Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
— Мĕн чухлĕ чикарка тума пулать ку хаçатсенчен, — илтĕнчĕ кăмака патĕнчен.
— Чикарка тăвиччен вуласа пăхар мар-и, юлташсем? — терĕм эпĕ, «Канаш» хаçата илсе.
— Вулăр, вулăр, — терĕç хĕрсем.
— Яра пар! — каллех илтĕнчĕ кăмака патĕнчен. Эпĕ «Канаш» хаçата вулама пуçларăм. Вуланă хушăрах, çамрăксем мĕнле лараççĕ-ха тесе, куç айĕпе сăнаса пытăм. Чиперех лараççĕ иккен: хĕрĕсем тимлесех итлеççĕ, каччисем вара итлекенни итлем пек тăвать, итлеменни мăкăртатса ларать... Индустри заемĕ çинчен вуласа патăм кăна, урамра купăс сасси илтĕнсе кайрĕ... Çамрăксем хускалса илчĕç, хăшĕ-пĕри кăмака çумне, урайне сарăлса выртнисем ура çине тăчĕç.
Эпĕ те вулама чарăнтăм. Алăк яри! уçăлчĕ те, пӳрте иккĕн пырса кĕчĕç. Купăсçи çаплах купăсне туртать. Гавриков вĕсене хирĕç тăчĕ, хаçат вуланă пирки лăпланма ыйтрĕ. Купăс калаканĕ хăнк та тумарĕ. Унăн юлташĕ, куçне-пуçне чарса пăрахса, тискеррĕн кăшкăрса ячĕ:
— Улахра кам хаçат вулать?
— Чим-ха, чим, Муля, — лăплантарма хăтланчĕ Гавриков, — çилленме кирлĕ мар. Эппин, калăр ташă кĕвви, хĕрсен ташлас килет пуль...
Эпĕ ларакан сĕтел патне Маюк пычĕ, шăппăн кăна сĕтеле илсе кайма сĕнчĕ. Тĕпелте вăл мана Муляпа çыхланма кирлĕ марри çинчен асăрхаттарчĕ.
— Мĕншĕн апла? — ыйтрăм эпĕ.
— Çынни çавнашкал, — терĕ Маюк, — ялта вăл никамран та хăрамасть, питĕ чăрсăр çын…
Маюк тата темĕн каласшăнччĕ, калама ĕлкĕреймерĕ. Пирĕн пата хайхи Муля пырса тăчĕ:
— Ку — мĕнле ăçти çук? — ыйтрĕ вăл Маюкран, ман çине кăтартса.
— Ăçтиçук мар, — пĕлтерчĕ Маюк, — вăл райкомол секретарĕ.
Муля ман тăрăх тиркевлĕн пăхса илчĕ, нимĕн каламасăр шăл витĕр чĕлт! сурчĕ. Унăн сурчăкĕ кăмака çумĕнче ларакан ачана пырса лекрĕ.
— Мĕн эсĕ, Муля, тĕве пек çын çине суратăн, эпĕ лаххан мар вĕт саншăн, — терĕ ачи, сурчăкне тасатса.
— Вăта кукăр вăтанчăк, тури кукăр туранчăк, хупла çăварна! — кăшкăрса пăрахрĕ Муля. — Кĕçтук, — терĕ вăл, — халех ман пата!
Ун патне никам та пымарĕ. Вара Муля кăн-кан пăхса илчĕ те, алне сулса, пӳртрен тухса кайрĕ.
— Эрех патне кайрĕ, — систерчĕ Маюк, — ĕçсе çитеймерĕ пулас-ха...
Муля тухса кайсан, улах лăштах сывларĕ. Шыв сыпнă пек çăвар уçмасăр ларнă хĕрсем хавасланса кайрĕç. Вĕсем савăнăçлăн калаçма пуçларĕç, шӳтлесе, кулкалаçа илчĕç. Хуткупăс калакана ташă кĕвви калама тилмĕрме пуçларĕç.
— Кала ĕнтĕ, Феофан, — хĕрсем майлă пулса сăмах хушрĕ Гавриков. — Ура тупанĕсем кĕçĕтеççĕ пуль çавсен...
