Кăвак çĕмрен :: Килтеш ялĕ пĕтни
Пирĕн атте хыçĕнче
Çĕр чăтайми чул выртать.
Çĕр чăтайми чул мар вăл —
Эпир курас хуйхă вăл.
Авалхи юрăран.
Салтаксем карчăк çуртне вăр-хурахсем пек вăркăнса пырса кĕчĕç.
Кĕлсулттан кинемей кăмака умĕнче ларатчĕ. Шăв-шава илтрĕ пулсан та вăл нимĕн те шарт! сикмерĕ, васкамасăр пуçне çĕклерĕ, хуллен, мăнаçлăн, тăнлăн ури çине тăчĕ. Куçĕ унăн сиввĕн пăхрĕ. Сюльдяшовпа юнашар тăракан Савантер карчăк хăй çинелле пăхнине чăтаймарĕ, хыçаларах кайса пытанчĕ.
— Çакă-и вăл? — кăшкăрса каларĕ Сюльдяшов.
— Çакă! — терĕ Савантер хыçалтан-таçтан. Сюльдяшов килхуçи карчăкĕ çине аллине тăсса кăтартрĕ.
Çав самантрах темиçе салтак Кĕлсулттан кинемее чупса пырса çатăрласа ярса тытрĕç.
Хăй патне çак юнĕçес текенсене кам ертсе килнине карчăк лайăх ăнланчĕ. Вăл хăтăлас тесе туртăнмарĕ те. Çак кашкăр пек çынсене хирĕç тăма вăл халĕ ватă ĕнтĕ. Хăрах урипе тахçанах масар çине пуснă. Ăраскал çырнинчен иртеймессине Кĕлсулттан кинемей лайăх пĕлет.
— Сан çуртăнче хурах пусакансен тĕп йăви пулнă! — кăшкăрма тытăнчĕ Сюльдяшов, — кала, ялта Укаслу шайккинчен тата кам юлнă?!
Анчах карчăк çăварне те уçмарĕ.
— Йӳçĕ ăвăс вуллинчен çакса хуратăп! — кăшкăрашрĕ вăйпут карчăк патне çывхарнăçемĕн çывхарса.
Кĕлсулттан кинемей ун еннелле пăхса илчĕ те йĕрĕннĕн тутине çеç хускаткаларĕ.
Çав хушăра Сюльдяшов патне Савантер чупса пычĕ те хăлхинчен пăшăлтатса темиçе сăмах каларĕ:
— Ял лаппине илсе каяс ăна. Унта пĕр хурама пур. Унтан çакса хурас. Хурахсемпе çыхăну тытакансене епле шăпа кĕтнине пурте курччăр.
Хăй вара ăшĕнче çапла шухăшлать: «Мăшкăл пултăр, хур куртăр çак пĕтме маннă карчăк. Çитменнине — тата эпĕ çапла хыпар сарăп, ăна шуйттанпа çыхланнăшăн çакаççĕ, тейĕп. Ку вăл эпĕ тавăрни пултăр».
— Эсĕ калани тĕрĕс те пуль, — килĕшрĕ унпа Сюльдяшов. Çавăнтах вара карчăка ял лаппине сĕтĕрсе тухма хушрĕ.
Кĕлсулттан кинемей Савантер вăйпут патне пырса тем пăшăлтатнине, вара лешĕн куçĕ савăнăçлă ял-л! çиçсе илнине асăрхарĕ те тарăхнипе чĕтренсе илчĕ, унтан васкамасăр çапла каларĕ:
— Эхе-хе! Савантер, эсĕ мана хур кăтартас тетĕн пуль. Асту, Савантер! Сыхлан! Йывăр килĕ сана, йывăр килĕ! Юнлă куççульпе йĕме пуçлăн. Тăван ялна ют çынсене ертсе килнĕшĕн çын тӳсменнине тӳсĕн. Асту ман сăмаха!
Карчăка килĕнчен илсе тухрĕç.
Кĕлсулттан кинемее салтаксем ял лаппинче çакаççĕ тени Килтеш тăрăх тахăш вăхăтра саланма та ĕлкĕрчĕ. Пĕрерĕн, икшерĕн, çынсем лаппалла пухăна пуçларĕç.
Карчăка çакма тесе салтаксем пăяв хатĕрлесе йăлмаклама тытăнчĕç.
Хĕвеле тăруках çӳхе пĕлĕтсем сăрса илчĕç. Çил вĕрсе ячĕ. Мĕскĕн çын куççулĕ пек çĕр çине çумăр пĕрчисем пĕрре-иккĕ каплатса ӳкрĕç.
