Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
Супăньпе алла çуса шăлса типĕтрĕм. Халат тăхăнса, унăн вăрăм çаннине кăшт тавăрса хăпартсан, хĕрарăм ачана хупăрланă чаршава уçрĕ.
— Пепкеçĕм, пĕчĕк ывăлăм, пипи-и? Питĕ ыратать-и? — ачашшăн калаçать амăшĕ. — Тухтăр пăхĕ те, акă, сыватĕ. Вара эсĕ каллех тяппипе чупăн.
Ним те чĕнмест пепкийĕ. Хăпаланнă тута çеç ун сассăр чĕтренсе илчĕ. Куçне мĕлт! те уçмарĕ. Партас пулă пек вăл. Выртать. Хăй хĕрелсе талăрнă. Тĕкĕнмелле мар çунтарать, кăвар пекех.
Пĕчĕк хулĕ айне градусник лартатăп. Анчах мĕн усси? Мĕнле чир ун? Мĕн ыратать? Тĕллесе кăтартма, ачи калаçма та вĕренеймен пулас-ха. Юрĕ, çăв-çав ыратать тесе калатăр. Вара мĕн? Çавах мар-и? Эпĕ пурпĕрех ним те пĕлейместĕп. Улт-çич минут иртрĕ пулĕ. Градусника илсе пăхатăп. Хĕрех пĕр градус вĕри! Ку хăрушă ачашăн. Шеллетĕп ăна. Хам ăна пулăшма пултарайманшăн чунтан тарăхатăп. Мĕншĕн эпĕ вĕренмерĕм? Мĕншĕн эпĕ тартăм техникумран? Ăссăр айван! Анюка пула! Ухмахла сăлтав. Вăйпа кăшкăрас килет. Кӳпкĕттĕм хама чун каниччен. Куçăма тĕтре хуплать. Тĕтре мар, куççуль вăл. Антăрах пăт тумласа, юхтăрах питçăмарти тăрăх. Пултăрах намăс мана, ятлаччăр. Тивĕçлипе йышăнатăп.
Каялла таврăнсан, чирлĕ ача пирки хам мĕн курса сăнанине çырса хунă тетраде тухтăра патăм. Чухларĕ-ши вуланă хыççăн ача мĕнле чирпе ăшаланса выртнине? Шарламасть. Манăн мĕн тес? Парса ячĕ ачана ĕçтерме эмел. Анчах мĕнлине? Пĕлместĕп.
Çакăн хыççăн чирлисене йышăнакан пӳлĕмре нумай кунсем кантăкран урамалла вĕлт! те вĕлт! пăхса тăтăм. Темшĕн, хыçлă çуна кӳлнĕ лаша крыльца вĕçне халь-халь пырса тăрасса кĕтетĕп. Çуни çинчен тăлăп тăхăннă çын, леш чирлĕ ачан ашшĕ, анассăн туйăнать. Усал хыпар çук-ха. Тупата, пăшăрханни ахаль çеç пултăрччĕ.
Ĕçлессе сахал ĕçлетĕп те-ха, çапах та çакна лайăх туйса илтĕм: сывалсан, çын тепĕр хут больницăна тем тусан та пымасть. «Юсантăм, тавтапуç сана, тухтăр», — тесе пырса калинччĕ. Çук çав. Илтеймĕн ăна. Тепĕр тесен, тĕрĕс тăвать. Тухтăрăн хăйĕн ăнланмалла: каялла пымасть, апла пулсан, вăл — сывă. Сыватакана çав кирлĕ те, савăнать çеç.
10
Йыша тепĕр фельдшер хутшăнчĕ. Çынсем пĕлеççĕ ăна, темиçе çул ĕлĕкрех кунта ĕçленĕ, тет. Чирсене чухлаканскер имĕш. Анчах пысăк çитменлĕх пур — ĕçке ернĕ.
Фельдшер килсен тепĕр куннех ĕçлеме тытăнчĕ. Чирлисене тухтăр вырăнне вăл йышăнать. Хăюллăскер хăй.
Эпĕ пулăшкаланине ĕç вырăнне хумарĕ пулас.
