Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Штанаш ялĕпе унта пурăнакан çынсем çинчен пысăк пичетре 1848 çулта Петербургри «Северное обозрение» журналта «Предания чуваш» ятлă очерк пичетленнĕ. Ăна çак ялта çуралса ӳснĕ Василий Иванович Лебедев хайланă.
«Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесĕнче Станашево ялĕ пур. Кунти вырăс ваттисем каланă тăрăх çав ялăн ячĕ ялтан çур çĕр хĕвел тухăç енче, виçĕ çухрăмра, сăртăн çурринче, пысăках мар Выла шывĕ хĕрринчи пĕр хăрушла хыр патĕнче пулнă вăрă-хурахсен станĕпе çыхăннă.
Чăваш ваттисем пачах урăхла, Станашево ял ячĕ Сăр тăрăхĕнчи чăвашсен ăрăвне пуçласа янă çичĕ пĕр тăванран пĕрин ятĕнчен — Штанашран пулса тăнă теççĕ.
Санăн, Штанаш, пăрулас ĕнӳ пур, хăвала ăна хăш еннелле те пулин, ĕнӳ пăруланă вырăна пӳрт лартăн та ĕçлесе пурăнăн, ĕнӳ утса тухнă çул санăн пултăр».
Революциччен Штанаш сали Атай вулăс центрĕ пулнă. Ялта чиркӳ ĕçленĕ. Ун çумĕнче шкул уçнă.
Истории докуменчĕсене ĕненес пулсан шкула 1840 (Календарь Симбирской губернии. 1877г. Стр.125) е 1842 çулта (В.Э.Красовский. Хронологический перечень событий Симбирской губернии 1372–1901 гг. Симбирск. 1901. с. 84) (Государственный архив Ульяновской области) уçнă.
Г. А. Савельев хаçат-журналта шкула 1840-мĕш çулта уçнă тесе темиçе статья пичетлерĕ, никам та тĕплĕн кăсăкланакан пулмарĕ.
Кăçал шкул хăйĕн 165 çулхи юбилейне паллă тăвать. (1842) Вăл вăхăтра Штанашри шкул удельнăй шкул шутланнă, турă законне вĕрентесси тĕп вырăнта пулнă, священниксем урок ирттернĕ. Революцичченхи тапхăрта шкулта ялти чиркӳре ĕçлекенсен, вулăс правленийĕн служащийĕсен, ытлă-çитлĕ пурăнакан çемьесенчи ачасем вĕреннĕ. Класс тултăр тесе, хресчен ывăлĕсене те вăйпах çӳретнĕ. Анчах та вĕсен вĕреннĕшĕн тӳлеме укçа-тенкĕ çитменрен вĕренме пăрахма тивнĕ.
1917–1918 вĕренӳ çулĕнче шкулăн ячĕ улшăннă. Вăл ял хуçалăх училищи пулса тăнă.
1924 çул — 6 çул вĕренмелли шкул.
1930 çул. Шкул колхоз çамрăкĕсен шкулĕ пулса тăрать. Кунта 7 çул вĕренмелле пулнă. Шкулăн кролик ферми пулнă, «Капкăн» колхоз шкула пĕр гектар çĕр уйăрса панă. Ачасем вĕреннĕ, фермăра ĕçленĕ, ял хуçалăх культурисен çĕнĕ тĕсĕсене çитĕнтерме хăнăхнă.
1935 çулта вăл вăтам шкул ятне тивĕçет, 1938 çулта вăтам шкул пĕтерни пирки пĕрремĕш номерлĕ аттестата Альдеева Ольга Филимоновнăна параççĕ.
2007 çулта шкул ячĕ каллех улшăнчĕ — 9 çул вĕренмелли шкул.
Шкул историйĕ çав тери пуян.
1871 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче шкула тĕрĕслеме Илья Николаевич Ульянов килнĕ.
Шкулта И.Я.Яковлев шкулĕнче Константин Ивановпа пĕрле вĕреннĕ Георгий Ильич Ильин (1890–1982) нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Зоя Платоновна Прокопьева шкулта тăрăшнă. Пĕрремĕш ракетчик Иван Николаевич Коннов, Совет Союзĕн Геройĕсем Алексей Романович Логиновпа Иван Кузьмич Поляков, «Казах ССР-ĕнчи аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Филимон Семенович Арасланов, шкул музейне уçнă ĕçпе вăрçă ветеранĕ Егоров Виктор Емельянович, ученăйсем — В.А.Новиков, В.Г.Мемедейкин, Ф.И.Лобов, А.Ф.Альдяков, И.Ф.Сахаров, В.Воронов, Ю.Пахинов, А.И.Ефимова, П.Сюткин, Л.Л.Лобов…
Иван Лисаевăн «Вун пиллĕкре эпĕ, комбат» повеçĕн геройĕ-полк ывăлĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Тихонович Кассиров, музыкăпа драма театрĕн директорĕнче 30 çул ĕçленĕ «Чăваш АССР искусствин тава тивĕçлĕ деятелĕ», «РСФСР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Элле Николай Алексеевич пĕрремĕш сас паллисемпе çак шкулта паллашнă.
Штанашри вăтам шкул вĕренекенĕсем шкул чысне яланах çӳллĕ шайра тытнă, тытаççĕ. Вĕсем хушшинче тава тивĕçлĕ ĕçчен ятне, орден-медаль илме тивĕçнисем питĕ нумай.
Сергей Юшков тата Иван Лисаев писательсен ĕç биографийĕ Штанашри вăтам шкултан пуçланнă.
Александр Артемьев, Александр Угольников, Виссарион Синичкин, Розин Ярандай, В.С. Михайлов, писательсем тĕрлĕ çулсенче çак шкулта вĕреннĕ.
Кĕнекене çак шкулта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ шкул ачисен юмахĕсене кĕртнĕ.
Эпĕ шкулта темиçе çул хушши «Юмах çыратпăр хамăрах» кружок ертсе пытăм.
Вĕренекенсен юмахĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, «Тантăш», «Ачапча», «Хатĕр пул», «Пирĕн пурнăç». Вулакана çирĕп сывлăх тата пурнăçра телей сунса
Галина Зотова