Сюльдяшовпа юнашар тăракан Савантер хăй майлă çынсене тупас тесе ял халăхне пăхса çаврăнчĕ. Сасартăк вăл Укапи карчăка курах кайрĕ. Шаталăк чĕлхеллĕскер çынсене тĕрткелесе малаллах сĕкĕнчĕ. Савантер самантрах ун патне чупса пычĕ те пăшăл-пăшăл çапла каларĕ: «Шуйтанпа çыхăннăшăн çакаççĕ ăна. Шуйтанпа çыхăннăшăн».
Укапие урăх, ара, нимĕн те кирлĕ мар. Вăл часах халăх хушшине кĕрсе тăчĕ те ăçта килчĕ унта пăшăлтата пуçларĕ: «Шуйтанпа çыхăннăшăн çакаççĕ ăна! Шуйтана чунне сутнă вăл! Э-э-э!»
Анчах ăна никам та итлесшĕн пулмарĕ, кашниех унран пăрăна-пăрăна тăчĕç.
Хурама айĕнче çаплах тăрмашрĕç-ха.
Сасартăк кĕтмен çĕртен таçтан лап варрине тем пысăкăш хĕрлĕ йытă сиксе тухрĕ те ним вĕрмесĕр-тумасăр салтаксем еннелле ыткăнчĕ. Салтаксенчен пĕри, çамрăкраххи, хăраса аяккинелле чупса кайрĕ. Хĕрлĕ йытă ытти салтаксем еннелле сикрĕ. Тахăшне çыртса илчĕ. Хыттăн ахлатса кăшкăрни илтĕнчĕ. Хăшпĕр салтаксем хĕçĕсене туртса кăларчĕç, теприсем пăшалĕсене пеме хатĕрлерĕç. Анчах çав хушăра йытă ĕпле килнĕ çапла таçталла сиксе ӳкрĕ те çырма хĕррипе чупса кайрĕ. Ун йĕррипе шурă сĕлеки тăкăнса юлчĕ.
Кĕлсулттан кинемей ун сĕлекине лайăхах асăрхама ĕлкĕрчĕ. «Урнă йытă, — терĕ вăл хăй ăсĕнче. — Тарса çӳрекенскер ĕнтĕ. Эх, ма Савантера çыртмарĕ-ха вăл? Эх!»
Салтаксем йытă урнă иккенне ăнлансах çитеймерĕç пулас. Хăйсене йытă çыртнисем суранĕсене çыхма васкарĕç, теприсем тем-тем усал сăмах каласа такама ылханчĕç.
— Пăявне часрах çыхăр! Йăлмакне антарăр! Часрах! — васкатрĕ вăйпут.
Кĕлсулттан кинемей çакна илтрĕ те тавралăха пăхса çаврăнчĕ. Унтан хăй ăшĕнче çынсемпе, хĕвелпе, уçă та ирĕк сывлăшпа, таса тӳпепе сывпуллашрĕ те сасартăк юрласа ячĕ:
Эй, Йыттăм, хĕрлĕ йыттăм!
Пăтă патăм çимерĕн,
Малтан вĕрсе систермерĕн.
Эх, салтаксем, салтаксем!
Сире мĕскер кирлĕччĕ?
Куна пĕлес пулсассăн,
Вутра кĕрсе выртас мĕн,
Вутра çунса каяс мĕн!
Эй, ял-йыш, ырă ял-йыш!
Пире сутнă çичĕ ют
Юнлă куççульпе йĕрĕ.
Эй, ял-йыш, ырă ял-йыш!
Мана, ватта, ан шеллĕр.
Йĕри-тавра сĕм вăрман,
Унта пирĕн туссем пур.
Вĕсен çумра хĕççи пур!
Карчăк сасси тытăнчăклă пулсассăн та çын илтмеллех янăрать. Юрласса та вăл васкамасăр, хăйне никам та чараймасса пĕлнĕн юрларĕ:
Эй, ял-йыш, ырă ял-йыш!
Кам аллине хĕç тытать,
Çавă тăшмана çĕнет...
Юлашки сăмаха илтсессĕн Сюльдяшов карчăк патне чупса пычĕ те çухăрса ячĕ:
— Хуп çăварна!
Салтаксем вĕсене хупăрласа илчĕç.
— Çакăр! — кăшкăрса ячĕ çавăнтах вăйпут.
Карчăка хурама вуллинчен çакса хурсассăн лапра тăракан халăх шавлама-кăшкăрашма пуçларĕ:
— Этьсемри! Ват хĕрарăма çапла мăшкăллаççĕ те вĕсем!
— Пĕтĕм ял намăсĕ-çке ку!
— Этьсемри! Пăявне касса ярас! Тен, вилмен пуль! Арçынсем тăвăллă çанталăкри тинĕс хумĕ пек салтаксем çинелле кăшăлтатса пырса кĕчĕç, çырма хĕрринелле хĕстерсе кайрĕç.
