Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXX сыпăк
Праккапа Арманов иллюминатор витĕр шап-шурă юр хупланă хирсем çине, хура та кăтра юман вăрманĕсем çине, çырма-çатра хĕрринчи ялсем çине, юнашарах ярăнса çӳрекен тĕксĕм пĕлĕт çине тинкерсе пычĕç. Уй-хир, вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир! Ун çине пăхса нихçан та ывăнмастăн. Тинĕс çине, океан çине пăхнă пекех, тăван уй-хир çине ытарайми çĕкленсе, чи ăшă, хавас туйăмпа тинкеретĕн.
— Вăт, пурнăçра çакăн пек çӳллĕ ĕмĕт-шухăшпа пурăнмалла, — терĕ хуллен Арманов.
Самолет вĕçет, вĕçет. Праккана пĕлĕтсем хушшипе хăйĕн савăнăçне, телейне шыраса вĕçнĕ пекех туйăнать. Унăн телейĕ малта, малта. Телейпе савăнăç кирек камăн та яланах малта пулаççĕ. Вĕсем кирек хăçан та малта çутăлса пыраççĕ. Темле йывăр чухне те сан телейӳ малта кăштах та пулин йăлтăртатать. Çынсем яланах, каçхи лĕпĕшсем çутă патнелле туртăннă пек, çав телей, хаваслăх патнелле туртăнаççĕ. Çав умри илем, умри çутă сӳнсен, умри телей сӳнсен çыннăн пурнăçĕ те сӳнет. Эпир яланах ĕмĕтпе, умри телейпе ăшăнса пурăнатпăр. Пирĕн çĕр-шыв çыннисен умĕнче яланах тĕнчери чи пысăк, чи илемлĕ телей ялкăшса, çунса, аякранах кăчăк туртса, илĕртсе тăрать. Ăна кирек хăçан та, кирек ăçта та куратăн. Хĕлле те, çулла та, çуркунне те, кĕркунне те ялкăшса çунать вăл. Çав телей — çутă малашлăх.
Акă самолет аялалла сулăнчĕ. Часах вăрман хĕрринчи аэродрома анса ларчĕ. Аэродромра пĕр-пĕччен пĕчĕк пӳрт кăна. Пассажирсем малтан пурте çав пӳрт патнелле утрĕç, унтан тĕрлĕ çулпа, сукмакпа тĕрлĕ еннелле сапаланса кайрĕç. Праккапа Арманов умри тĕксĕм вăрман хĕрринелле çул тытрĕç. Леш хитре хĕрарăмпа упăшки те вĕсен çулĕпе пычĕç.
— Эсир ăçта çитиччен каятăр? — ыйтрĕ вĕсенчен Арманов.
— «Туслăх» колхоза. Пит инçе утмалла-и унта çитме? — васкасах сăмах хушрĕ каракуль çухаллă арçын.
— Утмалăх пур-ха. Аптрамăпăр. Ушкăнпа çул кĕскелет теççĕ.
— Мĕн, эсир те «Туслăха»-и?
— Çавăнта.
— Хăвăр унтанах мар-и?
— Эпĕ унтанах, юлташăм ак урăх районтан...
— Эй, апла пит аван-ха пире. Çул пĕлекенсем тупăнчĕç.
— Инçетрен килетĕр-и «Туслăха»? — пĕлесшĕн пулчĕ Арманов.
— Ют çĕршывранах, — кулчĕ хайхи арçын. — Мари патшалăхĕнчен. Арăм-çке ман канăç памасть. Айта, айта тет. «Туслăх» колхозри пĕр çамрăка юратса пăрахнă та килсе курасшăн çунать. Ăçта каймасть, ăшне пусартăр тесе тухрăмăр. Çемьепех...
— Мĕнле çамрăка юратнă вара арăму?
— Мĕнле çамрăка тетĕн-и? Паллах, ман пеккине мар ĕнтĕ, манран чаплине. Социализмла Ĕç Геройне юратнă вăл. Арманов бригадира. Хальхи хĕрарăмсемпе тем курас пулĕ-ха. Савнисемпе тĕл пулма самолетпах çӳреме пуçларĕç...
Праккапа Арманов çак сăмахсене илтсен тӳрех нимĕн те шарламарĕç-ха. Халичченхи пекех пĕр тикĕссĕн, лăпкăн утса пычĕç. Сап-сарă çӳçлĕ, йăлтăркка куçлă хĕрарăм хăй упăшки ытларах пакăлтатнине хирĕç ним те чĕнмерĕ. Айта, çул кĕскетме юрĕ-çке, сӳпĕлтеттĕр терĕ пулас. Каракуль çухаллă çын сăмахне малаллах тăсрĕ.
