Анне паян мана ирех вăратрĕ. Кĕтĕве каймалла-çке-ха. Юнашарти Ванюк пичче, анне тата эпĕ ĕнесемпе сурăхсене аслă хире хăваласа тухрăмăр. Тĕлĕнмелле хаваслă маншăн хирти пурнăç. Хĕрлĕ, хура тĕслĕ ĕнесем мăшлата–мăшлата курăк çиеççĕ. Çамрăк путексем, ирĕке тухнипе савăнса, унталла та кунталла сиккелеççĕ. Амăшĕсем ме–е–ек ! тесе чĕнеççĕ. Акă тӳпенелле тинкеретĕп. Унта ушкăн–ушкăн шурă пĕлĕтсем иртеççĕ. Ăçта çитиччен каяççĕ-ши вĕсем? Мĕнле кăна çĕр-шыва çитсе курмаççĕ–ши вĕсем? Тем анлăш тӳпере тӳлеккĕн ярăнаççĕ çав пĕлĕтсем. Вĕсем çине пăхсан, ман чун–чĕре хăпартланать. Манăн та таçти-таçти çĕр-шывсене çитсе курас килет, пурне те пĕлес килет. Акă сăрт хĕрринче кăвак шевле вылять. Унра питĕ нумай хаваслăх, телей, нихăçан курман савăнăç пытанса тăнă пек туйăнать мана. Акă кĕтӳ пуçĕ Улаç, малалла каятпăр тесе сас парать. Кĕтӳ курăк çисе шунă май эпĕ те утатăп. Акă курăк ăшĕнчен шăрчăксем йăлт та йăлт сике-сике тараççĕ. «Ăçта таратăр эсир? Мĕн тума таратăр? Тивместĕп эп сире. Тивме нихçан та шутламан», — кулса калаçатăп вĕсемпе.
Акă ман умра, шап-шурă салтак тӳмисем. Хирти чи илемлĕ чечексем. Вĕсене ман пурне те хамăн ытама илсе кăкăр çумне пăчăртас килет.
«Пурнăç, мĕнле илемлĕ эсĕ!» — тесе пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрас килет.
Юрататăп хирти пурнăçа. Кунта ирĕккĕн шухăшлама, хампа хам калаçма никам та чăрмантармасть. Акă, ем-ешăл курăк çине ярт тăсăлса выртатăп та кăпшанкăсем, кăткăсем çӳренине сăнатăп. Вĕсен пĕр канăç та çук иккен. Таçта чупаççĕ вĕсем, таçта васкаççĕ. Пĕр курăк çулçи урлă каçаççĕ те тепĕр çулçă патне çитсе тухаççĕ. Вĕсемшĕн кашни çулçă — çӳллĕ сăрт, кашни лакăм-тĕкĕм — пысăк çырма. Акă кăткăсем тем вăрăмăш улăм пĕрчине сĕтĕрсе пыраççĕ. Мĕн тума кирлĕ вăл вĕсене?
Ăçта илсе каяççĕ ăна вĕсем? Пурнăç... Пур çĕрте те пурнăç вĕрет. Ой, мĕн тери анлă та мĕн тери вĕçсĕр пурнăç. Курăксем хушшинче те,тӳпере те, шывра та — пур çĕрте те, пур çĕрте те...
«Му-у-у-к! çырмари курăк сĕтеклĕрех», — пĕлтерчĕ Улаç. Ĕнесемпе сурăхсем савăнсах Савăт çырмине анса кайрĕç. Ĕлĕк-авал çак вырăнта завод пулнă. Пирĕн ял çыннисем ăна чăвашла савăт тенĕ. Çакăнтан вара Савăт çырми тухса кайнă. Кăна мана 90 çулхи Михайлова Елизавета Михайловна каласа панăччĕ. Çырмари курăка çисе тăраннă хыççăн ĕнесем хăйсемех Севентей кӳллине шыв ĕçме анчĕç. Кăнтăрла çитрĕ, кĕтĕве тапăра антарса кантарма вăхăт. Ĕнесем выртаççĕ, хăшĕсем шывра тăраççĕ. Ванюк пичче, анне, эпĕ апатланма лартăмăр. Хирте апат мĕнле тутлă! Малалла сăмах-юмах Севентей кӳлли çине куçрĕ.
«Ĕлĕк пирĕн ватă кукамайсем кантăр акнă. Кантăра кӳлĕсенче шӳтернĕ. Ку кӳлĕ вара Севентей ятлă хуçан пулнă. Севентей çĕрме пуян пулнă. Унăн Сахиме ятлă хĕр ӳснĕ. Хитре пулнă Сахиме: кĕрен сăнлă, таса питлĕ, пĕкĕ пек авăнчăк куç харшиллĕ. Хăтлă хĕре ял каччисем шутсăрах пăхнă. Сахиме вара Темен ятлă кӳршĕ каччине юратнă. Анчах ашшĕ хăйĕн хĕрне Ахман ятлă çĕрме пуяна качча парасшăн пулнă. Сахиме вара Севентей кӳллине сикет те вилет. Çавăнтах, çырма хĕрринчех пытарнă Сахимене. Ашшĕ вара ун вил тăпри çине кунсеренех чупачупа пынă, макăрнă, типсе хăрсах кайнă. Хăйĕн пĕтĕм ылтăн-кĕмĕл укçине арчипех кӳлĕ хĕрне парнеленĕ. Çак пуянлăха кӳлĕ паянхи кунчченех упрать тет», — вĕçлет хăйĕн калаçăвне Ванюк пичче. Кăштахран эпĕ хамăн пиншака илтĕм те кӳлĕ хĕрне кайса выртрăм, хытă çывăрса кайнă. Сасартăк тĕлĕк курма пуçлатăп: «Жаннета! Жаннета! Эсĕ мĕн çывăратăн? Тăрса пăх — сан пуçу айĕнче ылтăн выртать».