Çав вăхăтра Сюльдяшов кăшкăрса ячĕ:
— Перĕр! Перĕр!
Пăшал сассисем янăраса кайрĕç.
Салтаксем еннелле чулсем ывтăнчĕç, çĕмренсем вĕсене пыра-пыра çапрĕç. Килтешсем темиçен, хĕç тытса, салтаксемпе çапăçа пуçларĕç. Лапра чăн-чăн çапăçу пуçланса кайрĕ.
Темиçе Килтеш çынни, темле майпа çул уçса, салтаксен ĕретне татрĕç те вăйпут умне сиксе тухрĕç. Лешĕ хăраса ӳксе каялла сулăнчĕ, хĕçне туртса кăларчĕ, анчах унпа никама та çапса ĕлкĕреймерĕ. Кĕтмен çĕртен сулахайран ун çине çӳллĕ те ырханкка арçын çӳлевĕç пек сиксе ӳкрĕ те ваштах çĕре пусса ӳкерчĕ, тискер кайăк пек йынăша-йынăша мăйĕнчен пăва пуçларĕ.
«Вилĕм çитрĕ», — теме ĕлкĕрчĕ çеç Сюльдяшов. Вăл нимĕн туса та хăтăлаймасса туйрĕ. Анчах çав вăхăтра ăна пулăшма Савантер персе çитрĕ. Вăл хăйсен ял çыннине уринчен ярса тытрĕ те аялалла, хăй еннелле турта пуçларĕ. Çӳллĕ те ырханкка Килтеш çынни вăйпута пурĕпĕрех вĕçертмерĕ, тискер кайăк пек хăрлатса-ахлатса ăна хăйпе пĕрле сĕтĕрсе пычĕ. Анчах пĕр самантра Сюльдяшов мăйне ярса тытнă аллине пушатрĕ пулас. Çакăнпа усă курса, вăйпут ăна хĕçĕпе хырăмĕнчен чикрĕ. Хайскер, хырăмĕнчен аманнă пулсассăн та, вăйпута аллинчен вĕçертмерĕ. Çав самантрах тата Савантер çине сиксе ӳксе питĕнчен, куçĕнчен чукмар пек аллипе патлаттара пуçларĕ... Хайхискерсем арăш-пирĕш çаврăнса кайрĕç, кама кам хĕнени те, кама кам вĕлерни те палăрми пулчĕ.
Килтешсем салтаксене вăйпучĕсĕр хăварсассăн çĕнтерме çăмăлтарах пуласса лайăх ăнланчĕç курăнать. Кĕтмен çĕртен тапăннипе аптранăскерсем вĕсем ертсе пыраканĕ пулмасан чылайччен хирĕç тăрайман пулĕччĕç. Çавна пĕлнипе ĕнтĕ тата икĕ Килтеш çынни Сюльдяшова тĕп тума тесе васкарĕç. Ку хушăра вăйпут хăйне чи малтан тапăннă çӳллĕ те ырханкка арçынна вĕлерсе ура çине тăма та пуçланăччĕ. Халь тапăннă килтешсенчен пĕрин аллинче хĕç ялтăраса илчĕ. Вăл мĕн пур вăйне пухса хĕç сулăмне вăйпут пуçĕ çине ячĕ. Анчах лешĕ те ку хушăра тăна кĕме ĕлкĕрчĕ курăнать, хăй хĕçне çӳлелле çĕклесе хӳтĕленме ĕлкĕрчĕ, çапах та Килтеш çынни хĕç сулăмне йăлтах чараймарĕ. Килтеш çыннин хĕç вĕçĕ Сюльдяшов пуçне лĕпки тĕлĕнчен касса кĕчĕ. Суранран юн тапса тухрĕ, вăйпут питне-куçне хĕп-хĕрлĕ кипкепе пиеленĕ пек пулчĕ. Çак самантра çывăха виçĕ çалтак чупса тухман пулсан Сюльдяшов урăхран кун кураймастчĕ ĕнтĕ. Таçтан килсе тухнă салтаксем хăйсен вăйпутне сыхлама ыткăнчĕç те Килтеш çыннисене хыçалтан тапăнчĕç, хĕçсĕррине чиксе пăрахрĕç. Сывă юлнă Килтеш çынни вĕсене хирĕç çаврăнма ĕлкĕрчĕ. Вăл икĕ салтака касса укерчĕ те хăй çуртсен хӳттине чакса кайрĕ.
Çапăçу хĕрсех пычĕ.
