Хĕçпе çурла :: 6
Тăшман хăйне вăрах кĕттермерĕ. Тул çутăлнă-çутăлман унăн çăханĕсем вĕçсе те çитрĕç, сăмсисемпе пирĕн пуçсем çинелле тирĕне пуçларĕç. Анчах çĕр çинчен, унтан та кунтан, вĕсене хирĕç зениткăсем шатăртаттарма тытăнчĕç. Иĕри-таврара вут вылять. «Ак çапла кирлĕ, ак çапла кирлĕ! — пăшăлтататăн çап вăхăтра ху ăшăнта. — Пĕрне те пулин чикелентеринччĕç!» Лешсем бомбисене тĕллевсĕр тăкаççĕ те вашт! кăна çӳлелле ыткăнаççĕ, унтан ăçтан килнĕ çавăнталла çул тытаççĕ. Шел, пĕрне те персе ӳкереймерĕç, анчах пире те сиен кӳреймерĕç.
Акă тул çутăлсах çитрĕ. Малта темле хăрушă кĕрлев илтĕнсе кайрĕ. Пуçа траншейăран кăларса малалла пăхатăп. (Траншейăсене эпир кĕперĕн икĕ енĕпе хатĕрленĕччĕ.) Умри хирпеле, йĕркен-йĕркен сапаланса, шутласа пĕтерме çук танк килет! Кусем мана самолетсенчен хăрушă туйăнчĕç. Мĕншĕн артподготовка тени пулмарĕ кусен? Малтан тупăсем хăлхана хупласа ахăраканччĕ, халĕ шарламарĕç. Тĕлĕнтĕм, ăнланаймасăр. Тӳрех самолетсемпе, унтан танксемпе-и, тен, хăратма, вара хăваласа кайма, çитсе таптаса тăкма шут тытнă? Хура танксем — çывăхран çывăха. Вĕсене халиччен курман мар пулин те, чĕре лăпкăн тапманнине сисетĕн, вăл ăса парăнмасăр кăлтлатать. Çывăх, çывăх. Мĕншĕн никам та чармастъ çав элес-мелес хăрушă тимĕр шапасене? Мĕншĕн вĕсем килес çул çине, хире минăсем хурса тухмарăмăр? Çукран. Кĕпере мĕнпе ыткăнтарас ĕнтĕ сывлăша? Ăна тума каллех алăра ним те çук. Мĕншĕн ыйтмарăм? Йĕмен ачана сĕт памаççĕ. Йĕрсе, тархасласа ыйтмалла пулнă. Халĕ ак ума çакăн пек калама çук пысăк хăрушлăх сасартăк сирсе сирĕлми килсе тухнăшăн пĕтĕм айăп, никам каçарас çук айăп пĕр ман çине тиеннĕ пек туйăнса кайрĕ. Эпĕ çав тери пăшăрханма тытăнтăм.
Танксем çывхараççĕ, çывхараççĕ. Ĕнтĕ вĕсем хыçĕнчен пĕшкĕнерех чупакан мĕлкесем куçа курăнакан пулчĕç. Шăп çак самантра пирĕн енчен тупăсем пĕр харăс шартлаттарни хăлхана сурсах кайрĕ тейĕн, хам сисмесĕрех куçăма хупрăм. Уçрăм та — леш енче ик çĕрте икĕ танк çулăмпа ялкăшса çунать. Хурçă çунать! Тупăсем кĕрлеме, снарядсем шăхăрма чарăнмаççĕ, хирте тусанпа тĕтĕм кумкки-кумккипе çĕкленет; танксенчен пĕрне, унтан теприне çулăм хыпса илет. Татах, татах! Ыттисем, чăтаймасăр, каялла çаврăнаççĕ те ăçтан килнĕ унталла вĕçтере параççĕ, вĕсене хыçран пирĕн вут хăвалать, хăвалать. Кунта, хире, тăрса юлнă салтакĕсем ниçта кайса кĕме пĕлми таракансем пек ăшталанаççĕ, сыхлавçисем тарса кайнăран, тăсăла-тăсăла выртаççĕ. Ак тамаша — ăçта сыхланса выртнă вĕсем? — сылтăмран, урра! янраттарса, пирĕн салтаксем сиксе тухрĕç. Вĕсем тем чухлĕн хирпе хавхаланса чупаççĕ. «Фрицсене пирĕннисем танкĕсенчен уйăраççĕ, — терĕ Солдатов, тарланă питне шăлкаласа траншейăра тăраканскер. — Çапла кирлĕ!» Çапла каларĕ çеç, пирĕн кĕпер çинче те ку енчен взвочĕ-взвочĕпе салтаксем васкаса чупса анни курăнах кайрĕ. Каçаççĕ те, ик еннелле сапаланса, урра кăшкăрса, хирте тăсăлса выртакан нимĕçсем еннелле чупаççĕ. Чăн-чăн çапăçу! Мĕнле пысăк савăнăç кӳрет вăл — çĕнтерӳ! Манăн та хамăн боецсемпе пĕрле леш енне чупса каяссăм килчĕ, анчах пире кĕпере сыхлама хушнă, ăна пăрахса хăварма юрамасть.
