Хĕçпе çурла :: 1
Вăрçă малалла пынă...
— Паян миçемĕш числаччĕ çав пирĕн, Василий Иванович? — ыйтрĕ ăнсăртран тенĕ пек Басалаев лейтенантран Николай Гурьянов.
— Мĕншĕн «пирĕн»? — терĕ Басалаев, урай тăрăх уткаласа çӳренĕ май. — Числи вăл, мĕн калас, пирĕншĕн те, «туссемшĕн» те пĕрех. Пĕр континентра пĕр-пĕринпе уйрăлайми çапăçса пурăнатпăр.
— «Туссем» вĕсем числасем тенине, кун шутне лайăх пĕлеççĕ, — сăмах хушрĕ Солдатов, пĕлтĕртен варах Гурьяновăн ординарецĕ пулса тăнăскер. — Вĕсем хăш числара ăçта тарса ӳкмеллине, хăш кун хăш çĕрте сăмсапа тирĕнмеллине малтанах палăртса хунă. Нимĕçсене аккуратнăй халăх теççĕ... Пĕлессĕрех килет пулсан, калам: паян февралĕн 20-мĕш кунĕ. 1943-мĕш çул.
— Тавтапуç, пурне те пĕлекен çар çынни. Генерал темерĕн!
Унтан Николай Гурьянов, тăрса уткаласа çӳренĕ май та ăшăнса çитейменскер, хутса та сивве хăвалама çук аслă пӳлĕм варринчи тимĕр кăмакана шакмах пăрахкалама кукленсе ларчĕ. Басалаев лейтенант, пуç çинчен шинелĕпе пĕркенсе, виçĕ хут хутланса, пĕр кĕтесе кайса выртрĕ, унпа юнашар Солдатов «хуп сĕрме» тытăнчĕ. Тăнлав çинче çамрăклах кăвак çӳç пĕрчисем палăрма пуçланă Николай Алексеевич Гурьянова, тимĕр кăмака умĕнче сĕнксе ларнă май, тем те аса килет ĕнтĕ. Вăрçă ăна пулни-иртнине аса илме хăнăхтарса çитернĕ темелле, çав йăла йăлăхтарнă та, анчах унран вăл ниепле хăтăлайман.
Çук, хальхинче вăл нимĕне аса илесшĕн пулмарĕ. Хăш чухне ун-кун çинчен шухăшласан е ăна-кăна аса илсен, пуçа ыйхă пусать. «Халĕ, вăл енне кайсан, — шухăшларĕ хăй ăшĕнче, — хĕрсе хĕрелнĕ кăмакана сăмсапа тирĕнме пулать». Тата тепĕр шухăш пырса кĕрет ун пуçне: «Эпир Сталинградран Калинин хулине çитсе ӳкрĕмĕр пулать иккен. Пĕлнĕ юлташсенчен Басалаевпа Солдатов кăна юлчĕç. Ыттисем — çĕннисем. Паллашасчĕ».
— Солдатов! — хыттăнах чĕнчĕ аслă лейтенант тимĕр кăмака алăкĕ умĕнче аллине тăсса, пӳрнисене выляткаласа ларнă çĕртен. — Вăран, ыйхă чăпти.
«Ыйхă чăпти» сăмаха вăл, уншăн салтак кӳренес çуккине пĕлсе, шӳт туса каларĕ. Калаканни те, итлекенни те çав сăмаха хăнăхса çитнĕ пулас. Кунта асли ачашшăн калаçкалани салтака çĕр тĕпне антарса яма пултарать, хыттăн калани тăна уçăлтарать.
— Мĕн пулнă, аслă лейтенант юлташ? — салтакла картах вăранса кайса, шинелĕ айĕнчен тĕркеленнĕ çĕлĕкне кăтартрĕ Солдатов.
— Чуптар старшина патне! Хатĕр пултăр! Ăна çапла кала та ху взвод командирĕсене чĕнсе кил.
— Есть!
Ыйхи тахăш самантра таçта вĕçсе кайрĕ.
