Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 18 пай
Çĕр улми кăларса пĕтерсен аслă классенче вĕренекенсем каллех шкула çӳреме тытăнчĕç. Вутă пирки сăмах хускатсан Лешăна та малтан амăшĕ ĕненмерĕ. Тепĕр кун фермăран таврăннă тĕле чи лайăх вутă кил картийĕпе сапаланса выртнине курсан ывăлне чунтан ыталаса илчĕ:
— Мĕнле пултартăнах? Шоферне хăть тав турăн-и?
— Эсĕ пуçтарса панă çăма пĕтĕмпех патăм. Аран-аран илчĕ Гаврил Сергеевич. Ачасем валли алсиш-нуски çыхма лайăх-ха терĕ.
Уй-хир ĕçĕсем кал-кал пычĕç. Кашкăр Карачăмĕпе пулса иртнĕ пăтăрмах çеç çынсене пăртак култарса вĕсен кăмăлне тултарчĕ. Çав хаяр этем темĕнле майпа Синере Гаврилов шофер икĕ хутчен вутă рейсĕ тунине пĕлне те ăна пĕррехинче тытса чарса ун валли те вутă турттарса килме хушнă майлах каланă.
— Мĕнле тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн? — ыйтнă Гаврилов. — Кусен ашшĕсем вăрçăра пуç хунă, хăйсем шкулта «пиллĕкпе» çеç вĕренеççĕ. Çитĕнсен — министра тухаççĕ. Сан ачусем «иккĕ» хыççăн «иккĕ» çеç илеççĕ тет-ха.
— Министăра? Кам парать вĕсене справка колхозран тухса кайма? Конюхра ĕçлеме ирĕк парсан та темĕн пекехчĕ! — ахăлтатса кулса янă Кашкăр Карачăмĕ,
— Илтнĕ эпĕ вăрçа кайнă чухне эсĕ Канаша çеç çитнине... Пултараймастăп вуттуна кӳме.
— Хăв ăçта çитнĕ — тĕрĕслемелле-ха!
— Тĕрĕслеме йывăр пулать, мĕншĕн тесен ман машина ураписен йĕрĕсене тупма Берлин урамĕсенче çӳреме тивет, Волков...
Вутă мар, Карачăм арăмĕпе унăн качча каяйман аппăшĕ кăларнă çĕр улмине те пĕр шофер тиеме килĕшмест. Юлашкинчен уйра вĕсен çĕр улми куписем çеç тăлăххăн тăрса юлаççĕ. Кашкăр Карачăмĕ райцентра çитет — усăсăр. Канашра пулать — вăхăта ахаль ирттерни çеç. Тăм ӳкме пуçласан ăна хăйне колхоз правленине чĕнсе асăрхаттараççĕ — çĕр улми шăнтса ярсан хакне пилĕк хут ӳстерсе шыраса илеççĕ... Аран-аран лав тупса путвала турттарать вăл кая юлнă çĕр улмине. Халăхра вăй — ăна хирĕç ытлашши ан сик!
...Математика кружокĕ хастарлансах ĕçлет-ха. Çамрăк математиксем Паскаль операцийĕпе паллашрĕç, вăл пулăшнипе биномиаль коэффициенчĕсене палăртма, факториал çыхăнăвĕсене тупма вĕренчĕç, унтан Паскаль йĕркин шалти членĕсене пайлама пултаракан чи пысăк цифрăна шыраса тупма хатĕрленчĕç.
Анчах ку задачăна шутлама ĕлкĕреймерĕç. Пĕррехинче шкула эрне кун Семен Андрейчпа шлепкеллĕ çамрăках мар çын пырса кĕчĕç, Улттăмĕш класа вĕсем шкул директорĕпе Антон Ефимовичпа пĕрле пычĕç. Шлепкеллĕ çынни Шупашкартан математикăпа физика шкулĕнчен ятарласа вĕсен ялне килнĕ иккен. Паскаль виçкĕтеслĕхĕн юлашки задачине шутлама уроксем хыççăн Эртиванпа Лешăна тата Наталие хăварчĕç. Унтах Улькала Павлов хăйсен ирĕкĕпе юлчĕç.
