Хĕçпе çурла :: 8
Çав каç та Николай Гурьянов каллех вăрахчен çывăраймарĕ.
Хӳшĕсенче ĕнтĕ ытла сивех мар: вĕсен виттине йĕри-тавраран кашни кун хулăнлатнă, варрине тимĕр кăмака пекки туса лартнă. Кирпĕчпе тимĕр листисене ăçтан тупнă-и? Салтак таçтан та шыраса тупĕ. «Çакăнта, вăрман кĕтессинче, пĕр пĕчĕк çырма хĕрринче ял лармалла», — тенĕ пĕррехинче Гурьянов, картти çине пăхса. Те кунтан куçса кайнă вăл, те ăна вăрçă çĕрпе танлаштарнă, тĕпрен шăлса ывăтса, çунтарса янă. Салтакшăн шанчăкăн хĕлхемне çеç курмалла пултăр. Тепĕр кунне старшинапа икĕ боец аслă лейтенант кăтартнă тĕле ир-ирех тухса утнă. Ял пулнă вырăна тупнах вĕсем унта. Ялне çунтарнă: юр айĕнчен çунса кăмрăкланнă пĕренесем тухнă, пĕр тĕлте кĕреçе темле хытă япалана перĕннĕ, туртса кăларнă та — çын шăмми-шакки! Ахăртнех, кунта питĕ хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Çуркунне, юр кайсан, çав хăрушă трагеди пĕтĕмпех куç умĕнче пулĕ, халĕ вăл тарăн юрпа хупланса выртнă. Çавăнтан ĕнтĕ боецсем хăйсене кăшт-кашт ăшăтма чулне те, кирпĕчне те, тимĕр листисене те тупса килнĕ. «Çын, вилсен те, хăйĕнчен юлнă çынна ăшăтать», — тенĕ ун пирки старшина, тарăн шухăша кайса, хурлăхлăн.
Командирсем вырнаçнă хӳшĕре те сивĕ мар, тултипе танлаштарсан чăн-чăн пӳртри пекех туйăнать. Кăмакара вут сӳнмест, тимĕр листисем хĕрӳлĕхне çухатмаççĕ, хыр лăссисене хулăн сарнă: аялтан сивĕ çапмасть, командирсем канлĕнех çывăраççĕ.
Николай Гурьянов çеç выртса çывăрса кайма шутламасть-ха: унăн каллех штаба хут çырса ямалла, мĕн-мĕн тума ĕлкĕрнине, малалла хăй мĕн шутланине тĕплĕн, нимĕне сиктерое хăвармасăр, пĕлтермелле.
Виçĕмкун кăларса янă боецсем çук та çук. Е çухалса аташса кайнă вĕсем, е батальон штабĕ урăх çĕре куçнăран ăна шыраса çӳреççĕ. Çимелли пĕтсе çитет, нумай-нумай тата икĕ-виçĕ кун выçăллă-тутăллă пурăнмалăх кăна юлнă. Йĕри-таврара ниçта ним тупаяс çук. Хăрушлăх тем чухлех пулнă, пĕрре мар вилĕм умĕнче тăнă, анчах кун пеккине, вăрçă хырса хăварнă пушă хир варринче ротăпа пĕччен юлнине курманччĕ-ха Николай Гурьянов. Çынсене çакă танатаран кăларасси пĕтĕмпех унран килнине, командирсемпе салтаксем таран ун куçĕнчен пăхнине — нумайăшĕсем шанса, хăш-пĕрисем çилĕллĕ куçпа пăхассине вăл чĕрипе туять. Ун пеккине вăл тăшман тылĕнчен тухнă чухне пĕрре мар тӳссе курнă.
Чи кирли кун пек чухне — салтаксемпе командирсене лĕнчĕр тытма, «ирĕке» яма юраманни. Ĕçсĕр ларни, ним ĕçсĕр сулланса çӳрени, шăнăрсене туртса хытармали вăрçăра тăшмана парăннипе пĕрех иккенне те Николай Гурьявов аван ăнланать, çавăнпа та вăл, çӳлтен хушни пулман пирки, ротăна ыран мĕн тутармалли çинчен шухăшлать. Хăй вăл, пĕр ушкăн салтак илсе, виçĕмкун курнă салтаксем патне кайса килме шут тытрĕ. Унти лару-тăрăва унăн пĕлмеллех. Çакăнта шухăшласа çитсен тин вăл кăшт тĕлĕрсе илме шут тытрĕ.
