Шурă акăш çулĕ :: Пуçсăр юланут


1

Питтапайпа Чакăр хăйне пăрахса кайни Шахмана çав тери тарăхтарса янă тени те хан кăмăлне тĕрĕс уçса парайман пулĕччĕ. Çав тери тарăхни çеç-и кунта! Çак икĕ путсĕр ăна, чăваш ханне, вуçех пăхăнмаççĕ! Çак икĕ путсĕр ăна, чăвашри чи пуян çынна, нимĕн вырăнне хумаççĕ. Çак икĕ путсĕр унран, улусри чи хаяр та хăватлă çынран, пĕртте хăрамаççĕ! Çак икĕ путсĕр пек этемккесемшĕн ĕнтĕ ăна, Шахмана, халăхра Çарăк патша тесе чĕнеççĕ!

Ку кăна мар, Чакăр, çав килсĕр-мулсăр çара пакка этемкке чăн-чăн халăх паттĕрне туха пуçланă иккен. Курăр-ха ăна, Хусанпа тытăçма хăйнă çав эсремет. Камран ирĕк ыйтнă вăл? Çак Чăваш улусĕнче хан çук-им вара? Шахманăн малашне Хусанта суту-илӳ епле тумалла? Вăл ĕнтĕ шăпах Хусана Сафа-Гирей хана пуç çапма каймашкăн, çапла майпа Чăваш улусĕ малашне ăна пĕр пăркаланмасăр пăхăнса пурăнасса шантармашкăн хатĕрччĕ. Халĕ мĕнле куçпа кайăн ун патне? Хусан ханĕн пĕр пин çарăçне тĕппипех вĕлерсе пĕтернĕ-çке çав ухмах Чакăрпа унран та ухмахрах анат чăвашсем!

Чăнах, çакăн хыççăн Шахман кăмăлне "Питтăпайпа Чакăра çав тери тарăхнă" тенипе çеç уçса парайăн-и? Кӳренӳ тени тата? Мăшкăл тӳсни? Курайми пулни? Тавăру сăхĕ? Çав туйăмсене пурне те пĕрлештерсе мĕнле сăмахпа палăртма пулĕ-ши? Ахартне, унашкал сăмах чăваш чĕлхинче çук та. Тен, ытти чĕлхесенче те çук. Ма тесессĕн чăвашра Шахман пек çын ку таранччен пулман-ха. Тен, ытти халăхсенче те... Çакна ăнланса илсенех чăвашсем ăна Турă вырăнне хурса йышăнĕç. Е, апла мар тăк, Усал вырăнне хурса. Çакă вăл Шахманшăн пĕрех. Турăран-и, Усалран-и — çын хăратăр кăна. Хăратăр та халăх пуçĕ пулма Турă е Усал лартнă çынна пĕр пăркаланмасăр пăхăнса пурăнтăр, ун пирки пĕр сивĕ е ырă мар сăмах калама ан хăйтăр.

Ну, чăвашсем! Кăшт тăхтăр-ха, кăштах кăна, вара эсир пурте Шахмана Çарăк патша тесе мар, ахаль сивĕ сăмахпа та асăнма хăяйми пулăр! Çапла шут тытрĕ Шахман. Çав шухăша вăл пурнăçа кĕртетех. Кун пирки никам та ан иккĕлентĕр. Иккĕленекенсем вара хăй вахăтĕнче пулман мар Шахман çуралса ӳснĕ Çĕрпӳелте. Анчах тăван ялта вăл хисепе хăвăрт кĕчĕ. Вунă çул каяллах. Вун пиллĕкре чухнех. Çав çултанпа Çĕрпӳелĕнче ун пирки çын умĕнче никам та пĕр сивĕ сăмах калама хăяймасть. Пĕтĕм Чăваш улусĕнче те çапла пулатех, вăхăт кăна парăр Шахмана!

Шахман çуралса ӳснĕ кил-йыша çĕрпӳелсем Куштансем тенĕ. Таçтан тата мĕн пирки тухнă çак ят — кăна Шахман мар, унăн ашшĕ те пĕлмест. Ачаран хăнăхнăран вăл ырă мар пек те туйăнман. Ашшĕшĕн тесен, ял-йыш унран хăраса пурăнни ăна пĕтĕмпех çырлахтарнă, çавăнпа вăл хăйсене Куштан тенишĕн чĕптĕм пăшăрханса курман.

