Кăвак çĕмрен :: Тĕлĕнтермĕш хĕр
Чухăн хĕрĕ теейсе те
Пуçа усса тăрар мар.
Юрăран.
Атăл урлă каçнăранпа пĕр кун иртрĕ ĕнтĕ. Каç пулса килет.
Пĕрин хыççăн тепри пăлхавçăсен пуçлăхĕсем Пăкачава кун-каçа мĕн туса ирттернине хыпарлаççĕ.
— Сĕве хулинчен килнĕ инвалидсен командин обознăйне Палкина тата копеистне Федорова çакса вĕлернĕ. Вĕсем пире Атăл урлă каçма кансĕрлесшĕн пулчĕç1, пĕлтерет пĕри, Гаврила, вăрăм сухаллă, лаптăкрах сăмсаллă вырăс хресченĕ. Вăл улпут пусмăрне чăтаймасăр ялĕнчен тухса тарнă та Пăкачав патне вунă-вунпилĕк хресченпе пĕрле Хусан таврашĕнче пынă.
Тепри ун хыççăнах хăвăрт шутласа тухать:
— Сĕнтĕрпе Шупашкар хулинчен пире хирĕç тăрас шутпа килнĕ инвалидсен тинĕс командин капитанне, икĕ прапорщикне тата пĕр подпрапорщикне çакса вĕлернĕ. Пĕр барабанщикне тыткăна илнĕ.
— Яла вара мĕншĕн вут тивертмелле пулнă? — çилĕллĕн ыйтать Пăкачав. Унăн хура куç тĕкĕсем çилĕллĕн сиккелесе илеççĕ. — Таçтан килнĕ инвалидсен командишĕн Сĕнтĕр ялĕ ,айăплă-им? Кала!
— Халăха чарса ĕлкĕреймерĕмĕр. Чăвашсем малтанах Петров хушаматлă пупа вĕлерчĕç те чиркĕве вут чĕртрĕç. Çавăнтан пуçланчĕ, — тӳрре тухма тăчĕ лешĕ.
— Ну, ну... çынсем çине ан йăвантар, — ĕненмесĕртерех пăхрĕ Пăкачав калаçаканни çине. «Юлашки тапхăрта тем йĕрке сĕрленчĕç-ха ман полковниксем. Кĕрмекленни, хăйсене-хăйсем пысăка хуни палăрать. Халăха та тивме пăхаççĕ. Çук, куна епле пулсан та пĕтермеллех!» — çав вăхăтрах шухăшласа илчĕ хăй. Çакăн пек шухăш час-часах ун пуçне кĕрекен пулчĕ. Тĕмешкасси ялне янă хусахсен пуçлăхĕ пĕлтерчĕ:
— Протопопов улпута çакса вĕлернĕ, çуртне çунтарса янă. Ут-лаша таврашне хресченсене валеçсе панă...
Вăл каласа та пĕтереймерĕ, алăк уçăлчĕ те пӳрте Хусан патĕнче Пăкачав енне каçнă яштака пӳллĕ, хура, хĕç вĕçĕ пек çӳхе те авăнчăк мăйăхлă айпарăш каччă, Алюнов полковник кĕрсе тăчĕ. Тĕлĕнмелле хыпар пĕлтерчĕ вăл:
— Патшамăр, темĕнле хĕр тапăра килчĕ. Юланутпа, патька-патша та патька-патша, тет. Унпа ним тума та пĕлеймерĕмĕр.
— Патька-патша, тет? — ыйтрĕ Пăкачав. — Апла вăл чăваш хĕрĕ ĕнтĕ. Анчах мĕн кирлĕ-ха ăна?
Пăкачав шухăша кайнă пек пулса тăчĕ. Анчах тем тусан та аякри çĕртен килнĕ чăваш хĕрне мĕн кирлине, паллах, чухлаймарĕ ĕнтĕ вăл. Пĕтĕм Раççей патши пулсан та...
— Илсе кĕрĕр, эппин, — хушрĕ вăл. — Хусанккана та калăр, килтĕр. Вăл вĕт пирĕн хăйне евĕрлĕ элчĕ. Кашни чăваш çыннине манран мĕн кирлине унăн пелсе тăмалла.
Алюнов хĕре чĕнме тухрĕ.
— Ну, курар-ха, мĕнле хĕр пирĕн пата килнĕ, — шӳтлĕн кулкаласа илчĕ çав хушăра Пăкачав. — Чипер-и вăл? Чăваш пикисем чипер пулаканччĕ.
Ун сăмахне илтсе, полковниксемпе утамансем те йăл çиçсе илчĕç, сăхманĕсемпе калпакĕсене тӳрлетенçи пулчĕç.
