Хĕçпе çурла :: 11
— Епле апла?
— Калăпăр, Михал Михалыч ĕçе тухса каять, Мархви патне тепĕри пырать, — калаçăвне хăвăртлатрĕ Ева. — Барашкин командировкăра-мĕнре пулать, Мархви — Барановскипе...
Ева каласа пĕтереймен — урăх сăмах та кирлĕ пулман ĕнтĕ, — Барашкин, куçран-пуçран хĕлхем сирпĕтсе, сĕтеле чăмăрĕпе шарт! тутарнă кăна, алăк яри уçăлса та хупăннă, Евăн хӳри çеç курăнса юлнă.
Теветкел хĕрарăм, кăмăлĕ тулнăран савăнса-кулкаласа, урама вăркăнса чупса тухнă. Тухнă та чарăнса тăнă, тем шухăшланă. Çав самантра ун куçне хирĕçри Культура çурчĕ курăнах кайнă. Барановскин тепĕр еркĕнĕ, Тамара ятлăскер, больницăри сестра, хăйĕн канмалли кун пулсан, вăхăтне яланах тенĕ пек çав çуртра ирттернĕ. Çак шухăш Марковăна халĕ ăçталла çул тытмаллине хăех кăтартнă, вăл çăмăллăн пускаласа урам урлă васканă.
Тамарăна Маркова алăк уçнă уçман хирĕç пулнă. Кĕçех çамкапа çамка çапăнман. Вĕсем пăлтăра кĕрсе тăнă. Çавăнта вара:
— Курманни пĕр ĕмĕр те виçĕ кун! — тенĕ, савăннă пек пулса, Тарасова. — Акă хăвах килтĕн. Мĕншĕн хора çӳреме пăрахрăн, Ева Марковна? Эсĕ хорăн илемне кӳреттĕн...
— Курманни-калаçманни нумай пулать çав, — хĕрĕн чĕрине чĕрнипе чĕрмелесе илессĕн хаяррăн пăхнă ăна куçран Ева. — «Хорăн илемне кӳреттĕн»! Хăçан вăхăт пулнă пирĕн иксĕмĕрĕн юрлама? Эсĕ, хĕрӳллĕн ыталакан пуртан, çĕрĕ-çĕрĕпе савăнатăн, эпĕ пур — çав вăхăтра, шăлпа минтере çыртса, вăрттăн макăратăп. Мĕншĕн туртса илтĕн эсĕ манран Барановские? Мĕншĕн?!
— Мĕн калаçатăн эсĕ, Ева? — тĕлĕннĕ пек куçне чарса, ун умĕнчен чакса тăнă Тамара. — Эпĕ нимĕн те ăнланаймастăп. Мĕн эсĕ?.. Чипер калаç.
Тамара ялтан килнĕ сăпайлă хĕр пулнă. Сăпайлисем çын умĕнче вăтанаççĕ, çавăнпа — çылăха кĕрсен те — ирĕксĕрех суяççĕ.
Ева Маркова çавăн чухне Тамарăна çӳçне пайăркан-пайăркан çăлса кăларас пек тапансан та, хĕр тĕрĕсне каламан, туннă-туннах. Хăйсене çын курасран сехри хăпнипе, алăк патнелле чака-чака, Тамара Тарасова урама сиксе тухнă та аран тарса хăтăлнă.
Фронта тепĕр хут курасси килмен Барановский майор тăр-ухмах пулман, хăй тирне нимрен хакла хураканскер, вăл пуçне сыхлама пĕлнĕ. Ытлашши çисен пылак та йӳçĕ тутă калама тытăнать тенĕ пек, тутăскере хĕрарăмсем йăлăхтарса çитерчĕç, вĕсем патне çӳреме пăрахрĕ. Ĕçлеме вырăн пур, пурăнма ăшă хваттер янтă, çимелли-ĕçмелли çителĕклĕ, çипуç питĕ — тата мĕн кирлĕ? Вăрçине кунтах ирттерсе ярсан, телей мар-им? Çавăнпа тăрăшас пулать е тăрăшанçи тăвас пулать. Акă хайхи Борис Петрович Барановский ĕçе пĕр минут кая юлмасăр пырса ларать, тĕттĕмленмесĕр тухса каймасть, кирлĕ чухне каçа юлса е çĕрĕпех ĕçлеме хатĕр. Железный полковник хăйне хăй лăплантара пуçларĕ ун пирки: çынна çирĕп тытса-тыткаласа эпĕ яланах тĕрĕс тунă. Халĕ те çав меслет тĕрĕсе тухрĕ: Барановский ав, хаяр сăмахпа пĕрре тивертсе илсенех, мăртах пулчĕ, çар йĕркине пăсма хăтланакан хăй ăна çирĕппĕн хăнăхса çитрĕ.
