Кăвак çĕмрен :: Тĕнче тăрăх хавха çӳрет
Ишмук кунта та çухалса кайманнине курса, пурте ахăлтатсах кулса ячĕç.
Ку Ишмука пушшех те хавхалантарчĕ пулас.
— Тепрехинче хайхи, — васкаса каласа пама тытăнчĕ вăл, — ман хуçа урамран чупса кĕчĕ. Хăй хĕп-хĕрлĕ хĕремесленсе кайнă, сăмси кишĕр пек, куçĕ куянăнни пек чалăшнă.
— Мĕн пулчĕ? — тетĕп.
— Часрах арăма килтен хуса кăлар! — тет.
— Мĕншĕн хуса кăлармалла? — ăнланмасăр ыйтатăп эпĕ. Вăл мана ăнлантарса тăрас темерĕ пулас, арăмĕн пӳлĕмне çĕмĕрсе кĕчĕ те хайхискер кашкăр пек аллинчен сĕтĕрсе тухрĕ. «Кай! Куç тĕлне те курăннă ан пул!» — тет.
Арăмĕ упăшки хăйне мĕншĕн хăваланине пĕлмест, ĕсĕкле-ĕсĕкле йĕрет. Çакна курса, пуян пушшех те урса кайрĕ.
— Эс тата ăнланман пек туса тăратăн-и-ха?! — кăшкăрма тытăнчĕ вăл. Арăмне çӳçĕнчен ярса тытрĕ те кушак çури пек урамалла сирпĕнтерчĕ.
— Чим-ха, хуçа, — чарма тăрăшса пăхрăм эпĕ, — мĕншĕн арăмна çав териех курайми пултăн?
Сăлтавне кайран пĕлтĕм вара. Ман хуçа урамра тепĕр пуяна тĕл пулнă. Лешĕ, ку питĕ хыткукарне пĕлсе, кăштах шӳтлеме шутланă, сан арăму, тĕлĕкре мана пӳремечĕ çитерчĕ, тенĕ.
— Çавăншăнах арăмне килтен хуса кăларнă-и вара? — халиччен ним чĕнмесĕр ларакан Эмир те калаçăва хутшăнмасăр чăтаймарĕ.
— Çавăнпах çав, — терĕ Ишмук. — «Капла вăл кашни çынна пӳремечĕ çитерме тытăнсан мана çаппа-çарамас хăварать! Çаппа-çарамас юличчен арăмсăр пурнас!» — кăшкăрашрĕ ман хуçа.
Итлекенсем пурте каллех кулса ячĕç. Аванкай мучи те ыттисемпе танах, çамрăк çын пек савăнса, хăйне хаваслă, телейлĕ туйса кулчĕ. Çак хушăра унăн хура элчел пуслăхĕ пуснипе курпунланнă хул-çурăмĕ те тӳрленнĕн курăнчĕ.
— Чĕлхӳ мăка мар курăнать сан, — терĕ Ишмука. — Анчах тем, паян кунчченех, çăварна шыв сыпнă пекех лартăн.
— Çăвар уçма сăлтавĕ çукчĕ. Çитменнине тата ун пек пӳтсĕр хуçа çинчен пит каласа парасах та килмест.
— Каласа парас килменниех курăнмарĕ-ха, — килĕшмерĕ Аçтăрхан. Вăл ыттисенчен сахалтарах кулчĕ, Ишмук çине шанман пек темиçе хутчен çивчĕ куçĕпе сăнаса пăха-пăха илчĕ.
— Сăмахăм тĕрĕс мар пулсан эппин аçа çаптăр! — кăшкăрсах каларĕ Ишмук. — Тепрехинче тата эпир унпа çапла çула тухнăччĕ...
— Хăв пуяну çинчен калама йăлăхтармарĕ те-и? — сиввĕн чарчĕ ăна Аçтăрхан. — Юмах яриччен эс пире хăв мĕн ĕçпе вăрмана килсе тухнине каласа пар.
