Хăй миçе çултине тахçанах маннă юмăç Леонтий Михайловăн амăшне калани, «ачăвăр тăваттăра урине хуçать, унтан виçĕ хутчен чирлет: вун икĕ çултан, çирĕм çултан, вăтăр çултан» тени пĕтĕмпех тӳрре тухмарĕ — чаракне çухатнă бронхит кая юлса сипленме тытăннипе шала кайрĕ, Леонтий Андреевича юмăçланинчен чылай маларах авса антарчĕ, калаçайми турĕ. Кăкăрĕнчи сывлăшĕ виçĕ-тăватă тĕрлĕ сасса куçса шăхăрса тухнишĕн, типĕ ӳслĕк çĕр çывăраймиех пăвăртса хунишĕн пĕр хăй çеç айăплине Михайлов ăнланать, ăна никам çине те йăвантармасть.
Тĕк тăнă çĕртех, юлташĕ-тусĕсем хистемесĕрех чикарккăпа айкашса кайрĕ Леонтий Андреевич. Вунă çул ĕнтĕ ăна çăварĕнчен ямасть. Талăкра икĕ пачка та çитейми пулчĕ. Ăçтан çиттĕр! Ара, çĕрле те тăрса туртать те. Таса сывлăш çителĕксĕррипе антăхакан организмĕ вара чăтаймарĕ — каçăрăлса килнĕ бронхитăн типĕ те шăмăсăр аллине кĕрсе ӳкрĕ.
Çĕр каç çур çавра та çывăрса илеймерĕ Михайлов — ӳслĕкĕ пĕр самант та канăç памарĕ. Чыхăнса каясла ӳсĕрнĕ вăхăтра, ăнран каяс мар тесе, тăра-тăра ларчĕ, «бронхолитин» текен шĕвеке темиçе кашăк та ĕçрĕ пур пĕр усса пымарĕ, ӳслĕке ирттермерĕ. Шалта та, кăкăрĕнче, хăма çурнă чухнехилле хашлатакан шав тамалмарĕ. "Уколсăр иртмест, унсăрăн иртмест ĕнтĕ. Пульницана каймах тивет, каймаллах. Ĕç тесе ураран ӳкиччен çӳрем мар", — шухăшларĕ Михайлов, Ĕçтешĕсем те пĕр шухăшлă пулчĕç: "Леонтий Андреевич, килте силленнипе самайланаймастăр, чире ирттерейместĕр. Каймаллах пульницана, выртсах снпленмелле", — терĕç. Кадрсен пайĕнчи ĕçтешĕ, катăк хăлхаллă, халь-халь çуратма хатĕрленекен хĕрарăм пек тулса кайнă шыçмак арçын, куçне сигарет тĕтĕмĕ лекнĕ евĕр пĕркелесе çапларах та çавăрса хучĕ: "Леонтий Андреевич, хăвăра пĕрре те хĕрхенместĕр эсир отнакăш. Кунсерен тенĕ пек Черненко шайне, генсек шайне ларса пыратăр". Во парать Митрофанч, вăт кампа танлаштарчĕ. Михайлов чĕнмерĕ, чĕрре кĕрсе вăйне пĕтерес темерĕ. Тата тĕрĕсси те пур шыçмакăн йĕкĕлтевĕнче. Паянхи планеркăра пушшех те уçăмланчĕ вăл — пуçарнă сăмахĕсене тĕплесе пыма сывлăш аран-аран çитерсе пычĕ. Айккинчен Константин Черненко евĕрлех курăнать-тĕр çав ĕнтĕ.
Астмăпа чирлетчĕ СССРти коммунистсен лидерĕ. Сăмахĕсене çăта-çăта ярса йывăррăн калаçакан ватă Черненкăна çамрăк Леонтий питĕ хĕрхенетчĕ. "Çĕршыв тилхепине пĕр-икĕ çултан ытла тытса пыраймастех генсек", — тесе ларатчĕ вара телевизор умĕнче. Патшалăх пуçĕнче, чăн та, çулталăк ытларах çеç пулчĕ Черненко.
Бронхит астма мар, çапах та ку чирсем пĕр картарах йăшăлтатнине, вăхăтра сипленмесен мĕн сиктерсе кăларассине ăнланать, питĕ лайăх тĕшмĕртет Леонтий. Çавăнпах ĕнтĕ темиçе çул каялла паллашнă тухтăр патне планерка хыççăнах тухса утрĕ.
Бензин шăрши лĕклентернĕрен ĕçе те, ĕçрен те çуранах çӳрет вăл юлашки вăхăтра. Уçă сывлăшра самайрах, ӳслĕк те пĕр вĕçĕм капланса килмест, пыр тĕпне кусарпа хыртармасть.
Юпа уйăхĕ. Типĕ килчĕ вăл кăçал. Кунсем катăлса пырсан та пăсăлма васкамасть-ха çанталăк: хĕвел янкăрах, кулса çеç тăрать, ăшă пайăркисемпе пит-куçа çупăрлать, çепĕç-çепĕç ачашлать. Татăлса анакан вун-вун çулçă ура айĕнче чăштăртатать. Хăшĕ-пĕри, тин çеç вĕлтĕртетсе анни, çĕр çине кавир пулса выртма меллешсе ĕлкĕрейменни, вăштăр çилпе çăмăллăн çĕкленет те куштанланса пĕлтĕртетме тытăнать, ылтăн-кĕмĕл сăнне иртен-çӳрене апла та капла çавăра-çавăра кăтартса малалла ыткăнать. Пурте ун пек мар, сăпайлăраххисем пурнăçĕ иртнине ăнланса, пуласлăхĕ çуккине пĕлсе курнăçланмаççĕ, вĕçкĕнленмеççĕ, шăпана парăнса пĕр-пĕрин çумне таччăнрах та таччăнрах çыпăçаççĕ, тăван вырăнтах тĕпленсе тăпрана куçма çуйханмасăр тирпейленеççĕ.
Леонтий Андреевич йăрăс пӳллĕ хурăн айĕнче чарăнса тăчĕ, ярăнса анакан сап-сарă çулçă тĕлне аллисене пĕрлештерсе тытрĕ. Чиперук вĕçевне улăштармарĕ, арçыннăн сарлака ывăçĕ çине шикленмесĕрех вырнаçрĕ. "Илĕртӳллĕ сăнупа çу тăршшĕпех эсĕ çынсене илĕртрĕн, савăк куллупа савăнтартăн, сиплĕ шăршупа чунăмăрсене сиплерĕн, ытарайми çулçă, — килĕшӳсĕр тытса амантас мар тесе пĕр ывăçран тепĕр ывăç çине асăрханса куçарса шăппăн пăшăлтатрĕ Михайлов. — Тин çеç, темиçе эрне каялла çеç эс симĕс тумпаччĕ, халĕ, акă, çутçанталăк саккунне парăнса, пурнăç тĕсне палăртакан тумна улăштартăн, тепĕр тĕнчене ĕмĕрлĕхех куçмаллине тăхăнтăн. Йĕрки-курки çавăн пек ĕнтĕ, çавăн пек. Санăн çеç мар, этемĕн те çав хурăмах: хĕрарăм варĕнче тĕвĕленсе тĕнчене килетĕн, ӳсетĕн, тĕрекленетĕн, мăшăрланатăн, аттепе аннен пархатарлă ĕçне пурнăçлатăн та ватлăх çитсе тăнине те сисместĕн. Эх, тĕнче... Пĕр вĕçĕмех çапла-çке; пĕр вĕçĕм çаврăнать. çаврăнать пурнăçпа вилĕм урапи. Вăл чарăнмăсть, чарăнмасть пĕр самант та". Леонтий Амдреевич çывăхри сак çине ларчĕ. Ӳслĕкне ирттерсе ярсан черченкĕ çулçăна витĕр кураслăн куçĕ тĕлне çити çĕклерĕ. Лешĕ пĕрре тĕ хирĕçлемерĕ, тинкерсе пăхакан Леонтий Андреевича йăлтăр кулă парнелерĕ. "Кулма кулатăн-ха та... Мĕне пĕлсе кулатăн?.. Пурнăçна пурăнса ирттертĕн вĕт, пурăнса ирттертĕн, ахальтен-и татăлса антăн, вăхăту çитнине туйса антăн, — çасăпах калаçса кайрĕ Михайлов. — Халĕ санăн йăл-йăл çиçсе тăмалла мар, хăвăнпа тепĕр авăкранах мĕн пулма пултараслăх пирки шухăшламалла". Çак сăмахсене илтсенех çулçă сисчевленчĕ, хĕвел пĕлĕтсен хыçне пытанма пуçланине курсан — йăлтăркка куллине сӳнтерчĕ, арçын çине тĕмсĕлсе пăхрĕ. «А-а, тăна кĕтĕн-и, шухăша путрăн-и? Тоттă çав, малашлăх, пуласлăх пурне те шухăшлаттарать, — çулçăна чĕрçи çине куçарчĕ Леонтий Андреевич. — Ав, куратăн-и, вăрăм авăрлă шăпăр тытнă этем мĕн хăтланать — ӳкнĕ çулçăсене пуçтарса тивертсе яма хатĕрленет. Куписене уçăрах çĕрте, йывăçсенчен аяккарах тума ăсĕ-пуçĕ çитмест ĕнтĕ тăмккайăн. Пин-пин тантăшна пурнăç панă йывăçсен тураттисене ĕнтсе яратех ăнман пуç... Çавăн пек купасенчен пĕрне эсĕ те лекме пултаратăн. Илтетĕн-и мана?» Çулçă хускалса илчĕ. "Маттур, ăнлантăн эпĕ мĕн каласшăн пулнине. Çук, кун пек тамăка лекме, кĕл тусанне куçса çилпе вĕçсе çухалма памастăпах сана. Çавăн пек инкеке курма, тӳсме никам умĕнче те çылăха кĕмен эсĕ. Пачах тепĕр май, ыррине çеç сапаларăн-парнелерĕн çу тăршшĕпе. Шел, вăрăм авăрлă шăпăр тытнă тăрнаккай çакна ăнланмасть, ăнкармасть. Нимуй ĕнтĕ, пĕр сăмахпа каласан. Мĕн кулса ятăн, килĕшрĕ-им ку сăмах? — çулçа ачашласа сăмахларĕ Леонтий Андреевич. — Эпĕ мĕн-ха, çакна калас теп... Кх-х-хăм, кх-х-хăм... Кур-ха, ӳслĕк каллех каркаланса килчĕ, калас тенĕ сăмаха каласа пĕтерме те памасть. Эсĕ ан хăра, çулçă, ан хăра... Чим-ха, хăçантанпа ĕнтĕ сана "çулçă" та "çулçă" тесе ларатăп. Кун пек юрамасть, аван мар, çапла вĕт? Сана хампа пĕрле илсе пурнăçна тăсма шутăм пуррине тĕпе хурсан — пушшех. Мĕнле ят парам-ши? Мĕнле ят килĕшӳллĕрех-ши сана?" — Леонтий Андреевич пуçне çĕклесе пĕр ăстрăм шухăша кайса ларчĕ. Унтан: "Хурăнпи мĕнле-ши, юрăхлă-ши? Çук, Хурăнпи теме хурăнăн пĕр тĕпренчĕкĕ çеç пулнă-ха эс. Хăв та килĕшесех темĕн. Атя, Çулçăпи пул. Аван илтĕнет вĕт: уçă, янравлă. Хирĕçлеместĕн-и?" Çулçă хĕвел питтинче ылтăнăн çуталса илчĕ. Килĕшнине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку. "Мĕн тери маттуркка-çке эс, Çулçăпи, — çур сăмахранах ăнланатăн. Чуну çапла ырă ĕнтĕ сан, чуну çапла ырăскер. Мĕн, тĕлĕнерех пăхса илтĕн? Чунлăху çук тетĕн-и? Пур вăл сан, санăн çеç те мар. Ӳсен-тăранăн та, йывăçсен те, сак çумĕнчи çак чулăн та, манăн пушмак урлă тин çеç каçса кайнă кăткăн та чун пур. Çĕрĕн чунĕ, ман шутпа, тата та капашрах. Туятăн-и, мĕнлешшĕ ахлатса выртать шăпăрлă этем тивертсе янă çулçă купи айĕнчи çĕр? Унăн чунне çунтарать вĕт çак тăнкки, чунне çунтарать. Туймасть вăл ăна. Туймĕ те! Мĕншĕн тесен хăй чунсăр. Ăна вăл çутçанталăка, çут тĕнчене хирĕçле ĕçсем тăва-тăвах çухатса пĕтернĕ ĕнтĕ. Шĕкĕр Турра, çав хура ĕçсене курма пӳрмен сана, Çулçăпи..."
— Хăвăр тĕллĕн калаçса ывăнмарăр-и-ха, юлташ?
Ытла та кĕтмен çĕртен пулнăран Леонтий Андреевич шарт! сикрĕ, пуçне васкаварлăн çĕклерĕ. Тин çеç вунă-вун пилĕк хăлаçра тăракан шăпăрлă арçын хăвăрт çитсе тăнинчен питех те тĕлĕнчĕ вăл.
— Хам тĕллĕн калаçса лармастăп эпĕ, Çулçăпипе сăмахлатăп, — терĕ куçĕсене сивĕлĕх паллисем кăларса.
Арçын лăх-лăх кулса илчĕ. Ĕненнинчен те пысăкрах куçĕпе Михайлова уринчен пуçласа пуç тӳпи таранччен хыпаласа тухрĕ. Унтан:
— Сарпипе сăмахламастăн-и тата? — терĕ йĕкĕлтевлĕн.
— Сарпипе те сăмахлатăп, калаçсах тăратăп. Поэзийĕпе те интересленетĕп. Унăн сăввисем чунлă, чĕрене лараççĕ. Пĕрне те пулсан пĕлетĕн-и, вуласа курнă-и?
— Сăвăсемпе лĕпĕртетсе ларма вăхăт çук ман...
— Мĕн валли вара пур? Эрех ĕçсе супма, картла выляма,.. çапла-и,.. тĕрĕс палăртрăм-и? Халĕ те мухмăрлă вĕт эсĕ? Мухмăрун шăрши хăсса ямалла килсе тăрать. Ман çинелле сывласа ан пакăлтат-ха иçмасса, — малтанхинчен те сиввĕнрех, сак çинчен тăмасăрах тăрларĕ Михайлов.
Шлепкеллĕ çын хăйне çапла тăн пани арçынна килĕшмерĕ курăнать — ĕненни пек куçне çамки çине кăларса та хучĕ.
— Халĕ те мухмăрлă теме эс ĕçтертĕн-и, шлепке? — Леонтий Андреевич енне кĕвенте пек авăнса çăвар тулли лаплаттарчĕ арçын. — Мана çапла вĕрентсе ларма кам эс?! Ĕнер пĕр тайлăкĕ "эпĕ -Наполеон!" тесе лăпăртатса çӳретчĕ. Халĕ тепри курнăçланать, мĕнле пурăнмаллине вĕрентет. Çӳретĕр чăрмантарса, ĕç тума кансĕрлесе. Туртса çапам ак çак шăпăрпа! Тен, кăйттăлăху та тухĕ наччасах шăлăнса.
Арçын тӳрленсе тăчĕ, каланине пурнăçлас тесе шăпăрне чăнласах çĕклерĕ. Мĕн çав, кĕрĕс-мерĕсĕн хусканăвĕсем тикĕс мар, Леонтий Андреевич хăвăрт çĕкленчĕ те шăпăра вĕлт! çеç сирчĕ. Сĕмсĕрккене тăхăнтартса ярас тесе сулахай аллине çатăр-р! чăмăртарĕ. Çук, тивмерĕ, унăн шайне анса ларса нишлĕленес темерĕ. Пиншакĕм кăкăр тĕлĕнчи пĕчĕк кĕсйинчен удостоверени кăларчĕ, хуплашкине уçса арçыннăн куçĕ умне тытрĕ.
— "Мана вĕрентсе ларма кам эс" терĕн-и-ха? Эппин, вула, пĕл эпĕ кам пулнине.
Тин çеç хур аçи пек каçăрăлса тăнă арçын шĕлтĕр-р! кайрĕ. Шлепкеллĕ çын кăйттă этем маррине, хирĕç тăру сиктерсе кăларса тĕрĕс туманниме питĕ лайăх ăнланса илчĕ вăл.
— Мĕн йĕнчесе кайрăн? Вула мĕн çырнине. Юмахри çарăкран пĕрре те кая мар куçу уйăрса илмеллех вĕсене.
Арçыннăн куçĕсем аптравлăн сиккелерĕç, унтан удостоверенири йĕркесем тăрăх лĕпĕстетсе кайрĕç. "Михайлов Леонтий Андреевич. Хула администрацийĕн экологи пайĕн пуçлăхĕ" тенĕ çĕре çитсен мухмăрлă пуçĕ тăрăлма тытăнчĕ. Темиçе минут каяллахи кăралăхĕ сӳнчĕ, куçĕ йăпăлти анчăкăнни евĕр йăвашланчĕ.
— Каçарăр, тархасшăн, каçарăр, Леонтий Андреевич. Пĕлеймерĕм, уйăрса илеймерĕм эсир кам пулнине. Тепĕр хут ыйтатăп, каçарăр мана çапла хăтланнăшăн. Тем мурĕ çавăтса килчĕ сирĕн пата, сире çулăхма...
— Тем мурĕ мар, мухмăрлă пуçу иртĕхтерет, астарать сана! — касса татрĕ Леонтий Андреевич. — Тата, картса хур, этем культури, çынла пурăнма пĕлеслĕх пĕтнĕ санра. Тен, пулман та-и вăл санăн?
Тăсланкă арçын нимĕн те чĕнеймерĕ, куçран пăхма та хевтелĕхĕ çитмерĕ.
— Уçăлма, канма килекен кашни çынпах çапла-и эсĕ, кашни çыннах шăпăрпа хăмсаратăн-и? — сăмахне малалла тăсса ыйтрĕ Михайлов.
— Кашни çыннах мар ĕнтĕ...
— Мĕн, мĕн, тепре калăр-ха. Кашни çыннах мар ĕнтĕ терĕн-и? — илтнине уçăмлатас терĕ Леонтий Андреевич.
— Эсир, пуçлăхсем, паркра сайра-хутра çеç пулатăр та пĕлместĕр кунти лару-тăрăва. Çамрăксем хыççăн тасатса пĕтерме çук — тем те пĕр пăраха-пăраха хăвараççĕ... Тĕрлĕ çын çӳрет парка, тем тĕрли те пур, — каласа пама меллĕрех пултăр тесе йывăр кӳлепине сулахай ури çине куçарчĕ арçын. "Эпĕ — Наполеон" тесе кăкăр çапакан пирки каларăм ĕнтĕ. Иртнĕ вырсарни кун вара вăрăм çӳçлĕ арçын тарăхтарса ячĕ. "Ман тавра хашлаттарса шăлса ан çӳре-ха, сăвă йĕркйсене çыхăнтарса пыма кансĕрлетĕн. Шăл тепĕр енче, унта та ӳкнĕ çулçă нумай", — терĕ. Чăтаймарăм çапла вĕрентнине — хирĕçсех кайрăмăр. "Сана паркра мар, фермăра пăх-шăк тасатнă çĕрте ĕçлеме те шанмалла мар", — терĕ тата. Кун пек сăмахсене кирек кам та чăтса яраймĕ. Туртса çапрăм вара çурăмĕнчен...
