Хĕн-хур айĕнче :: Пăлхав


Вĕçе-вĕçĕн лав, пĕр-икĕ çĕр çын

Çил-тăвăл пек çитрĕç кантур салине.

Сала хушши шăп. Нимле пуçлăх-чин

Сисмен-ха кунта тăвăл тухнине.

Тулта шатăр сивĕ. Пăспа палкакан

Шап-шурă пас тытнă çынсем, лашасем

Кантур умнелле чарăнса тăрсан,

Кунта та хусканчĕç тӳлек урамсем.

Шăв-шав сасăпа кĕтмен çĕртенех

Чупа-чупа тухнă Сала çыннисем,

Малтан, ăнланмасăр, шикленнĕ пекрех

Сĕнксе пăхса тăчĕç, тăчĕç тĕлĕнсе.

Пăлхавăрлă халăх кантур хапхине

Хирсе те ватса ишнине курсан,

Ку ял çыннисем те пăлхав хушшине

Хавас кĕрсе кайрĕç, ĕçе ăнланса.

 

Лавруш чĕнсе пухнă маттур çамрăксем

Çĕмреççĕ тиекĕн пуян кил-çуртне;

Чупаççĕ, шавлаççĕ, ишеççĕ вĕсем —

Шыраççĕ мĕнпур пек хĕсмет1 таврашне.

Анчах тупаймарĕç мăн пуçлăхсене.

Пурмиспа тиекĕ кантур ĕçĕпе

Енер тухса кайнă уес хулине.

Кайман-тăк, пĕтетчĕç хусах хĕçĕпе.

Лутра йывăç çуртăн чартакĕ çинче

Ик стражник-хуралçă çакланчĕ алла,

Шăртланнă, çиллеслĕ çынсен аллинче

Вĕсем таткаланчĕç унта-кунталла.

Чакка чупса пычĕ тĕрме патнелле.

Çăласшăн часрах вăл ват Тевенеше.

Курать, ак, кунта та, вăл çитнĕ тĕле

Иваш илсе çитнĕ эшкер хĕвĕшет.

 

* * *

Йӳç шăршăллă, тĕттĕм кив касаматран

Кăларчĕç пĕр ушкăн имшернĕ çынна.

Анчах Тевенеш çеç тухмарĕ кунтан, —

Уес хулинех-мĕн ăсатнă ăна.

— Мĕскершĕн тертлентĕр? — тĕпчерĕ Чакка.

«Пире — куланайшăн... — пĕлтерчĕ пĕри, —

Çаратрĕç, хĕнерĕç, — хăварчĕç çукка...»

«Мана — тӳр сăмахшăн... — каларĕ тепри. —

Пускил çыннине стражник вĕтнĕ чух

Кăштах хута кĕтĕм, хĕнеме чарса.

Ак çавăншăн хупрĕç... Тӳсме — ай турух!

Улт-çичĕ çын вилчĕ выçса, пăчăхса.

Кил-йыш шăнăçмалăх усал ӳплере —

Сӳслентĕмĕр тĕппĕн хĕрĕх çын таран:

Выртма, ни ларма çук пĕчик пӳлĕмре!

Рехмет сире, çăлтăр пире тамăкран!..»

Кĕтмен самантрах усал касмăкран

Тухса ирĕкленнĕ, çĕкленнĕ çынсем

Куççуль витĕр кулнă, ăш-чик тулнăран.

Кашни хĕпĕртенĕ пĕр вĕçсĕр вĕсем...

Чакка тухса тăчĕ пуху умнелле.

Алсаллă, тĕреклĕ кервен аллине

Вăраххăн сулларĕ, çĕклерĕ çӳле, —

Кăшт кĕтрĕ çынсем лăпланассине.

 

— Мучейсем!.. Пиччесем!..

Чăвашсем,

вырăссем,

тутарсем! —

Пуçлать вăл хуллен, васкамасăр. —

...Паллах, тӳр çинчен, тасаран,

Чура çыннилле, лăш курмасăр

Эпир тертленетпĕр паян...

