Кушкă ачи :: Ана çинче
Кушкăсем тырă вырма тухрĕç. Халăха чи малтан утелни хирне хăваласа кăларчĕç. Пуçлăхсен шухăшĕпе, чăваш хăй тыррине каярахпа та вырса илет, васкать пулсан, утелни хирне пухса пĕтерме васкатăр е çĕрле хăйшĕн ĕçлетĕр.
Тырă пăхаканни кашни çемьене уйрăм пай уйăрса панă. Ивансем те паян утелни хирĕнче. Ăна çинче Иван аслашшĕ — Кĕркури, асламăшĕ — Алтатти, ашшĕ — Энтри, амăшĕ — Униç, аппăшĕ — Наçтаç. Шурăмпуçпех тухнă хире, чăхсем кашта çинчен картишне аничченех. Ачашăн çав тери йывăр вăхăт. Тутлă ыйхăран вăранас килмест, хирте сивĕ, хĕвел тухичченех сиксе чĕтретĕн. Кăнтăрла пĕçерет, пилĕк чăтма çук ыратать: кунĕпех авăнса ĕçле-ха. Пуриншĕн те пысăк асап. «Тырă вырма тухнă — канăçлăх çухатнă», — теççĕ ваттисем.
Халăх алли ĕçчен: кукăр çурлапа пĕтĕм хирти тырра вырать, ывçăн-ывçăн пухса кĕлте çыхать. Тĕлĕнмелле мар-и?!
Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ. Ивансен çемйи тĕм çине апата ларнă. Лайăх вырăн. Çумрах Махха çырми. Унта çăл тухать, килтен кăкшăмпа шыв йăтса çӳреме кирлĕ мар. Кунтан ял çумĕнчи армансем курăнаççĕ. Хир енчи ялсем те — ывăç тупанĕ çинчи пек. Ку хирте кичем мар: виçĕ çул иртет ун урлă: Арман çулĕ, Ахтапан çулĕ, Майра çулĕ. Вĕсем пушă тăмаççĕ.
Иван асламăш сĕтел çитти сарнă та чарапа тинкĕле лартнă, тепĕр чарара — турăх уйранĕ. Иван паян пысăккисемпе пĕрле вырнă, ывăнни те пур, çиес килни те. Сĕнессе кĕтмест вăл, тинкĕлине çăвар тулли чăмлать. Мăнукне хирĕç ларакан Кĕркури мăйăхĕ айĕпе йăл кулса илчĕ, унтан Иван енне пăхмасăр, армансем паян питĕ лайăх авăраççĕ, терĕ.
Çак сăмахсем Иваншăн ытла шӳтле туйăнчĕç, ахăлтатса кулса ячĕ: хăйне тĕртсе каланине сисмерĕ. Таврари армансене иртенпех сăнанă вăл, çанталăк тӳлек тăнипе вĕсенчен пĕри те авăрмасть. Çил пулсан та, кам тырă пырнă вăхăтра арманта ларма вăхăт тупĕ?
— Мĕнле армансем авăраççĕ вара? — кулма чарăнмасăр ыйтрĕ Иван.
— Çил арманĕсем, — хуравларĕ аслашшĕ.
— Эсĕ, асатте, тĕлĕк куратăн-и вара? — татах кулса илчĕ Иван. — Пĕр лĕм çил çук.
— Авăраççĕ, мăнукăм, епле кăна авăраççĕ, — хăйĕннех перет аслашшĕ, ун сăмахĕпе, пĕр арманĕ ыттисенчен те лайăхрах авăрать. Иван йĕри-тавра пăхрĕ, пурте аран-аран чăтса лараççĕ, халех кулса ярас пек. Хăйне тĕртсе каланине тин сисрĕ.
— Асанне, мăшкăллаççĕ, — терĕ вăл, макăрас патне çитсе.
Асламăшĕ пурин çине те тăрăхласа пăхрĕ, унтан мăнукне йăпатма пуçларĕ.
— Çи, çи, ачам, вĕсене ан пăх. Хытă ĕçлекен çын хытă çиет. Паян лайăх выртăн, Наçтаçран юлмарăн! — мухтарĕ асламăш мăнукне.