Вася Солдатов (ăна командир Сталинградранах лайăх пĕлет) тĕлĕнмелле вăр-вар çамрăк. Ун çинчен шухăшланă Николай Гурьяновăн, çулăм тĕс илнĕ кăмака умĕнче ларнăран-и, пичĕ хĕремесленсе кайнă, вăл хупăна-хупăна килекен куçне пӳрнипе йăвалакаларĕ, ыйхи çаплах иртсе кайманнине туйрĕ те — мĕн тăвăн! — каллех тăрса уткаласа çӳреме тытăнчĕ. Кăмака патĕнче ларнă чух таçтан килсе кĕнĕ шухăшĕ хăй çулĕпе юрттарчĕ. Юрĕ-çке, терĕ, çĕнĕ юлташĕсемпе паллашма ĕлкĕрĕ-ха вăл, тепĕр ик-виç кунтан акă Хĕрлĕ Çар уявĕ, тен, ирхине ирех кунтан тухса каймалла пулĕ, çул çинче уяв ирттерме ан асăн вара, эппин, вăхăт пур чухне, халĕ пуçтарăнса ларас. Старшинан ĕçмелли-çимелли кăшт-кашт тупăнма кирлĕ. Ăна ун пирки систерсе хунă. Çула тухас умĕн, чаплă уяв ячĕпе тата, пăртак канса илни, хавасланни пăсмасть, сиен кӳрес çук.
Кĕтесре выртнă çĕртен Басалаев йăшăлтатма тытăнчĕ, унтан хăвăрт-хăвăрт тăрса ларчĕ те, аллисене çӳлелле те айккинелле саркаласа, тутлăн анасларĕ.
— Вăрантăн та-и, Василь Иванч? — ун патне пырса тăчĕ Гурьянов. — Çывăрмаллаччĕ-ха тата пĕр пилĕк минут.
— Пилĕк минутран мĕн пулать? — ыйтрĕ Басалаев, пĕр аллипе гимнастеркине турткаласа майланă май, теприн пӳрнисемпе лăпсăркка çӳçне тураса, унтан ăшăнма тӳрех кăмака çумнех кукленсе ларчĕ. — Эх, ăшă пек ырри мĕн пур-ши пурнăçра? — вут умĕнче аллисене йăвалакаларĕ вăл, киленсе. — Ăшă вырăн çинче çывăрса пулĕ-ши виличчен хăçан та пулин пĕрре, э... аслă лейтенант, мĕн шухăшлатăн ун пирки? Пулĕ-ши?
— Эсĕ мĕн, ачаран питĕ ачаш ӳснĕ-им, яланах çемçе тӳшекпе тутлă ыйхă çинчен шухăшлатăн пулсан? — ун енне çаврăнса ыйтрĕ Гурьянов. — Тĕлĕнмелле санран.
— Ним тĕлĕнмелли те çук, — пӳлчĕ ăна Басалаев. — Пĕлместĕн пулать ялта ӳснĕскер! Ача чухне, хĕлле, çĕтĕк-çатăк витĕнсе, кăмака е сентре çинче çывăрнă, çулла — аслăк çинче е арпалăхра-мĕнре, выртма, лаша çитерме кайсан — айра хытă çерем пулнă, техникумра, унтан институтра вĕреннĕ чух — сивĕ общежитисенче çаврăнкала-çаврăнкала, çарта — ху пĕлен — казармăра, вăрçă тухсан — ăçта килчĕ унта. Леш тĕнчере мĕнле вырăн сарса парĕç-ши? Çавна калама пултараймастăп.
Василий Басалаев — йăрăс пӳ-силлĕ, тĕреклĕ çан-çурăмлă, хăй каларăш, вăтăра çитсе пыракан услап хусах. Услап тесе вăл хăйне сарлака утти пирки тарăхса калать. Пĕвĕпе лутра мар пилĕкĕ ăста саваласа лартнă пек çаврака, алли-ури вăйлă, хĕвелпе те çилпе, шартлама сивĕпе пиçнĕ пичĕ ĕмĕрлĕхе тенĕ пек сывă кĕрен тĕс илнĕ, куçĕсем таçтан витĕр кураççĕ — маттур та иккен мăкшă çынни! Анчах паттăр утса пынă чух вăл енчен енне тайăлса пусать. «Çавăн пирки мана, маттур тесе, ялти хĕрсем саватчĕç, хула хĕрĕсем тиркетчĕç, çарта — командирсем, строй илемне пăснăшăн», — асăнкалать хăш чухне Басалаев халĕ те кулкаларах.
