Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Çак Ваçлине кăштах аташтарчĕ. Тĕлне шансах кĕмен çынна суйма та май пур пек туйăнчĕ. Вăл хăйне хăй тăнăçлăн та хаваслăн пек тыткаласа:
— Эсир, ырă çын, йăнăшнă. Макçăм Ваçлийĕ кунта пурăнмасть, — терĕ.
— Ăçтарах-ши?
— Шалтикасра. Эпĕ сунара васкатăп-ха. Хампа пĕрле илсе тухнăшăн ар çиллен!
Ваçли ура çине тăма ĕлкĕрейнĕччĕ, — палламан çын икĕ утăм тусах Ваçлипе ун пăшалĕ хушшинче пулчĕ те кулса ячĕ:
— Ытла та нӳремсĕр çамрăк эсĕ... Сан пата çын килне эсĕ, ăна вашават йышăнас вырăнне, тухса каясшăн. Ай-яй, хальхи çамрăксен ним сипет те çук...
«Полици... Тус-йышĕсене кĕтсе илмелле юри калаçтарса вăхăта тăсать-и, тен... Ахальтен пăшала хупăрларĕ-и. Ав сылтăм аллине кĕсйинчен те кăлармасть. Хăй ман çине шăтарасла пăхать», — тавçăрчĕ Ваçли. Куна йăлтах çирĕплетме те нимех мар.
— Эсир кĕтмен хăна. Çавăнпа сире вашават йышăнма сăлтав çук. Çитменнине, эпе васкатăп! — алăк еннелле утăмларĕ Ваçли.
Палламан çын вăр-вар револьвер туртса кăларчĕ.
— Вырăнтан ан хускалăр!
— Паçăрах çапла айкашмаллаччĕ. Кирлĕ-кирлĕ мара. сӳпĕлтетсе вăхăта ирттертĕр. Ĕнтĕ çакна пĕлес килет ман: мĕн кирлĕ сире? Мĕн çитменшĕн çынна пашалпа хăратса çӳретĕр? — терĕ те Ваçли аллине кĕсйи патнелле яма тăчĕ.
— Аллуна çĕклĕр! Перетĕп! — хаяррăн астутарчĕ лешĕ — Ваçли аллине çĕклерĕ: — Сире патша саккунĕ хушнипе арестлетĕп! Эсир халь ман ирĕкре. Эпĕ хушнинчен пăрăнма хăтлансан, астутармасăрах перетĕп!
Полицейски шӳтлемессе, хăй сăмахне сая тумасса Ваçли аван пĕлет. Çапах та хăтăлма май пур лек туйăнать ăна. Акă, ухтарма тесе çывăха килĕ те, Ваçли ăна çавăрса çапĕ.
Стражник Ваçли çывăхне пыма мар, вырăнтан та сикмерĕ.
— Тĕпелелле çаврăнса тăрăр!.. Хăвăртрах! — Ваçли çаврăнсан, тепĕр хушу янларĕ: — Выртăр!
Ваçли шикленсе ӳкрĕ. Полицейски мĕн шутланине тавçăрчĕ вăл. Вырттарĕ те юлташĕсене кĕтсе илĕ. Çыхса пăрахĕç. Çухалман ăстăне çав-çавах çăлăнăç шырарĕ. Вара, çиçĕмрен те хăвăрт пăхса, хăй кăмака умĕпе шай тăнине астурĕ. Стражник персе яма ĕлкĕриччен вăл кăмака умнелле сикрĕ те кĕсйинчен револьвер туртса кăларчĕ. Ним тĕллемесĕр стражник еннелле кĕрĕслеттерчĕ. Лешĕ кĕмсĕрт çеç ӳкрĕ. Вилмелле тивнĕ пек сунса, Ваçли самантлăха аптраса тăчĕ. Ав, револьверĕ айккинче выртать. Хăй те ним хускалмасть. Анчах мĕншĕн юн тухни палăрмасть. Ваçли çывăха пычĕ те сывланине асăрхарĕ. Револьверне пуçтарчĕ. Кăмака хыçĕнчен тилхепе кĕрсе илчĕ те стражник урисене пĕр çĕре туса çыхрĕ. Аллисене çыхма çавăрса пăрахнă чух стражнике тăн пырса кĕчĕ, вăл хăнăхнă йăлипе кăшкăрса ячĕ:
— Сирĕлĕр! Перетĕп!