— Вăт кам пулнă, эсĕ пулнă иккен паллă поэта шăпăрпа хĕнекен çын, — ыйтуллăн пăхрĕ арçын çине тĕп эколог. — Ытла та çăмăллăн каласа паратăн-çке çак пăтăрмах пирки. Хула администрацине янă çырăвĕнче поэт урăхларах пĕлтерет. Эсир ăна шăпăрпа çапнă çеç мар, словарьте çук сăмахсемпе те хăртса пĕтернĕ, "сăввăра килте çырăр, писака" тесе паркран хăваласа янă. Çапла пуçтахланма, общество вырăнĕнче хăвăра йĕркесĕр тытма кам ирĕк панă сана?! Чăн та, сăвăç калашле ĕçлеме тивĕçлĕ-и эс кунта? Хушамату мĕнле?
— Тархасшăн, ĕçрен ан кăларăр, Леонтий Андреевич. Хĕрес хывсах сăмах пама хатĕр — кун пекки нихăçан та урăх пулмĕ, — Михайлов çине тилмĕрсе пăхса, кӳлепине лăстăр-лăстăр силлентерсе сăмахĕсене хăвăрт-хăвăрт акрĕ канăçсăрланса ӳкнĕ арçын. Ăшĕнче вара поэтпа пулса иртнине каласа кăтартнăшăн, чараксăр чĕлхине çыртма пĕлменшĕн кулянчĕ, чĕрине витермелле хăйне вăрçрĕ. — Леонтий Андреевич, тархасшăн, Турă вырăнĕнче пулăр-ха, хĕрхенĕр. Ку ĕçрен те ярсан ăçта илĕç тата мана?.. Ачасем те ура çине тăрсах пĕтмен, арăм та сыв мар, чирлекелесех тăрать...
— Ачусем йышлă-им? Вĕренеççĕ-и, хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнман-им-ха? — арçын йăшсах кайнине кура сассине пусарчĕ Михайлов.
— Пилĕк штуках-ха вĕсем. Ку енĕпе пире Турă кӳрентермен... Малтанхи иккĕшĕ пюрки пăшăрханмастпăр-ха — выçă çӳремĕç, патшалăх вĕсене çăкăр татăкĕсĕр хăвармĕ...
— Мĕншĕн апла калатăн, патшалăх çăкăр татăкĕсĕр хăвармĕ тетĕн? — арçынна пĕрремĕш хут курнăн кăн-н! пăхрĕ Михайлов.
Шăпăрлă арçын хăй каллех ытлашши сăмах персе янине ăнланчĕ. Авăра анса кайнăн пĕр хушă аптраса тăчĕ. "Ну, мĕн тесе-ха ку сăмахсене çăвартан кăлартăм? Кам туртрĕ сана, йĕпе йĕплешке? Мĕншĕн кирлĕ-кирлĕ мар çĕртех йăнкăлтататăн? Çитет чăтса, киле таврăнсанах касса тататăп сана. Касса татам та — анчăка ывăтса парам. Ăна хăть, чĕмсĕрскере, усă кӳр, — тесе шухăшларĕ ним тăвайман енне. — Хуравне памаллах ĕнтĕ, памаллах. Ав, еплешшĕ пăхса тăрать, вĕçерĕнсе кайнă сăмахăн тупсăмне кĕтет Михайлов. Суйса калас мар-ши? Патшалăх службинче тăраççĕ тесе. Тĕпчеме тытăнсан, суйни çиеле тухсан? Пĕтнĕ пуçăм çавă пулĕ вара. Калам тĕрĕссине. Тĕрĕссине каласан — каçарĕ, иртнисене те, паянхи пăтăрмаха та каçарĕ".
— Ыйтăвăра хуравлама та аванмарланса тăратăп, — хăйне тинех алла илчĕ арçын. — Малтанхисем, Вовапа Валерка, тĕрмене лекрĕç. Патшалăх предприятийĕнчен тĕслĕ металл вăрласа тухнăшăн...
— Патшалăхăнне вăрлаç, вăрлаç те — патшалăхăнах вĕсене выçă çӳретмелле мар иккен, çăкăр татăкĕсĕр хăвармалла мар. Вăйлă ĕнтĕ, нимĕн те калаймăн. Çав вăхăтрах пĕтĕм вăй-халне, сывлăхне çĕршыв тĕрекĕшĕн панă ватă, пурăнан кунра çăкăрпа сĕтсĕр тăрса юлас мар тесе, пенси укçин кашни пусне перекетлет. Тĕлĕнмелле, ăнланса пĕтермелле мар патшалăхра пурăнатпăр эпир. Пĕтĕмпех кутăнла-çке пирĕн. Çаплах мар-и вара? — арçынна куçĕнчен пăталарĕ Михайлов.
— Кун пек тумитлеме ăсăм-пуçăм çитсех каймасть манăн, каçарăр...
— Тĕрмере ларакан ачусене патшалăх çăкăрсăр хăвармассине ăнкарма ăсу-пуçу çитет-ха санăн... Ыттисем ăçта?
— Камсем?
— Тепĕр виççĕшĕ мĕн тăваççĕ?
— Вовапа Валерка хыççăнхи, Вичча, пĕлтĕр шкул пĕтерчĕ. Кăçал салтака илсе каяççĕ тесе тăнă вăхăтра инкек килсе хупларĕ — сулахай куçĕсĕр тăрса юлчĕ... Ĕçкĕллĕ юлташĕсемпе хирĕçсе кайнă та — çĕçĕ çине тăрăнса ӳкнĕ. Те чикнĕ, уççи-хуппине пĕлеймерĕмĕр. Хăй те татăклăн каламасть. Улшăнчĕ çавăн хыççăн — итлемест. Тĕк тăнă çĕртех тарăхса каять. Илсе кайинччĕ хăть окоп чавма. Çакăн валли мăшăр куçах кирлĕ мар-тăр... Ун хыççăнхи, Валя, саккăрмĕш класра. Кĕçĕнни — килте. Сусăр çуралчĕ шеремет. Ури ĕçлемест. Тухтăрсене те кăтартса пăхнă. Сиплеймерĕç, сиплеме май çук терĕç.
Арçын çемçелсех кайрĕ, куçĕ шывланчĕ. Мухмăрĕ тепре килсе хупларĕ-ши — калама хĕн. Инкеклĕ çынна шеллесе пĕр-икĕ сăмах калас шухăш та пурччĕ Леонтий Андреевичăн. Хăй вара пачах тепĕр май çавăрттарса хучĕ:
— Мĕн тесе çавăн чухлĕ çуратса тултарнă?
— Мĕнле мĕн тесе? Ача — савăнăç вĕт-ха, пирĕн пуласлăх, — ăнланман куçĕпе ăнланаймасăр пăхрĕ Михайлов çине арçын.
— Савăнăç кӳчĕç-и вара? Пуласлăхĕ пур-и вĕсен?
— Савăнăçĕ-мĕнĕ... — терĕ те хайхискер, шухăша путрĕ. Унтан: — Ырă вăрлăхах варăнтарса хăвараймарăм-ши? — терĕ Леонтий Андреевич çине салхуллăн пăхса.
— Тăванăм, ачана çуратни çеç çителĕксĕр. Ăна хăвăра, çĕршыва юрăхлă, этем ретлĕ воспитани парса, ачасене тĕрĕс воспитани панинчен кирлĕрех ĕç çуккине ăнланса çитĕнтерес пулать. Кунсерен, эрнесерен, уйăхсерен, çулсерен — пурнăçăн кăткăс çулĕ çине тăратиччен. Эсир çак ăнлава маннă, пуçа чикмен. Чи çăмăллине пурнăçланă та — ытти хăямата. Ӳснĕ вара вĕсем хăяматланса. Кама кирлĕ кун пек ачасем, çамрăклах вăрă çулĕ çине тăнăскерсем?.. Пĕрре хăвăра хĕн кăтартса пурăнаççĕ, тепре патшалăх тăкак тӳсет, виççĕмĕшĕнчен, ман шутпа, чи кулянтараканни — ачусен пуласлăхĕ лутăрканнă, ăна тикĕслеме, лайăх енне улăштарма ай-вай нумай вăй хумалла. Малашне те тар тăкмасăрах тутлă çиес шухăшпа пурăнсан — вĕсенчен ыррине кĕтмелли çук. Хăйсем хыççăн та ырă та пархатарлă çимĕç хăвараймĕç. "Çын масиллĕ пăхса ӳстерме мехел çитереймесен мĕне шанса çуратса тултараççĕ-ши", — тенĕччĕ пĕр ăсчах. Килĕшетĕн-и ку сăмахсемпе?
— Тем каламалла ĕнтĕ, — хул пуççийĕсене сиктеркелерĕ арçын. — Кун пирки, чăнах та, пит шухăшламан эпир. Тĕрĕсех те каланăн туйăнать. Мăнаçланмалли, савăнса пурăнмалли ачасемех пулса тухаймарĕç пирĕн. Тăрăшман мар — алăран пиçиххи яман. Халĕ хама патаклаççĕ... Э-э, мĕн сăмахлани, — аллине лăстăр сулчĕ арçын. — Арăм, арăм латсăртарах пулчĕ. Итлемерĕ, «икĕ ача тунипе çитĕ» тесе тăнă хушăрах тепĕр виççĕшне çăвăрласа пачĕ...
— Ну, сăмах çаврăнăшĕсем те сирĕн. Кам çапла калаçать? Йыт ами мар-çке арăмăр...
— Унран пĕрре те кая мар, — Леонтий Андреевича пӳлсех татса хучĕ арçын. — Тата пиллĕк çăвăрласа пама та хатĕрччĕ вăл. Латнă пĕлĕшĕн арăмĕ врач та — вăхăтра хырăмне пăрахтарса тăчĕ... Арăм пĕччен ӳснĕ, ача урăх пулман вĕсен. Çавăн çине сăлтавларĕ. "Пĕр-пĕрне пулăшса ӳсĕç, кайран та пăрахмĕç, хамăра та ватлăхра çăмăлтарах пулĕ", — тесе пĕр вĕçĕм лăкăртатрĕ. Вăт халь пулăшаç, пи-и-тĕ лайăх пулăшаç.
Арçын урăх чĕнмерĕ. Кĕсйинче лӳчĕркенсе пĕтнĕ "Прима" пачкине шыраса тупрĕ. Сарăхса ларнă пӳрнисем кукăрăлнă-çурăлнă сигарет туртса кăларчĕç, Тӳрлетсе тăмарĕ ăна арçын, вĕтĕ шăлĕсен хушшине самантрах меллештерсе хучĕ. Пушаннă алăсем шăрпăк чĕртрĕç. Çăра тĕтĕм çăварĕнчен, сăмсинчен палкаласа та тухрĕ.
Хăнăхнă тĕтĕм Леонтий Андреевичăн сăмсине те кăтăкларĕ. Сылтăм алли кĕсье патнелле хăй тĕллĕнех туртăнчĕ. Ӳслĕк пĕр канăç та паманнипе виçĕм кунах туртма пăрахнине аса илсен хусканăвне тытса чарчĕ.
— Хушаматна калас темерĕн апла, — терĕ арçынна тĕсесе. — Юрĕ, ку йывăр çĕклем мар, кирлех пулсан тарламасăрах пĕлĕпĕр. Халĕ çакна ăнлантарса пар-ха: йывăç-курăка, çĕре мĕншĕн асаплантаратăн?
Çапла каларĕ те тĕп эколог йăсăрланса выртакан купасем патнелле утса кайрĕ. Арçын хăйĕн хыççăн пыманнине курсан — чарăнчĕ.
— Мĕн катемпи пек тăрса юлтăн? Кил кунта, — терĕ çаврăнса. Арçын итлемесĕр тăма юраманнине тăнкарчĕ, лăпăстатса çитрĕ.
— Кур-ха, хурăнăн аяларахри вуллисем мĕнле ĕнсе ларнă, — хуралнă туратсене тыта-тыта сăмахларĕ Михайлов. — Купасене йывăçсен айĕнчех туса вут чĕртмелле маррине сире, паркра ĕçлекенсене, çĕр хут та каланă-тăр. Хăлхана мĕншĕн чикместĕр? Хамăн мар вĕт, патшалăх йывăççи — чăтать тетĕн пулĕ ĕнтĕ. Урăхла мĕнле ăнлантарăн ку ирсĕрлĕхе.
Тăсланкă чĕнмерĕ. Мĕн каламаллине те пĕлмерĕ. Тĕп эколог вара чарăнмарĕ, хĕрсех пычĕ. Пĕр йывăç патĕнчен теприн патне куçрĕ. Тарăху хутаççи тулнăçемĕн тулса пычĕ. Мĕнле ан тултăр ĕнтĕ — хурăнсене хăй лартнă-çке, журналта ĕçлекен пĕтĕм йышпа тухса вунă çул каялла хăйсен аллипе лартнă.
Çĕр метр тăсăлакан тротуар çумĕпе çитмĕл хурăн лартрĕç вĕсем ун чухне. Утма çулăн тепĕр енĕпе — пĕчĕк тĕмсем. Шаларахра — вун-вун йывăç. Çуркуннесенче ытти хаçат-журналта ĕçлекенсем те аллисене шăпăр-кĕрепле-кĕреçе тытса тухакан пулчĕç илем-хăтлăх кĕртме. Журналистсен, çыравçăсен пуçарăвне хула пуçлăхĕсем те ырласа йышăнчĕç — пĕтĕм йышпа илĕртӳллĕ парк туса хучĕç.
Хула администрацине куçиччен кашни ир çак çулпа, хурăнсен çумĕпе ĕçе васканă Леонтий. Каçхине те, троллейбус-автобус чарăнăвне çитиччен, çак тротуарпах утнă, хурăнсемпе киленсе, калаçса утнă.
Иртнĕ çулчченех, пĕр улшăнмасăр, кунта Соня Петровна Никифорова ĕçлерĕ. "Соня аппа" тесе чĕнетчĕ ăна хисеплесе Леонтий. Тĕлĕнмелле тирпейлĕ чăваш хĕрарăмĕччĕ вăл. Ара, пĕчченех тасатса-пуçтарса тăма ĕлкĕретчĕ. Леонтий пекех, йывăçсене питĕ килĕштеретчĕ тата. Миçе хутчен чарăнса тăрса е парка кĕрсе калаçман-ши унпа журналист, пулас тĕп эколог? Халĕ вăл çук. Пенсире. Ун вырăнне çак тăсланкăна илнĕ.
— Купана шăпăрупа сир-ха, тукмак пуçу çĕре мĕнле асаплантарнине кăтартам сана, — хушрĕ хăйĕн çумĕнче кукăр пăта пек авăнса тăракан арçынна Леонтий Андреевич.
Лешĕ итлерĕ. Çунса пĕтеймен çулçăсем шăпăрăн сулăмне парăнса ирĕкелле чыхăнса тухрĕç, кăвайта урăх лекес мар тесе темиçе хăлаçа куса-куса кайрĕç.
— Халĕ чĕркуçлен.
— Мĕн тума? — куçне чармакласа хучĕ арçын.
— Хăв çунтарнă çĕр лаптăкĕ мĕнле ахлатса выртнине итлеме.
Арçын чĕркуçленчĕ, кӳлепине сулахай чавси çине тĕревлесе хăлхине кăварланса тăракан çĕр тĕлне тытрĕ.
— Нимĕн те илтĕнмест-çке, — терĕ пуçне çĕклесе.
— Хăлхуна патнерех илсе пыр.
— Патнерех тытса хăлхасăр тăрса юлас килмест-ха ман. Ахаль те пит-куç пĕçерсе тухать, — хирĕçлесе йывăррăн турткаланчĕ арçын.
— Атя, атя, кутăнлашса ан тăр. Хăв мĕнле çылăхлă ĕç тунине хăлхупа илтсе пуçна картса хур. Вара, тен, çутçанталăкпа килĕшсе тăман ĕçсем урăх тумăн, — терĕ тĕп эколог сиввĕн.
Кăнтăр çутинчех çакăн пек лару-тăрăва лекменччĕ-ха Собачкин, никам та ăна кун пек мĕскĕнлентермен. Çав вăхăтрах хушнине пурнăçламасăр тăрса утма та хал çитереймест. Ăна ĕçсĕр тăрса юласси кăна та мар, тĕк ларакан çынна, хула администрацийĕн пай пуçлăхне шăпăрпа çапма тăнăшăн ним те мар кутускăна ăсанма пултарасси хăратса тăчĕ. "Мĕнле ăнман кун пулчĕ-ха паян? Ăçтан килсе тухрĕ ку шишка?! Васкамасть тата, тем нушалантарать ахаль те çурăлса тухас пек кисренекен пуçăма. Чунлăх, этем культури, çутçанталăкăн йĕрки-курки пирки юмахлать тата. Ку таранччен вĕсемсĕрех пурăннă иккен те, халĕ усемпе пуçа çĕмĕрĕп-и? Çĕр ахлатăвĕ пирки те манран кулас тесе лĕпĕртетет ĕнтĕ", — ыйту хыççăн ыйту килсе хупăрларĕ мухмăрпа касăлакан Собачкинăн пуçне.
— Эс, мĕн, çывăрса кайрăн-и? Пурнăçла хушнине. Унсăрăн халех протокол çырма ларатпăр, — паçăрхинчен те хыттăнрах каларĕ Леонтий Андреевич,
"Протокол" сăмаха илтсенех арçын кукленчĕ. Йăсăрланма пăрахман тĕле тăрăслатса ӳкес мар тесе икĕ алли çине тĕревленчĕ. Халĕ вăл йытăран пĕрре те кая мар, йытă евĕрлех курăнать. Хăйĕн хушамачĕпе килĕшӳллĕн ĕнтĕ.
— Ну, мĕнле, илтетĕн-и? — ыйтрĕ тĕп эколог.
Собачкин чĕнмерĕ. Хупах пек сарлака хăлхине çĕр патне тата та çывăхарах илсе пычĕ. Чалăшнă пит-куçĕ пушшех чалăшрĕ. Çан-çурăмĕ тăрăх сивĕ чупса иртрĕ. Унтан пуçне çĕклерĕ те:
— Леонтий Андреевич, эсир манран кулатăр пулĕ тенĕччĕ. Эпĕ çапла шухăшласа йăнăшнă. Ку вырăнти çĕр, чăнах та, тин çеç вĕресе тухнă шыв пек чашкăрса тăрать. Вут чĕртмен çĕрте вара çавăн евĕрлĕ шав илтĕнмест, — терĕ тĕлĕнсе.
— Урăхла пулаяс та çук. Кирек мĕнле япала та хăйне хирĕçле тунине йышăнмасть. Калăпăр, эсĕ килĕштернĕ пулăттăн-и хăвна вĕри çатма çине çара кут лартнине? Паллах çук. Пусма вырттарнă сысна çури пек çухăрса самантрах сиксе тăратăн ĕнтĕ. Çапла вĕт?.. Мĕн куçна-пуçна чалтăртаттаратăн? Апла мар тетĕн-и?
— Эпĕ ун пек мар темерĕм вĕт-ха. Вĕри çатма çине кирек камăн та ларас килмĕ.
— Çапла çав, хамăр çинчен кăна шутлатпăр çав... Çунтарнă вырăнсенче икĕ-виçĕ çул иртмесĕр те курăк шăтмĕ ĕнтĕ. Икĕ-виçĕ çул хушши вĕсем, йĕри-тавра курăк ешернĕ чух, хуран курăнса выртĕç. Çапла тавăрĕ вăл пире, çĕр-аннемĕре нимĕн чухлĕ те юратма, хисеплеме вĕренеймен кĕске ăслă этемсене, — тарăннăн сывласа илсе, каллех хуптĕрлесе килнĕ ӳслĕкне ирттерсе шухăшлăн каларĕ тĕп эколог. — Сăмах май, Соня Петровна нихăçан та çапла хăтланман, ӳкнĕ çулçăсене йывăç айĕнче те, газон çинче те çунтарман. Кĕреплесе те шăлса пуçтарнă çулçăсене карçинккана тултара-тултара, çырма хĕрринче вырнаçтарнă тимĕр бак патне йăтатчĕ, унта çунтаратчĕ. Юлашки çулсенче вара пысăк михĕсене хурса хула хĕрринчи фермăна ăсататчĕ. Ятарлă автомашина кăçал та уйăрнă. Вăл уйăхĕпех парксемпе садсене кĕре-кĕре тухса типнĕ курăк-çулçăна фермăна леçет. Эсĕ мĕншĕн çирĕпленнĕ йĕркене пăсатăн, пăхăнмастăн? Туянса панă михĕ-карçинкка та курăнмасть сан — эрехле сутса ятăн-и?