Феофан нумай тилмĕрттермерĕ, ташă кĕвви яра пачĕ. Хĕрсемпе ачасем мăшăрăн-мăшăрăн ташлама пуçларĕç. Юнашар тăракан Маюкран эпĕ ташлакансем çинчен ыйтса пĕлтĕм.
Пирĕн пата Вася Гавриков пычĕ.
— Ку Муля, шеремет, — терĕ вăл, — кĕçех пăсатчĕ пирĕн улаха.
— Эпĕ те питĕ шиклентĕм, — терĕ Маюк.
— Мĕншĕн аплах хăратăр вара? — ыйтрăм эпĕ. — Эсрел мар пулĕ-çке вăл?
— Тепĕр чухне эсрелтен те усал, — терĕ Маюк, — манăн курассăм та килмест ăна.
— Яла хăçан-таврăннă вара вăл? — ыйтрĕ Гавриков.
— Мур пĕлет-и, — терĕ лешĕ, — эрне ытла ĕнтĕ улахсене тĕркĕштерсе çурет...
— Ялта пурăнмасть-и-мĕн вăл? — ыйтрăм эпĕ.
— Ялта мар, — терĕç Маюкпа Гавриков, — Чулхулара приказчикре ĕçлет, тет...
— Çитĕ Муля çинчен, — терĕм эпĕ. — Манăн акă хитре калав пур, «Рабфак хĕрĕ» ятлăскер. Итлеме кăмăл тăваççĕ-ши хĕрсем?
— Тăваççĕ пулмасăр, — пĕлтерчĕ Маюк. — Чăвашла вуланине питĕ килĕштереççĕ вĕсем.
— Эппин, — терĕм эпĕ, — пĕлтер хĕрсене... Ташлама чарăнчĕç. Чĕп-чĕр тара ӳкнĕ купăсçă, питне-куçне шăлкаласа, тула тухса кайрĕ.
— Хĕрсем! — терĕ Маюк? — наччаслăха лăпланăр-ха. Александров юлташ хитре калав вуласа парас, тет. Итлеме кăмăлăрсем пур-и сирĕн?
— Вулатăр! Итлетпĕр! — илтĕнчĕ хĕрсен хушшинчен.
— Пире итлеме юрать-ши? — ыйтрĕ пĕр ачи.
— Мĕншĕн юрамасть? — терĕ Гавриков, — сирĕн хăл-хăрсене мăк чикмен пулĕ-çке... Ан чăрмантарăр кăна...
— Ну, пуçлăпăр, эппин...
Эпĕ вулама пуçларăм. Пӳртре шап, шăна вĕçни те илтĕнмелле... Хĕрсем çеç мар, ачасем те лăпкăн лараççĕ. Эпĕ хастарлансах вулама пуçларăм. Вуланăçемĕн вулас килсе пырать. Вăл калав мана хама та килĕшет, авторне те пĕлетĕп. Вăл — Мĕтри Исаев, кĕске вăхăт хушши «Çамрăк хресчен» редакторĕнче ĕçленĕскер. Халĕ «Сунтал» журнал секретарĕнче ĕçлет.
Çур сехете яхăн вуласан, итлекенсем йăлăхма пултарĕç тесе, самантлăха чарăнтăм та хурантан шыв кайса ĕçрĕм. Тепĕр хут вырнаçса ларса вулама пуçланăччĕ çеç, сасартăк хапхана шалтăр! тутарчĕç. Улах халăхĕ хускалса илчĕ. «Мĕн пулчĕ капла?» — шухăшларĕç пулмалла.
Эпĕ вулама чарăнтăм, çынсем çине пăхса илтĕм. Хĕрсем те, каччăсем те тем пуласса кĕтнĕ пек лараççĕ. Маюка сăнарăм. Вăл тăрса тепĕр хĕрпе пĕрле алăк патнелле кайрĕ. Вĕсем алăкран тухма хатерленнĕ çĕре алăк уçăлса кайрĕ те, каллех Муля пырса кĕчĕ. Кăвак сукна пиншакне йӳле янă, икĕ кĕсйинчен те эрех кĕленче курăнать, хăй ура çинче те аран тăрать.