Тепĕр кунне Железный полковник патне пĕр хĕрарăм пычĕ. Вăл ăна йышăнса калаçма пулчĕ. Ун чухне нумай-нумай хĕрарăм — ватти те, çамрăкки те, — нуша курса-чăтса пурăнакансем, райвоенкомата пырса хăйсен упăшкисем, ывăлĕ-хĕрĕсем çинчен ыйта-ыйта пĕлме тăрăшнă (вĕсене ăçта ăсатнă, халь ăçта-ши, вĕсем çинчен хыпармĕн пулмарĕ-ши? т. ыт. те) е хăйсен йывăр пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатма пулăшу ыйтнă. Полковникăн, куллен-кунхи ĕçне туса пынă вăхăтрах, пуринпе калаçма вăхăт тупмалла пулнă. Вăл çынна шанчăк памасăр кăларса яман.
Халĕ ак ун кабинетне çамрăк хĕрарăм, лайăх тумланнăскер, хитре сăн-сăпатлăскер, кĕрсе тăчĕ. «Савнă мăшăрĕ çинчен ыйтса пĕлесшĕн е хваттер пирки калаçасшăн пулĕ», — шухăшларĕ полковник.
— Эпĕ Ева Маркова пулатăп, — терĕ пырса кĕни хăюллăн (ыттисем сăмахĕсене хăюсăртараххăн пуçласа яраканччĕ). — Магазинра ĕçлетĕп...
— Мĕн каласшăнччĕ эсир мана? — тинкеререх пăхрĕ ăна Железный полковник.
— Ытла нимех те мар, — кулкаланçи пулса тутине пăркаларĕ Ева. — Хама кӳрентерни çинчен анчах...
— Кам кӳрентерчĕ? Кĕскен калăр.
— Сирĕн патăрта ĕçлекен пĕр офицер. Ман пата çӳрерĕ-çӳрерĕ те, качча илме пулса, эпĕ, айванскер, ĕнентĕм, халĕ хăй, мана пăрахса, тепринпе явăçса кайрĕ. Совет офицерĕсем ун пек мар пулĕ, тенĕччĕ эпĕ.
— Эсĕ, мĕн, нимĕç офицерĕсене те курнă-им, танлаштарма пăхатăн пулсан?
— Ăçтан курнă пулам?
— Юрĕ. Кам вăл?
— Борис Петрович Барановский.
Полковник, çилленсе-тарăхса кайнăран — кун пек чух яланах çапла тунă вăл, — икĕ чăмăрне сĕтел çине хучĕ. Асту-ха, пĕрисене чăн-чăн хуйхă-суйхă çеç кăтартса ярать кунталла, ку пур — ӳчĕ пирки аптраса ӳкнĕ. Арçын кирлĕ ăна!
— Хăвăн ăслăрах пулмалла пулнă! — терĕ вара вăл хыттăн. — Арçынна курнă-курман — каçарăр тӳрĕрен каланăшăн — аркăра çĕклеме хатĕр... Кайма пултаратăр.
Анчах Ева вырăнтан хăпмарĕ-ха, полковник усал калаçни тарăхтарма тытăннăран, унăн та парăма юлас килмерĕ, тытăнкăçĕ картран тухса кайрĕ, вара лаплаттарса хучĕ:
— Вăл, сирĕн Барановскийĕр, фронтран та, амантрĕç тесе, улталаса хăтăлнă.
— Ăçтан пĕлетĕн?
Ева Маркова, ӳтпе çӳçенмесĕр, куç харшине кăна тăратрĕ.
— Хăй ӳсĕрпе мухтанса каласа пачĕ, — терĕ, Железный хăй тĕлĕннине-мĕне кăтартмарĕ, анчах вăхăтлăха кăшт шухăша кайни сисĕнчĕ: куç харшийĕсем унăн усăнчĕç, тути турткаланса илчĕ.
