Кăвак çĕмрен :: Шикли шикленнĕ — кĕрĕк пĕркеннĕ
Мĕн май пуррине çаратса-çĕмĕрсе пĕтернĕ хыççăн Сюльдяшов çарĕ Валтиелех çĕр каçма юлчĕ.
Тепĕр кун ирхине салтаксене палласа илме те йывăрччĕ. Кашниех хăй çине тем тепĕр япала çакса тултарнă. Валтиел çыннисене çаратса тупни ĕнтĕ. Хăшпĕрисем хăйсемпе пĕрле çӳпçе те илсе кайма хатĕрленнĕ иккен. Теприсем çаратса тултарнă тумтирсене пĕр пысăк çыхă туса çыхнă. Савантер вара пуринчен те ытларах тупра пуçтарнă. Мĕнпур çаратнă туприне вăл икĕ çӳпçене хучĕ, çӳпçисене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса çирĕп вĕренпе çыхрĕ те учĕ çине çакса ячĕ.
Çакна салтаксем те асăрхарĕç. Савантер тавçăруллăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Вара часрах ял тăрăх çӳпçе шырама саланса кайрĕç. Вĕсем те çаратса тултарнă туприне Савантер пек майлаштарасшăн иккен.
Хуллен-хуллен хĕвел çӳлелле хăпарчĕ.
Сюльдяшов çарĕ хатĕрленсе çитеймен пирки çаплипех çула тухаймарĕ-ха. Хайхи вăйпут вара васкас мар терĕ, кунтах кăнтăр апачĕ ирттерес, терĕ.
Апат вăхăтĕнче вăл Савантера кăшт мухтаса та илчĕ:
— Маттур эсĕ, Савантер. Вăхăта сая ямастăн. Çапла пулмалла та. Эсĕ пултаран, пултаран. Каплах пултарсан часах, акă, купса е Улатăр хулинче хысна укçи упраканĕ пулăн.
Хунчар таврашĕ хирĕç тем ăнланмаллах мар темиçе сăмах каларĕ те шăпланчĕ. Ăна вăйпут хăйĕнчен кулнăн туйăнчĕ.
Апат хыççăн çула тухмашкăн хатĕрлене пуçларĕç.
— Халь ăçта ертсе каятăн ĕнтĕ! — пĕлесшĕн пулнă пек ыйтрĕ вăйпут.
— Ачакасси ялĕнче хурахсем пит алхаснă тенине илтсеччĕ эпĕ. Вĕсем унта чи сумлă çынсене тата ялĕнчи пупа вĕлернĕ, тет. Пупне ăна Улатăртан янă пулнă.
«Пупа та вĕлернĕ, — шухăшларĕ Сюльдяшов. — Христос тĕнне ытла та кураймаççĕ-çке çав чăвашсем». Саспа вара çапла каларĕ:
— Юрĕ, кайăпăр. Ăс вĕрентсе илер вĕсене!
Трубачсем çула пуçтарăнма хушса кăшкăртса ячĕç. Анчах çула тухасси пулмарĕ.
Валтиел ялĕ хĕрринче тăракан хурал аслă çул çинче Улатăртан килекенсене тытса чарнă иккен. Вĕсем, салтаксене курсассăн, хăйсене Улатăртан Сюльдяшов вăйпут патне янине пĕлтерчĕç.
Хыпарçăсене вăйпут патне илсе пычĕç.
Сюльдяшов вĕсенчен пĕрне тӳрех палласа илчĕ. Ку хăйĕн вăрттăн агенчĕ, хулара мĕн пулнине систерсе тăраканĕсенчен пĕри. Вăл ăна, Кĕтнепеле Хырла тăрăхне тухса кайнă чухне, Улатăрта мĕн пулнине асăрхаса тăма, кĕтмен инкек тупăнсан-мĕн тусан часрах хуларан тухса, хăйне шыраса тупса пĕлтерме хушнăччĕ. Унпа пĕрле килнисем ăна хураллаççĕ иккен.