Пĕтĕмĕшле илсен кил-йыш Çĕрпӳ пасарĕнче услам туса пурăннă. Эрне хушшинче пурте пахчара та уйра ырми-канми ĕçленĕ, пасар кунĕсенче вара мĕн ӳстернине сутнă. Чăн та, килте ӳстернине çеç мар, ял çыннисем çитĕнтернĕ çимĕçсене те хăйсен алли витĕр кăларнă. Шахман ашшĕ вăсен пахча çимĕçне, сĕт-çăвне, аш-какайне хăй туяннă, кайран пасара илсе тухса хаклăрахпа сутнă. Суту-илӳ ĕçне юратсах кайман чăваш хресченĕсем çакна хирĕçлемен. Хирĕçлекенсем тупăнсан Куштансем вĕсене вырăна хăвăрт лартнă.

Ашшĕ кил-йышне те алăра хытă тытса тăнă. Пурин те вăл хушнă пек пурăнмалла, вăл хушнă пек тумалла пулнă. Вунă çул каяллахи тесен, ун чухне акă мĕн пулса иртнĕччĕ.

Шахман аппăшĕн упăшки хуняшшĕнчен уйрăм хуçалăха уйрăлса тухма ирĕк ыйтнă. Çынни вăл йăваш та тăрăшуллăскер, нимĕнле хура ĕçрен пăрăнманскерччĕ. Çавăнпа хăйĕн хуçалăхне йĕркелесшĕн пулнах ĕнтĕ. Анчах хуняшшĕ унпа шарт та март килĕшмен. Вăл пĕтĕм кил-йыша пĕр чăмăрта тытса тăма, çавна май пухăнакан пур мул-пурлăхăн хуçи хăй çеç пулма хăнăхнă. Çапах кĕрӳше ăна итлемен, хăюлăх çитерсе ял хĕрринчи хуçасăр юлнă пĕр пӳрте пурăнма куçнă. Тăрăшуллăскер, вăл кĕçех майĕпен ура çине тăма пуçланă: выльăх тытнă, пахча çимĕç, тырă-пулă ӳстернĕ, хĕлле таврари вăрмансене сунара тухса паха тирсем хатĕрленĕ. Шахман ашшĕшĕн чи япăххи, ниепле те килĕшме май çукки — кĕрӳшĕ çав пурлăхпа хăй пĕлнĕ пек усă курни. Вăл туса илнĕ çимĕçне те, хатĕрленĕ тирсене те Çĕрпӳри ют сутуçа леçсе тăнă, лешĕ ăна укçа тӳрремĕнех панă. Çапла вара хĕрĕпе кĕрӳшĕнчен Шахман ашшĕне текех пĕр пус та лекмен. Хуняшшĕ кун пирки кĕрӳшĕпе темиçе те хирлешнĕ, хăратса-юнаса та пăхнă, анчах лешĕ хăйĕннех пенĕ: эпир халĕ уйрăм хуçалăх, пирĕн хамăрăн ура çине тăмалла, эс ахаль те чиперех пуранатăн, сана эпир унччен те чылай пуйтарнă тенĕ.

Вара кил-йыш пуçĕ кĕрӳшне лайăх кăна тăн кĕртме шут тытать. Вĕрентмелле тесе ку ĕçе вун пиллĕкри ывăлне Шахмана та явăçтарать.

Пĕррехинче вĕсем иккĕшĕ кĕрӳшĕ патне каяççĕ. Шахман аппăшне ашшĕ тӳрех пӳртрен хăваласа кăларать те ампара хупса хурать. Хăй кĕрӳшĕпе калаçма тытăнать.

— Ну, юлашки хут ыйтатăп, аташма пăрахатăн-и эсĕ е çаплах кил-йыш пуçне пăхăнмасăр ухмахланăн? - тет вал хаяррăн.

— Эпир сан хĕрӳпе хамăр уйрăм хуçалăх йĕркелерĕмĕр. Мĕн аташни вара кунта? — йăваш кăмăлне пăхмасăр хайĕннех перет кĕрӳшĕ.