— Итле-ха, лейтенант Басалаев, — ыйтрĕ унран Гурьянов, — мăкшăсен хăйсен ячĕсем пулман-им? Ăçтан вăл, калăпăр, Василий Иванович? Пур-çке вĕсен хăйсен чĕлхи? Эппин, ячĕсем те хăйсенни пек пулмалла.
— «Николай Алексеевич» ăçтан? — ыйтăва ыйтупа хирĕç тавăрчĕ Басалаев. — Чăвашăн та хăйĕн ячĕсем пулман эппин?
— Пулнă. Хăйсен ячĕсем пулнă. Анчах чăвашсене Христос тĕнне патша тарçисем, миссионерсем ирĕксĕрлесе йышăнтарнăран вара ятсем улшăннă. Чăвашсене ялĕ-ялĕпе хăваласа тухса шыва кĕртнĕ, пуп çыранта тем кĕлтуса тăнă — çĕнĕ тĕне кĕртнĕ. Çав пупăн ячĕ Иван пулнă, тет. Вăл шывран тухаканнисене пурне те Василий тесе ят хунă, тет. Çавăнпа пире пурне те ĕлĕкрех, мăшкăлласа, Василий Иванч тесе чĕннĕ-мĕн... Сирĕн мĕнле?
— Пирĕн те çаплах пулнă эппин. Чавашпа мăкшă мĕн авалтан кӳршĕллĕ пурăннă. Пĕр-пĕринпе нихăçан та çапăçман. Патшапа тӳре-шарасенчен вĕсем пĕр патак çинĕ. Халĕ, çав ылханлă патак самани каялла çаврăнса ан килтĕр тесе, пур халăхпа фашистсене хирĕç пĕртан çапăçатпăр... Çитĕ-çке ун çинчен калаçма! Вăл сăмахсăрах паллă. Санăн урăх хыпар пурччĕ пек туйăнать, Василий Иванч мар — Николай Алексеевич, э?..
Çак вăхăтра пулĕме Остап Кривонос, тăп-тăп пӳ-силлĕ, яланах çутă сăнлă старшина, васкавлăн пырса кĕчĕ.
— Манăн хатĕр! — пĕлтерчĕ вăл савăнăçлăн, Гурьянов умне вăрт-варт тăрса.
— Санăн хатĕр пулĕ те, — кăнн çаврăнса пахрĕ ун енне аслă лейтенант. — Боецсене тăрантартăн-и?
— Пĕрремĕш ротăра яланхи пекех çирĕп йĕрке!
Ун хыççăнах Максим Серебряковпа Антон Мартынов лейтенантсем персе çитрĕç. Таçта пулнă пулас урамра пайтах çӳрени хĕрлĕ пичĕсенчен палăрать. Гурьянов ăна-кăна ыйтса тăмарĕ, хаваслăн:
— Илсе кай, эппин, пире, старшина! — теейрĕ.
Коридорпа кайсан-кайсан, вĕсем тепĕр пӳлĕме кĕчĕç. Кĕчĕç те курчĕç: сĕтел çинче çаврака пысăк çатма, ăна ăшаланă сысна ашĕпе тӳпеми тултарнă иккен, ун йĕри-тавра консервă банкисем, чĕлли-чĕлли хура çăкăр, кĕленчи-кĕленчи эрех, анчах вĕсене сĕтел айне лартнăран чее куç кăна курма пултарать.
— Прошу, пане! — терĕ кăшт пĕшкĕнсе, аллине саркаласа, куç хӳрипе кулкаласа Кривонос.
Офицсрсем ун шӳтне илтмĕш пулчĕç, сĕтел умне пĕр сăмахсăр пырса тăчĕç.
— Ларăр, — сĕнчĕ Николай Гурьянов, хăй ура çинчех юлса. — Ыран мар тепĕр кунĕ, тусăмсем, Хĕрлĕ Çар уявĕ. Çĕнĕ çула та эпир, тăшмана пуç çĕклейми çапсааркатрăмăр пулин те, йывăр çĕнтерӳшĕн савăнтăмăр пулин те — эсĕ ăна лайăх астăватăн, Басалаев, — тивĕçлĕ чыспа кĕтсе илеймерĕмĕр. Халĕ пирĕн сывлăш çавăрса илмелĕх кăшт кăна вăхăт-пур-ха. Эппин, уншăн та, куншăн та паллă тăвар çакă хĕллехи уяр каçа. Анчах васкар. Штабран халь тесен халь малалла кайма хушĕç... Старшина, уç пĕрне!