— Эпĕ ка-ам?! тискеррĕн кăшкăрчĕ вăл.
Маюкпа унăн хĕр-тусĕ Муляна лăплантарма хăтланчĕç. Лешĕ вĕсене сирсе ячĕ, эпĕ ларакан çĕре çитрĕ.
— Грамотнăй? — терĕ вăл, сĕтел çинчи хаçат-журналсем патне кармашса, — çутта кăлартăр? Кам чĕнчĕ сире кунта?
Эпĕ, нимĕн тума аптраса, тапранмасăр лартăм йăпăрт кăна Маюк çине пăхса илтĕм. «Мĕн тумалла ку эсреметпе?» — ыйтрăм унран куçпа кăна. «Ан çыхлан!» — тенĕ пек ăнлантăм Маюка.
Унччен те пулмарĕ, хĕрсем те, каччăсем те пĕрерĕн-икшерĕн туха-туха кайма пуçларĕç. Кăмака çинчен турчка пек кукăрăлнă хĕрарăм анчĕ. «Ку — Маюк амăшĕ пулас, — шутласа илтĕм эпĕ, — ăна асат хуçнă пулмалла».
Вăл пирĕн паталла ик-виçĕ утăм турĕ, ӳсĕр Муляна çаннинчен сĕртĕнчĕ:
— Муля килнĕ-çке! — терĕ вăл.
Эпĕ сиксе тăма хатĕрлентĕм. «Сывмар çынна тĕкĕнет пулсан, — шутларăм ăшăмра, — Муляна халех кăларса перетĕп...»
Шикленни ахалех пулчĕ. Маюк амăшне курсан, Муля ăна ыталаса илчĕте сасăпах йĕрсе ячĕ.
— Инке! — терĕ вăл, — мĕн тăваççĕ манпала!.. Çапла вĕçленчĕ пирĕн «хĕрлĕ улах».
9
Ирхине ирех пирĕн пата Маюк чупса пычĕ.
— Ыйхи тутлă пулчĕ-и? — ыйтрĕ вăл, кĕнĕ-кĕменех.
— Лайăх çывăрнă, — терĕмĕр эпир Гавриковна. Анна аппа пирĕн валли сĕтел çине хатĕрлетчĕ. Хăрах ураллă пулин те, килте вăл çаплах кĕштĕртетет.
Уксах юласси çапла пулнă иккен. Иртнĕ хĕлле Анна аппа хăйĕн машăрĕпе, Хĕлип пиччепе, çичĕ çухрăмри пĕр яла ĕçке кайнă пулнă. Эрех-сăраран именсе тăман пулать хăйсем. Иккĕшĕ те картран иртичченех ĕçсе тултарнă. Çĕр хута киле кайма шутланă. Лашине кӳлкеленĕ те аран-аран ларкаласа тухнă. Уя тухсанах асар-писер çил-тăман тапраннă. Часрах çитес тесе, Хĕлип пичче лашине хăвалама пуçланă. Пĕр сулнăкра ӳсĕр Анна çуна çинчен тухнă ӳкнĕ. Çакна Анни те, упăшки те сисмен.
Нумай пулать-и, сахал пулать-и, хайхи Анна сивĕ чĕпĕтиипе вăранать те, юр çинче пĕччен выртнине курсан, шалтах тĕлĕнсе каять. «Ăçта эпĕ, мĕн пулнă капла? — шухăшлать, ăнран кайнăскер. Пăхать хайхи, хăрах уринче кăçатти çук та, таçта ӳкнĕ хывăнса. Мĕн тăвас? Тăрать те Анна, çил-тăман витĕрех, хăрах кăçатăпах килелле утать. Васкать Анна, утнă çĕрте утать, чупнă çĕрте чупать. Хĕл сиввинче чăлха вĕççĕн утса пăх-ха, пĕлĕн вара Анна мĕн тӳснине!..
Çакăн хыççăн больницăра Анна аппа урине чĕркуççи таранах татаççĕ, вăл ĕмĕрлĕхе уксах пулса юлать...
