Кăвак çĕмрен :: Аçтăрхан шухăш шухăшлать...
Шухăш шухăшласси вĕрен явасси мар. Шухăшăн вĕçĕ çук.
Халăх каларăшĕ.
Çĕрĕпĕх çывăрса каяймасть кĕçĕр Аçтăрхан. Леш паян кăнтăрла пулса иртни пирки шухăшлать. Мĕнле ăнланмалла-ха ку япалана? Ара, вĕсене патька-патша патне ертсе килнĕ çын, хăйне Ахмар элчĕ текенскер, хĕр иккен. Ячĕ те унăн Укаслу. Хăй те вăл чăваш хĕрĕ. Килтеш ялĕсем. Çакăн çинчен никам та, нимĕн те пĕлмен. Элчĕ тесе шухăшланă. Ахмар тесе чĕннĕ. Халĕ мĕн тесе чĕнмелле ĕнтĕ ăна?
Кĕтмен хыпара чăвашсем паян, Ахпăлатпа пупа çакнă хыççăн пĕлчĕç. Пĕлместчĕç те пулĕ, патька-патшан шанчăклă çыннисенчен пĕри, упа пек вăйлă чăваш ачи Хусанкка: «Эсир-и-ха вăл Укаслу-полковник çыннисем?» — тесе ыйтрĕ.
— Мĕнле Укаслу-полковник? — тĕлĕнчĕ Ишмук.
— Ара, Кĕтне енчен çар ертсе килнĕ хĕр пирки калатăп.
— Хĕр пирки? — тĕлĕнчĕç чăвашсем пурте.
— Ара-çке, Укаслу пирки. Арçынла тумланса çӳресе вăл патька-патша валли пит лайăх çар пухнă.
— Чим, Ахмар пирки калаçмастăн-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Аçтăрхан.
— Ара хăйне Ахмар тесе каланă терĕç ăна малтан. Шăп та лăп ун çинчен. Эсир ун çарĕнчисем-и? — çаплах тĕпчерĕ Хусанкка.
Анчах ăна никам та хуравлакан пулмарĕ:
— Ахмар пире улталанă-и вара?
— Элчĕ-и?
— Хĕр пулчĕ-и вара вăл? — пĕр-пĕрне пӳлсех шавласа кайрĕç йĕкĕтсем.
Унтан, Хусанккапа та калаçса тăмарĕç, пĕр-пĕрне тĕрткелесех, Ахмар-полковнике шырама чупрĕç.
Тĕрĕссипе каласан, халлĕхе ку сăмаха никам та ĕненмерĕ. «Хусанкка шӳтлет, вăлтать», — терĕç.
Анчах Ахмара тупаймарĕç.
— Укаслу-полковник, Алюнов полковникпе пĕрле, патька-патша патĕнче, — терĕç пĕлекенсем.
Хусанкка, хăй тем, ăна-кăна шухăшламасăртарах сăмах каласа янине ăнланса, йĕкĕтсенчен юлмарĕ.
— Эсир мĕн? Мана ĕненместĕр-и? — вĕçĕмсĕр ыйтрĕ вăл вĕсенчен.
— Халь ĕненетпĕр ĕнтĕ, — аллипе сулчĕ Аçтăрхан. — Калап çав, ытла çамрăк, мăйăхĕ те çук, сасси те çинçе...
Хăйсене ертсе килекенĕ хĕрупраç иккенне пĕлни пурне те пăлхантарса ячĕ.
Апла та, капла та калаçрĕç вĕсем, лăплана пĕлмерĕç, хăйсене улталанăн туйрĕç. Çавăнпа такама çилленчĕç, такама ятлас терĕç.
Ахмарĕ вара çаплипех курăнмарĕ-ха.
— Хĕр вара пирĕн çарпуçĕ пулнă та! — пуринчен ытла шавларĕ Аçтăрхан.
Вăтам пӳллĕ, хулăм туталлăскер, вăл автан пек сиккелерĕ. Ахăртнех вăл вĕри чунлă та кăрарах пулас, çилленчĕк саслă.
