Симĕс ылтăн :: XIII пай
— Хăвна ху сунтал тетĕн пулсан — тӳс, мăлатук тетĕн пулсан — çап. Çапла ман, тимĕрçĕн, сăмахăм. Тата çакна та калам: йывăрлăх чăн-чăн çынна çĕнейми çирĕп тăвать, хавшак чунлă çынна пĕтĕмпех çапса хуçать. Чăн-чăн çирĕп хурçă вăл вăйлă вутра шăранса пулать, тăванăм, ытти вара — тимĕр пăхĕ пулсах пĕтет. А эсĕ, Валентин, тимĕр пăхĕ пулса пĕтме ан килĕш, Актай йăхĕнче нихçан та япăх çын пулман, — — терĕ Федор Иванч, тимĕрç лаççине пырса кĕрсен. Вăл шинельтен çĕлетнĕ кĕске пиншакне хывса çакрĕ, вучах чĕртсе ячĕ. — Тимĕре хĕрнĕ чух шакка...
Федор Иванч рифмăласа тем каларĕ те хăйĕн шӳтĕнчен хăех кулса ячĕ. Актаевăн салхуллă шухăшĕсем кăшт сирĕлчĕç. Вăл йывăр мăлатука сулмаклăн çĕклерĕ...
Вĕсем кăнтăрлаччен йывăç сӳресем валли тимĕр шăлсем турĕç. Федор Иванч сулахай аллипе тимĕр хыпчăка тытнă май сылтăммипе мăлатукпа çапрĕ, çăмăллăн выляса тăнă пек, курăнчĕ ун аллинчи пысăк мăлатук, анчах пичĕ тăрăх хура тар шăпăртатсах юхрĕ.
Иккĕмĕш сунталĕ çинче тимĕр туптакан Валентин вара халтан кайичченех ĕçлерĕ, пурĕпĕр хăй ывăннине кăтартасшăн пулмарĕ, юлташĕ канма лариччен те ĕçлеме пăрахмарĕ.
— Канар кăштах, туртса ярар, — текелерĕ Кузнецов ывăнмасăрах, тусне хĕрхенсе. — Вăйран кайсах ĕçлеме кирлĕ мар, ĕлкерĕпĕр-ха, ĕçĕ нумай та юлмарĕ ĕнтĕ... Чăтамлă иккен эсĕ, салтак...
— Кун пеккине мар тӳснĕ, — терĕ Актаев, — Саксонири камнеломньăсенче сахал мар чул ватнă... Ахаль те аран çӳреттĕмĕр унта эпир, çынсен тирĕпе шăмми çеç тăрса юлнăччĕ, çапах пире каттăршни ĕçне тутаратчĕç... Нумайăшĕ выçăпа, йывăр ĕçпе асапланса вилчĕç... Мана хам ачаран ĕçре пиçĕхни, спортпа тĕрекленни çеç çăлса хăварчĕ пулĕ тетĕп. Ну, паллах, çамрăклăхăм та çĕнтерчĕ. Ватăраххисем тӳсейместчĕç... Хĕнеме вара пире эсесовецсем... йытта хĕненĕ пек хĕнетчĕç... ним айăпсăр вĕлеретчĕç...
— Фашизм, пĕр сăмахпа каласан...
— Вăл ылханлă сăмах ман чунăма, юнăма ĕмĕрлĕх кĕрсе вырнаçрĕ. Хам мĕн курнине аса илсен, халĕ те çĕрле ыйхăран хăраса вăранса каятăп, тĕлĕкре те аташатăп, кăшкăрашатăп, тет, анне калать... Çĕр çинче салтакшăн чи хăрушă, чи йывăр, чи чыссăр япала пур пулсан — тăшман тыткăнне лекни вăл. Унран хăрушраххи, йывăртараххи, чыссăртараххи пулма та пултараймасть... Чăн калатăп, Федор Иванч, тыткăнрипе танлаштарсан, кунта, хамăр çĕр çинче, хамăршăн ĕçлесси, ĕçĕ çăмăл мар пулсан та, — савăнăç, телей... Суймастăп, кувалда çĕклеме çăмăлах мар мана, вăхăтăн-вăхăтăн пуç çаврăнать, куç хуралса килет... анчах хам каллех килте, ялйышпа пĕрле, ирĕкре иккенне туйса илетĕп те — пушшех ĕçлес килсе каять, алăсене юн анать... Шăмшакăм, хул-çурăм сурать пулин те, чунăм юрлать ман, Федор Иванч!..