Чăн малтан Лешăран ыйтрĕç. Вăл тетрадĕнчи иккĕмĕш ӳкерчĕклĕ страницăна уçрĕ.
Çак ӳкерчĕкри кирек хăш йĕркене, тĕслĕхрен, юлашки умĕнхине, 13-мĕшне илер-ха, — тесе пуçларĕ хăйĕн явапне Красков. — Куратăр-и, унăн чи хĕрринчи единицисемсĕр пуçне, пурте 13 çине пайланаççĕ. Ирĕксĕрех çакăн пек гипотеза çуралать: m йĕркен шалти пур членĕсем те m çине пайланаççĕ. Шалти членсем тесе эпир йĕркен пур членĕсене те, хĕрринчи нуль тата юлашки йĕркесен членĕсемсĕр пуçне, калатпăр. Апла пулсан Паскалĕн нуль тата пĕрремĕш йĕркисенче нимĕнле членсем те çук. Тĕрĕслес шутпа юри суйламасăр кирек хăш тепĕр йĕркене, тĕслĕхрен, 7-мĕшне илсе пăхăпăр. Тĕрĕслетпĕр: унăн кашни шалти членĕ 7 çине пайланать. Çав вăхăтрах улттăмĕш йĕркен шалти членĕсем 6 çине, вун тăваттăмĕш йĕркен шалти членĕсем 14 çине пайланаççĕ...
— Çитет, — терĕ Шупашкартан килнĕ Аким Лукич Мултиеров (çапла чĕнеççĕ-мĕн тĕп хулари физикăпа математика шкулĕн учительне). — Халĕ пĕрремĕш предложение калăр.
— Паскалĕн n-мĕш йĕрки m çине пайланать, n апла тăк n-па m çине пайланать.
— Хăвăр каланине ĕнентерсе парăр.
— n, халь çеç каланă пек, m çине пайланни n-мĕш йĕркен пĕрремĕш шалти членĕ n пулнинчен килет.
— Питĕ лайăх, Красков. Ларăр. Малалла Алмазова Наталие Красков ăнлантарма чарăннă вырăнтан пуçлама ыйтатпăр.
Натали тăчĕ те пĕр пăлханмасăр çапла калама тытăнчĕ: пĕр енчен, 13-пе 7 число хушшинчи уйрăмлăха, тепĕр енчен — 6-па 14 число хушшинчи уйрăмлăха палăртас тесе тăрăшнă чухне эпир малтанхи икĕ числи хутсăр, иккĕмĕшĕсем хутлă пулнине асăрхатпăр. Унтан Паскалĕн m-мĕш йĕркин шалти пур членĕсем те m çине тата вăл хутсăр чухне çеç пайланнине кăтартатпăр. Çав вăхăтрах n-мĕш йĕркен шалти пур членĕсем те m çине пайланнине куратпăр. Хамăр шухăшсене эпир теоремăра пĕтĕмлетме пултаратпăр, анчах унччен пирĕн çичĕ предложени йĕркелесе çиччĕшне те ĕнентерсе пама тивет.
— Çитет. Иккĕмĕш предложение калăр, — терĕ Аким Лукич.
Леша, Наталипе нумайранпа калаçмасть пулин те, унăн кашни сăмахне тытма тăрăшать.
— Паскалĕн s-мĕш йĕрки m çине пайланать тейĕпĕр. Ун чухне Паскалĕн rs номерлĕ йĕрки m çине пайланма, r-мĕш йĕрке m çине пайланма пултарни кирлĕ.
— Иккĕмĕш предложение ĕнентерсе парăр-ха.
— 2—7 предложенисене ĕнентерме малтан çак леммăна илсе кăтартмалла.
