Хĕçпе çурла :: 3
Гурьянов карчăкĕ, ахаль те хавшак, чĕреллĕскер, аслă ывăлĕ вилнĕ хыпара илтсен, тӳсеймерĕ: мăнтарăн, йывăрах чирлесе ӳкрĕ те вырăн çинчен тăрайми пулчĕ. Юрать-ха, кĕçĕн кинĕ шкул ачисене каникула янăранпа яланах килте. Пăхать те Валентинăна Сăпани, куçĕ куççульпе тулать. Килĕнче пĕртен-пĕр ача пулса ачаш ӳснĕ хĕре çитĕнсе çитнĕ-çитменех ютра, ашшĕ-амăшсĕр, мĕн тери асаплă пурнăç курма тиврĕ, черчен хулпуççийĕ çине арман чулĕ хунă пекех мар-и ку? — тесе хурланса шухăшлать вăл.
— Ларса кансамччĕ, кинĕм, — тет хунямăшĕ, Валентина кăмака умĕнче кĕпе çунă чух çамки çине тапса тухнă тарне çаннипе шăлнине курса, — ытла ан ăшталан. Эсĕ çамрăк-ха, санăн пурăнмалла та пурăнмалла, малашнехи кунусемшĕн вăйна упрамалла.
— Пирĕн пек çамрăксене кунта йывăрах мар-ха, — йăвашшăн сăмах хушать вара Валентина, — вăрçăрисем мĕнле чăтаççĕ-ши? Вĕсем пирĕн пек ăшă пӳртре лармаççĕ, яланах шартлама сивĕре тăраççĕ. Урама тухсан, пирĕн пуç çине çемçе юрсăр пуçне ним те ӳкмест, вĕсем çине çара хирте бомбăсемпе снарядсем тăкăнаççĕ. Эпĕ çав хăрушлăхпа асапа хам куçăмра хам курман та аманса таврăннисем каласа панă тăрăх пĕлетĕп, ĕненетĕп вĕсен сăмахне, ăнланатăп. Итлетĕп-итлетĕп те вĕсене, çан-çурăм шăнса каять, Николай çинчен шухăшлатăп та, хутланса-пăчăртанса ларатăп вара.
Чӳхет кĕпине валашкара Валентина, чӳхенĕ май пĕр чарăнми тенĕ пек калаçать, калаçать. Унăн, калаçса, хунямăшне чирĕ çинчен тата ыратнине мантарас килет. Хунямăшĕ хуллен çывăрса кайсан тин вăл пуçне çĕклет те, ассăн сывласа, алă тупанĕпе çамкине шăлса илет, усăнса аннă çӳç пайăркисене хăйсен вырăнне майлаштарса хурать.
Пĕррехинче вĕсен хапхи умне çуна кӳлнĕ лаша пырса чарăнчĕ. Хуняшшĕ ĕçрен таврăнасса кĕтме тытăннă Валентина, тпру! тенĕ сасă илтсе, чӳречерен пырса пăхрĕ. Лаши курăнмасть, çуна çинче ларса килни, тилхепине пăрахса, утамас упа пекех çĕкленчĕ, йăраланса анчĕ, темшĕн йĕри-тавраналла пăхкаларĕ. Ун тăлăпĕн лăпсăркка вăрăм арки юра шăлать, çавăн пекех элес-мелес çухи хуçин пуçне те, питне те хупланă. Палламан çын пушши аврипе хапхана шаккама пуçларĕ, унтан чӳрече патне пырса хăрах аллипе хапха еннелле кăтартрĕ. Уçса кĕртме ыйтать. Ак тамаша! Кам пулчĕ ку?
Валентина çурăмĕ çине çăм тутăр уртрĕ те картишне тухрĕ, ытла сивĕрен, хапхине хыпаланса уçрĕ. Палламан çыннăн лаши, ют картишне пырса кĕнĕрен-и, çул çинче ĕшеннĕрен-и, ерипен-ерипен сарай патнелле утрĕ. Валентина шартлама сивĕре текех чăтса тăраймарĕ — кĕтмен хăна алăка хăех тупĕ! — васкаса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Ун хыççăнах тăлăпли те алăк урати урлă ярса пусрĕ, урай варрине çитсен лăпсăркка çухине сирчĕ те...
