Хĕçпе çурла :: 1
Гурьяновсен килĕ, Пыллăх ятлă пĕр пĕчĕк ялта ачисене пĕрин хыççăн тепĕрне вăрçа ăсатнă хыççăн, унтан аслă кинĕ Укçине тăван амăшĕ патне Сарулăха куçса кайсан, йăлтах пушанса юлчĕ. Çапах та кил вăл вĕçен-кайăк пăрахса хăварнă тăлăх йăвă мар, унта пурăнăç пур-ха. Кил хуçи, Алексей Гурьянович, тул çутăлнă-çутăлман Сарулăха колхоз правленине тухса каять, вăл унта — ялта е хирте — кун кунлать, председателĕн ĕçĕ мăй таранах, килне тĕттĕм пулмасăр, хăш чухне çур çĕр иртмесĕр те таврăнаймасть; çанталăк пăсăлнă каçсенче е правлени ларăвĕ ытла вăрăма кайсан, çавăнтах выртса çывăрать. Кĕçĕн кинĕ, Валентина Сергеевна, шкулта ачасене вĕрентет. Ачисем — ăна, вăл — ачисене хăвăрт хăнăхса çитрĕç, ĕçĕ çăмăлланчĕ. Анчах Валентина та, учительсен пухăвĕ е канашлăвĕ вăраха тăсăлсан, киле таврăнаймасть, Гурьяновсен аслă кинĕ патĕнче, Укçине килĕнче çĕр каçать. Килте яланах Сăпани тĕрмешет: виçĕ çын валли — иккĕшĕ килеççĕ-и, килмеççĕ-и — апатне пĕçерет, чăххи-чĕппине çитерет-ĕçтерет, ĕнине сăвать, сурăхĕсене пăхать, килне-çуртне тирпейлет — унăн та ĕçĕ-хĕлĕ тупăнса пырать, алă усса ларма вăхăчĕ çук. Тепĕр тесен, Сăпани хăй каларăшле, çынна ĕçсĕр кичем пусать. Вăхăт пур чухне ун патне кӳршĕ-аршă карчăкĕсем каçса лараççĕ, вара нумайччен хăйсен вăрçăри ачисем çинчен калаçаççĕ... Çапла иртсе пырать кун хыççăн кун, талăк хыççăн талăк.
Пĕр-пĕр каçхине, виççĕн пĕрле пухăнсан, вĕсем каллех вăрçă çинчен сăмах хускатаççĕ. Йывăр сăмах вăл — вăрçă, вăл нихăш киле, никам патне савăнăçпа çӳремест. Юрать-ха, Йăкăнат чĕрĕ-сывă — сăмах аслă ывăлĕ çинчен пырать, — вăл çыру ярсах тăрать, Елюк хĕрĕмĕр те вăрçинех кĕмен-ха, вĕренет, анчах ăçтан пĕлес, кам чухлас вĕсен малашнехи шăпине? Кĕçĕн ывăлĕ, Микулайĕ çинчен сăмах хускатма пуриншĕн те питĕ йывăр, ячĕ чĕлхе çине килсен те, чĕререн йĕп чикнĕ пекех туйăнса каять. Валентинăн куçĕ самантрах шывланма тытăнать. Кун пек чухне вара ашшĕ çывăрма выртма вăхăт çитнине, ыран ирех ĕçе каймаллине астутарать, карчăкĕ кинне ăшă сăмахпа йăпатать: «Ан хурлан, кинĕм, ан çунтар ăшна, вăл та хыпар тăвĕ, çапла пуласса чĕрем сисет, амăшĕн чĕри суякан марччĕ».
Амăшĕ каланă пекех пулса тухрĕ. Пĕррехинче, урама уйăх çутатнă каç, вĕсем виççĕш пĕрле сĕтел хушшине апата ларчĕç. Тулта шартлама сивĕ, пӳртре ăшă-ăшă, — кăмакине Сăпани кунне темиçе хутчен хутать, — кун пек чух ырри çинчен кăна калаçас килет. Виççĕн тутлă яшка çисе шăкăлтатса калаçса ларатчĕç, питĕрсе илнĕ пăлтăр алăкне такам хыттăн шаккарĕ.
— Кам çӳретĕр çак асар-писер шартламара çĕр хута? — мăкăртатрĕ те ватти, çынна уçса кĕртме пăлтăра тухрĕ.
