Кăвак çĕмрен :: Чăваш уявĕ — Акатуй
Çакна илтсессĕн, халăх тĕлĕннипе ахлатса ячĕ, пурте шавлама тытăнчĕç.
— Шăпланăр! — кăшкăрса ячĕ Савантер. — Атьăр-ха, ушкăнпах ыйтар унран тĕрĕссине калама. — Вара вăл кӳсе енне çаврăнчĕ: — Кала-ха, ырă çыннăмăр, чăнласах та çак урхамах сан уту-и?
— Манăн! — терĕ лешĕ хĕрупраçăнни пек çинçе саспа.
— Ăна сан патăнтан хăçан вăрласа кайнă?
— Икĕ эрне каялла! Аслатиллĕ çумăр çунă каçхине... Анчах ăна Пинер сасси каласа пĕтерме памарĕ:
— Суять вăл! Килтешсем, этьсемри, суять вăл! Халăх хушшинчен пĕрин сасси илтĕнчĕ:
— Этьсемри, ара, ку Ачакассинчи кӳсе пулчĕ мар-и? Ара, унăн кун пек урхамах мар, ухсак кĕсре те ĕмĕрне те пулман.
Ун сассине пуртех илтмерĕç пулĕ, куштансем кăшкăрашма тытăнчĕç:
— Тытăр вăрра! Çапса пăрахас ăна халех!
Пинер вĕсем çапла кăшкăрашнине илтрĕ те утне тӳрех кӳсе енне çавăрчĕ, вара, пĕтĕм вăйне пухса, пурте илтмелле кăшкăрчĕ:
— Эй, кӳсе, çилхăван урхамах çине ларса курассу килчĕ-им! Юрĕ эппин, ку ут санăн пулчĕ-тĕк — ил ăна.
Мăчавар ачи, утне малалла хускатса ун патнех пырса тăчĕ те чĕлпĕрне пăрахса пачĕ:
— Тыт чĕлпĕре! Тыт лашуна!
Вăл кӳсене тавлашса çĕнтерес çуккине, çавăнпа ку ут унăн маррине халăха хăйне кăтартмалли меслет шухăшласа тупрĕ.
— Тыт, тыт, уту хăвăнах пулсан вăтанса ан тăр! — Пинер шухăшне ăнланса илсе сасă пачĕç çывăхра тăракан йĕкĕтсем. — Тыт, эсĕ ун хуçи вĕт!
Кӳсе ĕç-пуç капла çаврăнса тухасса шута хуман пулмалла. Вăл çухалса кайнăн пĕрре Савантер çине, тепре хăрах алăлли çине пăха-пăха илчĕ.
— Ил утна! — кăшкăрса тăкрĕ сиввĕн Савантер. — Ил! Сан уту вĕт вăл!
Кӳсе малалла çур утăм ярса пусрĕ те Пинер утне чĕлпĕрĕнчен ярса тытма хăтланчĕ. Мĕн пуласса кĕтсе, çынсем сывлăш çавăрма хăраса тăчĕç. Енчен те урхамах кӳсе аллине тӳрех парăнать-тĕк вара Пинер пĕтет, вăл ку ут ун маррине ниепле те çирĕплетме пултараймасть, мĕншĕн тесен хăй çак мыскарана шухăшласа кăларчĕ.
Юр пек шурă урхамах кӳсе хăйне тытма тăнине курсассăн пуçне силлесе илчĕ те çур утăм пек каялла чакрĕ.
— Тыт, тыт часрах утна! — кăшт куларах кăшкăрчĕ Пинер. — Ну, вăтанса ан тăр!
Кӳсе тата кăшт маларах утрĕ те хăюсăррăн утне чĕлпĕртен ярçа тытрĕ. Анчах çакăн хыççăн мĕн пулса иртессине вăл шухăшламанччĕ те пулас. Пинер учĕ сасартăк чĕвен тăчĕ те вăрăммăн кĕçенсе Ячĕ, унтан кĕтмен çĕртен усал ултавçа малти урипе пĕррех! кĕрĕслеттерчĕ, кӳсе чикăл-макăль туса тусанлă çĕр çине персе анчĕ.
— Тытăр! Тытăр вăрра! — кăшкăрса ячĕ Савантер, анчах хăй Пинер учĕ патне пыма хăрарĕ.