Алăк уçăлчĕ, пӳрте Алюнов хыççăн яштака пӳ-силлĕ чипер хĕр кĕрсе тăчĕ.
Акă ĕнтĕ Пăкачав ун çине сăнаса пăхать.
Икĕ аркăллă кĕпе тăхăннă вăл.
Ун пек тумлă чăваш хĕрарăмĕсене Пăкачав лере, Пушкăртра та чылай курнăччĕ. Унта, пушкăрт çĕрĕнче, пусмăртан тарса кайнă чăваш çыннисем нумай пурăнаççĕ. Çакна шухăшласа илчĕ те каллех хĕр çине пăхрĕ.
Хĕр хăй çине çапла тери нумай çын сăнаса пăхнине курсассăн сасартăк вăтанса кайрĕ, сиси-сисми хусканупа кĕпине тӳрлетсе аялалла туртрĕ. Унăн тĕрĕллĕ кĕпе умĕ кăкăрне тăп-тăп тытса тăрать, кăкăрĕ унăн чух çеç палăрать.
Саппун кантрине пушă кăна çыхнă хăй. Çапах та хĕрĕн пĕвĕ хăва хулли пек яштака, пилĕкĕ илĕртӳллĕ, такама та хăй çинчен сахал мар шухăшлаттарни тӳрех курăнать.
Пăкачав, хĕрĕн чун-чĕринчи шухăшне тавçăрса илес тенĕн, ăна куçĕнчен тинкерчĕ. «Хитрескер, — шухăшларĕ çав хушăра. — Пулаççĕ те çке ытарайми хĕрсем çак тĕнчере! Кам ыталаса савăнĕ-ши ку чиперккене?»
Хĕр, хăй çине арçын пăхнипе вăтанса, хĕрелсе кайрĕ те çаврăнса тăчĕ. Çапах та Пăкачав унăн пиçнĕ улма пек чăмăр та хĕрлĕ питне, чуна тытса илмелле хăмăр куçне, варринелле аварах хунă икĕ сулă пек вăрăм куçхаршийĕсене курса юлайрĕ те сасăпах каларĕ.
— Мĕн кирлĕ-ши вара манран çакăн пек чипер хĕре? Унăн куçĕ Алюнов куçĕпе хире-хирĕç пулчĕ. Самантрах ăнланчĕ Пăкачав: вăл кăна мар, çырла пек хĕр çине пăхса килекенсем татах та пур иккен.
Хĕрĕн пилĕкĕнчен чылай аяла тăсăлакан çăра çивĕчĕ вăхăт-вăхăт сиккелесе илет.
«Пăлханать» — шухăшларĕ Пăкачав.
Çав вăхăтра пӳрте патька-патша хушнипе чĕнсе илнĕ Хусанкка кĕрсе тăчĕ. Хĕре асăрхарĕ те вăл çирĕп утăмсемпеле турех ун патне пычĕ.
— Епле килсе лекнĕ-ха вара эсĕ кунта? Кунтисем мар-иç эсĕ. Аякран килнĕ пулĕ?! — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл. Хĕр ăçтисем пулнине тумĕнчен палласа илчĕ пулас ĕнтĕ вăл.
— Кĕтнепе Хырла тăрăхĕсем — чăвашла калаçакан пурришĕн хĕпĕртесе хуравларĕ хĕр. — Патька-патша патне килтĕм.
— Акă-çке вăл, патька-патша, — Пăкачав çине тĕллесе кăтартрĕ Хусанкка, унтан хресчен патшине пуç тайрĕ.
Хĕр куçне чарса пăрахрĕ те тĕлĕнсе те шикленсе, «Эй япала!», — терĕ, унтан Пăкачав умне чĕркуçленсе ларчĕ.
— Айăп ан туччĕ, ырă патшамăр. Айăп ан туччĕ, тӳрех палласа илеймерĕм-çке.
Пăкачав пĕр самантлăха ним хускалмасăр тăчĕ. Çынсем çапла хăй ури умне ӳкнине курма хăнăхнă ĕнтĕ вăл. Пĕрисем унран çăлăнăç ыйтаççĕ, теприсем — тавăру. Анчах çак чипер чăваш хĕрне унран мĕн кирлĕ-ши вара? Мĕн шыраса вăл ун патне çапла тери аякранах васкаса килнĕ-ши?
— Тăр, тăр, хĕрĕм, — çĕклесе тăратрĕ ăна Пăкачав. — Кала, мĕн çăмăлпа? Кам кӳрентерчĕ сана? Мĕн калас тетĕн эсĕ патька-патшана?