— Мĕн пенипе çитĕ сана! Канма та вăхăт! — татса хучĕ те Ваçли ăна ӳпне çавăрса выртарчĕ. Стражник тапкаланма хăтланнипе хыттăн астутарчĕ: — Пурăнас килсен, хăвăра хăвăр лăпкăрах тыткалама тăрăшăр. Эпĕ уяса тăманнине куртăр. Сана персе пăрахассине шăнана таптаса вĕлерессипе пĕрех шутлатăп! — Ĕнтĕ стражник, Ваçли сăмахпа çеç ирттерменнине ĕненчĕ те, чĕри тухса ӳкселе хӳтлетме тапратрĕ. Кунта килнĕ чух вăл çак тери мăшкăла çакланма мар, аслă патшана хирĕç кавар туса айăпа кĕнĕ çынна тытăп та мухтава тухăп тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Халĕ ав...
Ваçли стражнике каллех месерле çавăрса пăрахрĕ те револьверĕпе çамкинчен тĕллерĕ.
— Ну, хура çăхан, ним пытармасăр кала: эсĕ пĕчченех-и е сан хыçран татах килеççĕ-и?
Стражник пушшех чĕтресе ӳкрĕ.
Пĕлместĕп... Эпĕ пĕчченех... Стражник иккĕленсе те çирĕплетмесĕр калаçнинчен Ваçли вăл суясшăннине сисрĕ. Хистеме тытăнчĕ.
— Итле эсĕ... Сана персе пăрахма маншăн сурнă пек кăна. Вилес килмесен, ним те ан пытар. Терĕссине каласан, чĕрех хăваратăп. Эпĕ сутăнчăк мар, хам сăмах çине тăратăп. Тата иксĕмĕр хушăра мĕн сăмах пулнине пуçлăхсем нихçан та пĕлес çук. Е пурнăç, е вилĕм... Суйласа илме виççе çити шутличчен ирĕк паратăп.
Револьвер кĕпçин шăтăкĕ стражнике эсрел çавинчен те хăрушăрах курăнчĕ. Çакăнта вилсе выртни мĕн усси? Ваçли, чăн та, никама евитлес çуккине те ĕненчĕ вăл. Тата ĕçре такамăн та кĕтмен инкек сиксе тухма пултарать. Ахальтен çыхса пăрахнă-и ăна...
— Ман хыçран станувуйпа ултă стражник килеççĕ... Ваçлин лăпланма хăтланнă чĕри çĕнĕ вăйпа çуйланчĕ.
— Мĕн шыраса çӳреççĕ вĕсем?
— Прахăр хĕрне — Кĕтерука тытма килеççĕ.
Ваçли пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Кирек мĕнле пулсан та, Кĕтерук патне халех килмĕç тесе шутланăччĕ вĕсем.
— Мĕн сăлтавшăн... Кам сутнипе хупасшăн ăна? — малалла тĕпчерĕ Ваçли.
— Тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлместĕп. Упăшки пырса кайнă хыççăн тытса хупма шут турĕç.
— Хăçан пынă вăл сирĕн пата?
— Паян икĕ хутчен те пычĕ.
— Сана мĕнле заданипе янă?
— Сана тытма.
Ваçлишĕн пурте паллă ĕнтĕ. Чи хăрушши — Кĕтерука арестлеме килесси çинчен Анук та пĕлмест. Хăлех систермесен, ним чăрмавсăрах çаклатаççĕ. Вăл стражник çăварне тăлавар тĕркесе чикрĕ, хăйне тенкел уринчен кăкарчĕ. Кил хушшине тухса, сумкипе пăшалне сарайне пытарса хăварчĕ.