— Эсĕ чăваш йăлине пăхăнмастăн. Халăх йăлипе килĕшӳллĕн эсир манран ирĕк илмесĕр уйрăммăн тухса пурăнма пултараймастăр, — аса илтерет хуняшшă.

— Эпир санран уйрăлса тухма ирĕк ыйта-ыйта йăлăхнă ĕнтĕ. Эсĕ ирĕк памастăн тăк пирĕн мĕн тăвас? Сана эпир ирĕксĕртен, урăх нимĕн тума май çуккипе итлеместпĕр, çавăнпа уншăн пирĕн çылăх çук, — хăй йĕрĕнчен пăрăнмасăр хуравлать кĕрӳшă.

— Çапла-и-ха?! — тарăхса кăшкăрать хуняшшĕ.

Кара çилĕллĕскер вăл самантрах тилĕрсе кайма пултарнă. Ку хутĕнче те çаплах пулса тухнă. Хуняшшĕ сасартăк сиксе тăнă та ал айне лекнĕ тăм чашăкпа пĕррех! хаплаттарнă кĕрӳшне пуçĕнчен. Лешĕ тĕреклĕскер пулин те çавăнтах урайне тĕшĕрĕлсе аннă. Шахман ашшĕ ăна-кăна пăхса тăман, кăмака айĕнчен ухват туртса кăларнă, унпа кĕрушне мăйĕнчен çаклатса урай çумне çыпаçтарса хунă.

— А ну, Шахман, ислет ăна лайăх кăна! — хушнă хăй ывăлне.

Шахман нимĕн тума аптраса тăнă. Çак тĕреклĕ çынна ним шиксĕр хĕнесе тăкма май килни ăна пĕр енчен хăпартлантарнă та-ха, çапах çынни ку ют мар-çке, аппăшĕн упашки.

— Мĕн пăхса тăратăн?! — халĕ ĕнтĕ ывăлне хатăрса тăкнă Шахман ашшĕ. — Эпир ăна халăх йăлипе пурăнма вĕрентетпĕр. Эппин сăваплă ĕç тăватпăр. А ну тап кĕрĕвне хырăмран. Е эпĕ аçуна итлеменшĕн халех хăвна тăн кĕртĕп!

Мĕн тăван, ашшĕне итлемеллех. Тата кун пек чухне çылăхĕ хушаканнине лекет... Шахман выртакан кĕрӳшне хырамран пырса тапнă.

— Хытăрах тап! Ан шепле! Унсăрăн вăл ăса кĕмĕ, — каллех хĕтĕртнĕ ашшĕ.

Шахман кĕрӳшне вăйлăрах та вăйлăрах тапа пуçланă. Ака ĕнтĕ тĕреклĕ арçын тӳсейменнипе кăшкара пуçлать. Çакă вара вун пиллĕкри ачана астарсах ярать. Вăл халĕ хайне пурне те пултаракан хăватлă çын пек туйма тытăннă ĕнтĕ. Ара, мĕн тери тĕреклĕ çын унăн ури кутĕнче ахлатса выртать, хĕнеме чарăнмашкăн тархасласах ыйтать. Хĕрсе кайнă Шахман халĕ ĕнтĕ ашшĕ хĕтĕртмесĕрех кĕрӳшне тапать те тапать, ăçтан лектернине те уямасть, пĕр-икĕ хут ун çине икĕ урапа сиксе те илет.

— Эй, çитĕ, çитĕ! — сасартăк кĕрет ун хăлхине ашшĕн сасси. — Çитĕ тенĕ сана, темскер, кĕрӳ шарлама пăрахрĕ.

Шахман кун хыççăн та кĕрӳшĕ çине тепре мĕнпур вăйран сикет те тинех айккинелле пăрăнать, сак çине халран кайнăн кайса ларать. Ашшĕ ухватне айккинелле персе кĕрӳшĕ патне пĕшкĕнет...

— Ну, ăс кĕчĕ-и сана? — ыйтнă вăл унран. — Хă, шарламасть тата... Чим, вилсе выртнă-тем ку этем!

Ашшĕ кĕрӳшне тăратса лартса та, хăлхипе кăкăрне çыпăçсах хурса итлесе те пăхнă. Çапла, çын сывламан.

— Вилнĕ! — тенĕ вара ашшĕ хаш! сывласа. Çавăнтах ывăлне кашкăрса пăрахнă: — Каларăм-иç сана çитĕ тесе.

