Хĕçпе çурла :: 5
Кайри рота каçса кайсан, хир пушаннă пек пулчĕ. Тусан ларчĕ. Тавралăх уçăлчĕ. Анчах унталла-кунталла пăхсан нимех палăрмасть, аяккарах таçталла пĕр ушкăн самолет вĕçсе иртни çеç курăнчĕ. Хир шăпланнăн туйăнчĕ. Хутран-ситрен кăна тупă кĕрлени илтĕнсе каять. Ĕнерхи пекех, пĕлĕте хĕрхĕлтĕм тĕс хăварса, хĕвел ерипен çухалчĕ, каç пулса çитет.
Пире кăштах канса илме, шыва кĕрсе тасалма (черетпе, паллах) вăхăт та тупăнчĕ. Лайăх-çке шывра! Çыр хĕрринчен чăпăл тăрă шыва, ик аллуна малалла ăсса, шăмпăрт! чăматан та, урупа явкаланса, пулă пек ишсе каятăн. Унтан вашт! сиксе тухатăн, тутупа шыв перĕхтеретĕн, вара, е ӳпне, е месерле выртса, малалла ишсе каятăн, ăшăх вырăна çитсе кăкăрна, пуçна çăватăн. Ырă! Çак уçă шывран кунĕпе тухмăттăн.
Анчах пирĕн килениччен шăмпăртатма, чăмпăлтатма вăхăт сахал. Тĕттĕмленсе çитнĕ-çитмен хир вăранчĕ тейĕн: пирĕн кĕпер патнелле килекен çул çинче каллех шăв-шав хускалчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, куç умне салтак мĕлкисем тухрĕç. Те батальон, те полк, кăнтăрлахисем пек сапаланмасăр, сехре хăпартмасăр, йĕркеллĕн çывхарса килет. «Çапăçуран тухнисем урăх позицие куçаççĕ», — пĕлтерчĕ каллех Солдатов, вăрçа пĕр-пĕр аслă командир пек пĕлнĕ евĕр.
Малтисем кĕпер çине пырса кĕчĕç. Ытла васкамаççĕ, шавламаççĕ, мăшлатса сывлани кăна илтĕнет. Те иртнĕ çапăçура юлташĕсене çухатни хурлăха янă вĕсене, те пуласси пăшăрхантарать — пĕлме çук, анчах хăйсем тарăн шухăшри паллă. Ун пек чухне çынран мĕн те пулин ыйтса шухăшне татма хăяймастăн. Çураннисем — пĕр сехет хушшинче пулас — каçса кайсан, кĕпер çинче урапасем кĕмсĕртетни илтĕнсе кайрĕ. Пар лаша кӳлнĕ урапасем çине темле ăпăр-тапăр хунă, ахăртнех, вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕ, ĕçме-çиме, тум таврашĕ пулас, чи хыçалта — турттарса çӳрекен кухня, хирти çарăн хуçалăхĕ яланах хăйĕнпе пĕрле. «Хуçалăх пĕтсен, малашне салтакăн пăшалне-патронне, апатне-çимĕçне, çине тăхăнмаллине те хăйĕн тупас пулать, — шухăшларăм эпĕ ун чухне. — Çавна эпĕ вăрçăн пуçламăшĕнче, пĕлтĕр, чăтса-тӳссе куртăм. Кусен хуçалăхĕ пур. Эппин, çапăçма пултаратпăр. Анчах хăçан, ăçта çĕре чĕрмеленсе тытăнса тăрăпăр-ши? Çакăн пек чакма хăçан чарăнăпăр?»
Кусем хыççăн нумай вăхăт иртмерĕ, кĕпере тупă ураписем кĕмсĕртеттерме тытăнчĕç, вĕсене умлăн-хыçлăн тăратса кӳлнĕ лашасем туртаççĕ, малтине пĕр салтакĕ йĕвентен çавăтса пырать.
