Хĕн-хур айĕнче :: Чакка — ял-йыш судĕнче
Ирхи апат тĕлĕ.
Кушлавăш çинче
Шăвать хура пĕлĕт.
Кӳтет çут тĕнче.
Ак çак самантрах хĕмленнĕ Чакка
Тухать вашкăртса раща хушшинчен.
Курать вăл уя, курать аякка,
Анчах ак тĕтĕм палкать ял çинчен.
Чупать ял енне вăл — хытать, тăп тăрать:
Умра ун ял çук!.. Шĕл кăмрăк та кĕл!
Кĕл-кăмрăк купи шур сĕрĕм сарать.
Ниçта пĕр çын çук! Мĕн-ма ку, ак пĕл?!
Васкарĕ Чакка хăй килĕ енне.
Курать ак: кунта та çаплах — кĕл купи!
Кăвак сĕрĕм çеç хуплать кил тĕлне,
Çаплах ав çунать пĕр аслăк юпи...
Кама та пулин курас тенипе
Тăмарĕ Чакка, каçать ял хыçне.
Унта пырсанах — вăрман хĕррипе
Курать вăл кас-кас ларан çынсене.
Кусем — ял-йышсем. Çеремлĕх çинче
Лараççĕ вĕсем вак-вак ушкăнпа;
Кăшт пурлăх пекки вĕсен умĕнче
Выртать арканса вĕт-шак купапа.
Чакка çывхарать хăюллăн утса.
Тĕл пулчĕ кунта Амаç Микине.
Çемйи умĕнче юпа пек хытса
Тăрать ку Мики. Унтах Алинке.
— Мики!.. Эй, Мики! — кăшкăрчĕ Чакка.
Чунсах вăл пырать Микки патнелле.
Чаккан уç сасси каять аякка,
Пăхаççĕ пурте ку сас еннелле.
— Чакка-иç!.. Сывах?..— теейчĕ Мики,
Икĕ аллине те ун енне тăсса.
— Сывах та, Мики, ну... пурнăç тӳсми!..
Яла?.. — тет Чакка куçсене шăлса.
Ăш-чик кӳтнипе пӳлĕнчĕ сасси.
—Яла салтаксем ячĕç çунтарса...
Ак çуртсăр, выçă... тӳс, кур! — тет Мики.
Чакка
Куратăп, Мики... Ыр тумĕç вĕсем...
Анчах ман хуйхă... лашу... пĕтрĕ, эх!
Хыçран хăвакан хурал салтаксем
Ӳкерчĕç персе Тайпи-мĕнĕпех...
Алинке
Тайпи те вилчĕ-и?!.
Эх... ылтăн пĕрчи!..
Чакка
Пĕтерчĕç йăлтах... Юксар, Ятарин,
Кĕске Энтри те çук ĕнтĕ текех:
Кунтан кайнă чух канвуй-чунилли,
Вĕлернĕ персе пурне те пĕрлех.
Сассем
— Вĕлерчĕç пулать!!! Айăп çук çинчен?!.
— Эх, мĕскĕн чунсем!.. Эпир халь пĕлмен,
Мики
Ай-ай, ку хуçать!..
Лаши хуть ман пур...
Тăван çĕрĕнте савăнас пулать.
Анчах халь — мăшкăл, асап кăна кур!
Чакка
Ăçта-ши Илюш, ман мĕскĕн ачам?
Алинке
Ачу хуняму аллинче пулас.
Чакка
Мĕнле-ши, ăçта вĕсене тупам?
Алинке
Таçта, вăрмантах пуль... Шырама каяс...
Ик-виç самантрах мĕнпур пек этем
Пырса пухăнать Чакка тавралла.
Унта тă кӳнта лăран кил-йышсем
Пыраççĕ чупсах пурте унталла.
Нумай та тăмасть, — хусканчĕ пуху.
Тин çитнĕ Итрен, халăха сирсе:
— Эй, халăх итле: куратăр, — кам ку?
Чакка?.. Çак çын-çке пĕтерчĕ пире!
Никам пирки мар, пĕр çакăн пирки
Тĕп пулчĕ пур ял... пĕтетпĕр ак халь...
Çтенкке! Митрахван! Итле эс, Мики!
Чакка ĕçĕсем каçмаççĕ ахаль!..
Мĕнпур ял-йыша инкек кӳрекен —
Халех вăл тивĕç пур халăх судне!
Кушлавăш тăпси1 çунса пĕтиччен
Хуратпăр ăна паян вут çине!..
Çтенкке, Яратав, Куштан Митрахван,
Вĕлернĕ сутник ачи — Кĕркури
Тухаççĕ карах хыçри вырăнтан:
— Тытас та — вутта! Пĕттĕр арçури!..
Э-э-э, му-ур!!! — çĕмĕреççĕ çиллес
сасăсем.
Ак çак самантрах умри Чаккана
Тытаççĕ вăйлăн çирĕп алăсем, —
Çунан ял енне туртаççĕ ăна.
Пĕччен Чаккана туртма тапратсан,
Ун майлă çынсем те сас пачĕç часах.
— Ан тивĕр, Итрен!.. Пăрах, Митрахван!
Ахаль те çыннин шăммийĕ анчах...
— Ан тивĕр!.. — терĕç улт-çиччĕн пĕр кас.
Малтан хыттăнах тăрайман Мики,
Чакка май сассем пулнăран пулас,
Тăрук çĕкленет. Янрать ун сасси:
— Çтенкке!.. Митрахван!..
Кулатăр эсир тăван Чаккаран?!
Ну, ярăр халех! — тет вăл кăшкăрса.
Хăй çак вăхăтрах тытать Итрене.
Итрен талпăçать, Микие пăвса,
Çĕклет те çапать пĕрех çĕр çумне.
Итрен Микие ватса тăкиччен —
Чакак, Ахманей тата ик-виç яш
Тухаççĕ чупса пуху хушшинчен.
Ку çамрăк çынсем пурте пĕр канаш.
Çĕклеççĕ вĕсем малтан Микие,
Унтан Чаккана илеççĕ туртса.
Усал Итренпе куштан Çтенккие
Вирлех лектерсе ячĕç уйăрса.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...