Анна аппа инкекĕ çинчен мана Гавриков каласа панăччĕ, вăл хăй те çавăн çинчен час-часах аса илет.
— Ух, çав эрех-сăрана, — тет вăл халĕ, ĕçкĕ-çикĕ çинчен сăмах тапратсан, — кам мурĕ шутласа кăларнă çав эрех тăвас япалана? Вăл этеме эпĕ эрех хуранне ярса вĕретнĕ пулăттăм...
Маюк нумай лармарĕ. Вăл пирĕн хаçат-журналсене илсе килнĕ иккен. — Мĕнле, «Рабфак хĕрне» вуласа тухрăн-и? — ыйтрăм Маюкран.
— Вуласа тухрăм, — терĕ вăл, — питĕ савăнса вуларăм.
— Паян улах пулать-и?
— Çук, — терĕ вăл, кулкаласа, — эрне каç вĕт паян. Эрне каç улах лармаççĕ пирĕн...
— Мĕншĕн тата?
— Эрне каç ĕçлеме хушман... Мунча кĕреççĕ, урай çăваççĕ, каçхи кĕлле чиркĕве каяççĕ...
— Пуху пухсан, çамрăксем пуçтарăнĕç-ши?
— Кам пĕлет? — терĕ Маюк, — пыраканĕ пырать, пыманни пымасть.
— Эсĕ ху пынă пулăттăн-и?
— Ăçта?
— Çамрăксен пуххине тетĕп-çке.
Маюк çийĕнчех ответлемерĕ. Вăл пĕрре Гавриков çине, тепре ман çине пăхса илчĕ те умнелле çавăрнă вăрăм çивĕт вĕçне пĕтĕркелерĕ.
— Кирлĕ пулсан, мĕншĕн пырас мар?..
Маюк тухса кайсан, Гавриковпа иксĕмĕр каçхине çамрăксен пуххине ирттересси çинчен калаçса татăлтăмăр.
— Вася, — терĕм Гаврикова, — сан шутпала мĕнле пек, Маюк комсомола çырăнать-ши? Питĕ кĕртесчĕ-çке ăна...
Вася куçран чăрр! пăхрĕ те кксне пытарчĕ.
— Темле-çке хăйĕнчен ыйтса пăхас пулать.
Эпир ял Советне кайма тухрăмăр. Çул çинче Вася ял Совет председателĕ çинчен каласа кĕçех култарса вĕлеретчĕ. Иртнĕ суйлавра Хурăнварта отчетпа суйлав пуххи ирттерме халăх хăваланă пулнă. Халăхĕ шкула лăках тулнă. Ял Совет ĕçĕсем çинчен отчет тума председателе сăмах париччен регламент пирки тавлашма пуçлаççĕ. Пĕри отчет тума председателе хĕрĕх минут парасшăн, тепри çур сехет те çитет, тесе шутлать. Тавлашсан-тавлашсан, докладчике çур сехет пама йышăнаççĕ.
Председатель — Сĕрĕм Михали тенĕскер — ура çине тарать, доклад тума пуçлать:
— Халăх, юлташсем, — тет вăл, аллине кĕсъене чик-се, — эсир кунта кăлăхах тавлашрăр. Доклад тума мана икĕ минут та кирлĕ мар. Итлĕр, манăн отчет çакă пулать: иртнĕ шăматкун пухнă налог укçине пĕтĕмпех вулăса леçсе патăм... Ĕнĕнместĕр пулсан, квитанци кăтартма пултаратăп...
Çапла калать те хайхи, кĕсъерен квитанци кăларса çӳле çĕклесе кăтартать. Пĕтĕм отчечĕ çавă пулать унăн.
Эпĕ ахăлтатсах кулса ятăм, ниепле те чарăнаймастăп. Гавриковран каллех ыйтатăп:
— Халĕ çавăн патне каятпăр-и?
— Çук ĕнтĕ, — терĕ вăл, — суйлавра уншăн пĕр çын та алă тăратман. Халĕ урăххи ĕçлет...
Хурăнварти çамрăксен пухăвĕ (Муля аташнине шутламасан) йĕркеллех иртрĕ темелле. Пухăвĕ иртрĕ те-ха вăл, кайран вара шутсăр тискер инкек сиксе тухрĕ. Каласа пама та йывăр ун çинчен...