— Пурпĕрех мар-и сана! — хирĕçлерĕ ăна Ишмук. — Кирек кам çарпуçĕ пултăр — хĕр-и, арçын-и, старик-и, — маншăн пурпĕрех. Мĕн тумаллине кăна пĕлтĕр. Пĕррехинче эпĕ çапла хуçапа инçе çула тухнăччĕ...
— Хуп çăварна, çитет мана халапупа антратни! — кăшкăрса тăкрĕ Аçтăрхан.
— Ха-а! — ик аллипе ик пĕççине хĕрарăм пек шарт! çапрĕ Ишмук. — Ман сăмах та йăлăхтарнă иккен ăна! Пирĕн çарпуç арçын мар, хĕрарăм пулни те килĕшмест ăна. — Вăл Аçтăрхан патнерех утса пычĕ. — Итле-ха, тусăм, тен, сана патька-патша нукерĕ пуласси те килĕшмест пулĕ? Э-э! Пит хастарланса кайнă-çке эсĕ... Мĕн кирлĕ сана тата, Аçтăрхан? Эпир патька-патша патне лекесшĕнччĕ-и? Лекесшĕнччĕ. Лекрĕмĕр-и? Лекрĕмĕр. Кирлĕ пек йышăнчĕç-и пире? Йышăнчĕç...
— Хĕрупраç хамран аслă пулнипе епле тӳссе тăрас-ха! — тата та хĕрӳленсе кайрĕ Аçтăрхан. — Хĕрупраçăн унăн хĕрĕх кунта хĕрĕх тĕрлĕ шухăш пулать. Ыр шухăша тытаймасть вăл.
Çак сăмаха Хусанкка та илтрĕ.
— Ара, сана кам кунта ирĕксĕр тытса тăрать! — кăшкăрса тăкрĕ вăл çилленсе. — Пăрах та кай! Эсĕ мĕн, патька-патшана та хирĕç-им? Патька-патша хăй Укаслăва полковник ятне пачĕ!
— Чăнах, Астăрхан, килĕшмест пулсан, кайма пултаратăн, — терĕ Ишмук лăпкăнах. — Эпир кунтах юлатпăр. Çапла-и, Атлай, Эмир?
— Юлатпăр, — терĕç лешсем, — çта каяс пирен. Хамăр ирĕкпе килтĕмĕр.
— Юлатпăр! — терĕç Ачакасси çыннисем. — Юлмасăр! Ара, ку хĕр пулсан та тепĕр арçынран ирттерет. Ахпăлатпа пупа патька-патша аллинех тыттарчĕ.
— Ут çинче епле ларса пырать. И-и, пуçăм кăна сыв пултăр, пĕрре те арçын мар пуль тесе шухăшламан та. Маттур вăл, маттур.
— Чăнах маттур...
Калаçакансен хушшине хăшместĕр кĕрсе тăчĕ.
— Эсир мĕн, тем шавламастăр пулĕ, — пĕлесшĕн пулчĕ вăл. — Перисем, тем, аллисене арман çуначĕ пек çавăраççĕ, теприсем чăнахлатса тăраççĕ.
— Ара, пире ертсе килнĕ çын арçын мар, хĕр пулнă, — ăнлантарма пикенчĕ ăна Аçтăрхан.
— Мĕнех вара? Эсир çавăншăн тĕлĕнтĕр-и? — ик аллине ик еннелле сулчĕ хăшместĕр. — Эпĕ ун çинчен тахçанах пĕлнĕ. Лерех, Илечере çакса вĕлернĕ хыççăн. Хĕр пулсассăн та вăл тепĕр арçынтан ирттерет. Епле калаçрĕ манпа? Астăватăр-и? Хăй хушнинех тутарать-иç. Э-э? Çарпуçĕн унăн çапла пулмалла та.
— Ма вара пире ун çинчен лерех каламарăн? — ыйтрĕç çынсем.
— Калас темен те. Ара, тĕлĕнмелли çук унта. Пирĕн Чăвашра хĕрупраç çарпуçĕ пулса тăшмана хирĕç çапăçни мĕн ĕлĕкренех! Илтнĕ-и эсир Илтилет çинчен?..
