĕр вырăссемпе вăрçăнаççĕ тенине илтнĕ. Ывăлăма пĕр-пĕр çапăçура вĕлерсен ман мĕн тăвас?
Çармăс çынни çапла ӳпкелешсе чунне кантарассишĕн çеç килмессе Чакăр чухларĕ ĕнтĕ, çавăнпа вăл тата мĕн каласса пĕр шарламасăр кĕтрĕ.
— Чакăр, тусăм, эпĕ санран акă мĕн ыйтасшăн, — терĕ юлашкинчен çармăс. — Эпир Сăр леш енче, Курмăш хулинче, вырăс çарĕн гарнизонĕ пуррине пĕлетпĕр. Шутласан, çав хула кунтан инçех те мар, шыв урлă каçасси çеç. Çав вырăссенчен пулăшу ыйтса пăхсан мĕнле-ши?
Чакăр нимĕн калама аптранăран хул пуççине сиктерсе илчĕ. Вăл ку таранччен вырăссемпе куçа-куçăн пулса курман. Ашшĕ вĕсен пăхаттирĕпе çапăçса пуç хунине кăна пĕлет. Ун чухне вăл ача пулнă, пурнăç тути-масине ăнлансах çитереймен. Аслăраххисем каланă тăрăх, тытăçăвĕ танлă пулнă теççĕ, Али паттăр вырăс пăхаттирне парăнтарма та тытăннă пулать, анчах унпа çапăçнă самантра вырăссем ăна ухăпа хыçалтан хурахла персе лектернĕ... Кайран çав хураха вырăс пăхаттирĕ тутарсене хăй тытса панă тет. Çавăнпа-ши Чакăр ашшĕн вилĕмĕшĕн вырăссене айăпламасть. Кечен вара вăл хуравласса кĕтет-ха. Мĕн те пулин каламах тивет.
— Ман шутпа, пулăшу ыйтнăшăнах вырăссем сире нимĕн те тăвас çук, — терĕ вара Чакăр. — Ну, килĕшмесен пулăшмĕç — çавă çеç. Анчах вĕсем патне халех каймалла. Унсăрăн ирччен ĕлкĕреймесен те пултаратăр. Эпĕ ăнланнă тăрăх, Курмăш инçех мар та, çапах унта çитсе килмешкĕн вăхăт чылай кирлĕ.
— Эппин, Чакăр тусăм, манпа пĕрле вырăссем патне пымăн-и? — тархасланă пекех ыйтрĕ Кечен. — Пĕччен çӳреме çапах та шиклĕрех. Тата эсĕ çар çынни, ахăртнех вырăс çарăçĕсене лару-тăрăва манран лайăрах ăнлантарса парăн.
Мĕнех, Чакăран пĕрех кунтан ăçта та пулин каймалла. Эппин вырăссен енне каçса курсан та пăсмасть.
Çавăнтах çула тухрĕç. Сăр кунтан чăнах та темиçе çухрăмрах иккен. Анчах Курмăш хули тĕлне çитиччен çыранпа çӳлелле чылай кайма тиврĕ. Акă тинех кирлĕ çĕре çитрĕç, леш енне каçмашкăн кимĕ шырама тытăнчĕç. Телее инçех те мар чăвашсем пулă тытатчĕç. Чакăр вĕсене хăвăрт кăна Кеченпе иккĕшĕ мĕн çăмăлпа çӳренине ăнлантарчĕ. Пулăçсем уçă кăмăллăскерсем, "пире вăл пĕрех ирччен кирлĕ пулмасть" тесе икĕ юлташа хăйсен киммине турткалашса тăмасăрах пачĕç.
Курмăш карманĕ тавра çĕрле те хурал çӳрет-мĕн. Çавăнпа Чакăрпа Кечене часах вырăс офицерĕ патне леçрĕç. Лешĕ, кăшт хĕренкĕскер, çывăрма хатĕрленетчĕ ĕнтĕ. Тутарсем çывăхрах тенипех вăл сасартăк хĕрсе кайрĕ. Вĕсем аллă çынна яхăн тенине илтсен вара пушшех те хĕрӳленчĕ.
— Счас мы им покажем! — терĕ те вăл пӳрт алăкне яри уçса кăшкăрса ячĕ: — Гарнизо-он! В ружье! — Хăй кăшкăрнă май картишне сирпĕнсе тухрĕ, асăрханмасăр алăк суллинчен çамкипе хытах çапăннине те ним вырăнне хумарĕ, хушма тытăнчĕ: — Коневоды, лодки — в воду! И останетесь на страже. Стрельцы — в лодки! Едем проучить басурман!