Пуяна никам та итлемерĕ, пурте тусан айĕнче упаленекен кӳсерен каçса кайсах кулчĕç.
— Епле маттур хуçа! — кула-кула калаçрĕç йĕкĕтсем. — Эх, урхамахĕ те епле маттур! Хăй хуçине тӳрех палларĕ!
Юр пек шап-шурă ут тата тепĕр хут вăрăммăн кĕçенсе ячĕ те чĕвен тăрса каялла чакса кайрĕ, тусан ăшĕнче выртакан кӳсе урлă сиксе каçрĕ те, Савантерпе унăн тусĕсене тусан айне туса, уçă хирелле тапса сикрĕ...
Пушă хирте шурă хĕр çӳрет, вăл ĕнтĕ анăçалла сулăннă. Каçхи тӳпери шупка уйăха ытарлăн çапла калаççĕ чăвашсем.
Кĕвенте çăлтăр çуллахи каçа пĕлĕт тӳпине ярса кивет.
Çутăлма енне кайнă. Вăйă тин кăна саланнă пулсан та илĕм-тилĕм палăрма тытăннă та.
Уйăх хĕвел тухасса кĕтет, юлашки вăйне пухса, савнийĕ пĕлĕте çĕклениччен тӳпере юласшăн. Вĕсем иккĕшĕ ĕлĕк-авалтанпах пĕр-пĕрне юратаççĕ, тет. Анчах усал вăйсем вĕсене уйăрнă, çаплипех пĕр-пĕрне курма памаççĕ. Хĕвелĕ тухнă çĕре уйăхĕ анать, уйăхĕ тухнă çĕре хĕвелĕ пытанать. Ырă вăйсен ирĕкĕ ниепле те усал вăйсен ирĕкне çĕнеймест çав-ха.
Пӳрт умĕнчи каска пукан çинче хĕр ларать. Пиçнĕ панулми пек чăп-чăмăр, хĕп-хĕрлĕ питлĕ, хăмăр куçлă, ухă пĕкечи пек вăрăм куçхаршиллĕ, çӳхе туталлă. Шăнкăр-шăнкăр кĕмĕллĕ тухйи айĕнчен курăнакан хура каç пек хура çӳçсем ункăн-ункăн авăнаççĕ.
Çине вăл пиркеллĕ хĕр кĕпи тăхăннă. Кĕпи хăрах пӳштерлĕ, пӳштерне хăмаçпа, тĕрĕпе, сылтăм енне тунă. Кĕпи умĕ çумне икĕ енне виçшер кĕтеслĕ хăмаç çыпăçтарнă пек хĕрлĕ пĕсехе тĕрленĕ, çĕвви тăрăх симĕспе янă, — çын пĕлми тĕрĕ тунă. Пӳштĕре çине чечек пуçĕ текен хитре тĕрĕ лартса тухнă.
Тĕрĕ ӳкерме пĕлет пуль-çке çакă хĕр. Кашни тĕрри унăн — тĕнче илемлĕхĕ.
Ку — Укаслу.
Юратать çакăн пек каçа Укаслу. Çĕрĕпех, çутăличченех ларма хатĕр вăл хăйсен умĕнче, çакăн пек каçра.
Пĕтем тавралăхпа, тăван ялĕпе, çуралса ӳснĕ çурчĕ-йĕрĕпе сывпуллашрĕ вăл паян.
Кĕçĕр вăл кунта юлашки каç пулĕ. Ирпе ирех вăл Пинерпе пĕрле хресчен патши патне тухса каять.
Вăл хăйĕн айккинелле тайăлса кайнă пӳртне куçларĕ. Çак пӳртре ĕнтĕ унăн ачалăхĕ иртнĕ. Çакăнта çуралнă вăл, ӳснĕ. Пĕрремĕш хут вăл кулнă, куççулĕ кăларса йĕнĕ. Ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ. Вăл аслашшĕпе çеç тăрса юлнă. Кайран аслашшĕ те вилнĕ.
Ун чухне Укаслу вуниккĕреччĕ. Сĕм тăлăха юлчĕ вăл.
Кӳршĕ карчăкĕ, куçсăр-хăлхасăрскер, ăна хăйпе пĕрле ыйткаласа çӳреме илчĕ. Çур çул хушши вĕсем пĕр килтен тепĕр киле кĕрсе, ялтан-яла çӳресе, чиперех пурăнчĕç.