Сюльдяшов салтаксене урама кăларса ячĕ те хăй вăрттăн агенчĕпе çеç тăрса юлчĕ.
— Мĕн унта сан? Кала часрах! — терĕ чăтăмсăррăн.
— Эсĕ кайсан тепĕр куннех, — кала пуçларĕ лешĕ, — хулана кĕпĕрнатор янă салтаксене ертсе ĕлĕкхи вăйпут пырса кĕчĕ. Пĕччен мар. Эсĕ ыйтнипе янă салтаксене явăçнă...
— Белокопытов-и? — кăшкăрса ячĕ Сюльдяшов, лешне калаçма чарсах.
— Çавă, Белокопытов.
— Ĕхĕ, малалла мĕн?
— Вăл вăйпут çуртне пырса вырнаçрĕ.
— Ах, шуйтан! Ĕлкĕрчĕ иккен. Эп çук чухне тата.
— Тепĕр куннех, — калаçа пуçларĕ Улатăртан килни, — вăл чухă янипе эсĕ хăв вырăнна хăварнă капралсене çакса вĕлерчĕç.
— Ах, шуйтан çăпати! Вăл Белокопытовран темĕн те кĕтме пулать!
— Хулара халĕ тĕрлĕрен калаçаççĕ. Белокопытов сана таканласа Чулхулана ăсатассипе хăратать, тет. «Хам вилсессĕн те эпĕ ăна тăрă шыв çине кăларатăп. Хысна укçине пĕтĕмпех пăлхавçă Пăкачава пачĕ», тесе сан çинчен элек сарать.
- Шуйта-а-ан! — теме çеç пултарчĕ Сюльдяшов çакна илтсен.
— Çынсем палкаççĕ унта, эсĕ хуларан Белокопытовран хăранипе тухса тарнă, теççĕ, — калаçма çаплипех чарăнмарĕ леш вăрттăн хыпар пĕлтерсе тăраканĕ.
Сюльдяшов, çакна илтсен, ним тăвайман енне ури çине сиксе тăчĕ.
«Мура кайтăр çынсем пакăлтатни, — тесе шухăшларĕ вăл. — Халех, халех Улатăра тухса каяс. Халех, Белокопыгов ман майлă çынсене тытса вĕлерсе пĕтериччен. Кĕпĕрнатора эпĕ хам Пăкачав майлă пулнă пек хăтланни ăслă маневр çеç иккенне каласа ăнлантаратăп...»
Вăл халех çула хускалас терĕ. Вара васкаса урама тухрĕ те трубачсене чĕнсе илме тăчĕ. Çав хушăра тата пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ: «Тен, ирхинеччен кĕтмелле мар-ши? Ирхи шухăш шутлăрах. Ун чухне мĕн тумалли лайăхрах курăнĕ. Тен, ăслă шухăш тупăнĕ». Вара вăл паянлăха кунтах юлмалла турĕ.
Çĕрĕпех çывăрса каяймарĕ Сюльдяшов. Çĕрĕпех мĕн тăвасси пирки шухăшларĕ. Пуçĕнче пĕрмаях пĕр сăмах аташать: «Белокопытов, Белокопытов». Ара, Сюл ьдяшов ăна нихăçан та тĕл пулмăп тенĕччĕ-çке: «Ай-яй-яй! Хысна укçине çăлса хăварманнине вăл таçта та каласа кăтартнă ĕнтĕ. Çапла каласа путарасшăнах пулĕ çав мана!»