Собачкин чĕнмерĕ. Юлашки михĕпе карçинккана пĕр кĕленче эрехле дачниксене иртнĕ эрнере парса янине шарламарĕ, чараксăр чĕлхине тути хĕррине те ямарĕ. Сăмси айне хунă черетлĕ сигаретне çеç çăвартан кăлармасăр паклаттарчĕ.
— Тепре килнĕ çĕре хатĕр-хĕтĕр вырăнта пултăр. Тĕрĕслетĕп. Паркра пурнăçламалли инструкцие малашне те пăхăнса ĕçлемесен — каятăн кунтан. Тата çакна ан ман: парк масар пекех сăваплă та таса вырăн пулмалла, — терĕ Михайлов тăсăлса кайнă курнăçу вĕçленнине систерсе.
— Ăнлантăм, Леонтий Андреевич. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ. Сăмах парăтăп, — хуравларĕ Собачкин йывăр экзаменран тухнă шкул ачи пек хашлатса.
Михайлов урăх тăмарĕ, пăрăнса утрĕ. Çывăхри сак çине ларчĕ. Тăсланкăпа калаçса пĕр сехете яхăн çухатрĕ пулин те пульница еннелле танккама васкамарĕ. Кĕсйинчен Çулçăпине кăларчĕ. "Санăн пурнăçна тăсса хампа пĕрле илсе каяс мар-и? Ĕлĕк, ача чухне, шкулта вĕреннĕ вăхăтра, гербари тăваттăмăр. Тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсене тетрадь, кĕнеке хушшине хураттăмăр. "Камăн хитререх" тесе тупăшаттăмăр тата. Çут çанталăка юратма хевте панă-тăр-ха та вăл, анчах халĕ, вăхăт иртнĕçемĕн, çакă тĕрĕсех пулманни те куç кĕрет. Кашни япаланах хăйĕн саккунĕ пур-çке. Çутçанталăк та çав шутрах. Кĕнекесенчи кашни страницăрах хурса тухнă çулçăсем нумай вăхăт упранаймастчĕç, ирĕксĕрленине чăтаймасăр тĕпренме тытăнатчĕç. Килĕшмен ĕнтĕ вĕсене çапла хуптĕрлени. Пĕлетĕп, эсĕ те çапла шухăшлатăн. Чĕлхӳ çукки çеç чарса тăрать кун пирки пĕлтерме. Санăн та, ытти миллион-миллион çулçăн та ĕмĕрсем хушши йĕркеленнĕ йăлана пурнăçлас килет, пурнăç панă йывăç айнех ӳксе, çĕре куçса унăн пулăхлăхне ӳстерсе, çуркунне çĕнĕ çулçăсем парнелеме вăй парас килет. Çапла пулмалла та. Вăрмансенче, çын алли перĕнмен вырăнсенче — çаплах та, — паçăрхи тарăхуллă самант вуçех те пулман евĕр лăпкăн калаçрĕ тĕп эколог. — Санăн ĕмĕт-шухăшна татмăп, тăпрапах витсе хăварăп, çĕрĕн тулăхлăхне кирлĕ шайра тытса тăма пĕчĕк тӳпе хывăп".
Леонтий Андреевич Çулçăпи вĕçсе аннă хурăн патне пычĕ. Паркаланса пыракан йывăç тунине сылтăм аллипе тыта-тыта ачашларĕ, унтан кукленчĕ. Çуталса пăхакан çулçăна çĕр çине хучĕ. "Халĕ канлĕ çывăрса кай ĕнтĕ. Çĕр тытăмне тутлăхлă япаласемпе пуянлатма пĕтĕмпех ирĕлсе кай, юратнă хурăнăмăра тĕрекленсе пыма хăват пар. Нумай сăмахланăшăн каçар", — тесе Çулçăпи çине пĕр ывăç тăпра хучĕ. Алă лаппипе пусăрăнтарчĕ. Тĕп экологăн пархатарлă ĕçне ырласа кăтра хурăн илĕртӳллĕн ухăнса илчĕ, татăлса анма хатĕрленекен çĕр-çĕр çулçă алă çупса ячĕ. Леонтий Андреевичăн пичĕ-куçĕ те çутă кулăпа çиçрĕ. "Халĕ каям ĕнтĕ, пульницана çитсе килмеллех", — тесе çăмăллăн утса кайрĕ.
* * *
Леонтий Андреевич Михайлов пульницана çӳреме нихăçан та кăмăлламан. Чир килсе çулăхсан та килĕнчен пуçтарăнса тухма васкаман. Çакăн сăлтавне никама та уçса паман. Ăна амăшĕпе иккĕшĕ çеç пĕлнĕ.
Ялти суккăр юмăç "Лиза кин, ачăвăр тăваттăра урине хуçать, унтан виçĕ хутчен чирлет: вун икĕ çултан, çирĕм çултан, вăтăр çултан" тени те мар, "хвершăлсем ман чухлĕ те пĕлмеççĕ, ывăлна, Леонтине, пĕрре çеç мар шар кăтартĕç-ха" тесе хушса хуни, вăл тĕрĕсе тухса пыни Леонтий Андреевича арман чулĕ пек пусарса, хăратса тăрать.
Ватлăхĕ çитнипе пĕкĕрĕлнĕ, туясăр виçĕ утăм та тăвайман карчăка аванах астăвать Михайлов. "Суккăр Наçтаç" тетчĕç ăна ялта. Лавкка çумĕнче пурăнатчĕ. Тĕрĕсрех каласан — пурăнкалатчĕ темелле-тĕр. Мĕншĕн тесен çурчĕ те çурт мар, хӳшĕ манерлĕччĕ унăн. Сарлакăшĕ — икĕ хăлаçа яхăн, тăршшĕ виçĕ метр майлăччĕ. Çĕрĕшнĕ «пĕренесем» пусăрăннă, çĕре путса кĕнĕ. Хăмапа витнĕ тăрă лапкăшпех кăмпаланса ларнă. Пĕртен-пĕр пĕĕчĕк чӳрече лавкка еннелле пăхатчĕ. Çутă пулман. Ăна кĕртме, пралук карма, ниепле те май килмен — вăл тавар кӳрсе килекен автомашинăсене иртсе çӳреме чăрмантарнă. Кунта çурт-хуралтă урăх çукчĕ. Çавна пула Леонтий пурăннă Лавккакасси хăрах çунатлăн курăнатчĕ.
Наçтаç аппа кашни кунах "пӳрчĕ" умне тухса ларатчĕ. Çумне пысăк хура кушакĕ вырнаçатчĕ. Унран пысăкрах кушак ялта урăх çукчĕ. Сас-хура тăрăх, çурçĕр çитсен Суккăр Наçтаç хура кушака куçать, кил-кил тăрăх çынсем мĕн хăтланнине курса çӳрет пулать. Çавăнпа нумай пĕлет, тем те пĕлет имĕш. Юмăç карчăк çамрăк чух çав тери хитре хĕр пулнине калаççĕ. Пурçăн пек йăлтăртатса тăракан йăм хура çӳçĕ питĕ вăрăм та çирĕп пулнă, чăпăркка вĕçĕ валли те юранă теççĕ. Янкăр симĕс куçĕн хĕмĕпе çынна витĕр шăтарса вăл этем мĕн шухăшланине, мĕн тунине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлнĕ пулать тата. Çаксене пĕр тĕвве çыхса ăна "Хура кушак" тесе те чĕннĕ аслисем. Паллах, хăйсен хушшинче. Уççăн калама хăранă, инкек-синкек сиктерсе кăларасран шикленнĕ.
Хыçал енче, Анаткасра пурăнакансен паçмисем тăсăлса килнĕ çĕрте, картасен çывăхĕнче, хăйĕн пекех ватăлса çитнĕ качаки курăк чĕпĕтсĕ çӳретчĕ. Ял кĕтĕвне яман вăл ăна. Пăявланăскер, кунти курăкпах çырлахнă. Хушăран-хушă техĕмлĕ утă та лекетчĕ ун çăварне. Колхоз ертӳçисем хушнипе ферма скотникĕсем пĕрер ритван киле-киле паратчĕç, картапа юнашар купаласа хăваратчĕç. Качакана хĕл каçарма урам урлă пурăнакан Тарье аппа çавăтса каятчĕ. Пĕр литр кĕрекен кĕленче савăтпа — сĕт, чăмăрла пĕçернĕ çĕр улми илсе каçатчĕ Наçтаç патне вăл кунсерен. Ял халăхĕ те юмăçа çăкăрсăр тăратман. Лавккана пыракансем канихвет, пĕремĕк, тăвар, çăкăр, тăпăрчă, кушакĕ валли вĕт пулă пара-пара хăваратчĕç. Ача-пăча çывăха пыман — хăранă, пыракан-каякана аякран пăхса тăнă.
Çемьере инкек-мĕн пулсан, хĕне кайсан е ачи-пăчин шăпине пĕлес текенсем тӳрех ун патне каятчĕç. Хăйсемпе пĕрле кĕпе-тумтир, апат-çимĕç илетчĕç. "Суккăр Наçтаçа парне кӳтĕм-ха", — тетчĕç хĕрарăмсем. Ăнланмалла ĕнтĕ, парнисене ахальтен паман. Вăл вĕрни-сурни, вăл хушнă пек туни чăнласах та пулăшнине, тĕрĕсе тухнине калатчĕç. Тухнă та!
Суккăр юмăç каланă пекех сулахай урине тăватă çулта хуçнă Леонтий. Çӳллĕ сак çинчен йăмăкне йăтса антарма пикеннĕ те — тӳнсе кайнă, килтисен сехрине хăпартса йĕме тытăннă. Темле йăпатсан та чарăнман. Çунашка çине лартса ялти фельдшер пунктне илсе каяççĕ вара ăна. Тĕреклĕ хул-çурăмлă хвершăл ачан урине унтан-кунтан тыткаласа пăхнă та: "Нимĕн те ан пăшăрханăр, ачăрăн ури хуçăлман, мăкăлтаннă çеç, иртсе каять", — тенĕ. Ăшă çăм тутăрпа çыхсан та, спирт хутăшĕпе компресс тусан та Леонтие лăш пулман — вăл çĕрĕпех йĕнĕ. Канăçне çухатнă амăшĕ кантăксенчен кăвак çутă палăрсанах ял вĕçĕнче пурăнакан Райăна, сикнĕ ура сыпписемпе алă пӳрнисене супăнь сĕрсех вырăнне лартма маçтăрланса çитнĕ хĕрарăма, чĕнсе килнĕ. "Ну, хвершăл та-çке пирĕн. Мĕнле пуçпа вăл "мăкăлтаннă çеç" тесе каланă? Лиза кин, эх, Лиза кин, Леонтие урасăр хăваратăр вĕт! Ак çак тĕлте, — пакăлчакран çӳлерех вырăна асăрханса тытнă хĕрарăм. — Ура пат! хуçăлнă. Шăмă чĕрмекленни пĕрре те туйăнмасть. Питĕ япăх ку, питĕ йывăрпа сыпăнать ун пек чух. Халех район пульницине илсе кайăр, унсăрăн кая юлатăр. Вăхăта ахаль те нумай çухатнă эсир. Лашапа çула тухăр — çулсене кĕрт хӳсе кайнă, машинпа тухаймастăр", — тенĕ вăл Леонтий амăшĕнчен те кая мар хыпăнса. Çапла тунă та — инçех мар вырнаçнă район центрĕнчи пульницана хăвăрт çитнĕ...
Çав тери вăрах сыпăннă Леонтин ури. Амăшĕ мĕн сиплев вĕçленичченех ывăлĕнчен уйрăлман. Тăваттăри ачана мĕнле ĕнтĕ амăшĕн ăшшисĕр, хӳттисĕр хăварăн?
Синкерпе вĕçленме пултарнă çак пулăм Леонтий пуçĕнче çырăнса юлман. Ăна вăл амăшĕ каласа панă тăрăх çеç пĕлет. Ура хуçнă хыççăн икĕ хутчен чирлени вара — пленка çинчи пек, вĕсене ниепле те асĕнчен кăларса пăрахаймасть Леонтий Андреевич.
Пин те тăхăрçĕр çитмĕл çиччĕмĕш çулччĕ ун чух. Леонтий тăххăрмĕш класра вĕренет. Тантăшĕсемпе пĕрле виçĕ çухрăмри Çăпатакасси вăтам шкулне çӳрет.
Ялĕ ку пĕчĕкскер. Çĕр кил те çук-тăр. Çавна пулах классенче вĕренекен ачисем те пăт-пат çеç. Шутласа кăларма алă пӳрнисем те çитеççĕ. Апла пулин те хăйсен патĕнче вунă класс вĕренмелли шкул уçтарма май килтернĕ вĕсем.
Тĕрĕссипе, çăпата тăвассипе историе кĕрсе юлнă халăхăн тӳпи кунта пит пулман. Пĕтĕм ĕçе Самсонова Сарра майлаштарнă теççĕ. Пĕлекенсем каланă тăрăх, качча кайман Сарра Ивановна карçинкка çыхмалли хăва пекех яштака пулнă. Бригадирта ĕçленĕ. Йăкăр-йăкăр уттине, кепе-блузкăна çеç мар, пальтона та карăнтарса тăракан тăн-тăн кăкăрĕсене ытараймасăр ун тавра вун-вун арçын хĕвĕшнĕ. Сармантейĕн сарă чăххи пек сарă хĕрарăма партин районти лидерĕсем те асăрханă. Çакăнтан пĕрре те тĕлĕнме кирлĕ мар. Коммунистсен ертӳçисем районти чирперуксене пурне те тенĕ пекех пĕлсе тăнă. "Каçхи куммушкăсен" йышне ӳстерме вĕсене пĕр-пĕр ырă мар ĕç туса çакланнă колхоз председателĕсем те пулăшнă теççĕ. Тĕрлĕ меслет тупса паллаштарнă хĕрарăм хĕрлĕ командирсен кăмăлне ларсан кăлхус хуçи лăштах сывласа янă пулать.
Саррăна ун пек шăпа тивмен, КПСС Атăлкас райкомĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ Анатолий Шилов ăна районти бригадирсен канашлăвĕнче куçланă. Уй-хир бригадирĕсем парторгсем çырса панă хутсене вуласа пĕтернĕ хыççăн Самсоновăна вăл хăйĕн кабинетне чĕнсе кĕртнĕ. Саррăн пурнăçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ, чей ĕçнĕ. Бригадирăн малалла вĕренес кăмăлĕ пуррине пĕлсен япшар чĕлхеллĕ Шилов çав самантрах Вăрнарти совхоз-техникума шăнкăравланă. "Анатолий Петрович, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать. Кăçалах килтĕр. Агрономсен уйрăмĕнче заочно вĕренес текен йышлах мар, пĕр вырăна иккĕн-виççĕн çеç. Кĕртетпĕр", — тени трубкăн тепĕр вĕçĕнчен уççăнах илтĕнсен бригадирпа заведующи сĕтел хушшине тепĕр хут ларнă, "студент пулса тăнине" халех паллă тума тытăннă — шкапран çуталса тухнă шурă эрехе чанкки туса ĕçнĕ. Çамрăк хĕрарăмпа çамрăк арçыннăн кĕлеткисем тăрăх тепĕр авăкранах ăшă хумсем чупса кайнă. Çакă мĕнпе вĕçленме пултарасса Сарра ăнланнă, анчах та хăйне вĕренме кĕме пулăшма шантарнă çынна пĕччен тăратса хăварма васкаман. Çав вăхăтрах нумай пĕлекен, шӳтлеме ăста пуçлăха килĕштерме чĕнекен пĕрремĕш хĕлĕхсем те чунĕнче сас пама тытăннă. Шилов та тĕлĕрмен, илĕртӳллĕ кĕлетке çумне таччăнрах та таччăнрах тĕршĕннĕ. Тутасем пĕр-пĕрин патне туртăннă самантра парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕпе тӳррĕн калаçмалли телефон шăнкăртатса кайнă. Район пуçлăхне пĕр турткаланмасăр итлеме хăнăхнă Шилов хальхинче те хăй урлă каçайман — тăнă, трубкăна çĕкленĕ. "Анатолий Петрович, ман пата кĕрĕр-ха, сирĕнпе татса памалли ыйту пур", — тенĕ пĕрремĕш секретарь. "Халех-и? Эпĕ çынпа-ха", — теме хăю çитернĕ Шилов. "Пĕлетĕп. Иксĕр те кĕрĕр", — сăмахне вĕçлесе трубкăна хунă секретарь. "Пирĕн район пуçлăхĕн куçĕнчен никам та, нимĕн те пытарăнса юлаймасть. Вăл парти деятелĕ çеç мар, чăн-чăн чекист та" тенĕччĕ пĕр ĕçтешĕм. Чăнласах та çапла ĕнтĕ, тенĕ пăшăрхануллăн Шилов. — Атя, каяр, нумай кĕттерер мар. Эсĕ ман пата кĕнине пĕлет вăл. Каçар, Сарра Ивановна, чунсене уçса пĕтереймерĕмĕр. Апла пулин те тĕвĕленме тытăннă туслăх арканса каймастех пулĕ тетĕп. Çапла вĕт?" "Ку ĕнтĕ манран çеç мар, сирĕнтен те килет. Кам эпĕ? Бригадир, ахаль бригадир. Ман пекки районта вун-вун..." "Э-э, ун пек ан калăр. Эсир чи лайăх бригадирсенчен пĕри. Техникумран вĕренсе тухсан çунатăрсене тата та саратăр ак. Колхоз председателĕн должноçĕ те пĕчĕк пулĕ сирĕншĕн", — çапла каласа хĕрарăма ăшшăн çупăрланă Шилов. Унтан Сарра сисмелле мар паçăр питĕрнĕ алăка шăнкăлт уçнă та пĕрремĕш секретарь патне иккĕмĕш хута хăпарнă. "Анатолий Петрович, бригадирсен республикăри канашлăвне кайма эсир каллех "Броневик" хуçалăхран суйласа илнĕ. Анна Сидоровнăран Сарра Ивановна мĕнрен кая? Кăтартăвĕсем те унăннинчен япăх мар", — тенĕ район пуçлăхĕ чĕннĕ "хăнасене" сĕтел хушшине ларма сĕнсенех. "Хăвăр çапларах каланăччĕ уйăх каярах. Хуçалăх председателĕпе те канашланă тенĕччĕ, Кандидатурăна улăштарсан Александр Витальевич кӳренмĕ-и? Çапах та ахаль председатель мар, бюро членĕ", — калаçу ăçталла сулăннине тĕшмĕртнĕ ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ. "Бюро членĕ тесе çĕнĕлĕхсене пĕлме пĕр вĕçĕмех унăн специалисчĕсене ямалла мар ĕнтĕ. Анна Сидоровна кун пек канашлу-конференцисенче пĕрре çеç мар пулнă. Вĕсенче мĕн илмеллине илсе пĕтерчĕ-тĕр ĕнтĕ. Малалла çамрăксене, Сарра Ивановна пек маттурсене çĕклемелле, çул памалла. Çакна малашнехи ĕçре шута илме ыйтатăп, Анатолий Петрович. Халĕ кайма пултаратăр. Çыру-заявкăна, Самсоновăннипе улăштарса, çĕнĕрен пичетлеттерĕр те ыранах Ял хуçалăх министерствине ярса парăр... Сарра Ивановна, эсир юлăр. Сирĕн çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет. Çапах та çĕнĕ горизонтсем, эсир халиччен пĕлмен çĕнĕ уçлăхсем кĕтеççĕ сире. Вĕсене пĕрле уçăпăр. Пирĕн, ертӳçĕ-коммунистсен тивĕçĕ вăл сатур çынсен пултараслăхне витĕр курса тăрасси, малалла ăнтăлма çунат парасси", — бригадирăн тĕпсĕр куçĕнче пĕв яраслăн аллисене çĕкле-çĕкле, блузка тӳмисене тăпăлтарса кăларасла карăнтарнă чăнкă кăкăрсем çине йăлттин пăхса ырхаçлăн калаçнă пĕрремĕш секретарь.
