Симĕс ылтăн :: IX пай
— Тăвансенчен уйрăлнă — тăватă çул хуйхăрнă, тăван çĕртен уйрăлнă — ĕмĕр хуйхăрнă тени мĕне пĕлтернине эпĕ хам пурнăçра тӳссе куртăм, анне. Чăнах иккен, ют çĕршывра хĕвел те хура...
Валентин йывăррăн сывласа илчĕ те калама чарăнчĕ амăшĕ çине хĕрхенсе пăхрĕ. Карчăкăн тутăрĕ айĕнчи шап-шурă çӳç пайăркисем сапаланса тухнă, пĕркеленсе пĕтнĕ пичĕ тăрăх куççулĕ шăпăртатса тумлать.
— Эй, турăçăм! Эй, турăçăм! — тет çеç вăл, урăх нимĕн калама пĕлмесĕр.
— Эпĕ ача чухне эсĕ мана, анне, Христос мĕнле асап тӳснисем çинчен каласа параттăн... Ун асапĕсем, манăннипе танлаштарсан, нимĕн те мар...
— Турă çинчен апла ан кала, ачам! — шикленсе ӳкрĕ амăшĕ.
— Турă çук, анне! — шăл витĕр каларĕ ывăлĕ.
— Эй, ачам...
— Турă çук, анне!.. Пур пулсан, этеме çапла асап кăтартмĕччĕ, фашистсене çĕр çинчен шăлса ывăтĕччĕ... Пĕлетĕн-и, Польшăри пĕр концлагерь алăкĕ çине мĕн тесе çырнă вĕсем? «Турра асăнса кĕр, каялла тухасса ан шан», — тенĕ... Йĕплĕ «пралукпа çавăрнă картара эпир, темиçе пин çын, выльăх кĕтĕвĕ пек çăрăлса тăраттăмăр... Выçă, çарамас... Выртма вырăн çукран ура çинчех тăраттăмăр... Кунĕн-çĕрĕн сивĕ çумăр çăватчĕ. Талăксерен çĕршер çын выçса, шăнса вилетчĕ... Мĕнле выçса çитнине калас-и?.. Лагерь варринче темиçе йывăç пурччĕ, симĕсрех çулçисене çынсем ним юлми çисе янăччĕ... Шăннă çĕрулми е купăста туни тупсан та — тем пекех телейччĕ... Выльăха кăларасшăнччĕ пире нимĕç, анчах кăлараймарĕ... Эпĕ Саксонире те, Тюрингире те, Баварире те, таçти шуйттан шăтăкĕнче те пулса куртăм — эсĕ, каласан, ячĕсене те пĕлсе çитерес çук. Çĕр тĕпĕнче кăмрăк та кăлартăм, тусем хушшинче чул та касрăм, тĕрлĕ йывăр ĕçпе, каторга ĕçĕпе тертлентĕм... Фашистсем пире, совет çыннисене, йытта хĕненĕ пек хĕнетчĕç. Çук, йытта никам та ун чухлĕ хĕнес çук; çапса ӳкерсе, çие хăпарса сикетчĕç... Çав асап-мăшкăла чăтаймасăр икĕ хутчен тарма хăтлантăм. Анчах ют çĕрте ăçта тарăн: палла-тăрану çук, чĕлхе пĕлместĕн... Икĕ хутчен те тытрĕç... Йытăсемпе туллаттарчĕç мана... Акă, çын умĕнче хывăнма именмелле...
Валентин тăчĕ те кĕпине çĕклесе кăтартрĕ.
— Турăçăм... турăçăм, — хăраса пăшăлтатрĕ карчăк, унăн хăрушă суранĕсене хуллен сĕртĕнсе.
— Манассăм çук, каçарассăм çук фашистсене... икĕ ĕмĕр пурăнас пулсан та! — хаяррăн каларĕ ывăлĕ. — Вăрçă пĕтес умĕн çеç кăшт çăмăллăх куртăм... Пĕр ырă çын çăлчĕ мана, вилĕмрен çăлса хăварчĕ, — хушса хучĕ вăл сасартăк çемçелнĕ сасăпа:
— Нимĕçех-и? — тĕлĕнсе, асăрханса ыйтрĕ амăшĕ.