Çак сăмахсем Наçтаç кăмăлне каймарĕç пулмалла, чăтаймарĕ, ахăлтатса кулса ячĕ.
— «Лайăх вырчĕ». Вăл çыхлантарнă хăмăл çинче такăнса ӳкĕн! — терĕ вăл, айккинелле пăхса.
Унччен те пулмарĕ, Иван йывăç кашăкĕпе аппăшне çамкинчен шак! тутарчĕ. «Ак сана, сăмсарик!» — терĕ вăл, çĕнтерӳллĕн пăхса.
— Атте, Иван кашăкпа çапать! — ашшĕне каларĕ Наçтаç, ыратнипе мар, намăсланнипе йĕрес патне çитсе. Çитĕнекен хĕре, пир тĕртме вĕреннĕ хĕре, вăйă калама хутшăнакан хĕре, çамкинчен кашăкпа çапнă.
— Сăмсалитти! — мăшкăлларĕ вăл шăллĕне. Ивансен килĕнче çак сăмахсем ялан чĕлхе çинче. Вăрăм сăмсаллă Наçтаçа Иван «сăмсарик» ят панă, ăна хирĕç сарлака сăмса шăтăклă Ивана аппăшĕ «сăмсалитти» тесе
мăшкăллать.
Энтри ывăлне тĕк ларма хушрĕ. Вăл нумай пăхса тăрас çук, наччас тивертсе илĕ.
Сăмаха Алатти хутшăнчĕ. Ырă куçпа пăхса, мăнукне çапла йăпатать вăл:
— Эсĕ, Иван хăлхуна итле, çăварупа чăмла, чĕлхӳпе чăмлакна çавăркала, ун чухне çын шăрпăкланмасть. Çийĕр хăвăртрах, тăраниччен çийĕр. Теçетник тĕрĕслеме килет пулĕ, вăл киличчен каçалăксем патне васкар. Утелни хирĕнче выратпăр, çавна асăрхăр. — Кăшт та пулин канас тесе сăмах тапратнă кинне çапла каларĕ:
— Канса ларма эпир улпутсем мар!
Пĕр енчен Пахум Кĕркури карчăкĕ хутне кĕчĕ. Пăхаканни çыпçăнма сăлтав ан туптăр. Тепĕр енчен, ун шухăшĕпе, шӳт тунинче сиен çук. Чĕререн кулса илни кăмăла çĕклет, вăл эмел пек сиплĕ.
— Ачаран кулни çылăх! — терĕ упăшкипе килĕшмесĕр Алтатти.
Пахум Кĕркури илтмĕш пулчĕ, тапратнă сăмахне малалла явать.
— Салтакра, походра, тĕшĕрĕлсе анас патне çитетĕн. «Эй, мĕн сăмсăрсене тăснă?!» — илтĕнет çав вăхăтра командир сасси. Пĕр-пĕр шӳте лап! каласа парать. «Ха-ха-ха!» — кулса яраççĕ салтаксем. «Запевай!» — илтĕнет çавăнтах. Салтак сăмсине çӳлелле çĕклет, кăкăрне малалла кăларать, атти кĕлисемпе çаптарма тытăнать. Юрă янăраса чупать вара. Çавăн пек вăл шӳтлесе кулни — вăйсăр çынна вăй парать... Анчах... утелни çыннисемшĕн ахăлтатса ларма вăхăт çук. Асламăш калашле, тăраниччен çимелле те ĕçе тытăнмалла. Тинкĕле вăл вăй парать.
Кĕркури те шӳтлесе, те чăн-чăнах çапла шутласа, сĕлĕ çăнăхĕ сиплĕхĕ çинчен каласа пачĕ. Авă Киштек улпучĕн сунара çӳрекен йыттисене, хытăрах чупчăр тесе, ялан сĕлĕ çăнăхĕ юрса çитереççĕ.
— Ну, Иван, сана сĕлĕ тинкĕли çинĕ хыççăн никам та хуса çитес çук! — йăл кулчĕ чипер туталлă Наçтаç.
— Ăна вырса çитекен те пулмĕ! — мухтарĕ Алтатти. Иванăн кăмăлĕ тулчĕ: асламăшĕ мухтарĕ-çке-ха ăна. Асламăшĕ нихăçан та тĕрĕс мар калаçмасть, халĕ Иван тата хытăрах вырма тăрăшмалла. «Вырма эпĕ чиперех выратăп та-ха, анчах кĕлте çыхма вăй сахалтарах пек», — терĕ вăл.