— Эмел илме чирлисене рецепт санăн çырма тивет, — терĕ вăл мана. Хирĕç пĕр сăмах та чĕнеймерĕм. Çырма пĕлекен çын пек сĕтелĕн тепĕр енчен пырса лартăм ăна çывăх. Эмел ячĕсене пĕтĕмпех латинла çырмалла. Техникумра вĕрентнĕччĕ. Анчах вăл хăçан? Маннă та ĕнтĕ. Хăранипе чĕтрĕне ертĕм. Çынни те, ĕçĕ те çĕнĕ. Тем тусан та, пултараяс çук.
— Çыр-ха, аспирин порошокĕ. Вунă штук, — хушрĕ. «А», «С» латинла чиперех çыртăм. «П» мĕнлеччĕ вара?
Темĕн чул шухăшласан та аса илеймерĕм. Ăнланмалла мар авкалантарса çырса хутăм темĕскер.
Унтан татах тепĕр рецепт çырма хушрĕ мана фельдшер. Эмел ячĕ темлеччĕ, асра тытса та юлаймарăм. Тĕрлекелерĕм вара илтнĕ-илтмен эмел ятне латинла.
Юрать-ха, чирлин эмел илме таçта аякка каймалла мар. Аптека пирĕн çак çуртрах, коридора тухсан, тепĕр пӳлĕме çеç кĕмелле. Мĕн тетĕн, аптекăран Тит Титоч чупса та пычĕ.
— Арапла çырма тытăнтăр-и? Вулама майсăр, — тет, эп çырнă рецептсене фельдшера парса.
Пуриншĕн те паллă, ку ĕçре эпĕ юрăхсăр.
Тит Титоч çулланнă çын, типшĕмскер. Кăмăлĕ ун пыл та çу. Çынна путармасть. Хăй те вăл эмелсем тума ĕçре, вăрçă хирĕсенче вĕреннĕ, тет.
Темиçе кун иртсен Тит Титоч чĕнсе илчĕ те мана, хĕрне ăс панă пек калаçрĕ. Хăй патне ĕçлеме чĕнет, вĕрентме пулать. Аптекăра килĕшет мана. Кунта çын йăрккамасть. Рецептсене пĕчĕк чӳречерен тыттараççĕ. Эмел кĕленчисем речĕпех тирпейлĕн лараççĕ кантăк алăклă шкапсенче.
Вĕрентсен, упа та ташлать, теççĕ халăхра. Вĕренеймĕп-ши вара эпĕ? Пĕтĕм вăйăма пухрăм. Тит Титоч ĕçленине тимлĕн сăнатăп. Вăл мана хăй те ахаль пăхтарса тăмасть. Кашни рецептах вулаттарать саспа, пĕлменнине хăй пулăшать.
Пĕр эмеле темиçе тĕслĕ имçамран хатĕрлемелле. Хăшне миçе миллиграмм хумаллине рецептра пĕтĕмпех кăтартнă тухтăр. Эпĕ шкапран Тит Титоча кирлĕ кĕленче савăтсене иле-иле лартатăп. Хăшне илмеллине вуласанах пĕлен, кашнин çумне имçам ятне кăтартса хут çыпăçтарнă. Ăна-кăна виçме сĕтел çинче пĕчĕк тараса тăрать. Шăп ачасен вылямалли тетти. Анчах, нихăçанхинчен тимлĕ пулмалла. Эмеле тĕрĕс виçепе хатĕрлемелле.
Ку ĕç мана килĕшнĕçемĕн килĕше пуçларĕ. Пĕтĕм чунпа парăнса ĕçлетĕп.
Тĕрлĕ самантсем пулаççĕ кун каçа. Хăшпĕр чух умлă-хыçлă рецептсем килсе тăраççĕ. Пуç çĕклемесĕр ĕçлен. Тепĕр чух аплах мар. Ун пек вăхăтра Тит Титоч рецептне вулаттарать те эпĕ эмел мĕнле хатĕрленине пăхса ларма юратать. Тĕрĕс ĕçлесен мухтать:
— Маттур, ĕçе хăвăрт ăнкартăн.