— Эсир халĕ те тăратăр-и-ха кунта?! — каллех хыттăнах каларĕ вăл хĕрарăма, ăна манса кайса, тин аса илнĕ евĕр. — Кайма пултаратăр.
Вăл хĕрарăмпа нихçан ятлаçса курман.
— Ниçта та тĕрĕсне шыраса тупаймăн, — терĕ те Ева Марковна, мăкăртатса (ăшĕнче куллине аран тытса чарса), алăка ерипен-ерипен уçрĕ, вара шартлаттарса хупса хăварчĕ.
Полковникăн текех ĕçлесси пулмарĕ çав кун, хăйĕн кабинетĕнче те ларасси килмерĕ... Ху сăмсу айĕнче ĕçленçи тăвакансем çапла улталама пултараççĕ! Çук, шухăшлас мар ун çинчен, шухăшлас мар... Кăмăлĕ йăлтах йӳçсе-кĕвелсе кайрĕ Железныйăн. «Кĕрсе тухам-ха Фатюшин патне, — шухăшларĕ вăл, урампа килнелле утнă май. — Унпа калаçма лайăх. Ĕçĕ унăн та вĕçĕ-хĕрри курăнми нумай та, çапах чăрмантарам пĕррелĕхе».
Телее тенĕ пек, çав сехетре Виктор Потапович Фатюшин кабинетĕнче пĕчченех ларнă.
— О, Потап Осипович! — терĕ вăл, ларнă çĕртен тăрса. Сĕтелĕ хушшинчен тухса ăна хирĕç кулкаласа утса пычĕ, алă пачĕ. — Питĕ-питĕ хавас сире курма. Иртсе ларăр, тархасшăн.
Вĕсем сĕтел айккинчи креслăсем çине хире-хирĕç ларчĕç.
Потап Осипович Железный военкомпа Виктор Потапович Фатюшин, райком секретарĕ, питĕ килĕштерсе пурăннă. Ĕçре вĕсем хушшинче хирĕçӳ тавраш пулман. Вĕсем, аякран пăхсан, пĕрне-пĕри пăхăнса тăман темелле, анчах патшалăх тытăмĕпе ун çарне пĕр тĕллев çирĕппĕн пĕрлештернĕ, вĕсене пĕр парти ертсе пынă. Тĕллевĕ — тăшмана çĕнтересси. Унтан та» пысăк ыйту вăл çулсенче çĕршывпа халăхăн урăххи пулман.
— Ахаль те пурнăçăмăр калама çук йывăр, — сăмах пуçласа ячĕ Железный, — унсăрăн пуçне тата вак-тĕвек, ура айĕнчи çӳп-çап пек, умăнта чăрмантарсах выртать.
— Эсĕ мĕн пирки, Потап Осипович? — ыйтрĕ Фатюшин.
Военком вара ăна Барановскийĕн «çĕнтерĕвĕсем» çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
— Хам айăплă! — терĕ вăл юлашкинчен, аллипе сулса хыттăн. — Сывă арçынсене халĕ кунта, тылра, çав тери кураймаççĕ. Фронтран аманса килнĕ офицерсемпе салтаксем е вĕсемех сывалсан каялла тухса кайнă чухне тăп-тăп уткаласа çӳрекен, таса та тирпейлĕ тумланнă Барановский енне сивĕ куçпа пăхнине эпĕ асăрхаман тетĕн-и? Асăрханă. Темиçе хутчен те. Ăнах тата е çавăн йышшисене вăрçăра ывăлĕсене çухатнă карчăксем, упăшкисене куç пек кĕтсе пурăнакан таса чунлă хĕрарăмсем курсан питрен сурса иртсе кайма пултарасса ăнланман-им эпĕ? Лайăх ăнланнă. Барановскийсем кунта халăха сиен кăна кӳреççĕ. Эпĕ пур — ăна, чее вĕçкĕне, хам патăмра тытатăп. Шухăшларăм-шухăшларăм та, тарăхса çитсе, ăша пусарма тесе, сан патна кĕрсе тухма шут тытрăм, Виктор Потапович.