Ултă сехет тĕлĕнче райкомол ячĕпе эпĕ çамрăксен пухăвне уçрăм. Пилĕк çынтан президиум суйларĕç. Президиум членĕсем хушшинче, Гавриковпа мансăр пуçне, Маюк та пулчĕ. Вася Гавриков (вăл председательччĕ) питĕ йĕркеллĕ тытрĕ пуху тилхепине. «Пултарать пирĕн Гавриков, ахальтен мар ăна райкомол бюровĕн членне суйларĕç, — шутларăм, ун çине пăхса. — Вĕрентесчĕ ăна пĕр-пĕр аслă шкулта...
Комсомол программипе, уставĕпе паллаштарма Гавриков юлташ сăмах мана пачĕ. Сăмахăма эпĕ тăсас темерĕм, кĕскерех те ăнлануллăрах пултăр, терĕм. Ыйтусем чылай пулчĕç. Тĕлĕнмелле: Муля та пухура ларать иккен, ӳсĕр те мар пулас хăй паян.
— Комсомолта тăман çамрăксем хăйсен организацине — хресчен çамрăксен союзне — тума пултараççĕ-и? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Çук, — терĕм эпĕ, — пирĕн çĕршывра ун пек Союз пурри çинчен илтменччĕ-ха. Рабочисемпе ĕçхресченĕсен çамрăксене пĕрлештерсе тăракан пĕртен-пĕр организаци пирĕн çĕршывра — комсомол , пулса тăрать...
— Питĕ шел! — терĕ те Муля хăйĕн вырăнне ларчĕ. Ыйтусем хыççăн, çамрăксен чĕлхи-çăварне салтса ярас тесе, Гавриков юлташ хăй сăмах илчĕ. Вăл Хурăнвар çамрăкĕсем халĕ те, революци пулнăранпа вунă çул иртнĕ хыççăн та, тĕттĕмлĕхре пурăнни çинчен аса илтерчĕ. Ялта комсомол ячейки уçма кирлине лайăх палăртса хăварчĕ. Уйрăмах вăл Муля ялта чăрсăрланса тискерленнине питлерĕ. Муля хыççăн кайсан ырри пулас çукки çинчен çамрăксене асăрхаттарчĕ.
— Кам сăмах илет? — ыйтрĕ Гавриков.
— Сăмах пама ыйтатăп, — илтĕнчĕ хыçалтан. Президиум сĕтелĕ патне Муля пырса тăчĕ.
— Ан парăр ăна сăмах, унран ыррине кĕтме çук! — хăлхаран пăшăлтатса каларĕ Маюк.
Эпĕ Гавриков çине пăхса илтĕм. Вăл мана сăмахсăрах, куçĕпе кăна ответлерĕ: «Калатăр, курăпăр мĕн сӳпĕлтетнине...» — ăнлантăм ăна.
— Ан тив, — терĕм Маюка хăлхаран, — пĕлтертĕр ăшра мĕн пуррине...
Муля, эпир ун пирки пăшăлтатнине сиснĕ пекех, малтан Маюк çине, унтан ман çине çилĕллĕн пăхса илчĕ те, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса, парта çине çатлаттарчĕ:
— Хурăнвар яш-кĕрĕмĕсем! — янăраса кайрĕ унăн сасси шăпланнă залра, — паянхи эрне каç, çунса кайнă пек, ахалех пĕтрĕ, шуйттан кĕвенти!..
Пуху хускалса илчĕ. Эпĕ Маюк çине пăхрăм. Вăл Муля каланипе çав тери тарăхса ларать, ниепле те лăпланма пултараймасть...
— Лăплан, Маюк, — хăлхаран каларăм эпĕ, — малалла итлер...
— Кăна пĕлнĕ пулсан, — терĕ Муля, — эсир те, эпĕ хам та чиркĕве каçхи кĕлле кайнă пулăттăмăр. Вăрăм çӳçлĕ пуп унта ырă кĕлĕсем вуласа паратчĕ, турă юррисене итленĕ пулăттăмăр. Тĕрĕс калатăп-и, çамраксем?