Хĕр, патша текен çын хăйне çапла йăтса тăратнинчен тата кăмăллăн калаçнинчен тĕлĕнсе, пĕр саманта ним чĕнме аптраса тăчĕ. Унтан кĕтмен çĕртен Хусанкка енне мар, Пăкачав енне çаврăнса, хăй тăванĕпе сăмахланă пек каласа хучĕ:
— Эпĕ Укаслу ятлă.
— Укаслу? — ăнланчĕ Пăкачав. — Пит аван ят, — ырласа та илчĕ: — Кала-ха ĕнтĕ халь, кам кӳрентерчĕ сана? Çапла тери инçетрен мĕн çăмăлпа килтĕн эсĕ? Кала, эпĕ эсĕ ыйтнине ахаль хăвармăп.
Хĕр пуçне çĕрелле усрĕ те хуллен:
— Эпĕ, ырă патшамăр, сан патна ахальтен килмерĕм. Хама çав тери усал инкек кăтартнă тискер çынсене тавăрас тетĕп эпĕ.
— Ого-о! — терĕç тĕлĕнсе темиçен. Гавриловпа Алюнова та хĕрĕн сăмахĕ-пуплевĕ тĕлĕнтерсе пăрахрĕ, анчах вĕсем нимĕн те шарламарĕç-ха. Хĕр çынсене курман пекех сăмахне малалла тăсрĕ:
— Кайран вара эпĕ, патька-патша, санпа пĕрле телейлисен çĕршывне пырас тетĕп. Санпа пĕрле пырса эпĕ те, ытти чăвашсем пекех, пусмăртан, тискерлĕхрен хăтăлăп.
Хĕрĕн юлашки сăмахĕсене илтсессĕн никам та чĕнмерĕ, пурте шухăша кайнă пек пулчĕç. Вĕсем пурте чăваш хĕрĕн хĕрӳ сăмахĕн сăнлăхне ĕненчĕç пулмалла. Чăнах та ун чĕлхипе чăн-чăн тĕрĕслĕх, сăваплăх калаçать пек.
Хăй умĕнче тăракансем нимĕн те чĕнменни Укаслушăн йывăр пулчĕ. Вăл итлекенсем хăйне ĕненмерĕç тесе шухăшларĕ те хĕрсе кайсах ăнлантарма тытăнчĕ:
— Эпĕ хĕç тытма та, ухăпа пеме те, утпа çӳреме те пултаратăп, — терĕ, унтан, тархасланăн, Пăкачав çине пăхса илчĕ.
Ку сăмахсем хусахсемпе Пăкачава тата та ытларах тĕлĕнтерсе пăрахрĕç.
Чăваш хĕрĕсем мĕнлине лайăх пĕлекен Хусанкка çеç ним пулман пек тăчĕ, Укаслу çине ăшшăн, шеллесерех пăхрĕ.
— Çук, хĕрĕм, — калаçма тытăнчĕ Пăкачав. — Хĕрсем пирĕн çара кирлĕ мар. Антив арçынсем çапăçччăр ĕнтĕ. Хĕрсен ĕçĕ...
Вăл каласа та пĕтереймерĕ. Ку сăмаха илтсенех Укаслу çухалса кайрĕ, уншăн пĕтĕм тĕнче тĕксĕмленсе ларнăн туйăнчĕ. Ара, пĕтĕм ĕмĕчĕ пĕтрĕ те унăн, вара вăл ĕсĕкле-ĕсĕкле йĕрсе ячĕ:
— Мĕншĕн çапла калатăн-ха, патька-патша? Мĕншĕн эсĕ мана хăвпа пĕрле телейлисен çĕршывне илесшĕн мар-ха?.. Эсĕ килессе мĕн тери кĕтрĕм те эпĕ. Кунĕн-çĕрĕн Пӳлĕхçе кĕл турăм.
Пăкачав хĕр çине нимĕн чĕнмесĕр пăхса тăчĕ. Сасартăк ăна хăй умĕнче палламан-пĕлмен чăваш хĕрĕ мар, хăйĕн хĕрĕ тăнăн туйăнса кайрĕ, тăван хĕрĕ çапла ĕсĕклесе йĕрет пек, ашшĕне тем каласа тархаслать пек.
— Ăçта кайса кĕрем-ха ĕнтĕ эпĕ, — ĕсĕклерĕ çав хушăра Укаслу. — Киле таврăнма юрамасть манăн. Мĕншĕн эпĕ сана юраймарăм-ха, патька-патша? Инкеклисене эсĕ пурне те çăлатăн-çке. Мĕншĕн мана кăна çапла пăрахса хăварас тетĕн-ха? Ăçта кайса кĕрем-ха ĕнтĕ эпĕ?
