Хĕçпе çурла :: 7
Ловать юханшывĕ çурçĕрелле, Ильмень кӳлли еннелле юхать. Николай Гурьянов ăна, кунта нихçан çӳресе курманскер, карттă çине пăхса кăна пĕлет. Вăл çитсе тухнă тĕлте юханшывăн икĕ çыранĕ те пĕр пек çӳллĕрех иккен, шывĕ хăй ансăр пулмалла, тарăнăшĕ паллă мар. Юрне хырса, пăрне ватса виçме пулать, анчах аппаланса тăма вăхăт çук. Юханшыв хĕррипе унталла-кунталла вĕтлĕх каятъ. Кам пĕлет, çулла кунта та тавралăх илемсĕрех мар-тăр.
Вĕсем килнĕ çул вăхăта кура чиперехчĕ, машина урапин катрашка йĕрĕсем, çуна тупанĕн тикĕс йĕрĕсем те палăратчĕç-ха, ура айĕнче юр хăйăр пек сапаланать пулин те, утма май пурччĕ. Ловать ятлă юханшыв урлă каçсан, юмахри пек, кунта виçĕ çул виçĕ еннелле илсе каять иккен: варринчи, тӳрех тăсăлса выртаканни, çунапа çӳреме юрăхлă курăнать, сулахайри куçа кăшт çеç палăрать, сылтăмри те илĕртсех каймасть.
Николай Гурьянов планшетне çиелтен сăтăркаласа пăхрĕ: карттă сылтăм çулпа каймаллине кăтартать. Вăл çавăнталла пăрăнчĕ. Ку çулпа нумаях пулмасть машинсемпе, лавсемпе çӳренĕ: ура айĕнче юр хытă. Вĕсем батальон командирĕ хушнипе, çул икĕ енĕпе маяксем ларта-ларта хăварса, малалла кайрĕç.
Кая тăрса юлнă шурăпа хура тавралăхра тĕлĕ-тĕлĕпе пĕчĕк ялсем мĕскĕнĕн те пулин курăнкалатчĕç, кунта кирек хăш енне çаврăнса пăхсан та куç умне пĕр ял пекки те тухса тăмасть, аякра кăна хура вăрман палăрать, çĕрĕ, çитменнине, çырма-çатраллă, анчах вăл çарамаслантарнă пек çара — таçта, нихаçан никам ури ярса пусман çĕре, пырса кĕнĕн туйăнса каять. «Çак çĕршĕн те Европăри патшалăхпа патшалăх темиçе ĕмĕрте темиçе хут халăхсен юнне юхтарнă, — шухăшларĕ Николай Гурьянов. — Мĕншĕн? Мĕн пур-ши çакă юр витнĕ пушă çĕр айĕнче е çĕрĕ çийĕнче? Пуянлăх, пурлăх пулĕ çав. Йĕтĕн-кантăрпа тырри-пуллине ӳстерекен уй-хирсем, пулăсемпе тулли кӳлĕсем, юханшывсем, кайăк-кĕшĕклĕ лаштра вăрмансем, ĕçе юратакан ăста халăх — çакă мар-им вăл пуянлăх. Çавăнпа хапсăннă та ăна тĕрлĕ ĕмĕрте тĕрлĕ тăшман. Çĕр-шывĕ авалтан вырăс çĕрĕ, авалтан кунта вырăссем пурăннă, вĕсем хăйсен çуралнă çĕрне-шывне çичĕ ютсенчен сыхланă, халĕ мĕншĕн ăна ирсĕртен ирсĕр тăшман аллине аллисене çĕклесе паччăр? Тăшманĕ хаяр, вăл ку таврана тытса илнипе кăна çырлахас çук, пĕтĕм çĕршыва хыпса çăтасшăн».
Çул анаталла пăрăнса анса каять. Тĕрĕссипе ку ĕнтĕ çул та мар, теплерен юлнă гусеницăллă пĕр машинăпа пĕр çуна йĕрĕ тата аяккарах йĕлтĕр йĕрĕсем кăна курăнаççĕ. Вĕсене юр витсе каяйман-ха. Сылтăмра хура вăрман, умра — сайра тĕм тăррисем, вĕлтĕрккесем. Николай Гурьянов тепĕр хут картти çине, унтан йĕри-тавраналла пахса илчĕ. Тĕрĕсех килтĕмĕр, терĕ пулас вăл, ротине чарăнма хушрĕ.
