Хĕн-хур айĕнче :: Çĕрпӳрт кассинче
«Çĕлен сăхрĕ-çке...» терĕн эс хуллен.
Ак çак самантрах куратăп — умран,
Тымар айĕнчен тухать пĕр çĕлен!
Пит пысăк çĕлен, хураскер, шуса
Пырать ман патах, чаш-чаш чашкăрса...
Çакна курсанах эпĕ хăраса
Кăшкăрнă пулас... кайрăм вăранса.
— Усал ку, усал... инкек хуçать пуль!
Ахаль мар, çампах ыйхи те вĕçет;
Леш каç тĕллентĕм — каллех ку куççуль...
Ятарин — юрлать... Эреке ĕçет...
Ак халь те темле... килмеççĕ, ара?!
Хăруш! — тет Чакка, кĕрĕкне сарса.
Илемсĕр халап пĕтсе пынă май
Чакка шăм-шакки çемĕçсе шанать;
Ыйхи пуснипе лăпланать самай, —
Хĕвел тухиччен çывăрса каять.
Хĕвел тухайман. Анчах кăвак çут
Сисми шăвăнсах çитет тӳпене;
Куккук та ĕнтĕ хĕрсех ик-виç хут
Куклать хăй Çĕрпӳрткасси тĕлĕнче.
Чечен çурхи каç хура чаршавне
Халь çеç çĕр çинчен сирсе илес чух,
Тӳп-тӳп чупакан сассем илтнипе
Вăранчĕ Чакка. Пăхать — ним те çук.
Хуйханнă этем чупать тулалла,
Курать — ту çинчен, хура сукмакпа,
Улт-çич юланут анать варалла:
Малта ав Лавруш — çӳрен лашапа...
Пурин хыçĕнчен килет Ятарин, —
Лаши ун утать такăнкаласа.
Чупса ĕшеннĕ лашисем кашнин
Хашкаççĕ, аран талпăнса утса.
Лере ав — Тайпи, тĕтре ăшĕнче,
Мерчен пек шывпа кĕпе-йĕм чӳхет,
Ак вăл та курать — çĕрпӳртсем патне
Хай çич юланут юрттарса çитет.
— Лаврушкă!.. Сыв-и?.. Ну, ĕçсем
мĕнле?
Чĕнмест-ха часах хумханнă Лавруш.
Сăмах каличчен пăхать хыçнелле;
Сăн-пичĕ ун шурнă, куçĕсем хăруш...
— Начар пирĕн ĕç...— пуçлать вăл
тăрук. —
Пĕр аллă салтак, пӳлсе ăнсăртран,
Хупларĕ пире... ниçта тарма çук!..
Айта, лаша кӳл, таратпăр кунтан!..
Ытти хусахсем
Афонька, Яшут, Емелька, Алтын —
Сакланчĕç çĕрле пиртен тăват çын.
Пĕтетпĕр пурте хура шăналлах...
Пĕтместпĕр!.. Анчах тарас хăвăртрах...
Чакка
Епле ку? Ăçта?..
Лавруш
Халь çеç, каçхине, пĕр пĕчĕк ялта...
Чакка
Ăçта ыттисем?!
Е тарчĕç вĕсем?..
Лавруш
Вун çухрăм хыçра, çула картласа,
Сыхлаççĕ вĕсем салтак ушкăнне;
Пире хăвăртрах, пур мула пухса,
Каларĕç тарма Улхаш леш енне.
Ятарин
Пĕтетпĕр, пичче, ку ват лашапа!
Чупмасть... Кăштах эп лекеттĕм таппа...
Чакка
Лăплантăм ĕнтĕ эп саншăн тинех...
Мĕнле те пулсан, тарас пуль пĕрлех.
Манаççĕ пурте сăмах-юмаха,
Кӳлеççĕ часрах улт-çич лашине.
Мĕскер лайăхрах, мĕскер пит паха —
Тиеççĕ йăлтах лавĕсем çине...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...