Тепĕр самантран пӳрте çухине тăратнă кĕрĕкпе, питне çăм тутăрпа пĕркенĕ — пасарнă куç харшийĕ çеç кăшт курăнать, — урине пысăк çăматă тăхăннă çын кĕрсе тăчĕ. Вăл, хывăнмасăр-тумасăр, çăвар уçса сăмах чĕнмесĕр, сак çине тĕшĕрĕлсе ларчĕ, ăна килтисем те, сăмах хушмасăр, тĕлĕнсе пăхса тăчĕç.
— Николай Алексеевич чĕрĕ-сывă! — терĕ тин килсе кĕнĕ çын, савăннăран халтан кайнă çын пек сывлăш çавăрса.
Хĕрарăм сасси! Акă вăл çухине сирчĕ, тутăрне салтрĕ, ура çине тăчĕ — никам та мар иккен — Укçине! — вара хĕвĕнчен виç кĕтеслĕ икĕ конверт кăларчĕ те пĕрне Валентинăна, тепĕрне Алексей Гурьяновича пачĕ. Ватти маччаран çакăнса тăракан лампа патне пычĕ, куçлăхне тăхăнчĕ, чĕтревлĕ пӳрнисемпе конверта уçса, вулама тытăнчĕ. Аслă ывăлĕ Йăкăнат çырать иккен. Вăл Микулай шăллĕне хăçан, мĕнле тĕл пулни çинчен хыпар тăвать. Тăшман ункинчен тухнă чух аманнă, йывăрах мар, халĕ госпитальте пулмалла, унран хăйĕнчен çыру кĕтĕр.
— Сасăпа вуласа пар, — терĕ Курьян Элекçейĕ, çырăвне аслă кинне парса. — Вуланăçем куçарсах пыр, кĕçĕн кинĕмĕр ăнлантăр, — хушса хучĕ те аран-аран, куçне куççулĕ килнине сиссе, тĕпелелле кĕрсе кайрĕ.
— Валентинăна хăйне çыру, — калама ĕлкĕрсе юлчĕ Укçине.
Валентина, ни йĕрсе яма, ни сăвăнăçне пĕлтерме пĕр сăмах тупаймасăр, сĕтел хушшинче хытнă пек ларчĕ. Вуласа пĕтерсен кăна, черченкĕ çамрăк хĕрарăм, хăйĕн çумĕнче куçне тутăр вĕçĕпе шăлса ларакан хунямăш хулпуççийĕ çине пуçне хурса, ĕсĕклеме тытăнчĕ. Унтан ватă хĕрарăм, куçне çаплах шăла-шăла, аслă кинĕ валли сăмавар лартрĕ, çав вăхăтра кĕçĕнни аслине хытă-хытă ыталарĕ, темиçе хутчен чуптурĕ, унăн куççулли Укçинен питне пĕтĕмпех йĕпетсе пĕтерчĕ.
Чей ĕçнĕ хыççăн Валентинăпа Укçине вырăн çине иккĕш юнашар выртрĕç. Çавăн чух тин:
— Кун пек пысăк савăнăçа хамăн пурăнсах та пурăнман пурнăçăмра нихăçан курман-туйман эпĕ, — терĕ Валентина.
Николай Гурьянов, госпитале ăсатнă май, çырăвне çул çинчен янă иккен.
Те савăнăç хыççăн ывăннăран — хаваслăх та ĕшентерет тепĕр чух, — нумай калаçаймарĕç вĕсем, кĕçех çывăрса кайрĕç.
Ирхине чи малтан Укçине куç уçрĕ. Валентинăна вăратас мар тесе, вырăн çинчен кушак пек шăппăн анчĕ те хăвăрт-хăвăрт тумланма тытăнчĕ: кĕрĕкне тăхăнчĕ, пуçне çăм тутăр çыхрĕ — хатĕр те!
— Эсĕ ăçта капла ирех? — арçынла хыттăн ыйтрĕ унран хăй те тин тăрса тумланнă Алексей Гурьянович.
— Манăн, атте, бригадăра ĕç-хĕл мăй таранах, — терĕ Укçине, ун енне çаврăнса пăхмасăр, кăçаттине тăхăннă май. — Ăшăра тĕлленсе выртма вăхăт çук. Паян вăрлăх тасатма тытăнмалла. Ху хистесе каларăн, атте.
— Юрĕ-çке, пĕр кун таçта каймасть, — каллех хыттăн хирĕç тавăрчĕ хуняшшĕ, председатель. — Паян, асту, килтен ниçта тармастăн. Аннӳне пулăшмалла пулать. Тăван аннӳне чĕнтерме пĕр-пĕр ачана лаша кӳлтерсех ярăпăр. Вырсарни кун паян, кĕçĕн кин те килтех. Эппин, пурсăмăр та пĕрле кунта кун ирттерĕпĕр... Ваттине итлемелле, тепĕр тесен. Юл!