Вăранса кайрăм, тăтăм та хамăн пуç айĕнчи вырăна пăхатăп. Çав вырăнта, пĕр çаврашка, курăк сип-симĕс, çăп-çăра. Алла хурса пăхатăп, ăшă çапать. Алла айккинерех куçаратăп, пур çĕрте те сивĕ çапать. Ванюк пиччерен чупса кайса пекĕ илсе килтĕм те çĕре чавма пуçларăм. Хыпаланса чаватăп, тар юхать. Акă юман арча пуçне курах кайрăм. Уçатăп та пăхатăп: ылтăн, кĕмĕл пысăк укçасем! Ун пеккине эпĕ кĕнекере çеç курнă. Сасартăк çак самантрах аслатиллĕ çиçĕм шăплăха хускатса ячĕ. Çил-тăвăл кĕрлеме пуçларĕ. Кӳлĕ хумханать. Акă тем пысăкăш хум çĕкленчĕ. Çав хумра эпĕ тĕлĕнмелле илемлĕ хĕр сăнне куртăм. Вăл пĕтĕмпех йăлтăртатса тăрать, хаклă кантăкран тунă тейĕн. Хам та сисмерĕм, алăри арчана тытрăм та кӳлле ывăтрăм. Арча хум айне пулса шыва путрĕ. Кӳлĕ майĕпен хумханма чарăнчĕ. Аслати те авăтма чарăнчĕ, çиçĕм те çиçмест. Хĕвел пăхма пуçларĕ. Йĕри-тавра ним пулман пекех кайăксем юрлаççĕ, шăна–пăван сĕрлет.
«Çумăрĕ те çумарĕ, пĕр вăхăт мĕн амакĕ пулса иртрĕ вара?» — хытă тĕлĕнсе сăмахлаççĕ аннепе Ванюк пичче. Эпĕ вĕсем патне пырса тăтăм.
«Жаннета, хĕрĕм, хытă хăрарăн-и вара, пит-куçу шуралсах кайнă», — терĕ анне хăй çумне çупăрласа. Эпĕ Севентей кӳлли мĕнле вăрттăнлăх упрани çинчен каласа парса тĕлĕнтертĕм.
«Севентей хăйĕн ылтăн-кĕмĕлне Сахимене парнеленĕ. Апла пулсан çак пуянлăх ĕмĕрех çак хĕр аллинче упранмалла», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Ванюк пичче. Эпĕ темĕнччен кӳлĕ çине пăхса тăтăм. Акă мĕнле вăрттăнлăх упрать иккен кӳлĕ пики Сахиме.
Шыв ĕçсе каннă хыççăн малалла Пуп вăрманĕ еннелле çул тытатпăр. Ĕнесем савăнсах вăрманти йывăçсем хушшинче хыçаланаççĕ. Çав тери кăмăла каять, ахăртнех! Пирĕн ялта мĕн ĕлĕкрен чиркӳ прихучĕ пулнă. Çак вăрман çĕрĕсем вара пуп аллинче тăнă. Çапла вара, паянхи кунччен те Пуп вăрманĕ сыхланса юлнă. Ку вăрман тата мĕнле вăрттăнлăх упрать-ши? Ăна тепĕр кĕтӳ черечĕ çитсен пĕлĕпĕр.
Пирĕн ĕнесен хырăмĕсем арпа чыхса тултарнă михсем пек. «Му-у-у-к! килелле шăватпăр», — йыхăрать Улаç. Хирĕç ытти ĕнесем сас параççĕ. Путек, сурăх, ĕне сассипе яла пырса кĕретпĕр. Çак сасă мана питĕ кăмăла каять. Çĕр çинче лăпкă ял пурнăçне аса илтерет. Тĕлĕкре те кăтра пĕлĕтсем патне вĕçетĕп, салтак тӳмисене ыталатăп, кӳлĕ хĕрне куратăп. Кӳлĕ хĕрĕ мана: «Мул чуна типĕтет, хĕрĕм. Çавăнпа ылтăн-кĕмĕле хам патăмрах хăвартăм», — тет. Ир тăрсан хамăн тĕлĕке аннене каласа паратăп та, анне: «Ӳсетĕн, хĕрĕм, ӳсетĕн. Акă часах аннӳ килĕнчен вĕçсе каятăн», — тет йăл кулса.
«Ан кулян, анне, кĕтӳ черечĕ çитсен вĕçсе килетĕп», — тетĕп.