— Вара санăн никам та çук-им? — тĕлĕнсе те хĕрхенсе ыйтрĕ Пăкачав.
Ĕсĕкле-ĕсĕкле Укаслу хăй çинчен каласа пама тытăнчĕ:
— Аттепе аннене, ватă асаттене путсĕр Хунчар Савантерĕ çĕре кĕртрĕ. Пĕртен-пĕр мана шеллекен çынна унăн ывăлĕ вĕлерчĕ. Никам та çук манăн. Хамăн та манăн тискер Савантер ачин мăшкăлĕнчен хăтăлас тесе алла тимĕр тытмалла пулчĕ. Эпĕ ăна вĕлертĕм те кунта тарса килтĕм. Патька-патша, манăн халь урăх ниçта та кайма çук-çке, — терĕ те хĕр паçăрхинчен те хурланарах йĕрсе ячĕ.
— Ан йĕр, ан йĕр, патшамăр ырă, — лăплантарчĕ ăна Хусанкка. Патшамăр терт курнă çынна яланах пулăшаканччĕ. Сана та хăвармĕ. Пулăшĕ. Ан йĕр, Укаслу, ан йĕр.
Ун сăмахне ăнланчĕ тейĕн Пăкачав. Таçтан такама темĕскер илсе килме хушрĕ. Анчах Укаслу ăна илтмерĕ те, курмарĕ те. Патька-патша хăйне чĕнсе калаçма тытăнсан çеç вăл тăна кĕнĕ пек пулчĕ:
— Кунталла пăхсам, Укаслу.
Пăкачав аллинче — укçа енчĕкĕ, вăл ăна кăшт çӳлерех çĕклерĕ те чăнкăртаттарса илчĕ, вара:
— Ку сана, хĕрĕм, манран, патшаран-императортан, — терĕ. — Хĕр тупри тума пултăр!
Хутаçри укçасем ун сассине витленĕ пек чăнкăртатса илчĕç, хăйĕн чăнкăрти сассипе хĕре илĕртме, лăплантарма шутларĕç, тейĕн. Анчах йăнăшрĕç пулĕ çав вĕсем, укçасем, хĕре çапла илĕртме-лăплантарма шутларĕç пулсан. Патька-патшан çак сăмах-пуплевне илтсенех, хăйне парас тенĕ укçа хутаççине курсанах аякран килнĕ хĕр тата ытларах эрленсе-хурланса йĕрсе ячĕ.
Шур чĕр çитти хура вĕç;
Ăмма макран хуракуç?
— Макăрмасăр ăçта каяс,
Ăраскалсăр çамрăк пуç.
— тенĕ тахçанах пĕр юрăра Укаслу пурнăçне пĕлнĕ евĕрлех.
— Ан йĕр, ан йĕр, — лăплантарчĕ ăна каллех Хусанкка. — Ху пĕлен ĕнтĕ: вăрçă тени хĕрарăм ĕçĕ мар. Эпĕ сана ăсатса ярăп. Алкумне тухса кĕтсе тăр-ха. Атту тата патька-патшана çиллентерĕн.
Хăйне такам питĕнчен çав тери хытă çапнă пек Укаслу шарт сикрĕ, унтан вара сасартăках çав тери ывăннă пек пулчĕ те, енчен енне тайкаланса, уçă алăкран алкумнелле тухрĕ.
Пăкачав вăл çапла тери хурлăхлă пулнине асăрхасах та çитереймерĕ пулĕ, Укаслу тухсан, Хусанккапа Гаврила çине пăхса, савăнăçлăн калаçма тытăнчĕ:
— О-о-о, тĕлĕнтермĕш, тĕлĕнтермĕш! Тĕлĕнтерсех пăрахрĕ мана ку хĕр. Мĕн тери хитре тата!.. Эх, пулас марччĕ ман императрицă-арăм... Ун чухне-и?.. — Вăл пуçне енчен енне сулкаласа илчĕ те шăпланчĕ. Пăкачавăн хăйне нимшĕн ӳпкелемелли те çук: вăл хĕре хăй мĕн пултарнă таран пулăшрĕ. Тепĕр тесен хĕрупраçа çара илме пултараймасть ĕнтĕ вăл. Хĕрарăм тени вăл ăçта кирлĕ унта çеç лайăх. Ытти çĕрте инкек кӳме пултарать.
Патька-патша çапла шухăшласа кулленхи ĕçе пуçăнма вăхăт иккенне астурĕ те хăй патне манифест çырма хушнă тиеке чĕнсе килме хушрĕ.