Çав çурхи куна Укаслу лайăх астăвать-ха.
Хĕвел çынсене ăшă, телей пехиллесе тӳперен йăл кулатчĕ.
Кăнтăртан вĕрекен ăшă çил сăмахпа каласа кăтартма çук канăç илсе килетчĕ.
Çул икĕ айккипе ӳсекен курăк, вĕсене саламланăн, пуçне таятчĕ.
Укаслу, суккăр карчăка çавăтса, Хырла шывĕ хĕррине вырнаçнă пĕр яла çитрĕ. Хĕрринчи, кермен пек чаплă çурта пырса шаккарĕç вĕсем. Никам та вĕсене ним сас-хура та памарĕ. Укаслу тепре шаккарĕ. Сасартăк хайхи кĕçналăк уçăлса кайрĕ, картишĕнчен вĕсем çинелле пăру пек пысăк икĕ йытă сиксе тухрĕç. Пĕри тӳрех ним айăпсăр карчăк çине хаплатса сиксе ларчĕ, тепри тарма тăнă Укаслу хыççăн ыткăнчĕ.
— А-а-а! А-н-не-е! — янраттарса кăшкăрса ячĕ хĕрача, çак çуртран аяккарах тарса ӳкме хăтланса. Ун хыççăн пыракан йытă хаяррăн хамлатса вĕрсе илчĕ, вăл кашкăр пек сике-сике чупать. Укаслу мĕн тумаллине те пĕлмерĕ. Йытă хуса çитсе халь-халь ĕнси çине сиксе ларассăн туйăнчĕ ăна. Акă ĕнтĕ вăл кăшкăрма та пăрахрĕ. Пĕр сăмах чĕнмесĕр чупрĕ, ăна тем тĕлĕнтермĕш пулас пек, вăл ăна инкекрен çăлас пек туйăнса кайрĕ. Анчах тĕлĕнтермĕшĕ васкамарĕ курăнать. Сасартăк хĕрача хăй шыв умне чупса тухнине курчĕ. Кӳлĕ. Айккинелле пăрăнма шухăшларĕ Укаслу, анчах май кйлмерĕ, йытă ăна ярса тытас пекех. Ним апла-капла шухăшласа та ĕлкĕреймерĕ хĕрача, хăй мĕн тунине ăнланаймасăрах шыва сике пачĕ. Ишме пĕлместчĕ вăл.
Малтан вăл чул пек шыв тĕпнелле анса кайрĕ. Унтан вара тĕлĕнмелле вăй ăна çӳлелле тапса кăларчĕ. Вăл хăйне хуп-хура тĕнчерен çут тĕнчене сиксе тухнă пек туйрĕ. Тин кăна сĕм каçчĕ, кăнтăр кунĕ пулса тăчĕ. Шурă чатăр ăна ыталаса илчĕ. Кайран шурă чатăр сирĕлчĕ, вăл кăвар тĕслĕ хĕвеле асăрхарĕ. Таврара çав тери хитреччĕ, такам халиччен курман сăрсемпе çут тĕнчене сăрласа тухнă, тейĕн çав. Унăн кăшкăрас килсе кайрĕ... Çунат шăтса тухнăн туйăнчĕ... Вăл татах, татах кăшкăрчĕ. Анчах çав самантра шывпа чыхăнчĕ. Хĕвел тĕксĕмленчĕ. Хитре сăрăсем çухалчĕç. Халĕ унăн кăшкăрасси те килмерĕ ĕнтĕ...
«Ара, кам касса татрĕ-ха ман çуната?» — шухăшлама ĕлкĕрчĕ вăл çапах та. Çунатсăр юлнăн туйăнчĕ ăна. Тĕксĕм тĕнче ыталаса илчĕ. Унăн хайхи каллех çунат пуррине туяс, çак тĕксĕм тĕнчерен тарас килсе кайрĕ. Каллех темĕнле вăй ăна çӳлелле тĕксе кăларчĕ... Анчах хальхинче вăл хĕвел те хитре маррине, тавралăхра та хитре сасăсем çуккине çеç асăрхарĕ. Унтан каллех ăна тĕксĕм тĕнче ыталаса илчĕ. Çапла виçĕ хут тĕнче çути ылмашрĕ... Сасартăк хайхискер хăйне çав тери çăмăл пулса кайнине туйрĕ, унăн çывăрас, çывăрас килчĕ, юлхав пусрĕ.
