Тĕнчере чи малтан темĕн тĕрлĕ планета та пулнă. Унтан энергетика Кубĕ çуралнă. Вăл çĕнĕ тĕнче тума та, çĕнĕ тĕнче шутласа кăларма та пултарнă. Çак Куба çĕнсе илес тесе çĕрçинче вăрçă хыççăн вăрçă тухнă: тĕрлĕ халăхсем, роботсем пĕр-пĕринпе çапăçнă.
Пĕррехинче энергетика Кубĕ Кибер-Трон планети çине ӳкет. Ку планета питĕ илемлĕ те çутă пулнă. Унта пурăнакансем, роботсем, хаваслăхпа çиçнĕ. Роботсем икĕ ушкăна пайланнă: автоботсем тата десаптиконсем. Автоботсем лăпкă пурнăçа килĕштернĕ: ачасем çуратнă, чечексем ӳстернĕ. Кибер-Трон çыннисем Куба мирлĕ тĕллевсене пурнăçлама усă курасшăн пулнă. Анчах çав вăхăтрах кĕтмен çĕртен вăрçă пуçланнă.
Вăрçăна пуçлакан, влаçшăн, пуянлăхшăн çунакан Мегатрон пулнă. Автоботсем Куба тем пек хӳтĕлесе хăварма тăрăшнă, анчах…
Вăрçă вĕсен планетине аркатса кĕл тунă.
Куб тĕнче уçлăхĕнче çухалнă. Вăл, илемлĕхпе хаваслăха шыраканскер, вăрçă тискерлĕхĕнчен тарса Çĕр планета çине вĕçсе кайнă. Мегатрон, ăна аркатма хатĕрскер, тăхтаса тăмасăр ун хыççăн вĕçнĕ. Куба хăваласа çитсе аркатас шухăш, чĕрине хурт пек кăшлаканскер, пĕр самантлăха та канăç паман. Мегатрон,тавăру киленĕвĕпе хăпартланнăскер, сисеймен те,Антарктидăна анса ларнă.
Кунта сивĕ çил хуçаланнă. Юр куписене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарнă, хăйĕн çулĕ çинчи çынсемпе йывăçсене шăнтса пăрлатнă. Мегатрона та çакăн пек шăпа кĕтнĕ. Вăл пăр кĕлетки пулса пĕр вырăнта хытса ларнă.
Десаптиконсемпе автобатсем Куба тĕнче уçлăхĕнче ырма пĕлмесĕр шыранă. Çулталăк иртсен кăна вăл Çĕр планета çинче пулнине асăрханă. Автобатсем çĕр çине ямалли машина шутласа кăларнă та Куба тавăрса килме Нью-Йорка çул тытнă.
Ку хулара Сем ятлă ырă кăмăллă арçын ача пурăннă. Унăн ыттисем пекех машина туянас килнĕ. Вĕренсе виçĕ «5» паллă илсен ашшĕ ăна машина илсе пама шантарнă.
Шкулта Сем питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Истори урокĕнче йăх ăрăвĕ çинчен каласа парса пурне те тĕлĕнтернĕ. Паллах, вĕрентекен ăна «5» паллă лартнă. Ытти уроксенче те Сем ăслă хуравсемпе савăнтарнă. Ашшĕ ачи пултаруллă пулнăшăн савăннă, ăна машин илсе панă.
Анчах машинпа интереслĕ япаласем пула пуçланă. Пĕр каçхине машина хăйне хăех тапранса кайнă. Сем малтанах нимле те ăнланса илеймен, тен, машинăра кам та пулин пур пулĕ, тесе шухăшланă вăл. Кабинăра никам та çуккине курсан, велосипечĕ çине ларса машина хыççăн çил пек вĕçтернĕ. Нумаях та каяйман, кирлĕ мар машинсене кăларса пăрахнă вырăна çитсе тăрăннă. Тĕлĕнмелли тата пĕтмен Семăн. Унăн машининчен автобот тухнă. Автобота курса десаптикон сиксе тухнă. Автоботпа десаптикон пĕр-пĕрин çине шăтарасла пăхнă, чышкисем чăмăртанă, çапăçма пуçланă.
Йывăр çапăçура Автобот çĕнтернĕ. Силленсе илнĕ, алли-ури ĕçленине тĕрĕсленĕ те Сем патне пынă.
— Сем, эпĕ автобот, Банбулби ятлă. Эпĕ çĕр çине çулăм шырама вĕçсе килнĕ. Вăл Куб ятлă. Ман ăна десаптиконсем тупиччен тупмалла. Унсăрăн десаптиконсем ăна усал вăй хушса ырра пĕтерекен çулăм туса хурĕç.
Тӳпере çап-çутă çаврашкасем курăнса кайрĕç. Сем вĕсем çине тинкерчĕ, анчах нумай пăхса тăраймарĕ, куçĕсем шывланса кайрĕç. — Пĕлĕтре темле çаврашкасем! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Сем, лăплан, вĕсем манăн туссем, — тӳлек сасăпа хуравларĕ Банбулби. Банбулби юлташĕсем çĕр çинче машинсем пулса тăчĕç.
— Эсир ман çинчен мĕнле пĕлнĕ, мĕн кирлĕ сире манран, — шиклĕн ыйтрĕ Сем. Анчах хуравне илтеймерĕ, çĕр çине вĕçсе килнĕ çаврашкасене çынсем пăшалсенчен пеме тытăнчĕç. Автоботсем те хирĕç тавăрасшăнччĕ, анчах вĕсен асли аллине çĕклерĕ те: « Çынсене ан перĕр, вĕсем çĕр çинче питĕ сахал пурăнаççĕ-ха, вĕсен пурăнмалла та пурăнмалла».
Хăйсене пеменнине кура çынсем те пеме пăрахрĕç. Автоботсемпе çынсем хушшинче мирлĕ калаçу пуçланчĕ.
Унччен те пулмарĕ вĕсем çине Мегатронăн çыннисем тапăнчĕç. Çапăçу нумая пымарĕ. Автоботсемпе çынсем пĕр пулса десаптиконсене аркатса тăкрĕç. Энергетика Кубĕ мирлĕ çынсен аллинче юлчĕ. Çĕр планета çуталса кайрĕ, чечексем хитре çеçкисене çурчĕç, кайăксен илемлĕ юррисем шăранчĕç.
Стас Полорченко, Евгений Парамонов — Шупашкар хулинчи 2-мĕш гимнази вĕренекенĕсем, 6«б» класа çӳреççĕ.