Çав самантра ĕнтĕ пирĕн пата Харитонов капитан чупса пычĕ. Унăн яланхи тулли те таса питçăмартийĕ те, çывăрманран, туртăннă, тĕксĕмленнĕ, куçĕсем кăна çиçеççĕ.
— Ну мĕнле, Гурьянов? — терĕ вăл, те савăннăран, те ĕç çинчен ыйтса пĕлесшĕн пулса.
— Япăх, капитан юлташ, — терĕм эпĕ. — Танксене чарма минăсем çук, кирлĕ чух кĕпере çĕмĕрме тол шакмакĕсем те пулин çук пирĕн.
— Ытти ротăсен кăшт-кашт пур, — шухăша кайнăн хирĕç тавăрчĕ вăл. — Эпĕ ыйтрăм — памарĕç. Тăварах хывнă тепĕр кĕпере минăланă. Хамăрăнни пирки хамăрăн шухăшлама тивет...
Анчах вăл хăйĕн шухăшне пĕлтерме ĕлкĕреймерĕ, пирĕн çинелле каллех самолетсем вĕçсе килни курăнса кайрĕ те — хальхинче вĕсем йышлăнччĕ — эпир ирĕксĕрех траншея тĕпне куклентĕмĕр. Унччен те пулмарĕ, çыран ку енĕ чĕтреме, кисренме, ахлатма пуçларĕ. Зенитчиксем çĕр тĕпне анса кайнă-и? Сасă памарĕç. Винтовкăпа перкелешнипе ĕнтĕ çав ирсĕрсене хăратаймăн, хăваласа яраймăн, вĕсем ирĕккĕн çаврăна-çаврăна килеççĕ. Пирĕн пуç çинче сывлăш тăшманăн хăрушă сассипе кĕрлет, улать, шăтăртатать. Çын темĕне те тӳсет иккен. Хăранине манса кайса, çӳлти тăшмана хирĕç ним тăваймасăр, траншейăра тарăхса ларатăн, пуçра пĕр шухăш — хăвăртрах, хăвăртрах каялла вĕçсе кайинччĕç. Акă тинех бомба шăхравĕ, çĕр хаплатни, пулемет тăрăлтатни хăлхара кăна юлать, çав хăрушлăхра хăлхана уланă сасă кĕрет — каяççĕ! — эпир хăвăрт сиксе тăратпăр, вĕсене хыçран пăхатпăр. Çĕрçăтасшĕсем! Пĕри çĕр çине тирĕнсе çунса кайнă пулинччĕ. Чим, авă пĕри, хыçалтан хура тĕтĕм кăларса, аялалла анса пырать. Анчах инçетре ĕнтĕ, вăл çитсе тирĕннине эпир курмастпăр, çавă та кӳрентерет чуна. Çакă хăрушлăха вилĕм айĕнче выртса чăтса ирттернисен — вăрçă мĕн иккенне çапăçусенче пĕлсе çитнисен пурин те — тăшман çунса кайнине, пĕтнине çав тери курса савăнасси килет. Анчах ăна ĕмĕтленни халĕ ним усăсăр. Туман тихан пилĕкне хуçни кăна.
Эпĕ хыçалалла çаврăнса пăхрăм. Бомбăсем алтса хăварнă шăтăксем хушшинче Василь Иванч Басалаев, куçăм тĕтĕм-тусанран уçăлса çитейменрен-и, улан-чăлан курăнса кайрĕ. Вăл ӳсĕр пек, тайкаланса утать. Манăн сехре хăпса тухрĕ: тем тесен те — амантнă! Юлташа хирĕç эпĕ мар, урамсем чупа пачĕç.