Ваçли утнă çĕрте утса, чупса çĕрте чупса Шалтикаса çитрĕ. Лапсака йăмра хӳтлĕхĕнчен пăрăнайнăччĕ, Микуласен хапхи умĕнче пар лаша кӳлнĕ лав тăнине курса шартах сикрĕ. «Станувуйсем манран малтан ĕлкĕрнĕ иккен...» Вăл йăмра хӳтлĕхне пытанчĕ. Микула çыннисем тухасса кĕтсе илме тĕвтурĕ.
Кашт маларах Огуречниковпа икĕ стражник пар лаша кӳлнĕ лавпа хапха умне тĕрлеттерсе çитнине Марье асăрхарĕ.
— Аппа, аппа! Стражниксем килчĕç! — çуйланса Анука систерчĕ вăл.
Анук чуречерен пăхрĕ те, чĕри кăртах турĕ. Полицейскисем забастовка пирки кама та пулин ухтарма килессе кĕтсех тăнă та, вăл çакна аса илчĕ: «Мĕншĕн староста патне кайман вĕсем? Кунта мĕн шыраса килнĕ? Нивушлĕ Прахăр кумпа Натюш пĕлсе юлайман инкек сиксе тухрĕ?» Çамрăк хĕр те хăраса ӳкнине курсан, Анук ăна лăплантарасшăн, хăйне хăй хăвăрт алла илчĕ.
— Мĕнех вара... Алăк пурин валли те каснă...
Ку сăмахсем Марье сехĕрленнине сиреймерĕç. Станувуйăн ахальтен çеç килме нимле сăлтав та çуккине, хăнана çӳренĕ чух кучăрпа е пĕччен килнине лайăх астăвать вăл.
— Ма йышлăн вĕсем?
— Ара, Марье... Стражниксенчен хăратăн мар-и эсĕ? Е Григорий Петрович камне мантăн-и? Станувуй тени стражниксемсĕр çӳрет-и вара?.. — Шӳтлерех хуравлама хăтланчĕ Анук, унтан хушса хучĕ: — Ытах тесен, хăвăн пӳлĕмне кĕр. Кирлĕ пулсан хамах чĕнетĕп.
Марье урăх ним шарламасăр пӳлĕме кĕрсе çухалчĕ. Анук чуречерен малалла сăнарĕ. Акă, хапхана шаккарĕç. Наум васкаса пычĕ. Камне ыйтса пĕлчĕ пулмалла та чӳрече еннелле çуйлăн пăхрĕ. Анук чӳрече умĕнчине курса-и, тен, пĕчĕк хапхана уçрĕ. Кил хушшине Огуречниковпа икĕ стражник, чăвашла тумланнă арçын кĕчĕç. Кĕçех тепĕр арçын персе çитрĕ. Тата тепре... Чăвашла тумланнă арçынĕсем те полицейскисем иккенне тавçăрчĕ те Анук пушшех шикленчĕ.
Огуречников пӳрте пĕчченех кĕчĕ. Карттусне хывса сăхсăхрĕ. Ырă хăна пек кăмăллăн саламларĕ:
— Анна Александровна, мĕнле пурăнатăр?
— Турă ырлăхĕпе аванах-ха, Григорий Петрович! Хăвăр мĕнле çитрĕр? Çемьесем сывă-и?.. — чĕри сехĕрленнине пытарса хуравларĕ Анук.
— Эпир те аванах-ха... Çемьесем те сывă. Акулина Ивановна сире салам калама хушрĕ.
— Тавтапуç...
Урăх çĕрте, ушкăн çинче тĕл пулсан, Огуречниковăн тĕпчевлĕ куçĕ Анук сăн-сăпачĕ улшăннине асăрхаса илĕччĕ. Иккĕшĕ çеç чухне хăйне хăй именсе те ĕмĕтленнĕн тыткалама хăнăхнă май вăл куçран пăхма хăймасăр Анук аллине чуптурĕ.
— Анна Александровна, кĕрсе чăрмантарнăшăн ан çилленĕр, тархасшăн...