Темшĕн Сюльдяшов Белокопытовпа тĕл пуласран унчченех калама çук хăратчĕ. Ăçтан тата лăп та шăп унпа тĕл пулмалла пулчĕ-ха? Эй, турри те темтепĕр хăтланать-çке. Хăйне кĕлтунине кура хирĕçле ĕçсем шутласа кăларать пуль çав. «Хурахсемпе çыхланнă чăваш ялĕсене асап кăтартни кăна ман пуçăма çăлса хăвараять-ши — иккĕленсе илчĕ вăйпут. — Унта, Улатăрта, чăнласах та мана таканласа лартма хатĕрленнĕ пулсан? Эпĕ тӳрре тухас тесе калаçнине итлесех тăрĕ-ши кĕпĕрнатор? Тем тесен те эпĕ пăлхавçă Пăкачав полковникĕ-çке. Пăлхавçă Пăкачавах мана вăйпут туса хăварнă... Тен, Улатăра таврăнмалла та мар пуль?..
Çурçĕр иртсен вăл вара Улатăра таврăнас мар тесе хăйне хытарсах каларĕ.
Вăл çывăрас тесе вырнаçнă çуртра тата виççĕн: капрал, вăрттăн агент, Савантер. Пурте тарăн ыйха путнă.
Сюльдяшов хăй вырăнĕнчен асăрханса ура çине тăчĕ, тумланчĕ. Хăйпе пĕрле хĕç, пăшал, анкар илчĕ. Туп-тулли апат-çимĕç тултарнă салтак ранецне çакрĕ. Картишне тухрĕ. Утсем кунта тăраççĕ. Вăйпут асăрханса хăй утне тытрĕ, йĕвен тăхăнтартрĕ. Кăшт тăрсан тата Савантер утне пырса тытрĕ, ăна та йĕвен тăхăнтартрĕ. Вара икĕ ута майĕпен анкарти еннелле çавăтса тухрĕ. Хуралтисем урам енчеччĕ пулас, нимĕн те сисмерĕç.
Кунта вара Сюльдяшов Савантер утне чĕлпĕртен хăй учĕн йĕнерĕ çумне кăкарчĕ. Унтан хăй учĕ çине утланчĕ те кăнтăралла вĕçтерчĕ...
Ирхине Савантер урамра ытла хытă шавланине илтсе вăранчĕ. Хăлхине чăнк тăратрĕ. Леш Улатăртан ĕнер килнĕ çын кăшкăрашать иккен:
— Кам курнă? Кам курнă? Воевода çук тетĕп-иç?
— Хуралтисем мĕн ĕçленĕ? — хирĕç кăшкăрчĕ пĕр салтакĕ. — Эй, капрал, хуралтисем мĕн леш тĕнчере пулса килмен пульте!
«Ара, çĕр хута мĕн пулса иртнĕ? — тĕлĕнчĕ Савантер. — Вăйпут çапла çухалнă-и? Ара, вăл çĕркаç манпа пĕр пӳртрех çывăрма выртнăччĕ-иç! Э-эй, таçта çухалтăр. Çӳрет пуль-ха пĕр-пĕрçĕрте».
Ĕнер Сюльдяшовпа Улатăртан килнĕ çын хушшинче мĕнле калаçу пулса иртнине Савантер пĕлмен. Вăл çеç те мар, ун çинчен капрал та, салтаксем те пĕлмен. Пĕлнĕ-тĕк, тен, вăйпут вăрă пек вăрттăн тухса тарнине чухласа илнĕ пулĕччĕç...
Савантерĕн ним пирки те пăлханмалли çук. Çавăнпа вăл тата кăштах сĕнк пулса илес терĕ. Куçне хупрĕ. Часах çывăрса та кайрĕ.
Вăранасса вара алкумĕнче тĕпĕртетнине илтсе вăранса кайрĕ.
— Çавă, шăп та лăп çавă вĕлернĕ ăна! — кăшкăрашрĕ такам. — Тусĕ тесе пурăнчĕ паянчченех! Каçпа вĕлернĕ те никам куриччен ӳтне çырмана кайса янă! Хăй халĕ те харлаттарса выртать!
Пӳрт алăкĕ яриех уçăлса кайрĕ. Пӳрте салтаксем кĕпĕрленсе пырса кĕчĕç. Малта — капрал.