1 лемма. 0 ≤ a ≤ r тата Паскалĕн s-мĕш йĕрки m çине пайлантăр. Вара Сasrs — Сᵃr уйрăмлăхĕ m2 çине пайланать.
— Маттур, Алмазова! Ларăр.
Кун хыççăн Мултиеров Петрова Улькапа Павлов Ильяран ыйтрĕ. Иккĕшĕ те ку задачăсем пирĕншĕн йывăртарах тесе хуравлама килĕшмерĕç. Юлашкинчен Эртиван Эртиванова черет çитрĕ. Чи йывăрри, паллах, ун çине тиенчĕ. Эртиванова Паскаль теоремипе пилĕк предложенин ĕнентерĕвне ăнлантарттарчĕç. Аким Лукич ачасем Паскаль виçкĕтеслĕхне пĕлнипе питĕ кăмăллă пулчĕ. Вăл малалла Улькапа Павловран темĕнех ыйтмарĕ, Красковпа Алмазовăна тата Эртиванова алгебрăпа, физикăпа тата химипе темиçе ыйту парса тĕрĕслерĕ. Кун хыççăн директорпа Аким Лукич тата Мария Ивановна кĕске канашлу ирттерчĕç те Красковпа Эртиванова тата Алмазовăна Шупашкарти физикăпа математика шкулне вĕренме йышăнни çинчен пĕлтерчĕç. Аким Лукич ку шкулта республикăри чи талантлă ачасем вĕренни, вĕсем тĕп хулара интернатра пурăнни, пурне те апат укçасăрах çитерни çинчен пĕлтерчĕ. Шупашкарти физикăпа математика шкулĕнчен вĕренсе тухакансем малалла Мускав университетĕнче тата ытти чи лайăх институтсенче вĕренеççĕ. Вăлах ку таранччен класра ачасен хуравĕсене шăппăн итлесе ларнă Семен Андрейча чунтан тав турĕ. Шупашкар шкулне Синер çинчен, уйрăмах Эртиван Эртиванов пирки, вăл çырса янă иккен, вĕсен пĕлĕвне яла ятарласа килсе тĕрĕслесе малалли шăписене татса пама ыйтнă.
Ачасем те, учительсем те Семен Андрейча алă çупса тав турĕç.
— Ыран аннĕрсене шкула ярăр, манăн вĕсемпе те калаçмалла. Вĕсем ирĕк парсан виçсĕре те вырсарникун хамах Шупашкара илсе каятăп, — терĕ юлашкинчен Аким Лукич.
Ачасем шкултан хавхаланса тухрĕç.
— Каятăп! — терĕ Эртиван.
— Миçемĕш класра вĕренме пуçлатăн унта? — ыйтрĕ Павлов.
— Миçемĕшне лартаççĕ, çав класра! — терĕ Эртиван. — Леша, Натали, иксĕре те Аким Лукич сĕнĕвĕпе килĕшме сĕнетĕп. Виççĕн пулатпăр! Йышпа таçта та лайăхрах.
— Анчах шахмат ăмăртăвĕнче мар, — хирĕçлерĕ Павлов, — мĕншĕн тесен унта кайнă чухне санпа юнашар сана çĕнтерекен утса пыма пултарать.
— Килĕшместĕп санпа, Илья, — терĕ Эртиван. — Çĕнтерӳçи çапах та хамăр ялтанах пулать-çке.
— Çапли çапла-ха та...
— Эпĕ халех пĕлетĕп, мана Шупашкара анне ямасть, — терĕ Натали тунсăхлăрах сасăпа, унтан юлашки икĕ эрнере пĕрремĕш хут староста еннелле çаврăнчĕ. — Эсĕ мĕн шутлатăн, Леша?
— Аннепе канашламасăр нимĕн те калаймастăп.
Çав каç Синерти икĕ килте тата кӳршĕ ялти пĕр килте нумайччен çутă сӳнмерĕ. Эртиван амăшĕ ывăлĕ Шупашкар çинчен каласа кăтартсан çапла ыйтрĕ:
— Хăв мĕнле шутлатăн?