Пурте шăпăртах пулчĕç. Аçтăрхан сăмахĕ Аванкай патĕнчи çамрăксене çакăн пек хавхавлă самантра тимлĕ пулмаллине аса илтерчĕ. Чăнах та, ара, çак сăмах çапма юратакан çын тăшман мар пуль те. Çичĕ ютран тем те кĕтме пулать.
— Юрĕ, кун пирки те калăп, — çав хушăра хăй килĕшнине пĕлтерчĕ Ишмук. — Кунта килсе тухасси çав тутлă çиме юратни пиркиех пулчĕ.
— Куна илтрĕмĕр ĕнтĕ эпир, — сиввĕн мăкăртатса илчĕ Аçтăрхан.
— Ĕмĕр тăршшĕпе эпĕ хур тукмакĕ çиме ĕмĕтленеттĕм, — вăл мăкăртатнине илтмен пекех пулчĕ Ишмук. — Çав тери тутлă тетчĕç ăна. Аттех каласа кăтартатчĕ. Вăл хăй çисе-тутанса курман та, çапах ялти пуп çинине чӳрече витĕр курнă.
— Каллех халлап çаптарать, — кăмăлсăрланчĕ Аçтăрхан.
— Çук! Халлап мар! — хăйне шанманнине кура хальхинче кӳренсех хирĕçлерĕ Ишмук. — Чăннине калатăп. Суяп пулсан, акă, аçа çаптăр. Пĕррехинче хайхи хуçа патне шалти пӳлĕме кĕтĕм. Куратăп: сĕтелĕ çинче — хур тушки. Юнашарах тукмакĕ. Пĕрне, теприне хуçа авăрттарать кăна, çĕр çăтса антартăрах çав. Çакна курсан, куç-пуç алчăрса кайрĕ, çăвартан сĕлеке юха пуçларĕ. Пĕтĕм ăш-чик пăчăртанса ыратма, асар-писер çаврăнма тытăнчĕ... Хур тукмакĕ памасан çавăнтах татăлса анать тейĕн çав. Анчах мĕн тăвас-ха манăн, хур тукмакĕ тутанса пăхасси пирки шутламалли те çук. Çав самантра эпĕ сĕтел еннелле тимсĕлсе пăхнине хуçа асăрхарĕ, хăйĕнчен хур тукмакне туртса илесрен хăранăн шартах сикрĕ те кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн кирлĕ сана? Мĕн çăварна карса тăран?
Пуçра çиçĕм пек шухăш вĕлтлетсе иртрĕ... «Халь улталаса та пулин хур тукмакне çаклатмасан ӳлĕмрен май килессе шутламалли те çук!»
— Пуп сана шыратчĕ, — терĕм хуçана. — Сана светтуй ятне парасшăн. Анчах эсĕ кунта иккен пĕлмен эпĕ, çук, терĕм.
Ман хуçа тăрри шăтăкрахчĕ, пуян пулсан та. Ĕмĕр тăршшĕпе вăл светтуй пулас тесе тăрăшатчĕ.
— Эх, мĕскер туса хутă-ă-ăн! — çухăрса ячĕ хуçа çакна илтсен. — Пĕтĕм ĕмĕте сая ятăн вĕт кăпла-а-а!
Хайхискер ури çине сиксе тăчĕ те ман пата мăшăлтатса чупса пычĕ:
— Ăçта вăл?
— Кам? — тетĕп хама лăпкăнрах тытма тăрăшса.
— Пуп!
— Тин çеç кайрĕ. Ăна хуса çитме те пулать. Кайса чĕнес-и? Эпĕ тухса чупма хатĕрленнĕ пек турăм. Ахальтен хуçа патĕнче пилĕк çул тертленмен çав, ăнă йăлтах пĕлсе çитнĕччĕ. Вăл хайхи, светтуй пулас тесе, хăй аллинчи хур тукмакĕ çинчен те мансах кайрĕ.
— Çук! Эп хам хуса çитетĕп ăна! — терĕ те çисе ярайман хур тукмакĕ мĕнĕпех урамалла ыткăнчĕ.