— Нимĕç те пурте пĕр мар, анне. Вĕсем хушшинче те ырă çынсем пур, фашистсем кăна мар, анчах ун пеккисем те фашистсенчен хăратчĕç... Мана çăлаканни чех çынни пулчĕ. Ячĕ çеç унăн нимĕçлерех пекчĕ.
— Эй, ачам, ĕмĕр турра тав тăвас пулать уншăн. Мĕн ятлăскерччĕ çынни?
— Фритц...
— Вăрçă вăхăтĕнче китлĕрсене пурне те çапла чĕнетчĕç,
— Фритц Франтишек Богемирен, Пльзень ятлă хуларан. Унта, анне, хăмла чаплă туса илеççĕ. Анчах эсĕ, каласан та, ăнланаймăн.
— Аçу темле Пĕлсен ятлă хулана асăнатчĕ.
— Ват шăпах çав хуларан. Унта тĕнчипе чаплă сăра тăваççĕ...
— Мĕнле çăлма пултарчĕ вара сана вăл çын? — ыйтрĕ тĕнчере пĕр чăваш сăрине çеç кăмăллакан карчăк. Унăн таçти хăмла сăри çинчен мар, ывăлне çăлакан çын çинчен ыйтса пĕлес килчĕ.
— Нумай калас пулать. Тепĕр чух каласа парăп. Халĕ кайса мунча хутса кĕрес... ман паянах военкомата учета тăма каймалла, — терĕ те ывăлĕ, военкомата аса илсен, каллех салхуланчĕ, çапах йывăр кăмăлне амăшĕ умĕнче кăтартасшăн пулмарĕ. — Пирĕн мунча мĕнле, хутма юрăхлă-и?
— Урхи мучу кăмакине пăсса юсанăранпа чиперех. Мунчине хамах хутăп... хĕрарăм ĕçĕ...
— Эпĕ тума пĕлмен ĕç çук халь, анне, — терĕ те ывă лĕ вута хатĕрлеме тухрĕ.
Тул янках çутăлнă. Тӳпе янкăр таса. Çăлтăрсем сӳннĕ ĕнтĕ, пĕр Шурăмпуç çăлтăрĕ кăна йăлтăртатса тăрать, хутран-ситрен ун çывăхĕнче сӳнсех сӳнеймен çăлтăрсем мăчлата-мăчлата илеççĕ. «Ирхи çăлтăрсем», — терĕ те Валентин хăй ăшĕнче, ăна тахçан илтнĕ юрă аса килчĕ:
Ирхи çăлтăрсем ялтăраççĕ,
Ырă кун килессе шантараççĕ.
«Ырă кун килессе шантараççĕ», — пăшăлтатрĕ каччă, чĕринче темле халиччен пĕлмен савăнăç, шанчăк капланса çĕкленнине туйса. Вăл пусма картлашки çинче чарăнса тăчĕ, килкартине тинкерсе сăнарĕ. Акă ачаран палланă ватă йăмра... акă улăм çивиттине сӳсе илнĕ кивĕ сарай (улăмне сурăхсемпе качакана çитерсе янă пуль ĕнтĕ)... тайăлса кайнă çатан карта... вăрçăччен тунă турник те çаплах ларать... Валентин хăй ăшĕнче кулса илчĕ те çĕре сиксе анчĕ, лупасайне пырса пуртă илчĕ, каска çинче хăрăк шанкă татма пикенчĕ. Те хăйĕн тертлĕ шăпи çинчен, айăпсăр айăпĕ çинчен амăшне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пани, те çак илĕртӳллĕ таса çурхи ир, те халĕ çеç вăраннă тăри юрри унăн тăвăнса çитнĕ ăшчикне уçса ячĕ — Валентин мĕнпур вăйран ĕçлерĕ. Вăл пĕрремĕш хут хăй ирĕкĕпе ĕçленине, ăна никам та кăшкăрса хăратманнине, патакпа юнаманнине, ĕç ăна пĕрремĕш хут пысăк савăнăç кӳнине туйса тимлерĕ. Ун чĕринче тахçан, таçта илтнĕ юрă халĕ пысăк шанчăк парса янрарĕ:
Ирхи çăлтăрсем ялтăраççĕ,
Ырă кун килессе шантараççĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...