Симĕс ылтăн :: VI пай
Çапăçусенче хавшанă полка çĕнĕ çынсем хушса пачĕç, тумлантарчĕç, лайăх хĕç-пăшаллантарчĕç.
— Ну, Варсун, халь ĕнтĕ пире кунта нумаях тытмĕç, — терĕ пĕррехинче Актаев. — Çитет кунта хĕртĕнме! Куратăр, Сталинград юн тăкса çапăçать, а эсир американски наблюдатель пек, аякран пăхса тăратăр, — тейĕç пире. Кӳршĕ гвардеецсенчен намăс вĕт-ха капла.
— Эпĕ паян тесен паянах вута кĕме хатĕр Çак ятсăр юханшыв хĕрринче хĕртĕнме килмен вĕт кунта. Тайгара Кундыш шывне ылханнипе те çитĕ! — терĕ Аюхин.
— Ма ун пекех ылханаттăн вара ăна? — кулса ыйтрĕ Актаев,
— Ылханăн. Миçе хутчен каçнă эпĕ ăна? «Вĕренӳре йывăр — çапăçура çăмăл...» Суворов çапла вĕрентнĕ, тетчĕç. Занятирен йытă пек ывăнса, кашкăр пек выçса таврăнатăн. Столовăйне çитетĕн: «Мĕн пĕçернĕ паян?» — тесен, «Кундыш», — теççĕ кулса çĕр çăтман поварĕсем... А мана пĕччен пĕрре çиме пĕр çăкăр, тепĕр котелок çав баланда ним те марччĕ...
Актаев, кăмăлсăрланнă юлташĕ çине пăхса, ахăлтатса кулса ячĕ.
— Ахальтен мар каланă эппин: лутра çын хырăмĕ — лутка тесе. Çарта, ачам, пĕр çăкăра вунă çынна валеçме тивет... Халĕ те пире кунне çичçĕр грамм çăкăр параççĕ, хулари рабочисем, ăв, тăватçĕр грампа пурăнаççĕ. Ленинградра блокада, унта халăх выçăпа касăхать...
— Ну, пуçларĕ ĕнтĕ политкалаçу, тупăннă комиссар... Эсĕ мана политкалаçупа ан тăрантар, наркомовски паек пар. Пире паян е ыран леш тĕнчене ăсатма пултараççĕ. Эпир иксĕмĕр те пурнăç тĕпелне иртсе курман-ха. А мĕншĕн çак асап? Действующи çарта шутланатпăр хамăр, а пире халĕ-те кирлĕ-кирлĕ мар занятисемпе асаплантараççĕ...
— Чăн-чăн асапне курман-ха эсĕ, — лăпкăн, анчах çирĕппĕн каларĕ Актаев. — Вăл малашне пулĕ. Çавăнпа халĕ тӳсме вĕрен. Тӳсĕмпе ӳсĕм пĕртăван, теççĕ... Атя хирĕçер мар, мĕн тесен те эпир пĕр ялсем. Тен, эс калашле, иксĕмĕре те ыранах пĕр-пĕр нимĕç снарячĕ ĕмĕрлĕхех мирлештерĕ. Пар-ха хăвăнне, ампархыçтрест тенине, пĕрер туртса ярар.
Аюхин таçтан (те гимнастерка кĕсйинчен, те хĕвĕнчен) пĕр чĕптĕм табак кăларса пачĕ.
— Нумай юлмарĕ ĕнтĕ, хам та хĕрхенсе çеç туртатăп. Асту, тĕпне ман валли хăвар.
— Çавăн чухлĕ табака пĕчченех туртса яма ĕлкертĕн-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Валентин.
— Пĕччен-ха унта сана... Янтти çине виле те куç уçса пăхнă, тет, — юлташĕ çине пăхмасăр, ирĕксĕртереххĕн каларĕ Варсун.
Часах ун «кучченеçĕ» ăçта кайса кĕни паллă пулчĕ. Çав кунах кăнтăрлахи апатра сержант хăйĕн отделенийĕнчи пĕр салтак çăкăрсăр яшка çисе ларнине курчĕ те тĕлĕнчĕ.
— Дунаев, ăçта сан çăкăру? — юри хыттăн ыйтрĕ вăл. Çамрăк салтак ура çине сиксе тăчĕ, командира хирĕç пăхаймасăр хĕрелсе кайрĕ, нимĕн те чĕнмерĕ. Ун вырăнне юлташĕ каласа хучĕ:
— Дунаев çăкăрне сирĕн «хамăр ял» çиет, сержант юлташ. Унăнне çеç те мар... Юрать, эп хам туртмастăп та. Туртакансемшĕн чĕр тамăк. Нумайăшĕ ăна хăйĕн сахăр паекне парать.
