Ан сивĕн, савни :: Пĕрремĕш пайĕ
Петĕр. Мĕн пулнă?
Ваççа. Мана справка кирлĕ.
Петĕр. Мĕнле справка тата?
Ваççа. Эпĕ колхозран каятăп.
Петĕр. Чипер кай, кермен директорĕ кам пулать вара?
Ваççа. Вăл кермене туса пĕтериччен... Стадион та çук, оркестр та. Мишша та, Микка та хулана каятпăр теççĕ.
Сантăр. Эпĕ хам та хулана вĕçтерес тетĕп. Тупăшлă мар пирĕн колхозра ĕçлеме.
Ваççа. Çамрăксем ниçта кайма аптранипе каçхине хурал пӳртĕнче картла çапаççĕ.
Петĕр. Эсĕ, мĕн, Шупашкарта вĕренсе килтĕн те халĕ тарма шутлатăн-и, çавăнпа баянистсен шкулĕнче вĕрентнĕ-и сана?
Сантăр. Эпĕ васкатăп, часрах.
Сантăр, Альтук, Ваççа тухаççĕ.
Мирун. Петр Николайчă, эпĕ-ха ку, кукареку. Эй, ты, жених!
Петĕр. Çавăрăнса килтĕн-и?
Мирун. Çитрĕм. Пуçу çаврăнать пуль, халех чĕртетпĕр. (Мирун кĕленче пуçне кĕсйинчен кăтартать.) Пăх-ха кунталла, хăрах куçупа çех пăх!
Петĕр (пăхрĕ те пуçне тепĕр еннелле пăрчĕ). Кирлĕ мар.
Мирун. Ку самакон мар, столичнăй.
Петĕр. Пурпĕрех кирлĕ мар.
Мирун. Атту кунĕпех анра-сухра пек çӳрен, тыт!
Петĕр. Ĕçмен эпĕ, çĕрĕпе çывăрман.
Мирун. Апла пулсан тата аванрах, атя яр, янк тутар та, пуç хĕсни çавăнтах иртсе каять. (Тултарса ĕçет.) Акă çапла.
Настя кĕрет.
Настя. Ирхи зарядка пуçларăр пулать?
Мирун. Э-э, Настя, унсăрăн мĕнле. Халĕ каçчен нервăна сыхлас пулать.
Настя. Сыхлас пулать, çынсенне пăсса çӳрен çав.
Мирун. Вот те на! Пăсап пулать. Çынна лайăх тăвас тен. (Апельсин çиет.)
Настя. Пурте пур сан. Пурăнма пĕлен.
Мирун. Пурăнма пĕлес пулать, вара пурте пулать.
Настя. Пурăнма. (Петĕре.) Шиферне ăçта пушатмалла?
Петĕр. Тăхтăр-ха.
Настя тухса каять.
Мирун. Шиферне аран-аран илсе килтĕм, вăл ман ĕнсе çине сакăрвунă тенке ларчĕ. Ахалех параççĕ тетĕн-им? Лично эпĕ сирĕншĕн тем тума та хатĕр. (Эрех кăларать.) Кăна илсе юл.
Петĕр. Çук, çук. Шиферĕ клуб валли питĕ кирлĕ.
Мирун. Ăна валли те пулать, машина пар кăна.
Петĕр. Машина пулать. (Çăвăнать.)
Мирун. Леш председатель халăхшăн тăрăшмастчĕ ĕнтĕ. Молодец эсĕ. Петĕр, унчченхи председатель — якатман пуртă аври. Ăна-кăна кача пӳрни чухлĕ те тĕшмĕртместчĕ. Вăл киличчен кăтарт-ха пĕрре мĕнле ĕçлемеллине, çăкăр çине çу сĕрсе юлар-ха.
Петĕр. Акă мĕн, Мирун. Кăна илсе кай, ман пата эрех таврашпе килнĕ ан пултăр. Шиферне те клуб тĕлне леç. (Кантăка уçса.) Тăхтăр-ха пушатма! Сантăр, шиферне клуб тĕлне кайса леçен, ăнлантăн-и? Кам хушнă ман пата илсе килме?
Сантăр сасси. Мана мĕн.
Мирун. Ăнланмастăп. Эпĕ сире... Петр...
Петĕр. Татах ĕçре çакăн пек ӳсĕррине курсан урăлтармалли çурта хамах ăсатап.
Мирун. Вот те на, мана оркестрпа кĕтсе илес чух тĕрмене ярасшăн.