Эп хайхи, вăл алăка шалтлаттарса хăварсанах, сĕтел çинчи хур тукмакне ярса тытрăм та куç хупса иличчен çăтса та ятăм. Çавăнтах тăна кĕтĕм те, анчах мĕн тăвас тен, вăрă пулса тăтăм çапла.
Кĕмсĕртеттерсе хуçа килсе кĕчĕ. Ара, урамра нимле пуп таврашĕ те çук та-ха. Сăнĕ-пичĕ арçуринни пек.
— Сан пирки светтуй пулмасăр юлтăм! — мĕкĕртеттерет хăй. Çавăнтах тата сĕтел çинче хур тукмакĕ çухалнине асăрхарĕ. — Эсĕ çирĕн-и? — тет.
— Çук. Çиме мар куçпа та курман! — тетĕп.
Вăл ĕненет-и, аçа çапасшĕ! Ытти тарçăсене чĕнсе кӳртрĕ те мана çыхса пăрахма, саламатпа пĕçертме хушрĕ. Акă, паян кунччен те ыратать...
Ишмук сылтăм аллипе хул-çурăмне сăтăркаласа илчĕ.
— Ун хыççăн тухса тартăн-и вара?
— Тӳрех мар. Малтан ку-ку-ре-ку-у-у! хĕрлĕ автан ятăм. Пӳтсĕр хуçана шаритлерĕм...
Аванкай мучи Ишмук сăмахне ним чĕнмесĕр, куçне хĕссе итлесе ларчĕ. Пурнăçра вăл хура-шурра пайтах курнă, çавăнпа Ишмук сăмахĕнче тĕрĕссипе пĕрле кăшт курнăçас шутпа хушкалани те пуррине лайăх ăнланчĕ. Паллах, ку этеме шăпа патакки татах пырса çапнă пулас, хăй курайман çынсене хире-хирĕç тăрса çапăçма хăю çитернĕскер ку. Патша йыттисен аллине лекес пулсассăн ăна ырри пулас çук.
Аçтăрхан вара хăй иккĕленĕвне пĕтĕмпех сирсе яраймарĕ пулас, мĕн калас-ши, тенĕн, старик çине пăхрĕ. Çакна асăрхаса, Аванкай Ишмук майлă пĕр-ик сăмах хушас терĕ.
— Тĕрĕс тунă эсĕ, ачам. Анчах çуртне шел. Пуянĕ темех мар та.
— Ха-а! Мĕн тумаллаччĕ вара ман? Малтан уя тухса кăвайт чĕртмеллеччĕ, кайран пуяна хампа пĕрле чĕнсе тухса, вут ăшне сик! темеллеччĕ мар пуль те?
— Хам та калама пĕлейместĕп-ха ĕнтĕ, — кăмăллăнах калаçрĕ старик. — Эс калани тĕрĕсех пуль çав.
— Çакса вĕлермеллеччĕ ăна! — ăс пачĕ Аçтăрхан.
— Чиксе пăрахсан та юратчĕ, — терĕ Атлай.
— Юрĕ, юрĕ, — аллине сулчĕ Ишмук. — Апла ту та капла ту теме пурте маттур эпир. Хăвăрăн ман вырăнта пулса курасчĕ.
— Тен, эпир санран йывăртарах çĕре те лексе курнă пуль, — сăмах хушрĕ Эмир.
— Юрĕ, юрĕ, ачасем, — килĕштерес терĕ вĕсене Аванкай мучи. Тĕрĕссипе каласан Ишмук ăна самаях килĕшрĕ. Паллах, çынни вăл хăй евĕрлĕскер пулас, сăмаха кивçен каймасть, çав хушăрах çилĕ тытма та юратмасть пулĕ. — Эпĕ сирĕн пата тем тĕпчесе пĕлес тесе кĕменччĕ. Эпĕ сире çĕнĕ хыпар каласшăнччĕ.
— Мĕнле хыпар? — харăссăн ыйтрĕç çамрăксем. Старик калас-и, калас мар-и тенĕн пурне те тимлĕн пăхса çаврăнчĕ.