Станувуйăн шăрт пек мăйăхĕ ӳт-тире йĕп пек тăрăннипе Анук çӳçенчĕ, анчах хăйне хăй хăвăрт алла илме ĕлкĕрчĕ, евĕклĕн чĕнчĕ:
— Григорий Петрович, кирлĕ мара калаçса ан тарăхтарăр-ха. Эсир пире чăрмантарма мар, килмессерен хисеп тăватăр. Хывăнăр-ха. Тĕпелелле иртсе ларăр. Хам кăмăл таран хăна тума ирĕк парсамăр. Ыттисем мĕншĕн кĕмеççĕ тата?
— Ыттисем пирки канăçсăрланма кирлĕ мар, Анна Александровна. Вĕсем сирĕн сĕтел хушшине ларма тивĕç мар.
— Мĕн тăвас тен... Хăйсен ирĕкĕ ĕнтĕ,.. Сире те пулин хăна тăвам. Хывăнăр та сĕтел хушшине килĕр-ха.
Анук йăпăлтатса калаçни станувуй чунне савăнтарчĕ. Çак рехетлĕхе малалла та тăсĕччĕ вăл. Пысăк ĕçпе килни чăрмантарчĕ. Укĕннĕ сасăпа хуравларĕ.
— Хисеплĕ, Анна Александровна... Хăна пулма ĕлкĕрĕп-ха. Унччен ман ĕç пур. Десятскисене чĕнсе килесчĕ.
Огуречников тем чул çемçен калама тăрăшсан та, ун сăмахĕсем Анук хăлхинче хура çĕлен шăхăрса килнĕн туйăнчĕç. Полицейскисем ухтарма çеç йышлăн та десятскисемпе çӳренине кам пĕлмест. Нивушлĕ вĕсем патĕнче ухтарма шутланă? Апла тесен, тӳрех хамăр пата кĕрсе, хамăрах десятскисене чĕнме хушмалла мар-çке? Анук ытлашши хăраса е паттăрланса та мар, Огуречников мĕншĕн килнине тавçăрса илейменнипе тарăхса хирĕçрĕ:
— Ан çилленĕр те, Григорий Петрович, десятскисене чĕнме эпир стăроста мар-çке?
— Анна Александровна, пĕлетĕп... Çавăншăн каçару ыйтатăп... — Анук кăмăлсăрланине сиссе, ăна йăпатма васкарĕ Огуречников: — Ĕçĕ çавнашкал, ним тума та çук. Десятскисене эсир чĕнтерни кирлĕ мана.
— Эпĕ десятскисем камне те пĕлместĕп.
— Ку нимех те мар, Анна Александровна, — терĕ те Огуречников вунă десятски ятнĕ асăнчĕ. — Хăвăра çывăхраххисене тăваттăшне чĕнтерĕр.
Анук ăнланчĕ ĕнтĕ: малалла та турткаланнипе станувуя çеç çиллентерĕн. Вăл мĕн ĕçпе килнине десятскисемпе калаçнă чухне пĕлме май пулĕ, тен. Вара Марьене тăватă десятскине чĕнсе килме хушрĕ.
Марье пĕр сăмахсăрах алăк патнелле утма тăнăччĕ, Огуречников чарса тăратрĕ:
— Шанăçлă хĕр-и вăл? Чĕлхене çыртма пĕлет-и?
— Мана шаннă пек шанăр, Григорий Петрович. Чĕлхине салтма юратакан çынна хамăр патăрта усрамастпăр та!
Ĕненетĕп, Анна Александровна...
— Марье ватă йăмрă тĕлне чупса çитейнĕччĕ, такам ятран чĕннипе шарт сикрĕ, Йăмра хӳтлĕхĕнчи Ваçлине асăр-хасан пушшех хăраса ӳкрĕ.
— Ваçли пичче!.. Мĕн тăватăн эс кунта? Е Анук аппасем патне станувуй килнине илтмерĕн-и?
— Кунтах-и вĕсем? Ниçта та тухса кайман-и?
— Кайман та... Мана десятскисене чĕнме ячĕ.
— Апла мухтав... Ĕлкĕреймĕп тесе чун юлманччĕ.
— Мĕн тата?
— Вĕсем Кĕтерук аппупа мана тытма килнĕ.
