Хĕçпе çурла :: 4
Çанталăк уяртнă. Кăвак тӳпере ушкăнăн-ушкăнăн — пĕрисем йывăррăн унталла, теприсем çăмăллăн кунталла — самолетсем вĕçе-вĕçе иртеççĕ. Ял витĕр вĕçĕ-хĕррисĕр колоннăпа танксем хирелле тухаççĕ, унтан 4— тупăсем, тупăсем. Тепĕр çулпа çуран çар васкать. Çаксене кура, кунта пĕчĕк турпас пек кăна палăракан отделени те — Гурьянов отделенийĕ, — иккĕмĕш талăк выртса канман пулин те, хаваслăн малалла утать. Мĕн кĕтет-ши вĕсене малта? Туссем ун çинчен шухăшламаççĕ, пĕр харăссăн тапраннă вăй вĕсене малалла, çĕнтерĕвелле йыхăрать...
Нимĕç офицерĕсем хăйсен çулленхи йăлине манма ним чухлĕ те шухăшламан: раштава чыслăн та хаваслăн кĕтсе илме пĕр пĕчĕк хулан чи чаплă çуртне пухăннă. Аслă зал варринче тĕрленĕ маччаран çаврака люстрăсем ярăмланса аннă, сĕтел çинчи илемлĕ тортсем, нимĕçле хатĕрленĕ тĕрлĕрен апат-çимĕç куçа илĕртнĕ, Болгарипе Югослави улми-çырли, Норвеги пуллисем пыра кăтăклантарнă, Франципе Венгрин çутă эрехĕсем тутанса пăхмасăрах чуна çĕклентернĕ. Кăкăр çумне ылтăн-кĕмĕл орден çакса тултарнă офицерсем йăлтăртатса-çиçсе тăракан платье тăхăннă хитре арăмĕсемпе е ют хĕрарăмсемпе, ейкеленен еркĕнĕсемпе хула-хулăн тытса каллĕ-маллĕ утса çӳренĕ. Çук, çĕр çинче вăрçă пынине кунта, çӳллĕ те сарлака кантăксене хура чаршавпа картланисĕр пуçне, ним те аса илтермен.
Çакă ĕлккен тумланнă çынсен аттисем Европăри нумай çĕршывсен çĕрне таптанине, вĕсен аллисем нумай-нумай хулапа яла ишсе çунтарса янине, хăйсене хирĕç тăракан чăн-чăн çынсене çака-çака вĕлернине, айăпсăр ачасене вута пăрахнине — этемлĕх ĕмĕрне манас çук хăрушă та тискер, ылханлă та каçарусăр ĕçсем тунине кунта пуçтарăннисем йăлтах маннă тейĕн. Хура юнлисем те иккен таса тумланма, çиелтен пăхсан илемлĕ курăнма пултараççĕ, сутăнчăк ӳт-тирлĕ йĕрĕнчĕк хĕрарăмсем те чи таса саслă хитре артистка-юрăçă пек çепĕç калаçса ейкеленеççĕ.
Анчах тем пекех лăпкă тытас тесен те, пĕр-пĕринпе ытахальтен калаçас килет пулин те, Мускав сăмах чĕлхерен кайман, шиклĕ чĕререн тухман. Пĕр-пĕринпе калаçнă чух кашни икке пайланнă:
Пĕри — сасăпа: ку вăл, кĕтмен инкек, ĕненетĕр-и, тупата туршăн вăхăтлăха кăна.
Ăшра: яланлăха пулсан?
Тепри — сасăпа, ĕненмесĕр: çуллахи хваттерсене каятпăр. Çав анчах.
Ăшра: кам хатĕрлесе хунă унта пирĕншĕн ăшă хваттерсем?
Пĕри — сасăпа: фюрер мĕн тумаллине хăй пĕлет. Ăна пĕтĕмпех паллă.
Ăшра: çĕр çăттăр-и ăна нимĕç салтакĕсене пинĕ-пинĕпе сивĕ хире тăкса хăварнăшăн.
Тепри — сасăпа: Мускава илетпĕрех!
Ăшра: кам парĕ ăна пире?
Пĕри — сасăпа: хайль Гитлер!
Ăшра: ăçтиçук ухмах.
Тепри — сасăпа: хайль Гитлер!
Ăшра: пуçне пултăрах.
Икĕ тус, пĕри тепĕрне Гитлере парăннă çын вырăнне хурса, хăйĕн вăрттăн шухăшĕсене юлташĕ пĕлейменшĕн савăнса, сарлака сĕтел умне пырса тăраççĕ, бокала шампански тултараççĕ те шаккаса ĕçеççĕ.
Залра музыка янраса-кĕрлесе тăрать. Вăрçă сасси илтĕнмест. Çакă кунта пухăннисене савăнтарать, вĕсем шикленмесĕр, киленсе утса çӳреççĕ. Вун иккĕ çитесси шăп та лăп пилĕк минут кăна. Халĕ сехет шаккани кăна илтĕнет. Пурте ура çинче. Бокалсем алла кĕреççĕ, алăсем çĕкленеççĕ...
Сасартăк çутă сӳнет.
Хĕрарăмсем çухăрса яраççĕ.
Пĕчĕк хунарсен шăши куçĕ пек çутинче никама та никам паллайми пулать...