Пӳрте Альтук, Микка кĕреççĕ.
Альтук. Мĕн пулчĕ вара? Шифрне ма каялла илсе кайтаран?
Петĕр. Çапла кирлĕ, анне.
Альтук. Ара, хамăра та кирлĕччĕ вĕт.
Микка. Кирлĕччĕ те, çынсем мĕн калĕç?
Мирун. Вара лешĕн пирки мĕнле?
Петĕр. Правление пыр. Çĕр улми укçипе халех татăл çынсемпе.
Мирун тухать.
Микка. Çав çапкаланчăк Мирунпа çыхланмасан та юрать пулĕ те, ачам.
Петĕр. Колхоз завхозĕ, тепĕр тесен, çынна шанас пулать.
Микка. Шаннă йăвари мĕн тет-ха... Сана вăхăтлăха шанса хăварнă пулсан... Тăрăшас пулать.
Петĕр. Эпĕ тăрăшатăп та. Эпĕ кăтартап-ха.
Альтук. Тăрăшан, тăрăшан, такамшăн.
Петĕр. Такамшăн мар, хамăршăн, халăхшăн.
Альтук. Туй тăвиччен çурт-йĕре туса пĕтермеллех ĕнтĕ.
Петĕр. Пĕтереймерĕмĕр çав.
Альтук апат антарать, алăка такам шаккать.
Петĕр. Кĕрĕр, кĕрĕр.
Тамара сасси. Петр Николайчă, тухăр-ха.
Петĕр. Кĕрĕр, кĕрĕр!
Тамара. Кĕрсе тăмастăп, тухăр-ха.
Альтук. Кам вара вăл, пит хăюсăр-и?
Петĕр. Сан пулас кин. Вăтанать ĕнтĕ.
Альтук. Тухса чĕн.
Петĕр Тамарăна çавăтса кĕрет.
Петĕр. Атя кĕрсе кур эпир мĕнле пурăннине.
Тамара. Ман килес.
Альтук. Килях, тĕпелерех ирт, апат çиме лар.
Тамара. Тавтапуç, ларса тăма вăхăт çук-ха ман. Петр Николайчăпа калаçмалли пурччĕ.
Альтук. Сирĕн яланах вăхăт çук. Апат çиме те вăхăт çук. Ларса çи ĕнтĕ пирĕнпе пĕрле.
Тамара. Ара, çисе тухрăм эпĕ.
Альтук. Пĕр-ик кашăк сыпса пăх ĕнтĕ.
Петĕр (Тамарăна сĕтел хушшше сĕтĕрет). Хуняму мĕнле савать сана. Кăмăл ту ĕнтĕ.
Тамара.Чăнах, чăнах, çинĕ эпĕ.
Петĕр. Эсĕ пирĕнпе çисе пăх, анне пĕçернĕ яшкана.
Тамара сĕтел хушшине ларать.
Микка. Настя ăçта кайрĕ тата?
Альтук. Апат çимесĕрех фермăна чупрĕ пулĕ ĕнтĕ. Тен, клуба?
Тамара. Тавтапуç.
Альтук. Ма çимерĕн? Ашне астивмерĕн те.
Тамара. Çирĕм, çирĕм. Петр Николайчă...
Петĕр. Ан васка... васкакан...
Тамара. Васкамасан... станцинче пирĕн удобрени çеç юлнă тет.
Петĕр. Çапла çав.
Тамара. Çумăр çуса кайсан, шывпа юхса кайсан...
Петĕр. Ăна та пĕлетĕп.
Тамара. Пĕлетĕн, пĕлетĕн, кайса илтерместĕн.
Петĕр. Машина çитмест, акă халĕ темиçе машинăпа шăвăç тимĕр илме ямалла, вăрмана ямалла.
Тамара. Шăвăç тимĕр юхса каймасть пулĕ-ха вăл.
Петĕр. Клуб тума кирлĕ, хăвăр клуб, клуб тетĕр.
Тамара. Клубне те темиçе çул тăваççĕ.
Петĕр. Ăна эсĕ председателе кала.
Тамара. Çынсем имçама вырттарма мар, таçтан çăваран тупса килеççĕ.
Петĕр. Çынсемпе мĕн калаçан, авă мĕнле Культура çурчĕсем янраса лараççĕ çынсен.
Тамара. Тыррине те гектартан 40 центнер илеççĕ, пирĕн вăл та çук, ку та çук.
Альтук. Пирĕн ял мĕнтен начар вара? Çурчĕсем мĕнле?