— Ах анчах! — сехри хăпнипе чут çеç кăшкăрса ямарĕ Марье.
— Çав териех хăрама халлĕхе сăлтав çук. Куратăн, эпĕ ирĕкре. Десятскисене тин чĕнтереççĕ пулсан, аппуна та инкекрен хăтарăпăр. Хăвăртрах кайса кала. Вăхăта ирттермесĕр тухса шутăр!
Марье куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. Ваçлине вăл аппăшĕпе танах тăван шутлать-çке. Халь вĕсене килтен кайма лекет.
Çамрăк хĕре курмалăхне Ваçли кăмăлĕ те çемçелчĕ. Вăл та Марьене тăван йăмăкĕ пекех хисеплет. Анук хушнипе пырсан, хĕр ун пĕччен те хусахла пурнăçне яланах савăнăç кӳретчĕ. Ĕнтĕ хăçан курнăçасси те паллă мар. Ял хушшинче, çынсем асăрхас çук çĕрте, ним иккĕленмесĕрех чуптуса уйрăлĕччĕ. Халь:
— Ну, Марье, чипер юл... Çамрăк ĕмĕрӳ телейлĕ пултăр! — тесе çеç хăварчĕ.
Марье амăшсен килĕнче инкек сиксе тухнине илтнĕччĕ. Чӳречесем çĕмрĕккине курсан, чунĕ питех хурланчĕ. Вăл сасăпах та макăрса ярĕччĕ. Аппăшĕн ăраскалĕшĕн вилĕмле хăрушлăх çывхарни чĕрине хытарчĕ.. Ваçлирен уйрăлнă чухне тухнă куççульне пытарайманнипе амăшĕ ăна йăпатма тăрăшрĕ:
— Путсĕр йысну усалĕшĕн хуйхăрса чĕрене амантас мар, хĕрĕм. Чӳрече лартакансем кашни кунах çӳрекенччĕ-ха. Ăна, мур çиесшĕне, хамăр пата тек кĕрместпĕр.
— Марье куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ. Вăл мĕншĕн макăрнине амăшĕ йăнăш ăнланнă иккен.
— Аппа, тула атя-ха, сăмах пур, — чĕнчĕ Марье.
— Тата мĕн хыпар? — хумханса ыйтрĕ Кĕтерук.
— Анук аппасем патне станувуйпа стражниксем килчĕç. Мана десятскисене чĕнме кăларса ячĕç те, йăмра хӳтлĕхĕнче Ваçли пиччене тĕл пултăм.
Кĕтерук сасартăках çăмăллăн сывлама тытăнчĕ. Йăмăкĕ хурлăхлине сиссен, ĕçпе çыхăннă тус-йышĕ çеç мар, пĕтĕм чунĕнчен юратакан çынни тухса кайма ĕлкĕреймен пирки ăна темле инкек çакланнă пек туйăннăччĕ. Вăл ирĕкрех иккен. Анчах полицисем кунашкал йышлăн ахаль çӳременнипе ыйтрĕ:
— Ма килнĕ вĕсем? Десятскисене ма чĕнтереççĕ?
— Иксĕре тытма килнĕ терĕ Ваçли пичче. Сана та хăвăртрах кайма хушрĕ.
— Кума пĕлет-и куна?
— Çук пулмалла.
Кĕтерук çакна лайăх ăнланчĕ ĕнтĕ: Анук кумăшĕ пĕлмесен, вĕсене такам сутнах.
— Ниçта та чарăнса тăмасăр, десятскисем патне чуп. Вăхăта ирттерсе çӳресен, станувуй шанăçран кăларĕ. Вĕсем кунашкалне тавçăрма ăста. Вара саншăн та, Анук кумашăн та аван мар пулĕ. — Кĕтерук Марьене ыталаса чултурĕ. Лешĕ ĕсĕклеме хăтланнипе ăна йăпатрĕ: — Çитĕ, çитĕ.... Ан макăр. Пире макăрма юраманнине ху пĕлетĕн. Куççуле десятскисем курсан мĕн шухăшлĕç, мĕн калĕç? Тата эпĕ инçех каймастăп. Курăн акă, сан туйăнта эпĕ Хашă пуçарăп!.. — Кĕтерук йăмăкне тепĕр хут чуйтуса çенĕкрен ăсатса ячĕ. Пĕчченех юлсан, хăйĕн те кăмăлĕ хуçăлнине ирĕк пачĕ, анчах вăраха тăсмарĕ. Унта ачисемпе, амăшĕпе сывпуллашмалла. Вăл хăйне хăй пĕчĕк ачалла айкашсан, лешсем мĕн курĕç?
