Хĕн-хур айĕнче :: Кĕр сăри
Ан ух пуçна, лашам, кăвак лашам,
Инçе çулна çывăх, ай, тăвасшăн.
Ан сик, чĕрем, ан сик, ан та хумхан,
Хĕн пурнăçа ирĕк, ай, тăвасшăн.
Ан тапăртат, лашам, ырă лашам,
Тĕпсĕр çырма урлă, ай каçасшăн.
Ан шухăшла, пуçăм, ан та пăлхан,
Саккунсене урлă, ай, пурнасшăн...
Пуянсен юрри, ун нишлĕ кĕвви
Пӳртрн халăха шăп тăвать пĕр си. —
— Ку юрра Ильхун, ăс-пуçлă хресчен,
Юрланă теççĕ, Пăкачав пĕтсен, —
Терĕ ват хăна... Кун хыççăн каллех
Халап-калаçу каять хĕрӳрех;
Пуçлаççĕ таçти авалхи çинчен,
Пăкачав çинчен, Пахомка çинчен...
Анчах хусахсем çинчен калаçни
Кунта Алапит кăмăлне каймасть,
Пахом-Пăкачав ятне асăнни
Пуян хăнасен ăш-чикне уçмасть.
— Пăрах-ха, кукка, кирлĕ марсене! —
Пӳлет Алаппт ват çын сăмахне. —
Пăлхавçă хусах-пăкачавсене
Нихçан юратман, юратас та çук!
Хупланă вĕсем ырă çынсене!
Пахом та, Чакка та çаплах ав ку чух...
Кичемлĕ халап пусасран пулас,
Хĕрĕнкĕ хуçа тапратрĕ хавас:
— Эй-ну, тăвансем, хыт пуç пурăнать!..
Ак сывă пулсан, çулла ман — туйсем:
Итрен авланать, Шерпике каять.
Анчах çывăхра çук-ха мăшăрсем...
Ну... тупăп çирĕм-вăтăр çухрăмран, —
Терă Алапит шăв-шав тамалсан.
Çуткам çырă сăнлă яштак Шерпике,
Хăрах аллипе питне хупласа,
Шерпет тултарнă сăра куркипех
Сĕтел патĕнчен кайрĕ пăрăнса.
— Туйсем пулмалла... Эй, эй, Шерпике!
Ăçта эс таран? — кăшкăрчĕ Текей.
Шӳтле-шӳтле вăл култарчĕ текех,
Мухтарĕ унтах Алапит ятне.
Ытти хăнисем кунта юриех
Çĕклеççĕ татах Текей сăмахне.
Ак çак каçхинех, кӳршĕри пӳртре,
Ериле старик те ĕçнĕ хăйне май.
Хăюллăн ларсах ĕçмелли çĕре
Ял-йыш çыннисем пухăннă нумай.
Кунта, тĕрлĕрен хăна хушшинче,
Ялти чухăнсем те паян сахал мар:
Стена çуммипе вăрăм сак çинче —
Чакка, Тевенеш, кĕслеçĕ Юксар,
Кĕске Энтрипе Мики те пĕрлех
Лараççĕ йĕркен, туслăн калаçса.
Пӳртре кам пурри, пур хăна-вĕрле,
Пĕр тивĕçлĕхпе ĕçет савăнса.
Ериле старик — вăрăм, типшĕмскер,
Кăвак сухаллă, çутă куçлăскер, —
Кам пынă — ăна ăшшăн йышăнать,
Пурне те пĕр тан чысласа пăхать.
Тӳлек вăл, тӳрĕ çынна тарават, —
Хăй пек çынсене чĕререн савать.
Паллах, Ериле пуян хресчен мар,
Анчах çиткелет ун çăкăр-тăвар...
Ку çыннăн ĕнтĕ эрех тавраш çук,
Пылак шерпет те унăн пит сахал.
Çапах, уçă çын хăналанă чух,
Ун йӳçĕ сăри те парать ыр-хавал.
Ак çак майпалах Ериле патне
Нумай çын килнĕ кĕр сăри ятне.
Пӳлмексĕр, лутра кив пӳрт ăш-чикки
Хурăн хăййипе тăрать çуталса.
Пĕчĕк хĕрача, хуралçă пекки,
Унтах хăййине тăрать майласа.
Кайри кĕтесре, кăнтăрла енче,
Тăпа çурта1 кăшт çунса чăлкăшать.
Чăл-чăл çунакан çурта умĕнче
Яшка та пăтă пăсланса ларать.
Чĕннĕ хăнасем пухăнса çитсен,
Тулать ĕçмелли сар сĕтел çине;
Ăна янтăлать пĕр сар хĕр пĕччен,
Ериле пичче хĕрĕ — Ухвине.
— Атте, теп, атте... Ак хатĕр апат.
Шерпет пичкине пуçлас пуль? Ăсас?
Хăш-пĕр хăнасем юрласшăн пулас...
Мĕнле? — тет сар хĕр ăшшăн, тарават.
— Юрать, Ухвине... Пуçла шерпетне.
Çапла пуль, карчăк? Çиме те вăхăт? —
Пăхать Ериле арăмĕ çине.
—Юрать пуль, —тет леш. Хăнасем шăпăрт.
Сĕтел çинчи чăм2 шерпетпе тулсан,
Пырать Ериле Тевенеш патне.
— Кунта эс ватти... Кĕлту ман ятран...
Пуçлар, — тет те вăл юсать çуртине.
—Тăрар пуль ачсем... Турра кĕлтăвар.
Чӳклев ячĕпе пиллĕхне ыйтар, —
Терĕç стариксем хăна халăхне,
Каларĕç те тăчĕç кĕреке умне.
Çĕкленчĕç çынсем кашăл, хăвăртрах,
Пăхаççĕ пурте алăк еннелле3.
Ватти, Тевенеш, тăрать чи малтан.
Унпа юнашар — килпуç Ериле;
Унăн аллинчи йывăç куркара
Чашкăрса тăрать кăпăклă сăра.
Çири кĕрĕкне лăшт йӳле ярса,
Хăрах хул айне çĕлĕкне хурса,
Шур пуçлă старик тытăнать кĕлле.
Ытти çынсем — шăп, чунсăр темелле!
— Эй, пĕсмелле, çырлах,
Турă, ан пăрах!..
Ериле хăй кил-йышĕпе
Чӳклеме пички пуçласа,
Виç тĕслĕ тыр-пул сĕчĕпе
Чӳклеме курки тытса,
Ырă турă, сана асăнать, витĕнет...
Килнĕ хăнапа пĕрле:
Кӳршĕ-аршăпа, ялĕ-йышĕпе,
Пĕлĕш-тантăшпа асăнать, витĕнет.
Çырлах, турă, Аминь!
Эй, турăçăм, çура тухсассăн,
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...