— Ăçтан амантрĕç?! — кăшкăратăп ун патне çитсе тăраспа.
Вăл чĕнмест. Чарăнчĕ, ухмаха ернĕ пек ун-кун пăхкаларĕ, унтан аллипе хыçалалла тăсса кăтартрĕ. Эпĕ çумне пырса хăйне унтан-кунтан хыпашлатăп, анчах амантнă вырăн тупаймастăп, вăл тек пуçне сулкалать. Тинех ăнлантăм. Юлташа çывăхра çурăлнă бомба сасси минретнĕ. Халĕ вăл ман умра ăсне çухатнă чĕлхесĕр çын пек аран-аран тăрать, хăй çаплах тек хыçалалла кăтартать. Пирĕн пата ик-виçĕ боецпа Харитонов пычĕç, эпир вара Басалаев лейтенант кăтартнă çĕрелле утрăмăр.
Траншейăран ишлĕк çеç юлнă. Пĕр хĕрринче кăна вăл тĕрĕс-тĕкелех, унта сыввисем аманнисен суранĕсене çыхаççĕ, ыттисем ишĕлсе аннă çĕре чаваççĕ. Ахлатнă, йынăшнă сасă чĕрене каса-каса каять. Вăрçăра тĕрлĕ çĕртен аманнисене пĕрре кăна мар курнă пулин те, вĕсен шурса-кăвакарса кайнă питĕнчен, тĕллевсĕр пăхакан кĕленче куçĕнчен, чĕрĕ юнпа хĕрелнĕ кăкăрĕнчен е ытти тĕлтен лектернĕ суранĕсене пăхма питĕ йывăр. Çын çавна лăпкăн тинкерсе тăма нихăçан хăнăхса çитеймест пулĕ, аманнисен терт-асапне ахальтен мар-тăр хăвăн çине илес килсе каять... Акă, ишĕлнĕ тăпра айĕнчен пĕр салтака чавса кăларчĕç. Салтака мар, унăн вилĕ ӳтне çĕклесе уçă çĕре вырттарчĕç. Унтан тепĕрне, виççĕмĕшне... Кусем çинчен хăшĕсем: асапран хăтăлчĕç, теççĕ. Анчах пурнăç вăл пурнăçах, тепле асап курсан та, хĕвелпе уйăх айĕнчи çĕр çинчен таçта амака уйăрăлса каяс килмест çыннăн — унта пурнăç çук. Ĕмерлĕхе-куç хупнисене чунтан хĕрхенетĕн, вĕсем çине пăхсан пыра кумкка ларать, куçран куççуль пăчăртанса тухать. Çук, вилнисене лăпкăн пытарма та хăнăхса çитес çук этем.
Васкаса çитнĕ санитарсем — вĕсемпе пĕрле хĕрсем те пурччĕ — аманнисене наçилккасем çине хăвăрт-хăвăрт хучĕç те инçетрех мар тăракан машина патнелле çаплах васкаса илсе кайрĕç. Эпир Басалаева та унталла кайма хушрăмăр, хăйĕн пĕр боецĕ ăна хулĕнчен тытрĕ, анчах вăл хулне вĕçертрĕ, пуçне пăркаларĕ, пырĕнчен сасă кăларчĕ — килĕшмерĕ. Вилнисене Харитонов капитан кунтах тирпейлĕн пытарма хушрĕ. Пысăк çĕр çинче миçе мĕльюн пĕчĕк тĕмеске выртса юлчĕ-ши? Çакăн пек хурлăхлă ĕçĕмĕре пĕтерсен эпир, Басалаевпа иксĕмĕр тата унăн чĕрĕ-сывă юлнă салтакĕсем, хамăрăн траншейăна таврăнтăмăр, капитан кăшт инçетерех вырнаçнă тепĕр взвода çитме васкарĕ. Хĕвел ĕнтĕ çӳле хăпарнăччĕ, вăл пире чĕрĕ юн тĕслĕ курăнчĕ.