— Эс мар, эп хам та пĕлтĕр, çартан таврăнсан, пĕрремĕш хут алла плуг аври тытсан, мĕнле савăнса сухаланине халь те астăватăп, — терĕ Кузнецов. — Миçе çул алăран пăшал яманччĕ вĕт! Эпĕ — хресчен. Тимĕр ĕçĕпе халь кăна аппаланма пуçларăм, çын çукран... Ху пĕлетĕн Тимĕрç Тимуххи Берлина штурмланă чух вилчĕ... Илтменччĕ тетĕн-и?.. Нумай çын таврăнмарĕ вăрçăран. Çавăнпа халĕ пирĕн, чĕрĕ юлнисен, хамăра йывăр килнĕшĕн никама та ӳпкелемелли те çук. Йăлт хамăр алăпа тăвас пулать, никам та пирĕншĕн килсе ĕçлес çук. Вĕсем те (тимĕрç вĕсем сăмаха уйăрса каларĕ)... вĕсем те тем пекех савăнса килнĕ пулĕччĕç, килти ĕçе тытнă пулĕччĕç те... хăвах астăватăн, çапăçу хирĕнче салтак вилли кĕлте пек йăванса юлатчĕ... Вуншар миллион пĕтнĕ, теççĕ. Çавсемшĕн те ĕçлемелле халь пирĕн.
Федор Ивăнч чикарккă тĕпне шыв витрине пăрахрĕ те хулăн, пуклак пӳрнеллĕ, шăйрăлса пĕтнĕ, хăпаланса тухнă ал тупанĕсене кăтартрĕ.
— Куратăн-и, мĕнле сăранланса, кайнă, алса та кирлĕ мар, — терĕ вăл, — Фронтра траншейăсем чавнă чух ал тупанĕсем çапла хăпаланатчĕç... Тимĕрç лаççинче алсапа ĕçлеймĕн майлă мар. Ав çавсене çăрттан пулă хушнипе пĕр самантра туман вĕт, хĕл каçипе шакканă, кашни шăлне çак алă витĕр кăларнă, — тимĕрç лупасайне шаршанласа хунă хатĕр сӳресем еннелле пуçĕпе сĕлтсе кăтартрĕ. — Хĕлĕпе тимĕр шаккарăмăр Митюк Мĕтрипе...
— Сахал мар ĕçленĕ, — килĕшрĕ Актаев. — Мĕтри халь мĕн, чирлемен пуль-çке?
Вĕркĕч умне тăнă Кузнецов тарăхса каларĕ:
— Мĕн чирĕ? Хутман мунчара сĕрĕм тивнĕ ăна. Халь пĕр виçĕ кун анраса выртатех ĕнтĕ...
— Хытах сыпкалать-им? Май уявĕччен инçе-ха... мункун та çитмен, — терĕ шӳтлерех Актаев.
— Сăлтавĕ тупăнсах пырать ун. Хальхинче — хĕл каçнă вăкăра пуснă...
— Çăва тухас умĕн-и?
— Вăкăрĕ пырне çĕрулми лартса вилме пуçланă, тет пулас, ну, Паххунккăпа иккĕшĕ пусса пăрахнă вара. Лешĕ, Куçми, ялта камăн мĕн пусмаллине кăна шыраса çӳрет вĕт. Уншăн ăна пырши-пакартине е пуç-урине паркалаççĕ. Ну, паллах, «аншарли» ĕçтереççĕ. Çырман саккунĕ пур вĕсен: автан пуссан, пĕр четвĕрт ĕçеççĕ; така пуссан — ик четвĕрт; сысна е вăкăр пуссан — виçĕ кун. Митюковĕ пĕр ĕçсен, виç талăк тăна кĕреймест. Ним тума аптрамалла вĕсемпе. Кашни хăйне хăй командир, кашни — фронтовик, кашни — ученăй... Митюковне ятлама та аптрамалла: хамăр пекех вăрçăра пулнă, инвалид, салтакран хăрах куçсăр таврăнчĕ. «Колхоз сана разведрота мар, кунта казарма йĕрки туса хураймăн, старшина!» — тет вăл мана... Хирĕçекенĕ унсăр та нумай. Çапах пуринпе те килĕштерес пулать ман, пурне те ĕçлеттерес пулать. Кунта çарти пек гауптвахта çук, çынсене итлеттерме урăх мелсем кирлĕ, урăхла итлеттермелле.