Илемлĕ те аслă тĕнче.

Çуралнă çĕршыв чĕрçинче

Пуриншĕн те çитĕччĕ ыррăн

Йăва çавăрса пурăнма,

Пуриншĕн те çитĕччĕ вырăн

Ӳссе сарăлма, савăнма...

Тем пек пурăнасчĕ йĕркеллĕн

Тăван кил-çуртра çемьепе.

Тем пек пурăнасчĕ илемлĕн —

Çынна тивми мирлĕ ĕçпе...

Анчах пире пурнăç памаççĕ, —

Памаççĕ кал-кал сывлама.

Пур-çук пурлăха та туртаççĕ

Хăйсен кĕсйине тултарма...

Эпир — вăрă мар, тӳрĕ чунлă,

Йăваш, ыр чĕреллĕ çынсем.

Йăваш та, анчах вĕри юнлă, —

Хурра юратман хресченсем...

Камран-ха тӳсетпĕр хĕн-хур?

Камсем хĕстереççĕ пире?

Çиет пире чĕррĕн кантур, —

Пур пуçлăх, помещик, тӳре;

Пупсем те хырмашкăн маттур!..

Кантур — тăранми ĕмĕр выçă:

Пĕрре парса татнă çинчен —

Шырать вăл ик-виçĕ хут хырçă.

Пур влаç пирĕн пурнăç çинче —

Этем тӳсейми çĕрĕк шыçă...

Çавсем, хăйсемех шутласа,

Хыраççĕ пиртен тĕрлĕ парăм;

Рекрут2 ячĕпе хăратса

Сĕвеççĕ тире çич хутшарăн.

Мĕскер çак кунтан

Лайăхне кĕтмелли?

Каплах пуç тайсан —

Мăшкăлта пĕтмелли!..

 

— Ну, шăллăм, чăнах,

Каларăн пире эс ăшри шухăшах.

Тӳле те тӳле тек, — çавах кӳпкĕ çи!

Мĕскершĕн ку?! — терĕ пĕр ватă мучи.

Каларĕ вăл лăпкă, анчах кӳренсе,

Шĕврек шур сухалĕ вĕçне чĕтретсе.

 

Пĕри те теприйĕ пуçлать калама:

— Чакка чăн калать...

— Чĕре тĕпĕнчи йӳçек туйăма

Уçса вăл парать...

 

Çынсем йышлăланчĕç.

Шăв-шав та вăйланчĕ.

Чакка тавралла хĕвĕшет пуху.

Ӳсет ун кĕрлевĕ тĕпрен çĕкленсе.

 

Сассем илтĕнеççĕ: — Чакка, эсĕ ху

Мĕскер-ха тăвасшăн? Кала вĕрентсе!

— Кала эс: май пур-и, юратнă тăван,

Çак вĕçсĕр асаплă кунран хăтăлма?..

— Калаччĕ: мĕскер-ха тăвас паянтан?

Вăй-халăмăр пур-и хĕне аркатма?..

 

Чакка тытăнмарĕ,

Хăюллăн каларĕ:

— Вăй пур пирĕн. Пур вăй... Ку вăй — халăхра.

Пур халăх тăрсассăн — сăрта салатать.

Ишет чул сăрта вăл — сирет пусмăра...

Пахом — Пăкачавăн чи çывăх çынни.

 
1 Хĕсмет — кантурта ĕçлекен.
2 Рекрут — тесе салтака илнине каланă. Салтакра ун чух 20-25-шер çул таран пурăннă, нумайăшĕ каялла таврăнма та пултарайман. Хресченсем хăйсен ывăлĕсене рекрута илессинчен укçа парса хăтарма тăрăшнă. Вулăсри тиексем, хăш чухне хресченсене ахалех рекрута илессипе хăратса, нумай укçа пухнă. (Автор.)
■ Страницăсем: 1 2