Çамрăксем, вăл мĕн каласса кĕтсе, ун патнерех сиксе ларчĕç.
— Итлĕр эппин, этьсемри, — терĕ старик, — пирĕн патша, хресчен патши тĕнчене килнĕ теççĕ. Вăл килессе пирĕн асаттесем те кĕтнĕ, анчах кĕтсе илеймен. Илтнĕ-и эсир кун çинчен?
Каччăсенчен никам та кун пирки илтмен те иккен.
— Чăнах та-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Аçтăрхан.
— Кам патши вара вăл? — ыйтрĕ Ишмук.
— Мĕнле «кам патши»? — хальхинче хăй тĕлĕнчĕ старик.
— Паллах, пирĕн, хресченĕн, хура халăхăн.
— Çук, ун çинчен ыйтмастăп. Вырăс патши-и вăл?
— И-и-и, ачам. Ку вăл, хресчен патши, пурин те: вырăсăн та, чăвашăн та, тутарăн та, ирçен те.
— Эсĕ вара ун çинчен мĕнле илтнĕ, мучи? — ыйтрĕ Атлай.
— Вăрманта пурăнсах.
— Тĕнче тăрăх хавха çӳрет, этьсемри, — ăс вĕрентнĕн каларĕ старик. — Вăл хура халăх патши, çармăс енчен Атăл урлă пирĕн енне каçнă та çурçĕрте, Çавал тăрăхĕнче тапăра тăнă. Унăн хăш-пĕр çарĕсем кăнтăралла, теприсем анăçалла васкаççĕ, тет.
— Эх, пирĕн те ун патне лекесчĕ те! — ĕмĕтленсе илчĕ Аçтăрхан. — Мучи, эсĕ пĕлейместĕн-и, илĕ-ши вăл пире хăй патне?
— Маттур, ачам, — хуравларĕ старик, — шăп та лăп çавăн пирки сăмахлатăп та ĕнтĕ эпĕ. Пирĕн патша пурне те хăй тапăрне чĕнет, йĕкĕтсене хĕç çĕклеме хушать. Эсир — йĕкĕтсем. Сирĕн çулăр — патька-патша тапăрĕ енне.
— Епле тупăпăр-ши эпир ун тапăрне?
— Тĕнче тăрăх хавха çӳрет, ачамсем. Тупатăр. Кун пирки ан пăшăрханăр. Тупатăр. Ватă Аванкай кун пирки шухăшланă ĕнтĕ. Сире валли ман пĕр вăрттăнлăх пур-ха. — Вăл, такам палламан çын илтесрен шикленнĕ пек, сассине пусарчĕ те, майĕпен каларĕ:
— Пирĕн таврана патька-патша янă çын килсе çитнĕ.
— Элчĕ-и! — кăшкăрса ячĕç çамрăксем харăссăн.
— Элчĕ çав. Ыран вăл кунта пулать. Ăна кĕтсе илме хатĕрленĕр.
— Чăваш-и вăл?
— Чăваш. Çитменнине сирĕн пекех çамрăкскер, тен, сирĕнтен те çамрăкрах пулĕ. Вăл сире патька-патша патне илсе кайма пултарать.
— Çамрăк тетĕн-и? — тĕлĕнчĕç каччăсем. — Эпир, ав, кунта ларатпăр та нимĕн те пĕлместпĕр. Старик кулса ячĕ:
— Пĕлĕр-ха, ак, пĕлĕр. Малашне тем те пĕлĕр. Халĕ ĕнтĕ, атьăр, тимрĕç лаççине каяр. Унта эпĕ сире валли кăшт ăпăр-тапăр хатĕрленĕччĕ. Çавна кăтартам. Кăмăллă пулăр-и ĕнтĕ, пĕлместĕп. Тен, ватă Аванкай ĕçĕ сире килĕшмĕ...
Аванкай пурне те хăй лаççине ертсе кайрĕ.