— Ӳкĕте кĕртсе-и?
— Сăмахпа халь нумаях ӳкĕте кĕртеймен, ачам. Сăмахпа тăранса çитнĕ ĕнтĕ халăх... Халăх ĕçлет, анчах ĕçне кура мĕн илет вăл? Колхоз темиçе çул хушши ĕç-кунĕ пуçне çуршар кило та тырă валеçеймен, мĕнле кăмăлпа ĕçлеччĕр çынсем? Çавăнпа вăйпиттисем ялтан хулана е урăх çĕре калым тума тухса каяççĕ. Вĕсем колхоза мар, анкарти çĕрне ытларах шанма пуçланă... Çын-ене пурлăхпа хавхалантармасăр та хуçалăха çĕклейместпĕр эпир. А пурлăхĕ-ырлăхĕ ăçтан пултăр, халăх тăрăшмасан?.. Государство пулăшасса çеç кĕтсе лармалла-и? Государство пулăшмăсть мар пире, каçал та пирĕн республикăна икçĕр трактор ярса пачĕ. Анчах республикăна икçĕр трактор нумай-и вăл? Пирĕн, Урхи мучи калашле, асаттесен аки-сухине пăрахма иртерех-ха. Лаша — халĕ те тĕп вăй пирĕн хуçалăхра. Анчах лашисем мĕнлереххине ху куратăн. Вăйлисене вăрçа илсе кайса пĕтерчĕç... Çапах та çуракине вăхăтра туса хăварас пулать...
Федор Иванч хĕрсе çитнĕ тимĕре сунтал çине илсе хучĕ те, йĕри-тавра хĕлхем сирпĕтсе, сунтал пуканне кисрентерсе, эхлетсе шаккама тытăнчĕ. Сехете яхăн вĕсем калаçмасăр, тимлесе ĕçлерĕç.
Кăнтăрла тĕлĕнче Кузнецова правление чĕнтерчĕç. Валентин апата кайса килчĕ те пĕр хушă пĕчченех ĕçлерĕ. Федор Иванч хаваслă таврăнчĕ.
— Сан пирки правленире пĕлтертĕм: халлĕхе тимĕрç лаççинче манпа пĕрле ĕçлĕн, кайран — куç курĕ. Ĕçлеме хăмла пахчине куçас пирки правлени ларăвĕнче калаçăпăр. Унччен халь хăмла картисене тислĕк кăларма Варсуна хушрăмăр, вăл çынсене паянах ĕçе кăларма пулчĕ.
— «Правленирен ыйтмасăрах, хăй ăссĕн тимĕрç лаççине аннă», — темерĕ-и ман пирки Аристарх?
— Мĕнле «хăй ăссĕн» пултăр? Колхозника ĕçе тухма хăçан правлени хушни пулнă? Тата эпĕ саншăн кам? Çулпа та, чинпа та — асли, — терĕ тимĕрç, хура мăйăхне пĕтĕрсе, унтан юптарса каларĕ: «Сан пирки чĕнтермен мана правление, Нина Атласкина пирки чĕнтернĕ. Тен, ку саншăн пĕрех пуль-ха та... Мĕн хĕрелсе кайрăн?.. Нинăна Шупашкара ярас терĕмĕр, республикăри ялхуçалăх ĕçченĕсен канашлăвне. Кайса итлетĕр хĕр: колхозра хăй те маттур ĕçлет, çамрăксене те ертсе пырать, сан вырăнта — комсорг вĕт вăл. Кайтăр, итлесе ăс пухтăр, килсен пире те вĕренттĕр. Çапла-и?
— Маншăн пулсан... Аристарх ăна ярас терĕ, эппин? — лăпкă сасăпа ыйтма тăрăшрĕ Валентин, анчах хăй пăлханнине пытараймарĕ.