Хăйĕн вăйĕпе чапне иккĕленми, вĕçкĕнленсе ĕненекен каппайчăк каярах суккăрланнă, теççĕ. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и ку сăмах, анчах нимĕçсем тĕлĕшĕнчен çапларах пулса тухни паллă. Гитлер командованийĕ вырăнĕ-вырăнĕпе çĕр палăрми танкпа, тупăсемпе, кăткă пек йышлă çуран çарпа, темиçе çул хушшинче çапăçма, вĕренсе-хăнăхса çитнĕ офицерсемпе, пуяс ĕмĕтĕн сĕрĕмĕпе аптранă салтакĕсемпе сивĕ хĕл лариччен Мускава илесси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмен. Ун çинчен Гитлер темиçе хутчен те пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ. Анчах унăн сăмахĕ яланах суяна тухса пынă. Хăйне çывăх çынсем те вара ăна — куçран мар, паллах — «сӳпĕлти» теме пуçланă.
Хĕрлĕ Çара хĕçпăшаллантаракан, тăрантаракан пĕтĕм совет халăхĕ, шăлне çыртса, çаннине тавăрса, кунне-çĕрне пĕлми, выçăлли-тутăллине манса, тар юхтарнă. Ăçта унта каппаяс, вĕçкĕнленес шухăш! — йывăрлăха вăл витĕр куçпа витĕр курса тăнă. Вăл хăйĕн çарне тăванла юратнă та, тăванлах çилленнĕ те. Мĕншĕн нимĕçсене халиччен тытса чарайманшăн, вара хăвалама тытăнайманни-шĕн тарăхнă.
Акă чунран кĕтнĕ вăхăт çитнĕ. Сивĕ хĕл ларсан, Хĕрлĕ Çар çил-тăман пек хаяррăн хускалнă. Пуçĕсем çине сасартăк вут-çулăм тăкăнма тытăнсан, нимĕçсем тĕлĕнсех кайнă — ăçтан ку? Мĕнрен ку? Чĕрĕ юлнисем вара, сехрисене хăпартса, пуç каснă пек тарма тытăннă. Хĕрлĕ Çар вăйĕсем, савăнăçне кĕтсе илнипе хĕпĕртесе, тăшман хыççăн юмахри пек васкавлăн ыткăннă.
Çулсем Мускавран веер пек сарăлса каяççĕ. Çав çулсемпе ĕнтĕ Хĕвеланăçнелле, Кăнтăралла, Çурçĕр-хĕвеланăçнелле кунĕн-çĕрĕн танксем ик еннелле юр сирпĕнтерсе-варкăштарса ирте-ирте кайнă, кĕпçисене каялла пăхтарса, умлăн-хыçлăн тупăсем кĕмсĕртетнĕ, хĕç-пăшал, тум, апат-çимĕç тиенĕ машинсем çил кастарнă, автомат çакнă боецсем полки-полккипе ырми-канми васканă, — юрă сăмахĕпе каласан, пирĕн енчен те çĕр палăрми çар пынă.
Сарлака, куç виçейми Раççей çĕршывĕ! Нимĕçсем ĕнтĕ, тăтăш укрепленисем туса ĕлкĕрейменскерсем, тепĕр тесен вĕсене тума та шутламан вĕсем — талпăнса пынă майăн тӳрех Мускава кĕрсе кайма ĕмĕтленнĕ, — халĕ шартламара карта тытса çавăрнă пек хуласенче ларнă, опорный пунктсем тени пĕр-пĕринчен çывăхра пулман пирки, вĕсем хушшипе пирĕн батальонсем, полксем, дивизисем ирĕккĕнех кĕрсе кайса, вĕсене пур енчен те хупăрласа илме пултарнă.
Кунсăр пуçне, çав «утравсенче» ларма та ытлах лăпкă пулман тăшмана. Хула таврашĕнчи ялсенче, вăрмансенче партизансем тăнă, вĕсем хуласенче те сахаллăн мар хăйсен ĕçне тунă.
Çапла пулса тухнă та пĕр хулара раштав каçĕ. Ку вăл Мускавран инçетре пулса иртнĕ. Раштав ячĕпе пуçтарăннă аслă офицерсем ĕнтĕ Хĕрлĕ Çар малалла талпăнас çук тесе шутланă. Хăйсем мĕнпур шутлани кĕçĕннисем патне, салтаксем таран çитнĕ.
Унтан сасартăк тупăсем кĕрлеме тытăннă та, снарядсем комендатура йышăннă çав чаплă çурт тавра ӳке-ӳке хаплатса çурăлнă. Вĕсем ĕнтĕ йĕри-таврана юр çеç мар, юн та сирпĕнтернĕ. Çуртăн чӳречисем çĕмĕрĕлсе чăнкăртатнă, пĕр кĕтесси лаштăрах ишĕлсе аннă. Урама тухма хăрушă, салтаксем тăракан казармăсемпе çыхăну çук (ăна такам татнă), çурт ишĕлет, нимĕçсем, тинĕсре карап путма тытăнас умĕнхи йĕкехӳресем пек, пӳлĕмрен пӳлĕме чупкаласа çӳренĕ, унтан ниçта кайса кĕме çукран, подвала (вăхăтлăха тесе) чăмтара панă.
Тупă снарячĕсем казармăсем тавра та, вĕсен çинче те хаплата-хаплата çурăлнă. Анчах салтак тепĕр аслă командиртан ăслăрах, чеерех те пулать. Салтаксем хăйсене çавăрса илессе е вырăнтах ӳксе вилессе, чул айне пуласса кĕтсе тăман. Вĕсем, вырăссемпе çапăçса курнăскерсем, вĕсенчен хăрама та хăнăхнăскерсем, çывăхра малтанхи снаряд çурăлсанах, вашт! сиксе тăнă та йăпăр-япăр тумланнă, автомачĕсене кăпăр-капăр илсе, блиндажĕсем патнелле пĕшкĕнсе таптара панă. Кĕçех чăн-чăн çапăçу пуçланса кайнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...