Шахман сасартăк халсăрланса ларнă, унăн çăвар уçма та вăй юлман.

— Халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? — аран сасă кăларса ыйтнă ача.

Ашшĕ пĕрре сак çинче ларакан ывăлне, тепре урайĕнче выртакан кĕрӳшне пăха-пăха илнĕ, алă сулнă:

— Юрĕ, мĕн пулни пулчĕ ĕнтĕ. Çынни пит путлех марччĕ, хĕрĕм кулянма пултарни çех аптратать. Тепĕр тесен, вăл пирĕн ăнланакан çын. Акă мĕн. Ку вилене халех аяккарах турттарса кайăпăр. Аппупа каярах хам калаçап. Эс вара асту, малашне çынна хĕненĕ чухне асăрхануллăрах пул. Ну, вĕçтер картишне, лаша кӳл...

Часах вĕсем кĕрӳшне йăтса тухса хуплă урапа çине вырттараççĕ, лавне чăптапа витсе ялтан тухса каяççĕ. Кĕрӳшĕн хуçалăхĕ хĕрринчи урам вĕçĕнче пулнăран вĕсене никам та курман. Ялтан çухрăм ытларахри вăрмана кĕрсен ашшĕпе ывăлĕ унталла-кунталла лăхкалаççĕ те таврара никам çуккине курса ĕненсен кĕрӳшĕн виллине çул хĕрринчи тĕм хыçне кайса пăрахаççĕ. Хăйсем вара вăрман витĕрех тепĕр çул çине ӳксе яла пач урăх, Çĕрпӳ енчен килекен çулпа таврăнаççĕ...

Хăй шăпах çавăн чухне, вунă çул каялла чăн-чăн арçын пулса тăнă тесе шутлать Шахман. Ма тесессĕн кĕрӳшне вĕлернĕшĕн ăна нимĕн те пулмарĕ. Аçа çапмарĕ, çĕр çăтмарĕ. Никам сивĕ сăмах та пулин каламарĕ. Тепĕр тесен çав кун чăннипе мĕн пулса иртнине ашшĕ Шахман аппăшне те каласа кăтартман пулас. Тӳре-шара тесен, вĕсем çул хĕрринче тупнă вилĕне тăванĕсене леçнипех çырлахрĕç. Ара, никам курман-илтмен япала ăçтан пĕлĕн çынна таçта кам вĕлернине. Ун пекки вăл Çӳлти Турра кăна паллă. Е тата Усала. Анчах вĕсем, этемлĕх пурнăçне тĕнче анлăшĕпе пăхса тăракансем, унашкал вак-тĕвеке асăрхамаççĕ те пулмалла. Вун пиллĕкри ача çакăн пирки апла та капла шухăшласа çурерĕ-çӳрерĕ те этеме хăйне кирлине çиеле кăларассишĕн çын вĕлересси таранах тем те тума юрать тесе ăнланчĕ. Çав ăнланăва пăхăнса пурăннăранах пулĕ çав Шахман хăйĕн пурнăçне çултан çул ăнтарса пычĕ. Халĕ вара мĕн, çав Питтăпайпа Чакăр йышшисене ăнăçу çулне таттарĕ-и? Çу-ук, унашкаллине Шахманран никам нихăçан кĕтсе илеймĕ.

Анчах шухăш вăл шухăш çеç, унпа шурă пурт лартаймăн тесе халăхра ахаль каламан. Шахманăн мĕн палăртнине пурнăçа хăвăртрах кĕртмелле, ку ĕçе кайрана хăварсан каю шăтма пултарать. Ма тесессĕн анатри чăвашсем Хусан ханĕн пин çынлă çарне çапса аркатнă хыççăн Чакăр ячĕ пĕтĕм чăвашра чапа тухрĕ. Кунсем-эрнесем иртнĕçемĕн вăл чăн-чăн паттăр шайнех çитрĕ темелле. Нумайăшĕ ĕнтĕ ăна ашшĕпех, Али паттăрпа, танлаштарма пăхаççĕ. Ĕç-пуç малалла каплах пырсан Хурал çыннисем тытĕç те ак Чакăра хан туса хурĕç. Çинех шур сухалсем вăл Аслă Пăлхар ханĕ Пулат йăхĕнчен иккеннине те пĕлеççĕ. Апла мĕн тетĕр, унашкал ылмаштару ним мар пулма пултарать. Чапа тухнă ятлă çынна тепĕр чухне юмахри пек пуян çын та çĕнтереймест.