— Акă вăл! Çыхăр! — кăшкăрса ячĕ капрал. Вăл хăй те Савантерпе пĕр пӳртре çĕр каçнăччĕ.
Савантер такăш самантра ури çине сиксе тăчĕ. Чӳрече патнелле ыткăнчĕ, анчах ăна уринчен çапса ӳкерчĕç. Лайăххăн тăна кĕрсе те çитеймерĕ вăл, хăпăл-хапăл ăна алли-уринчен туртса çыхрĕç те тĕпсакайне пăрахрĕç.
Тĕпсакайĕнче выртнă май Хунчар йăхĕнчен тухнă Савантер шăпа мĕн тĕрлĕ çаврăнса тухма пултарни пирки çĕр тĕрлĕ шухăш туса пуçĕ тавра çавăрчĕ. Нумаях пулмасть вăл вăйлă, пуян çынччĕ. Ун чухне вăл тем те тума пултаратчĕ. Кайран çав Укаслу килсе тухрĕ... Савантерĕн килĕнчен тухса тармалла пулчĕ. Вăрманта сĕтĕрĕнсе çӳреме тиврĕ. Аран вилĕмрен хăтăлса юлчĕ. Кайран вара хăй вăйпута вилĕмрен çăлчĕ. Халĕ, акă, унăн салтакĕсен аллинчен хăйĕн çĕре кĕмелле иккен. Хальхинче ниепле те çăлăнса юлаймассине ăнланчĕ вăл. Вăйпут чăннипех те çухалнă иккен, капрал хăрушлăха хăй çинчен сирсе ярасшăн. Вăл çапла Савантере айăпласа хăй айккине тăрса юлăп, тет пулĕ. Ара, вăйпута çухатса епле таврăнĕ-ха вăл Улатăра! Савантер, Савантер, касăлатех иккен сан пуçу...
Хĕвел йывăç тăррине çити улăхсан салтаксем çула тухрĕç. Таçтан урапа сĕтĕрсе килнĕччĕ вĕсем, пар лаша кулнеччĕ. Урапи çине Савантере çĕклесе çапрĕç. Çыхасса ăна салтаксем ним шеллемесĕр туртса çыхрĕç. Хускалма та çук. Çитменнине тата çăварĕ те уçăлмасть. Çăварне тем пысăкăш çĕтĕк чыхса лартрĕç.
Тăван тавралăхпа хурлăхлăн сывпуллашрĕ Савантер. Сĕм вăрманти йывăçсемпе, юханшывпа, çутă хĕвелпе, тупепе, сывлăшпа сывпуллашрĕ. Ĕмĕрлĕхех сывпуллашрĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл, хăй нимĕн те тăваймассине пĕлсе, вилĕм шăтăкнелле илсе каякансене пĕтĕмпех парăнчĕ. Савантерĕн пĕтĕм хевти пĕтрĕ, шăмшакĕ лĕнчĕрех кайрĕ. Çапах та вăл вилĕмĕ ăçта тата хăçан çитессе пĕлмерĕ-ха. Те пĕр-пĕр салтак алли унăн пуçне касĕ? Те хулари палач ăна таканаран туртса çакĕ? Кам пĕлет, тен, пĕр-пĕр Килтеш çынниех уншăн Эсрел пулса тăрĕ.
...Салтаксем вăрманти çулпа хĕвеланăçнелле кĕрсе çухалчĕç кăна, çурçĕртен Валтиелелле пысăк ялккас тăхăннă юланутçăсен ушкăнĕ тухрĕ. Юланутçăсем пурте кăраллă, кашнийĕн — хĕç, ухă, туп-тулли укçу.
Пуринчен те малта — шап-шурă çӳçлĕ ватă. Вăл çурен утпа. Пичĕ-куçĕ хăйĕн пĕркеленсе пĕтнĕ. Пĕркеленчĕкĕсем тахçан хĕç çапнипе аманнă сурансене хупла-хупла илнĕ. Хăй вара ватлăхне пăхмасăрах çирĕп те вăйлă пек курăнать. Кăн-кăвак сухалĕ унăн çил çинче ялав пек вĕлкĕшсе пырать. Ут çинче ларса пыма хăйне кансĕр те пулас. Ара, ватлăх çамрăклăх мар, çапах та старик хăйне кансĕррине кăтартасшăн мар пулас, чăтать.