Пӳрте кĕрсен Кĕтерук алăк патĕнчех чарăнчĕ те тĕпелти ачисене ăш куçĕпе ыталарĕ.. Лешсем темле усала сиснĕрен-и, тен, амăшĕ çине çуйлăн тинкерчăç. Унтан Кĕтерук амăшĕ çине пăхрĕ, вăл пушшех салхуллине асăрхарĕ. Марье килсе тем каласа хăварни ун чĕрине татах хускатрĕ пулмалла. Кĕтерук вăрттăн та ассăн сывласа кăмăлне хытарчĕ. Хăйне яланхи пек тыткалама хăтланса, ачисем патне пычĕ.
— Ма кичем эсир? — пуçĕнчен ачашларĕ Кĕтерук.
— Атте килесрен хăратпăр... — терĕ Анахвис.
— Урăх килмест вăл кунта. Килсен те ан хăрăр.
— Киле хăçан каятпăр? — ыйтрĕ Коля.
— Нихçан та каймастпăр, ывăлăм. Аçу мар вăл, урнă кашкăр...
— Каймастпăр, каймастпăр... Кукамайсем патĕнчех пурăнатпăр! — чун-чĕрĕленсе пакăлтатрĕç ачисем.
— Кунта пурăнас тесен, кукамупа кукаçуна итлес пулать. Вĕсен сăмахĕсенчен тухма юрамасть.
— Итлетлĕр, итлетпĕр, анне... Нихçан та вĕсен сăмахĕсенчен тухмастпăр... — çирĕп сăмах пачĕ Анахвис.
— Эсир маттур ачасем çав ман. Çавăнпа сире юрататăп... — пĕтĕм чĕринчен тухакан ăш-пиллĕхне палăртса каларĕ те Кĕтерук ачисене ыталаса чуптурĕ.
Кĕтерук амăшĕн кăмăлĕ пирки тĕрĕсех тавçăрнă иккен. Марье килсе вăрттăн калаçни ахальтен маррине сисрĕ вăл, Кĕтерук ачисемпе яланхи майлă хăтланманни те çавнах çирĕплетрĕ. Вăл хĕрĕ хăй çывăхне пырсанах:
— Тата мĕн хыпар унта? — тесе ыйтрĕ.
— Нимех те мар, анне... Тахçанах кĕтни çеç... — Ачисем илтесрен хуллен каларĕ Кĕтерук. — Анук кумасем патне полици килнĕ. Ман çак самантрах тухса шумалла. — Уляна ăнланчĕ те шурса кайрĕ. Кĕтерук ăна йăпатма, тăна кĕртме васкарĕ: — Анне, хавна ху çирĕп тыткалама тăрăш. Ачасем пăхаççĕ,. Вĕсене сасартăках хускатас мар. Тата хуйхăрма та сăлтав çук. Кунашкалне эпир яланах кĕтнĕ. Шан, анне, сан пиллĕхне çĕре ӳкермĕп. Сирĕн ырă ятсене çĕртмелле тумăп. — Тăвăнса килнĕ куççульне самантлăха чарăнса ирттерсен, малалла каларĕ: — Ачасене сирĕн ирĕке хăваратăп. Вăй çитнĕ таран чипер пăхма тăрăшăр. Эсрел патне ан ярăр.
— Юрĕ, хĕрĕм... Хамăрах пăхăпăр...
— Вăт... Урăх ним те мар, анне... Çуратнăшăн, пăхса ӳстернĕшĕн, пирĕнпе пĕр кăмăл-шухăшлă пулнăшăн — пуриншĕн те тав тăватăп.