— Мĕнле?! — сержант вăтаннипе те тарăхнипе пĕрре хĕрелсе, унтан кăвакарса кайрĕ.
— Мĕнле пултăр тата, махоркăлла пулмасан? Сасартăк урса кайнă Актаев юнашар çĕрпӳрте чупса кĕчĕ.
Унта Аюхинпа юлташĕ пĕр котелокран çисе лараççĕ. Юлташĕ çăкăрсăр яшка сыпатчĕ. Пĕр самантрах ун умне Аюхин хăйĕн çăкăр татăкне шутарса хучĕ.
— Зимин, тух-ха, — терĕ Актаев тытăнчăклă сасăпа. Салтак тарăхнипе чĕтрекен сержант çине пăхса илчĕ те нимĕн те ăнланмасăр, хăвăрт тухрĕ.
Аюхин сыпнă яшкине те, çыртнă çăкăрне те çăтаймарĕ. Тантăшĕ ăна кăкăрĕнчен ярса илчĕ, карт! туртса çĕклерĕ, пĕр хушă çаплипех тытса тăчĕ. Аюхин хăраса ӳкрĕ, унăн кăн-кăвак куçĕсем чарăлчĕç, чĕкеç шатриллĕ хĕрлĕ пичĕ шуралса кайрĕ, тулли çăварĕ карăлчĕ. Тӳсме çук йĕрĕнчĕклĕн курăнчĕ вăл Актаева, çапса салата килчĕ ăна çак самантра! Анчах командир хăй камне мĕн тунине аса илчĕ те, пĕтĕм чун хавалĕпе чĕрине хытарса, çак ирсĕр туйăма сирме пултарчĕ. Вăл çĕкленĕ аллине усрĕ, хăсса ярас пек йĕрĕнсе, Аюхина хăй çумĕнчен тĕртсе ывăтрĕ.
— «Хамăр ял!» — терĕ Валентин шăл витĕр, çак самаха вырăс салтакĕ мĕнле каланине астуса. — Тупăнна хамăр ял!..
Аюхин, стена çумне пуçĕпе çапăнса, нар çине месерле ӳкрĕ те пер хушă тăмарĕ, питне ăллисемпе хупласа выртрĕ, Актаевăн çур пăт пуканĕ пысăкăш чăмăрĕсем унăн сехрине хăпартрĕç. Тем терирен çеç Варсунăн чĕлхи çăврăнчĕ.
— Эсĕ мĕскер, Валентин? Мĕскершĕн мана?.. Эп халех комиссарра, — терĕ вăл, чыхăна-чыхăна, «р» сасса пушшех йывăррăн, пыр тĕпне хыртарса каланă май.
— Молча-ать! Валентин мар эпĕ саншăн — командир! — кăшкăрчĕ Актаев, тулти салтак илтме пултарасса сисмесĕр. — Комиссар парăп! Вăл пĕлес пулсан, пĕлетĕн-и, мĕн кĕтет сана? Трибунал! Тăхăр грамм! Тупнă вăл табакпа услам тумалли вырăн... Кунта сана Энтри пасарĕ мар — Сталинград! Чăваш ятне яратăн, намăссăр... Махорку мĕн чухлĕ юлчĕ, пухнă çăкăрпа сахăру мĕн чухлĕ пур — йалтах, халех юлташусене валеçсе пар. Çумăнта пĕр пĕрчĕ ытлашши тупсан та — каçару пуласса ан кĕт...
— Ан пĕтерр... хăтарр, — терĕ Аюхин, командир куçĕнчен шиклĕн пăхса. Айăпа кенĕшĕн патак çинĕ йытă хаяр хуçа куçĕнчен çапла мĕскĕннĕн пăхать, хуллен йынăшса хăрлатать...
Актаев тек чăтса тăраймарĕ, вăрт çаврăнçа тухрĕ те хăй хыççăн алăка шалтлаттарса хупрĕ, çĕрпӳрт умĕнче йăрст тӳрленсе тăнă салтак çине пăхмасăр, хăйĕнчен хăй вăтаннă евĕр аяккалла пăрăнчĕ. Унăн кăмăлĕ пăтранчĕ, кун çутине курас килми пулчĕ. Халĕ вăл хăй ытлашши вĕриленнишĕн те, салтака тĕртсе янишĕн те мар, çав салтак унăн подчиненнăйĕ, тантăшĕ, «хамăр ялĕ», тĕрлĕ халăх хушшинче чăвашла калаçакан пĕртен-пĕр юлташĕ пулнишĕн вăтанса та тарăхса асапланчĕ: «Чăваш ятне ярать вĕт. Çав вараланчăк сурăх пĕтĕм кĕтĕве варалать... Шанма пулать-и ун йышшине çапăçура? Çитменнине тата, вăл пăшал тарне те шăршласа курман вĕт-ха? Чăн, ман ăна тĕкĕнмелле марччĕ. Юрать-ха, çапса ямарăм... Ку киревсĕр ĕç çинчен халлĕхе никама та пĕлтерес мар. Эпĕ — командир, хамах айаплă. Хамăнах ăна, вĕрентес пулать. Паян-ыран çапăçăва кĕмелле, унпа юнашар тăмалла. Чăн, иксĕмĕр те çамрăк, пурнăç тĕпелне иртсе курман, ун кĕрекине ларса курман-ха. Иăлт — малашне, çак фашистсене аркатсан... Пĕррелĕхе каçарас пулать мура. Малашне ăслăрах пулĕ...»