Юханшыв леш енче тупăсем улама тытăнчĕç. Татти-сыпписĕр, тăтăшшăн. Снарячĕсем, тем тесен те, пирĕннисем çине, нумаях та пулмасть нимĕçсене хăваласа кайнисем çине, ӳксе çурăлаççĕ. «Контратака вăрăма пымасть çав вăл, — терĕ кун пирки пирĕн Солдатов стратег. — Харăссăн çĕклентĕмĕр, кунталла сысна сăмсине чикнĕ тăшмана çапса аркатрăмăр, юлнисене хăваласа ятăмăр пулать, анчах ютсен хыçалта вăй пурах-çке...» Тĕрĕс калать. «Çӳллĕ пĕвене татма пултарнă урнă шыва хăвăртах чараймăн çав, — шухăшларăм эпĕ те ун чухне хам ăшăмра, анчах шухăша унтах никама каламарăм. — Урнă шыв çырана ватать, пысăк чулсене йăвантарать, сикет, алхасать, темĕне тĕл пулсан та, ăна çийĕнчех çĕмĕрсе тăкассăн малалла ыткăнать. Анчах, чăрмавсене пула, урнă пăтранчăк юханшывăн вăйĕ пурпĕрех чакнăçемĕн чакса пырать, юлашкинчен парăнать. Кунти çапăçу, пирĕн контратака, çав чăрмавсенчен пĕри. Тăшман пĕр самантра тенĕ пек мĕн чухлĕ танк çухатрĕ, хире, темăн чухлĕ салтакĕ выртса юлчĕ...» Пире ун чухне, вăй пухма, вăхăт нимĕнрен хаклă пулнă. Сывлама кирлĕ сывлăш пек вăхăта эпир юн тăкса тупнă.
Тупăсем кĕрлеççĕ. Хир каллех тĕтĕмпе, тусанпа хупланчĕ. Тупăсем вĕсем пирĕн енче те юлнă-ха, тăшман самолечĕсем пурне те çĕмĕрсе тăкайман, анчах юлнисем шарламаççĕ: нимĕçсем инçе, персен — хамăрăннисене тивертме пулать. Артиллеристсен хăйсен командирĕсем, хăйсен саккун. Мăнтарăн салтаксем! Вĕсем епле чăтаççĕ-ши? Хĕртнĕ хĕвел çинче пиçĕхсе малалла та малалла чупнăскерсен, такам ура хунă пек, тăсăлса ӳкме тивнĕ, унтан выртнă çĕрте хăвăншăн пуçа чикмелĕх пĕчĕк кĕреçепе шăтăк чавмалла пулнă. Халĕ снарядсем айĕнче, нимĕç салтакĕссн атакине кĕтсе, вĕсене хирĕç пеме е сиксе тăма хатĕрленсе выртмалла. Тӳсĕмлĕх çитейĕ-ши? Мĕншĕн çав маттурсене енчен никам нимĕнпе пулăшмасть-ши? Çакă чуна тарăхтарать, такама çилленнĕрен никампа калаçас килмест.
Тупăсем улама-кĕрлеме чарăнчĕç. Ик-виçĕ тĕлте пулемет тăрăлтатни аран илтĕнчĕ. Мĕн пулса иртет-ши унта? Хăшĕ — хăшне. Çак шухăш ĕнтĕ, пурне те мантарса, пĕр саманта канăç памасть пуçа. Куç çапăçу пыракан хир енчен илĕнмест. Чĕре сиксе тапать, вăхăт-вăхăт сывлăш питĕрĕнсе ларать. Вăхăта манса каятăн. Вăл вăрăма кайрĕ-и, вăраха пымарĕ-и — хамăрăннисем! Вĕсем каллех, ĕнерхи пекех, хир тăрăх сапаланнă. Вĕсем тĕлне унта-кунта снаряд ӳкет, вара салтак та, чупса пынă çĕртен, чул пек, çĕре персе ӳкет. Тăрать те каллех чупать, каллех ӳкет. Вăл çапла юханшыв хĕрринелле васкать. Пĕтĕм хир çынсемпе тулнă тейĕн, анчах вĕсем унта тырă вырма тухман, çапăçăва тухнă.
Малтисем — пĕр отделени чухлĕ — кĕпер çине пырса кĕчĕç, ытлах васкамасăр, йĕркеллĕн ку енне каçрĕç, сывлăш çавăрса илме чарăнса тăчĕç. Кунта ĕнтĕ вĕсене çăлăннă пекех туйăнчĕ пулас.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...