Кăвак çĕмрен :: Ахмар полковник
Çӳл ту çинче çил арман, ай, авăрать,
Çăнăхсем тухнисем курăнмасть.
Пирĕнех те ăшра, ай,вут çунать,
Çулăмĕсем тухнисем курăнмасть.
Атăл урлă кĕпер те хывнă иккен,
Эпир сисмесĕр юлнă, ай, иккен.
Пирĕн çамрăк ĕмĕр те иртнĕ иккен,
Эпир сисмесĕр юлнă, ай, иккен.
Вăрманăн та хĕрне те, ăй, пас тытнă,
Епле пырса кĕрем-ши вăрмана?
Эпир пырас хулана та, ай, вут тивнĕ,
Епле пырса кĕрем-ши вут çине.
Улăхрăм çӳллĕ те эп ту çине,
Çаврăнайса пăхрăм та ял çине.
Ялсем кăна юлчĕç те пит инçене
Савнă тăван юлчĕ те пит йĕрсе.
Авалхи чăваш хăлăх юрри.
Шухăшсем
Get visitors who fit your business, not ...
Here’s something different that caught...
Most businesses see noticeable movement ...
We don’t sell empty impressions...
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...