Кăвак çĕмрен :: Хăшместĕр йывăçĕ
Çӳллĕ тусем çинче кăвак юман,
Хăшместĕрĕн савнă йывăçĕ.
Авалхи юрăран.
Çутçанталăк хăйĕн кăвак чатăрне тĕнчене кăтартма тухăçа çакса хучĕ.
Çĕрĕпе канми утнă-чупнă утсем самаях ĕшенчĕç, хулленрех те хулленрех кая пуçларĕç.
Çуран пыракансем вара йăлтах ывăнса çитрĕç.
Çитменнине тата темиçе сехет хушши ĕнтĕ отряд вĕçĕ-хĕррисĕр çырма-çатраллă, туллă-сăртлă вăрманпа пычĕ. Кукăр-макăр çул пĕрре çырманалла е сăрта май анать, тепре тăвалла хăпарать — çакă пушшех те утсене ывăнтарчĕ курăнать. Вĕсем мĕн май килчĕ унтах хăйсене кантарма вăхăт çитнине палăртма тытăнчĕç: е йывăç тымарĕсем çине такăнаççĕ, е сăрт çине улăхнă чухнелле чарăнкалама пăхаççĕ, е тарăн çырмана анас умĕн хăранă пек пĕр вырăнта тапăртаткаласа илеççĕ.
Çӳллĕ сăрт çамки çинчи юмансем патне улăхса çитрĕ те Ахмар йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Сасартăк ытти юмансенчен капмарлăхĕпе, шултра тураттисемпе уйрăлса тăракан кăвак юман куçĕ умне пулчĕ.
— Акă ăçта канма пулать, — шухăшласа илчĕ вăл. — Ку юман сулхăнĕ такама та çитет.
Çавăнтах вăл хăйĕн отрядне çак юманлăхра чарăнма хушрĕ:
— Пурте канас. Утсем сывлăш çавăрччăр! Хамăр çырткалас! — хушрĕ вăл.
Юланутçăсем йĕнер çумĕнче ялан хатĕр тăракан тăлăсемпе учĕсене тăлларĕç, чĕркуççи таран тăсăлакан çăра курăк çине ячĕç. Хăйсем вара кăвак юман патне пухăнчĕç. Çуран çарçыннисем те часах кунта килсе вырнаçрĕç.
Кăвак юман — чăвашсен чи юратнă йывăçĕ, вĕсен мухтавĕпе чапĕ, авалхи Чăваш çĕршывĕн символĕ. Анчах ăна халĕ Чăваш çĕршывĕнче кураймастăн ĕнтĕ. Кăвак юмана вунсаккăрмĕш ĕмĕр вĕçĕнче йăлтах касса пĕтернĕ, Питĕрпе Мускава тата урăх çĕршыври хуласене турттара-турттара кайнă имĕш.
Кăвак юман шывра путакан йывăç пулнă, теççĕ. Анчах шывра та вăл вуншар çул нимĕн улшăнмасăр, çĕрмесĕр, хăйĕн илемне пĕрре те петермесĕр выртма пултарнă. Халĕ ĕнтĕ кăвак юман мĕнле йышши йывăç пулнине те лайăх пĕлсех çитмеççĕ. Ун çинчен калани халăх асĕнче кăна юлнă. Вăл питĕ хуллен ӳснĕ, пурăнасса вара тăхăрçĕр çул ытла та пурăннă. Ун сĕтеклĕ шывне юхтарса ĕлĕк-авал вăй хушакан им тунă. Каярахпа вара им сăмахран имçам тени тухса кайнă, тет, ку вăл халĕ эмел тенине пĕлтерет.
Çынсем калаççĕ, им ĕçекен çынсем ватăлман, теççĕ. Им ĕçекен çынсем ыттисенчен маттуртарах, кăмăллăрах пулнă, вĕсем хăйсен пурнăçĕнче ытларах ырă ĕç тума тăрăшнă. Çав има илес тесе чăвашсем патне таçтан-таçтан та сутăçăсем килсе тăнă имĕш, чăваш турханĕсемпе ĕмпĕвĕсене уншăн вăйпитти чурасем, хĕвел куçлă ытарайми хăрхăмсем панă имĕш.