— Вĕренмелле! — терĕ Эртиван.
— Шупашкарта вĕренме хăрамастăн-и?
— Хăрамастăп. Вутă хĕл каçмалăх хатĕрлерĕмĕр. Кĕтӳçре çӳренĕшĕн панă тырă сана икĕ çуллăха çитет. Эпĕ, тен, килсех те çӳреймĕп сана курма, анне, — укçа çук, — анчах çыру вĕçĕмсĕрех çырăп.
— Каях эппин, Эртиван. Пĕчĕкренпех çутталла туртăнатăн, анчах пурнăçĕ такăнтарсах пырать. Турă асăрхарĕ пулĕ çавна, тăрăш. Ача-пăча ырра курсан амăшне те ырă пулать теççĕ. Турă мĕн кăтартĕ.
— Ырра çав-çавах куратпăр, анне. Ял-ял урлă иксĕмĕр епле утнине эпĕ хам сывлама чарăниччен те манас çук...
— Таюк ывăлĕ Леша пырсан темĕн пекехчĕ те… Иккĕн çăмăлтарах.
— Çăмăлтарах, ку тĕрĕс. Леша питĕ пултаракан, питĕ лайăх юлташ. Анчах эпĕ ăна амăшĕ ямасан та пĕчченех каятăп. Сисетĕп, анне, умри çул тинех уçăлать.
Амăшĕ Эртивана çамкинчен чуптуса илчĕ, кĕскен каларĕ:
— Ăсу пĕр чарăнмасăр хушăнса пытăр.
Шăп çак вăхăтра Таюк инкепе Леша сĕтел хушшинче пĕр-пĕрне хирĕç вырнаçса ларчĕç.
— Анне, мĕншĕн нимĕн те шарламастăн?
— Шухăшлатăп, Леша...
— Ыранчченех шухăшласшăн-и?
— Хуравне ыран тин памалла терĕн вĕт.
— Каларăм-ха та, халех пĕлес килет-çке.
— Хăв мĕн шутлатăн, Леша?
— Кайни лайăх.
— Эпĕ те çапла шутлатăп, ывăлăм.
— Анне! Юратнă анне! Епле ăслă эсĕ! — Леша сĕтел урлă ӳпĕнсех амăшне чунтан ыталаса илесшĕнччĕ.
— Ан васка, ывăлăм. Лар, — чарчĕ ăна амăшĕ лăпкă сасăпа. — Лар та тимлĕ итле. Тепĕр хут калатăп, эпĕ те сан майлах шутлатăп, Леша. Анчах та пĕр пек шутлани пĕр пекех тума килĕшнине пĕлтермест. Сана тăван килтен пурнăç çулĕ çине пĕччен кăларса яма хатĕрлесе çитереймен-ха эпĕ. Хатĕрленсе çитмен ача çулĕ вара пĕччен чухне темĕн тĕрлĕ те кукăрăлса кайма пултарать. Пĕрре-иккĕ кукăрăлсан ăна тӳрлетме сĕре йывăр, ывăлăм.
— Эртиван каять...
— Вăл санран виçĕ çул аслăрах, пурнăç тутине санран вунă хут ытларах та тӳснĕ... Килте виçĕ ĕне тытнăшăн вĕлерчĕç ашшĕне Хысайкинсем. Шупашкара халех кайса тĕрĕс тăвать вăл, кайран, тен, кая та юлĕ... Эсĕ унпа çыру çӳретĕн, вĕренӳ йĕркисене ыйтса пĕлĕн. Ăс пама пултарать вăл, ашшĕне хывнă... Темĕнле çĕнĕ япалана та ашшĕ ялта чăн малтан саратчĕ...
— Тĕп хулана кайма хатĕрех мар тетĕн апла?
— Хатĕрех мар.
— Пилĕк çул «пиллĕксемпе» çеç вĕреннĕ пулсан та?