Урăх вăл нимĕн те астумасть.
Укаслу çыран хĕрринче тăна кĕчĕ.
Ун тавра çынсем тăратчĕç. Ăна вара хăй çав тери çемçе çĕрте выртнăн туйăнчĕ. Çынсенчен пытанма тăрăшать пек. Лешсем ăна шыраççĕ, чĕнеççĕ. Анчах унăн ним сас та парас килмест. Унтан хайхи сассем çывхарса-çывхарсах пычĕç... Вара вăл çынсем мĕн калаçнине те ăнланса илчĕ.
— Каллех çав куштан икĕ çынна тĕп турĕ! — терĕ пĕри.
— Эй, аслă Турă! Хăçан ирсĕр çине пирĕн ылхана çитерĕн! Укаслу кăшт йăшăлтатрĕ.
— Чим-ха, этьсемри, вăл чĕрĕ! — терĕ такам хаваслăн.
— Йăшăлтатрĕ! Йăшăлтатрĕ! — терĕç темиçен.
Темле палламан хĕрарăм ун пуçĕ умне ларнă та кĕлĕ вулать:
— Çичĕ тинĕс леш енчен Ашапатман карчăк килнĕ... Эй, Шыври турă, çак хĕрача мар, кашкăр çури шыва ӳкнĕ, çак хĕрача мар, пысăк чул татăкĕ шыва ӳкнĕ... Эй, Шыври турă, сан куçу çак хĕрача çине мар, кашкăр çури çине пăхать, кашкăр çури сан канăçна татнă, чул татăкĕ шыва путнă...
Пĕр арçын таçтан пысăк чул йăвалантарса килчĕ те шыва тĕксе ячĕ.
, — Ак çакă чул сан канăçна татнă, ак çакă чул çине сан çиллӳ ӳкнĕ, эй, шыв турри, — çаплах хăйне майăн кĕлĕ сăмахне каларĕ леш хĕрарăмĕ.
— Ăçта эп? — терĕ Укаслу, çĕкленме хăтланса, анчах çĕкле-неймерĕ, ӳкрĕ. Ăна питĕ кансĕрччĕ çăварĕнчен вара хăйĕн шыв кайрĕ.
...Тепĕр кун ирпе сарлака хулпуççиллĕ хресчен хĕрачана уй хапхинчен кăларса Килтеш еннелле ăсатса ячĕ. Хăйпе пĕрле çӳрекен карчăка Укаслу текех курмарĕ.
— Леш тĕнчере ун пурнăçĕ телейлĕ пулать, — терĕç çынсем карчăк пирки.
Укаслу тăван ялне таврăнчĕ. Ăна вара ялăн тепĕр вĕçĕнче пурăнакан хурăн тăрри-хурăнташĕ хăй патне пурăнма илчĕ. Ял халăхне вăл хĕрачана пăхса ӳстерĕп, çын тăвăп, тесе сăмах пачĕ.
Анчах авалхи турхан керменĕнче тертленсе пурăннă тепĕр хăрхăм тенин те пурнăçĕ Укаслуннинчен çăмăлрахчĕ пуль.
Вунвиçĕ çулхискерĕн хĕрарăм ĕçне туса пурăнма лекрĕ: выльăх-чĕрлĕх пăхрĕ, кил хуçи ачисене пăхрĕ, хирте ĕçлерĕ. Каçсерен тата кӳршĕ ачисемпе пĕрле выртмана та каятчĕ. Арçын ача пекех утпа çӳреме вĕренчĕ вăл.
Пĕррехинче Укаслу сăмахпа каласа кăтартма çук хăранăччĕ. Ун чухне вĕсем тăваттăнччĕ. Тăваттăш те — ача. Пысăккисем тухманччĕ ун чухне.
Ире хирĕç сасартăк утсем кĕпĕр-р! пĕр çĕре пуçтарăнчĕç те хăраса ӳкнĕн хартлатма тытăнчĕç.
— Кашкăрсем! — чухласа илчĕ пĕр арçын ача. Кашкăрсем вунна яхăнччĕ. Юртăпа вĕсем васкамасăр утсем патнелле çывхаратчĕç. Пуринчен те малта пысăк çамкаллă тем çӳллĕш кашкăр, ун икĕ айккипе, кăшт юларах, иккĕн, ыттисем — кайра.
