Хĕçпе çурла :: 10
Вăрçă тесен, вăл кирек мĕнле çанталăкра та — ăшă-и, сивĕ-и, типĕ-и, çумăрлă-и, — çынна яланах йĕпе çине сапа, инкек çине синкек кӳрет. Инкек-синкек кăна-и? Унта вилĕм те сан умăнтах тăрать е сан хыççăнах çӳрет.
Николай Гурьянов ротине, эппин, çакăнти çула тăшман патне çити тасатма хушнă — вăл ирĕклĕн иртсе çӳремелĕх сарлака пултăр, темле йывăр машиншăн та унăн тĕпĕ-çийĕ хытă пултăр. Юрать-ха, шурлăх урлă рота лайăх çул хыврĕ, дивизи-дивизийĕпе, йывăр танксемпе малалла куçса кайма пулать унпа. Унтан вара? Шурлăх вырăнтан сăрталла хăпарсан, уяр çанталăкра тăшман куçĕ умне тухса тăратăнах. Тăшман кăнтăр варринче ĕçлеме парас çук сана, юта хăй патне яхăна ярасран вăл халĕ — Мускав таврашĕнчи тата Сталинградри çапăçусем хыççăн, — аманнă тискер кайăк пек хăрать, çавăнпа чĕрнине çивĕчлентернĕ, хăй шăртланать. Хăравçă вăрă-хурахăн куçĕ хупăнмасть, теççĕ. Çапла, уяр çанталăкра ĕç ăнас çуккине Николай Гурьянов, хăй ĕнер анчах унта кайса çӳренĕскер, питĕ лайăх чухлать, çавăнпа çав çул çинче вăл тĕттĕмре ĕçлеме шут тытрĕ.
Гурьянов взвод командирĕсене хăй патне чĕнтерчĕ. Чи малтан, яланхи пекех, Басалаев чупса пычĕ. Вăл ним чухлĕ те ывăнман пек курăнать, йăл-йăл кулкалать — таçтан вăй-хал килет çакă çамрăк çыннăн, унтан Серебряков, сарлака та вăрăмскер, сулмаклăн утса çитрĕ, юлашкинчен — Мартынов, вăл, темшĕн, сĕлкĕшрех паян, ĕшеннĕ, ĕнтĕркенĕ сăнлă. Рота командирĕ пурне те куçран тинкерсе тухрĕ, унтан хăйĕн шухăшне, камăн мĕн-мĕн тумаллине хыттăнах калама тытăннăччĕ кăна...
Çав самантра вĕсен умне тăн-тăн утăмпа Харитонов майор, батальон командирĕ, пырса тухрĕ.
— Майор юлташ!.. — чанк тăчĕ ун умне Гурьянов.
— Сăмахăр кирлĕ мар! — хыттăн пӳлчĕ ăна Харитонов. — Ним ĕçсĕр ларнине хамах куратăп. Халех эпĕ мĕн хушнине тума тытăнăр. Халех!
— Есть!
Рота тепĕр пилĕк минутран (салтак яланах штык пек хатĕр, теççĕ), строя тăрсан, хускалсан, Харитонов майор, хыçлă çуна çине ларса, хăй çулĕпе таçталла вĕçтерчĕ. «Хытă чĕреллĕ, çирĕп командир тейĕпĕр, — шухăшларĕ ун çинчен каллех Гурьянов. — Мĕншĕн-ха вăл çынпа йĕркеллĕн калаçма пултараймасть? Аслă-и эпĕ, кĕçĕн-и — пурпĕр çын-çке?»
Анчах асли хушнине çарта сӳтсе явманнине Николай Гурьянов лайăх пĕлет. Вăл хăйĕн ротине çул çине илсе тухрĕ.
Çанталăк пăсăлма тытăннăран-и — тӳпене хулăн хура пĕлĕтсем хупăрласа илме пуçларĕç, — тăшман вĕсене ĕçлеме чăрмантараймарĕ. Халĕ кăна канкаланă, тутă боецсем чăм-шыва ӳкиччен юр ывăтрĕç — такамсем иртсе каймалли çула тасатрĕç. Салтак пĕшкĕнсе сарлака кĕреçипе юр катса ăсса илет те, пилĕкке йывăррăн тӳрлетсе, анчах пуçне çĕклемесĕрех, çав юра аяккалла ывăтать. Вăйĕ юлми пулнине сиссен тин, юр çинех лаш! ларать те çамкине шăлкалать, хаш! сывласа илет.