Кривонос, сĕтел айне пĕшкĕнсе, пĕр кĕленчине илчĕ, уçрĕ, йӳçĕ те хăватлă шĕвеке стакансене тултарчĕ.
— Тытăр! — терĕ Николай Гурьянов. — Анчах ĕçме пуçличчен пĕр тумламне сĕтел çине тăкар. Пуç хунă юлташсене аса илсе. Пирĕн, чăвашсен, çавăн пек йăла.Умĕсенче пултăр!
— Лайăх йăла, — сăмах хушрĕ Басалаев.
— Калăр-ха, аслă лейтенант юлташ, — терĕ стакана тултарнă эрехне янклаттарсан, пĕр пысăках чĕлĕ çăкăрпа ун çине хунă хулăн пулă консервине пĕрре куç хупса иличчен хыпса çăтса янă хыççăн Максим Серебряков. — Манăн пĕлес килет: кам-ши пирĕн батальон командирĕ?
— Эпĕ та çавнах ыйтасшăнччĕ, — çийĕнчех хушса хучĕ ун сăмахĕ çумне Антон Мартынов. — Батальон пуçлăхĕсене пĕлесех пулать Акă халь, çак самантра килсе кĕрсен?..
Коридортан, вĕсен алăкĕ патĕнченех, атă сасси хыттăн илтĕнсе кайрĕ.
Вĕсен вăрттăнлă-хĕттĕнлĕ ĕçки-çики шăппăн тытăнайнăччĕ кăна-ха, сăмах çине тенĕ пекех, пӳлĕме Джакаров майор, батальон комиссарĕ, шăпăрт кĕрсе тăчĕ.
— Майор юлташ!.. — ун умнелле, алăк патнелле васкарĕ Гурьянов.
— Пĕрремĕш рота командирĕсем вăхăта мĕнле ирттернине хам куçăмпа хамах куратăп. — Гурьянова малалла калама памарĕ комиссар. — Памăр-ши мана та пĕр стаканне, сирĕнпе пĕрле тутанса пăхма?
Николай Гурьяновăн чĕри лăштах пулчĕ, çанталăк пăсăлас маррине сиссе, ыттисем те пĕр-пĕрин çине пăхса йăл-йăл кулкаласа илчĕç.
Тепĕр вунă минутран вĕсем пĕр-пĕринпе тахçан паллашнă пекех çăмăллăн калаçса ларчĕç. Тăн-тăн кĕлеткеллĕ, сарлакарах питлĕ, вырăсла питĕ лайăх калаçакан казах командирсене хальхи лару-тăру çинчен кĕскен пĕлтерчĕ.
— Фашистла Германие, — терĕ вăл юлашкинчен, — тĕрлĕрен халăхсем, ирĕке туртăнакансем, пур енчен хĕсеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ халăхран, пĕр-пĕринпе туслă пурăнакан, алла-аллăн тытăнса пĕр усал тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçакан халăхсене кура, — малалла калаçма чарăнчĕ те юлташĕсене пăхса илчĕ вăл. — Эсир эпĕ мĕнле сăмах хушассине хăвăрах пĕлетĕр. Тĕрлĕ халăхран пулин те лайăх ăнланатăр.
— Тĕрĕс калатăр, комиссар юлташ, — хăйне кăшт аван мар туйни иртсе кайнăран хăюллăн сăмах хушрĕ Гурьянов. — Анчах манăн, сирĕнни пек инçете каякан шухăшсемсĕр пуçне, хамăр умрине пĕлессĕм килчĕ. Эпир тĕрлĕ халăхран кунта. Кашни халăкăн — хăйĕн тăван чĕлхи, хăйĕн йăли, хăйĕн тăшманĕ те пур, тепĕр тесен шухăш-ĕмĕт пурин те пĕр. Вăл паллă. Манăн çапах та çĕнĕ юлташсемпе çывăхрах паллашас килет. Вĕсем нумаййăн мар пирĕн. Акă эсĕ, Серебряков лейтенант, вăрçăччен кам пулнă, ăçта ĕçленĕ, мĕне пултарнă?