Укаслу хăранипе сиксе чĕтре пуçларĕ. Арçын ачасем пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнчĕç.
— Тен, ут утланса тарса ӳкĕпĕр, — терĕ тахăшĕ. Укаслун çавăнтах çывăхри ут çине сиксе ларса, мен пулсан пулать, тенĕн ял еннелле вĕçтерес килчĕ.
Арçын ачасенчен пĕри, мăчавар ачи, уксах тă шăчă пек çин-çешкескер, çапла кăшкăрчĕ:
— Пĕр-пĕринчен ан уйрăлăр! Камăн анкар çук — вутпуççи тытăр!
Ун аллинче — ухăччĕ.
Çакскерĕн патвар сасси ачасене вăй илме пулăшрĕ.
— Пăрах вутпуççине! — хушрĕ уксахскер Укаслăва. — Тыт укçăва, çĕмрен парса тăр мана!
«Çак уксах ачана аталăхĕ — таврари паллă сунарçă — пăхса çитĕнтернĕ», — тенине илтсеччĕ Укаслу. Паллă чăваш килйышĕнче ачана çывăх тусĕсене — чаплă сунарçă, пулăç, çарçынни таврашне — параççĕ, лешсем вара ăна пăхса ӳстереççĕ, пĕчĕклех çар ĕçне, сунарçă ĕçне вĕрентеççĕ. Çакскерĕн аталăхĕ — чаплă сунарçă — ăна пĕчĕкренех упа тытма кайсан та хăйпе илсе çӳренĕ. Пĕррехинче вара вăл сунарта урине хуçнă та ĕмĕрлĕхех уксах пулса юлнă. Укаслу вăл çав териех хăюллă иккенне, ухăпа кашкăра хирĕç тухасса шутламанччĕ те.
Кашкăрсем ачасемпе утсене пĕкĕ хунăн çавăрса илчĕç, ял енчен хĕстере пуçларĕç. Вăрман еннелле çеç чакма пулать.
Уксах ача, уххипе çĕмренне хатĕр тытса, кашкăрсене хирĕç темиçе утăм турĕ.
Утсем кĕçĕне-кĕçĕне яраççĕ, чĕрнисемпе çĕре чаваççĕ. Укаслу уксах ачаран пĕр утăм та юлмарĕ. Ун хыççăнах, анкарĕсене хатĕр тытса, леш икĕ ача утрĕç. Сасартăк Укаслу хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе кайрĕ: паçăр, пĕр вырăнта кашкăрсем кĕтсе тăнă чухне хăранипе сиксе чĕтретчĕ, шăлĕсем шак-шак шаккатчĕç, сасси тухмастчĕ. Халĕ, хăйсем кашкăрсене хирĕç утма пуçласан, чĕтреме пăрахрĕ, ăна хăй хăрамиех пулнă пек туйăнчĕ, вăл вшик! туса çĕмрен кашкăр еннелле вĕçсе каясса кĕтме тытăнчĕ.
Кашкăрсем, ачасене асăрхаман пекех, утсем патнелле çывхарчĕç. Вĕсем ачасенчен сылтăмарахчĕ.
— Тепĕр енчен кĕмеллеччĕ, — сасартăк хыпăнса ӳкрĕ уксах ача. Пурте чарăнса тăчĕç.
— Уху-ху-ху-ху-у! — сасартăк мĕн вăйĕ çитнĕ таран кăшкăрса ячĕ уксах ача.
Кашкăр амисенчен пĕри, кĕтӳ пуçлăхĕнчен сылтăмарах пыраканни, çак сасса илтсе, ачасем еннелле çаврăнчĕ те шухăша кайнăн вĕсем çинелле пăха пуçларĕ. Малти кашкăрĕ ним асăрхаман пек малалла чупрĕ.
Ачасемшĕн пĕтĕм тĕнче шăпланса тăнăн туйăнчĕ. Пĕтĕм тĕнче ачасемпе кашкăрсем вăрçă пуçласса çеç кĕтет пек.
— Уху-ху-ху-ху-у! — каллех кăшкăрса ячĕ уксах ача. Укаслу тем вшиклетнине илтрĕ. Çĕмрен! Чарăнса юлнă кашкăр ами чалт! çӳлелле сиксе ӳкрĕ те... йăванса кайрĕ, ĕсĕклесе йĕрсе янăн хартлатса илчĕ, сылтăм аякĕ хĕрлĕ юнпа пĕвенчĕ. Вăл шăлĕпе çĕмренĕн вĕçне каплаттарса ярса тытрĕ.