Çĕрле юр çуман, вĕсем тасатса тухнă çула юр тултарса лартман. Ăна тепĕр хут тасатма кирлĕ мар.
— Турă тени пулăшать пире, — шӳтлекелесе илчĕ Солдатов.
— Акă мĕн, — терĕ ирхине вăраннă командирсене Гурьянов, салтаксен сăмахне илтмĕш пулса. — Паян пирĕн ĕç çăмăл. Басалаев, эсĕ маяксем валли вĕтлĕх касатăн, Серебряков çав çатăркасене çул çине йăтса илсе тухать, Мартынов вĕсене хамăр тасатнă çулăн ик енĕпе çил-тăвăлра та ӳкмелле мар тăратса тухать. Эпĕ пĕр ушкăнпа нимĕçсем патне «хăнана» каятăп. Ман вырăна кунта Басалаев лейтенант юлать. Старшина Кривонос икĕ боецпа, пĕр çунапа штабалла çул тытать. Пĕтрĕ.Чимĕр. Тепĕр сăмах: пĕр банка консервă тăватă çынна. Перекетлемесен, ик-виçĕ кунтан эпир выçă тăрса юлатпăр. Ман сăмахсене çирĕп приказ вырăнне шутлăр.
Ирхи çанталăк тĕтреллĕ тăрать. Йĕри-тавралăх шурăпа витĕннĕ, сăрă пĕлĕтсем аялтан юхаççĕ, вĕсем хушшинче те сăрă кăвак тĕтре. Çын вунă утăмран аран курăнать. Вĕсем виççĕн — аслă лейтенант, ун хыççăн Солдатовпа Комаров боец — йĕлтĕрĕсем çинче шурлăх урлă, хăйсем тунă çул хĕррипе хăвăртах каçса кайрĕç. Сăрталла улăхаспа кăштах канса тăчĕç. Тавралăх тĕлĕнмелле шăп, çĕр çинче ниçта çапăçу пымасть пек туйăнать.
Шурлăх урлă каçсан малалла кайма йывăра килчĕ. Çук, ывăннăран е юр ытларах тарăнран мар, çул çукран çапла пулса тухрĕ: кунта ĕнтĕ йĕлтĕр йĕрĕ çеç ăçталла каймаллине кăтартатъ, юрать-ха, ăна юр шăлса кайман, вăл сулахаялла пăрăнчĕ те ак ĕнтĕ çип çапнă пек тӳп-тӳррĕн выртни курăнать.
— Кунта тăшман çӳренĕ пулсан, аслă лейтенант? — сăмах хушрĕ Комаров тепре канма тăрсан. — Пĕрре те фронтри пек мар, пĕр хăрушă сасă пулинччĕ.
— Мĕн, хăратăн-им? — ыйтрĕ Гурьянов. — Чун сисет те, куç хăрать, теççĕ. Салтакăн куçĕ витĕр курмалла, инçетрен чунĕ сисмелле, анчах сехри хăпмалла мар. Тĕрĕс-и?
— Тĕрĕс! — иккĕш пĕр харăс хирĕç тавăрчĕç лешсем.
— Кайрăмăр.
Пĕркунне курнă йĕлтĕрçĕсем каланă тăрăх, вĕсем патне çитме шурлăхран каçсан пĕр 5 — 6 километр каймалла. Дзот патне çитеспе пĕр печĕк лапам пур тенĕччĕ, унта юр айĕнче хĕлле те шăнман çăл пулмалла. Лапамран хăпарса çитсенех дзот. Тĕтре сирĕличчен çав лапама та пулин хăвăртрах çитсе ӳкесчĕ. Нимĕçсем асăрхасан, юр çинче шăнса выртмалла ан пултăрччĕ, тăхлан шăхăрса вĕçнине хăлха ан илттĕрччĕ. Хăвăртрах, хăвăртрах.