— Кĕлтине хам çыхăп, ачам, эсĕ вырма тăрăш! — терĕ Энтри, çав вăхăтрах, çарран хăмăл çинче çӳресе чĕркеленнĕ урисене пăхса, ăна çăпата сырма хушрĕ.
Паллă ĕнтĕ, ача-пăча çарран çӳреме юратать, хăмăл чиккеленине те пăхмасть. Вырнă чухне чăлха ăшне ыраш хăлчăкĕ кĕрсе тулать, чиккелесе тарăхтарать, çавăнпа-тăр, Иван илтмĕш пулчĕ. Ивана хистеме кирлĕ маррине ашшĕ пĕлет, çавăнпа вăл çăпата сырасси çинчен урăх асăнмарĕ, ывăлне вĕренленĕ лашине тенĕр тĕле куçарма каларĕ.
Шăна-пăван кăтăкланипе кăвак лашин куçĕнчен куççуль юхать, ăмăрĕ çине пăвансем тирĕнсе ларнă, юн ĕмеççĕ. Иван вĕсене çапа-çапа ӳкерчĕ. Ăслă выльăх тав тăва пĕлет: тулхăрса илчĕ те пуçне ача хулпуççийĕ çине хучĕ...
Вĕрен шалчине тепĕр тĕле куçарнă вăхăтра лаши вырман ыраш еннелле туртăнчĕ, анчах пĕтĕм вăйĕпе тĕреленсе туртакан ачана çĕнтереймерĕ: çын алли — çын аллиех çав.
Йăкăнат чупса çитрĕ, Иван тантăшĕ, тăлăх-турат. Ăна ял тăрантса усрать.
— Эсĕ мĕн туса çӳретĕн, Саран? — ыйтрĕ Энтри.
— Саран мар, Йăкăнат. Саран вăл ман асатте пулнă, теççĕ, — хуравларĕ хăюллă ача. Ăна пĕтĕм ял пĕлет, хăй пĕлмен çын та çук пулĕ. Калаçма пултарать вара, пуринчен ытла халап яма ăста. Тĕреклĕ шăмшаклă, сарлака çурăмлă. Хура çӳçне çитĕнсе çитнĕ арçынла каснă, тулли питлĕ, хĕсĕкрех куçлă. Яланах çарран çӳреннипе ура лапписем çуркаланнă.
Энтри, ачана хирĕçтерес мар тесе, килĕшрĕ: Йăкăнат пулсан, Йăкăнат, Саран мар, анчах кунта мĕн туса çӳремелле ун?
Йăкăнат Энтрине хуравламарĕ, лаша патĕнчен таврăнакан Ивана хирĕç утрĕ.
— Иван, эпĕ çĕнĕ халап пĕлетĕп! — терĕ вăл хĕпĕртӳллĕ сасăпа.
— Мĕнле халап? — ыйтрĕ Иван, юлташне ĕненмесĕр.
— Имшеркке çинчен! — Иăкăнат тусĕ, пуçне пăрса, çĕнтерӳллĕн пăхрĕ.
— Эпĕ те пĕлетĕп ăна! — парăнмарĕ Иван.
— Пĕлместĕн! — тавлашать Йăкăнат.
— Пĕлетĕп! — çине тăрать Иван. — Çав халапа манна асатте ярса пачĕ. Асатте, кала Йăкăната, эпĕ çав халапа пĕлетĕп вĕт?
— Пĕлетĕн, пĕлетĕн, мăнукăм! — Иван хутне кĕчĕ аслашшĕ.
Сасартăк шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Пурте Ахтапан çулĕ еннелле çаврăнса пăхрĕç.
— Кам килет-ши çавăнта? — ыйтрĕ Иван аслашшĕ, алă айĕнчен пăхса. — Куç лайăх уйăрса илеймест. Энтри, эсĕ çавăнта куратăн-и?
— Те кантур пуçлăхĕ, — татсах калаймарĕ Энтри. — Куççăмпа. Тĕпри, çӳрен лаши, епле пырать!