— Мĕншĕн — Аристарх? Правленипе çапла йышăнтăмăр. Мĕн эсĕ, Тăхтаман пек, кӳлешес терĕн-им?.. Ну, ну, ан тарăх, шӳтлесе каларăм. Ытла час çилленетĕн-çке эсĕ, Актай таврашĕ темерĕн... Сана лаçра ĕçленĕшĕн кунне пĕрер кило çăкăр парас терĕмĕр. Йывăр ĕç тăвакансене çапла тӳлетпĕр. Сахалах мар халлĕхе. Гвардейски нормăпа та тăхăрçĕр грамм çеç параççĕ çарта. Сухана тухакансем валли лаша пусас терĕмĕр, ват лашасем пур пирĕн. Тимĕрçсене те памалла турĕç. Фермăра сет-çу сутмалăх çук, ху пĕлме тивĕç, выльăх апачĕ мĕнлерех... Ну, сана халлĕхе аванс шучĕпе кăшт пама пултарĕç. Аристархпа калаçса пăх...
— Куçран ӳксе çӳрессĕм çук, — çирĕп сасăпа каларĕ Актаев.
— Мăнкăмăлланнипе ĕç тухмĕ, ачам. Крахмал икерчи çинипе нумаях мăлатук çапаймăн... Аристарх патне ху каймастăн пулсан, аннӳне те пулин кайма ан чар. Ху ĕçленишĕн илмеллине саккунлă илетĕн вĕт эсĕ, «христарати ыйткаласа» мар... Эпĕ сана асли пулса хушатăп: каçхине правление кай та Савировран мĕн кирлине çыртарса ил. Нимĕн турткаланса тăмалли те çук унта, салтакран килекенсене колхоз пурне те пулăшу парать. «Куçран ӳкместĕп», тетĕн эсĕ мăнкăмăллăн. Чăннипе каласан, эсĕ мăнкăмăлланса мар, вăтанса каймастăн председатель патне. Ху чухăнлăхна кăтартас килмест сан ăна. Анчах вăл эсĕ мĕнле «пуяннине» хăй аллинчи пилĕк пӳрнине пĕлнĕ пек пĕлсе тăрать. Киле пырса парасса кĕтетĕн-им? Пулмасть ун пек халь тарçă çук, нянька та çук... Эп каланине тумастăн пулсан — е ухмах эсĕ хăвăн мăнкăмăллăхупа, е сӳтĕк мунчала çеç. Апла пулсан, тек калаçмастăп та санпа...
Весем лаçра тĕттĕмленсе çитсен тин ĕç пăрахрĕç.
Тулта каç пулса çитмен-ха. Хĕвел тин кăна çывăхри вăрман хыçне анса ларнă та, каçхи шуçăм çути пĕтĕм анăç тӳпине çутă сенкер тĕспе эрешленĕ, çав çутăра шурă пĕлĕт таткисем пĕчĕк саплăксем евĕр курăнаççĕ. Каçа хирĕç çанталăк кăштах шăнтнă, кӳлленчĕксене çиелтен чĕлтĕр çӳхе пăр витнĕ, пусмассерен вăл кăчăр-кăчăр туса çĕмĕрлет. Çырмари лаштра йăмрасем çинче карма çăварлă кураксем çывăрма ларас умĕн канăçсăр карлани янăрать, ял çинче уя тунсăхласа çитнĕ ĕне-сурăх макăрни, ача-пăча шавлани илтĕнет. Сывлăшра ирĕлнĕ тислĕк шăршипе пĕрле халь папка кăларнă çӳçе-хурăн, хĕл ыйхинчен вăраннă чĕрĕ çĕр шăрши сарăлни сисĕнет.
Актаев çырма тăрăх тăвалла хăпарчĕ те Антун пĕви пуçĕпе хăйсен еннелле каçрĕ. Çыран хĕрринче чарăнса тăчĕ, хăй ача чухнехине аса илчĕ. Çулласерен çак пысăк пĕвере кăвакал пек чăмса-ишсе киленнĕ вăл, хĕллесерен унăн пăрĕ çинче «тимĕр конькипе» ярăннă (тимĕр конькине» вăл хăех йывăç коньки çумне хулăн пралук çапса тăватчĕ)... Ак çак тĕмеске çинче Антун палăкĕ — юман юпа ларатчĕ. Телейсĕр Антунăн хурлăхлă шăпи Валентина нумай шухăшлаттарнă, халĕ ăна çав хурлăхлă шăпа хăйĕннипе çывăх пулнăн туйăнчĕ.