— Пулсан та, ывăлăм.
— Семен Андрейч мĕн калĕ, вăл ман çинчен те çырнă-çке...
— Семен Андрейч ăнланать...
Темĕн пекех каяс килет Лешăн Шупашкар шкулне, анчах амăшне те итлесех пулать. Пурнăç нушине нумай чăтнă вăл, ăна-кăна лайăхрах пĕлет, паллах. Юратнă ывăлне усал сунас çук.
— Кашни класрах лайăхрах та лайăхрах вĕренмелле, Леша. Хальлĕхе саншăн тĕп ĕç — вĕренесси. Сана ĕç килĕшсен эсĕ те ĕçе килĕшетĕн. Çав хушăрах ĕç çынна ялан таса тытать. Манах итле хальлехе, ывăлăм.
— Итлетĕп, анне. Каланă эпĕ, пурнăç вĕçне çитичченех сана хирĕç пымăп тесе. Çав-çавах аслă çул çине тухатăп.
— Анчах манмалла мар: питĕ нумай вăй хумалла, Леша, питĕ нумай. Нихçан та ӳркенмелле мар.
— Уркенместĕп. Алмазова Натали пур-ха тата... Унăн амăшĕ те хирĕç пулас. Шкулта вăл тӳрех çапла каларĕ: «Анне мана ямасть».
— Тĕрĕс тăвать, улттăмĕш класри хĕр ачана епле халех килтен кăларса яратăн?
Шăмат кун улттăмĕш класра уроксем нихçанхинчен те шăп иртрĕç. Ачасенчен нимĕн те пытараймастăн, вĕсем яланах пĕтĕмпе пĕлеççĕ. Çапах та нихăшĕ те нимĕн те шарламасть. Хысайкина Света çеç чăтаймарĕ, Эртиванов еннелле пăхса:
— Эрнерен каялла тапса килмесен юрĕччĕ, — терĕ.
— Эсĕ... — самантрах сиксе тăчĕ Улька, — эсĕ калани нихçан та пурнăçланмĕ. Эртивана çеç мар, хушаматне те часах ăмсанса аса илме пуçлăпăр! Пĕтĕм класĕпе ăна Шупашкарти вĕренӳре ӳсĕм хыççăн ӳсĕм тума ырă сунатпăр!
Класри ачасем пурте алă çупса ячĕç. Вĕçĕнче Хысайкина та пĕччен юлнăшăн аванмарланчĕ — хыттăн алă çупма тытăнчĕ. Улька урăх кунĕпе те нимĕн те шарламарĕ: куçĕсем хĕрелнĕ унăн, ялан хаваслă сăнĕ тĕксĕмленнĕ. Эртиванпа иккĕшĕ çĕркаçах сахал мар калаçнă ĕнтĕ, йĕмесĕр те чăтайман пулĕ Улька. Çакна ачасем тавçăраççĕ, анчах пĕрин те куншăн Улькаран кулас-йĕплес шухăш çук, ăна шеллени çеç сисĕнет...
Натали те, Улька пекех, иртенпех никампа та калаçмасть. Шкул директорĕ патне Эртиванпа Леша амăшĕсем хыççăн унăн амăшĕ те кĕрсе кайнине курсан шăнкăрав янăриччен Леша ыйтмасăр чăтаймарĕ:
— Кайма ирĕк пачĕ-и аннӳ?
— Хирĕç, — терĕ çеç вăл пĕр сăмахпа.
— Мана та ямасть, — терĕ Леша.
— Ялтах юлатăн-и? — сасартăк савăннă сасăпа ыйтнă пек туйăнчĕ Лешăна.
— Юлатăп...
Анчах уроксем вĕçленсен ăна Натали каллех хăйпе юнашар уттармарĕ:
Эсĕ Эртиванпа кай, эпĕ хамăр ял ачисенчен уйрăлмастăп, — тесекласран тухсанах иккĕшĕ çеç илтмелле шăппăн асăрхаттарчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...