Хĕн-хур айĕнче :: Пăлхавлă пуху
Ĕмет пурлăхна...
Тăван вăрманна та
Чараççĕ касма;
Сывлан сывлăша та
Ак памĕç сана!..
Чăваш ĕç хресченĕ,
Итле:
Çĕрӳ санăн хĕсĕк, —
Начар, шур тăпра.
Ану татăк-кĕсĕк —
Çырма-сăртламра...
Çак хĕсĕк çĕртен те
Чи лайăххине
Касать пур енчен те
Помещик хăйне...
Сана Атăлтан ав
Яраççĕ хуса;
Сăрпа Çавалтан та
Хăвалĕç часах...1
Хресчен!.. Хура халăх!
Татах-ши тӳсен?
Мĕскер саншăн лайăх?
Айта, ак, çĕклен!..
Пур тӳснĕ хĕнсемшĕн
Таврар тăшмана,
Манми Тевенешшĕн
Кисретĕпĕр ăна...
Йăтар хĕç-пăшал та
Каяр кантура:
Çĕмрер, салатар та
Çунтарăпăр ăна.
Пур халăх инкекĕ
Кĕллентĕр вутпа,
Пурмисĕ, тиекĕ
Тĕп пулĕç унтах...
Пире кура тăрĕç
Ытти ял-йышсем:
Хĕçпе пăшал тытĕç
Асап тӳснисем.
Хресчен, чухăн халăх, —
Эс çеç ман хаваллăх...
Çĕклен вут хӳме пек, —
Хăвна хĕçпе вит!
Ан пулччăр пирте тек
Сутник, Алапит...
Кам савăннă, кулнă
Кантур хӳттинче,
Ун пек çынсен пуçĕ —
Шалча тăрринче!
Ватар кантура та,
Унтан — малалла!..
Унта та, кунта та
Çĕклер халăха...
Кăвак утаман хĕрсе, талхăрса
Пуху çийĕнче çаврать çĕлĕкне,
Çӳçне-сухалне аркатса ярса,
Хĕрӳ сассипе чĕтретет пӳрте.
Пуху шарламасть,
Никам хускалмасть.
— Мĕскершĕн шăпах? Е çук-тăр сăмах?
Е ыр утаман сире улталать?!
Вăл халăхшăн çех чĕрипе çунать!
Тимлешĕр! — терĕ Чакка хыттăнах.
— Çук, ара, Чакка, — чăнни вăл чăнах,
Тĕрĕс пĕтĕмпех Пахом калани...
Анчах... ну... пăртак... хăрамалларах.
Хăруш çав... пăлхав! — тет Ериле мучи.
Чакка
Мĕнтен хăрама?.. Мĕн чĕтремелли?
Çитет пуççапса чуниллисене!
Мĕн чухлĕ йăваш — хĕнрех тӳсмелли...
Çăлатпăр, халăх, Тевенеш пуçне!
Пахом
Каятпăр çăлма! Пурте — ман хыçран!
Ан манăр — эп кам? Петĕр патшаран.
Нимле улпута, нимле пуçлăха
Пире ыр патша хĕрхенме хушман...
Ериле
Çынна çăлас-тăк пăлхав тумалла,
Анчах, утаман, мĕскер курмалла?!.
Аван астăвап пăлхавăр кунне:
Ай-вай çунтарчĕç кайран хамрăнне!
Малтан чăнахах, мĕнпур улпута —
Алла лекнине чĕррĕн вĕçертмен.
Кайран ун пирки шăварчĕç юнпа!
Çунтарчĕç — вилĕм!.. Тек кунçул кĕтмен...
Майра патша хăй салтаксем ярса
Тустарчĕ, вĕтрĕ пĕтĕм ялсене:
Хирте, ялсерен вуншар çын çакса,
Пур пек арçынна пĕтерчĕç хĕртсе...
Пăлхав тапратсан, каллех кĕт çавна:
Ырри курăнмасть, пĕтетпĕр кăна!
Чакка
Кун пек пурнăçра — куççуль кăна пух!
Капла тӳсиччен — хăватлăн вилес...
Ашра чĕрĕ вăй хĕрсе тăнă чух
Мĕскершĕн путек пек имшеррĕн пĕтес?!
Пурмис патакне пĕрре курнăскер,
Нихçан та урăх ахаль парнас çук,
Çук, çук, пурнăç мар, — асап та тискер!
Вăрçас та пĕтес луччĕ кун пек чух.
Ял-йышăм, шутла: мĕскершĕн мана,
Ман урлă — çынна тĕп турĕç капла?!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...