Кĕтерук сакайне чăркаса пытарнă револьверне илсе тухрĕ те сăхман кĕсйине ячĕ, сăхманне хул хушшине хĕстерчĕ.
Анук кунашкал йывăр лару-тăрăва çакланса курманччĕ-ха. Ăçта, мĕнле ĕç пынине, пуринчен ытла полицейскисем мĕн шутлине çавăн чухнех пĕлекенччĕ. Халь татăклăн нимне те тавçăраймарĕ. Ваçлине çеç тытма ку терйех йышлăн килмелле мар. Тата кам патне-ши? Прахăрпа Натюша шанмасăр е вĕсем итленине сиссе хупса лартман-ши? Куна пĕлес тесен, Огуречникова калаçтармалла. Марье тухса кайсанах вăл йăл кулса ӳпкелерĕ:
— Григорий Петрович, намăс мар-и сире?.. Тем чул тархасласан та, ура çинчех тăратăр. Хам та аптратăп ĕнтĕ. Мĕнле май тупса сирĕн кăмăла çавăрмалла-ши?
Анук йăнăшмарĕ. Ахаль чухне те чĕрене илĕртекен чĕлхипе куçĕ халь уншăн çеç йăл кулса калаçни станувуя чут çеç ухмаха ертмерĕ. Вăл паçăр хыттăн хуравланине аса илчĕ те ӳкĕнсе çырлахтарма тĕвтурĕ.
— Анна Александровна... — ăшшăн чĕнчĕ Огуречников, — сĕтел хушшине ларасси нимех те мар... Эпĕ кирлĕ мар сăмах персе ятăм-и, тен... Каçарăр, тархасшăн...
— Турă çырлахтăр, Григорий Петрович, паçăрах каларăм, эсир пирĕн пата кĕрсе хисеп тунăшăн савăнатпăр кăна. Анчах ĕç май çеç кĕни пăшăрхантарать мана. Тата, темĕн, эсир пире шанмастăр пек курăнать...
Огуречников çакна ăнланчĕ: Анука лăплантарма шăп вăхăт. Куншăн хăй мĕн ĕçпе килнине хыпарлăма та юрать. Ун çинчен Анук çеç мар, кĕçех ялĕпе пĕлĕç. Ваçлине ку темĕн тытнă та ĕнтĕ. Кĕтерука хупăрласа илĕç те, пĕтĕм халăх сехрине хăпартмалăхне, урам тăрăх уттарса тухĕç. Анука маларах систернипе ним те улшăнас çук.
— Хисеплĕ Анна Александровна, — ӳпкелесе чĕнчĕ Огуречников, — сире шанмасан, эсир патшана парăннă этемне пĕлмесен, эпĕ сирĕн пата мар, староста патне кĕрĕттĕм. Çавăншăн хам мĕн ĕçпе килнине те хыпарлама пултаратăп.
Пăр ирĕлнине сиссен, «хăвăртрах» тесе васкатас килчĕ Анукăн, пĕр сăмах йăнăш тухсан та, полицейскисем чухласран чĕлхи çине килнĕ сăмахне çăтрĕ. Кутăна пеме шут тытрĕ.
— Кирлĕ мар. Григорий Петрович... Аслă патша тарçисен темле ĕç те пулĕ. Эпир ăна пĕлме тивĕçлĕ мар. Пирĕншĕн эсир хисеплени те темрен паха.
— Апла мар-ха, Анна Александровна, — кăмăлне уçма пикеннĕскер, малалла каларĕ Огуречников, — хальхи лару-тăру çинчен сирĕн те пĕлмелле. Эсир мана аслă патша тарçи терĕр. Эсир те çавах. Пирĕн хушăра уйрăмлăхĕ те çак çеç: эсир суту-илӳ туса хăвăранне, сăваплă Раççейĕнне те мулне, чапне хушатăр. Эпир çак мул тăшман аллине лекесрен патша тытăмне упрама, çирĕплетме тăрăшатпăр. Çавăнпа эпĕ мĕн ĕçпе килнине эсир çавăн чухнех чухлатăр пулĕ тенĕччĕ.
