Хĕçпе çурла :: 10
Район вăл хăй пĕр пĕчĕк патшалăх е, хальхи пек каласан, микропатшалăх. Унпа ытти районсем хушшинче (ăна сыхламаççĕ пулин те) чикĕ пур. Унăн — халăх, хăйне кура промышленностъ, ял хуçалăхĕ, культура. Столици, тĕп хули тейĕпĕр, пĕр-пĕр юханшыв хĕрринче е шывсăр çеçенхир варринче, е тата вăрман уçланкинче ларать. Тĕп хулара — власть, саккуна сыхласа тытса пыракан прокуратурăпа суд, вĕсене пăхăнса тăракан милици. Райĕçтăвкомра темĕн чухлĕ пай, министерствăсем, тейĕпĕр: промышленность, ялхуçалăх, культура, çутĕç, сывлăха сыхлас ĕç, соцобеспечени пайĕсем тата ытти те. Тĕрлĕрен обществăсем нумай. Хаçат редакцийĕ. Чи пысăк çуртсем — райкомпа райĕçтăвкомăн, вăтам шкулсен, больницăн, культура керменĕн тата, хăш-пĕр магазинсемпе ресторанăн. Хула варринче — ĕлĕкрех ашса тухма çук пылчăклă е хăш чух куç уçма çук тусанлă пасар пулнă вырăнта — халĕ уçăлса çӳремелĕх илемлĕ çамрăк парк; пасарне хула тулашне куçарнă. Ытти çурт-йĕрсем — харкам хăй лартнисем, урамĕ-урамĕпе. Кашнин хыçалта пĕчĕк сад, умра хапха, ун айĕнчен йытă вĕрсе юлать. Калама маннă: почтăпа телеграф йышăннă çурт та пĕчĕк мар. Районăн тĕп хулинче тата — пуринче те мар — ĕлĕк-авал чултан купаласа, хитрелетсе лартнă чиркӳ таçтанах курăнать. Ун умне вырсарни кун таврари ялтан карчăксем пухăнкалаççĕ, теприн патне çамрăксем, ача-пăчасем ушкăн-ушкăнпа пуçтарăнаççĕ: турра кĕлтума мар, музее кĕрсе курма. Кашни район хулин — хăйне кура илемĕ, хăйне кура йăли-пурнăçĕ.
Районăн çар çук, анчах военкомачĕ пур. Вăл çара кайма çулĕ тухса пыракан çамрăксене шута илет, çар ĕçне вĕрентет вĕсене, сывлăхне тĕрĕслет, чирлĕреххисене сыватма тăрăшать, вăхăт çитсен çара ăсатса ярать. Вăрçă вăхăтĕнче военкомат умĕнче халăх нихçанхинчен нумай пулать. Пур енчен те хуланалла эрешмен карти пек тăсăлса выртакан çулсем çинче çулла сăрă тусан мăкăрланса тăрать, хĕлле кăчăрт-кăчăрт çуна тупанĕ сасси илтĕнет, çуркуннеллĕ-кĕркуннеллĕ вара кӳлленчĕксенчен, кусатăран айĕнчен, икĕ еннелле пылчăклă шыв сирпĕнет. Çав çулсемпе пасаралла е военкоматалла ирхине тиевлĕ лавсем умлăн-хыçлăн тăсăлаççĕ, каçалапа вĕсем, пушаннăскерсем, çав çулсемпех каялла тухса каяççĕ.
Хăйĕн куллен-кунхи пурнăçĕпе пурăнать пек, ăна ыттисенчен уйрăммăн курсан, çакă пĕчĕк патшалăх — район. Анчах вăл пĕтĕм аслă çĕршывпа сыпăннă, çав сыпăк пĕр саманта татăлмасть, район — вĕçĕ-хĕрри курăнми аслă патшалăхăн пĕр паллă чĕрĕ пĕрчи. Çӳллĕ ту çинчи пăрпа юр ирĕлсе шыва çаврăннăран е çĕр айĕнчен çăл тапса тухнăран шавласа юхакан çырмасем пулаççĕ. Акă пĕр çĕртен çăл тапса тухать, çав вăхăтрах тепĕр тĕлтан çаплах тапса тăрать, вĕсем малтан курăк хушшипе çĕлен пек çинçен анаталла юхаççĕ, таçта çитсен иккĕш пĕрлешеççĕ те виççĕмĕшне тĕл пулаççĕ, тăваттăмĕшне — акă хайхи шăнкăртатса юхакан çырма ĕнтĕ вăй илет, хумĕпе çырана çапăнать, чулсене хускатать, вара таçта тепĕр вăйлăрах çырмапа пĕрлешсе, сарăлса каять, тарăнланать. Шывра ĕнтĕ пулăсем ишсе çӳреççĕ, шыв çинче ĕнтĕ кимĕсем ярăнаççĕ. Çакă юханшыв та, кайсан-кайсан, сарлакараххине, тарăнраххине, çавăнпа вăйлăраххине тĕл пулать, ун ытамне кĕрсе аслă юхан-шывăн ятне илет. Вăл вара — асли, — кĕçĕннисене хăй патне пуçтарса, тинĕселле васкать.
Çавăн пек эсĕ те, аслă çĕршывăмăр. Таçти-таçти çеçенхирсенче, вăрмансенче; тусем çинче сапаланса ларакан ялсемпе хуласенчен пуçланса кайнă та, вĕсене пĕрлештерсе, пысăк, пуян, вăйлă патшалăх пулса тăнă.
Виктор Потапович Фатюшин ялтан яла курса çӳренĕ, нумай-нумай çынпа паллашнă, вĕсен ĕçĕпе пурнăçне пайтах пĕлнĕ хыççăн, район хулине, вăхăтлăх килнĕ, хир-хир тăрăх çунапа таврăнать. Çул çинче темле шухăш та пырса кĕрет пуçа. Акă вăл районĕ çинчен шухăшлама тытăнчĕ те пĕтĕм патшалăх тытăмĕ патне çитсе тăчĕ. Патшалăха аслă юханшывпа танлаштарни унăн хăй тĕллĕнех килсе тухрĕ. Пĕлмест-им вăл çĕршывăн пурлăхĕ-пуянлăхĕ, вăйĕ-хăвачĕ мĕнрен тата камран килнине? Хăватăмăр пуринчен ытла ĕçпе кĕрешӳре пиçнĕ çутă ĕмĕтлĕ çынсенче. Вĕсем нумаййăн. Анчах Миронов хăраххисем — вăл Мирун Тимахвине аса илчĕ — ăçтан тупăнаççĕ-ши?
Çул çинче тем те шухăшлатăн.
Малалла пурнăçри чăлахсем çинчен шухăшласа пырасшăнччĕ Фатюшин, çуна сулăнка кайрĕ те, çурма хупнă куç сасартăк йăлтах уçăлчĕ, малта хула курăнчĕ.
— Хăвала! — терĕ вăл ямшăкне, мĕнпур шухăшĕсене пĕр сăмахпа сирсе ярса. — Хăвăртрах киле çитер, ĕçе тытăнар.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...