Савантер хăйне питĕнчен, куçĕнчен вĕçĕ-хĕррисĕр хĕнекен ял çыннине аранах çурăмĕ çинчен сирсе пăрахрĕ. Çавăнтах вара ăна пĕр салтак, Савантере пулăшма чупса пынăскер, хĕçĕпе пилĕкĕнчен çапса çĕре ӳкерчĕ.
Хунчар таврашĕ ури çине сиксе тăчĕ те вĕльт-вальт йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Такам тапăнса килмест-и? Такамран хӳтĕленме васкамалла мар-и? Вăл хăй хĕçне ик аллипе ярса тытнă... Вăл халĕ хăй патнелле çывхарнă кашни ялйышне ним шухăшласа тăмасăрах вĕлерме хатĕр.
Тапăнасса кĕтмен салтаксем малтанласа пит аптраса ӳкрĕç, путлĕн хирĕç те тăраймарĕç. Пыра-киле вара тăна кĕнĕ пек пулчĕç, çар йĕркипе тăма пултарчĕç. Кунĕн-çĕрĕн муштрăра ирттерни пулăшрĕ курăнать. Аманнине пăхмасăрах Сюльдяшов çине-çинех командăсем пани те усса килчĕ. Сюльдяшов çапăçусенче чылай пулса курнă, мĕн тусан мĕн пуласса ăнланать çав. Салтаксем хайхи вăйпут тавра хӳме пек тăрса тухрĕç.
— Харăссăн перĕр! Харăссăн! — кăшкăрчĕ вăйпут. Харăссăн пăшал пени илтĕнчĕ. Тапăнса пыракан килтешсем темиçен çĕрелле йăванса кайрĕç.
Тепре харăссăн пени илтĕнчĕ. Каллех аманнисем ахлатса ячĕç. Килтешсем вара йĕркисене арпаштарса ячĕç те чакма тытăнчĕç. Халĕ вĕсемшĕн чи начарри — çарпуçĕ пулманни. Çарпуçĕ пулнă-тăк килтешсем татах хирĕç тăма пултаратчĕç пулĕ. Халĕ вара вĕсен ушкăнăн-ушкăнăн çуртсем хӳттинелле чакма тиврĕ.
Урамсемпе, тăкăрлăксемпе ачасем, хĕрарăмсем кăшкăра-кăшкăра тарма тытăнчĕç. Чĕре çурăлмалла кăшкăра-кăшкăра ячĕç, йĕчĕç, тăванĕсене чĕнчĕç...
Сюльдяшов урсах кайнăччĕ. Унăн суранĕнчен юн çаплипех сăрхăнать. Пичĕ юнлă пашалу пек курăнать.
— Вĕлерĕр! — кăшкăрсах тăчĕ вăл салтаксене. — Вĕлерĕр! Çунтарăр! Çурчĕсене çунтарăр! Никама та ан шеллĕр!
Çывăхри çуртсене чăнах та вут хыпса илчĕ.
Çакна курсассăн Савантер вут хăрушлăхĕ хăйшĕн те иккенне ăнланса илчĕ. Ара, капла пĕтĕм ял çунса каять. Ун пек чухне вут Укаслу майлин çуртне те, Савантер çуртне те шеллесе тăмĕ. Вара Хунчар таврашĕ Сюльдяшов патне чупса пычĕ те çуртсене ан çунтар тесе тархасла пуçларĕ.
— Тасал кунтан! — кăшкăрса ячĕ урса кайнă Сюльдяшов. — Тасал! Эсĕ те вĕсемпе пĕр каварлă-и? Эсĕ те çав шуйтан! — Çапла кăшкăрнă маях Савантера урипе хырăмĕнчен пĕррех кĕрĕслеттерччĕ...
Савантер тăна кĕрсессĕн чи малтан хăй йĕри-тавра пĕтĕм ял çуннине курчĕ. Вут чĕлхи унта та кунта явăна-явăна пĕлĕте çĕкленет. Вут чĕлхеллĕ аçтаха евĕрлĕ çунакан çыхăсем, темĕнле кĕлтесем, унталла та кунталла вĕçрĕç. Таçта кăшкăрчĕç. Таçта пăшал печĕç. Таçта ахлата-ахлата макăрчĕç. Теприсем ыратнине чăтаймасăр кăшкăрчĕç... Килтеш ялне Сюльдяшов вутпа та хĕçпе тĕп турĕ. Хăйĕн килне çăлса хăварасси пирки халĕ ĕнтĕ Савантер асне те илеймерĕ...
«Эх, — терĕ Савантер, — мĕншĕн эпĕ çак тискер çынсене хам ялăма ертсе килтĕм пулать-ха! Хам пуçа хам тĕп турăм мар-и!»
Чавса çывăх та çыртма çук. Вăл вара, хăйне хăй ылханса, йывăррăн ахлатрĕ те тепре çĕрелле йăванса кайрĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...