Сăрталла, Гурьянов хушнипе, виççĕш виçĕ тĕлтен йĕлтĕрĕсене вылятса пусма туса хăяккăн улăхса кайрĕç. Улăхса çитрĕç те тăсăлса выртрĕç, пуçĕсене çĕклесе малалла тинкерчĕç. Умрах улăп тĕми пек тĕмеске курăнса кайрĕ. Шап-шурă вăл, аякран пăхсан, тавралăхран ниепле уйăрса илеес çук. Пĕр айккинчен тĕтĕм тухни палăрать, эппин çын чунĕ пурах унта.
— Эй! — кăшкăрчĕ Гурьянов.
Никам курăнмарĕ.
— Эй-эй-эй! — кăшкăрчĕ вăлах тепĕр хут.
Акă тинех вĕсем еннелле пĕр лăпсăркка мĕлке тухни курăнса кайрĕ. Вăл унтах пĕр йывăç хыçне пытанчĕ.
— Ан пытан, эпир хамăрăннисем, вырăссем, — кăшкăрчĕ Гурьянов.
— Пароль! — илтĕнчĕ лерен.
— Пĕлместпĕр. Саперсем эпир. Виçĕмкун çул çинче тĕл пулнисем.
Пĕри килме пултарать. Анчах йĕлтĕр йĕрĕнчен пĕр утăм ан пăрăн, — асăрхаттарчĕ йывăç хыçне пытанса, автоматне пеме хатĕр тытса тăраканскер.
«Асăрхануллă!» — шухăшларĕ Гурьянов.
Ăна хирĕç аслă лейтенант хăй кайрĕ. Лешĕ вырăсла таса калаçни унăн иккĕленчĕк шухăшне сирсе ячĕ. Хамăрăннисемех!
— Кам эсĕ? — ыйтрĕ автоматли.
— Кĕрсен калаçăпăр, — терĕ Гурьянов.
— Чĕн эппин юлташусене те.
Аслă лейтенант юлнисем енне çаврăнса аллипе сĕлтрĕ.
— Астăвăр: йĕлтĕр йĕрĕпе, умлăн-хыçлăн! — кăшкăрчĕ вăл.
Ак ĕнтĕ вĕсем дзота кĕрсе тăчĕç. Йĕри-тавра ансăр çĕр саксем, вĕсем çине хăма сарнă, хыр лăссисемпе витнĕ, виçĕ еннелле виçĕ амбразура, тăваттăмĕш енче анмалли-хăпармалли алăк. Варринче пĕчĕк тимĕр кăмака. Вăл çунсах тăрать. Аяккалли амбразурăсене витнĕ — çилтен сыхланма пулать. Малти уçă, ун умĕнче пулемет ларать, çумĕнчех пĕр пулеметчик.
Вĕсем хăйсем тăваттăн иккен, пĕри, пиллĕкмĕшĕ, çывăхри лăпсăркка хыр çинче, хуралта, ăна тепĕр сехетрен урăххи улăштарать.
«Хăнасене» сак çине ларма сĕнчĕç.
— Кун пеккисем нумай-и ку таврара? — ыйтрĕ Гурьянов сержантран.
— Пайтах пулмалла, — терĕ асли, — анчах эпир юнашартисене кăна пĕлетпĕр. Калăпăр, кунта фриц тенисем тапăнас пулсан, кӳршĕсем пире, эпир вĕсене пулăшмалла.
— Хăвăр мĕнле майпа сыхланатăр? Йĕри-тавраран тăшман хупăрласа илес пулсан?
— Пирĕн йĕри-тавра мина. Пехотăна ӳкерекенни те, танксене чарса лартаканни те. Кунсăр пуçне, юр айĕнче йĕплĕ пралук. Çапла, пире тимĕр кăшăлпа çавăрса илнĕ. Килсе сăмсисене кăна кăтартчăр! Курăнми капкăн унта, кунта та. Пулемет мĕншĕн тата? Вăл йытă мар, çывăха ярас çук.
— Çапах та килкелесе пăхнисем пулнă-и?
— Каçпалан е ирпелен хăш чух курăнкалаççĕ. Çавăрса илме мар, сăнама пулас.