— Тĕпри çӳрен лаша тетĕн-и? — шухăша кайса ыйтрĕ ашшĕ. — Апла пулсан, Глинка килет пулĕ, утелни кантур пуçлăхĕ.
Хĕрарăмсем хăраса ӳкрĕç.
— Ах, тур, тур, Глинка вĕт ку! — сехри хăпнине пытараймарĕ Алтатти.— Нумайранпа ялсене тухса çӳренине калаçмастчĕç. Пĕр-пĕр инкек сиксе тухман-ши?
— Салмалава хăй именине каять-тĕр, — лаплантарасшăн пулчĕ Энтри.
— Юриех тырă вырнă вăхăтра тĕлленĕ вăл: чăвашсем утелни тыррине ан вăрлаччăр, чипер пухса илччĕр, — хăйĕн шухăшне каларĕ ашшĕ.
— Пĕтрĕмĕр, кӳми çинчен анать! — хăраса ӳкрĕ Униç.
— Ăна-кăна пăхмасăр, тустарма тытăнать ĕнтĕ! — ассăн сывларĕ Энтри.
Кĕркури ывăлĕпе килĕшрĕ. Глинкăна нумайранпа пĕлет вăл. Усал çын. Хура халăхран йĕрĕнет, пуринчен ытла чăвашсене кураймасть.
— Эсĕ, атте, герой, патша сана паттăрлăхшăн тăватă хĕрес панă, ху çапах çав тискер умĕнче сăмах калама хăратăн, — терĕ Энтри.
— Хăвна тивмен çĕлен-калтана ан тив, вăл хăй çулĕпех çӳретĕр, —хуравларĕ ашшĕ.
Энтрн нимĕн те каламарĕ, çурлине тытрĕ те Униçпе Наçтаçа каçалăксем патне ертсе кайрĕ.
Кĕркури чĕлĕмне çăварне хыпрĕ, çулу çапма тытанчĕ. Аллисем чĕтреççĕ, пăлханни сисĕнет.
Иван кӳме чарăннă енчен куçне илмест, çивĕччĕн сăнать. Темĕскерле çав тери пысăк тĕрĕсмарлăх килнĕ пек туйăнать ăна. Мĕншĕн-ха пурте хăраса ӳкрĕç?! Мĕнле çын çав пуçлăх?
Ана пуçĕпе Глинка çывхарать, выракансем патне пыра-пыра тĕрĕслет. Ылтăн тӳмисем лайăх курăнаççĕ. Икĕ енĕпе тырă пăхаканнипе теçетник лăпчанса утса пыраççĕ, пуçлăхне йăтса илме хатĕр, чикĕсĕр йăпăлтатаççĕ пулас.
— Кам каçалăкĕ? — кĕмсĕртетет Глинка сасси.
— Манăн! — чĕтрет чăваш сасси.
— Эсĕ çурлапа вырман!
— Çурлапа вырнă, çурлапа, ваше превосходительство!
— Пилĕкӳ авăнмасть-и вара? Ытла çӳлтен выратăн-çке! — Глинкăна пулăшать теçетникĕ. Чăваш çемйи чипер вырнине вăл лайăх курать, анчах пысăк пуçлăха çиеле кăларас сăлтавпа темĕнле улталама та хатĕр. Унсăрăн хăйне тивет-çке. Халăхшăн тăрăшакан теçетник хăйĕн вырăнĕнче нумай вăхăт лараймасть.
Чăваш «ваше превосходительство» тесе чĕнни те Глинка чĕрине çемçетмерĕ, çилли тăвăнса çитнĕ. Çак наянсем пирки хире тухнă вăл.
Розга! — хушать Глинка. Теçетник хатĕр. Хул айне пĕр çыхă хуран хулли хĕстернĕ. «Айăплă» чăваш каçару ыйтать, анчах вăл тархаслани Глинкăн чул чун-чĕри патне çитмест, теçетник кăмăлне те çемçетеймест. Хулă вăшлатни илтĕнет. Чăваш ӳпне выртнă, шăлне çыртнă, пĕрре йынăшмарĕ.
— Маттур, маттур, теçетник! — мухтать Глинка, чăвашăн юнланнă çурăмне йĕрĕнчĕклĕн пăхса. — Çапла кирлĕ!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...