Хĕçпе çурла :: 6
Çапăçу каллех хĕрнĕçем хĕрсе кайрĕ. Гурьянов сержант пулемечĕ самантлăха кăна тăпах чарăнать те, сывлăш çавăрса илсе, каллех пеме тытăнать. Çавăнпа пĕрлех вăл нимĕçсем аманнисене машинăран юр çине вăркăнтарнине, вилнисене хӳтĕлĕхшĕн хăйсем умне купаланине асăрхать.
— Вилеççĕ те, пурпĕрех сысналла сĕкĕнеççĕ, — терĕ сержант, йĕрĕнсе. — Çапăçура пуç хунисене те канăç памаççĕ.
— Вĕсен сăвап-мĕн тени асра çук пулĕ, — хирĕç тавăрчĕ Савандеев. — Ирсĕрсем.
Унччен те пулмасть, иккĕмĕш машина çинчен каллех мина вĕçсе килсе умрах хаплатса çурăлчĕ, унтан тепре, тепре... Пĕчĕк кăна миномет кăларса янă снаряд, пăлтăртата-пăлтăртата вĕçет те ăçта та пулин хăйсен «ĕçне» тăватех, камăн ӳтне те пулин тимĕр татăкĕ кĕртсе хăваратех. Акă Хакимов чипер персе ларнă çĕртенех пĕкĕрĕлсе анчĕ, унтан лап! ӳкрĕ, урăх хускалмарĕ. Ун патнелле çывăх юлташĕ, Бурундуков, хăрушлăха манса, тăрса чупрĕ те янташĕ патне çитеймерĕ — ӳкрĕ.
Тăшман минометпа перет те перет. Юлташĕсем хыççăнах, Ивасьев та, никĕс кĕтессинче чарăнми персе тăракан паттăр салтак, пуçне пĕкрĕ. Гурьянов сержант малтанхи хут хăрамаллипех хăраса ӳкрĕ: епле-ха вăл, йывăрлăхран тухма яланах май тупнă этем, паян хăйĕн салтакĕсене сыхлама пултараймарĕ?..
Çакăн пек хăрушă самантра та кун пек шухăш та пуçĕ витĕр çил пек хăвăрт вĕçсе иртет.
Кĕçех унăн çул леш енчи палламан тусĕ те шăпланчĕ. Вара, хăйсене хирнĕ вăйсем чакнине сиссе, юр çинче сапаланса выртакан тăшман салтакĕсем ура çине тăчĕç, автомачĕсене кăкăр умне тытса, пере-пере кунталла çывхарма пуçларĕç. Йышлă тăшмана пĕр пулеметпа та пĕр автоматпа тытса чараймăн. Сисет Гурьянов — ун умĕнчисем малтанхисем кăна-ха, тĕп вăйĕ хыçалта. Мĕншĕн хамăрăннисем халĕ те çитеймерĕç-ши?
— Саша! — чĕнчĕ вăл Казакова. — Халех епле те пулин хулана вĕçтер. Малтан ют куç курмалла мар шăвăна-шăвăна кай, унтан тăрса пăркалана-пăркалана чуп. Ӳке-ӳке. Хăтăл чееленсе. Çитсен кунти ĕçсем çинчен каласа пар. Хăвăртрах пулăшу илсе кил. Ăнлантăн-и?.. Мĕн хушнине тепĕр хут каласа пама кирлĕ мар.
Гурьянов хăй çав вăхăтра çапла шухăшларĕ: чĕрĕ-сывă юлас шанчăк сӳннĕçем сӳнет, пĕри те пулин юлинччĕ. Тавăртăрччĕ тăшмана пирĕн пурнăçшăн. Саша — питĕ çамрăк ача, унăн пурăнмалла та пурăнмалла. Пăхрĕ те вара Казакова куçран, çамрăкăн куçран куççуль тумламĕсем йăлтăртатса анчĕç, тута хĕррисем чарăнайми чĕтрерĕç.
— Каймасан?.. — терĕ боец аран-аран, теме сиссе.
— Каятăн! — хыттăн каларĕ Гурьянов, унтан тăшман еннелле тепĕр черет кăларса ячĕ.
Саша Казаков икĕ гранатине, пилĕк çумĕнчен салтса, систермесĕр сержант çумне хучĕ те никĕсĕн тепĕр стени еннелле шуса кайрĕ, стена леш енче пытансан çеç пӳльăсем пуç тăрринчен шăхăрса иртрĕç, вара, командир вĕрентсе каланă пек, пăркалана-пăркалана, ӳке-ӳке, тăра-тăра, каллех чупа-чупа, пĕр пĕчĕк пӳрт хыçне пулса куçран çухалчĕ. Гурьяновпа Савандеев, ун хыçĕнчен пăхса выртакансем, пĕр харăс çăмăллăн сывласа илчĕç.
Патрон сахалланнăçем сахалланать, тăшман çывхарнăçем çывхарать. Савандеев вилнĕ юлташĕсен сумкисене тĕрĕслеме аяккарах шăвăнса кайрĕ, пĕрин патне çитрĕ, теприн патне пычĕ, шăп та шай çак самантра мина ӳксе хаплатрĕ те... Гурьянов çав еннелле çаврăнса пăхрĕ. Иван Петрович Савандеев! Хамăр ентеш, вăрçăн малтанхи кунĕнчен пуçласа темиçе терт-асап витĕр тухса, кунта çитнĕ паттăр çын, ĕненес килмест! — Гурьянов сасартăк ура çине сиксе тăчĕ, юлташĕ енне çаврăнса, алă сулнă пек пулчĕ, вара ӳпне ӳкрĕ сержант. Куçĕсем хăйсем сисмесĕрех куççульпе тулчĕç.