Каçпала вĕсем хамăрăн малти дзотсем патнеллех çул хыврĕç. Ĕнтĕ «килĕсене» таврăнса кăшт канма та вăхăт. Анчах салтакăн «кил» тенийĕ çук. Вăл инçетре. Кунта ăçта выртан, çавăнта вăхăтлăха е... ĕмĕрлĕхе куçна хупатăн. Çук, çакăн пек ывăнса çитсен е хăрушă çапăçуран тухсан, ун çинчен шухăшламастăн, ун пирки пăшăрханмастăн. Халĕ ним пĕлми пулса куçа хупасчĕ, çывăрса каясчĕ, тĕлĕк курас марччĕ.
Рота вăрман уçланкине, «хăйсем патне» кайма тухсан, уйра урăм-сурăм çил-тăвăл хускалчĕ. Фронтри çулсем çинче темле кăна амака лекнĕ, темле кăна нуша витернĕ çынна та акăш-макăш çил арçури пек усаллăн шăхăрни тĕнче пĕтессине пĕлтернĕн туйăнса каять. Кĕртсем çийĕпе (вĕсем шурăран пăртак палăраççĕ-ха) татти-сыпписĕр сăлпăран юхать, сивĕ çил сивĕ юра, çĕре хăвăртрах тасатасшăн пек, таçталла хăвалать, хăвалать. Иртсе пырана çав хаяр шăпăрлан пăтăрмах питрен юрпа сурать, куçне хупласа хурать, унăн хĕвне çатăрласа кĕрсе каять, кăкăрне хĕстерет, сывлайми тăвать. Ураран ура аран иртекен пулать. Эсĕ шинель çухине тăрататăн, çĕлĕкне пусарах лартатăн, вара, пĕшкĕнсе, çиллентернĕ тискер кайăк пек пуçупа сĕкĕнетĕн, пĕтĕм талппăвупа малалла талпăнатăн.
Рота айлăма анчĕ. Анчĕ те, çынсем чĕркуççи таран юр ашма пуçларĕç. Хăйсем ик-виçĕ кун хушши тасатнă çула вырăнĕ-вырăнĕпе юр шăлса кайнă, çул урлă унта-кунта утса каçма çук кĕрт тăсăлса выртать.
— Стой! — çиле çĕнтермелле хăватлă сасă янăраса кайрĕ малтан. Ун хыççăнах «стой», «стой» икĕ-виçĕ çĕртен каярахрисенчен илтĕнчĕ. Мĕн пулнă?
— Басалаев! Серебряков! Мартынов!..
Гурьянов взвод командирĕсене мала, хăй патне чĕнет иккен. Лешсем аран-аран хашкаса чупса çитрĕç.
— Взводăрсене халех чарса тăрататăр та, çула тасатма тытăнатпăр. Ăнлантăр-и?
Лешсенчен пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕ, юр аша-аша, кирлĕ çĕрелле чупса кайрĕç.
Кунĕпе ĕçлесе халран кайнă рота асар-писер çил-тăвăлпа, ăна пула çул çине хӳсе тултаракан юрпа çапăçма тытăнчĕ...
Ирпеле, çанталăк асма-урма пăраха пуçласан, çул çинче ĕçлекенсенчен аяккарах сывлăшра татти-сыпписĕр хăрушă кĕрлев янăраса кайрĕ, йăлттам çутă хыççăн çутă пĕлĕте йăлтăртаттарчĕ. Ку вăл мĕн иккенне çул çинчи салтаксем ăнланаймарĕç — те тăшман перет, те хамăрăн — юр ăшне пашлата-пашлата чикеленчĕç. Çук, снарядсем кунталла мар уласа вĕçеççĕ, вăрманпа хир çийĕн лерелле аçа çапнă пек ыткăнаççĕ, унта çĕр, пĕтĕм йĕри-тавралăх тӳнлетсе, шатăртатса та çатăртатса выртать! Эппин, эпир тапранатпăр.
— Юлташсем! — кăшкăрчĕ дамба варринче тăракан Николай Гурьянов тупă сассине çĕнтерес пек хыттăн. — Акă мĕншĕн кирлĕ пирĕн çул. Эпир шăнса та тарласа, тертленсе те асапланса тасатнă çулпа пирĕн çарсем — тупăсемпе танксем иртсе каймалла! Хăвăртрах!
Юлташĕсене урăх нимĕнле сăмах та кирлĕ марччĕ ĕнтĕ. Вĕсем ку таврара мĕн пулса иртессине ăспа кăна мар, чĕрепе ăнланаççĕ. Вĕсем тăсăлса ӳкиччен тăрăшма, вăй-хала хĕрхенмесĕр, хатĕр. Пĕр сăмахсăр...
Анчах ку вăл, тупăсем çапла кĕрлени-шавлани, халлĕхе, фронтри пек каласан, пĕр-пĕр пĕчĕк операцие, вырăнти çапăçăва кăна пĕлтернĕ. Апла пулин те, вăл çынсен ĕмĕтне çĕклентернĕ, чунĕсене хавхалантарнă, ĕшеннĕ ал-урана вăй-хăват кӳнĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...