Вырăс салтакĕсем Сăр урлă çармăссем енне сахалтан утмăл-çитмĕл çын каçрĕç. Чăн та, пурте çуран. Ара, лашасене кимĕпе каçараймăн. Çавăнпа стражниксем çармăссен ялне хĕвел хĕрри курăнсан çеç çитрĕç. Анчах тутарсем ялтахчĕ-ха. Апат çимесĕр çула тухма шутламан ĕнтĕ вĕсем. Вĕсен сых хуралçисем вырăс салтакĕсене аякранах асăрхарĕç, çавăнпа юлташĕсене пурне те систерме ĕлкĕрчĕç. Таса уйпа яла ниепле те варттăн пырса кĕме май çукчĕ çав. Вырăссем пурте çураннине курсан тутарсем вĕсене уйра тапăнма шутларĕç пулас. Вăрçă вăрçас тĕлĕшпе ку тĕрĕсех ĕнтĕ, юланутлисене çураннисемпе çапăçмашкăн таса уйра меллĕрех. Анчах кĕçех вĕсем ку хутĕнче шутсăр йăнăшни палăрчă. Тутар юланутçисем ялтан вĕçтерсе тухнине курсанах вырăс офицерĕ хăйĕн салтакĕсене чарчĕ те хушшине икĕ утăм хăварттарса икĕ рете тăратса тухрĕ, пеме хатĕрленме хушрĕ. Çил шăхăрттарса килекен нукерсем вырăссем патне çитичченех пеме тесе уххисене авăрлама çеç пикенчĕç, офицер кăшкăрса та ячĕ:
— Первая шеренга, пали!
Çавăнтах малта тăракан салтаксем пăшалĕсенчен пĕр харăс кĕрслеттерсе ячĕç. Вĕсем тапăнакансене чылайăшне лектерчĕç курăнать, тутар нукерĕсенчен хăшĕсем хăяккăн-аяккăн чалăшса кайрĕç, пĕр-иккĕшĕ йĕнер çинчен персе те анчĕç. Офицер вара татах кăшкăрчĕ:
— Первая шеренга, заряжай! Вторая шеренга, пали!
Татах чылай нукер аманчĕ. Тен, вилекенсем те пулчĕç. Малтан пенĕ стражниксем çак хушăра пăшалĕсене çĕнĕрен авăрлама ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Татах тепĕр залп кĕрлесе илчĕ. Тутарсем çав-çавах ухăран пемелли çывăха çитеймерĕç. Хайхискерсем учĕсене çавăркаларĕç-çавăркаларĕç, çав хушăрах аманнисене пуçтарчĕç те ялтан айккинелле яра пачĕç. Каламасăрах паллă, халĕ вĕсен кунта тепре таврăнас шухăш пĕтĕмпех сĕвĕрĕлчĕ ĕнтĕ.
Савăнса кайнă çармăссем лайăх хăналарĕç вырăс салтакĕсене, хăйсем вĕçĕмсĕр ывăлĕсене нукера илсе каясран çăлса хăварнăшăн, мул-пурлăха туртса илме паманшăн тав турĕç. Вĕсем савăннине пăхса ларакан Чакăр вара шухăша кайрĕ. Юрать, хальлĕхе çармăссем инкекрен хăтăлчĕç тейĕпĕр. Анчах тутарсем татах килсен? Кашнинчех вырăссем патне кайса çӳреймĕн. Тата унчченхине асра тытакан тутар нукерĕсем тепрехинче çармăссене, тен, ялтан кăлармĕç те... Шутласан, чăвашсемпе те çаплах пулма пултарать. Шахман йышши пуçлăхсем халăхшан тăрас çук, вĕсем пачах урăхла, Хусан ханне пулăшма тăрăшĕç. Эппин... Çапла, Чакăр хăйĕн ăçталла çул тытмаллине халĕ пĕлет ĕнтĕ.
Çак шухăш патне çитнĕ Чакăр хăйне хăй ăшра ятласа ал лаппипе çамкаран патлаттарса илчĕ. Епле явапсăр хăтланнă вăл чăваш çĕрĕ çинчен таçталла кайма шутласа! Çук, çук, малашне унашкал ухмахла шухăшпа нихăçан та аташма юрамасть. Ма тесессĕн çакă вăл халăхшăн пуç хунă ашшĕне хисеплеменни, тен сутни те пулĕччĕ.
Чакăр халĕ те-ха çав-çавах савăнакан çармăссемпе вырăссене тепре куçласа илчĕ те шăппăн айккинерех пăрăнчĕ, урамрах курăк çинче çурекен урхамахне шăхăрса чĕнсе илчĕ, вара, ăна утланса, хуллен çармас ялĕнчен тухса кайрĕ.