— Пуссан-кассан та тавçăраймастăп.
— Ара, илтмен-и эсир: паян Михаил Петрович тарçисем ĕçе пăрахнă.
— Турă çырлахтăр! — аллисемпе пĕççине çапса илчĕ Анук — Ял çыннисемпе явăçмастпăр та ним сисмесĕрех пурăнатăп.. Тĕрĕс тесен, вĕсем ухмаха ернĕ!
Анук тарçăсене кураймасăр калаçни кăмăлне çемçетнипе Огуречниковăн забастовка пирки пĕтĕм чунĕнчен тарăхнине каласа парас килчĕ.
— Çук, хисеплĕ Анна Александровна, вĕсем пĕрре те ухмаха ермен. Нумайранпа та тĕплĕн хатĕрленсе, Михаил Петрович çине тапăннă. Иçмасса, ку усал ĕç урăх станра пулсан, тепĕр сывлăшчĕ. Хальхи пăлхавăрла саманара хура халăх темтепĕр шутласа кăларĕ. Анчах мана юри сиен кăтартасшăн пекех, инкек Атăлкасси станĕнче сиксе тухрĕ. Григорий Петрович Огуречников, эпир шаннине тӳрре кăлараймарăн тейĕç исправникпе кĕпĕрнатăр. Ĕмĕр тăршшипе аслă патшана парăнса ĕçленĕ çынна кунашкал сăмахсене илтесси кулач çиессиех мар...
— Усал сăмаха камăн илтес килĕ. Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп, мĕн çитмест-ши çавсене, мĕн çитмест-ши?
— Мĕншĕнни паллах... Этем мулран тăранмасть, шуйттан чунран тăранмасть тесе ахаль халапламан ваттисем. Михаил Петрович ĕç тупса панипе çеç пурăнни сахал вĕсене.
Çынсене хур кӳни Анук чĕрине йĕп пек тăрăнчĕ. Вăл станувуя тем каласа пăрахĕччĕ.
— Тĕрĕссипе, хăйсен ăсĕпе çеç ку киревсĕр ĕçе тăваймĕччĕç. Вĕсене вĕрентекенсем, пăлхатакансем пур...
Кĕтнĕ сăмахне илтес самант çывхарнă май Анук чĕри кăртлатса тапма тытăнчĕ. Станувуй асăрхасран сыхланнăн аллине кăкăрĕ çине хучĕ.
— Тата камсем-ха?... Сирĕн умра вĕсен ячĕсене асăнма та аван мар та... Каламах тивет ĕнтĕ... Сирĕнпе тус-йышлă этемсем. Макçăм Ваçлийĕпе Прахăр Кĕтерукĕ.
Анука чĕри тапма чарăннăн туйăнчĕ. Полицисем мĕншĕн йышлăн килнине те ăнланчĕ ĕнтĕ. Ваçлишĕн çеç мар, Кĕтерук кумăшĕшĕн те хăрушлăх çитнĕ иккен. Анук ун çинчен ним те пĕлмен, Кĕтерука та систереймен. Халь мĕнле систерес ĕнтĕ? Иçмасса, Марьене кăларса яма лекрĕ. Ванюкĕ те килте çук. Станувуя сасартăках пĕччен лартса хăварма та аван мар. Стражниксен умĕнче Наумпа вăрттăн калаçнине куç хума пултараççĕ. Анук сăнран улшăнчĕ, анчах йăлтах аскăн кăмăл-шухăшне путнăран Огуречников çакна асăрхаймарĕ. Анук хăй чĕреххине ĕненесшĕн пек сасă пачĕ.
— Ан тĕлĕнтерĕр!
— Çавсем пăлхатса ĕçе пăрахтарнă. Хуçана темтепĕр каласа пĕтернĕ.
Анук пĕтĕм чунĕнчен çилленсе кайнă пек, тĕрĕссипе хăй ытла та пăшăрханса ӳкнине пытарасшăн, ура çине тăчĕ те каллĕ-малле уткаласа ятлаçанçи турĕ, вĕриленчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...