Каçхи апат умĕн, пушă вăхăтра, Аюхин юханшыв хĕрринчи çирĕк айĕнче автомат тасатса ларатчĕ. Ун патне Актаев пырса ларчĕ те лăпкă сасăпа калаçма тăрăшрĕ:
— Ну, мĕнле, Аюхин, ху айăпна ăнланса илтĕн-и халĕ? Мĕн шутлатăн ху пирки? Ан пытар ман умра, эпĕ сана усал тăвасшăн мар.
Пусăрăнчăклă салтак, куçран пăхма хăяймасăр, хуллен калаçа пуçларĕ:
— Пысăк айăплă эпĕ юлташăмсем умĕнче... Çак сехетсенче хуйхăрса асапланнине хам çуралнăранпа та курман, тӳрĕ калатăп... Паçăр эсĕ комиссарпа калаçнине курсан, мана тыттарса яратăн пуль тесе чунăм юлмарĕ... Тавтапуç, сана сутманшăн ĕмĕр манмăп... Хам ухмахăма пула çапла пулса тухрĕ. Мĕне кирлĕччĕ-ха мана саппас çăкăр, сахăр, махорка? Плена кайма е дезертир пулма хатĕрленеттĕм-и? Чăнах çапла шутланă пулĕччĕç, ман çумра ытлашши апат-çимĕç тупнă пулсан.
— Тупнă пулсан, çапла, ырах пулмастчĕ сана... чи сахалтан та штрафнойне лекеттĕн, ятна яраттăн... Халь те ĕнтĕ юлташусем умĕнче хаяр ята кĕтĕн, вĕсем сан махоркуна чылайччен асăнĕç-ха. Халь сан пĕртен-пĕр тĕрĕс çул — вĕсем умĕнче тӳрре тухасси, çапăçура хăвна паттăр тытасси, кирлĕ самантра юнашар юлташушăн хăвăн юнна е пурнăçна та шеллемесĕр тăрасси.
Варсуна чун кенĕ пек пулчĕ, унăн чакар куçенче шанчăк хĕлхеме йăлтăртатса илчĕ.
— Эпĕ вĕсемшĕн халĕ чунăма пама та — хатĕр, Валентин! Эпĕ нихçан хăравçă та, дезертир та пулас çук, плена та каяс çук. Юлашки сывлăш тухиччен... эпĕ... халĕ тесен халех вута кĕме те... хуш кăна!.
Актаев чикарккă чĕртнĕ май лăпкăнрах калаçма тытăнчĕ, вăл паçăрхи хирĕçӳ хыççăн пĕрремеш хут тантăшне ятран чĕнчĕ.
— Ĕненес килет, Варсун. Ĕненмен пулсан, санпа çапла калаçман та пулăттăм... паçăрхишĕн каçар мана... ытла хытă тарăхрăм.. Турт, чармастăп, — к улса хушрĕ вăл юлашкинчен.
Варсун куçĕнче куççулĕ йăлтăртатса илчĕ, пичĕ хĕрелсе кайрĕ, тути именчĕклĕн кулчĕ.
— Махоркине те, ыттине те пĕтĕмпех юлташăмсене валеçсе патăм эпĕ... каçару ыйтрăм... Тӳррипе каласан, хам ыйтса илмен вĕт вĕсенчен, хăйсем паратчĕç, ухмахăма пула илтĕм... Халĕ хытă ӳкĕнетĕп, вĕсене хирĕç пăхма та хăяймастăп... чавса çывăх та... Пĕр çăлăнăç кăна ĕнтĕ халь ман — хам мĕнлине çапăçура кăтартасси. Часрах Сталинградаччĕ!..
— Ан хурлан, часах ĕнтĕ. Кĕçер мар пулсан — ыран. Унта хăвна кăтартăн. Вăрçа пĕрле, юнашар кĕрĕпĕр... Ме, туртса яр, — тесе, Валентин чикарккине юлашки хут ĕмсе илчĕ те юлташне пачĕ.
Варсун ăна чĕтрекен аллипе тытрĕ, унăн ачаш шĕвĕр пӳрни çине шултра куççулĕ юхса анчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...