Хăйсен юратнă йывăççине ним шеллемесĕр касса пĕтерни çынсене питĕ кулянтарнă, вĕсем вара кăвак юманпа пĕрле хăйсен чапĕ те çухалать тесе макăрнă. Халĕ те пулин халăх асĕнче «Юлашки кăвак юман çинчен хунă юрă» упранать, унта чăвашсем хăйсен чун-чĕри суранне килес ăрусене парса хăварма тăрăшнă.
Ахмарпа унăн çыннисем çавăн чухне кăвак юман шăпи çапла тери тискер тухасса пĕлмен-ха. Вĕсен ун чухне урăх хуйхă пулнă, вĕсем хăйсен патька-патши патне васканă, халĕ, акă, кăштах канса илме шутланă.
Пурте апатланма ларчĕç.
Ирхи апат ирттерет, теççĕ чăвашсем. Нумая пымасть вăл. Уйрăмах çакăн пек пысăк хавхаланупа инçе çула тухнă чухне. Хăшĕсем капăртмапа сухан, теприсем пӳремечĕ çырткаларĕç те кăшт сенк пула пуçларĕç.
Шăмшак мĕн тесен те канмах ыйтать. Кăшт çеç, темиçе самант çеç çывăрам пекки туса илтĕр çын — çăмăллансах каять.
Çакна шута илсе, Ахмар çула тухма васкамарĕ. Хăй те канасшăнччĕ вăл, анчах тем аса илсе часрах ури çине тăчĕ те тусĕсене шыра пуçларĕ.
Вĕсем те, Аçтăрхансăр пуçне, пурте ыйха çаптараççĕ.
— Итле-ха, Аçтăрхан, — терĕ Ахмар, — пурте ыйха путрĕç, эсĕ те пулин ан çывăр-ха. Ун-кун пăхкала. Эпĕ кăштах малалла кайса, çул пăхса килем.
Аçтăрхан тапăра юлчĕ. Ахмар йĕнерĕ çинчен уххине илчĕ те кукăр-макăр тăсăлакан сукмакпа вăрман ăшнелле кĕрсе çухалчĕ.
Йĕри-тавра çын утса çӳреме çук сĕм вăрман. Кунта килсе кĕрекене аслă вăрман хăй мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтерет. Йĕплĕ тĕмĕсем тумтире чĕре-чĕре татаççĕ, йывăç турачĕсем сукмакпа утакан çынна та вĕçĕмсĕр пĕшкĕнтереççĕ.
«Кун пек вăрман чăваш çыннисене кирек мĕнле инкекрен те çăлса хăварма пултарать, — шухăшларĕ Ахмар. — Анчах халĕ вăл пире часрах малалла кайма кансĕрлет».
Çитес çĕре часрах çитес тесен тикĕс çул тупмалла. Сасартăк мал енче юханшыв курăнса кайрĕ. Ахмар унталла васкарĕ.
Юханшывĕ пит сарлаках та мар. Унăн сылтăм çыранĕ çӳллĕ, сулахай çыранĕ вара вашмак. Ахмар шухăшлани тĕрĕс пулчĕ: юханшывăн сулахай çыранĕпе кайма питĕ аван иккен.
Халĕ ĕнтĕ, çул шыраса тупнă хыççăн, каялла таврăнма та юрать.
Ахмар каялла кайма çаврăнчĕ. Самаях утнăччĕ ĕнтĕ вăл, сасартăк тепĕр енче хыттăн кăшкăрни илтĕнчĕ. Малтанласа Ахмар ăна çил çапла улать пуль терĕ. Кайран вара çын сассине лайăхах уйăрса илчĕ. Такам вилес умĕнхи саспа çухăрса ячĕ.
Ахмар, ан кансĕрлетĕр тесе, укçуна хăй çумнерех тытрĕ те, каялла çаврăнса, пур вăйран тапăр еннелле ыткăнчĕ.
«Часрах васкас пулать! Часрах!» — шухăш вĕçĕмсĕр васкатрĕ ăна!
Çил пек хашкаса персе çитрĕ вăл тапăра.