Ваттисем Антун çинчен çапла каласа параççĕ. Вăл чухăн çын ачи пулнă, çапах ялти чи пуян çын хĕрне, Эрпикене юратнă. Хĕрĕ, хăйĕн чиперĕпе те пуянлăхĕпе мухтанаканскер, хытă чĕреллĕ те çăмăл ăслă пулнă иккен, вăл каччăсенчен кулма, вĕсене ăссăр ĕçсем тума хĕтĕртнĕ, хăйне пуççаптарма хăнăхнă. Анчах Антун та мăн кăмăллă пулнă, вăл çак хĕр умĕнче ытти каччăсем пек мĕскĕнленмен. Пĕррехинче, Эрпике пĕве пуçĕнче кĕпе çунă чух, каччăсем ун умĕнчĕ пĕве урлă ăмăртмалла ишсе каçнă. Куштан хĕр çавăнтах шӳтлесе, вĕсене çапла каланă: сирĕнтен хăшĕ пĕве урлă каллĕ-маллĕ çичĕ хут пĕр канмасăр ишсе каçĕ, çавă ман мăшăр пулĕ, тенĕ. Тытăнаççĕ хайхи яшсем пĕр-пĕринпе ăмăртма. Пĕр-иккĕ хутласан пурте тенĕ пекех ывăнса ӳкеççĕ, мăн кăмăллă Антун çеç çаплах ишет. Вăл та халтан кайса çитнĕ ĕнтĕ, аран-аран сывлать, шывпа чыхăнать, пурпĕр малаллах ишет. Вăл пĕве урлă улттăмĕш хут каçсан пурте; «Çĕнтертĕн, Антун, çитет сана!» — тесе кăшкăраççĕ, хĕр те хĕрхеннĕ пек пулать: «Çитĕ ĕнтĕ, эсĕ çĕнтертĕн, Антун!» — тет. Анчах мăн кăмăллă каччă каллех шыва сикет те ишме тытăнать. Пĕвен çуррине, чи тарăн вырăна, аран-аран çитет те вăл ишейми пулать, вара çавăнтах путса çухалать... Каччăсем ăна чăмса шыраççĕ-шыраççĕ — тупаймаççĕ, юлашкинчен пĕвене татса ярсан тин туртса кăлараççĕ. Çерем çинче те йăвантараççĕ, шăналăк çине хурса та силлеççĕ Антуна — пурпĕрех чĕртеймеççĕ. Телейсĕре вара, пӳкле вилĕмпе вилнĕ тесе, пуп ял çăви çине кĕрттермест, çакăнтах пытарттарать, тăпри çине хĕрес вырăнне юпа çеç ларттарать... Çав юпана Валентин кăшт çеç астăвать (халĕ вăл çук, çĕрсе ӳкнĕ пулас). Нимĕн те юлман Антунран, ячĕ çеç халăх асĕнче упранать...
«Манăн та пурнăçра Антун евĕрлех ишмелле пулсан, çиччĕмĕш хутне ишсе каçайăп-ши эпĕ? — ирĕксĕрех хăйне Антунпа танлаштарса шухăшларĕ Валентин. — Е эпĕ тахçанах ишетĕп пулсан, халĕ пĕр пиллĕкмĕш хутне те пулин ишсе каçрăм-ши? Каçнă пулсан та, малалла каçмалли юлашки хучĕсем — чи йывăррисем... Темле йывăр килсен те, каçасах пулать! Унсăрăн мĕн пурăнни! Хамран хам йĕрĕнме пуçлăп. Кузнецов калашле, сӳтĕк мунчала пулма кирлĕ мар пурнăçра... Чĕр тамăкран хăтăлса тухма пултарнине кунта та çĕнтерме пултарас пулать. Ырă пурнăçа ĕмĕтленсе киле таврăнтăм. Çав пурнăçа тивĕçлĕ пулас тесен, кашни кун уншăн кĕрешмелле... Пурнăçăм пĕтмен-ха манăн, пуçланать кăна. Наздар!» — терĕ Актаев хăйне хăй хытарса.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...