— Çав Барановский, — терĕ Фатюшин, юлташĕн тарăхăвне лайăх ăнланса, — пĕлтĕр «Шурăмпуç» колхоз председательне, пĕтĕм вăйне парса ĕçлекен ватă çынна, «сирĕн ывăлăртан çыру çук та çук, вăл нимĕçсем енне каçнă» тесе, хăратса пăрахнă, ватă çын пĕр вăхăта чирлесе ӳкнĕ. Çав йĕксĕкех унăн кинне те, ывăлĕн мăшăрне, çавнах каласа панă, çамрăк хĕрарăм вара хăйне хăй вĕлерме шут тытнă.
Железный, ку хăрушă сăмахсене итле-итле, Фатюшина куçран пăха-пăха илчĕ е хушăран пуçне пĕксе ларчĕ.
Вăлах, çав Барановский, Фатюшин каласа панă тăрăх, кунта тем те хăтланса пĕтнĕ иккен. Ĕнер Барашкин арăмĕ ун патне чĕркелесе пĕтернĕ питпе, çуркаланнă, юнланнă кĕпепе килсе кĕнĕ. Упăшки вĕлерес пек хĕненĕ, аран тарса хăтăллă. Мĕншĕн-и? Çав Барановскиех Барашкин арăмĕ патне çӳренĕ иккен. Куншăн, паллах, хĕрарăмне те хытă пĕçертмелле... Малалла. Районăн сĕт-çу заводĕнче Роза ятлă çамрăк хĕрарăм ĕçленĕ (халĕ ентĕ «ĕçлетчĕ» темелле) — кăлартăмăр, çийĕнчех хушса хунă Фатюшин, унăн тусĕ, Ева Маркова, магазинра куллен-кун кирлĕ таварсем сутнă (халĕ «сутатчĕ» темелле) — çаратнă та çаратнă, улталанă та улталанă çынсене. Вĕсем, Барановские чĕнсе илсе, каç-каç ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ. Тем тепĕр айкашнă, пĕр сăмахпа каласан.
— Маркова теекенни пулчĕ ман патăмра паян, — пӳлчĕ ăна полковник. — Кабинетран хăваласа кăларса яни çавă вăл.
— Акă хайхи, сӳте-сӳте, начар мар явнă вĕренĕн вĕçне тухатпăр та, — карăнса илчĕ Фатюшин. — Çав Барановский пиркиех тата больницăри сестра, Тамара ятлăскер, офицер ултавне парăннă айван, тăван ялне тухса тарнă... Çук, Потап Осипович, ку вăл вак-тĕвек мар. Çĕрĕк мораль, сикекен чир пек, хăлăх хушшине хăвăрт сарăлма пултарать, ăна тӳрлетме вара йывăра килет. Çитменнине, Барановский пеккисем, ху каларăш, таса чунлă çынсене тарăхтарни те питĕ сиенлĕ. Вăл çынна «ăçта тĕрĕслĕх?» — тесе кăшкăрттарса ярать... Мĕн тăвас тетĕн Барановскипе?
— Фронтран ултавпа тарнăшăн, паллах — Трибунал! — тăстарса калаçа пуçларĕ Железный. — Анчах ун пирки нимĕнле ĕнентерекен хут татăкĕ те çук пирĕн алăра. Еркĕнĕ кӳлешсе каласа пани — хывăх вĕçтерни кăна. Инçетре мар тăракан пĕр запасной полка комадирсем кирлĕ. Приказ çыртăм — ĕçĕ те пĕтнĕ. Таси паха... Эсĕ ху Барашкинпа мĕн тăватăн?
— Вăл начар çын. Аслăраххисем умĕнче ырă пулма тăрăшса, элекçĕсем хыççăн кайса, ĕçчен çынсенех айăплама хатĕр. Пур-ха ун йышшисем. Фронта юрăхсăр ĕнтĕ вăл. Кунта пултараймасть. Ĕçлетĕр тăван ялне кайса. Тен, унта, ун-кун çинчен çын илтмен-курман çĕрте, арăмĕпе те килĕштерĕç.
— Тĕрĕс, — теейрĕ полковник, аллипе сулса.
Тепĕр кун ирхине Барановский хăйĕн кабинетне пырса кĕнĕ те сĕтелĕ çинче темле хут выртнине асăрханă. Тем сиснĕ пек, хăвăрт-хăвăрт илсе вуласа тухнă. Вăл военком приказĕ пулнă. Майор коридора чупса тухнă, полковник кабинечĕ патнелле васканă, анчах Железный ăна йышăнман.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...