Сăмахне çилпе вĕçтермен район ертӳçи "çĕнĕ горизонтсем" Сарра Ивановна валли янкăрах уçăлса кайнă. Компарти, комсомол, профсоюз организацийĕсем йĕркелекен семинарсенчен, конференцисенчен, пленумсенчен, съездсенчен Самсоновăна пĕрре те хăварман. Тĕрлĕ преми, хисеплĕ ятсемпе хисеп хучăсем, Хура тинĕс хĕрринчи курортсвнче канмалли путевкăсем те йăтăнса аннă Сарра Ивановнăн пуçĕ çине. Паллах, пĕччен канман вăл. Ун çумĕнче яланах номенклатура çыннисем хĕртĕннĕ, Сарра Ивановнăн ытарса çитермелле мар çимĕçĕсемпе рехетленнĕ. Кирек мĕнле мероприяти те çын куçĕ курман вырăнсенче тăсăлнă. Ял халăхĕ уй-хирте çич хут тар тухиччен пилĕк авнă хушăра бригадирăн селĕм пилĕкне мунча-саунăсенче авнă.
Самсонова техникум, институт дипломĕсене кĕске вăхăтрах илнĕ, район, унтан республикăн Аслă Канашĕн депутачĕ пулса тăнă. Вупшем, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ те, Шилов та, тĕп хулари чиновниксем те сарă чечек пек Саррăна вăйлă çĕкленĕ, çав вăхăтрах кĕпин аркине те çĕклесех тăнă. Хĕрарăм хирĕçлĕмен; мĕншĕн тесен илĕртӳллĕ те пылак пурнăç, чап, хисеп ура хушшинчи çырларан килнине питĕ лайăх ăнланнă. Хура çăварлă çынсем сăмах-юмах сарнă çеç унăн кăмăлне ларман. Хавха вара таврана сарăлнă та сарăлнă. Уйрăмах ялĕнчи, Çăпатакассинчи, хĕрарăмсем тем те пĕр пакăлтатнă. Хăшĕ-пĕри куçранах лаплаттарнă. Хăратса çырнă çырусем те килнĕ. Бригадирăн хапхи çине пысăк сас паллисемпе "Ĕçӳпе мар, кутупа чап çĕнсе илтĕн" тесе çырса хунă.
Тарăхăвне, чунĕнчи ыратăвне пусарас тесе Самсонова эрехпе те шăварăнса пăхнă, анчах усса пыман. Пачах тепĕр май — усал сунакансем йышлăланнă. Ялтан тухса кайма та шухăшланă вăл. Çавах та ватă амăшне пĕччен пăрахса хăварма хăю çитереймен. Канăçне çухатнă Сарра Ивановна вара Леонтисен ялне, Суккăр Наçтаç патне килнĕ теççĕ. "Хăвăн вилĕмӳпе вилместĕн. Ятна-шывна япăхпа асăнса ан пурăнччăр тесен ял çыннисем валли ырă ĕç туса хăвар. Вăл килес ăрусемшĕн те кирлĕ пултăр... Тарăн куçусен тĕпсĕрлĕхĕнче сана сума суса пурăннине куратăп", — тенĕ пулать ăна юмăç. Тĕрĕссипе каласан, Сарра Ивановна Çăпатакассисемшĕн ырă ĕçсем туман мар-ха ĕнтĕ. Калăпăр, вăл ертсе пыракан бригада социализмла ăмăртура темиçе хутчен те çĕнтернĕ, куçса çӳрекен Хĕрлĕ ялава тивĕçнĕ. Мĕн çав, савăнăç кӳмен ку ялав, Самсоновăна хисеплессине те ӳстермен. Сăлтавне каласа тăмăпăр, ăна пурте пĕлнĕ. Çапах та нумай-нумай çуллăха хăйĕн ятне ырăпа асăнса пурăнмалли, ялти кашни çемьене пырса тивмелли ĕç шутласа кăларнах вăл — райкомри, обкомри юлташĕсем пулăшнипе Çăпатакассинче вăтам шкул уçтарнă. Икĕ хутлă çĕнĕ шкул çуртне Самсонова депутат çине тăнипе тунă. Çапла вара ку таврашри вун пилĕк ялти яшпа хĕр тăххăрмĕшпе вуннăмĕш классенче ăс пухма Çăпатакассине çӳреме тытăннă. Кӳршĕри пысăк ялсене шăнман пăр çине лартса хăварнипе танах пулнă ку. Сарра Ивановна пĕр самантрах Çăпатакассин чăн-чăн патриочĕ пулса тăнă. Вăл асса-тĕссе пурăннă çулсене урăхран никам та аса илмен.
Сарра нумай пурăнайман. Вăтам шкул ĕçлеме тытăннă çулах хĕне кайса вилнĕ. Çынсем тĕп пульницари тухтăрсен пĕтĕмлетĕвне мар, "бригадира наркăмăш парса чирлеттернĕ" текен сас-хурана ытларах ĕненнĕ. "Сарра Ивановнăна кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа йĕркеленĕ банкетра КПСС райкомĕн ял хуçалăх пăйĕн заведующийĕн Анатолий Шиловăн мăшăрĕ наркăмăш янă хĕрлĕ эрех ĕçтернĕ" текен сăмах та çӳренĕ халăхра. Уççи-хуппи тупăнман, райкомрисем те ăна тĕпчеттересшĕн çунман.
ВДНХри выставкăра кĕмĕл медале тивĕçнĕ бригадира, районти Хĕрарăмсен канашĕн председательне, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутатне, Чăваш АССРĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне тата нумай-нумай наградăна тивĕçнĕ Сарра Ивановна Самсонова коммунисткăна юлашки çула ăсатма пĕтĕм Çăпатакасси тухнă. Районтан, тĕп хуларан çеç никамах та пулман. Йĕксĕксем ĕнтĕ, хăравçăсем. Урăхла мĕнле калайăн. Ленин вара пĕрре те шикленмен. Кисловодскра каннă вăхăтра вилнĕ еркĕнне, Инесса Арманда, Мускаври Хĕрлĕ площадьре пытарма ирĕк панă çеç мар, унăн тупăкĕ хыççăн куççуль кăларсах утнă, вил тăприйĕ çине чаплă чечек кăшăлĕ хунă. Сăмах май, Инесса Арманд та хăйĕн вилĕмĕпе вилмен теççĕ. Уçăмлатман ку синкерте те историксемпе тĕпчевçĕсем хĕрарăм факторне чи мала кăлараççĕ...
Çăпатакассисем Самсонова Сарра çинчен кĕнеке çырма хатĕрленнине шута илсе, ун пирки текех чарăнса тăмăпăр. Çакна çеç аса илтерем: вăл тутарнă шкула Леонтипе тантăшĕсем кунсерен танккаççĕ, Ура айĕнче юпа уйăхĕн тачка пылчăкĕ лăчăртатать, çан-çурăма шăнтса ямалла йĕпе юр тăкăнать, йĕпхӳ вĕтĕртетет.
Кĕлетки йывăрланнине, вăйĕ чакса пынине, тарăннăн сывланă чухне пӳре тĕлĕнче чике-чике кайнине колхозăн пайласа панă кăшманне йĕпе-сапаллă çанталăкра кăларнă çул çинчен иртсе буртсене хума тиесе ăсатнă кунсенчех туйнăччĕ Леонтий. Ара, пĕшкĕнсе ĕçленĕ чух пилĕкĕ çап-çараланатчĕ. Çакна çеç шыраса çӳрекен чир вара çулăхмасăр иртмен — тымарне янă. Апат анмасть, пĕр стакан чей ĕçнипех кун кунлать пулсан та Леонтий шкула çӳреме пăрахмарĕ, вăй-халĕ хухса пыни вăхăтлăха кăна тесе шухăшларĕ. Эрне иртнĕ хыççăн Леонтий тĕп сакайĕнчи çĕр улми калчи пек шурса кайнине килĕнче асăрхарĕç.
— Леонтий, пульницана кайса кил-ха, кайса кил. Веç шурса кайрăн вĕт, пит-куçунта сăну юлмарĕ. Эмел çырса парĕç. Тен, укол та тумалла тейĕç, — терĕ хистевлĕн амăшĕ.
— Юрĕ, анне, юрĕ, — хирĕçлемерĕ Леонтий. — Ыран кайса килĕп, — терĕ.
Чирĕ пусахласах пынипе клуба-мĕне кĕçĕр тухса çӳрес темерĕ каччă. Каçхи апат пекки тукаларĕ те — кравачĕ çине тӳнчĕ. Тӳнчĕ те урăх тăраймарĕ: ир енне ăна колхоз автобусĕпе район пульницине илсе кайрĕç.
Кун хыççăн кун иртет. Кăнтăрла та, çĕрле те укол тăваççĕ: талăкра сакăр хутчен. Каччăн купарчи йĕнерчĕк кĕççи евĕр хытса ларчĕ: шприц йĕппи те хăйăлтатса кĕрет. Çапла йĕплеме тытăннăранпа уйăх çитрĕ, анчах та самайланнине вуçех те туймарĕ-ха Леонтий. Пачах тепĕр май — начарланнăçемĕн начарланса пырать.
— Фашистсен концлагерĕнчи çынсем те ман пек ырхан пулман пулĕ. Кĕлеткемре шăмăпа тире çеç туятăп. Ытти юхса тухнă тейĕн... Пурăнас кунăмсем те шутлă çеç юлнă-тăр, — терĕ шала кайнă сасăпа Леонтий, черетлĕ укол тума кĕнĕ сестрана куçран тинкерсе.
— Çамрăк пуçпа çапла сăмахлани килĕшӳллĕ мар. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ сирĕн, пĕтĕмпех ырри çинчен шухăшлăр, — хавхалантарчĕ хĕр-сестра.
Кăнтăрла тĕлнелле Леонтие процедурăсен пӳлĕмне чĕнтерчĕç. Пӳре тĕлĕнче пӳр пуçтарăннă пуль тесе вăрăм йĕппе чиксе тĕрĕслерĕç. Çук, нимĕн те тухмарĕ. "Уйăх иртрĕ ĕнтĕ, кусем мана мĕнрен сиплемеллине те пĕлсе çитеймерĕç пулмалла", — йывăррăн сывласа шухăшларĕ Михайлов. Вара чăтаймарĕ, хăйне сиплекен тухтăра пат! татса каларĕ:
— Фаина Поликарповна, Шупашкар больницине илсе кайăр-ха, тархасшăн. Унтисем, тен, май килтерĕç мана сыватма... Самайланасса кĕте-кĕте чăтăм пĕтрĕ, ура çине тăрас шанчăк та сӳнчĕ...
— Тĕрĕс мар калаçатăр, Михайлов. Шанчăка нихăçан та çухатмалла мар. Кун пек шухăшсемпе аташса выртсан хăвăра çеç йывăрлататăр. Ыран Шупашкартан паллă тухтăр килет. Вăл пăхнă хыççăн курăнĕ вара сире Шупашкара илсе каймаллипе каймалла марри, — республика пульницин врачĕ килни пĕрре те савăк кӳмен пек каласа хучĕ Фаина Крысина. Çакна хăй те сисрĕ-ши — куçне ăшăлăх паллисем кăларкаларĕ, тутине услам çу сĕркелерĕ. Анчах та вĕсем каччăн чунне ăшăтаймарĕç, лăпкăлăх кӳреймерĕç.
Вăтам пӳллĕ, вичкĕн куçлă, çăра сухалне кĕске те тикĕс кастарнă республика пульницин тухтăрĕ Атăлкас районĕн тĕп пульницине вунпĕр тĕлнелле çитрĕ. Тепĕр сехетренех вара Леонтие процедурăсен пӳлĕмне илсе кайрĕç, пĕтĕм тумтирне хывса простынь сарнă кушетка çине выртма хушрĕç. Каччă ырханланса çитнĕ çара кĕлеткине кушетка çине тăсса хучĕ. Врачсем те нумай кĕттермерĕç — пӳлĕме шурă халат тăхăннă виçĕ арçынпа тăватă хĕрарăм кĕчĕç. "Консилиумра" арçынсем çеç пуласса кĕтнĕ Леонтий аванмарланса кайрĕ. Хырăмĕ çине çаврăнса выртас патнех çитрĕ. Шĕкĕр Турра, сухаллă тухтăр вăхăтра çăлчĕ, мĕн канăçсăрлантарни пирки ыйта-ыйта пĕлме тытăнчĕ. Кăкăрăн, хырăмăн, çурăмăн кашни тăваткал сантиметрне тенĕ пекех аллисемпе пуса-пуса, урасене хуçлаттара-хуçлаттара тĕпчерĕ, мĕнле сывланине итлерĕ. Çур сехет ытла çапла хуçкалантарнă хыççăн тухтăр тӳрленсе тăчĕ, каччă çине пăхса йăл-л! кулчĕ. "Маттур. Çамрăк организм çĕнтернĕ... Палатăна таврăнма пултаратăн", — терĕ. Вара пурте терапи уйрăмĕн заведующийĕн кабинетне кайрĕç. Леонтий те вăшăл-вашăл тумланчĕ, кăритура тухрĕ. Заведующи пӳлĕмĕн тачă хупăнман алăкĕнчен Шупашкар тухтăрĕн сасси уçăмлăнах илтĕнет: "Мĕне кĕтсе пурăннă, хулана мĕншĕн илсе пымарăр?!" Лешсем чĕнмеççĕ пулмалла — шăп. "Латнă çамрăк та, организмĕ вăйлă та — чире çĕнтернĕ. Ват çын пулнă тăк вĕлерсе пăрахаттăрччĕ вĕт!" тенине илтсен каччă палатăна тăврăнчĕ.
Сухаллă врач кайнă хыççăн урăхла эмелсем пачĕç. Урăхла эмелсемпе хатĕрленĕ шĕвексемпе уколсем турĕç. Самайланчĕ çапла, çывалчĕ Леонтий.
Тепĕр çирĕм çултан, пин те тăхăр çĕр тăхăр вун çиччĕмĕш çулта, чирлесен "хвершăлсем" тата та вирлĕрех шар кăтартрĕç Михайлова.
Ун чухне вăл Шупашкарта пурăнатчĕ ĕнтĕ, литература журналĕнче ĕçлетчĕ. Хулана куçса кайнă чух амăшĕ ăна Суккăр Наçтаç вăтăр çул каялла мĕн каланисене тĕпĕ-йĕрĕпе уçса пачĕ. Çавна май асăрханарах, упрануллăрах пурăнмаллине аса илтерчĕ. Леонтий çапла турĕ те — амăшĕ пилленине çирĕп тытса пычĕ. Анчах та, тĕлĕнмелле те, тăххăрмĕш класра чухне чирленĕ хыççăн тепĕр çирĕм çултан, юмăç каланă пекех, Леонтий каллех пульницана лекрĕ. Хальхинче ăна сăмса ăшĕ шыçни, — вырăсла ăна "гайморит" теççĕ-ха, — кĕтмен çĕртен тӳплеттерчĕ. Леонтий участок пульницинче пуçне рентген пайăркисемпе ӳкерттерчĕ. Сăмсан икĕ енче те, тата çамкара, куç харшинчен кăшт çӳлерех, пӳр пуррине курсан журналиста пульницара выртсах çипленме направлени пачĕç.
Çав кун та, тепĕр кун та вырнаçма май килмерĕ — Леонтие сиплемелли уйрăмăн врачĕ отгул илнĕ-мĕн. Куçĕ, çамки чăтмалла мар ыратаççĕ пулин те хваттерне таврăна-таврăна выртма хевте çитерчĕ Михайлов. Виççĕмĕш кунне ăнчĕ: юнкун йышăнчĕç, юнкунах Леонтин сăмсине шал енчен шăтарчĕç, мăнă шприца тултарнă ятарлă шĕвекпе пӳре çуса кăларчĕç. "Çамкуна ыран шăтаратпăр", — терĕç.
Çитрĕ çав самант. Шурă çи-пуç тăхăнтартса Леонтие операци сĕтелĕ çине хучĕç. Ыратни ан туйăнтăр тесе укол турĕç. Тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăм арçыннăн пуçĕ тĕлĕнче ӳпĕнчĕ, алăпа çавăрса шăтармалли коловоротпа çамкана пăралама тытăнчĕ. Ай, патька! Михайловăн пуç купташки тăн-тăн-тăн туса тăрать. Мĕнпе танлаштарма пулать-ши ăна? Пушă цистернăна тул енчен кӳсекпе тӳнклеттерсен шалта ларакан çыннăн пуçĕ анкă-минкĕленет çеç мар, вăл ăнран тухма пултарать тенине вуланăччĕ нумай пулмасть Леонтий. Çавăнпа танлаштарма пулатех-тĕр ку кисренĕве. Тачка хул-çурăмлă врач çаплах кăтăртаттарать. Хăй чăм шыва ӳкнĕ. Леонтий те лачкам. Хĕрарăм халь-халь тĕшĕрĕлсе анасла пĕтĕм кӳлепипе ӳпĕннĕрен арçынна шиклĕх туйăмĕсем çавăрса илчĕç.
— Эсир питех те правур пăраланине пăхса выртма питĕ йывăр. Кĕçех ĕнсерен шăтарса тухаслăн курăнатăр, — терĕ.
— А, эсĕ, çамрăк çыннăм, пăхса ан вырт. Куçна хуп та — лăплан, ан пăшăрхан. Эпир хамăрăн ĕçе лайăх пĕлетпĕр. Сахал мар шăтарма тивет сирĕн пеккисене. Тулькăш, мĕн-ха, çав тери япăх пăраланать. Те пăри мăкалса çитнĕ?.. Çĕннипе улăштарар-ха, — терĕ çакскер тӳрленсе тăрса, сывлăш çавăрса ярса.
Улăштарчĕç! Каллех кăтăр-кăтăр, тăн-тăн-тăн... Пулчĕ пулмалла: тăма хушрĕç. Шăтарнă тĕлтен велосипед урапин ниппĕлĕнчен кăшт çеç хулăнрах ятарлă хатĕр чикрĕç, Эх, ма! Ун витĕр нимĕн те тухмасть. Коловорота ал арманĕ пек халтăртаттарнă нăкă врач та, сестрасем те аптраса кайрĕç, куçĕсем орбитăран тухрĕç. Тухĕ-ĕ! Ара, ним çукран нимĕр пĕçерниех — çамкана ахалех шăтарнă пекех пулса тухрĕ-çке-ха. Леонтие çавăнтах рентген пӳлĕмне илсе кайрĕç, пуçне апла та капла хурса ӳкерттерчĕç. Чăн та( çамка тап-таса. Унти пӳр сăмсана шăтарнă хыççăн юхса аннă ĕнтĕ.
— Эх, операци хыççăн мар, операци умĕн ӳкерттермеллеччĕ, тепĕр хут тĕрĕслемеллеччĕ, — терĕ сестрасенчен пĕри, Леонтий çине хĕрхенӳллĕн пăхса.
"Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен" Мышкина куçне сиввĕн ялтăрттарса илчĕ те, сестра шăпăртах пулчĕ, хĕрсен хыçне кĕрсе çухалчĕ. Çак самантра мĕн тусан мĕн аванрах пулнине Леонтий ниепле те пуç çавăрса илеймерĕ. Аптриш ĕнтĕ ку хвершăлсемпе.
— Михайлов юлташ, каçарăр, — теме çапах та мехел çитерчĕ врач. Леонтий çураçнăн, каçарнăн пуçне сĕлтрĕ, йывăр кăмăл-туйăмпа пӳлĕмрен тухрĕ.
Шурă халатлă çынсемпе çыхăннă ĕç-пуçа аса илсе утса, çула кĕскетсе, Леонтий Андреевич хула пульницине тинех çитрĕ. Кантăклă алăкран кĕрсе иккĕмĕш хута хăпарчĕ. Шĕкĕр Турра, терапевт патне кĕрес текен çынсем кăритурта нумайăнах пулмарĕç — Павĕл Сидорович Быков Михайлова наччас йышăнчĕ.
— Э-э, тусăм, эсĕ хавшасах çитнĕ-çке, — терĕ вăл Леонтий Андреевич йывăррăн сывланине, типĕ ӳслĕкĕ пĕр вĕçĕм килсе тăнине курсан. — Паянах выртмалла сан, паянах пульмонологи уйрăмне кайма çырса паратăп. Чирӳ шала кайнă, кăкăрна аннă. Бронхитпа çăмăлттай пулмалла мар, Леонтий Андреевич. Сывлăш çулĕсем пӳлĕннипе çынсем тăтăшах хĕн кураççĕ... Сигаретна халĕ те туртма пăрахмарăн-и-ха?
— Виçĕм кунранпа çăвара хыпман.
— Маларах пăрахмалла пулнă. Бронхита пуçарса ярассипе пĕрремĕш вырăнта вăл тăрать. Ӳпке ракне те вăлах тĕвĕлет. Юрĕ, халĕ мĕн калаçни, халĕ сипленес пулать. Акă направлени, — Леонтий Андреевича пысăках мар хут листи тыттарчĕ Павел Сидорович. — Ырана ан хăвар, паянах вырнаç.
Михайлов хăйĕнчен пилĕк-ултă çул аслă Павел Сидоровича, республикăра ят çĕнсе илнĕ врача, итлерĕ, вăл хушнă пекех турĕ: пульмонологи уйрăмне тепĕр пилĕк минутранах çитрĕ.
Пĕрремĕш пост валли уйăрнă холл самаях пысăк. Унта тĕсне çухатнă диван, «Тороизонт» телевизор, хăмаран çапса хатĕрленĕ каткара ӳсекен фикус, эмелсем тытмалли питĕрĕнекен икĕ шкап, пысăках мар сĕтел вырнаçтарнă. Стенасем — çара. Пĕр тĕлте çеç патнусран кăшт пысăкрах тĕкĕр курăнать. Холăн икĕ еннелле те кăритур тăсăлать, унăн икĕ енĕпе те палатăсен, служба пӳлĕмĕсен алăкĕсем касăла-касăла кĕрсе ларнă. Урай — линолеумран. Вăл кивелсех çитнĕ. Икĕ-виçĕ çĕрте йăрăмăн-йăрăмăн касса илсе çĕнĕреххипе те сапланă.
Сĕтел хушшинче ларакан дежурнăй сестра хура-шурă кăтартакан "ещĕке" куçĕпе тăрланă та — çын кĕрсе тăнине те сисмерĕ. Телекăларăм сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем çинчен иккен. Çавăнпа хăй ăçтине "маннă" шурă халатлă чипер хĕр.
"Пирĕн республикăри больницăсем çĕнĕрен те çĕнĕ, хăватлă оборудованипе пуянланаççĕ. Юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, медицина тытăмне çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем курăмлă кăтартусем кӳчĕç. Кардиохирургире, травматологире, нейрохирургире, онкологире çĕнĕ йышши технологисем аталанчĕç. Пирĕн больницăсемпе, вĕсенчи ĕç опычĕпе паллашма Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килеççĕ, мĕн курнине пысăк хак параççĕ", — тет пуçĕ тăррине курак йăвинчен те пысăкрах çӳç тĕрки купаласа хунă çӳллĕ хĕрарăм.
Леонтий Андреевич телевизор пăхакан сестрана чăрмантарасшăн марччĕ, анчах ӳслĕкĕ килсе çатăрларĕ те — чыхăнса кайрĕ. Хĕр йăкăлт! сикрĕ.
— Кунталла иртĕр. Çакăнта ларăр, — терĕ сĕтел çумĕнчи пушă пӳкăн еннелле аллипе сĕлтсе.
— Тавах, — терĕ Михайлов пӳлĕннĕ кăкăрне уçса ярсан. Унтан сĕннĕ çĕре ларчĕ. Кĕсйинчи направление сестра умне кăларса хучĕ.
— Паянах вырнаçасчĕ. Пĕр канăç та çук, çĕр çывăраймиех пултăм, — хушса хучĕ Леонтий Андреевич.
— Куратăп-ха, вăйлах пусахласа çитернĕ сире бронхит... Хăш палатăна ямалла-ши, хăш палатăна?.. — пациент кăрточкине Михайловăн хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, миçе çултине, ăçта ĕçленине, мĕнле адреспа пурăннине çырса пĕтерсен хăйĕнчен хăй ыйтса калаçрĕ вăтăр-вăтăр пиллĕксенчи сестра.
— Çын сахалрах палатăна ярсан аванччĕ. Шавлă çĕрте пуç шавлать, — терĕ Леонтий çамрăк хĕрарăм еннелле ăшă хумсем вĕçтерсе.
— Пĕр çын выртмалли палата паян пушанать пулĕ тенĕччĕ, анчах министр васкамасть-ха. Икĕ эрне те иртрĕ ĕнтĕ...
— Министрсен шайĕнчехли кирлĕ мар, çулталăк укçи те çитмĕ унти аппартаментсемшĕн тӳлеме. Пире, хура çынсене, капли те юрĕ, — хăйне чиновниксен картине кĕртмелле маррине картса хума ыйтнăн каларĕ Михайлов.
— Аплах ан мĕскĕнленĕр, Леонтий Андреевич. Хăвăр та администрацирех ĕçлетĕр, — хулан тĕп экологĕ çине кăмăллăн пăхрĕ хĕрарăм. — Пуçлăхсемпе кайса канашлам-ха. Вĕсем тата мĕн калĕç.
Сестра тăчĕ. Ăна курса диван кĕтессинче ларакан хĕр пĕрчи те çĕкленчĕ. "Эсĕ ан çӳре, лар кутна хĕссе", — тесен те каялла лармарĕ, кăтра çӳçне вĕлкĕштерсе ун хыççăнах вĕтĕртетрĕ. "Амăшĕнчен юлас темерĕ ĕнтĕ", — шухăшласа илчĕ Михайлов.
— Больницăна детсад туса ячĕç, ăçта пăхан — унта ача чупать. Ним йĕрки-курки çук, — хăй тĕллĕн калаçнăн Михайлов умĕнчен тулхăрса иртрĕ тĕрлĕ хатĕрсем тытнă тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăм.
Çак сасса илтсен тĕп экологăн пуç мимийĕнчи темиçе клетка йăшăл-л! турĕ. "Нивушлĕ çав тухтăр?" — тесе Леонтий Андреевич куçне телевизор экранĕнчен илчĕ. Хĕрарăма куç хӳрипе кăна курса юлчĕ пулин те тĕшмĕртни чăна тухрĕ: чӳрече кантăкĕсем те чĕтренмелле талтлаттарса утса иртнĕ шурă халатлă çын — Леонтий Михайловăн çамкине коловоротпа шăтарнă Мышкина. "Тĕнче ытла та хĕсĕк-çке", — теме çеç пултарчĕ тĕп эколог.
Кĕçех сестрапа хĕрĕ те çитрĕç. "Роза, диван çине кайса лар та эп хушмасăр ан тăр. Ура айĕнче çуресе çынсене кансĕрлетĕн, мана сăмахлă тăватăн", — терĕ сассине кăшт хăпартса амăшĕ. Лешĕ çăвар уçмарĕ. Тутине çăт тытса хушнă çĕре ларчĕ, мăшăр куçĕ экрана тинкерчĕ. Унта паçăрхи передача вĕçленменччĕ-ха. Çӳллĕ хĕрарăм çаплах калаçать. "Пирĕн тăрăхра ача амăшĕ вилнĕ пĕр тĕслĕх те пулман, пепкесен тата перинаталь вилĕмĕн кăтартăвĕсем — Раççейре чи пĕчĕккисен шутĕнче. Ĕçлекен çынсен хушма диспансеризацийĕ енĕпе те эпир çĕршывра малтисен йышĕнче пыратпăр. Чирсен тăватă класĕпе пирвайхи сыпăкра ирттерекен сиплев мероприятийĕсем юлашки виçĕ çул хушшинче чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула инвалида тухассине вун тăхăр процент чухлĕ чакарчĕç, гипертони чирĕсенчвн вун тăватă процент ытла, сывлав органĕсен чирĕсенчен — икĕ хут. Çакнашкал çитĕнӳсемпе чăннипех те мухтанма юрать. Пирĕн больницăсенче халĕ мĕн кирли пурте пур", — тет хĕремесленсе кайса, куçне-пуçне ялкăштарса.
— Леонтий Андреевич, хăвăра паянах вырттарасса чухлăнă ĕнтĕ эсир, Тирĕк, кашăк, стакан, ал шăлли, простынь пĕрле илсе килтĕр-и? — ыйтрĕ сестра.
Михайлов экранрй хĕрарăмăн юлашки сăмахĕсене аса илсе йăл кулчĕ те сестрана хăй ыйту пачĕ:
— Çакăн пек передачăçем ĕçлеме, тивĕçĕре пурнăçлама чăрмантармаççĕ-и?
— Сассине хытă яман вĕт, никама та чăрмантарас çук. Передачисене те вăхăт тупăнсан, çынсем çук чухне кăна пăхкалатпăр, — Михайлов мĕн каласшăн пулнине шăхăрса илеймесĕр лăпкăнах хуравларĕ хĕрарăм. Леонтий Андреевич ыйтăва уçăмлатас темерĕ. Сестран сулахай кăкăрĕ тĕлĕнчи карточкăна, унта мĕн çырнине тинех тимлĕн вуларĕ те:
— Валентина Яковлевна, маншăн ан пăшăрханăр. Паянах, тепĕр сехетренех тирĕклĕ те, кашăклă та, стаканлă та пулăп. Простынь те илсе килсе парĕç, — терĕ.
— Айтăр эппин, кăтартам палатăра, — аллипе евĕккĕн сĕлтрĕ Валентина Яковлевна. — Заведующи сире вун виççĕмĕшне яма хушрĕ. Хальлĕхе вăл пушă. Шăпах эсир ыйтнă пекех. Цифри хăратмасть-и?
— Тĕшмĕше ĕненсех кайманччĕ-ха, — терĕ Михайлов. Калама каларĕ те-ха ку сăмахсене, çавăнтах Суккăр Наçтаç юмăçлани тĕрĕсе тухса пынисене аса илчĕ. Çурăмĕ тăрăх сивĕ чупса кайрĕ.
— Валентина Яковлевна, тĕрлĕ хатĕр йăтса килнĕ тулли хĕрарăм сирĕн уйрăмра чылайранпа ĕçлет-и?
— Мышкинăна калатăр-и?
— Хушаматне пĕлсех каймастăп, — тунчĕ Михайлов.
— Пирĕн уйрăмра ĕçлемест. Завхоз вăл. Мĕн, палланă çын-им? — арçын енне пуçне çавăрчĕ хĕрарăм.
— Палланă-мĕнĕ, таçта курнă пек. Урăх пульницара ĕçленĕ хурăм астăватăп.
— Вăл хĕрарăмпа урлă пуласран асăрханăр. Питĕ кăра çын, — сасă хĕлĕхĕсене пусăрăнтарчĕ сестра. — Паллах, ку сăмахсене ют çынна каламалла марччĕ, манăн. Анчах та куратăп, куçăртан курăнать: эсир йĕркеллĕ çын... Ку таранччен йăнăшманччĕ-ха. Акă çитрĕмĕр те, Леонтий Андреевич, — кăритурти чи аякри палата алăкĕ умĕнче чарăнчĕ Валентина Яковлевна. Унтан алăка уçрĕ. — Кĕрĕр, тĕп эколог. Хăш кравачĕ сирĕн çине пăхать — çавна йышăнăр, — терĕ хăюллăн, хăйĕн хăюлăхĕнчен хăй те тĕлĕнсе.
— Тавах, Валентина Яковлевна. Тавах кăмăлăршăн, — пуçне пĕксе тав турĕ Михайлов.
— Тав тума иртерех-ха. Малтан сипленĕр... Юрĕ, эпĕ каям. Кĕçех тихий час вĕçленет. Ыранхи процедурăсем пирки каçхи апат хыççăн пĕлтерĕç, — терĕ те сестра, алăк хупăнчĕ.
* * *
Тăватă кравать вырнаçтарнă пӳлĕм хăтлăхĕпе кăмăла çĕклентермеллиех мар: алăксăр тумпăчкăсем, сунтăхсăр сĕтел, халь-халь ишĕлсе анасла лăчăртатса çитнĕ пукан, сантехник аллине кĕтсе илейменнипе сарăхса ларнă раковина... Çапах та лайăх сюрприз пур, уçă сассине хĕрхенмен "Сюрприз" ятлă радио. Стенари пăтаран вĕçертсе илсех çавăркаласа пăхрĕ ăна Леонтий Андреевич. Вăтăр çула яхăн каяллах сутлăха тухнине, пилĕк тенкĕ тăнине вуласа пĕлсен пуçне ытарлăн пăркаларĕ. "Вăт хаксем. Хаксем мĕнлешшĕ пулнă... Справнăях тата, йĕркеллех пакăлтатать. Пахалăхлă япала умĕнче вăхăт та вăйсăр çав", — терĕ пĕтемлетӳллĕн.
Радиона малтанхи вырăна çирĕплетсен, пульницана мĕн-мĕн илсе килмеллине ĕçри юлташĕсене шăнкăравласа пĕлтерсен Михайлов, кăшт канса илес тесе, кравать çине выртма хатĕрленнĕччĕ çеç, пӳлĕме хайхи завхоз, темиçе çул каялла Леонтий Андреевйчăн çамкине шăтарнă Мышкина, кĕрсе тăчĕ. Пĕр аллинче — мăлатук, тепринче — пăтасем, вă-ăрăм пăтасем.
— Мана пăталас шутлă мар пулĕ те? — чĕнмесĕр тăма аванах маррине чухласа, тута хĕррисене кулă пĕрчисем хурса сăмах хушрĕ Михайлов.
Нăкă хĕрарăм ырханкка арçын çине йăпăрт пăхса илчĕ. Тулли кĕлеткине силлентерсе чӳрече патне пычĕ, мăйăр пек çаврака куçĕпе форточкăна тĕллерĕ.
— Кĕçех ăшă паратпăр, тачă хупăнайми пулнă форточкăсене пăталаса тухмалла, — терĕ вара типпĕн.
— Пирĕн йĕркеллех. Çил кĕни-туни туйăнмасть. Кирлех пулсан хамах майлаштарăп. Хĕрарăм ĕçĕ мар ĕнтĕ вăл... пăталасси, — тута хĕрринче кулă пĕрчисене хальхинче те вылянтарса, чăлха çыхмалли пански йĕппинчен те вăрăмрах пăтасемпе çапса кантăка çеç мар, форточка рамине те çурса пăрахасран шикленсе каларĕ тĕп эколог.
Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест тенĕ евĕр, хĕрарăм кармакланса тăрсах тĕрĕслерĕ.
— Тул енчи çирĕпех мар-ха та, çапах хĕл каçкалама пулĕ... Кайран "лайăх хупăнмасть, çил ярать" тесе шалăп парса ан çӳрĕр вара, — терĕ завхоз.
Аллинчи пĕр пăтине те пулин вырнаçтарса хăварас тесе-ши — ун-кун пăхкаларĕ. Хăйне юрăхлă ĕç çуккине курса ĕненсĕн палатăран тухрĕ.
Михайлова паллаймарĕ, уйăрса илеймерĕ вăл. Коловорот айĕнче пулнăранпа вăхăт нумай иртрĕ çав. Çитменнине çара çерçи пек курăнас мар тесе сухал пекки тĕ ӳстерсе ячĕ тĕп эколог. Кăснă лартнă Арсений Тарасов хурăмах халĕ вăл. Кĕлеткипе те ярт çавăн пек — хыткан. Тĕксĕм хура çӳçĕ çеç паллă писателĕн картне лараймасть.
Алăк яр-р уçăлса кайрĕ. Палатăна шурă халат çинчен клеенка-саппун çакнă хĕрарăм кĕчĕ.
— Каçхи апат. Рис пăтти... Савăт-сапа ăçта сирĕн? — тумпăчкăсем çинелле куçне ывăтрĕ апат валеçекен.
— Килсе пама ĕлкĕреймерĕç-ха, — хуравларĕ Леонтий Андреевич.
— Апла хамăрăнне парăп. Саппас пур пирĕн, темиçе чашăк. Алюминирен тесе ан тиркĕр, — палатăран тухса, алăк кутĕнче чарса тăратнă тележка çинчи витререн рис пăттине çăпалапа йăтăрласа илсе алюмини тирĕке лăстăр хучĕ хĕрарăм. Унтах пĕрер татăк хура çăкăрпа шурă çăкăр хурăнчĕç. Панулми компотне те стаканпа мар, алюмини крушкăпа йăтса кĕчĕ.
— Тавах, тем пек тав. Пушатсанах кухньăна пырса парăп, — кăмăллăн тав турĕ кăмăллă хĕрарăма Михайлов.
Леонтий Андреевич нихăçан та яка пыр пулман, мĕн лартса панă — çавăнпа çырлахнă. Чылай чухне çăмăл апатпах кун кунланă. "Чăваш хырăмĕнче пăта та çĕрет" теме юратаканскер хальхинче чыхăнса кайрĕ, пĕр кашăк хыпнипех вар-хырăмĕ пăсăлчĕ, туалета аран çитсе ĕлкĕрчĕ. Апла пулин те çу ямасăр çара шывра пĕçернĕ шĕвĕ пăтă хатĕрлекенсем пирки урлă шухăшламарĕ. "Пульница ăпатне хăнăхманнинчен килчĕ ĕнтĕ ку", — терĕ çеç. Çапах та хăйĕн организмĕпе опыт тăвас темерĕ, ăнланса пĕтермелле мар тутă кĕрекен пăтăна çӳп-çап пуçтармалли витрене çынсем курмалла мар кайса тăкрĕ те пушаннă савăт-сапана кухньăри хĕрарăмсене тыттарчĕ.
— Тирĕк-кашăкшăн та, пăтăшăн та тав, — терĕ лăпкăн. Лешсем пуçĕсене тайрĕç.
Каланă япаласене юлташĕсенчен илсе юлнă хыççăнах Леонтий Андреевич патне каçхи сменăна килнĕ сестра кĕчĕ.
— Михайлов, ыран ирех сирĕн кал, моча, мокрота памалла, терĕ. Хăйпе пĕрле илсе килнĕ пĕчĕк банкăсенĕ тумпăчкăсем çине лартса тухрĕ. — Туалетра хăварăр. Унта ятарлă ещĕк пулать.
Леонтий Андреевич юрĕ тесе ĕлкĕрнĕ çĕре çӳçне кеске кастарнă сарă хĕр куçран çухалчĕ. "Вăт çавра çил", — терĕ тĕп эколог. Унăн шухăшне çирĕплетсе хĕр тепре вĕçтерсе кĕчĕ. Банкăсен çумне пластмассăран хатĕрленĕ пĕчĕк "калак" хучĕ.
