Хĕçпе çурла :: 3
— Чимĕр! — асăрхаттарчĕ Савандеев. — Гурьянов сержант çук-çке. Пирĕн йăлапа кил-йышран пĕри ĕçрен таврăнмасан сĕтел хушшине ларса кашăк тытмаççĕ. Çылăх!
— Çылăх вăл турăран килен сăмах! — аллине сулчĕ Казаков, чи çамрăкки. — Эпир турра ĕненекенсем мар, ун саккунĕпе пурăнса пите хĕретместпĕр.
— Савандеев та ĕненмест турра, — пӳлчĕ ăна чĕнмесĕр ларнă çĕртен Бурундуков. — Вăл нихçан та сăхсăхнине курман. Çылăх-и, çылăх мар-и, анчах çынна хисеп тăвас йăла — лайăх йăла.
— Аллаха шĕкĕр! — хушса хучĕ йăл-йăл кулкаласа Хакимов! — Эпир нимĕçсем мар. Вĕсем ăна — илтрĕр пулĕ — апатпе уйрăм çинĕ, эрехĕшĕн тӳпелешсе кайнă. Пирĕншĕн пулсан, пурри çурмаран.
— Ырлăхĕ те хурлăхĕ те çурмаран пултăр, — хушса хучĕ Савандеев та. — Гурьянов тесен, вăл ырă çын, пире усал тăвас çук.
Çак самантра пăлтăр алăк сасси илтĕнчĕ, унтан пӳрте Гурьянов сержант вăрт-варт кĕрсе тăчĕ.
— Çемçелсех кайнă! — терĕ вăл хыттăн. — Салтаксем! Ăшă пӳртре хывăнса, киленсе лараççĕ. Встать! «Акă сана ырă çын, усал тăвас çук!» — шухăшламан çĕртен шухăш вĕçсе кĕчĕ хăйсен пуçне.
Сержантăн чăнах та хаяр сассине илтсен, нимĕç те çывăрнă çĕртен шарт! сиксе тăчĕ. Игнатий Гурьянов пас тытнă мăйăхне сăтăркаларĕ, вара çурăм хыçĕнчи хутаççине хывса урайне лартрĕ, салтрĕ ăна, унтан йăвашрах сасăпа:
— Кусене сĕтел çине, — терĕ, консервă банкисене кăтартса, унтанах эрех кĕленчи иккĕ туртса кăларчĕ те вĕсене икĕ аллипе çамки тĕлне çĕклерĕ.
Пурте пĕр-пĕрне тĕлĕнсе пăхса илчĕç, унтан кулса ячĕç. Сĕтел хушшине кăпăр-капăрах вырнаçса ларчĕç, ватă çынпа карчăкне те астумасăр, хисеп тумасăр хăвăрмарĕç. Пĕрер сăптрăм ĕçсен, выçă хырăма пулă консервипе, çĕрулмипе — пуринчен ытла пурне те, пăсланакан çĕрулми килĕшрĕ! — çăкăрпа кăштах лăплантарсан, Гурьянов юлташĕсене акă мĕн каласа пачĕ.
— Хĕрлĕ Çарăн хурçă чышкине-хăватне чăтаймасăр, нимĕçсем хӳрине тӳлесе каялла таптараççĕ. Пĕтĕм фрончĕпе васкаса чакаççĕ! Пирĕн çарсем кашни кун вуншар хулана, çĕршер яла тăшманран хăтарса малалла пыраççĕ... Аван-и?
— Урра! — кăшкăрса ячĕç юлташĕсем.
— Малалла итлĕр. Йӳтенĕ е йӳтес патне çитнĕ Гитлер, çав тăм писмен, вăхăтлăха тытса илнĕ пирĕн çĕр çинче пĕр хула та, пĕр завод та, пĕр колхоз та, пурăнма пĕр ял та, пĕр пӳрт те — ним те, ним те хăварасшăн мар. Вырт та вил! Вилмесен — хăйсем пăваççĕ. Куртăмăр. Вара пушă хирпе каялла çĕнтерме килсе ăна çăмăл пулать, имĕш! Ăнлантăр-и?
— Паллă!
Кил хуçисем, ватăсем, хăлхисене тытса итлеççĕ.
— Малалла. Киревсĕрсен васкаса каялла таптаракан дивизийĕсемпе полкĕ-сем ялсене вут чĕртсе çунтарса яма юри пĕчĕк отрядсем хăвараççĕ. Çав штрафник-сем — тем пирки айăпа кĕнĕ пулнисем — факелсемпе пĕр пӳрт çумĕнчен тепĕр пӳрт патне, хуралтăран хуралтă хыçне чупса çӳре-çӳре, вут чĕрте-чĕрте яраççĕ. Эпир вĕсене ирхине хамăр куçпа хамăр куртăмăр-и?
— Куртăмăр!
— Эпир тытнă салтак çавсенчен пĕри.
Çак сăмахсем хыççăн пурте çаплах алăк патĕнчи кĕтесре хĕсĕнсе ларакан нимĕç енне куç çĕклесе пăхрĕç. Вăл ĕнтĕ, ыттисем сисмен-асăрхаман хушăра, пуçĕ çинчи çăм тутăрне салтса таçта пăрахнă, çĕтĕк чаппанне хывса сак айне хунă, кăçаттине кăна тивмен, çара уран пулма хăранă. Çийĕнче — нимĕç салтакĕн кивелнĕ мундирĕ. Çын çинине курсан, хăйĕн те çиесси килнĕрен, умне шăмă пăрахасса кĕтсе хӳрине вылянтаракан выçă йытă пек, сĕтел хушшинчисем еннелле куçне чарса, сурчăкне çăтса ларать.