Пирĕн аптека кантăкĕ шăнма пăрахрĕ. Çанталăк çур енне сулăнчĕ. Хĕл мучи те ывăнчĕ пулĕ, юр пĕрчисене пачах эрешлемест, ав, çерçи пуçĕ пек юр çăвать. Пӳлĕмре никам та çук, пĕчченех. Эпĕ юр çунине кантăкран пăхса тăратăп. Шăп çак вăхăтра пӳлĕме Антон Антонович пычĕ те икĕ хыпар пĕлтерчĕ: Тит Титоч чирленипе ĕçе килмест, пурин те медосмотр ирттерме ялти шкула каймалла. Шкулĕ кунтан инçех мар.
Акă эпир шкулта. Тухтăр кашни ачан сывлăхне тĕрĕслет. Трахом сестри Настя ачасен куçĕсене сиплет. Ăмсанатăп ăна. Нумай та вĕренмен. Çапах та унăн хăй пĕлекен ĕç пур. Эпĕ акă тăратăп, тăмсай, ним ĕç тума пĕлместĕп. Çапах та хам шурă халат тăхăннă, сӳсе илесчĕ иçмасса камăн та пулин.
Ачисене пăхса ытараймăн. Тухтăр умĕнче, çӳçне тĕпĕнченех илтернĕ шакла пуçлă ача тăрать. Мăйне темшĕн тăлавар татăкĕпе яваланă.
— Салт-ха тутăрна, каччă, — тет тухтăр.
— Аюк, — пат татса хучĕ ачи.
— Мĕншĕн?
— Ĕнсене тухнă çăпана ыраттаран.
Тухтăр парăнмасть.
— Сиплемелле, — тет вăл.
Антон Антонович ачасен кăмăлне килме пĕлет. Йăпата-йăпатах тăлаварне илсе пăрахтарчĕ, ача мăйне мазь сĕрсе бинтпа çыхрĕ.
Яра кунах тăсăлать пулас кунта ĕç. Тухтăр мана темиçе рецепт тыттарчĕ.
— Çак эмелсене хатĕрлейĕн-и? — тет.
Вуласа тухрăм. Палланă эмелсем. Йывăрри ним те çук. Пурпĕрех тухтăр шанмарĕ.
— Тит Титоч пыратех, кĕт ăна, — терĕ.
Хапха умĕнче кӳлнĕ лаша кĕтет. Манпа пĕрле ачасем валли эмел илме çамрăк учитель пырать. Хыçлă çуна тĕпне юнашар кĕрсе лартăмăр. Малтанах вăл ним те чĕнмерĕ. Укăлча хапхи витĕр тухсан çеç хăйпе паллаштарчĕ. Хушамачĕ ун — Кириллов. Эпĕ те хам ята, каларăм.
— Эпĕ авланман-ха, — пĕлтерчĕ учитель.
Хирĕç мĕн калас? Чĕнместĕп, илтмĕше хывса. Вăл пур, чарăнмасть.
— Эпĕ шурă халат тăхăнса çӳрекен хĕрачана качча илетĕп. Пĕрне куç хыврăм-ха.
Эх, мур илесшĕ, мана тĕртсе калать вĕт ку. Вăтаннипе ниепле те ăна куçĕнчен пăхаймастăп. Сăнĕ-пичĕ мĕнле-ши? Эпĕ шыраканни мар-ши? Йăлт! пăхса илтĕм ун çине. Сисмерĕ. Хура тир çĕлĕкне çамки çинех пусса антарнă. Пĕр çӳç пĕрчи курăнмасть. Апла пулин те, вăл сӳс çӳçлине тавçăрса илен, мĕншĕн тесен куç харши тĕкĕсем, хăрпăкĕсем ытла та тĕссĕр.
Чĕлхи çăвать кăна. Калаçтарасшăн. Сăмахне хăлхана та чикместĕп. Çапах та хам ун çинчен шухăш вĕçтеретĕп. Çу кунĕсенче, хĕртсе хĕвел пăхнă вăхăтра, унăн шĕвĕр сăмси хĕп-хĕрлĕ пиçет ĕнтĕ, тирĕ те сĕвĕнет. Çавăн йышши çынсене хĕвел тиркет, пăхăр тĕспе нимĕн чухлĕ те сăрласшăн мар.
Эпир çитрĕмĕр те. Лашине хытă чуптарчĕ çав. Çуна çинчен ансан чупсах кĕтĕм аптекăна. Тит Титоч килмен-ха. Эпĕ рецептра кăтартнисене эмел тума пĕтĕмпех хатĕрлерĕм.