— Санюк! — Валентина ун çумне ыткăнчĕ, анчах ыталаса чуптума сарлака тăлăп çухи чăрмантарчĕ, вара юлташĕ хăй ăна, тăлăпĕпе пĕркесе чуптума тытăнчĕ.
Тăлăп хăвăртах алăк патĕнчи кӳтнĕк çине ывтăнчĕ. Акă ĕнтĕ вĕсем, çулла Шупашкарта вĕреннĕ чух çывăх-çывăх паллашнăскерсем, пукансем çине хире-хирĕç, малтанлăха пĕрне-пĕри ытарайми пăхса, пĕр чĕнми лараççĕ. Валентинăн куçĕ шывланчĕ. Санюкăн йăл-йăл кулать. Вăл хăй ним чухлĕ те улшăнман.
— Ну, иксĕмĕртен хăшĕ пуçлăпăр хăй çинчен каласа пама? — çаплах йăл-йăл кула-кула ăшшăн ыйтрĕ Санюк ларсан-ларсан. — Пĕр-пĕринчен уйрăлни миçе уйăх ĕнтĕ? Çур çула яхăн! Халĕ пĕр эрне те пĕр ĕмĕре тăрăть. Ĕмĕр те, эппин, çĕр çинче мĕн чухлĕ улшăну пулать. Çапла мар-и, тусăм?
Ку шухăша Санюк, паллах, вырăсла каларĕ, Валентина чăвашла аванах ăнланать пулин те.
— Малтан эсĕ тухса лашуна тăвар, утă пар, — терĕ Валентина чăвашла. — Эпĕ унччен кунта хамар валли ĕçме-çиме хатĕрлем.
— Ак тамаша! Мĕнле лайăх калаçатăн эсĕ чăвашла! — тĕлĕнчĕ Санюк. — «Тăвар», «утă» сăмах таран пĕлетĕн.
— Кӳлсе те, тăварса та курма тиврĕ. Çавăнпа, — хирĕç тавăрчĕ Валентина, хальхинче хăй те кулкаласа.
Тепĕр çур сехетрен вĕсем сĕтел хушшине хире-хирĕç кĕрсе ларчĕç. Вĕсен умĕнче ăшăтнă купăста яшки, шаркку, турилкке çинче услам çу, чăкăт, пурин хуçи пулнă пек пысăк сăмавар — мĕн пур, çавна пурне те сĕтел çине хунă-лартнă Валентина.
— Пуян пурăнатăн, — терĕ Санюк, çанçурăмĕпе ăш-чикĕ ăшăнса çитнĕрен киленсе лараканскер, те виртлесе, те шӳтлесе. — Вĕреннĕ чух эпир санпа кун пек тутлă ĕçме-çиме çинчен ĕмĕтленме пултарайман. Çапла-и? Кала-ха: апат-çимĕçе эсĕ хатĕрлетĕн-и е янтипе тăранатăн-и?
— Санюк! — терĕ тусĕ, пĕр ӳпкелешнĕ пек, пĕр тиркешмен пек пулса. — Кам пĕçертĕр? Çăвĕпе чăкăчĕ тахçанах Николай амăшĕ хатĕрлесе хуни, яшкине паян хам пĕçертĕм, шарккуне те хамах ăшаларăм, сăмаварĕ вăл шутра та çук, ăна кирек кам вĕретме пултарать.
— Мĕншĕн пурне те ху аллупа тăватăн?
— Анне чирлĕ. Вăл, аслă ывăлĕ вилни çинчен хыпар килсен, чирлесе ӳкрĕ те, ĕнтĕ вырăнпах выртать, тăрса ларайми пулчĕ. Питĕ шел ватă хĕрарăма. Халĕ çывăрса кайрĕ пулас, шăппăнтарах калаçар.
— Тархасшăн, каçар, тусăм! — тем аса илнĕ пек хыпăнса ӳкрĕ Санюк. — Коля мĕнле? Николай? Ăçта вăл? Тĕл пулнă-пулман хавхаланнăран ыйтма мансах кайнă.