— Ирхине юнлă çапăçу тытăнмалла, — терĕ шăппăн Солдатов.
Василий Солдатов... Пулас çапăçу çинчен ытла шухăшлас килменрен-и, çав йывăр шухăша сирсе ярасшăн пулнăран-и, эпĕ унран хăйĕн çинчен кĕскен каласа пама ыйтрăм.
— Мĕн каламалли пур манăн, пурнăç пурăнса курманăн? — терĕ вăл, таçта аяккалла пăхса.
— Ульяновск хулинчен инçех мар пĕр пысăк ялта çуралса ӳснĕ. Атте манăн икĕ вăрçă витĕр тухнă. (Халĕ виççĕмĕшне кĕнĕ.) Граждан вăрçинчен таврăнсан, ун патне каçсерен ял-йыш тем чухлĕн пуçтарăнатчĕ. Пукан е сак çитменнине пула, нумайăшĕ урайĕнче ларатчĕç. Табак тĕтĕмĕнчен — хамăрла каласан — пуртă çакма пулатчĕ. Пухăннă ял-йыша атте вăрçă çинчен каласа паратчĕ, эпĕ, пĕчĕкскер, кăмака çинчен итлесе выртаттăм. Ăнлансах çитерейменрен пулас, атте сăмахĕсем, çавăн пекех вăрçă та, мана çав тери — мĕн калас — илемлĕн туйăнатчĕç. Эпĕ вăрçă çинчен çĕрĕ-çĕрĕпе итлеме хатĕрччĕ, анчах анне чаратчĕ, ирĕксĕрех куçа хуптаратчĕ. Каярахпа, вулама вĕренсе çитсен, вăрçă çинчен, полководецсем çинчен çырнă кĕнекесем манăн алăран каймастчĕç: Суворов, Кутузов, Багратион... Унтан вĕсенчен кайран ман айван асăмра темиçе ĕмĕр иртетчĕ те, куç умне Ворошилов, Буденный, граждан вăрçин тата ытти паттăрĕсем тухса тăратчĕç. Чапаев пирки каламастăп та... Ун çинчен кино тухсан, эпĕ ултă хут кайса куртăм. Хăшшинче те пулин ишсе каçмаллах вăл! тетĕп айван пуçăмпа. Ун хыççăн эпир, ачасем, урампа урам вăрçăлла выляма тытăнтăмăр. Вăйăран тепĕр чух вăкăр та тухкалатчĕ. Хамăр урамăн ачисен командирĕ эпĕччĕ... «Солдатов» хушамат ăçтан теетĕр-и? Темле вăрçăран асатте çав хушаматпа таврăннă. Ача чухне вăрçă çинчен каçса кайса аттене итленĕ, вăрçă çинчен кĕнекесем вулама юратнă, вăрçăлла вылянă; вăйă иртрĕ, чăн-чăн вăрçа кĕмелле пулса тухрĕ. Шăпа...
Николай Гурьянов малалла аса илет: вăл кăнтăрла канма выртнă тĕм айĕнчех хутланнăччĕ, акă кăтăш пулнăччĕ ĕнтĕ, анчах çывăрса кайма памарĕç, ăна пуç тăрринче «рама» тенĕскер шăтăрнак пек шăтăртатни вăратрĕ. Вăл хăвăрт тăрса ларчĕ, ыйхăллă куçне йăваласа, çӳлелле пăхрĕ. Разведчикĕ хăй курăнмасть, сасси йăлăхтарсах çитерет. Йăнчĕ. Таси паха! Таса тӳпене кăвак хуппи сарăлнă, кĕçех шуçăм палăрĕ, çăлтăрсем пĕрин хыççăн тепри çил вĕрсе сӳнтернĕ пек çухалĕç. Çĕр çинче çĕнĕ кун килет. Мĕн илсе килĕ-ши вăл? Паллах, ыррине мар. Çын ырă кун кĕтме тахçанах маннă, ăна çутă хĕвел те савăнтарми пулнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...