2
Хусан ханлăхне ертсе пыракансенчен аякра тăракан ахаль çын пулсан та Чакăр чăвашсен малашлахĕ пирки тĕрĕсех шутланă.
Мăхаммат-Амина хан вырăнĕнчен 1518 çулта виççĕмĕш, юлашки хут кăларса сирпĕтсен Хусанта хансем пĕрин хыççăн тепри улшăнса тăма тытăннă. Пĕр çынсемех темиçе лара-лара пăхни те пулкаланă. Çапла Шах-Алипе Сафа-Гирей ханлăх пуçĕнче виçшер хут та пулса курнă. Вĕсемсĕр пуçне Сахиб-Кирей, Джан Али... Сĕвепе Сăр хушшинчи чăвашсем тепĕр чух вĕсен ячĕсене те астуса юлайман. Анчах Хусан ханлăхенчи ĕç-пуç вĕсен пурнăçне тӳрремĕнех витĕм кӳнĕ.
Лару-тăру вара ханлăхра йĕркеллех тăман. Чăн та, патшалăха тытса тăракансем пуйнăçемĕн пуйса пынă. Унчченрех çапăçусенче чапа тухнă çар пуçĕсен тĕпчĕкĕсем ашшĕсен ĕçне хисеплеме пăрахнă, вĕсенчен нумайăшĕ суту-илӳре ăнтарма тытăннă. Çапах вĕсем пуйса пыни ханлăх та вăйланса-тĕрекленсе пынине пĕлтермен çав. Пуйса кайнă нуворишсем хăйсен укçи-тенкипе тата мул-пурлăхĕпе патшалăха пулăшма шутламан. Çавна пула тутар çарĕ вăхăт иртнĕçемĕн вырас çарĕнчен чылай енĕпе юлма тытăннă. Вырăссем хăйсен хулисене пурне те карманпа, çав шутра пысăккисене — чул карманпах хӳтĕленĕ, çавăнпа вĕсене тапăнсан та илме йывăр пулнă. Тутарсем вара хăватлă карманпа Хусана кăна çавăрнă, ăна та тĕпне çеç чулран хăпартнă, çӳлерехри пайĕсем вара унчченхи пекех чулпа тăпра тултарнă юман пурасенчен тăнă. Кармана пĕтĕмпех чулран туса çитеретпĕр тесе хăш хан кăна сăмах паман-ши, анчах пуянсем хытă пулнăран хыснан çакăн валли укçа çитмен. Ытти хуласенче вара халăх унашкал хӳтлĕхсем те тутарман, ма тесессĕн вăрçă пуçланас тăк эмирсемпе бексем вĕсенче пытанса халăха нушара пăрахса хăварасран шикленнĕ. Çинех вырăс çарĕ хăватлă тупăсемпе, пищальсемпе хĕç-пăшалланнă. Тутарсен вара тупă сахал пулнă, пуррисем те хăватлисем мар, пĕчĕкскерсем кăна. Çав вăхăтрах Мускав патшалăхĕпе Хусан ханлăхĕ çине-çинех тытăçа пуçланă. Чăн та, юлан утлă тутар нукерĕсем уçă хирти пысăках мар çапăçусенче вырăссене парăнман-ха, анчах вĕсен пĕчĕк хулисене те илейми пулнă. Пĕр сăмахпа, татăклă тытăçура тутарсене хĕн килесси кĕретех курăннă ĕнтĕ. Çапах Хусан пуянĕсем пухнă мулăн пĕчĕк пайĕпе те уйрăлма килĕшмен. Енчен черетлĕ хан ку тĕлĕшпе кăштах хĕсме тытăнсанах, вĕсем кавар туса ăна вырăнтан кăларса сирпĕтнĕ. Аптранă хансем вара тутар мар халăхсене ытпарах хĕсĕрлеме тытăннă, вĕсенчен пуçтаракан ясакпа хырçă-марçа çулсерен ӳстерсе пынă. Çар хĕсметне те тутар мар халăхсен каччисене çулран çул ытларах илме тăрăшнă. Ара, вырăс патшалăхĕ ытти вырăс княжествисемпе кӳршĕ çĕршывсен шучĕпе сарăлнăçемĕн сарăлса пынă, çавăнпа пĕрлех халăх шучĕ те унăн Хусан ханлăхĕннинчен икĕ хута яхăн ытларах хушăннă ĕнтĕ. Тутарсем çак тапхарта пĕр çĕнĕ çер те çĕнсе илеймен, халăх йышне те ӳстереймен. Мускавпа Хусан хушшинчи хирĕç тăру вара çивĕчленнĕçемĕн çивĕчленсе пынă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...