Пурнăç ялан савăнса,
Шăкăл-шăкăл калаçса —
Çапларах шухăшласа
Кайнă эпĕ çывăрса.
Пыратăп пек пĕр çулпа,
Ансăртарах сукмакпа.
Çитсе тăтăм уçланка —
Илемлĕ йĕри-тавра.
Ман умра ларать кермен,
Нихçан ун çинчен илтмен.
Пачах урăхла тĕнче
Тухса тăчĕ куç умне.
Ку çĕр-шыв — Ыркăмăллăх,
Ячĕ ун янрать çапла.
Ырăçын ятлă патша
Йĕркелет çак пурнăçа.
Çыннисем пирĕн пекех
Чăвашла калаçаççĕ,
Анчах çавă вăхăтрах
Пур чĕлхене пĕлеççĕ.
Харкашмаççĕ нихăçан,
Тавлашмасть унта никам.
Кӳрентермест халăха
Лайăх Ырăçын патша.
Ку таранччен нихăçан
Вăрçă-харçă та пулман.
Кашни çын кунта пĕр тан,
Пуян-чухăн çук унта.
Пулмасть пулĕ кун пекки
Тесе эсир ан шутлăр.
Хамăн куçпа хам куртăм,
Хам хăлхапа тăнларăм.
Пĕр-пĕрне кунти çынсем
Ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
Кама-ши кӳрентерес
Тесе пач шутламаççĕ.
Çĕр çинчи вăрçăсене,
Сиен кӳрекенсене
Чĕреренех сивлеççĕ,
Чарăнмашкăн чĕнеççĕ.
Çав кермен йĕри-тавра
Çырса хунă ак çапла:
«Ырă ту ялан çынна,
Ан пул нихçан кутăнла.
Çынна мулшăн туман-çке,
Мула çыншăн тунă-çке.
Эппин, чунлă пулмалла,
Юлташа пулăшмалла».
Реклама çинчи пекех
Улшăнаççĕ плакатсем.
Тата çапла сăмахсем
Тухаççĕ куçăм умнех:
«Хăвна мĕскер сунатăн,
Çынсемпе пул çавăн пек —
Саккунĕ пирĕн çакă,
Пăрăнмастпăр унтан тек.
Кунта пирĕн пусмăр çук!
Кунта пирĕн вăрçă çук!
Пирĕн тĕрĕсмарлăх çук!
Кашни çынра — ырă чун!»
Çапла кунти тĕнчере
Ырă çынсем пурнаççĕ.
Пĕтĕм тĕнче халăхне
Ыррăн пурăнма хушаççĕ.
Пурнас ялан савăнса,
Шăкăл-шăкăл калаçса —
Çапларах шухăшласа
Кайрăм эпĕ вăранса.