Мĕншĕн паян пĕрле пулмаллине Укçине ăнлансах çитереймерĕ, анчах юлма килĕшрĕ. Хăш чухне, çĕрĕн-кунĕн ĕçлесе ывăннă хыççăн, пăртак канса илни этеме сиен кӳмест терĕ пулас. Вăл вара, Валентинăна вăратасран шикленсе, каллех шăппăн çӳре-çӳре, сăмавар чĕртсе ячĕ. Хунямăшĕ, Сăпани, кăмака умĕнче тĕрмĕшет.
Çав вăхăтра ĕнтĕ Алексей Гурьянович тахçантанпа пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан Сахрун Сахарĕ патне юр ашса урам урлă каçса кайрĕ.
— Сахар кум! — чĕнчĕ вăл, вĕрлĕк урлă пăхса, картишĕнче вутă çуракан Сахруна. — Санăн хĕреснай ачу, пирĕн Микулай, чĕрĕ-сывă!
Лешĕ, пурттине пăрахмасăр, тӳрленсе тăчĕ те ун еннелле тĕлĕннĕ пек пăхрĕ. Унтан:
— Килчĕ-им?! — терĕ савăнăçлăн. — Кĕр хăвăртрах кунта!
— Килессе килеймерĕ-ха, тупăнасса тупăнчĕ çухалнăскер, — пĕлтерчĕ Алексей Гурьянович, картишне кĕрсен. — Акă мĕн: каçар-ха пирĕн пата, Микулай тупăннă ятпа така пусас шухăшăм пур. Пулăшмăн-ши, кум?
— Мĕн унта ыйтса-туса тăмалли пур? Кайрăмăр!
— Чим-ха. Кĕркуç ăçта? Вăл та кирлĕнчĕ.
— Авă, пахчара йыттипе вылять. Кĕркуç!
Вĕсен умне самантрах пĕр вун икĕ-вун виçĕ çулхи питĕ вăр-вар ача чупса пычĕ, сăмсипе тутине алса тулашĕпе шăлкаларĕ, тепĕр алсипе хăй çине сиккелекен Хураçкине çапкаларĕ.
— Итле-ха, Кĕркуç! — терĕ Алексей Гурьянович ăна. — Лаша кӳл те Сарулăха вĕçтер. Акă сана укçа. Эрех илсе килетĕн. Çавă çеç. Çула май Укçине аппун амăшне лартса кил. Юрать-и?
— Юрать! — çĕлĕкне çамки çинчен сирчĕ ача, йăл-йăл кулкаласа.
— Чим, акă сана хут. Ку хутсăр уксах лавккаçă эрех памасть. Ăнлантăн-и?
— Иăлтах! — йыттипе вĕçтере пачĕç лаша вити еннелле.
Гурьяновпа Сахрун, урам урлă каçса, хăйсен ĕçне тытăнчĕç...
Валентина ыттисен хăпăл-хапăл ĕçне, вĕсем мĕн шухăш тытниие сисмесĕр-пĕлмесĕр çаплах, ача пек, тутлăн çывăрнă-ха. Савăнăçра пĕр çывăрса кайнă çыннăн ыйхи вĕçмест, сирсе сирĕлми хурлăх кăна çывăрма памасть.
— Мĕншĕн мана вăратмарăр, анне? — кăмăлсăр пулнă пек, анчах йăвашшăн та савăнăçлăн систерчĕ Валентина чăлантан тухса. — Хăвăр ирех тăнă та ĕçе тытăннă, эпĕ пур, ватă çынсем каларăшле, улпут майри пек ним шухăшсăр-ӳркевсĕр ыйха перетĕп. Намăс!
— Çывăрмаллаччĕ-ха, савнă кинĕм, — яланхинчен ытла çепĕççĕн хирĕç тавăрчĕ хунямăшĕ. — Паян санăн шкула каймалла мар, ĕçлесен-ĕçлесен канас та пулать. Тата мĕн тери пысăк-пысăк савăнăç илсе килчĕ каçхине пире аслă кинĕмер! Вăл та паян килтех юлать, пирĕнпе пĕрле пулать.
— Ăçта вăл халĕ?
— Шыв ăсма тухса кайрĕ.
— Манăн мĕн тумалла? Çынсем ĕçленĕ чух алă усса ларни аван мар-çке?
— Шурат эппин ав çав çĕрулмине.
Вара Валентина та хаваслансах ĕçе тытăнчĕ.