— Эпĕ-и? — хăйĕн ячĕ тухсан тĕлĕннĕ пек пулчĕ Максим Серебряков. — Эпĕ Çĕпĕртен. Манăн атте те, ун ашшĕ те, кунăн аслашшĕ те Çĕпĕрте пурăннă. Кĕмĕл тупса е ăна, çав кĕмĕле, çĕр айĕнчен кăларса, эппин. Хушаматăмăр та çавăнтанах тухса кайнă. Серебряков. Эпĕ хам та, вăтам шкулта аслă классенче вĕреннĕ чухне, аслисемпе пĕрле шахтăна сахал мар анкаласа курнă. Хăрушă туйăнатчĕ унта. Çĕре тарăн шăтарса кайнă коридор тăрăх чăпăл-чăпăл, шăпăр-шапăр утса пыратăн та хăш-пĕр çĕрте чĕркуççи таран илнĕ шывра — юрать-ха, атă хĕли пĕç тĕпне çитет, — хытă-хытă тăм стена патне пырса тăратăн. Унта шахтерсем çав хытă тăм стенана пăралаççĕ, тарăн шăтăк тăваççĕ, шăтăка шакмак-шакмакăн шашка хураççĕ. Тепĕр самантран çĕр айĕнче çиçĕм çиçсе-шатăртаттарса илет, аслати кĕрлесе каять, чуллă тăпра капăрах ишĕлсе анать. Çав тăпрана вакунсем çине тиесе çĕр çине кăлараççĕ, тепĕр çĕрте ăна çăваççĕ, çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн кĕмĕл суйлаççĕ. Эпĕ — çавăнтан.
— Эсĕ мĕнле майпа килсе лекнĕ вара кунта, саперсем патне? — тĕлĕннĕ пек ыйтрĕ Мартынов.
— Вăрçă тухсан, темшĕн-çке, кĕмĕлтен чун писрĕ. Тен, фронта çитейместĕм те пулăттăм. Хам ирĕкĕмпе, тăванăм, йăлăна-йăлăна. Эпĕ, çав шакмаксем аслати кĕрлеттернине хăнăхнăран-и, саперсем патне, эсĕ каларăшле, лекрĕм. Килте атте-анне, аслă тăвансем шахтăра. Пурте сывлăхлă, маттур. Пĕтĕм автобиографи çакă çеç манăн. Малалли мĕнле пулассине, шăпа ăçта çитерессине сирĕн пекех пĕлместĕп, те çăтмаха, те тамăка, те тăван Çĕпĕре...
Калас сăмахне каласа пĕтерчĕ те ĕçсе ярайман эрехне ĕçрĕ, сăмси патне тытса çăкăр чĕллине шăршларĕ.
— Çĕпĕрте эрех кунтинчен темиçе хут хăватлăрах, — терĕ вăл, ĕçнĕ хыççăн ним çӳçенмесĕр. — Анчах ӳсерĕлтермест, мĕншĕн тесен эпир нумай та тутă çиетпĕр, çавăнпа тĕреклĕ, ураран ӳкерме хĕн пире. Пысăк, тарăн тирке хĕрри таран тултарнă пельмене хăш вăхăтра хыпса çăтса янине курса та юлаймастăн. Тăратăн та — сунара тухса каятăн. Мĕнле пуян, мĕмле илемлĕ çĕршыв! Çитсе курса пулайĕ-ши тепĕр хут? Пар мана ылтăн, Германи текен çĕршыва пĕтĕм пурлăхĕ-шурлăхĕпе, хули-ялĕпе, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе пĕрле алăран тыттар — эпĕ пурпĕрех вĕсене илмĕттĕм, кĕмĕл кăларакан тăван тавралăхпа ĕмĕрне улăштармăттăм. Эпĕ — Серебряков!