— Старшина! — чĕнсе илчĕ вăл аслă сержанта. — Пур-çук хуçалăха юнашарти вăрмана ăсататăн, унтах вырнаçатăр, юлни-юлманнипе апат хатĕрлетĕр. Çаксене куç хупса иличчен пекех хăвăрт тумалла.
— Есть! — ун умне тӳп-тӳррĕн пырса тăчĕ Кривонос. Унтан: — Юмахри пек, — терĕ мăкăртатса.
Малтан вăрман еннелле пĕри туяпа, юр тарăнăшне тĕрĕслесе, утса кайрĕ, ун хыççăн старшина утсене çавăтса пычĕ. Малалла мĕн тумаллине манчĕ пекех, Гурьянов вĕсене пайтахчен пăхса тăчĕ. Салтаксем, урисене ăшăтасшăн, пĕр вырăнта сиккелеççĕ.
— Басалаев лейтенант! — чĕнчĕ Гурьянов. — Çак вырăнта, умри карттă каланă тăрăх, тем тăршшĕ шурлăх пур. Ун урлă çак тĕлтен çеç каçса кайма пулать. Эсĕхаль взводпа леш енне каçатăн та малалла çул йĕрĕ пуррипе çуккине пĕлетĕн пулсан, ун тĕп тĕлне тупатăн. Ху халлĕхе çавăнтах юлатăн... Мартынов! Взводупа 15 — 20 метр тăршшĕ юра сирсе тарăнăшне тĕрĕслетĕн, ун айĕнче пăр пулсан, хулăнăшне виçетĕн, пăр айĕнче мĕн пуррине пĕлтеретĕн... Серебряков! Взвод халех юр тасатма тытăнать. Ак çак сăртран тытăнса шурлăха çити сарлака таса çул пултăр. Тытăнăр!
Кунта кĕркунне пирĕн вăхăтлăх оборона пулнă пулмалла: сăрт тăрăх, сулахайра та сылтăмра, юр тĕмĕсем курăнаççĕ — траншейăпа блиндажсен вырăнĕ; пирĕннисем тăшмана хăваласа кайсан, вĕсене юр хупласа лартнă. Анчах ăçта-ши халĕ çав çарсем? Вăрçă сасси вăхăтлăха йăннă пулас кунта.
Фронтра пĕлменнинчен ытла кичемми е хăрушши нимĕн те çук. Ăçта тăнине Николай Гурьянов карттă тăрăх пĕлет-ха: акă Ловать юханшывĕ, ун урлă вĕсем хăйсем каçса килчĕç, çулĕ те çаках, вăрманĕ те, анчах ун çумĕнче пĕр ял пулмалла, вăл курăнмасть. «Аташмарăм-ши? — килсе кĕрет шухăш, — намăс курса тăмалла ан пултăрах». Кунталла хамăрăннисем пурри палăрмасть, тăшман та ни хăйне кăтартмасть, ни сасă памасть.
Гурьянов Серебряков взвочĕ тасатма тытăннă çулпа анаталла анса кайрĕ, юр чавакан виçĕ боец патне çитрĕ. Вĕсем халĕ лумпа хашкаса пăр катаççĕ. Юрăн хулăнăшĕ пĕр метра яхăн иккен, ун айĕнчи пăр та хулăн, çĕр тухмасть те тухмасть. Акă тинех тăпра муклашки хăпăнчĕ, çук, тăпра муклашки мар — шăнса хытнă мăк муклашки пулчĕ. Вĕсем шурлăхра тăни паллă ĕнтĕ. Çапах тата тĕплĕнрех тĕрĕслеме шут тытрĕ Гурьянов, малалла утнă май. Тепĕр ушкăн та çавнах тăвать: пысăках лаптăкра юра тасатнă, ун айĕнчи пăр çӳхе кунта — кĕркуннехи йĕпе-сапаран юлнă шыв çеç шăннă, шалалла хăйăрлă тăпра. Гурьянов ку тĕле çума-çумăн шăтăксем чавтарса темиçе тĕлтен тĕрĕслесе пăхрĕ. Пĕр çĕрте вара, чавсан-чавсан, пăр айĕнчен — вăл хулăнччĕ кунта — палкаса шыв тухрĕ, тепĕр енче те вакă пулса тăчĕ, вĕсен хушши пĕр тăватă-пилĕк метртан ытла мар. Халĕ ĕнтĕ шухăшласа пуçа ватмалли юлмарĕ: шурлăх урлă дамба кайни куç умĕнче курăннă пекех туйăнчĕ.