Вăрттăн кĕрсе тăчĕ пӳлĕме Кириллов учитель. Тумтирне, çĕлĕкне хывса çакрĕ пăтаран. У-у-й, çӳçĕ чăн-чăн — чӳпĕк. Пичĕ — куктĕррилĕ. Çав тери кулăшла. Тӳсме хал çитмерĕ, пĕрĕхтерсе кулса ятăм. Вăл темле ăнланчĕ çакна. Ним кĕтмен-туман çĕртен яп! ярса тытса ыталарĕ.
— Талюна, манăн пулатни? — тет. Сасси темле тискер.
— Тьфу! Ирсĕр! — терĕм, çĕре лач сурса. Çын аптекăран пуçран çапнăн тухса кайрĕ.
Ниепле те лăпланаймастăп эпĕ. Ку тарана çитсе мана никам та чуптуманччĕ. Кĕтмен мар çав саманта. Кĕтнĕ. Аса илсен чĕрем чăмăртанса илетчĕ е савăнăçлă туйăм аякка, аякка вĕçтеретчĕ пĕр çунатсăр. Ĕмĕт сăпки çаран чечекĕсем хушшине илсе çитеретчĕ. Таврара тутлă шăршă. Сенкер кăвак чечексем пуç пĕксе саламлаççĕ, ачашшăн çупăрлаççĕ питрен. Чунăмра ытла та ырă. Пулайрасчĕ манăн çутă кĕрен чĕлтĕрти чечек, вăл — вĕл-вĕл сарă лĕпĕш.
Пулса иртнĕ мыскара каллех пуçа пăраланă евĕр ыраттарчĕ. Эх, çав хĕрсен çеçкине хуçакан чăрсăр яшсене мĕншĕн хура курак çĕклесе каймасть-ши?! Эпĕ витререн куркапа шыв ăсса илетĕп те хĕл сиввине пăхмасăр алкум вĕçне тухатăп, вара çăватăп лутăркаса тутана. Анчах тасатайрĕ-ши тăрă шыв?
Тит Титоч килсен, учитель шкул ачисем валли эмел илсе кайрĕ.
11
Чирлисем выртакан палатăна час-часах эмел леçме тиветчĕ. Никам хушнипе те мар, хам ирĕкпе çӳреттĕм. Тĕрĕссипе каласан, сестрана шелленипе. Вăл чылай çула çитнĕ хĕрарăм. Пурнăçра пĕччен тăрса юлнăскер. Нумай хура-шур курнă. Тит Титоч пекех вăл та тĕнче вăрçинче те, граждан вăрçинче те пулнă, тет, аманнă салтаксен суранĕсене сахал мар сипленĕ. Тен, ватă хĕрарăма пĕрре ярса пусасси те теме тăрать. Манăн унта кайса килнĕшĕн ура хуçăлмасть, сиккеле кăна качака путекки пек. Пире атте-анне мĕн пĕчĕкренех ваттисене хисеплеме вĕрентнĕ. Килте асанне пур, çавăншăнах-ши?
Палата сестри хăйĕнпе эпĕ ăшшăн пулнине, кирек хăçан та ăна пулăшма хатĕр тăнине туйнă. Майĕпен эпир унпа чи çывăх тăвансем пулса тăтăмăр. Талюна мăнукăм тесе ачашшăн чĕнекен пулчĕ.
Палатăна ир-ирех пыраттăм.
— Чирлисен температурине виçсе тухмалла-и? — ыйтатăп сестраран.
— Сана паçăрах кĕтеççĕ чирлисем, — тет сестра. Кăна ĕненетĕп. Чирлисем темшĕн мана хăйсен чи çывăх çынни выранне хураççĕ. Кĕр çеç палатăна, пурте йăлл кулса, пĕр харăс:
— Э-э, пирĕн хĕвел тухрĕ! — теççĕ вара. Пуçланать е ку, е вăл хăй патне чĕнесси. Пĕрин минтерĕ чулланса хытса ларнă. Манăн кăпăшкалатмалла. Теприн утиялĕ кравать хыçне шуса аннă, виççĕмĕшĕн — эмел ĕçмелле.