— Мĕн валли иккенне чухлатăр пулĕ тетĕп... Пĕрре çитет-и тата кирлĕ мар-и? — терĕ кулкаласа.
— Çитет. Тавтапуç, — хуравларĕ арçын. — Итлĕр-ха, каçарăр, ятăра пĕлеймерĕм...
— Вера эпĕ, — палатăран тухас тенĕ çĕртен каялла çаврăнса хăйĕн ятне ăшшăн каларĕ сестра.
— Вера... Питĕ хитре ят. Хăвăр пекех...
— Аплах мар-ха та... Кунта манран чипертереххисем те пур. Калăпăр, сире сиплеме тытăнакан врач...
— Вăт, вăт, мана сиплекен тухтăр мĕнлерех-ши, опытлă врач-ши тесе ыйтасшăнччĕ эпĕ сирĕнтен.
— Пирĕн уйрăмра ăна çитекенни çук. Заведующирен те ирттерет вăл. Çав тери опытлă Надежда Николаевна. Пурте ун патне лекесшĕн, пурте ун патĕнче сипленесшĕн. Министерствăра та хисеплеççĕ ăна... Кĕскен каласан — сире ăнчĕ, — терĕ те хĕр ырă каç сунса палатăран тухрĕ.
Чăн та, каç енне сулăннăччĕ ĕнтĕ çанталăк: çуртсен хыçне пытанма хатĕрленекен хĕвелĕн юлашки пайăркисем пульница картишĕнчи хурăнсен вуллисемпе выляна-выляна кантăкран кĕреççĕ, стена çинчи ташăра сиккелеççĕ.
* * *
Ирхи процедурăсем хыççăн обход пуçланчĕ. Леонтий Андреевич патне яштака пӳ-силлĕ, сăнĕ-пичĕпе хĕрĕх çулсенчи пек курăнакан хĕрарăм кĕчĕ. "Мана сиплекен тухтăр Надежда Николаевна ĕнтĕ ку", — тесе шухăшларĕ Михайлов. Тĕрĕсех. Шурă халачĕ çине çирĕплетнĕ "визиткăра" çаплах шăрçаласа хунă. Хушамачĕ Волкова иккен.
Вера сăмах вылятса каламан — Надежда Николаевна чăнласах та чипер: пичĕ çутă та яка, мĕн ачаранах сĕтпе çăвăнса пурăнать тейĕн; янкăр куçĕ ăшшăн та килпетлĕн чĕрене ăшăтать; çӳçĕ пуканенни пек яка, илемлĕ.
Сывлăх суннă хыççăнах Надежда Николаевна пилĕк таран хывăнма ыйтрĕ. Кăкăр кăшкарне темиçе çĕртен итлерĕ. Чĕре таппине тĕрĕслерĕ. Юн пусăмне виçрĕ. Халиччен мĕнпе чирленине ыйтса пĕлчĕ.
— Ӳслĕк пусарса çитерсен сальбутамолпа усă курма юрать, — терĕ тухтăр сĕтел хушшине ларса, пациент карточкинче чир пирки çырма тытăнса. — Атровентпа альдецин та ингаляци валли юрăхлă. Аптекăсенче пур. Хакĕ самаях ĕнтĕ, анчах усă кӳреслĕхпе хакне кăлараççĕ. Çавăн пекех сульфадимедоксин, никотинка, теопэк, амосин, амоксициллин, амброгексал, тавегил лекарствăсем кирлĕ пулаççĕ. Шприцсем, капельница валли системăсем туянма та ан манăр...
— Кун чухлĕ эмел ĕçсен... Нивушлĕ çавăн чухлех кирлĕ? — тухтăрсем хаклă эмелсем илтерсе бизнес тăваççĕ тенине темиçе те илтнипе иккĕленĕвне пытармарĕ Леонтий Андреевич.
— Сиплев курсне ăнăçлă ирттерес тесен — кирлĕ. Унсăрăн хĕне кайнă бронхита тĕпĕ-йĕрĕпе кăклаймастпăр, вăйлă лекарствăсемсĕр чире çĕнтерейместĕр, — кашни сăмаха пĕр тĕвве пуçтарса тĕплĕ ăнлантарать Надежда Николаевна. — Сипленсе пынăçемĕн массаж, сывлăш çулĕсене уçмалли гимнастикăсем тăвăпăр, çутă пайăркисемпе, галокамерăпа сиплĕпĕр. Ĕçĕмĕр харама ан кайтăр тесен пирус ан туртăр. Сирĕн сывлăхăр пире мар, хăвăра кирлĕ... Эрех ĕçессинчен тытăнса тăрăр, уйрăмах курăк хутăштарса тунинчен асăрханăр. Вăл аллерги хĕтĕртсе кăларма пултарать. "Ку сăмахсене мĕншĕн калать-ха?" тетĕр пулĕ. Каламах тивет. Сăлтавĕсем, тĕслĕхсем нумай пулчĕç. Ара, пульницана вырттарнă çыннисем патне çĕнĕ çурт ĕçкине килнĕ пек эрех чиксе килеççĕ. Уйрăмах арçынсем, сирĕн çулсенчисем иртĕхеççĕ çапла. Сиплев режимне пăснăшăн пĕр-икĕ алкаша вăхăт çитмесĕрех кăларса яни те пулкаларĕ. Хăратса калани мар ку. Хула администрацийĕнчисем пирĕн лару-тăрăва ăнланччăр, эпир мĕнле условисенче ĕçленине пĕлччĕр тени çеç...
— Халăхăмăр улшăнчĕ çав. Пасар экономикинче, тискер капитализмра çухалса кайрĕ. Вун-вун çул хушши ĕçленĕ çутă ĕмĕчĕсем арканчĕç, малашлăх тĕтреленчĕ. Вĕсене манас, пуçне илес мар тесе ĕçет ĕнтĕ, ĕçет куç курми, — килĕшрĕ тухтăрпа Леонтий Андреевич.
Сиплекен врач кайсан пĕчĕк хут çине çырнă эмел ячĕсене тĕп эколог тимлĕ вуласа тухрĕ. Унтан телевизорти хĕрарăмăн сăмахĕсене, "пирĕн больницăсенче халĕ мĕн кирли пĕтĕмпех пур" тенисене кулараххăн аса илчĕ. "Çук япалана пур тăвасси, пĕр именмесĕр ӳстерсе сăмахласси чиновниксен юнĕнче ĕнтĕ вăл. Ăна ĕнтсе кăларма нимĕнле вăй та çитес çук-тăр", — терĕ те саспа, хут листине çурмалла хуçлатрĕ, ăна спорт костюмĕн кĕсйине чиксе палатăран тухрĕ. Балкон çумĕнчи картлашкапа пĕрремĕш хутри аптекăна çăмăллăн анса кайрĕ.
Хула администрацийĕнче ĕçлеме тытăничченех Михайловăн кун кĕнекинче çакăн пек йĕркесем çырăннăччĕ: "Влаçри кирек хăш чиновник та хурапа шурăна "арпаштарать". "Нумай" ĕçлесе куçне пăснипе мар, "суя — çур пурнăç" ăнлава тĕпрен ĕненсе. Халăха тыттараслăхпа вĕсене çитекен çук. Таже чикансем çывăха пыраймаççĕ. Хаçатсене ĕненес пулсан çак феномена вун-вун çын наука енчен тишкернĕ, анчах пĕри те тĕпчевне хӳтĕлеме мехел çитереймен, кандидат пулса тăрайман. Пачах тепĕр май — пурте "хура списока" лекнĕ, чылайăшĕ психушкăра тĕпленнĕ".
Администрацине ĕçлеме куçас кăмăлĕ Леонтий Андреевичăн пулман темелле. Çапах та номенклатурăн "кухнине" пĕлес тени тарасана тайăлтарчĕ. Кун кĕнеки вара пĕрре те тунсăхламарĕ. Çĕнĕ шухăшсем унта черетлене-черетлене кĕчĕç. "Çулталăкрах аврĕç. Куçран пăхсах кутран тапаççĕ — улталама "вĕрентеççĕ". "Суйни — çур пурнăç" тени тĕрĕс мар, пĕтĕмпех суялăх çинче тытăнса тăрать. Честнăй пуласси модăра мар çав халь".
Чăн та ĕнтĕ, телевизорти хĕрарăм, — вăл Сывлăх сыхлавĕн министерствин яваплă çынни пулнине Леонтий Андреевич питĕ лайăх ăнланчĕ, — "мĕн кирли пĕтĕмпех пур" тесе мĕншĕн каппайланать-ха, мĕншĕн суять? Çапла сăсăл вĕçтерни кама усăллă? Пĕлмест мар вĕт-ха вăл пĕтĕм эмеле, шприц таранчченех, сипленекен хăй туяннине. Çĕршыври больницăсене эмелпе тивĕçтереслĕх вăтăр-хĕрĕх процентран иртменнине те, пирĕн медицина тĕнчере çĕр çирĕм тăваттăмĕш вырăнта çеç пулнине те пĕлет ĕнтĕ, а, пур-пĕр янкăлтатать. Чиновниксен хушшинче "Кам лайăхрах суять" конкурс пырать тейĕн.
Врач мĕн ыйтнине туянса килнĕ хыççăн Леонтий Андреевича икĕ тĕрлĕ укол турĕç, пӳрнерен юн илчĕç, электрокардиограммăпа тĕрĕслерĕç, капельница лартрĕç. Кăнтăрлахи апат тĕлнелле çеç вăл кăштах пушанчĕ, лăштах сывласа ячĕ.
Каç кӳлĕм çĕнĕ процедурăсем: ал тунине йĕппе чĕрмелесе мĕнле курăк аллерги панине сăнарĕç, вăтам пӳллĕ çамрăк сестра купарчаран икĕ укол турĕ. Çывăрма выртас умĕн каллех — капельница, уколсем, эмелсем, ингаляци.
"Сюрприз" çурçĕр çитнине пĕлтерчĕ те — шăпланчĕ. Кăритурта та утни-туни илтĕнми пулчĕ. Чӳрече карнисĕ çеç çумăр пĕрчисене итлесе тăкăртата-тăкăртата илет. Урăх пĕр сас-чӳ те çук.
Тĕрлĕ эмел, витамин, ингаляци йышăннă кĕлетке шĕлтĕр кăйнă пулсан та — ыйхă килмерĕ. Çук, ӳслĕк айăплă мар кунта: уколсемпе капельницăсем хыççăн чĕмере самаях тамалчĕ. Ыйхă тарнин сăлтавĕ урăххинче — Любовь Краснова сестрана чĕри çывăхне янинче. Капельница лартма кĕчĕ те вăл ир кӳлĕм — ăнран каймалла минретсе хăварчĕ. Валентинăпа Вера та, Надежда Николаевна та хитрелĕхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ темелле ĕнтĕ. Анчах та Люба тата та илемлĕрех, Селиме ĕнтĕ, мĕн каласси: пурçăн пек йăлтăртатса тăракан йăм хура çӳçĕ — хурăн вулли евĕр хумлă-хумлă та кăпăшка; куçĕ туйăм мĕн иккенне маннă арçынна та хăнк! ӳкерĕ: пĕрре шăнтса ямалла, тепре хĕвел пек çуталса симĕссĕн-кăваккăн хĕм сапать; урисем ай! Тур-тур — хăлхаран анаççĕ: вăрăм, яштака, илĕртӳллĕ. Утти вара ытарса пĕтермелле мар килĕшӳллĕ! Ахальтен мар ĕнтĕ Леонтий Андреевич: "Люба, пирĕнпе айкашса Турă панă талантăра пĕтермелле мар сирĕн. Тепĕр топ-модель те сан çумра çухалса кайĕ, сан мĕлкӳ вырăнĕнче юлĕ, — терĕ. — Яту та юратмаллискер. Юрату валли килнĕ эсĕ çакă çутă тĕнчене, юрату валли". "Юрату валли тетĕр-ха та, анчах юратаканĕ çук", — икĕ аллине ик еннеллĕ сарчĕ хĕр. "Сирĕн пеккисен те çук пулсан... тĕнче кутăн тăрĕ", — хĕр калаçма кăмăл тунишĕн хĕпĕртерĕ Леонтий. "Суймастăп, чăнласах та никам та çук. Ман тĕле, манăн чӳрече умне принц килеймерĕ-ха. Çултан аташса кайрĕ пулинех, — кăлтăр-р! кулчĕ хĕр. — Вăт пулчĕ. Аллăра ан хускатăр. Шприц йĕппи айккинелле куçсан лекарство тир айне кайма, хăмпăланса тухса ыраттарма пултарать. Ал туни пĕçертме тытăнсанах çакна пăрăр, шĕвекĕн çулне пӳлĕр, — система çумĕнчи пĕчĕк урапана тĕллесе кăтартрĕ хĕр. — Кĕленчери лекарство пĕтиччен кĕрсе ĕлкĕреймесен — çаплах тăвăр. Унсăрăн сывлăш кĕрсе тулĕ".
Апла тума тивмерĕ — Люба штатив çине çирĕплетнĕ кĕленчери эмел юхса анса пĕтиччен чылай маларах çитрĕ.
"Эсир кĕтĕр те — палата тата та çуталса кайрĕ. Çĕр çинчи пĕтĕм илеме хăвăрпа пĕрле илсе килтĕр пекех туйăнать, — терĕ хĕр çине ăшшăн-ăшшăн пăхса Леонтий. — Çав тери хитре çын, уçă хĕр эсир. Сăнпа çеç мар, чун-чĕрепе те çаплах ĕнтĕ. Урăхла пулаяс çук, çапла вĕт?" "Эсир мана ытлашшипех мухтатăр, комплимент нумай калатăр. Пĕрре курсах. Апла юрамасть. Мана эсир вуçех те пĕлместĕр", — терĕ хĕр пӳлĕмри пĕртен-пĕр пукан çине асăрханса вырнаçса. Паçăрхи хăюлăх унра пĕртте юлмарĕ. Питне именчĕк паллисем сырса илчĕç, Йăлтăрти çутă куç хăрпăкĕсем хыçне пытанчĕ. "Çынна ырă сунни нихăçан та ытлашши мар. Тĕрĕссине калани — пушшех, — пĕрре хĕр куçĕнчен, тепре капельница кĕленчи çине пăхрĕ Леонтий. — Куç та, чĕре те улталанманччĕ-ха ку таранччен. Шкула-мĕне тĕл пулăва кайсан кăритурта тăрса тухнă е класра пуçтарăнса ларнă ачасем çине пăхса илеттĕм те çапла калаттăм: "Çак хĕрача "пиллĕкпе" çеç вĕренет. Тĕрĕс калатăп-и?" Учительсем пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе тинкеретчĕç. «Чăнах та çапла», — тетчĕç. Çавăнпа та мана ан хирĕçлĕр. Этеме рентген пекех витĕр куратăп эпĕ, — терĕ те Михайлов кулса ячĕ. — Шӳтлетĕп паллах. Çын пирки пĕтĕмпех пĕлме Вангăнни пек талант кирлĕ, çутçанталăк панă талант". "Эсир министртан та ирттеретĕр, сирĕнпе калаçса ларма интереслĕрех. Каçарăр, сире итлесе ларма темеллеччĕ", — вăтанчăк куçне Леонтий Андреевич çинчен илчĕ хĕр. "Каç енне килĕр. Сирĕнпе те сăмахлама аван. Арçынсем пек политика тавра лăпăртатмастăр, шухăшăра пурнăç тавра çыхса пыратăр". "Паян манăн смена мар-ха. Ыран, тен, май килĕ... Каçхине ĕç нумаях мар. Вăхăт ирттермелле кĕме пулать, — терĕ те Люба ура çине тăчĕ, система çумĕнчи пĕчĕк урапана пăрчĕ, юн тымарĕнчен шприц йĕппине вĕçертрĕ, вăл вырăна спирт хутăшĕ йĕпетнĕ ватка хучĕ. — Тӳрех ан тăрăр. Капельница хыççăн пĕр кана лăпланса выртмалла". "Люба, ыранхи каç пирки татăклăнах каламарăр-ха эсир. Тен тенипе тĕнĕле çăмăл мар". "Ăнланмарăм, мĕн терĕр?" — Михайлова тĕсерĕ хĕр. "Ытарлă калас тени çеç вăл, пуçăра ан илĕр. Кĕтетĕп вара. Вăхăт тупăр каçхине". "Арăмăр пĕлсен аванмарлăха лекетĕр вĕт..." "Вăл пулнă тăк çапла чĕнессĕм çукчĕ. Ăнмарĕ, телей пӳрмерĕ мана. Мĕнле калаççĕ-ха ун чух, "характерпа пĕр килеймерĕмĕр" теççĕ-и? Чылай çул ĕнтĕ пĕччен. Вăхăт сиплет тенĕ евĕр, суран пирчерĕ темелле. Ахлатса ларнипе ахах памаççĕ. Çапла вĕт?" "Çапли çаплах-тăр-ха та... Пуçармалла марччĕ манăн ку ыйтăва". "Тем мар, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, Люба".
Çаксене аса илсе Леонтий Андреевич вырăн çинчен тăчĕ. Чӳрече умне çутă çутмасăрах çитрĕ, сивĕ кантăка çамкипе перĕнчĕ. Кĕрхи çумăрăн пĕр евĕрлĕ кĕввине итлесе çĕрлехи сĕмлĕхе тинкерчĕ.
Кĕтнĕ чух яланах çапла: вăхăт питĕ хуллен шăвать. Вăл пусарса, аса илтерсе ан тăтăр тесе Солженицынăн кĕнекине уçкаласа ларчĕ Михайлов. Мĕн çав, кун пек лару-тăрура, Люба сăнарĕ куçа шартарса тăнă чухне, "Архипелаг Гулаг" вуланасшăнах мар. Çăмăлраххи, çăмăлттайлăраххи, Пауло Коэльон "Одиннадцать минут" пекреххи кирлĕ. Çапах та шанать-ха, ĕмĕтне çухатмасть-ха Леонтий: вăхăт тупса кĕретех ун патне Люба. Хушăран хушă шиклĕх туйăмĕ те акăш-макăш амаланса килет. "Тăванăм, мĕне шанатăн? Аса ил хăв миçерине!" — тет шалти вăй лăх-лăх кулса. Ăна манма эрĕм шывĕ ĕçмен-ха тĕп эколог. Питĕ те асра тытать. Арçын хĕрарăмран вун пилĕк-çирĕм çул аслăрах пулнинче тĕнче ахратне те курмасть. Аре ĕнтĕ, пуçа мĕн шĕветмелли, тĕслĕхĕсем те шăкăрин. Хĕрĕхри Сталин вун çиччĕри Надьăпа юрату авăрне чăмни кăна мĕне тăрать? "Вăт шушка, кама унаса кăлартăм, кампа танлаштарма хăю çитертĕм. Гитлерпа Цезаре аса ил тата", — çамкине çат! тутарчĕ тĕп эколог. Çак самантра алăк уçăлчĕ те палатăна Люба кĕрсе тăчĕ.
— Леонтий Андреевич, мĕн амакĕ пулчĕ? Шăна-туна та çук-çке, — тĕлĕннине пытармарĕ сестра.
— Шăна-вăрăм тунара мар-ха ĕç-пуç. Гитлерпа Цезаре чутах çывăха яраттăм, пуçа кĕртеттĕм, — терĕ Леонтий.
Ку хурав хĕре çырлахтармарĕ, Михайлов çине тата та тĕлĕнереххĕн пăхрĕ.