— И-и, вăл ĕлĕк пулнă, — чарчĕ ăна тахăшĕ.
— Ĕлĕк пулнă... Халь вара мĕн? Тĕнче улшăннă-и, хĕрупраçсем хăрах алăллă пулса юлнă-и?
— Улшăнман та-ха...
— Илтилет çинчен питех илтмен пуль çав эсир. Илтилет пулман пулсан чăваш халăхĕ усал тăшман аллинче ĕмĕр тертленетчĕ, теççĕ. Таçтан килсе тухнă çичĕ ют пирĕн çарсене çĕмĕрсе тăкнă. Çавăн пек йывăр вăхăтра пĕр паттăр тупăннă. Хăй çап-çамрăк, сасси çинçе. Анчах унăн çинçе сассинчен çичĕ ют вутран хăранă пек хăракан пулнă. Çак маттур çарпуçĕ ертсе пынипе чăвашсем тăшмансене çĕнтерсе тăкнă, хăйсен çĕрĕнчен хуса кăларнă, инçете-инçете хăваласа кайнă.
— Илтилет вара халăха çăлса хăварнă-и? — пĕлесшĕн пулчĕ Ачакассинчен килнĕ пĕр çамрăк.
— Ан чар-ха, итлесе пĕтерер, — чарчĕ ăна юнашар тăраканни.
Хăшместĕр сăмахне малалла тăсрĕ:
— Çапла, çĕнтернĕ çичĕ юта. Анчах кайран мĕн пулса иртнĕ, пĕлетĕр-и? Икĕ арçын, çарпуçĕ пулнăскерсем, вăрçă иртсен ытлашшипех хастарланса кайнă. «Мĕн, çав çап-çамрăкскере итлесе тăмалла-и пирĕн?» — тенĕ. Вара усал шухăш тытнă. Вăрттăн сыхласа тăнă та çав çамрăк çарпуçне таçтан таврăннă чухне ухăпа персе амантнă... Анчах çарпуçĕ учĕ çинчен ӳкмен. Учĕ ăна хăй тапăрне илсе çитернĕ. Лере вара унăн çывăх çыннисем суранне курăкпа çыхас тесе кĕпине хываççĕ те ун чухне тин паттăр çарпуçĕ хĕр пулнине пĕлеççĕ. Халăх шăп тăчĕ. Хыçалти ĕретрен çеç пĕри ыйтрĕ:
— Вилнĕ-и вара вăл, хĕр-çарпуçĕ?
— Вилнĕ, — терĕ хăшместĕр.
Çынсем каллех пĕр саманта шăпăртах тăчĕç. Ишмук Аçтăрхан патне пычĕ те çилĕллĕн каларĕ:
— Куртăн-и, çамрăк, хĕрупраç, тетĕн. Куртăн-и, епле çар-пуçĕсем пулнă. Е эсĕ те çав Илтилете вĕлернĕ усал евĕрли пулас тетĕн-и? Тавсасăр эсĕ!
Çав хушăра патька-патша патĕнчен тин çеç тухса хăй тапăрне пыма хускалнă Укаслупа Алюнов курăнса кайрĕç.
— Укаслу!
— Ахмар килет! — икĕ ятпа та чĕнсе саламларĕç чăвашсем хăйсен çарпуçне.
— Утăрья! — кăшкăрчĕç ачакассисем.
— Мухтав сана, Укаслу! — кăшкăрчĕ хăшместĕр.
— Мухтав! — кăшкăрчĕç Ишмукпа унăн юлташĕсем. Аçтăрхан çеç нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл, хăйне никам та курман чухне кутăн-кутăн утса, çын çук çĕрелле васкарĕ...
Çакăн çинчен çĕрĕпех шухăшласа выртрĕ Аçтăрхан. Çак ӳкерчĕксем вĕçĕмсĕр пĕрин хыççăн тепри ун куçĕ умне курăнчĕç, тем çинчен те шухăшлаттарчĕç.
«Ахалех кирлĕ-кирлĕмара калаçрăм, — терĕ вăл хăй ăшĕнче. — Ишмуках тĕрĕс каларĕ пуль çав».