Темиçе çын Ахпăлатпа пупа ярса тытнă та кăвак юман айне сĕтĕреççĕ. Вĕсене Ахмар тусĕсем — Ишмук, Эмир, Аçтăрхан — чарма хăтланаççĕ, анчах лешсем кусене итлемеççĕ.
Лайăхрах пăхрĕ те Ахмар лешсене пĕр арта ялккас — вăрăм та шултра сурăх çăмĕнчен йăваласа тунă пысăк ялккас тăхăннă лутака çын хĕтĕртсе тăнине асăрхарĕ.
— Халех çакас!
— Виççĕшне те вĕсене, юнĕçенсене, çынвĕлеренсене, пĕр туратран! — илтех кайрĕ Ахмар.
— Чим-ха, Ахмар киличчен те пулин тăхтар! — чарасшăн вĕсене Ишмукпа ыттисем.
Ахмар кунта мĕн пулса иртнине ăнланчĕ. Пăлханнă ял çыннисем хăйсен пусмăрçисене халех тĕп тăвасшăн... Темĕнле лутака çын тупăннă тата.
— Чарăнăр, мĕн хăтланатăр эсир! — кăшкăрса ячĕ Ахмар. Унăн çиллес сăнне курсан, çынсем тăруках лăпланчĕç, кăшкăрашма та пăрахрĕç.
— Ну, мĕн тăватăр эсир? — хальхинче хулленрех ыйтрĕ Ахмар.
— Ав, пуппа çав харампыра... — аллипе тăсса кăтартрĕ пĕри.
— Çакатпăр! — хушса хучĕ тепри.
— Этьсемĕр, епле-ха капла? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Ахмар. — Патька-патшана пĕлтермесĕрех-и?
— Патька-патша хăй хушнă вĕсене çакма! — çилĕллĕн янăраса кайрĕ çав самантра аслатиллĕ сасă. — Хăй хушнă! Илтетĕн-и, хăй хушнă!
Ахмар умне леш арта ялккаслă лутака чăваш сиксе тухрĕ. Куçĕ унăн вут та çиçĕм. Сăнĕ такама та хăратмалла.
— Меншĕн чаратăн? — тулхăрчĕ вăл. — Вĕсем — çынвĕлеренсем. Вĕсем — юнĕçенсем. Патька-патша хăй вĕсене пурне те тĕп тума хушнă.
Тем кĕтмен инкек сиксе ан тухтăр тесе, Ахмар çумне Ишмукпа Аçтăрхан пырса тăчĕç. Кирлĕ пулсан, çавăнтах уххисене ярса илме хатĕр вĕсем.
— Чим-ха, — аллипе сулчĕ Ахмар. — Эсĕ кам пулатăн вара? Ăçтан сиксе тухрăн?
— Леш тĕнчерен, — хăрăлтатрĕ лутаки. Сассинченех паллă: калаçасси те килмест иккен унăн. Ахмара вăл хăйĕн тăшманĕ тесе шутлать курăнать... — Леш тĕнчерен! Кирлĕ пулсан, тамăкран та...
Ушкăнран пăшăлтатни илтĕнчĕ.
— Хăшместĕр вăл... Хăшместĕр...
«Э-э-э... — ăнланса илчĕ Ахмар. — Хăшместĕр? Апла пулсан йăлтах паллă ĕнтĕ».
Тахçанах хăшместĕр тени вăл вăрман пăхса пурнакан çын тенине пĕлтернĕ. Ваттисем çапла калаççĕ. Анчах кайран пурнăç пăсăлнă май хăшместĕр пĕлтерĕшĕ те улшăнма тытăннă. Пуянсемпе ытти пусмăрçăсем ытла хĕснине чăтаймасăр çынсем вăрмансене тарма тытăннă, ирĕк пурнăç шырама пуçланă. Вĕсене те хайхи хăшместĕр теме тытăннă. Халĕ вара Ахмаршăн хашместĕр тени вăрман çынни, вăрманта тарса çӳрекен тени. Çапла ĕнтĕ, хальхи саманара хăшместĕрсем йышлăн тĕл пулаççĕ. Выçăпа касăхнă е çĕрсĕр тăрса юлнă çынсем пĕр-пĕр пуяна е куштан таврашне çаратаççĕ те вăрмана тарса каяççĕ, хăйсене инкек кăтартнă тискер чунлă çынсене вара ĕмĕр-ĕмĕр тавăрма тăрăшса çӳреççĕ. Тĕрĕссипе каласан, унăн тусĕсем — Ишмук, Аçтăрхан, Атлай, Эмир — пурте хăшместĕр пулнă темелле. Анчах вĕсем халăхра палăрма ĕлкĕреймен, пусмăрти халăх вĕсем хăй тусĕ пулнине курма ĕлкĕреймен.