— Эсир кайкаланă-и хăйсем патне?
— Пирĕн енче те, вĕсен енче те сайра вăрман. Витĕр курăнать. Хушăмăрта — вăл пĕр пилĕк çĕр метр та çук — шурлăх выртать, çулла кунта каçса çӳремен те пулĕ. Халĕ йĕлтĕрпе каçăн-ирĕн — хăйсем пекех — каçкаласа килетпĕр. Çакăн пек тĕмескесем ăçта-ăçта ларнине сăнатпăр. Перкелешесси-тăвасси пулман.
— Лăпкăн пурăнатпăр! — хушса хучĕ юлташĕ. — Канмалли çурт! Выçă мар, тăраниччен çывăратпăр. Тата мĕн кирлĕ?
— Çав тискер упасене ӳплисенчен тĕтĕрсе кăлармалли çеç юлчĕ.
— Кăлар-ха вĕсене унтан! — каллех сержант калаçма пуçларĕ. — Вĕсем пирĕнтен нумай çирĕпрех лараççĕ. Дзочĕсем те вĕсен пирĕннисенчен темиçе хут йăвă. Вĕсем хушшинче траншейăсем. Умне пĕтĕмпех минăсем лартса тухнă, ура ярса пусаймăн, аллуна тăсаймăн, тăрса утас тесен, тĕрлĕрен спираль, йĕплĕ пралук, çаклансан, çавăнтах кайса ӳкĕн. Иртсе кайма та ан шухăшла, ан та тапаçлан. Дзот çинчи накатсем те вĕсен пирĕннинчен темиçе хут хулăн. Кашни хыр çинче темиçе «куккук» ларать. Хăçан хатĕрлесе ĕлкĕрнĕ, тетĕр-и? Кĕркуннех, çĕр шăничченех хатĕрленĕ çапла. Пирĕннисем вĕсене хăваласа килсе çакăнта чарăнмалла пулнă та, çакăнта вара хăвăрт-хăвăрт хамăра сыхламаллисене тума тивнĕ. Нумай-нумайăшне туса çитерме ĕлкĕреймен: çĕр шăнса ларнă, юр çуса тăкнă, çитменнине, кунта хăш-пĕр çĕрте юр айĕнчен те шыв тапса тухать. Çĕре алтса кĕме çук. Акă ăçта йывăрлăх. Вĕсене ӳплисенчен тĕтĕрсе кăларма, хăваласа яма йывăр. Вăй кирлĕ. Вăл, вăй тени, пирĕн кунта çукпа пĕрех.
Кунта пирĕн пысăк çарсем çуккине Николай Гурьянов хăй те аван пĕлет. Анчах тăшман пирки кăшт урăхларах шухăшланăччĕ. Инçетрен тĕплĕнрех курăнать çав. «Мĕншĕн, — тетчĕ вăл, карттă çине пăхса, — Ленинграда çăлма халĕ çурçĕртен те хĕвелтухăçĕичен вăйлă çарсем тăратмалла мар? Тăшман аслă хула еннелле те, кунталла та пăхать, ун çарĕсем сапаланнă». Мĕншĕнне хăй килсе курсан тин ăнлана пуçларĕ. Пиртен нумай-нумай аслисем ăна пиртен темиçе хут ытларах кураççĕ, терĕ вара хăй ăшĕнче.
— Иванов! Хатĕр-и? — чĕнчĕ сержант.
— Хатĕр, сержант юлташ! — вут умне кукленсе ларнă боец ура çине тăчĕ.
— Пирĕн апата çисе пăхăр, аслă лейтенант юлташ, — сĕнчĕ сержант.
— Хаваспах, — килĕшрĕ Гурьянов.
Хут сарнă сак çине вара пĕр çăкăр, кĕл ăшĕнче пĕçернĕ çĕрулми, сахăр, сало хучĕç, котелок лартрĕç. Гурьяновпа унăн салтакĕсене сало хурса пĕрер чĕлĕ çăкăр, куркапа чей тултарса пачĕç. Вĕри шыв мар, чăн-чăн чей, сахăрпа. Николай Гурьянова кун пек тутлă апат нихçан çимен пек туйăнчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...