Çĕр ĕç çыннин тĕнчере
Ĕç вăхăчĕ иртнипе
Ĕçет, çиет, савăнать.
Манăн чĕре кăкăрта
Чăтми хуйхă-суйхăпа
Телей пĕлмест, çурăлать.
Ялта юрă ян каять,
Ялта купăс сас парать —
Тырă вăйлă пулнипе.
Манăн чунăм ыратать,
Ăшри кăмăл пăтранать —
Инкек-синкек пулнипе.
Ĕлĕк чухне эпĕ те
Пĕтĕм çамрăк чĕремпе
Савăнаттăм вĕсемпе.
Ун чух манăн çут хĕвел
Йăлтăртатса тăратчĕ,
Чуна уçса яратчĕ.
Анчах сӳнчĕ вут-хĕлхем,
Йĕри-тавра тĕп-тĕттĕм,
Хĕвелĕм çук, эп пĕтрĕм...