Николай Гурьяновăн, Серебряков каласа панăçемĕн, кăмăлĕ тулсах пычĕ: кунпа çапăçура юнашар тăма шанчăклă, терĕ вăл хăй ăшĕнче. Аслă лейтенант, фронтăн йывăр-йывăр çулĕ çинче пайтах-пайтах çынна курнăскер, малтанах ăна ĕненчĕ. Фронтра çакăн пек шăкăл-шăкăл е иртĕнерех калаçса лармалли вăхăт çеç тупăнтăр, кунччен пулни-иртнине аса илнĕ чух, никам та хăйĕн пурнăçĕ çинчен суйса каласа памасть. Ӳстерсе, хушса каякансем пулаççĕ, вăл — çыннăн кăмăлĕ-чунĕнчен килет. Кунта вăрçăчченхи çылăха пăхса тухма прокурор е судья мар, вилĕм анчах пултарать. Çавăнпа çынсем ĕлĕкрех аванах мар иртнине те пытарсах каймаççĕ.
— Мартынов лейтенант пире хăй çинчен мĕн пĕлтерĕ-ши? — куçне лăпкăн ун еннелле çĕклерĕ Гурьянов. — Ыйтнăшăн ан айăплăр. Виличчен е вăрçă пĕтиччен пурин те пĕрле пулмалла, тăшмана хирĕç юнашар тăрса çапăçмалла. Çавăнпа-и, тен, пĕрне тепĕрин лайăх пĕлесси килет. Эх, вăрçă иртсен, чĕрĕ-сывă юлса, çакăн пек, анчах ăшăрах та хитререх çĕрте, пĕрле пухăнса ларасчĕ! Курайăпăр-ши çав савăнăçлă куна? Калама йывăр...
— Калама йывăр, анчах ырра ĕмĕтленни нихăçан йӳçĕк кӳмест, — тӳрлетрĕ ăна Джакаров.
— Тавтапуç, комиссар юлташ, тĕрĕс сăмахăршăн, — терĕ ăна хирĕç калама васкаса Гурьянов. — Анчах ĕмĕт тени вăл тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕрен пулать. Пĕри çав çутă, таса ĕмĕте чĕрине илме, тейĕпĕр, унтан ăна, савнă хĕрне каччă хитре чечек тыттарнă пек, ыттисене те пама вут-çулăма хăйĕн пурнăçне хĕрхенми кĕрет, тепĕри пурăнас ĕмĕтшĕнех, анчах пĕр хăйĕншĕн кăна ĕмĕтленсе, вут-çулăмран пăрăнасшăн, пытанасшăн... Мартынов лейтенант! Эпĕ кăна сирĕн пирки мар — эпĕ сире пĕлместĕп — май килнĕрен çеç каларăм, анчах сиртен те пĕр-ик сăмах илтес кăмăл пур. Калаçас килмесен, ыйха пеме пултаратăр. Хăвăр ирĕкĕр. Вăхăт пур-ха.
— Пĕлессĕрех килет пулсан — пĕлĕр: эпĕ — вăрă, — терĕ Антон Мартынав, тути патне илсе пынă стаканне каялла лартса. Ыттисем ун еннелле кăн-кан пăхкаласа илчĕç. — Вăрлама пĕчĕкран вĕрентĕм. Астăватăп-ха, кӳршĕ-аршă ачи-пăчисем, урама выляма тухсан, канфет, пĕремĕк тата тем те пĕр тутлă, пылак япала çиетчĕç, пĕр-пĕрин умĕнче «манăн ку, манăн çав пур» текелесе, сиккелесе мухтанатчĕç, манăн вĕсен аллинчине пăхсан çăвара килекен сурчăкăм çеç пурччĕ. Мана, çĕтĕк-çатăк çарурана, хăйсемпе выляттармастчĕç вĕсем. Манăн тăлăх анне, пĕлместĕп, таçта ĕçлетчĕ пулмалла, каçхине киле питĕ ывăнса таврăнатчĕ. Ирхине ман валли сĕтел çине тăм чашăкпа хуратул пăтти лартса хăваратчĕ те, эпĕ хăйне тĕттĕм пулса çитиччен кураймастăм. Кунĕпе унта-кунта çапкаланса çӳресе, выçăпа аптраса йăлăхса çитеттĕм, каçалапа сарай айĕнчи улăм çине тӳнеттĕм те вилнĕ пек çывăрса каяттăм... Каçарăр, тархасшăн, вăрăма кайрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...