Кĕçех Басалаев таврăнчĕ те, ку сăртран тепĕрне çитме сахалтан тăватă километр пулать иккенне пĕлтерчĕ. Сăртран сăрта каçса кайнă йĕлтĕр йĕрĕсем унта та палăраççĕ, каçса çитсенех вĕсем сулахая пăрăнаççĕ иккен.
Каç пулса килет. Гурьянов взводсене вăрмана илсе кайма хушрĕ. Вĕсем ĕнтĕ юр айĕнчи çул çинчен вăрман еннелле пăрăннăччĕ кăна, кунталла, вĕсен йĕрĕпех, тăватă йĕлтĕрçĕ килни курăнчĕ. Гурьяновпа Басалаев хыçа юлса вĕсене кĕтсе илчĕç.
— Камсем эсир? — ыйтрĕ Гурьянов, лешсем чарăнсан.
— Куратăр, хамăрăннисем, — хирĕç тавăрчĕ малта тăраканни.
— Ăна куратăп та, илтетĕп те, анчах манăн тĕплĕнрех пĕлес килет. Эпир, акă, саперсем пулатпăр. Эсир камсем?
— Эпир пехота. Пирĕн вĕсеннипе, — иккĕшин енне пуçĕпе сулса кăтартрĕ калаçаканни. — Дзотсем юнашарта. Эпир кӳршĕсем, эппин. Çавăнпа çăкăр-тăвар илме пĕрле çӳретпĕр. Базăна пĕрре кайса килетпĕр те эрне шик шăхăрса пурăнатпăр.
— Нумайранпа-и эсир кунта?
— Канмалли çуртра-и? — терĕ салтак, кулкаласа. — Эпир хамăр вырăна çапла калатпăр, ним ĕçсĕр пурăннăран. Эпир кунта, аслă лейтенант юлташ, хура кĕркуннерен варах. Ырлăх!
— Эппин, каласа парăр-ха çак çул çинчен.
— Умра пăнтăх шурлăх, ун урлă çын алли тунă çул каять, леш сăрта çитсен типĕ вырăнпа тепĕр пилĕк çухрăм таран утмалла, унтан каллех урупа шурлăха ярса пусатăн. Ун леш енне эпир каçса курман, унта — фрицсем пирĕнни пекех дзотсенче картла çапса лараççĕ. Каçарăр, урăх ним те калама пултараймастăп, çитменнине, пирĕн васкамалла тата, юлташсем кĕтеççĕ, çиессинчен ытла туртасси килет вĕсен.
— Чипер çитĕр эппин! — теейрĕ вĕсене Гурьянов хаваслăн. Вăл вĕсенчен ку вырăна пайтах пĕлнĕшĕн хĕпĕртерĕ.
Пĕчĕк уçланкă варринче çапă купаласа тивертсе янă вут çулăмпа çатăртатса çунать. Хĕлхем вăрман тăррине çити вĕлтĕртете-вĕлтĕртете вĕçет, çийĕнчех сӳнет те, ун вырăнне ыттисем йышăнаççĕ. Йĕри-тавра çап-çутă, анчах сивĕ. Вут умне аллусене тăсатăн, пите хĕрӳ çапать, кăкăра ăшă-ăшă пулса каять, анчах çурăм çаплах шăнать те шăнать, вара вут енне çурăмпа çаврăнса тăратăн.