«Анчах мĕншĕн çапла пире улталамалла пулнă-ха унăн? Лере, вăрманта, епле пырса кĕчĕ те. Старик те тата, Аванкай мучи, Кĕлсулттан кинемей те. Ахăртнех, виççĕш те калаçса татăлнă пулас», — тепĕр тĕрлĕ шухăш çуралчĕ унăн пуçĕнчех.
«Çук, старик те, карчăк та нимĕн те пĕлмен, — хирĕçлерĕ Аçтăрхан хăйне-хăйех. — Вĕсем пурте ăна арçынах тенĕ пулĕ».
Пĕр саманта çакскер ним шухăшламасăр выртрĕ. Куçне хупрĕ. «Эх, çывăрса каясчĕ те часрах!» — терĕ. Çавăнтах тата хăй час çывăрса каяяс çуккине те ăнланчĕ.
«Тĕлĕнмелле юмах каласа кăтартрĕ тата хăшместĕрĕ те, — шухăшларĕ малалла Аçтăрхан. — Тем çинчен те шухăшлаттарать унăн сăмахĕ. Эпĕ хама халăх инкекĕшĕн тăшмана, пусмăрçăсене, пуп таврашне тавăракан çын, тетĕп. Хам вара юлташсемпе урлă пултăм-и-ха? Çук, капла юрамасть. Ыранах юлташсемпе урăхла калаçса пăхатăп. Ан ятлатччăр мана. Эпĕ вĕсене те, Укаслăва та усал сунмастăп. Тем, анрашу пулчĕ мар-и манăн. Тепĕр тесен, Укаслу айăплă-им-ха вара? Çук, вăл пĕрре те айăплă мар. Вăл та пусмăрçăсене хирĕç çапăçма çĕкленнĕ, патька-патшана пулăшас тенĕ. Эппин, пирĕн ăна, Укаслăва, уншăн хисеплемелле çеç, килĕштермелле çеç. Хăй пирки малтанах каламанни ĕнтĕ... Ан тив, ан калатăр, ку унăн ирĕкĕ. Ара, эпĕ хам та никама та хăш ялсем пулнине, килте кам-кам юлнине тĕплĕн каласа кăтартман. Никам та манран ыйтмасть те».
Тепĕр саманта Аçтăрхан каннă пек пулса выртрĕ. Унтан каллех шухăш ăшне путрĕ:
«Пирĕн пурин те пĕр кĕрешӳ çулĕ. Тепĕр тесен, çарпуçĕ хĕр-и, арçын-и, — ĕçĕ унта мар. Çарпуçĕ маттур çеç пултăр. Çарпуçĕ патька-патша хушнине çеç туса пытăр. Укаслу вара, чăнах та, тепĕр арçынран ирттерет. Эпир, ав, Атлай та, Ишмук та, Эмир те, — пĕри те хăшместĕр Илечере хăй ирĕкĕпе çакса вĕлерес тенĕ чухне ним сăмах та чĕнеймерĕмĕр. Вăл тӳрех хăшместĕре хăй вырăнне лартрĕ...»
Тапăр тăнă вырăнтан инçе мар шыв юхса иртет. Такам шыв хĕрне анчĕ пулас. Чăмпăлтаттарни илтĕнчĕ. Çакă Аçтăрхан шухăшне татрĕ. «Çӳреççĕ çĕрле, çывăрасчĕ!» — терĕ вăл, леш çынна тарăхса.
Шухăшĕ унăн чылайран тин сыпăнчĕ.
«Эпех тĕрĕс мар, — терĕ йĕкĕт. — Эпех тĕрĕс мар. Ыран ирех Ишмука кун çинчен пĕлтерес, ыран ирех...»
Шухăш тупсăмне тупни Аçтăрхана савăнтарса ячĕ. Сасартăк вăл хăйне çăмăл пулнине туйрĕ...
«Халĕ ĕнтĕ çывăрма та юрать», — терĕ те хӳшĕре улăмран сарса тунă вырăнĕ çине лайăхрах майлашăнса выртрĕ. Часах Аçтăрхан тарăн ыйха путрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...