— Вара мĕн?.. — çаплах хăрăлтатрĕ хăшместĕр. Сасси унăн çав тери çилĕллĕ. .
— Хăш ялсем пулнă эсĕ! — хуравлас вырăнне ыйтрĕ Ахмар.
— Çаксем хăш ялсем, эпĕ те унтанах... — çĕрте чĕтресе выртакан Ахпăлатпа пуп çине аллине тăсса кăтартрĕ хăшместĕр. Ахмар йăлтах ăнланчĕ.
Çак çука юлнă халăх тавăруçине çĕрте авкаланса выртакан путсĕрсем тип-шар кăтартнă иккен. Халĕ, акă, май килнĕ чухне, вăл тавăрма шутланă.
— Ăнланатăп эпĕ сана, ырăçыннăм, ăнланатăп. Анчах патька-патша хушмасăр ку çынсене çакса вĕлерттерессĕм çук, — кăмăллăн каларĕ Ахмар.
— Вĕлерттерессĕм çук, — тĕлĕнчĕ лешĕ. — Кам пулатăн вара эсĕ?
Ахмар ним калама аптăраса тăчĕ. Юрать, Аçтăрхан пулăшрĕ. Каларĕ — хучĕ:
— Патька-патша элчи!
— Элчĕ, — тата ытларах тĕлĕнчĕ хăшместĕр. Тĕлĕнмесĕр, çак çап-çамрăк ача-и? Çапах каланине ĕненчĕ пулмалла. Малалла кăмăллăнрах сăмахла пуçларĕ. — Тин кăна патька-патшан пĕр полковникĕ çак таврана килсе кайнăччĕ...
— Кам? — ăна часрах ыйтрĕ Ахмар.
— Алюнов полковник.
— Алюн-и? — савăнса кайрĕ Ахмар. — Ăçталла кайрĕ? Вăл шăпах пире кĕтсе илмелле...
— Сире-е-е? Çук, — пуçне сулкаларĕ хăшместер. — Çук. Вăл сире мар, урăххисене шыратăп тетчĕ.
— Ну, çапах та ăçталла кайрĕ вăл? — ӳкĕтлерĕ Ахмар. — Вăл манăн чи çывăх туссенчен пĕри.
— Инçе мар. Кунта, акă, вăл паллине те хăварчĕ.
— Ăçта?
— Атя, кăтартам.
Хайскер кăвак юман еннелле утрĕ. Хăшместĕр хыççăн Ахмар пĕр-ик утăм ярса пусрĕ кăна, сасартăк юман тураттинчен силленсе тăракан çын ӳтне курах кайрĕ.
— Ай-ай! Аннем! — кăшкăрса ячĕ Ахмар.
— Мĕн, хĕр пек, анне тесе кăшкăран! — йĕкĕлтенĕн ыйтрĕ хăшместĕр. — Халиччен çакса хунă çынна курман-им? Илечер пуян вăл.
— Кам ĕçĕ ку?! — Ахмар сасси хаяррăн илтĕнчĕ. — Кам хăйнă ăна çакма?!
— Эпĕ. Вара мĕн?! Эпĕ. Çапла кирлĕ ăна, юнĕçене, çынвĕлерене. Киремет тахçанах ылханнă ăна!
Сассинченех ăнланчĕ Ахмар: ку çынпа калаçса вĕçне тухас çук. Е часрах мĕн пулса иртнипе килĕшес пулать, е килĕшмесен, ку çынпа ĕмĕрлĕхех тăшман пулса тăратăн.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...