Сарлака сĕтел хушшине вĕсем кăнтăрла çитеспе тин кĕрсе ларчĕç. Катанпирпе витнĕ сĕтелли çинче мĕн кăна çук! Чи варринче ларакан çаврака чарара кукар яшки пăсланать, ăна Сăпани, лара-тăра пĕлмен кил хуçи хĕрарăмĕ, кашнин умĕнчи тарăн тирĕксем çине ăса-ăса ярса парать; çавăн пек яшкана, пĕлсе пĕçернĕрен, çисе тăранаймастăн. Ун хыççăн тата Укçине кинĕ — тулти шартлама сивĕре, пӳртре кăмака умĕнче тăнăран пичĕ хăйĕн хĕрлĕ улма пек хĕремесленнĕ — çаплах кашнин умне пĕчĕк турилккесемпе çуллă тултармăш хурса пачĕ. Тутлă! Унпа пĕрле чĕлхӳне çăтса ярăн, теççĕ кунти чăвашсем. Паллах, çакăн чухлĕ чаплă апата типĕлле çисе ярас çук. Çакна хăйсен ĕмĕрĕнче пĕлсе çитмен мар Алексей Гурьяновичпа Сахрун Сахарĕ çисе тăранма васкамаççĕ-ха. Кил хуçи ларсан-ларсан пĕр чӳрече еннелле çаврăнса пăхать.
— Мĕншĕн тĕк ларма пĕлместĕн, старикĕм? — терĕ Сăпани, тем сиснĕ пек пулса. — Мĕншĕн ӳркевлĕн çиетĕн, Сахар кум? Пĕçерме пĕлеймерĕмĕр-шим?
— Эх, анне! — кулкаласа илчĕ вара Укçине. — Вĕсене мĕн çитменнине чухлаймастăн-им? Тĕпсакайĕнче сăру юлман-и санăн?
— Аçа çаптăрах! Ватă темерĕн! Мансах кайнă.
Сăпани хыпаланса тĕпелелле кĕрсе кайрĕ, тĕпсакай алăкне уçрĕ. Анчах çав вăхăтра хапха умĕнче лаша тулхăрни илтĕнчĕ, тепĕр самантран пӳрте Укçине амăшĕпе ăна илсе килнĕ Кĕркуç кĕрсе тăчĕç. Икĕ арçыннăн сăн-пичĕ çине çурхи хĕвел пăхрĕ тейĕн.
Укçине Кĕркуçа кукăль тыттарчĕ те лашине тăварса килме хушрĕ, ача савăнăçлăн вĕлт! кăна тухса кайнине никам та курса юлаймарĕ.
— Ваттине эрех, ачана кукăль, — кулăшларах каласа хучĕ кун пирки Сăпани.
Тараватлă килте вара чăн-чăн ĕçкĕ-çикĕ пуçланчĕ. Укçине хурса панă кĕрен питлĕ кукăльсем хушшинче, шаркку тултарнă пĕчĕк чӳлмексем çумĕнче кĕленчесем те черккесем, куçа илĕртсе, сĕтеле илем кӳрсе лараççĕ, пĕр пушăрах кĕтесре — кăпăклă, хăмлаллă сăра ăсса тухнă çутă витре.
Вăрçă чарăннă пек туйăннă, ачисем чĕрĕ-сывă юлнă, анчах çул инçе пирки килĕсене çитсе ӳкеймен-ха. Çавăнпа кунта кашниех хăйне — мĕн пулса иртнине ытла ăнлансах кайман Валентина та — савăнăçлă пек тытма тăрăшать, юрă пуçласа яманни кăна, çав хушăрах кашнин чĕри тĕпĕнче тем йăшăлтатать, çавă юрлама чарать, çавă ытла шавлама памасть, çавă шăппăнтарах калаçтарать, хутран-ситрен чуна пăшăрхантарса илет. Пĕр шухăшласан, çакă вăхăтра ĕçкĕ-çикĕ ирттерни — çил-тăманра хĕвел пăхнă пек мар-и вăл? — кӳршĕсенчен аван мар. Мĕн калĕç?
Анчах ку шухăша кашни таçта шалта тытать, сасăпа каламасть.
— Пирĕннисем епле хăвалаççĕ, Элекçи кум! — самах пуçласа ячĕ Сахрун Сахарĕ, çав йывăр шухăша сирсе ярас тесех пулас. — Ĕçсем çаплах халăха савăнтармалла пырсан, тен, çуркунне еннелле вăрçăн сасси те йăнĕ. Мĕнле пек саншăн?
— Калама çăмăл, çапăçма йывăр, Сахар кум, — хирĕç тавăрать Алексей Гурьянович. — Питĕ шала кĕрсе кайрĕç-çке аçа çапманскерсем!