— Любовь Геннадьевна, тархасшăн, ун пекех ан пăхăр-ха, тем ан шутлăр. Ăсăм-тăнăм йĕркеллех ман. Çак тăнăм-пуçăмпа тĕрлĕ пулăма танлаштаркаласа аппалантăм. Çавă çеç. Эсир ларăр, ларăр, — ăшталанса ӳкрĕ Леонтий. — Кравать çине-и, пукан çине-и?.. Пуканĕ айванрах-ха вăл пирĕн. Пăрçа патша чухнехиех-тĕр-ха та. Çĕннипе улăштарма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, çитнĕ, мĕн каласси, — сестра пукан çине ларма тĕв тунине курса ăна хăйĕн кравачĕ çумнерех куçарчĕ арçын.
Çапла тĕлли-паллисĕр калаçса кускаланă самантра тĕп эколог хăйĕнчен тĕлĕнсе илме те ĕлкĕрчĕ. Ара, Любăна вăл пачах та урăхла, чăн-чăн джентльмен пек галантлă кĕтсе илесшĕнччĕ. Пулса тухрĕ кулăшла, сцена çинчи артистла.
Çутă-кăвак шăлаварпа кĕскĕ халат тăхăннипе-ши — Люба ĕнерхинчен, шурă халатпа пулнинчен, чылай илĕртӳллĕрех те йăрăсрах. Писев сĕрнĕ тути халь-халь тем каласшăн кăшт уçăлнă. Халат тӳмисене карăнтарса тăракан çӳллĕ кăкăрĕ кирек кама та ассăн сывлаттармалла танлăн та тĕветкеллĕн ана-ана хăпарать. "Пĕрре çеç ачашласа пăхасчĕ те вĕсене, сĕтеклĕ грушăсене", — туйăмсен вĕçевне систерсе хĕр çине йăлкăшса пăхрĕ Леонтий. Люба хуравламарĕ, шухăшлă куçне улăштармарĕ.
— Тин çеç юр ирĕлсе пĕтсе çутçанталăк чĕрĕлме тытăннăччĕ, тин çеç çу кунĕсемпе рехетленме пуçланăччĕ... Тĕлĕнмелле, вăхăт çав тери хăвăрт иртет. Кĕç-вĕç ватлăх çитсе тăнине те сиссе юлаймастпăр ĕнтĕ, — терĕ хĕр арçын çине пăхса. — Пурнăçăн сĕткенне туймасăрах, курмасăрах.
— Ватлăх çинчен калаçма иртерех сана, Люба, — куçне евĕклĕх паллисем çаптарчĕ Леонтий. — Тин çеç пурăнма тытăннă. Пурнăçăн пархатарлă сим пылне те пайтах тутанăн-ха. Каларăн тейĕн.
— "Ватлăх çинчен калаçма иртерех" тетĕр. Мĕнле ир ĕнтĕ. Ыран çирĕм саккăр тултаратăп...
— Ыран? Питĕ лайăх, пĕрле паллă тума ирĕк парăр...
— Çирĕм саккăр... Питĕ нумай вĕт ку. Чăн-чăн ватă хĕр.
Çапла каланă хыççăн Любăн куçĕсем йăлтăртатса илчĕç, стена тăрăх куçса пырса "манăн çулсем — манăн пуянлăх" тесе юрлакан "сюрприз" çинче чарăнчĕç.
— Нимĕн те нумай мар, Люба-Любаша, — хĕрĕн çепĕç аллине юлташла тенĕ пек чăмăртама хăю çитерчĕ Леонтий Андреевич. — Мария Александровна та çирĕм саккăрта пулнă.
— Мария Александровна?.. Кам вăл?
— Ленинăн амăшĕ. Çирĕм саккăр тултарсан тин качча тухнă вăл... Илья Николаевича. Вара пĕр тăхтамасăр хĕрарăм тивĕçне пурнăçлама пикеннĕ. Мĕнле калас, кăларса пĕтермесĕр те чарăнман: тăватă ывăлпа тăватă хĕр парнеленĕ вăл Илья Николаевича. Сакăр ача! — Любăн кăмăлне çĕклес тесе хавхаланса калаçрĕ Михайлов, кăчăл тапса тухнă сухалне сулахай аллипе шăлкаларĕ.
— Мария Александровна терĕр-и-ха? — тĕрĕс илтрĕм-ши тесе тепре ыйтрĕ Люба. Лешĕ пуçне сĕлтсен çапларах кукăртса хучĕ: — Вăл вĕт-ха çирĕм саккăрта качча тухнă. Манăн вара, ĕнер каларăм ĕнтĕ, качча тухмалли принц чĕвен тăрса пăхсан та курăнмасть... Пытармастăп, куç хывнисем, "Юрату сăмсахĕнче" тăнисем пĕрре çеç мар пулнă манăн. Анчах пĕри те çирĕп туслăха куçаймарĕ. Каçарăр та, кашниех, паллашнăранпа икĕ-виçĕ кун иртсенех, вырăн ăшăтмалли çинчен систерме тытăнать. Мĕнле пурнăç кайрĕ халь?! Атте-аннесен вăхăтĕнче кун пирки сăмахпа калама мар, мăшăрланиччен шухăшлама та пултарайман теççĕ, — Леонтий Андреевич çине шахвăртуллăн пăха-пăха калаçрĕ Люба. — Çапах хĕре качча илесшĕн-ха хăйсем...
— Пирĕшти пек илемӳ тăлласа-хăратса тăрать вĕсене. Арăмĕ хăйĕнчен лайăхрах та маттуртарах пулнине пурте чăтаймаççĕ. Кĕвĕçӳ акăрса тухать тата...
— Чăнах та, сăмах вылятнисенчен иккĕшĕ çаплах, пĕр тунмасăрах каларĕç: "Хăнара е пĕр-пĕр уявра сан тавра ют арçынсем явăннине, куçĕсемпе сана хывăнтарса ларнине курас килсен — авланма юрать", — терĕç. Тепри пушшех тĕлĕнтерсе пăрахнăччĕ, — каласа пĕтеричченех кулса ярас мар тесе сылтăм аллипе тутине перĕнчĕ Люба. — "Туй каçĕнченех хăвăн айна пĕтĕрсе чикетĕн вĕт эсĕ. Мана ун пек харсăр арăм кирлĕ мар", — терĕ. Путишле вĕт, Леонтий Андреевич? — паçăрхи хумханăвне, пăшăрханăвне уçă кулăпа сирчĕ, пусарчĕ Люба. Леонтий те кулкаларĕ, хĕре çăмăллăх кӳчĕ.
— Путишле çеç мар, мулкач пек хăравçă та, — терĕ арçын. — Люба, ан тив, санран эп темиçе çул аслă пулам, чăнах та çапла, апла пулин те "Леонтий Андреевич" тесе ан чĕн-ха. Саншăн Леонтий, пĕр Леонтий çеç пулас килет. Иксĕмĕр чух Андреевича хамăр хушша кĕртер мар. Çапла вĕт? Килĕшетĕн-и?
— Эсир кӳренмесен эпĕ хирĕç пулмăп. Çапах та, тем тесен те, тантăшсемех мар-çке, "хăвăнтан аслăрах çынна хисеплемеллине нихăçан та ан ман" ăнлава тĕпе хурса ӳстернĕ мана аттепе анне, — терĕ кăмăллăн Люба.
— "Çирĕм саккăрта та пĕччен", "çемье чăмăртама юрăхлă мар-шим эпĕ?" тесе хăвна пăвăнтарса ан пурăн. Чун варли тупăнатех, уçламли те пулĕ-ха: хваттерлĕ-машинăлли. Килĕшменнине, чĕре йышăнманнине нисашто та çывăха ан яр. Çумра арçын пултăр тесе çеç качча тухни — хăвна улталани, пурнăçна аркатни, — хĕрĕн мамăк пек çемçе аллине иккĕмĕш хут ачашшăн чăмăртарĕ Леонтий. Люба хирĕçлемерĕ, туртса мпмерĕ. Арçынна çакă хавхалантарчĕ, шалта тем йăшăлтатса илчĕ. Куçĕ çиçрĕ те чĕлхи чĕре айне пытарнине туртса та кăларчĕ: — Енчен те сана ăнланакан, юратакан, ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле пулма шантаракан чăн*чăн арçын тупăнмасан хамăн кандидатурăна пĕр хĕрхенмесĕр тăрататăп!
— Мĕншĕн пĕр хĕрхенмесĕр? — ахăлтатса кулса ячĕ Люба.
— Кунта тăмсайлăх шырамалла мар, Люба. Хĕрĕх çултан иртнисен сăмахĕ ку. Вĕсем çапла калаççĕ. Ара, — сылтăм аллине тăнлав тĕлне офицер пек тытрĕ Леонтий, — чысăм пур... честь имею!
Хăйне евĕрлĕ сценка хĕре килĕшнине курса Леонтий Андреевичăн чĕри киленчĕ, тути ăшшăн кулчĕ. Ĕнертенпе канăçсăрлантарса тăракан шухăшне çакăн пек пĕлтерме май килнишĕн питĕ хĕпĕртерĕ. Ку сăмахсене Люба шӳт пек йышăнчĕ пулсан та, унта тĕрĕслĕх те пытарăннине ăнкарса илетех. Çуралнă кунне паллă тума май килсен кунмпирки татах та сăмах хускатĕ-ха. Халĕ асăрханмалла, вăлта хуллине хуллен турткаламалла.
Çапларах шухăш çавăрса ĕлкĕрнĕ хыççăнах пульница картишĕнче турат хуçăлни, унтан çын асаплăн ахлатни янках илтĕнсе кайрĕ. «Мĕн амакĕ ку?» — тесе Михайловпа сестра чӳречерен тинкерчĕç.
Тĕмсене ава-ава, сире-сире пульницан крыльци патне этем хурăмлă чун мăкăлтатса тухрĕ. Ури ĕçлеме пăрахнипе-ши, алă вăйĕпе çеç куçса пырать. Картлашкапа та çак меслетпех хăпарчĕ. Питĕрнĕ алăка аллинчи кӳсекпе тăнлаттарма пикенчĕ.
— Леонтий Андреевич, эпĕ каям-ха. Шырама тытăнĕç тата, — терĕ те Люба палатăран чупнă пекех тухрĕ.
Михайлов çăвар уçса та ĕлкĕреймерĕ. Картишĕнчи çын тата та уçăмлăрах курăнтăр тесе пӳлĕмри çутăна сӳнтерчĕ. Капла, чăн та, самайрах. Этем çавăнтах-ха, кӳсекĕпе çаплах тӳплеттерет. "Мĕн, çывăраççĕ-им унта?!. Мĕншĕн уçмаççĕ? Ну, хулăн тирлĕ те-çке, — тарăхса шухăшларĕ Леонтий. — Асаппа килнĕ çынна çапла муритлемелле-и ĕнтĕ?!" Чăтса тăраймарĕ урăх, пĕрремĕш хута васкаварлăн тухса утрĕ.
Леонтий Андреевич çитнĕ çĕре каçхи сменăна килнĕ тĕрлĕ уйрăмри врачсемпе сестрасем вестибюльте чылайăн пуçтарăнма ĕлкĕрнĕ. Уçса кĕртнĕ çын тавра сăмси-çăварне ятарлă хатĕрпе хупласа çыхнă тăватă санитарка чупкалаççĕ: арçынна пĕççи-каççинчен, аллинчен тытса çĕклесе бетон урайне сарнă утиял çине куçарчĕç. Хăй тăр пылчăк: çурăлса пĕтнĕ шăлаварĕ-кĕпи те, пичĕ-куçĕпе çара алли те. Тăпăлса тухнă атă пуçĕнчен тахçантанпах шыв курман хура пӳрнесем кăнтарса тăраççĕ. Вĕсен хушшинчен тислĕк нăрри йăраланса тухрĕ те — санитаркăсем чалт! сикрĕç. Кăмăла пăтрантаракан усал шăршă та кĕçех пĕтĕм вестибюль тăрăх сарăлчĕ. "Бомж тавраш пулĕ ку этем", — тесе шухăшларĕ Михайлов. Вăл йăнăшмарĕ.
— Пĕрре те канăç çук ку бомжсенчен. Эрнесерен килеççĕ, — тет куçлăх тăхăннă хĕрарăм çумĕнче тăракан платна арçынна.
Леонтий Андреевич иккĕшне те палларĕ. Куçлăхлă тухтăр — Полина Ларионовна Бахматова. Тĕп врачăн çумĕ. Хула мэрĕ ирттерекен анлă канашлусенче ăна пĕрре çеç мар курнă. Пĕринче, темле ыйтупаччĕ, тухса та калаçнăччĕ вăл. Çумăнче тăракан тулли кĕлеткеллĕ арçын Борис Иванович Потапов. Пенсионер. Валентина Яковлевна сестра каланă пек ял хуçалăх министрĕ мар вăл халь. Хăй вăхăтĕнче, журналта ĕçленĕ чухне, унран интервью та илнĕччĕ Леонтий.
Çаксене аса илсе тăнă хушăра Полина Ларионовна пĕр кана та чарăнмарĕ, уçă сасси янянраса тăчĕ.
— Бомжсем валли ятарлă центрсем темиçе те кирлĕ пирки миçе çул ĕнтĕ калатпăр. Çук, никам та илтесшĕн мар. Борис Иванович, ну, ыйтăвĕ пур-çке-ха, ыйтăвĕ çивĕч тăрать, — хăйĕн вут-хĕм сапакан куçĕпе арçынна шăтарасла пăхрĕ Полина Ларионовна. Лешĕ нимĕн те чĕнменрен сăмахне малалла тăсрĕ: — Эпир кăна мар, ытти пульницасем те хăшкăлса çитнĕ кил-çуртсăр çапкаланчăксенчен. Çак Атласкина, çапла унăн хушамачĕ...
— Мĕнле çак Атласкина? Арçын мар-им ку этем? — тĕп врачăн заместительне пӳлсех ыйтрĕ Потапов.
— Хĕрарăм вăл, хĕрарăм... Аре ĕнтĕ, чăн та, антарса пăхмасăр кам иккенне те уйăрса илеймĕн, — килĕшрĕ арçынпа Полина Ларионовна. — Пире вăл йăлăхтарсах çитерчĕ. Çулталăкра тăватă хутчен килет: кĕркуннехи йĕпе-сапара, Çĕнĕ çул çитесси икĕ-виçĕ кун юлсан, февраль тăманĕсем алхасма тытăнсан, çуркуннехи шыв-шур хускалсан. Куратăр ĕнтĕ, хăйне кура тăнкки мар вăл, лайăх пĕлет хăçан хӳтлĕх шырамаллине. Эсир чухламастăр-ха, мĕн чухлĕ хушма ĕç тиенет санитаркăсемпе сестрасен çине. Пурте вĕт пыйтлă. Вĕсем палатăсене, унта сипленекен çынсене ан лекчĕр тесе пĕтĕмпех касса-хырса яма тивет. Тумтирĕсене çунтарса яратпăр. Пӳлĕме вырнаçтариччен лайăх çăвăнтаратпăр. Апла пулин те шăршă тухса пĕтмест. Çынсем, сипленекенсем, кăмăлсăр. Вун-вун чăрмав, каласа пĕтерме çук. Тăкаксене саплаштарма бюджетран укçа парсан татахчĕ хăть. Çук, пĕр тенкĕ те уйăрмаççĕ. Укçа-тенкĕ вара чылаях расхутланать. Çитермелле, сиплемелле вĕт. Пурте больница шучĕпе. Тумтиршĕн çеç тăкак çук, ăна килтен илсе килетпĕр. Киввисене. Икĕ эрне хушшинче çын ретне кĕреççĕ, самаях вăй илеççĕ. Çак Атласкинах йĕркене кĕрсе çитет. Пĕр çулхине социаллă адаптаци центрне вырнаçтарма та пулăшнăччĕ ăна. Чăтайман, тухса тарнă. Ури йĕркеллĕ ĕçлемест хăйĕн. Пасар çулĕ çинче асăрханă пулĕ — нушаллă урисене кăтартса ларса иртен-çӳренрен кĕлмĕç укçи пуçтараççĕ. Эрех валли. Çапла пурăнаççĕ-пурăнаççĕ те, утаймиех пулса çитсен пирĕн алăка килсе шаккаççĕ. Ан йышăн-ха, ан кĕрт-ха, ан сипле-ха — тем те пĕр каласа хăртаççĕ. Хăйсем вара, бомжсен хутне кĕрсе ырă кукка пулма хăтланакан этемсем, вĕсемпе çумăн пуласран вилсе каясла хăраççĕ. Пĕррехинче çапла çуса тасатнă çапкаланчăка çакăн пек çын патне хума шутларăмăр. Кăритурсенче те пушă вырăнсем çукрахчĕ ун чух. Килĕшмерĕ. Пире каллех тем те пĕр каласа пĕтерчĕ. Малтан вăл: "Пулăшу ыйтма килнĕ çынна мĕншĕн халĕ те кĕттеретĕр, сиплеме тытăнмастăр? Мĕнле чунлă çынсем эсир? Чĕре мар, чул пулĕ унта сирĕн? Манăн влаç пулсан сире халех кутран тапса сирпĕтмелле, чуниллисем!" — тенĕччĕ. Тĕлĕнмелле те, çакăн пек çынсем тупăнсах тăраççĕ, Борис Иванович. Тепĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам та — çырлахатăп.
Иртнĕ кĕркунне, октябрь уйăхĕччĕ пулас ун чух, çур çĕр иртни пĕррере больницăн алăкне шанлаттарма тытăнчĕç: Крыльца çинчи çутăра çул хĕрринчи ясмăк пек сулланса тăракан çын чиперех курăнать. Милицие шăнкăравларăмăр. Вĕсем çитсен алăка уçрăмăр. Бомжăн пичĕ-куçĕ, алли юнланса пĕтнине курсан милиционерсем çавăнтах каялла çаврăнчĕç. "Аманнă çынна сиплееси сирĕн тивĕç", терĕç те — çухалчĕç. Шĕпĕртетсе тăракан çумăр айĕнме пулнипе тумтирĕ те лачкам. Хăй тата тĕрекленсе лараймарĕ — сак çине тӳнсе кайрĕ. Урăх тăраймарĕ вара. Çак самантра "ырă кукка" каллех тупăнчĕ, пире нотаци вулама тытăнчĕ. "Пушă вырăн çук, сирĕн палатăрине шутламасан, — тетпĕр. — Ыранччен кунтах вырттăр. Суранĕсем тарăн мар, кушак чĕрмеленĕ хурăм çеç". Хальхинче ытти пациентсем калаçăва кĕчĕç. "Çак арçыннăн палатинче пушă вырăн пур терĕр вĕт-ха. Унта вырттарăр. Савăнсах килĕшĕ вăл. Ара, бомжа хӳтĕлесе сире мĕнлешшĕ вăрçрĕ-ха та", — терĕ пĕри чее куллине пытарса. Лешĕн ăçта кайса кĕмелле? Хирĕçлесе пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Мĕнле чĕнĕн. Чĕнме май çук. Бомжа еплешшĕ хĕрхенчĕ-ха та, — Полина Ларионовна тарăннăн сывласа илчĕ те аса илĕвне малалла сӳтрĕ. — Çăвăнтаркаласа вырттартăмăр хайхискере çав палатăна. Вăхăт нумай иртрĕ-и, сахал-и, пĕр сехетсем пулчĕ пуль. Лăпланса çитнĕ больницăна хальхинче бомжăн "ваккачĕ", — çапла ят патăмăр ăна, милиционерсен умĕнчех пире тем те пĕр каласа пĕтернĕ кăтра çӳçлĕ арçынна, — палатăран çын евĕрлĕ мар кăшкăрса тухни ура çине тăратрĕ. Сменăри çынсем çеç мар, ытти уйрăмсенчен чупса çитрĕç. Валидол хыптарсан тин мĕн пулнине пĕлтĕмĕр: "вакката" бомж талăннă иккен, пăвма тытăннă. Милицие тепĕр хут чĕнсе илме тиврĕ. Вăт çапларах историсем пулса иртеççĕ пирĕн хушăран хушă.