— Вăл нумайччен çухалса çӳренĕ хыççăн тупăнчĕ. Халĕ Уралта, госпитальте.
Валентина юратнă çынни мĕнле тупăнни çинчен хăй ăнкарнă таран тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
— Коля кун сиктерсе тенĕ пекех çыру çырать. Унăн ăшă-ăшă çырăвĕсем кăна ман хавшак чуна йывăр пурнăçăмра тытăнса тăма вăй кӳреççĕ. Юлташăн ылтăнранхаклă çырăвĕсемсĕр, юратăвĕсĕр пуçăма таçта кайса чикĕттĕм, пĕлместĕп. — Валентина кофтă кĕсйинчен тутăр кăларса куçне шăлса илчĕ. Çакă Санюкăн кăмăлне çемçетрĕ, вăл сĕтеле чавсаланчĕ те шухăша кайрĕ. — Сан мăшăру çук, ăнланаймăн. Каçар хамăн ăнман шăпам пирки калаçса сан лăпкă чунна хускатнăшăн. Каçар. Урăх йĕместĕп. Анчах пĕл, ăнлан: эпĕ Николая качча тухнишĕн ним чухлĕ те кулянмастăп... Ăна куç пек кĕтсе пурăнни те мана пурăнма вăй-хал парать. Урăх йĕместĕп! — Валентина куççулĕ витĕр йăл-йăл кулкаласа илчĕ.
— Эсĕ ху мана каçар, Валя! — терĕ те Санюк, ун çумне пырса, ăна ыталаса питĕнчен чуптурĕ. — Эсĕ çăл пек таса чунлă, анчах сивĕ мар, чечек чĕреллĕ, анчах çепĕç мар иккен, шанми тӳсĕмлĕ. Нимĕнпе танлаштарма çук сана. Эсĕ... Мĕн калас? Хăвăн пек. Кашни самана хăйне кура, хăйне юрăхлă, хăйне кирлĕ çынсем çуратать пулас.
Тĕрĕсне каласан, Санюк çул тăрăх йăлтах урăхла шухăшласа пынă. Çук, вăл Валентинăна усал тăвасшан пулман. Вăл ăна хĕрхенсе юратнă, юратса хĕрхеннĕ, унăн пурнăçне мĕнле те пулин çăмăллатмалли май шыраса тупма тăрăшнă. Ăçтан пĕлнĕ-ха вăл Валентинăн пурнăçне? Вĕсен шкулĕнче çак ял каччи, вăрçăран аманса таврăннăскер, ачасене математикăна вĕрентнĕ. Хăрах аллине хытă сиенленĕрен ăна çар ретне каялла илмен. Ӳтрен-шăмшакран, тĕсрен-питрен, ăсран-тăнран — ыттисенчен нимĕнрен те катăк мар вăл, çав çамрăк çын. Çавă тăван ялне килсен Валентинăна куркаланă иккен. Унтан, тĕрлĕ сăлтав тупса, уншăнах кашни канмалли кун çӳреме тытăннă. Пĕр сăмахпа каласан, вăл Валентинăна, хăйĕнпе пĕрре калаçса курмасăрах, юратса пăрахнă.
Ялне килсен вăл Валентинăн йывăр пурнăçне йăлтах пĕлсе çитнĕ. Упăшки, Николай Гурьянов, фронта тухса кайнăранпа пĕр хыпар туманни те ун хăлхине кĕнĕ. Кам пĕлет, тен?.. Малалла шухăшлама шикленнĕ-ха вăл. Таса чунлă-чĕреллĕ, ăслă хĕрарăм, çамрăк пулин те, çĕр çинче упăшки пуррипе çуккине пĕлмесен те, тепĕрин хулĕнчен çакăнас çук. Унашкаллине вăл хăй те тиркенĕ пулĕччĕ. Анчах Сарулăх шкулĕнчи учительница шăпине кăштах çăмăллатас тесен, кунта куçарма май пулмĕ-ши ăна? — тесе шухăшланă çав хусах учитель. Вара ăна кашни кун курĕччĕ, тен, унпа çывăх паллашĕччĕ, каярах вара кунсем-çулсем иртсе кайсан... Вăл темиçе-темиçе çул кĕтме хатĕр!