Ял патне çитме çур çухрăм пек юлсассăн старик утне тытса чарчĕ. Ун хыççăн пыракансем те чарăнчĕç. Вĕсен шучĕ пĕр вăтăра çитет.
— Пĕтĕмпех çаратса кайнă! — терĕ юланутçăсенчен пĕри.
— Мĕн çаратнине йăлтах каялла туртса илĕпĕр, — терĕ старик. — Йăлтах туртса илĕпĕр! — сăмах майăн вăл сулахай пилĕкĕнчен çыхса янă хĕçне аллипе тĕкĕнсе илчĕ.
— Аванкай мучи, — терĕ ун патнерех пырса юланутçăсенчен пĕри. — Тен, халех тапăнмалла мар-ши? Ара, вĕсем пит инçех кайса ĕлкĕреймерĕç пулмалла-ха.
— Ан васка, — чарчĕ ăна старик. — Тăхта. — Вара хăй çумĕнче тăраканни енне çаврăнчĕ. Ку юланутçă аллинче метр çурă тăршшĕ хурăн хупписенчен çавăрса тунă труба пекех. Чăвашсем ăна пуч теççĕ.
— Йыхравла атя! Лешĕ пучне пĕлĕтелле çĕклерĕ те пĕр хутчен карăш пек кăшкăртса илчĕ.
Старик аллипе сулчĕ: «Çитет!»
Кăштах вăхăт иртрĕ. Унтан вăрманта ут ури сасси илтĕнчĕ. Часах вăрмантан тимĕр-кăвак урхамах вирхĕнсе тухрĕ. Пĕрре пăхма урхамах юланутçăсăрах тейĕн çав. Çук иккен, ăна пĕр çиччĕ-саккăрти ача утланнă. Йĕнерсĕр-мĕнсĕрех хăй, тумланасса та кĕпесĕр пуçне урăх нимĕн те тăхăнман.
— Аванкай мучи! Эпĕ кунта! — кăшкăрса ячĕ вăл старикпе ытти юланутçăсем патне сиктерсе çитсессĕн.
— Юрать, вĕçтер эппин хăвăрăннисем патне, — хушрĕ ăна старик. — Кала, валтиелсем пурте Хырла шывĕ хĕррине Хурачул хыçне пыччăр. Вĕсен аслă çулăн кăнтăр енчи чăтлăха çитсе вырнаçмалла. Васкатчăр! Çитсе вырнаçсассăн тăмана виçĕ хутчен кăшкăрнине кĕтчĕр.
Ача утне çавăрчĕ те çула хусканма тăчĕ. Анчах старик ăна, ал сулса, кăшт тăхтама хушрĕ.
— Пирĕннисем «Кĕлсулттан кинемейшĕн»! «Килтешшĕн» тесе çапăçăва кĕрĕç. Валтиелсем мĕн сăмах суйласа илнĕ.
— «Валтиелшĕн!» — терĕ ача.
— Юрать, — килĕшрĕ унпа старик. — Вĕçтер!
Ут ури сасси илтĕнми пулсассăн Аванкай мучи хăй çумĕнчи юланутçă енне тепре çаврăнчĕ те каллех пучне çĕклеме хушрĕ.
— Йыхравла атя. Хальхинче икĕ хут кăшкăрт.
Леш пучне тӳпенелле çĕклесе икĕ хутчен карăш пек кăшкăртса илчĕ.
Пурте шăпланчĕç те кĕтме тытăнчĕç.
Мăкалнă çĕмрен вĕçне чул çинче хăйраса çивĕчлетмелĕх вăхăт иртрĕ. Вара кайьенче сиккипе килекен ут ури сасси илтĕнсе кайрĕ.