Кĕтесре кăтра çӳçлĕ çамрăк выртать. Вăрман каснă çĕрте йывăç çапнă ăна. Тепле вилмен. Тӳсĕмлĕскер, Çурăмĕнче суран. Турат шăтарнă. Никампа та калаçмасть. Эпĕ пыман кун суранне никама та сӳтсе çыхтармасть. Ман умра хирĕçлемест. Эпĕ тытса тăратăп ăна, çестра суран тавра пухăннă пӳре тасатать. Çĕнĕрен эмел хурса бинтпа çыхать.
Çак вăхăтра больница кăртишĕнче çĕнĕ çурт туса пĕтерчĕç. Пĕр вĕçĕнче — ача çуратакансене йышăнакан пӳлĕм уçрĕç, тепĕр вĕçĕнче — хваттер. Унта эпир Плакипе иккĕн пурăнма куçрăмăр. Плаки вăл прачка, халатсем, вырăнсене сармаллисем, кĕпесем çăвать. Хăй вара тĕлĕнмелле уçă кăмăллă çын. Мĕн тутлине мана çитересшĕн тăрăшать. Унăн, акă, арчинче икĕ хутаç сар мăйăр. Юлашкинчен татнине, тутлине, хăй пачах катмасть, ман кĕсъене ывçипе тултарать.
Пĕррехинче Плаки килессе кĕтсе алкум вĕçĕнче тăратăп. Паян хĕвел пĕлĕтсенчен хăтăлнă, мĕн тери сапалать шевлине. Çути пăхмалла мар куçа йăмăхтарать. Пӳрт тăрринчен тумла пат! пат! тумлать. Аллăма тăсрăм. Тумламăн та вăй пур иккен, ывăç тупанне сисĕнмеллех ислетет.
Антон Антоиович кунталла утать. Аякранах шăл йĕрет хăй. Хаваслăскер. Ырă та, çыншăн ашшĕ пекех тăрăшать. Мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлет.
— Талюна, сана палатăна куçарасшăн, — тет вăл. — Чирлисем юратаççĕ, кĕтеççĕ. Килĕшетне? Тепĕр сестрапа ылмашăнса ĕçлеме.
Тухтăра хирĕç мĕнле пулăн? Туятăп, вăл, вырăс çынни, манран чăваш хĕрĕнчен, лайăх ĕçлекен, медицинăна ăнланакан сестра тăвăсшăн. Килĕшрĕм.
Эпĕ — сестра.
Палатăри ĕçе аван чухлатăп. Тухтăр çырса панă эмеле кашнинех кунсерен виçĕ хут ĕçтермелле. Эмелĕсем пурин те умĕнчи пĕчĕк сĕтел çинче. Тухтăр киличчен выртакансен температурине виçсе, карточкисем çине çырса хумалла. Компресс тума та вĕреннĕ эпĕ.
Хĕрарăмсен палатинче кăтра çӳçлĕ, çĕмĕрт куçлă Кĕтерук выртать. Мĕнле чир-ши ун? Тухтăр ăна пăхнă чух, çăварне шыв сыпнан, ним те шарламасть.
Кĕтерук ман тантăш. Хĕр пулса çитĕнетпĕр ĕнтĕ. Унăн савни те пур. Эрне пуçĕнче килсе те кайрĕ кунта. Пĕлесчĕ, виçĕ сăмах калаçайрĕç-ши? Тăчĕç пуçĕсене чиксе. Вăтанаççĕ.
Йывăр чир пулас Кĕтерукăн. Унăн хул айĕнче тата кăкăр çывăхĕнче икĕ шăтăк. Çавăнтан кунĕн-çĕрĕн пӳр юхать. Антон Антонович пикене сыватасшăн тăрăшнине питĕ туятăп. Манăн та ăна пулăшас килет. Май пулсан эпĕ ăна хам сывлăхăн çуррине парăттăм. Тухтăр Кĕтерука кашни кун çав тери тимлĕн пăхать. Çынна шанманнăн суранне те хăех çĕнĕрен çыхать.
Пĕррехинче тухтăр палатăран темшĕн тухса кайма васкарĕ. Кĕтерукăн суранне çыхма мана хушса хăварчĕ.
— Компресс тума шкапран спиртне ил, — терĕ. Кĕленчине те кăтартрĕ. Ĕçне хăюллăнах йышăнса юлтăм. Пĕлместĕп мар вĕт.