— Ай-ай! Хитре арăмпа пурăнасси кунран-кун, сехетрен сехете йывăрланса пырать. Хам та ĕнтĕ, сутуçăран тухса, арăмпа пĕрле ĕçлеме тĕш тырă фронтне куçас тетĕп. Мĕн, тăрăшсан пултараймастăп-и? Пурпĕр пултаратăп. Вилем каям, хам арăмран яхăнне те юлмастăп. Çитменнине, тĕрĕссипех калам, лавккара тăрса йăлăхса çитрĕм. Ял çыннисенчен вăтанакан пултăм. «Çак кӳсенĕ мĕнле кун иртет-ши кунта?» — тесе калассăнах туйăнать. Унсăр пуçне ман пата, лавккана, ялти тĕрлĕ хăлтăр-халтăр пуçтарăнма пуçларĕ. Пыраççĕ те ир пуçласа каçченех стойка çине таянса тăраççĕ. Хырăмĕ те выçмасть пуль вĕсен. Кунĕпех хĕрарăмсем çинчен тĕрлĕ лăпăр-лапăр сăмах çаптараççĕ. Мĕн кăна илтместĕн-ши унта? Тепĕр чухне эрех ĕçеççĕ те, кăларса яраймасăр тертленетĕп, тинке тухать пуль çав услапсемпе. Кăçал ĕнтĕ таратăп. Хире — тулă пуссине, унта мана çав хăлтăр-халтăр çынсем ниепле те шыраса тупас çук. Хир варрине хӳшĕ тăватпăр. Арăмпа иксĕмĕр те çăвĕпех унта пурăнатпăр. Лагерьте. Вăт манăн план. Çав Арманов юлташăн пĕлтĕр те тулă во всю ивановски ӳснĕ теççĕ. Вĕсен темле лаборатори пур теççĕ-и? Пĕлместĕп, мĕскерлескер вăл. Ну, арăм калать: «Çавăнта çитсе курмаллах», — тет. Ĕлĕк аттесем, асаттесем çитмĕл-сакăр вунă çухрăма темле çветтуйсене кĕлтума çӳренĕ. Халĕ эпир ак Арманов патне килетпĕр...
— Арманов чисти çветтуй пек вăйлах мар пуль-ха. Пирĕн пек çынах пуль, — сăмах хушрĕ Пракка.
— Арманов-и? Мĕн калатăн эсĕ. Арманов çветтуйсенчен начар пулать-и вара. Çветтуй вăл — хăма татки çине сăрланă ӳкерчĕк çеç. Арманов — герой! Вăл...
— Ун пек эс, юлташăм, çав бригадира культ тусах хуратăн вĕт, — пӳлчĕ Арманов.
— Культ тенине çапса аркатнă-ха ăна, — татах калаçрĕ «ют çĕршывран» килнĕ çын. — Ăна тек нихçан та вĕрсе хăпартас çук эпир. Пирĕн колхозра та пурччĕ пĕр пĕчĕкçĕ культ. Шĕпĕн пек çеç, каламалăх та çук. Кĕтмен çĕртенех çав шĕпĕн колхоз председательне çитрĕ тăчĕ. Тĕрĕсех калатăп: çитрĕ те тăчĕ, ниçталла та хускалмасть, председатель тăнăран колхозĕ те чарăнса тăма пуçларĕ. Пирĕн шĕпĕн çухрашать те çухрашать. «Хам колхозра хам хуçа. Сирĕн пурнăçăр ман алăра», — тесе уççăнах калать. Кайран касса ывăтрăмăр та çав шĕпĕне, халь сысна кĕтĕвĕнче йĕркеллех çӳрет. Просто молодец...
Çак вăхăтра вăрманти тепĕр çул тăрăх вĕсен хыçнех трактор çатăртаттарса тухрĕ. Трактор хыçĕнче пысăк çуна. Ун çинче шăнса хытнă юрлă вĕренсемсĕр, темле брезент шăналăксăр пуçне нимĕн те çук. Арманов юлташа тракторист аякранах палларĕ пулас. Çынсем тĕлне çитсен тракторне тăпах чарчĕ.
— Николай Семенович! Лартса каяс-и сире? Килĕр кабинăна! — терĕ вăл.
— Кабинăна ак çаксене лартăпăр, — хăйĕнчен кăшт каярах кĕрт ăшне кĕрсе тăнă пĕчĕк хĕрпе амăшĕ çине тĕллесе кăтартрĕ Арманов. — Эпир, арçынсем, çуна çине. Айтăр вырнаçăр хăвăртрах! Унсăрăн «такси машина» тапранса та кайĕ.