— Илсе тухса çамкинчен хаплаттарам-и, сержант юлташ? — йĕрĕннине те тарăхнине пытараймасăр сиввĕн каларĕ Саша Казаков.
— Мĕншĕн персе пăрахас? — ыйтрĕ Гурьянов.
— Мĕншĕн пултăр? Хамăр çине тапăнса килнĕшĕн, пирĕн халăха асап-инкек кӳнишĕн, — терĕ хыттăн Ивасьев.
— Çынсен пӳрчĕсене вут чĕртсе çунтарса янишĕн, — хушса хучĕ Хакимов.
— Чăн та, мĕн тума кирлĕ вăл пире? — юлмарĕ унран Бурундуков та. — Тăшман кам иккенне пĕрре курнипех ăнлантăм, — терĕ вăл, пĕррехинче хаçата ĕненменнине аса илсе.
— Халĕ вăл пире текех сиен кӳреес çук, инкек-синкек кăтартас çук, — лăпкăн каларĕ вара Гурьянов, Бурундукова хирĕç сăмах чĕнмесĕр. — Ку вăл паллă. Чи пысăк асап кӳрекеннисем чи пысăккисем, фашистсем...
Ку сăмаха илтсен, нимĕç карт! сиксе ура çине тăчĕ, «их нихт фашист, них фашист, их бин сольдат» текелесе, аллине темиçе хутчен кăкăрĕ çине хура-хура илчĕ.
— Мĕн тума кирлĕ тетĕр-и? — сăмахне малалла тăсрĕ Гурьянов. — Çак вăрçа пула мĕн чухлĕ хула пĕтрĕ, мĕн чухлĕ ял çунса кайрĕ. Кам аллинчен килчĕ вăл? Вĕсен, фашистсен, чыссăр аллинчен! Эппин, пĕтерни-çĕмĕрнисене хăйсен аллиех тутăр. Ку вăл — çип çапнă пек чăн тĕрĕслĕх. Пин те пин çынна вĕлернисем пирки урăх сăмах. Айăплисене суд умне тăратĕç.
— Ĕнентермелле ăста калаçатăн эс, Игнатий Алексеевич, — терĕ тимлĕн итлесе ларакан Савандеев. — Санăн политрук пулмалла пулнă.
— Халĕ кашни салтак политрук пек шухăшламалла, — тавăрчĕ ăна хирĕç Гурьянов. Унтан нимĕç енне çаврăнса пăхрĕ те: — Ком! — терĕ, кăчăк туртса. Лешĕ ура çине сиксе тăчĕ, хăйне салтакла маттур тытасшăн пулчĕ, анчах аран-аран сĕтел умне çитрĕ, пилĕкне чĕтревлĕ чĕркуççийĕ таран пĕкрĕ. Сержант ăна çур стакан эрех тултарса пачĕ, консервă сĕрнĕ пĕр чĕлĕ çăкăр сĕнчĕ. Нимĕç эрехне ура çинчен ĕçрĕ, çăкăрне хăçан хыпса-çăтса янине салтаксем курса та юлаймарĕç.
— Чимĕр-ха, чимĕр, атьсемĕр, — сĕтел хушшинчен тухса, нимĕç салтакĕ умне пырса тăчĕ ватă çын, — эсĕ те кил-ха, карчăк. Палларăн-и? Ара ку лешĕ, пăлахая персе, эрех лĕрккесе, мана кĕçех пертерсе пăрахтарманни! Халĕ пирĕн киле вут чĕртсе çунтарма килнĕ вăл! Хăй çакланчĕ!..
Ватă çын айккалла сурчĕ те пăрăнса кайрĕ.
— Ăçта амака хурăпăр ăна? — ыйтрĕ Саша Казаков.
Çак самантра урамран ура сасси, калаçни илтĕнчĕ. Гурьянов чӳрече патне пырса кантăкне пĕрсе пăртан тасатрĕ, урамалла пăхрĕ.
— Тĕлнех, — терĕ вăл. — Урам варрипе тыткăна лектернисене пĕр ушкăн илсе пыраççĕ, Савандеев, кăна çавсем хушшине кĕртсе яр. Казакова хушмастăп, вăл картишĕнчех ăна урама мар, леш тĕнчене ăсатма пултарать.
Саша Казаков ку сăмахшăн çилленмерĕ пулас, ахăлтатса кулса ячĕ. Гурьянов каллех чӳречерен пырса пăхрĕ, Савандеев нимĕçе конвой патне илсе пынине, конвоир лешне çурăмĕнчен автомат кĕпçипе чышса ушкăна тăратнине курчĕ.
Гурьянов отделенийĕ ватă çынсемпе ăшшăн сывпуллашрĕ, ваттисем вĕсене тăшмана çĕнтерсен, тăван килĕсене чĕрĕ-сывă таврăнма телей сунчĕç.
Тухса кайма алăк патне çитсен, карчăк сак çинче нимĕç хăварнă çăм тутăр выртнине курчĕ, ăна тытса саркаласа пăхрĕ, вара — те хĕрхенсе, те хĕпĕртесе — пĕр сăмах çеç каларĕ:
— Манăн!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...