Хĕн-хур айĕнче :: Кил-йышне çăлма
Вилмест халĕ вăл тăван аллинче...
Мики
Сан йышна çеç мар, тата ик çынна —
Кĕслеç Юксарпа Кĕсле Энтрине
Ăсатнă паян салтаксем тытса;
Ирпе, сан йышпах, янă вĕсене.
Пĕлетне, тусăм, эп хам та аран
Алла лекесрен ĕлкĕртĕм тарса.
Ялти эсрелсем тытса парасран
Çӳретпĕр ак халь вăрттăн, сыхланса...
Лярук
Ай-ну салтаксем, усал кашкăр май,
Чĕтретрĕç яла шăпах виçĕ кун...
Пĕр хĕрĕх çынна ислетрĕç, ай-ай!
Каллех таврăнсан — юлмасть чĕрĕ чун!
Арçын ялта çук халь. Пурте вăрманта.
Çӳретпĕр тарса унта та кунта.
Чакка
Ну, çирĕп пулăр... Çыртăр шăлсене!..
Итлеччĕ, Мики: пар-ха лашуна.
Часрах вĕçтерем кантур тĕрмине,
Пурне те çăлма хуратăп чуна.
Мики
Епле эс каян? Çук-тăр сан вăй-хал?
Кайма та унта хăрушă, ай-вай!
Унта вĕт салтак... таврипе — хурал...
Лашишĕн пулсан — утлан та, вĕç-кай...
Чакка
Хĕвел тухиччен çитеп-çитепех:
Пурне те çăлма пурнăçа хурам...
Лексен те лекеп — пĕтетпĕр пĕрлех...
Анчах лашăра мĕнле тавăрам?!
Мики
Хам пуç та шел мар, саншăнах пулсан!
Татах пĕр тиха юлать-ха хама...
Чакка
Юрать, ырă тус!.. Анчах чи малтан
Курасчĕ хамăн манми ачама...
Лярук
Ялтах вăл — куран... кай... пит ан хăра:
Кунта салтаксем халь çук-ха, ара...
Чакка
Нумай-и кунта апшур пуçĕсем!
Сасă
Паян кунта çук-ха, кайрĕçĕ вĕсем.
Чакка
Тул çутăличчен çитесчĕ-ха ман...
Тен, майлă пулсан, курăпăр кайран...
Ан манăр... — тесе васкарĕ Чакка.
Пĕр-ик самантран лаша ун — умра.
Утланчĕ ак вăл çӳрен ут çине,
Ыр сывлăх сунса, вĕçет ял енне.
Лярук
Çак таркăн пирки ĕнтĕ курмалла...
Хăтлантăр хĕлле. Ак халь — чăтмалла!
Мики
Эпир-и унта? Ан аташ, Лярук!
Саккунĕ!.. Саккун йĕркеллĕ пулсан,
Чакка та, пурте нимскер курас çук,
Асас çук ялта нимĕнле пуян...
Чăнах ку, Лярук, çавăн пек саккун:
Кам — муллă, пуян — ăнах пулăшать;
Пур пуçлăх улпут-пуянпа пĕр чун!
Кам чухăн, начар — вăл татах путать.
Шур юр пек таса, тĕрĕс-ха эс ху —
Таптать ак сана, сăхать пуян çын...
Анчах та ан чĕн, ан хирĕç, асту,
Хирĕçсен пĕтен, — ун майлă пур чин!
Выртма çыннисем тавлашрĕç чылай,
Калаçрĕс ирччен кашни харпăр май;
Тĕлĕнчĕç вĕсем Чакка чĕрринчен,
Пуплеççĕ апшур команди çинчен.
Анчах ак Мики нумай калаçмасть,
Ларать вăл çунан кăвайт çывăхне —
Хура куçсемпе вутта пăталать,
Тăсать пĕр юрра вăрах кĕвĕпе.
Хастарлăн янрать ун юрри-кĕвви,
Унпа сӳтĕлет пур хуйхă тĕвви:
Ĕнтĕ çил çавăрать, çил çавăрать,
Çĕмĕрт çеçки хăмлапа явăнать;
Шухăшламан чухне чунăм лăпкă,
Шухăш пусса килсен, пуç çаврăнать.
Ĕнтĕ пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать —
Çутă çăлтăрсене, ай, хупласа;
Ĕнтĕ тарăх килет, çилĕ тулать, —
Савăнăçсем кайрĕç, ай, саланса...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...