Хĕçпе çурла :: 1
«Çынсем пĕлтернинчен мар, хамăр куçпа хамăр курнине калатпăр: 1941 çулхи кĕркунне, фашистсем Мускава илме пĕтĕм вăйран тăрăшнă вăхăтра, Хĕрлĕ Çара, Совет халăхне питĕ йывăр килчĕ. Ун чухне фашистсем Мускава пĕкĕ пек çавăрса илчĕç. Анчах эпир парăнмарăмăр. Аслă Октябрь революци ячĕпе, ноябрĕн çиччĕмĕшĕнче, пирĕн йăлари парад иртрĕ. Парад хыççăнах çарсем тăшмана хирĕç ыткăнчĕç. Пирĕн вăя кăтартакан уявра пулнисем кăна мар, утса-виçсе тухма çук сарлака çĕршывăн пĕтĕм вырăнĕсенчен халăх хускалчĕ. Мускав ĕççыннисем те, тăшмана тытса чарас тесе, çĕрне-кунне пĕлми ĕçлерĕç, чаплă хула йĕри-тавра çĕлен шуса тухайми, хура курак вĕçсе каçайми хурçă карлăк турĕç».
Çакăн пек каласа пачĕ пĕрре юлташĕсене Мускав çынни. Эпир ун чухне, хальхи пекех, хамăра хамăр Мускав çынни тесе шутлаттăмăр, шутлаттăмăр та — çĕр-шыв чĕришĕн пурнăçа хĕрхенми çапăçма хатĕр тăраттăмăр.
Малалла тепĕр юлташ сăмах хушрĕ. Октябрь уявне тĕп тăвас, унтан Мускав керменĕсенче, Кремльте Çĕнĕ çула хаваслăн ирттерес тесе сĕмсĕрленнĕ фашистсем, терĕ вăл. Раççейĕн куç виçейми уй-хирĕсенче, аслă та чаплă хули-ялĕсенче юхнă юна шурă юр витĕ, юн юра хĕретни те тепре юр çусанах куçран çухалĕ. Ишĕлмесĕр юлнă пысăк çуртсен йăлттам залĕсенче, çав вăхăтра, вăрăм та сарлака сĕтелсем хушшипе ларса-тăрса тухнă шавлă ушкăнра, шампански тултарнă кĕленче пăкки маччана çитсе шаплатĕ. Нимĕç офицерĕсемпе салтакĕсен — ариецсен — «таса» юнĕ вырăнне урайне эрех юхĕ; Берлинра фраусемпе фрейлинсем упăшкисенчен, каччисенчен ытарайми парнесем — сувенирсемпе теттесем — кĕтсе, сăвăнса, сиккелесе çӳрĕç. Чим, кун çинчен шухăшласан, вĕсен ӳт-тирĕ чĕтренсе илнĕ. Хăвăртрах çĕнтересчĕ, тенĕ вĕсем, никама хĕрхенми вĕлересчĕ, нимĕне хĕрхенми пĕтересчĕ, хăвăртрах Мускав хулине кĕрсе каясчĕ.
Мускав, Мускав! Ĕмĕрсем тăршшинче мĕнле кăна усал тăшман парăнтарас-шăн пулман ăна! Мускав — тăшмансемшĕн тесен — нимле шăлпа катайман хурçă мăйăр пек ют шăлсене хăй шатăртаттарнă. Çакă асар-писер хăрушă вăрçăра та çаплах пулса тухрĕ. Тăшман хăй ахăрса килнĕ еннелле, каялла, тупăран персе кăларнă пăрçа пек, сирпĕнчĕ, сапаланчĕ. Тăшманăн Мускава илес ĕмĕт-шухăшĕ, унтан пĕтĕм Раççей пуянлăхне алла илес ĕмĕчĕ хăмпă пек шаплатрĕ, хĕлле çил çинчи çурта пек лĕп сӳнчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...