— Тăпăр-тăк! Тăпăр-тăк! Тăпăр-тăк!
Часах чăтлăхран вĕсен енне юланутçă сиксе тухрĕ. Вăл самаях çамрăк-ха, анчах пуçне ялккас та тăхăнман. Учĕ хăйĕн пит вăйлă чупнипе тарласа кăпăкланса пĕтнĕ.
Старикпе ун юлташĕсем патне чуптарса çитрĕ те çакскер, чĕлпĕрне карт турттарса, утне тытса чарчĕ.
— Итлетĕп сана, Аванкай мучи. Эсĕ мĕн каласса кĕтетĕп! — терĕ.
— Ачакассисене пурне те пĕлтер! — хушрĕ старик. — Вĕсен ним тăхтаса тăмасăрах Хырла шывĕ хĕррине, Хурачул хыçне тухмалла. Вĕсен аслă çулăн çурçĕр енчи вĕтлĕхе кĕрсе экеметленсе выртмалла. Тăмана виçĕ хутчен кăшкăртасса кĕтĕр.
— Ăнлантăм. Килтешсене кам ертсе каять? — ыйтрĕ леш тин килни.
— Эпĕ хам. Алра хĕç тытмалăх вăй пур-ха. Алра Кĕлсулттанпа ытти ним айăпсăр çынсемшĕн тавăрмалăх вăй пур-ха, — хуравларĕ те старик хăй ыйтрĕ: — Мĕн сăмахпа çапăçăва кĕресшĕн эсир?
— «Патька-патшашăн!»
— Пит аван. Васка эппин. Анчах асту: сутăнчăка чĕрĕлле тытас пулать. Аслă Киремете çапла кирлĕ. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм.
Юланутçă утне çавăрчĕ те хăй килнĕ еннелле çил пек вĕçтерчĕ.
Вăл вăрмана кĕрсе кайсассăнах старик юлташĕсене пăхса çаврăнчĕ, унăн куçĕ çамрăк йĕкĕтĕнни пек ялкăшса илчĕ, вара хайхискер хыттăн калаçма тытăнчĕ:
— Хура халăха çакса пĕтерме хура хурама та çитмен, теççĕ. Пĕлсе каланă ăслă çынсем. Тискер çичĕ ют пире çакса та çунтарса та тĕп турăм, терĕ пулĕ. Çук, пĕтмен эпир, пĕтместпĕр те! Пире халиччен те хура хурамаран кăна çакман, пире шывра та путарнă, çĕре те чĕрĕллех чавса чикнĕ, ӳте-тире те сĕве-сĕве илнĕ, пуçсене, каса-каса илсе, шалча çине лартнă. Эпир пурĕпĕрех çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрса, çĕнĕрен кĕрешĕве çĕкленнĕ. Эпир пĕтекен халăх мар! Эпир шывра та путмастпăр, вутра та çунмастпăр, çĕр айĕнче те çĕрместпĕр. Хура çăкăр çиекен çичĕ ют хурлăхĕ пулмасть!
— Тĕрĕс, Аванкай мучи, алăра хĕç пур чухне эпир тăшман хурри пулас çук! — ун сăмахĕпе килĕшрĕç темиçен.
Старик вĕсен шухăшне ырласа пуçне сĕлтрĕ, унтан хулен çапла каларĕ:
— Аслă Туррăмăрпа Хайпӳрене кĕл тăвар эппин, этьсемри. Вĕсем паян пире çĕнтерӳ пехиллĕç. Кĕлтăвар. Кашниех тата çакна асра тытăр. Салтаксене мĕн Хурачул хыçне çитичченех пирĕннисем хăратса пырĕç. Шикли шикленнĕ — кĕрĕк пĕркеннĕ, теççĕ... Юрĕ, кĕлтăвар та çула тухар.
Вара вăл хуллен кĕлĕ сăмахĕсене кала пуçларĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...