Кайрĕ тухса тухтăр. Эпир Кĕтерукпа пăшăлти пăтти пĕçерме тытăнтăмăр. Каласа памаллисем нумай. Кĕтерукăн савнийĕ кунта килсе кайнă хыççăн çыру ярса панă.
— Питĕ юрататăп тесе çырнă, — пĕлтерет вăл мана. Савăнăçлă хай. Тьхик! кулать. Ним те ыратмасть тейĕн унăн. Эх, çав савнисем ытларах çыру çырччăрччĕç. Пĕлинччĕç: савни çырăвĕ суран çав тери хытă ыратнине те çăмăллатать.
— Çитĕ, — тĕтĕп Кĕтерука, — çыхар вăхăтлăха самах енчĕкне. Илтрĕн пулĕ тухтăр мĕн хушнине? Компресс тумалла. 4Ш
Чирлĕ хĕр хирĕçлемест. Хатĕрленсе тăчĕ.
Эпĕ шкапран илнĕ кĕленчери шĕвекпе бинт татăкĕсене йĕпетсе юхса тăракан шăтăксем çине, вĕсем тавра меллĕн хуратăп. Çине çӳхен кăна мамăк сартăм, вара сывлăш кăларман хутпа витрĕм. Çиелтен татах мамăк купаларăм, ăшă пулма. Бинтпа кăкăр тавра лайăх кăна çавăрса çыхса лартрăм. Кун хыççăн Кĕтерук самант сывалассăн туйăнать. Анчах мĕн амакĕ? Вăл çатма çинчи пăрçа пек ăшталанма тытăнчĕ. Выртать, тăрать, утса та пăхать. Ах! ахлатать.
— Мĕн пулчĕ сана? — ыйтрăм Кĕтерукран.
— Ах, ача! Вилетĕп!
— Çав териех ыратать-и?
— Пĕтрĕм, ача! Çунатăп! Эсĕ хĕртнĕ тимĕр хутăн пулĕ? — кăшкăрать хайхискер, суранне аллипе хыпашласа.
Сехĕрленсе ӳкрĕм.
— Халиччен компресс тусан капла ыратмастчĕ-и? — тетĕп.
— Çук, ыратман. Халĕ тĕлкĕшет.
Эпĕ тухса вăркăнтăм Кĕтерук патĕнчен. Таçта та çитрĕм, аран-аран тупрăм тухтăра.
Пычĕ. Салттарчĕ бинтне. Суранĕ тавра ӳчĕ хĕп-хĕрлĕ, чăнах хĕртнĕ тимĕрпе пĕçертнĕ тейĕн.
— Урăх кĕленчери эмелпе йĕпетсе çыхнă эсĕ, Талюна.
Çапла пулчĕ тухтăрăн сăмахĕ.
Хăранипе шартах сикрĕм. Мĕнле-ха эпĕ йăнăшрăм вара? Çав кĕленченех кăтартрĕ вĕт-ха вăл. Ашра кăшкăратăп: «Çук! Эсир кăтартнă кĕленчери эмелне йĕпетсех компресс турăм!» Анчах сассăм пĕртте тухмасть. Мĕнле хăяс-ха ăна хирĕç калама. Вăл тухтăр-çке! Чирлисене сыватать. Эпĕ? Тытăнтăм хыпса çунма! Кĕтерук суранĕнчен хăпса, хĕртнĕ тимĕр ман ăша кĕрсе ӳкрĕ.
Тухтăр Кĕтерук суранне темле мазь сĕрчĕ. Эпĕ çыхрăм. Чирлĕ хĕр лăпланса выртса юлчĕ. Мана намăс. Ун куç умне курăнма та именетĕп.
Ытахальтен юнашарти палатăна кĕрсе тухрăм. Пурте йĕркеллех, чирлисем шарламаççĕ. Коридора тухрăм та тăтăм, пĕр кана чӳрече умĕнче тĕлĕрсе. Юр айĕнчен сăрхăнса тухакан шыв ах! вĕтеленет. Çул хывасшăн. Вăл та пулин ĕçчен. Пăх-халĕ эсĕ ăна: унталла-кунталла сулăнать. Пĕчĕк чул муклашкисене йăвантарать, айккинелле сирет, вара малтан мала юхать. Çуркунне, çуркунне!..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...