Çапли çапла та-ха, Шахман Чакăра алă вĕççĕн тытăçса та, хĕçпе-сăнăпа çапăçса та çĕнеймĕ. Тата хан ĕçĕ мар вăл хĕçпе сулкалашасси. Ашшĕ вĕрентетчĕ, тăшмана тепĕр тăшман аллипе тĕп тунинчен лайăхраххи çук тетчĕ. Ахальтен каламан-тăр. Кирлĕ чухне Шахман ашшĕ тăшманесене хăй те тĕп тума пултарнă, çапах ют алă лайăхрах тесех ĕнентеретчĕ. Хайхи Шахман та хĕсметре юлнă çарăçсем хушшинче Чакăра кăмăлламан çынсене шырарĕ. Пулмаллах ун пеккисем, пулмаллах! Кирек хăш пуçлăхăн та хăйне пăхăнса тăракансем хушшинче курайман çынсем пур. Шыракан тупать тенешкел, Шахран çавнашкал çынсене тупрĕ-тупрех. Нумаях мар, теçеткене яхăн. Тата ханăн хăйĕн хуралĕ пур. Пурне те пухсан пĕр çынна тĕп тумалăх вăй çитмеллех ĕнтĕ. Чăн та, пĕрле илсе кайма хатĕрленĕ çынсене хăйĕн чăн тĕллевĕ пирки Шахман шарламарĕ, кун çинчен ушкăн пуçне кăна пĕлтерчĕ. Ыттисене вара: «Чăваш улусĕн ханне сутса хĕсметрен тухса тарнă Чакăра тытса килмелле», — тесе ăнлантарчĕ.

Чакăр ăçта пурăннине Шахман пĕлмен. Анчах вăл Çĕрпӳре ĕçленĕ Питтăпайпа туслă иккенне астунăран çар пуçĕ ахăртне ун патне кайнă тесе шутланă. Çавăнпа хан ертсе пыракан ушкăн пирвай тӳрех Эпеçе çул тытрĕ. Шахман унтан çула май Питтăпая та тытса таврăнасшăнччĕ, ăна вăйпах кермене туса пĕтерттересшĕнччĕ.

Яла каç енне Вăрăмпуç енчен пырса çитрĕç. Сăрт çинчен Эпеç ал лаппи çинчи пек курăнать. Авă сăрт çумĕпе авкаланса юхакан шыв хĕррипе икĕ хăрах урам авкаланса выртаççĕ. Пĕри, юхан шыв сасартăк кукăр туса илнĕ тĕлте вĕçленекенни, унăн кăнтăр çыранĕпе, тепри, çав кукăртан аяларахри — çурçĕр çыранĕпе тăсăлаççĕ. Тĕрĕссипе аякран вĕсем пĕр урам пекех, вĕсене çав шыв кукăрĕ кăна икке пайлать. Çав кукăртанах хĕвел анăçнелле чалăшса икĕ енлĕ сарлака урам тăвалла талпăнать. Ку ĕнтĕ аслă урам пулас, ма тесессĕн унран вăрăмраххи ялта урăх çук. Унпа çумăн, тарăн çырмаллă тепĕр юхан шыв леш енче, тепĕр урам пур. Аслă урамăн çӳл енче тата унпа урлă уйрăм хуçалăхсем курăнкалаççĕ. Пурăна киле вĕсенчен те çĕнĕ урамсем йĕркеленесси сăрт çинчен пăхсан халех палăрать. Леш кукăртанах тата кăнтăралла тепĕр урам тăсăлать. Çав урам варрине хĕвел тухăç енчен тепĕр урам пырса тăрăнать. Вĕсемсĕр пуçне ку тăрăхра та унта та кунта уйрăм хуçалăхсем чылай ларса тухнă. Пысăк ял ку Эпеç, çĕр аллă киле те çитсе пырать-тем, унашкаллисем таврара мар, пĕтĕм улусра сахал.

