Хĕн-хур айĕнче :: Çирĕм çултан
Çӳрерĕм чылай... Йĕри-тавраллах
Хĕн-хурлăх пĕрмай... Ырри çук ниçтах...
Ак халь бурлакра, шăп вунпилĕк çул...
Ман çывăх туссем — ак Филька, Абдул...
Çӳрерĕм çапла —
Афонька ятпа...
Абдл
Çӳренĕ нумай старикпе, эй-ей!..
Ăван çынччĕ ул — Афунькă пичей.
Царицăнра эп паллашнă унпа,
Фильки Чикмерех тусланнă пулас...
Чакка
Бурлак пурнăç те, чăн та, çăмăл мар.
Анчах çăмăлне ăçта халь тупар?!.
Абдул
Çапах та Атăл — вăл аслă тĕнче.
Пирĕн пек çынсем пин-пин ун çинче.
Çак халăхпала пĕрле пурăнан,
Пĕрле канашлан, — чунна йăпатан...
Чакка
Апла вăл, апла... Эс тĕрĕс, Абдул...
Абдул
Эй, курнă ĕнтей...— тӳснĕ темĕн чул!
Пĕр тапхăр каллех сăмах чарăнать.
Шăпланнă Чакка аран çеç сывлать.
Пĕр вун утăмра — Текейпе Итрен
Тем канаш туса мăркаççĕ хуллен.
Чылай вăхăтран Чакка ӳсĕрет.
Чĕнет вăл, — сасси аран илтĕнет:
— Илюшша, ывăлăм,
Кала-ха, пĕлтерччĕ:
Хура халăх терчĕ
Çунса хĕмленмест-и Кушлавăш енче?..
Шăпах-и е шавлă Сăр вăрманĕсем?
Мĕнле сас çӳрет ял-ял хушшинче?
Мĕскер калаçаççĕ нуша çыннисем?
Илюш
Вăрман вăл, атте, кашлать пĕрмаях:
Хăш чух шăппăнрах, хăш чух хумхансах
Нуша пуснă халăх чунĕ лăпкă мар;
Çынсен чĕринче çунать вут-кăвар.
Ял-йыш — ирĕк кун еннех туртăнать,
Пăлхавăрсене час-час асăнать.
Чакка
...Пахомка ятне савса асăнни
Хăш чух сисĕнмест-и?
Е хай хусахсем çӳреççĕ тени
Тепле илтĕнмест-и?
Илюш
Пахомка ятне, сана та, атте,
Час-час асăнаççĕ ял тăрăхĕнче...
Темле пĕр Ивашка çинчен пĕр тĕлте
Калаçрĕç тăтăш халăх хушшинче.
Ивашка — хусах, хăй ушкăнĕпе
Çӳрет тетчĕç шăппăн Сăр вăрманĕнче...
Чакка (Тăма хăтланать)
Мĕн терĕн эс, мĕн?!. Ивашка?.. Иваш?!.
Пĕлетĕн-и эс — Ивашка вăл кам?
Пахомка çынни вăл!.. Ун чух çамрăк яш...
Чунтан хисеплеттĕм ăна эпĕ хам...
Апла вăл сывах-ха... хальчченех çӳрет!..
Эх, курăттăм эп халь ăна, паян!
Пахом ăçтине те, паллах, вăл пĕлет...
Анчах та... мĕнле... ăçтан-ха куран?!.
(Каллех выртать.)
Илюшша, ачам...
Çапла курнăçма телей çитнĕ кун,
Сана пиллесе мĕскер-ши калам?
Вилеп пуль часах... ан макăр... ан çун...
Эп пурăннă ĕнтĕ, ан хĕрхен мана...
Пур чухăн çынна хисеп пулмантан
Пăлхантăм эпĕ... Улпут-пуяна
Чăтса тăраймарăм... Çавсем-çке тăшман...
Сана Пугачев, Разин тенисем
Паллах та мар пуль... Эс пĕл вĕсене:
Вĕсем пулнă паттăр вырăс çыннисем, —
Ĕç çынĕшĕн хунă хăйсен пурнăçне...
Эпир те çаплах, хастар Пахомпа
Çĕклесшĕнччĕ кар! мĕнпур чухăна...
Ăнмарĕ... Анчах нимле хуйхăпа
Йăшма кирлĕ мар... Итле-ха мана,
Илюшăм, тăнла... аçусен ĕçне —
Халь сирĕн чĕртсе, туса пымалла...
Çав пирĕн ĕмĕт çиттĕр хăй вĕçне...
Пит йывăр ĕç ку, — çапах тумалла...
Çитет сана çав Текей патĕнче
Ылханлă тарçă пулса пурăнни...
Халех тухса кай вупăр килĕнчен.
Кай Иваш патне. Пул эс ун çынни...
Илюш
Атте, сăмахху тĕрĕс — ытарми!
Хак патăн, курсах пек, ман хĕн пурнăçа.
Ĕçлетĕп, чăнах, пĕр канăç курми.
Çапах та Текей ырламасть, — вăрçать!
Чакка
Сĕнетĕп сана ирĕкшĕн тăма...
Пиллетĕп — вăйна тӳр ĕçшĕн хума...
Илюш
Пĕлместĕп, атте... Ку ĕçе мĕнтен,
Мĕнле майпала пуçлас-ха малтан?
Чакка
Туп Ивашкăна... Пĕлтер ман çинчен...
Сун ырлăх-сывлăх ăна эс манран...
Иваш пулĕ хапăл.
Вĕрентĕ сана вăл...
Илюш
Рехмет, ыр аттеçĕм! Ăс панăшăн — тав!
Хастар пурнăçушăн — пит пысăк мухтав!
Текей
(Тĕттĕмрен тухса пырса)
Итле-ха, Чакка... пуплесшĕн эпир.
Пăрах кӳренме. Çиллӳне эс сир...
Чакка
Ан кил, ан çывхар!
Ман чун тухас чух, эс кунта ан лар!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...