Салтаксен ăшăнма вăхăт çук-ха, вĕсем ĕçлеççĕ — кашни взвод харпăр хăйшĕн пысăк хӳшĕ тăвать. Акă ĕнтĕ ăна тăрăласа пĕтернĕ, варрине çапă хурса вут чĕртсе янă, çынсем ун тавра ларса тухнă, вир пăтти çиеççĕ. Ывăннăскерсен çывăрасси килет, куç хупăнать, пуç лăнк каять. Урусене вут патне туса хыр ласси çине выртатăн. Уруна ăшă, ху ăшăнсах çитейместĕн-ха, пурпĕрех ыйха путатăн. Сан ыйхуна иккĕн сыхлаççĕ, пĕри вут çине çапă пăрахсах тăрать, тепри сана ху сисиччен пĕр айăкран тепри çине çавăрса вырттарать, унсăрăн пĕр аякку шăнса кайма пултарать, вăлах сан уруна вут тивесрен сыхлать. Мĕншĕн иккăн вĕсем? Пĕри тӳсеймесĕр ӳксе çывăрса кайсан, пысăк инкек пулса иртессе кĕтсех тăр. Анчах кĕтсе тăраканĕ те ун чух никам пулас çук. Çавăнпа иккĕн вĕсем. Вĕсемех тепĕр сехетрен санпала юлташна вăратаççĕ, санпала юлташу вырăнне хăйсем выртаççĕ, эсир вара вĕсен ĕçне тăватăр. Çапла ерипен-ерипен иртет хĕллехи вăрăм каç. Пĕр сехет пĕр талăка яхăн туйăнать çынна. Тапхăр-тапхăр таçтан çил килсе тухать, вăрман уласа-йĕрсе ярать, лăс туратти çинчен юр купине çĕрелле ывăтать.
Николай Гурьянов çывăрмасть. Вăл командирсем валли уйрăм хӳшĕ тутарнă, пĕчĕкрех хӳшĕ варринче пĕчĕк вут çунать, ăна Солдатов сӳнме памасть. Ытти командирсем хыр лăссисем çинче, салтаксем пекех, урисене вут енне тăсса выртаççĕ, Гурьянов айĕнче хулăн каска, планшечĕ çинче хут, хут тăрăх кăранташĕ чупать.
Хут çинче хăйсем ăçтине, паян сăнаса мĕн-мĕн пĕлнине, мĕн тума ĕлкĕрнине тĕплĕн каласа панă. Ыран ир-ирех çакă хутпа икĕ боеца батальон штабне ямалла. Вĕсемех малалла мĕн тумаллине кăтартакан хут илсе килĕç. Ĕç кунпа та пĕтмест-ха, Николай Гурьянов килне çыру çырать. Хăй сывлăхĕ, аван пурăнни, хăрушлăх çук çĕрте тăни çинчен хыпарлани Валентинăна, ашшĕне лăплантартăр, ан пăшăрхантартăр; ватă çын ахаль те хуйхи-суйхине нумай курчĕ: карчăкне çухатрĕ, аслă ывăлĕ вилнĕ хыпара тӳсрĕ, халĕ тата унпа хĕрĕ çинчен шухăшласа асапланать пулĕ, çав хушăрах пĕтĕм колхоз хуçалăхĕ ун çине тиеннĕ. Йывăр ватă çынна, йывăр. Тепле чăтса пурăнать, мăнтарăн. Валентинин ачи пур ĕнтĕ. Мĕншĕн Вальăн? Вăл — вĕсен иккĕшин ачи, анчах ашшĕ курман ăна. Аллине илмен, ачашламан. Пурнăçра ашшĕне курмасăр ĕмĕрлĕхе тăлăха тăрса юлĕ-шим вăл? Ăçта-ши унăн Елюк йăмăкĕ? Унран икĕ çыру илнĕччĕ, фронта тухса каясси çинчен çырнăччĕ. Хирĕç çыру çырнăччĕ, иккĕ те çырнăччĕ — ответ çук та çук. Унăн адресне Николай Валентинăран тепĕр хут ярса пама ыйтать.
Сивĕ. Ал-ура кӳтмĕ-ха — вĕсем çунса выртакан вута çывăх, анчах çурăм шаннăçем шăнать. Куç хупăнса килет, пуç усăнать. Николай Гурьянов хыр лăсси çине хутланса выртать.
Тул çутăлнă-çутăлман боецсем хӳшĕсенчен умлăн-хыçлăн уçă çĕре ĕнтĕркесе тухрĕç. Хутланнă вĕсем, шăнас марччĕ тесе, пĕр вырăнта ташласа тăраççĕ. Юрамасть капла, шухăшлать рота командирĕ, капла вĕсем йăлтах йĕркерен тухса кайма пултараççĕ. Çарти çирĕп йĕркесене ниçта та пăсма юрамасть. Вăл взвод командирĕсене чĕнсе илчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...