Хĕн-хур айĕнче :: Пăкачав мĕлки — Пахомка
Кил-йыш çывăрман-ха. Четрет хăй çути.
Пĕр Илюш анчах туртать ыйăха.
Ак халтăрт! тăвать пӳртум картлашки, —
Кив пӳрт алăкĕ яри уçăлать.
Унччен те пулмасть, шăпланнă пӳрте
Улт-çичĕ ют çын кĕрет те тăрать.
Тип хăйă çунса хĕмленнĕ çĕрте
Кинжал, хĕç, пăшал йăлкăшса каять.
Пĕри вĕсенчен, тăлпан, çӳллĕскер,
Çӳç-пуçĕ кăвак, сухаль пысăкскер,
Хăюллăн пырать Чакка патянлле.
Ăна çурăмран лăпкаса хуллен
Калать вăл: — Хуçа, пиртен ан хăра.
Пӳртре хăй çути пуррипе, ара,
Кунта кĕтĕмĕр... Итле: çимелли
Çук-и сан пăртак? Пулсан, тăрантар...
Ху лайăх пулсан, утаман алли
Сана тивес çук... Пĕлĕшлĕ пулар.
Эс лайăх пек-ха? — тет вăл кăшт кулса.
Чакка шăнк хытса кайнине кура:
— Иваш!.. ăçта эс? Пар-ха каласа! —Кăшкăрчĕ старик, пăхрĕ хăй тавра.
Иваш тесенех — алăк патĕнчен
Тухать чалт! сиксе пĕр çамрăк чăваш,
Ватти вырăсла мĕн ыйтни çинчен
Калать чăвашла маттуррăн ку яш.
Сикме, хускалма та пĕлмерĕ Чакка,
Юпа пек ларать сĕтел хушшинче.
— Апла-ха, тăнлап... Мĕн парас — çукка?!
— Тет вăл, хăй туять — çан-çурăмĕнче
Темскер чупнă пек каять сăркаса.
—Çăкăр пур... уйран... Ну, урăх мĕн? Çук...
Камсем-ха эсир? — ыйтать вăл хăйса.
Чĕнмеççĕ. Шăпăрт. Пĕтет калаçу.
— Пире эс пĕлни халь кирлех те мар...
Мĕскер ыйтаççĕ — ответ кăна пар! —
Терĕç каярах пĕр-икĕ çынни.
Пӳртре илтĕнет хĕç чăнкăртатни.
«Кусем — таркăнсем... касаççĕ!» тесе,
Хавшак Ятарин тухса шăвăнать:
Тайпи те шăпах, тăрать шикленсе.
Вăраннă Илюш макăрма пуçлать.
Яш йĕкĕт — Иваш — малалла тухсан,
Тайпи хăвăртах палларĕ ăна.
«Çак çын-çке ĕнер манпа хапхаран
Калаçрĕ килсе! Çавах ку, чăнах!..
Пире шыраççĕ! Мĕншĕн? Мĕн вара?!.
Эпир чухăнсем-çке» — терĕ вăл ăшра.
Пӳртри ют çынсем шăппăн, пĕр самант
Калаçрĕç хăйсем паллăсемпеле.
Ну, юрĕ, — терĕ хăй ват утаман,
Пырать вăл каллех Чакка патнелле.
Хуçа, ан хăра... Сана пĕлтерем:
Эпир, хурах мар, — ирĕк хусахсем;
Сире тивес çук, — терĕ вăл хуллен.
— Ĕлĕк аçусем юратнă çынна,
«Ыр-Петĕр патша» ятне эс пĕлен?
Хăшсем Пугачев теççĕ халь ăна...
Эп çав çын мĕлки... Кусем ман туссем...
Сире сăхакан çĕленсем пулсан,
Пурне те хатĕр лапчăтма вĕсем.
Сан пек чухăн çын — вăл пирĕн тăван...
Чакка хыпăнать, чунтан çуйханса,
Умри çын çине пăхать савăнса.
— Эсир — Пăкачав патша çыннисем?!.
Шалтах тĕлĕнтертĕр!.. Эпĕ пит хавас...
Эсир — хресчене хӳтлен паттăрсем!
Чăнах... ман сире... мĕнпе хăналас?
Мĕн пур — парăттăм... — тет вăл хумханса.
Старик утаман каларĕ кулса:
Çук, çук! Кирлĕ мар... Пĕлетпĕр сана:
Эс чухăн чăваш... Çимешкĕн ахаль
Ыйтрăмăр эпир. Сăлтавшăн кăна...
Эсир ман ята мĕнле пĕлнĕ-ха?!
— Ăçтан...— тет Чакка.
— Пĕлтерчĕç пире
Хумпуç çыннисем, — терĕ утаман.—
Сана хĕнесе янă тет чире?
Хур тунă теççĕ пĕр чунсăр пуян...
Çиет тет кантур чĕрĕ пуççăнах?
Виç çын вилнĕ тет пĕр сирĕн ялтах.
Чăнах та çаплах-и? — ыйтрĕ старик.—
Пĕлтерчĕ пире сан хурăнташу —
Хумпуç ялĕнчи аван çын — Алшик...
Кала: кирлĕ-и сире пулăшу?
— Чăнах ку, чăнах!.. Тĕрĕс пĕтĕмпех!
Çиеççĕ! — терĕ Чакка хĕмленсех.—
Анчах, пулăшу?.. Мĕнле?.. Мĕн тума?..—
Темле, ăнланмасăр, ыйтрĕ Чакка.
— Паллах, тăшмана аркатса хума!
Тивеççĕ пулсан, хирĕç çап, шакка!
Эпир пулăшатпăр, — терĕç хусахсем.
Чакка тав тăвать. Тĕксĕм кĕтесрен
Пăхаççĕ çиçсе хăюллă куçсем.
— Аптранă чухне — чĕнесчĕ сире.
Анчах та ăçтан сире тупмалла?
Эсир — шухă çил... çӳретĕр таçта, —
Шӳтлерĕ Чакка.
— Эпир малалла
Пулатпăр ĕнтĕ час-часах кунта.
Тупатăр, — терĕ старик-утаман.
— Килетпĕр тăтăш, — терĕç ушкăнтан.
Чипер калаçу пынă самантра
Шик! шик! шăхăртрĕç тулта, урамра.
Кĕçех хаяррăн «хурах!» кăшкăрни
Таçтан илтĕнет. — Çырлах! — тет Тайпи.
Пӳртри çынсенчен ик-виççĕш часах
Тухаççĕ чупса кăшкăрнă сасса.
— Эй, ирĕк çынсем, сирĕншĕн пулсан,
Нимскер те шел мар килте мĕн пурри...
Пичке сăрам пур... кăмăла кайсан,
Лартам та парам сирĕншĕн юри, —
Кăшкăрчĕ Чакка. Сикет вăл, тăрать,
Уçать нар сакне, — пичке кăларать:
— Ак, мейĕр — сăра!.. Ĕçĕр сывлăха!
Анчах юр-вар çук... Пур — уйран, сухан...
— Аван ку. Тавах! — терĕ утаман,
Ларать вырнаçса сĕтел хушшине.
— Ну, эсĕ Лавруш, çимелли тупан!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...