Çапла, самолетран анса юлнă юлташсем тепĕр çур сехетрен «Туслăх» колхоза тракторпа хăватлăн кĕрлеттерсе çитрĕç.
Гараж тĕлĕнче трактор чарăнчĕ. Çуна çинчи çынсем сиксе анчĕç те пĕр-пĕрин çĕлĕкĕсем, пальтовĕсем çинчи юра шаккарĕç. Кабинăран хайхи сап-сарă çӳçлĕ майрапа пĕчĕк хĕрĕ те тухрĕç.
— Ну, тавтапуç ку трактора! Питĕ аван çитрĕмĕр, — арçынсем патне пырса тăчĕ çамрăк арăм. — Халĕ Арманов юлташа мĕнле тупмалла-ши ĕнтĕ? Ун пек чаплă çынсене тупма йывăр пулакан...
— Вăт хăйĕн савнине епле хăвăрт тупасшăн ман арăм. Халех курса ыталаса илесшĕн ăна, — паçăрхи пекех шӳтлерĕ упăшки.
— Ăçталла каймалла пирĕн? — йăлтăркка куçĕсене çивĕччĕн вылятрĕ арăмĕ.
— Хам ертсе каятăп. Мĕнле калас, Арманов текенни те хамах пулатăп, — ăшшăн каларĕ «Туслăх» колхозри чапа тухнă бригадир.
— Ниушлĕ эсир? Каçарăр. Тархасшăн, каçарăр, — алă пачĕ ăна сап-сарă çӳçлĕ, яштака пӳллĕ хĕрарăм. Вăл Арманов çине пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çитичченех ик-виçĕ хутчен пăхса тухрĕ. Çак хĕрарăм тĕлĕннĕ пек те, кăшт (çав тери сахал!) кăмăлсăрланнă пек те туйăнчĕ. Ара, малтан Праккана курăннă пекех, Арманов пĕвĕ-сийĕ, сăнĕ-пичĕ ытла та «хамăр» пек, герой текен хăватлă сăмахпа нимĕн чухлĕ те çыхăнса тăман пек туйăнчĕ пулмалла ăна. Каракуль çухаллă сутуçă та ним чĕнмесĕр тăчĕ. Малтан кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсем сӳпĕлтетни, тем, пăшăрхантарчĕ пулас ăна. Çапах та сутуçă сутуçах çав, çынсемпе кирек мĕнле самантра та лăпкăн, хавассăн калаçма вĕреннĕ. Халĕ те вăл сăмахне часах тупрĕ.
— Чуп тусах илĕр ĕнтĕ пĕр-пĕрне! Мĕн вун çич çулхи хĕрпе каччă пек тăратăр, — терĕ.
Çак сăмах пурин кăмăлне те уçса ячĕ, самантлăха килсе тухнă «йывăрлăх» ăнсăртран вĕрсе иртнĕ вăркăш çил пекех хăвăрт тарса çухалчĕ. Пракка чунĕ те лăштах кайрĕ, уншăн халĕ çав сап-сарă çӳçлĕ хĕрарăм та, унăн упăшки те, хĕрĕ те çывăх тус-тăван пек, тахçанах пĕлекен çынсем пек пулса тăчĕç. Пракка вĕсене килĕштерчĕ, хисеплерĕ. Епле хисеплес килмĕ-ха ун пек çынсене? Вĕсем мухтавлă уй-хир ăстаçипе паллашма, унпа калаçма, унран вĕренме, ăс ыйтма, канашласа пăхма, ăна хăйсен шухăш-кăмăлĕ çинчен, пурнăçĕ çинчен каласа пама килнĕ. Никам чĕнмесĕрех, никам ямасăрах килнĕ. Пракка вара... Пракка мĕнле килчĕ-ха кунта? Вăл малтанах, хăй тĕллĕнех кунта килсе курма аса илнĕ-и? Çук, аса илмен. Ăна Арманов хăй чĕнсе килчĕ. Намăс! Мĕн тери намăс ку Праккашăн! Тĕрĕс каларĕ ăна Арманов. Ултă еннелле пăхасси çинчен те, вун тăватă центнер çинчен те питĕ тĕрĕс каларĕ.
«Манăн пурне те веçех пĕлмелле. Ку колхозран эп, пуçран çапсан та, часах каймастăп», — шухăшларĕ Пракка.
Вĕсем сарлака, тӳп-тӳрĕ урам тăрăх колхоз правленийĕ еннелле утрĕç. Урам икĕ енĕпе те тимĕр витнĕ çĕнĕ пӳртсем, кашни пӳрт умĕнчех пĕчĕк пахча. Çул хĕррипе, тăршшĕпех йăмрасем. Çул хĕррипе, тăршшĕпех электричество, радио юписем, телевизор антеннисем...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...