Хусанкка вара хăй текех патька-патшана кирлĕ маррине туйса, Укаслу хыççăн тухрĕ.
Ăна, тарăннăн сывласа, Алюнов куçĕпе ăсатрĕ. Патша хĕрпе калаçнă чухне вăл вĕçĕмсĕр Укаслу çине пăхрĕ, ассăн-ассăн сывла-сывла илчĕ, хăйне вырăн тупаймарĕ, унтан вара Хусанкка хыççăнах хуллен алкумне шăвăнса тухса пурин куçĕ умĕнчен те çухалчĕ.
Пăкачав халь кăна мĕн пулса иртнине маннă пекех хăйĕн полковникĕсемпе вăрçă пирки калаçма тытăнчĕ. Çав вăхăтра ун патне тиек пырса кĕчĕ. Вăл Пăкачав хушнипе манифест çырса хатĕрленĕ иккен. Хуллен хăй мĕн çырнине васкамасăр вулама пуçларĕ.
~~«Божией милостью мы, Петр трети, император и самодержец всероссийский: и протчая, и протчая, и протчая.
Обьявляется во всенародное известие.
Жалуем сим имянным указом с монаршим и отеческим наших милосердием всех, находившихся прежде в крестьянстве и в подданстве помещиков, быть верноподданными рабами собственной нашей короне и награждаем древним крестом и молитвою, головами и бородами, волностию и свободою и вечно козаками, не требуя рекрутских наборов, подушных и протчих денежных податей, владением землями, лесными, сенокосными угодьями и рыбными ловлями, и соляными озерами без покупки и без оброку и освобождаем всех прежде чинимых от злодеев дворян и градских мздоимцев-судей крестьяном и всему народу налагаемых податей и отягощением. И желаем вам спасения душ и спокойной в свете жизни, для которой мы вкусили и перетерпели от прописанных злодеев-дворян странствие и немалыя бедствии. А как ныне имя наше властию всевышней десницы в России процветает, того ради повелеваем сим нашим имяным указом: кои прежде были дворяне в своих поместиях и водчинах, оных противников нашей власти и возмутителей империи и раззорителей крестьян ловить, казнить и вешать и поступать равным образом так, как они, не имея в себе христианства, чинили с вами, крестьянами. По истребоении которых противников и злодеев-дворян всякой может возчувствовать тишину и спокойную жизнь, коя до века продолжатца будет.
Петр2.
— Тĕрĕс. Хушнă пекех çырнă, — хăй кăмăлне пĕлтерчĕ Пăкачав. Унтан каллех тин кăна хăй умĕнче тăнă хĕре аса илчĕ. — Тĕлĕнтермĕш... Тĕлĕнтермĕш... Ав, мĕнле иккен чăваш хĕрĕсем! — çын илтмелле мар пăшăлтатрĕ унăн тути.
Сасартăк ăна хăй умĕнче палламан хĕре мар, юратнă арăмне, Кузнецов хусах хĕрне, Устина Петровна императрицăна курнă пекех туйăнса кайрĕ. Вăл та çапла туй хыççăнхи чăп-чăп каçĕ иртсен ун умĕнче çакăн евĕрех пуçа усса тăратчĕ, эрленсе-хурланса хăйне пĕччен хăварнăшăн ăна ӳпкелешсе калаçатчĕ:
— Ман хĕр ĕмĕрне сая ятăн эсĕ, патша-аттеçĕм. Кама шанса çапла пĕччене пăрахса хăваратăн-ха мана, хăвăн мăшăрна?
Атте çуртĕнче пурăнаттăм, хуйхă мĕнне пĕлместĕм. Эсĕ килсе тухрăн та мана, пурнăç тутине те пĕлеймен айвана, арăм турăн та, тӳрех тăлăха хăваратăн! Ейĕк шывĕ çинче ӳсекен чечеке татрăн та çĕре пăрахрăн...
Пăкачав ăна питĕ юрататчĕ. Унран ытла пĕр арçын та тепĕр хĕрарăма хакламан-савман пуль. Халиччен хĕрарăм курман мар вăл, пайтах хĕрарăм та хĕрупраç та ун аллинче, ун ытамĕнче явкаланнă, анчах Устина Петровнăран хакли Пăкачавшăн никам та пулман.
Анчах мĕншĕн-ха ăна çак таçтан килсе тухнă чăваш хĕрĕ Устина Петровнăна аса илтерчĕ. Хăйĕн çамрăклăхĕпе-и? Упкевлĕ кусçулĕпе-и? Е чиперлĕхĕпе-и?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...