— Халь вĕсен пуçĕсем çине хĕл кунĕнче аçа çапсах тăрать.
— Вăл тĕрĕс. Пĕтчĕрех хăвăртрах! Урнă йытăсем çинчен сăмах хускатсан, кăмăл пăтранать. Шалчи тултăрах ташманăн! Хăвăртрах тĕп тăвасчĕ ăна! Эх, ватăлтăмăр, ывăлăмăрсенчен юлман пулăттăмăр. Тӳнтерер-ха тепрешер ачасен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕсемшĕн!
Тепĕр кĕтесре хĕрарăмсем шăкăлтатса калаçса лараççĕ.
— Мĕншĕн вăрçаççĕ-ши çынсем, пĕр-пĕринпе? — хăйĕнчен хăй ыйтнă пек сăмах пуçарса ячĕ Укахви, Укçине амăшĕ. — Манăн Митрахванăм иртнĕ вăрçăра çамрăклах пуçне хучĕ, хăйĕн пĕртен-пĕр ачине те кураймарĕ. Укçинене пĕччен пăхса çитĕнтермелле пулчĕ. Çав йывăр çулсенче тепле пурăнкаласа, тепле сывă юлнă? Йĕпе çине сапа...
— Çапăçчăр патшапа патши, мĕншĕн çав юнлă вăрçа ĕçленĕ çĕртен халăха илсе каймалла? теттĕмĕр ун чухне, — калаçăва хутшăнчĕ Сăпани. — Халĕ патшисем те çук, кампа кама хирĕç тăратмалла? Такам темшĕн чĕртсе ярать çав урăм-сурăм вут-кăвара...
— Тĕрĕсне калатăн, кума, тĕрĕсне, — ассăн сывласа илчĕ Тарье, Сахрун Сахарăн карчăкĕ. — Петĕрĕмĕр вĕренсе тухрĕ çеç, илсе те кайрĕç. Халь таçта ĕнтĕ. Çыру çӳретмест...
— Нимĕçсем пире çĕнтересшĕн, эпир — вĕсене, — пат татрĕ сăмаха Укçине. — Мĕншĕн-и? Çĕршĕн! Колхозчен, астăватăр пулĕ-ха, ялта та çĕршĕн кӳршипе кӳрши çапăçатчĕç, сенĕксем ярса тытатчĕç. Шăпа ярса ăна валеçнĕ чухне тата мĕн пулса иртетчĕ?. Хăш чухне чăн-чăн вăрçă тухатчĕ. Тӳпелешетчĕç, çапăçатчĕç. Ку вăл хамăрпа хамăр хушăра пулнă. Халĕ патшалăхпа патшалăх…
— Эпĕ ăна-кăна курман та, — чĕнмесĕр ларма аванмартан çеç тенĕ пек сăмах хушрĕ Валентина, — калам эппин: Гитлер, фашизмăн пуçлăх йытти, Европăри нумай çĕршыва çĕнтерчĕ, тустарчĕ. Халĕ Совет Союзне тапăнчĕ. Ăна та çĕнтересшĕн. Эппин, пире пĕтерсе пăрахасшăн. Хăй хуçа пуласшăн. Эпир парăнасшăн мар. Парăнмастпăр! Çавăнпа вăрçă пырать.... Ăнланмалла калайрăм-ши пĕли-пĕлми чĕлхемпе? (Кăна вăл вырăсла ыйтрĕ.)
— Эсĕ, кинĕм, чăвашла лайăхах калаçма хăнăхса çитрĕн-çке, тупата, — хĕпĕртерĕ хунямăшĕ.
— Пултарать пирĕн Валентина! — ыталаса илчĕ ăна Укçине. — Маттурăм! Халь эсĕ чăвашла докладсем тусан та питне хĕретес çук, тепĕр лектортан ирттеретĕн!
Валентинăн, хăйне мухтанăран, пичĕ хĕрелсе кайрĕ.
Савăнмалли ытла нимĕнех пулман пулин те — таçта инçетре хăрушă вăрçă пынă-ха, Гурьяновсен ывăлĕсем ыттисем пекех вăрçă вут-çулăмĕнче тăнă, — вăрман айĕнче юрпа витĕнсе ларакан çак пĕчĕк ялăн пĕр килĕнче кун канăçлăн иртсе кайрĕ, пĕрре килсе кĕнĕ савăнăç та пăртакçă чуна пусарчĕ. Сăлтавĕ — Гурьяновсен аслă ывăлĕпе кĕçĕннин çырăвĕсем пулчĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...