Уксах ача аллине хыçалалла тăсрĕ, Укаслу ăна васкасах тепĕр çĕмрен тыттарчĕ.
Аманнă кашкăр ами сасартăк ури çине çĕкленчĕ те йынăшса ячĕ. Ун сассине илтсе, малта пыракан кашкăрĕ чарăнчĕ.
Ытти кашкăрсем унсăр малалла кайма хăяймарĕç. Çакăнпа усă курса, уксах ача уххине туртса карăнтарчĕ те çывăхри тепĕр кашкăра тĕллесе печĕ. Лешĕ, хĕнесе пĕтернĕ йытă çури пек, йынăша-йынăша айлăмалла шуса кайрĕ.
Ертӳçи-кашкăр халĕ ĕнтĕ ĕçе хăй пикенме шутларĕ пулас. Çав темиçе пĕчĕк çын çури хăйсемшĕн мĕн тери хăруш инкек пулнине ăнланчĕ курăнать вăл: вĕсене хăваласа ямасăр утсене тапăнма юрамасть. Паçăр вăл урăхла шутланăччĕ: çав çын çурисене пĕр кашкăрĕ хăратса тăрсан та çитет пуль тенĕччĕ. Анчах вĕсенчен пĕрин аякранах çыртакан сăнăсем пур иккен. Çавăнпа ĕнтĕ кĕтӳ пуçлăхĕ хăй вĕсене пĕтерме шутларĕ. Çавăнтах, ун шухăшне ăнланнăн, кашкăрсем ачасене хупăрласа илчĕç, хыçалтан пырса тухнисем йăпшăна-йăпшăна çывхарма тытăнчĕç... Çапла, çавсен шăлĕ айне лексех вилмелле-шим вара?
Укаслу каллех хăраса ӳкрĕ, чĕтре пуçларĕ.
— Хыçалтан! Хыçалтан килеççĕ! — уксах ачана асăрхаттарма шухăшларĕ Укаслу. Анчах лешĕ хускалмарĕ те, куçне сиктермесĕр кĕтӳ пуçлăхĕ мĕн тунине сăнарĕ.
Хыçри кашкăрсем çывхарнăçемĕн çывхарчĕç. Укаслу, вĕсем çинчен систерсе, тепре сăмах хушасшăнччĕ, çав вăхăтра вăл куç хĕррипе çакна курма ĕлкĕрчĕ: кĕтӳ пуçлăхĕ ним систермесĕр урисене пĕр çĕререх пухрĕ те ачасем çине сикрĕ, анчах çав хушăра çĕмрен вшиклетни илтĕнчĕ. Кашкăр, пуçĕнчен такам çапнăн, çĕре ӳкрĕ. Çĕмрен ăна мăйĕнчен тăрăннă.
Тавралăхра хаяррăн улани илтĕнсе кайрĕ.
— Çĕмрен! Часрах çĕмрен! — кăшкăрса ячĕ уксах ача. Укаслу ăна хатĕрлесе тытнă çĕмренне пачĕ.
Çав хушăра хыçри кашкăрсенчен пĕри, леш кашкăрĕн сассине илтсе, ачасем еннелле сикрĕ. Арçын ачасенчен пĕри, сылтăм аллипе анкарне чăмăртаса тытса, кашкăра хирĕç çур утăм турĕ. Анчах ун анкарĕ тĕл лекмерĕ, хăй вара сулăнса кайрĕ. Кашкăр унăн сылтăм аллине каплаттарса ярса тытрĕ. Хайхискер çухăрса ячĕ. Çавăнтах тепĕр арçын ача анкарĕпе кашкăра сулахай кăкăрĕнчен çапрĕ, лешĕ вара малтанхи ачан аллине вĕçертрĕ те теприне уринчен хыпрĕ, анчах ун çăварĕ хупăнса та ĕлкĕреймерĕ. Анкар ăна чĕринченех лекнĕ иккен...
Çак тискер çапăçу мĕнпе вĕçленнине Укаслу кураймарĕ, мĕншĕн тесен, уксах ача хăрушшăн кăшкăрса яни ăна шарт сиктерчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...