Шахман яла чылай пăхса-сăнаса тăчĕ. Аслă урамăн çул еннерех виçĕ кĕтеслĕ туртум, çав тӳртум варринче ултă кĕтеслĕ пысăк çурт курăнать. Ун тавра урăх нимĕнле хуралтă çукран вăл хурал пӳрчĕ пулма кирлĕ. Анчах ялта унран капмартарах çуртсем те пур. Çитменнине кирпĕчрен купаланăскерсем. Шахман кунта улус Хуралĕн çынни Пайпулат пурăннине, Питтăпай унăн ывăлĕ пулнине пĕлет. Эппин çав чи пысăк кирпĕч çурт Пайпулатăн пулма кирлĕ. Тепри, кăшт пĕчĕкреххи, ахăртне Питтăпайăн. Тем тесен те ывăлĕ хăйĕн пӳртне ашшĕннинчен пысăкрах туса лартма хăяйман ĕнтĕ. Тĕлĕнмелле, кирпĕч çуртсем Эпеçре татах та пур. Тулăш илемĕпе Пайпулатпа Питтăпайăннисене çитеймесĕн те вĕсем кунти халăх пуян пурăннине, ялта кирпĕч ăстисем пуррине кăтартаççĕ. Кур-ха вĕсене, капла эпеçсем хула шайне те çитĕç амитке. Улус хулипе тупăшма пăхĕç... Çинех кунта улус çарĕн пуçĕ пулнă çын пурăнать. Анат чăвашсем Хусан ханĕн çарне çапса аркатнинче те эпеçсен тӳпи пысăккине пурте пĕлеççĕ. Капла пурăна киле кунти халăх Çĕрпӳ хулине пăхăнма та пăрахĕ. Çу-ук, Шахман ханăн Чакăрпа Питтăпая тытса кайнипех çырлахмалла мар, çак яла пĕтĕмпех хавшатса хăвармалла. Мĕнпе майпа? Ку ыйтăва Шахман хальлĕхе хуравлаймасть-ха. Анчах унăн ăна ăнăçлăн татса памалли меслете халех тупса палăртмалла. Каллĕ-маллĕ темиçе хутличчен...

— Ну, яла анăпăр! — терĕ тепĕртакран Шахман хăйĕн çыннисене, вара тӳрех хурал пуртне мар, Пайпулат килĕ патне çул тытрĕ.

Хăнасем кĕтменскерсем тата ытла кая юлса килнине пăхмасăр Пайпулат вĕсене тарават кĕтсе илчĕ. Чăвашăн йăли çапла. Тата Пайпулатăн кăмăлĕ те çавнашкал. Вăл çавантах мăшăрне килте мĕн тутли-сипли пур çавна пĕтĕмпех сĕтел çине кăларса лартма хушрĕ, нухрепрен сăрапа сим пыл ăсса хăпарттарчĕ. Шахман шăрттана та, типĕтсе тĕтĕмленĕ тата какайне те çăвар тулли пĕтĕрчĕ, сивĕ сăрапа пылак сим пыла пĕрер алтăр камăлтан ĕçсе пачĕ. Хăй çав хушăра так ахаль капаçкаласа ларчĕ. Ăна ĕненсен, хăйне хан тесе шутлакан çын Чăваш улусĕн пур кĕтесне те çитсе курасшăн-мĕн, çавăн хыççĕн улус пурнăçне еплерех улшăнусем кĕртес пирки шухăшласа пăхасшăн.

— Пирĕн яла çитиччен тата ăçта пулса куртăр? Ытти çĕрте чăвашсем еплерех пурăнаççĕ? — чăнласах кăсăкланчĕ Пайпулат.

— Ытти çĕрте эпир пулайман-ха, турех сирĕн пата килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ Шахман. Сăрапа сим пыл хыççăн вăл лăшах кайнăччĕ те чееленсе хуравламашкăн тавçăрса илеймерĕ.

Кил хуçине вара хан хуравĕ самаях тĕлĕнтерчĕ. Епле-ха капла? Çĕрпӳрен çак таврана çитнĕскер Шахман çула май ма-ха ниçта та кĕрсе курман? Кăшт канса илмелĕх, чей ĕçсе ăш кантармалăх та пулин. Хăй халăх пурнăçне тĕпчесе пĕлмешкĕн ятарласа тухнă тесе ĕнентерет...

■ Страницăсем: 1 2 3