Гурьянов вăй-хал пĕтсе килнине туйрĕ. Анчах чун сисĕмĕ нимрен сыхăрах, нимрен вăйлăрах. Вăл вĕлт! кăна сулахая çаврăнса пăхрĕ. Унта никĕс стени урлă хура мĕлкесем каçаççĕ. Сержант вĕсем еннелле граната хыççăн граната вăркăнтарчĕ. Вăй пур иккен-ха. Юлашки, гранатипе вăл хăйне ура çинчен ӳкересшĕнччĕ, çав вăхăтра кăкăрне тем чиксе кайнине туйрĕ, алăри граната хăй сулăмĕпех таçталла ывтăнчĕ. Куç умĕнче питĕ хăвăрттăн, çиçĕм пек хăвăрттăн-хăвăрттăн палланă сăнарсем — ашшĕ-амăшĕн, арăмĕн, тăванĕсен сăнарĕсем симĕсĕн-кăвакăн курăнса ирте-ирте кайрĕç.
Вăл хĕрлĕ-шурă юр çине тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ.
Гурьянов хуларан çул çинелле ывтăнакан снарядсем уланине те илтеймерĕ, хамăрăннисем роти-ротипе урра! кăшкăрса килнине те кураймарĕ, вĕсем нимĕçсене пĕтĕмпех пĕтерсе тăкнине те пĕлеймерĕ, çĕнтерӳ ячĕпе юлташĕсемпе пĕрле савăнаймарĕ.
Хула варринче сарлака площадь пур. Хула çине янкăр тӳперен хĕллехи сулхăн сăнлă хĕвел пăхать. Çил нихăш енчен вĕрмест. Çанталăкра пурпĕрех шартлама сивĕ хуçа пулса тăрать. Анчах боецсемпе командирсем, ушкăнăн-ушкăнăн пынă хула çыннисем пĕр хускалмасăр тăп тăраççĕ. Вăхăтлăх лартнă палăк çинче хĕррине хурапа тыттарнă хĕрлĕ ялав хуллен хумхана-хумхана илет. Шăп. Кăшт вăхăт иртсен пĕр хурлăхлă та уçă сасă илтĕнсе каять. Калаçаканни кашни сăмаха татса калать. Вăл комиссар сасси.
— Юлташсем! Эпир паян çак хулара паттăррăн çапăçса пуç хунă хаклă тăвансене ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе хăваратпăр. Вĕсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, совет халăхĕн çутă кунçулĕшĕн, унăн телейлĕ пуласлăхĕшĕн киревсĕр те çăткăн тăшмана хирĕç пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр çапăçрĕç. Вĕсем Хĕрлĕ Çар урнă фашистсене тăван çĕр çинчен пĕри юлмиччен хăваласа янине хăйсен куçĕсемпе кураяс çук. Аслă Çĕнтерӳ кунĕнче сывă юлнă тăванĕ-юлташĕсемпе пĕрле чунтан савăнаяс çук. Анчах вĕсен ырă ячĕ çĕр çинчен нихăçан та нихăçан çухалмĕ. Паттăрсене мухтаса чаплă кĕнекесем çырăнĕç, янăравлă юрăсем шăранĕç, вĕсем яланах халăх асĕнче, ырă çынсен чĕринче пурăнĕç. Иртĕ çул хыççăн çул, халăхăмăр вăрçă суранĕсене пĕтĕмпех сиплесе çитерĕ, сыввăн малалла кайĕ, тăвансен вилтăприйĕ çине ун чухне çӳллĕ палăксем лартĕç, ун çумне паттăрсен ячĕсене ылтăн саспаллисемпе çырса хурĕç, вилтăпри патне килекен сукмак нихаçан курăкпа хупланмĕ, ăна яланах чĕрĕ чечексем илемлетĕç. Çĕр айĕнче выртакансем çавна курмĕç, анчах çĕнĕ ăру — вĕсен ачисем, ачисен ачисем — вĕсенчен тăван çĕршыва чунтан-чĕререн юратма, тăшмансене хирĕç çапла паттăррăн çапăçмаллине вĕренĕç. Çавă пысăк ĕçре-кĕрешӳре халĕ кăна пирĕнпе юнашар тăрса çапăçнă, пуç хунă юлташсем яланах тăван халăхăмăрпа пулĕç! Çăмăл пултăр вĕсен таса тăпри!
Виçĕ хутчен салют кĕрлерĕ.
Хурлăхлă митингра Саша Казаков та пулчĕ. Итлерĕ-и вăл комиссар сăмахне, итлесех çитереймерĕ-и — куçĕнчен шăпăртатса юхакан куççульне шăлса ĕлкĕреймерĕ; çакă вилтăпри айĕнче-çке, пуç хунă ытти паттăрсемпе юнашар, унăн чи çывăх юлташĕсем: юратнă пиччĕшĕ Гурьянов сержант, Савандеев, Петренко, Ивасьев, Бурундуков, Хакимов ĕмĕрлĕхе выртса юлчĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...