Çак хăйĕн чĕре тĕпĕнчи шухăшне çамрăк учитель пĕррехинче Санюка (Валентинăна Алексадра Семеновна лайăх пĕлнĕрен) вăрттăн, сăмах никам хăлхине кĕмелле мар йĕрки-йĕркипе каласа панă. Вара Санюка Сарулăха кайса килме, Валентинăна хăйсен шкулне чĕнме, мĕнле пулин те хăйсем патне ӳкĕтлесе, йыхăрса килме тăрхасланă. «Анчах калаçура, тархасшăн, ман ятăм ăн пултăр», — тенĕ хăй.
Санюк килĕшнĕ. Унăн Валентинăна хăйĕн те питĕ курасси килнĕ. Ун-кун çинчен калаçасси кăмăлĕнчен палăрĕ, тенĕ вăл хăй ăшĕнче. Кунсăр пуçне, камăн юратнă юлташĕн пурнăçне-шăпине çăмăллатас килмĕ? Чул чĕреллĕ çынсем пулсан кăна. Ун йышшисем пурнăçра чăн-чăн юлташсем мар — суя чунсем. Çапла, пĕр ирхине Александра Семеновна колхоз председателĕнчен лаша ыйтса илнĕ те пĕчченех çула тухнă.
Халĕ ак, Валентинăпа шăкăл-шăкăл калаçса ларнă хыççăн, тусĕн пурнăçĕ çăмăл маррине хăй куçĕпе хăй курчĕ пулсан та, Санюк çав пурнăçа урăхлатас майсем пурри çинчен пĕр сăмахпа шарламарĕ. Çын ыйтнипе калас тенĕ сăмахне ăнсăртран кăна персе янă пулсан та, тус-юлташ пуканĕ çинчен ют-тăшман пуканĕ çине кайса ларма тиветчĕ. Çакна Санюк лайăх ăнланчĕ. Çакăнта шухăшласа çитсен вăл хăйне тĕсрен-питрен хĕрелнĕ пек туйрĕ, пĕр хусах учителе итленĕшĕн ăшĕнче хăйне ятласа илчĕ. Çав çамрăк учителе, юратнăран хыпса çунаканскере, мĕн калĕ-ши вăл? Пăрахăр Валя çинчен шухăшлама, тейĕ, унăн савнă мăшăрĕ пур, вăл, сан пекех аманнă, госпитальтен таврăнмалла. Ман шухăшпа, куçăм улталамасть пулсан, вĕсен часах пĕчĕкки сас памалла. Урăх хĕр е хĕрарăм шырăр. Хăвăрла каласан, халь вĕсем пĕве пĕвĕлеме çитмелле.
Чăн та, Валентина ача кĕтнине Санюкран пытармарĕ. Тусĕ ăна района консультацине кайса килме канаш пачĕ. «Пĕрремĕш! — терĕ. — Эпир ăна-кăна пĕлместпĕр. Асту, карчăксем патне ан кай, тем курса тăрăн».
— Ну, юлташăм-тусăм, манăн туртасене каялла çавăрма вăхăт, — терĕ Санюк, тăрса. — Ытла каçа юлма хăратăп.
— Çук, çук! — сиксе тăчĕ Валентина та. — Тем тусан та, ума чĕркуçленсе ларсан та, каçа хирĕç кăларса ямастăп! Манăн çĕр çывăрми асапланса выртас-им вара сан çинчен шухăшласа? Калаçмалли сăмах та кӳшел туллиех, кичем пулас çук. Кĕçех атте килмелле. Лашушăн ан хăра, ăна апат парĕ вăл, шăварĕ. Атте çав тери ырă кăмăллă ватă. Хамăр, каçхи апат хыççăн, юнашар выртса ырă-ырă тĕлĕксем курăпăр.
Санюкăн, тусĕ чарăна пĕлми калаçнине кура, кăмăлĕ парăнчĕ. Вĕсем вара, чăваш хĕрĕпе çамрăк вырăс хĕрарăмĕ, пĕр-пĕрне ыталаса, нумайччен чĕнмесĕр ларчĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...