Çитсессĕнех хайхискер лаç алăкне яриех уçса ячĕ. Стенасем çине, урайне çутă ӳкрĕ. Аванкайпа пĕрле пынă çамрăксем унталла-кунталла пăхрĕç те тĕлĕннипе эйлетсех ячĕç. Урайĕнче — сăнăсем, айпăлтасем, анкарсем. Кашнийĕ уйрăм-уйрăм купапа. Стенасем çине хĕçсем, укçусем çакса хунă. Укçăвĕсенче туп-тулли çĕмрен. Тем чухлĕ çар çынни валли кăрал кунта.
— Ку йăлтах сире валли, йĕкĕтсем! — терĕ старик. — Ку йăлтах сире валли! Çакă куна, йĕкĕтсене çаксене кăтартма кун çитессе, эпĕ тем пекех кĕтсе пурăнтăм. Çитрĕ çакă кун. Илĕр пĕтĕмпех мĕн кирлине. Илĕр. Пуянсене, куштансене, усал патша пирĕн пата янă тискер чунлă вăйпутсемпе пупсене тĕп тăвăр...
— Мĕн чухлĕ кăрал! — терĕ тĕлĕнсе Аçтăрхан. — Хăш вăхăтра хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ эсĕ ăна, мучи?
— Хĕрĕх çул ĕçлерĕм эпĕ, ачамсем. Хĕрех çул. Эсир килессе, хура халăх патши килессе кĕтсе ĕçлерĕм эпĕ. Кĕтсе илтĕм ĕнтĕ халĕ.
— Эсĕ вара, мучи, хура халăх патши килессе пĕлнĕ-и? — ыйтрĕ Ишмук.
— Пĕлнĕ.
— Çтан пĕлнĕ?
— Тĕнче тăрăх хавха çӳрет, ачамсем. Халĕ ĕнтĕ эсир хăвăра мĕн кăрал килĕшет, çавна илĕр. Вăтанса ан тăрăр. Маттур йĕкĕт аллинче çивчĕ хĕç, çирĕп анкар, лайăх ухăпа туп-тулли çĕмренлĕ укçу пулмалла. Маттур йĕкĕте тата ут-урхамах кирлĕ. Кунта ут-урхамахсăр пуçне пурте пур. Анчах эсир ан кулянăр. Ут-урхамахĕ те часах пулĕ. Чăн ĕнтĕ, тата пăшал çук та. Тума пĕлейместĕп-çке. Юрĕ, халлĕхе пăшалсăр та юрĕ. Çапла-и, ачамсем?..
Каçпа, Аванкай мучи сайхахĕ çине хăпарса çывăрма выртсан, Аçтăрхан Ишмука пилĕкĕнчен кăлт! тĕкрĕ:
— Итле-ха, хур тукмакĕ тутине туйрăн-и вара?
— Хăçан? — ыйхă тĕлĕшпе вăл мĕн калаçнине ăнлансах çитеймерĕ пулас Ишмук.
— Ара, хăв каларăн-иç. Хур тукмакне хыпса çăтрăм, терĕн. Хуçу патĕнче.
— А-а-а, ун чухне-и... Çук, — пуçне кăтăрт-кăтăрт! хыçса илчĕ Ишмук. — Эпĕ ăна чăмламасăрах çăтса ятăм та...
Пурте ахăлтатса кулма тытăнчĕç.
— Эс, ара, мĕн? Хăв та хур тукмакĕ тутанса пăхас темерĕн пуль те? — Аçтăрханран ыйтрĕ Ишмук.
— Хирĕçлемен пулăттăм та, — хуравларĕ лешĕ, унтан сасартăк ыйтрĕ: — Итле-ха, миçере эсĕ?
— Ма?
— Хăшпĕр чух эс мана тем чул хура-шур курнă ват çын пекех туйăнан. Анчах эс пиртен тем чул аслах мар пуль.
— Чим, акă, эпĕ сана ман тепĕр хуçа çинчен каласа кăртартам-ха. Вара кам миçерине хăвах туйса илĕн...
— Çитĕ ĕнтĕ, — терĕç ăна Атлайпа Эмир. — Çывăрмалла. Тепĕр чухне. Атту элчĕ ирех килмелле...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...