— Çапла! Тĕрĕс! — илтĕнчĕ хыçалтан.
— Тĕрĕс мар! Долой! — илтĕнчĕ темиçе çĕртен. Гавриков яшт çĕкленчĕ, чернил кĕленчи хуппипе сĕтеле шаккарĕ.
— Юлташсем, — терĕ вăл, — оратора пӳлме чаратăп. Кунта ларакансенчен кашниех хăйĕн шухăшне уççăнах каласа пама пултарать! Ăнлантăр-и?
Унтан вăл Муля еннелле çаврăнчĕ те:
— Кала, Николай, малалла, — терĕ.
Муля çакна пачах кĕтмен иккен. Вăл председатель хăйне чарма хăтлансан залри çамрăксене пĕтĕмпех хăй майлă çавăрма, çав майпа пухăва салатса яма ĕмĕтленнĕ нккен. Калас тенĕ сăмахĕ те унăн пыра ларнă пек пулче. Пĕр хушă нимĕн калама аптăраса тăнă хыççăн, вăл çĕлĕкне тăхăнчĕ те çапла вĕçлерĕ:
— Мĕне кирлĕ пире комсомол? Хурăнварсем ку тарăнччен комсомолсăрах пурăннă, малашне те пурăнĕç-ха...
Алăк патне çитсен, вăл пуçĕнчи çĕлĕкне илсе сулларĕ, президиум çине пăхса, çапла каларĕ:
— Айтăр, çамрăксем, Наçтаç инке патне. Унта картла çапăпăр, кăмăла çĕклеме ханшине те сыпăпăр. Укçашăн ан тăрăр, акă вăл укçа — кĕсъере... Угощаю!..
Çакă унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ: алăка яр! уçрĕ те тухса кайрĕ. Ун хыçĕнчен пилĕк-ултă çамрăк тухрĕ, вара залра каллех йĕркеленчĕ.
— Таси паха! — терĕ Маюк, пухури çамрăксен шухăш-кăмăлне палăртса.
Çамрăксем кулса илчĕç, лăпланчĕç.
Пуху вĕçĕнче комсомола çыртăмăр. Шăпах вуникĕ çын çырăнчĕç: вунпĕр ача та пĕр хĕр. Хĕрĕ ĕнтĕ вăл, паллах, Маюк пулчĕ. Пĕр хĕр кăна сахал та, мĕн тăвас те-тĕн-ха?..
Пуху саланнă тĕле çанталăкĕ пăсăлчĕ, те юр çăвать, те çумăр — уйăрса та илес çук. Тӳпене пĕлĕтсем карса илнĕ, урамра пăч-тĕттĕм. Шкултан тухса кăшт çеç кайрă-мăр, çамрăксем ăçта кирлĕ унта саланса пĕтрĕç.
— Вася, — терĕм Гаврикова, — Маюка ăсатса ярас мар-ши?
— Инçе-и кунта, — хирĕçлерĕ Маюк, — çитетĕп пĕччен те... Хăвăр та ĕшентĕр пулĕ паян.
— Чăнах та ăсатса ярар, эппин, — терĕ Гавриков. — Инçе мар пулсан та, тĕттĕмре пĕччен утма кичем.
— Çук, çук, кирлĕ мар, — пăт тăтсăх хирĕçлерĕ Маюк. — Сывă пулăр, ырă тĕлĕк тĕлне пулăр... — Çапла каларĕ те вăл тĕттĕмре çухалчĕ.
— Маюк, — терĕмĕр эпир, — тăхта! Ан кăй пĕччен!
Сас-хура пулмарĕ. Тăркаларăмăр та урамра пĕр хушă, Гавриков патне кĕтĕмĕр...
Хĕлип Егорчпа Анна аппа çывăрман иккен, пире кĕтсе ларнă пулĕ вĕсем. Хуçи çăпата тăвать, Анна ăппа чăлха çыхать.
— Нумай çӳрерĕр-çке, — терĕ Анна аппа, — хырăмăрсем мĕн курчĕç пулĕ паян?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...