Тамара. Çурчĕсем аван, мĕн калăн, йĕри-тавра çĕнĕ çурт, чылайăшĕн телевизор, çăмăл машина пур.
Петĕр. Клубĕ вара ĕлĕкхи хурал пӳрчĕ пекех. Унта кĕрес килмест. Ялта ав çамрăксем юлмаççĕ.
Тамара. Стадион та çук. Сетка вырăнне кантра çакса волейболла выляççĕ.
Петĕр. Стадион та пулĕ, спорт хатĕрĕсем туянтăмăр. Эсĕ çамрăксене пуçтар, пурне те клуб тунă çĕре хутшăнтармалла.
Тамара. Вара удобрение çавăн пекех станцире вырттармалла-и?
Микка тула тухать, Альтук чăлана кĕрет.
Петĕр. Юрать, юрать, ăна та илсе килетпĕр.
Тамара. Чăнах, Петĕр Николайчă, пĕртте хавхалантаракан çук.
Телефон шăнкăртатать.
Петĕр. Да, салам, пыратăп. (Трубкăна хурать.) Мана кам хавхалантарать, чунăм? (Тамарăна ыталать.)
Тамара. Мĕн эсĕ, курсан?
Петĕр. Курсан, мĕн?
Тамара. Аван мар.
Петĕр. Пулин, эсĕ халĕ ман килте, манăн.
Тамара. Санăн.
Телефон шăнкăртатать.
Петĕр. Да, эпĕ. Ăçтан? Сельсовет? Милици чĕнет? Мĕн пулнă? Килсен пĕлен? Юрать, кĕрсе тухăп. (Трубкине хурать. Тамарăна каллех ыталать.) Манăн!
Чăлантан амăшĕ тухать.
Альтук. Ара, Настя килмерĕ-и çав? (Тухса каять.)
Петĕр. Фу ты, хам килте те пулас арăма ыталама ирĕк памаççĕ.
Тамара. Эсĕ ӳсĕр мар пулĕ-çке?
Петĕр. Ӳсĕр, сана курсан тăна çухатма пуçларăм.
Тамара. Пуçларăн çав.
Петĕр. Шăпрах ĕнтĕ, пĕрлешичченех хирĕçеççĕ тейĕç. Ах, Тамара, юл ман киле.
Тамара. Ан васка.
Петĕр. Ара, акатуйĕнче туй пуçлатпăр та.
Тамара (чӳречерен пăхать). Ой, анне килет. Мĕн тума килет вара кунта?
Петĕр. Килтĕр.
Тамара. Курнас марччĕ.
Петĕр. Пытан эппин кăмака хыçне.
Тамара. Аван мар.
Петĕр. Атя эппин пахчаран, унтан правленине кайма та тӳртерех.
Тамара. Атя.
Тамарăпа Петĕр хăвăрт тухса каяçççĕ.
Альтук сасси. Атя кĕрех, тăхлачă.
Анук. Кĕрсе тăрас мар пуль. Петĕре хут татки памалли пурччĕ те.
Альтукпа Анук кĕреççĕ.
Альтук. Ара, Тамарăпа иккĕшĕ тин çеç кунтаччĕ.
Анук. Тамарăпа тен?
Альтук. Тамарăпа çав, пахчаран кайрĕç пулĕ, халех чĕнетĕп, эсĕ лар-ха.
Альтук тухса чупать.
Анук. Ха, эсĕ ăна намăссăра. Хăйĕн арăмĕ те пур, ачи те пур тет.
Альтук (алăк урлă пахса). Эсĕ, тăхлачă, лар-ха. Петĕр халех кĕрет, эпĕ сăра ăсса кĕрем.
Анук. Салтакра служить тунă чухне авланнă ĕнтĕ.
Петĕр кĕрет.
Петĕр. Сывлăх сунатăп, Анук аппа. Анне халех кĕрет.
Анук. Эпĕ сан пата... эсĕ мĕскер, пире, тăлăх арăмсене, мăшкăлласан та юрать терĕн-и?
Петĕр. Мĕн çинчен çакă эс, Анук аппа.
Анук. Мĕн çинченне хăв пĕлен пулĕ. Айта ку анрасене лартам-ха терĕн пулĕ. Намăссăр, кĕççе пит.
Петĕр. Ним те ăнланмастăп.
Анук. Эпир вĕреннĕ çынсемех мар та, институт та пĕтермен, çапах хамăра евĕрлĕ кăштах ăнланатпăр. Ял умĕнчех намăса яртармăпăр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...