— Хăрушă, Полина Ларионовна, — терĕ Борис Иванович. — Больницăсенче те пăшаллă çын тытма вăхăт çитрех пулĕ.
Атласкинăн ури çеç мар, сулахай куçĕ те инкеклĕ пулмалла — хупăнсах тăрать. Хĕрхенекен, хĕрхенсе калаçни илтĕнмерĕ.
— Санитаркăсене шалккă, — терĕ Полина Ларионовна. — Çак тĕнчере никама та кирлĕ мар çынна пăх-шăкран, кĕшĕлтетекен пыйтăран темиçе сехет хушши тасатмалла пулать вĕсен. Шалăвĕ самаях пулнă тăк çак сăмахсене каламан та пулăттăм паллах, — терĕ хĕрарăм арçын çине ыйтуллăн тинкерсе.
Потапов шарламарĕ, хĕл каçнă сыснанни пек хулăн ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçрĕ, хулăн тутине мăкăлт-мăкăлт сиктеркелерĕ.
Санитаркăсем утияла хĕррисенчен ярса тытрĕç те — пукан пек ларакан хĕрарăма туртса та кайрĕç. Атласкина тин пуçне çĕклерĕ. Хăйне ăçталла сĕтĕрсе пынине анкарса илсен çуркаланса пĕтнĕ таса мар тутине Кĕтне шапи евĕр сарчĕ. Вĕри душ, таса тумтирпе шурă простыньлĕ вырăн, тутлă апат кĕтнине ăнланса илчĕ ĕнтĕ вăл. Укол-эмел те уншăн тӳлевсĕрех пулĕ.
Пуçтарăннă халăх саланма тытăнчĕ. Полина Ларионовна та лăпкă çĕр сунса Потаповран уйрăлчĕ. Леонтий Андреевич Любăна шырарĕ. Паçăр темиçе хăлаçрах тăратчĕ вăл. Халĕ куçĕ тĕлне пулмарĕ. "Хамăрăн хута таврăннă ĕнтĕ", — шухăшларĕ арçын. Картлашкапа хăпарма тытăнас тесе авăрланса пынă хушăра хăйне такам тинкерсе пăхнине туйрĕ. Камне чухларĕ-ха. Çавăнпа кĕтменлĕх пулмарĕ.
— Салам, тĕп эколог. Эсĕ те кунта иккен, — тесе çатма пысăкăш аллипе Михайловăнне шатăр-р! чăмăртарĕ Потапов.
— Салам пултăр, Борис Иванович, — терĕ Леонтий. — Кунта кăна мар, пĕр уйрăмрах пулмалла-ха эпир. Пульмонологире.
— Ăçтан пĕлетĕр? Халиччен тĕл пулманччĕ-çке.
— Чека çывăрмасть, пĕтĕмпех пĕлет теççĕ-и-ха, — куçне кулăпа витрĕ Михайлов. — Министр пĕр уйрăмрах сипленнине пĕлмесен çылăх пире.
— Текех министр мар ĕнтĕ. Пенсионер, — çак вăхăт çитнишĕн куляннă пек каларĕ Потапов. — Бронхит вăранчĕ ман. Çавă çавăтса килчĕ. Ахальлĕн тапранас çукчĕ-ха. Чĕре те чăхăмлать.
Çапла калаçкаласа виççĕмĕш хута çитрĕç.
— Манăн йăва кунталла, — сылтăмалла пăхса илчĕ Михайлов. — Чи хĕрринчи палата. Вун виççĕмĕш.
— Манăн вара унталла, — сулахаялла пуçне сĕлтрĕ Потапов, — Пĕрремĕш палата. Пырса лар процедурăсем хыççăн.
Михайлов "юрĕ" терĕ те — арçынсем уйрăлчĕç. Тĕп экологăн пуçĕ Люба пирки çеç шухăшларĕ. Вăл постра курăнманнипе сестрасен пӳлĕмне кайса пăхмалла мар-ши тесе те хатарланчĕ Леонтий. Вăхăт ытла та нумаййине, çур çĕр паçăрах иртнине аса илсе ку пуçăрăва пăрахăçларĕ.
Ăçтан кĕмсĕртетсе анчĕ-ха ку хĕрарăм? Мĕншĕн шăп паян, çак каç сĕтĕрĕнсе килмеллеччĕ-ха? "Кур-ха, мĕнле ыйтусемпе аташатăп. Çакăн пек тĕв тума намăс та мар-и сана, Михайлов? — сасăпах хăйне ӳПкелерĕ Леонтий Андреевич. — "Сывви — чирли умĕнче, пурри -çукки умĕнче, чĕрри вилни умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмлă" ăнлава мĕнле манăçтартăм-ха эпĕ?"
Шухăш çипписем тăлланчĕç, паянхи ӳкерчĕксем вĕлтлете-вĕлтлете иртрĕç. Вырăн çине выртсан та вĕсем уçăмланмарĕç. Пĕр япала çеç янкăр паллă: Леонтий юрату серепине лекрĕ.
* * *
Любăпа ирхине те тĕл пулаймарĕ Леонтий. "Сменăна вĕçлесе килне кайрĕ", — терĕç ăна постри сестрасем. Вĕсен хушшинче чеен кулакансем те, йĕкĕлтевлĕн пăхакансем те пулчĕç. "Пăхăçин, — шухăшларĕ Михайлов.
— Çын ретĕнчен тухса тем туман-ха, тем сиктерсе кăларман". Сывлăш çавăрса ярас, канăçне çухатнă чĕрине лăплантарас тесе балкон çине тухрĕ.
Прачечнăя илсе каймалли япаласене простыньпе çыхнă пысăк çыхăсене аялалла пăрахакан ватă санитаркăсăр пуçне кунта урăх никам та пулмарĕ.
— Çурăлса пĕтмеç-и капла? Мĕнле шаплатса анаççĕ те.
— Курăк çине лекмелле антаратăп вĕт. Çурăлмасть, — тет хĕрарăм.
— Лифт ĕçлемест пулĕ-ха? Çавăнпа ку меслетпе аппаланатăр.
— Ĕçлемест çав... Лифтер çухалнă. Салтака кайнă теççе-и-ха виçĕ-тăватă кун урăлмасăр ĕçекене? — тăватă çыхха аялалла ярăнтарнă хыççăн вăрăм сак çине канмалла ларнă май ыйтрĕ санитарка.
— Аха, Елчĕк тăрăхĕнче çапла шӳтлеççĕ. Каçалсем те çав хурăм калаççĕ. Куславккасем урăхла — "краникне кусла айĕйче çухатнă" теççĕ, — санитарка çывăхнерех пырса карлăкран чавсипе тĕревленчĕ Леонтий Андреевич. — Больницара ĕçлекенсем те эрехпе аташаççĕ тесе шутламан эпĕ. Яваплăхĕ ытла та пысăкран.
— Вĕсен карланки çук-им тата, ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Вĕсем çеç-и? — терĕ те хĕрарăм, калас-ши, калам мар-ши тенĕ евĕр Михайлов çине тимлесе пăхса илчĕ. — Лифтер ĕçни тарам-ха. Вăт врачсем карланкине чарманни — чăн-чăн инкек. Иртнĕ эрнере рентгенологсем мĕнлешшĕ концерт кăтартрĕç, Пятницкий хорĕ айккинче тăтăр. Прохоров чухне, Владимир Игнатьевич тĕп врачра ĕçленĕ вăхăтра, кăнтăрла мар, каçхи сменăра та çапла ĕçме хăяйман. Питĕ честнăй, çынсенчен çирĕп ыйтакан çынччĕ вăл.
— Мĕншĕн иртнĕ вăхăтри пек калаçатăр? Пурăнать-тĕр-ха?
— Çук çав. Кĕçĕр куçне хупрĕ, — çывăх тăванĕ вилнĕ пек йăвашлатрĕ сассине хĕрарăм. — Чĕри çирĕпех марри пирки ĕçленĕ чухнех калакалатчĕ вăл. Çавах та çитмĕл çиччĕне çитейрĕ. Тухтăр ĕçне чунĕпе, юнĕпе парăннă çынччĕ. Вилме те килĕнче мар, пурсăмăра та кĕтекен тĕнчене хăй ĕçленĕ пульницаранах каяс терĕ... Йывăçсене шутсăр кăмăллатчĕ тата, "тăпрам çине хурăн лартса хăварăр" терĕ леш тĕнчене куçиччен. Картишĕнчи хурăнсене те вăлах ларттарнăччĕ. Куратăр вĕт-ха, — ура çине тăчĕ санитарка. — Çичĕ хурăн... "Варринчи ман, ман юратăвăм", — теме юрататчĕ Владимир Игнатьевич. Мĕнлешшĕ килĕшӳллĕ вырнаçса тухнă вĕсем.
Ватă санитаркăн сăмахĕсем пĕрре те ӳстерсе каланисем мар. Хурăнсем икĕ ретен ӳсеççĕ, варринче — чи яштаки. Йĕри-тавра, карта вырăнне, кăкăр çӳллĕш тĕмсем. Вĕсене пĕр тикĕс касса тăнăран — куçа килпетлĕн ачашлаççĕ. Пĕр кĕвĕлĕхе расна ӳссе ларнă пилешпе хăрăк çăка çеç пăсаççĕ.
Тĕп эколог мĕн çинчен шухăшланине пĕлнĕ пекех санитарка сăмахне малалла тăсрĕ:
— Типнĕ çăкана мĕншĕн касмаççĕ тетĕн пуль-ха. Хăраççĕ, çавăнпа.
— Ма хăрамалла-ши?.. Хăратăн хальхи халăха. Вун-вун йывăçа так ахалех касса пăрахсан та çӳç пĕрчийĕ те йăшăлтатса илес çук вĕсвн,
— Хăрамалли тĕшмĕшлĕх пур çав, — тути çине хĕрес хыврĕ хĕрарăм.
— Астăватăр ĕнтĕ, тăхăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче укçана йӳнетсе ячĕç. Патшалăхăн чи пысăк намăссăрлăхĕ пулчĕ ку. Миллион-миллион çын пĕр самантрах чухăнлăха кĕрсе ӳкрĕ. Нумайăшĕ чăтаймарĕ йăтăнса аннă çак йывăр çĕклеме. Аре, ăçтан ĕнтĕ чăтăн: вун-вун çул пуçтарнă укçа туалет хутне куçрĕ-ха та. Нейрохирургинче пĕр пенсионер сипленетчĕ. Хушамачĕ те Евалкин, те Ерагинччĕ — ниепле аса кăлараймастăп. Ятне-шывне вара тупăка кĕрсе выртсан та манăçтарас çук. Мĕншĕн тесен Ельцинăнни пекчĕ — Пурис Николайчă. Çапла, çапла, ан тĕлĕнĕр. Вăт çакскерĕн аллă-утмăл пин таранах пулнă теççĕ перекет банкĕнче. Çын каланине малтан ĕненмен вăл. Радио хыпарланине илтсен тин шуралса-кăвакарса кайнă тет. Каçхине вара чăтайман — çăкаран çакăннă. Вăспати ĕнтĕ, ай тур-тур, — хĕрарăм сылтăм аллине çĕклерĕ, çăка еннелле тытса виçĕ хутчен хĕрес хыврĕ.
— Хăтарса хăварайнă-и?. Пăявне касса яма ĕлкĕрнĕ-и? — малалла мĕн пулнине пĕлес тесе хыпаланса ыйтрĕ Михайлов.
— Вăхăтлă ĕлкĕрнĕ, çăлса хăварнă. Анчах малтанхи шая сиплесе çитереймен ăна. Урмăшнăскере психбольницăна ăсатнă терĕç. Унтан тухайман пулĕ Пурис Николайчă. Халĕ пĕлместĕп ĕнтĕ, интересленмен, — çăвар кĕтессине тутăр вĕçĕпе шăлкаларĕ санитарка. — Çак ĕç иртсессĕн çăка тураттисем, чи малтан аялтисем, хăрма тытăнчĕç. Виçĕ çултан тăнч типсе ларчĕ. Камăн алли çĕклентĕр çакăн хыççăн. Тĕлĕнмелле вĕт?
— Питĕ, — терĕ Леонтий. — Çăхансем хăрамаççĕ ав. Чанасем те чанкăлтатсах лараççĕ.
Калаçăва малалла тăсасси пулмарĕ. Пĕтĕм тавралăха хăйĕн шавĕпе пусарса, çăка çинчи чанасене çуйхатса картишне "КамАЗ" автомашина кĕмсĕртетсе кĕчĕ. Хыçĕнче — васкавлă пулăшу машини. "Çыхăсем çине кĕрсе кайĕç-и ĕнтĕ кусем", — тесе санитарка пĕрремĕш хута васкарĕ. Вăл пăшăрханни кăлăхах пулчĕ — "КамАЗ" балкон тĕлне çитмерĕ, крыльцапа çуммăн чарăнчĕ. Кабинăран тĕ-ĕреклĕ арçын тухрĕ. Кузов çинче те арçын пуçĕ курăнчĕ. Ку этем анмарĕ, тимĕр кузовăн хĕррине ларчĕ. Васкавлă пулăшу машининче виççĕн пулчĕç. Шурă халат тăхăннăскерсем платна кĕлеткеллĕ арçынпа пĕрле пульницана кĕчĕç.
Леонтий Андреевич та балконран кĕчĕ. Кăнтăрлахи уколсене тутарнă хыççăн балкон çине каялла таврăнчĕ. "КамАЗ" мĕн тĕллевпе килнине ниепле те тĕшмĕртеймерĕ-ха вăл. Çапах та темскер пулнине ăнланчĕ. Çакна врачсем, ахаль тумлă çынсем унталла-кунталла чупкалани те çирĕплетрĕ. Тепĕр çур сехетрен, "КамАЗа" хирĕçле çулпа автокран балкон тĕлнерех çитсе чарăнсан, пĕтĕмпех уçăмланчĕ: икĕ урине те пакăлчак тĕлĕнчен хуçнă çав тери пысăк хапаллă арçынна нейрохирурги уйрăмне балкон урлă вырнаçтарасшăн иккен. Çавăнпа автокран илсе килнĕ.
— Йатса кĕме ниепле те май çукчĕ-шим вара? — çумне пырса тăнă шакла пуçлă арçынран ыйтрĕ Михайлов.
— Лифтера тупнă пулсан калаçу та çукчĕ — илсе кĕретчĕçех. Лифт ĕçлемен чухне мĕн тăрмашни — тăваттăмĕш хута пур пĕр илсе çитерейместчĕç. Икĕ метра яхăн çӳллĕш, икĕ центнер таякан тушкана картлашкапа ăçтан ĕнтĕ йăтса хăпарăн. Яппунсенни пек "Сумоистсен" ăмăртăвне хутшăнма килнĕ тет-и вăл Уçкут хулинчен. Тренировка вăхăтĕнче ăнăçсăр хаплатса ӳкнĕ. Латнă шăллĕн тăванĕсем пур ку пульницара, унсăрăн киттеччĕ юмахри пек великана, нихăш пульница та йышăнмастчĕ капашсăр улăпа. "Скорăй" алăкĕнчен те кĕртеймен ăна, — татти-сыпписĕр талтăртаттарать тем те пĕлекен шакла пуç. — Атя тăваттăмĕш хута, унтан шеп курăнать мĕн хăтланни. Тен, пулăшу та кирлĕ. Хотя каталкăпа усă курсан çын алли пит кирлех те мар-тăр-ха.
Хăпарчĕç. Кунта лăк тулли халăх. Цирк курма пуçтарăннă тейĕн. Пĕр тесен унтан каях та мар ĕнтĕ. Ара, сусăрланнă çынна "КамАЗпа" илсе килнине, кранпа çĕклесе тӳрех тăваттăмĕш хута хăпартнине ăçта курайăн, ăçта кăтартĕç?
— Шел, укçасăрах, песплатнах кураççĕ ĕнтĕ ку номере, — тет шакла пуç çăвар тулли тимĕр шăлĕсене йĕлпĕртерсе.
Çынсем килсех тăнипе балкон çине тухасси пулмарĕ. Кам кăна çук тата? Хунар пек çуталса тăракан кăвак куçлисем, гипсланă мăйлисем, алăллисем, ураллисем... Утма пултаракан пур пациент та тухнă-тăр палатăсенчен. Вĕсен хушшинче журналта пĕрле еçленĕ Виктор Гусева та курчĕ Леонтий. Лешĕ те асăрхарĕ. "Кайран кĕрсе тух. Вун пиллĕкмĕш палата", — терĕ çынсен пуçĕсем урлах. Килĕшнине систерсе Михайлов аллине çĕклерĕ.
Сестрасем, врачсем пациентсене саланма, палатăсене кĕме пусахлама тытăнчĕç. "Ан кансĕрлĕр ĕç тума! Саланăр!" — теççĕ. Хăшне-пĕрне, итлеменнисене, хулĕсенчен тытсах палатисене илсе каяççĕ. Çапла хăршаланса тăни усăсăррине туйса Михайлов пĕрремĕш хута анчĕ, урама тухрĕ. Кунта та çăвар карса тăракансем нумаййăн. Хурăнсен хушшинчи саксенче пушă вырăнсем çук-ши тесе тĕп эколог ун-кун пăхкаларĕ. Пурне те йышăнса пĕтернине курсан çывăхри хурăн çумне çурăмĕпе тĕршĕнчĕ.
Кузоври çынна тăваттăмĕш хута "эвакуацилеме" хатĕрлесе çитерчĕç пулмалла: кун пирки иккĕн-виççĕн, аллисене сулкаласа, крановщика тата балкон çинчи арçын тухтăрсене пĕлтерчĕç. Автокран кĕттермерĕ, мĕкĕрленсе илчĕ те троссене карăнтарчĕ, ăна кĕскетсе пырса чиркӳнни пек сарлака алăк çине вырттарнă, ан ӳктĕр тесе вĕренпе урлă та пирлĕ çыхнă Усть-Кут çыннине çĕклеме тытăнчĕ. Унтан та кунтан "эдвай, тавай" тесе кăшкăрма тытăнчĕç. Йĕри-тавра тĕрлĕ саслă шав тăрать. Пурте пуçĕсене каçăртнă. Пульница картишне тем шыраса кĕнĕ анчăксем те тăп чарăнчĕç. Кучĕсем çине ларса, хăпарса пыракан чĕрĕ груз çине тĕлĕнсе тинкерчĕç. Улăп тăпри пек çĕкленсе тăракан пысăк хырăмлă этем виççĕмĕш хутăн балконĕ тĕлне çитсен, трос çекĕлĕнчен тыттарнă пăява те çирĕпех çыхман вара, алăк сулахай еннелле лăстăр-р! чалăшрĕ. Урамра тăракансем, тукмакпа çапнăн, лачăр-р! кукленчĕç, хĕрарăмсем ахлатса ячĕç. Йытăсем нăй-нăй турĕç, пуçĕсене пăркаларĕç. Çурçĕр енчен çил ачисем вăшăлтатса килчĕç, хурăнсен çинчи юлашки çулçăсене вăтăрса илсе малалла вирхĕнчĕç. Алăкăн чалăшнă кĕтесĕнчен шыв шĕпĕртетсе анчĕ. Анчăксем çавăнтах çĕкленчĕç, çӳлтен мĕн шăпăртатса аннине шăршласа пĕлсен хăйсем те тĕм-тĕмеске кутне йĕпетрĕç.
— Айне ячĕ иккен шеремет ачи, — терĕ сак çинчи ватă карчăк.
— Ярăн... Хăвна çапла асаплантарса хăпартсан айна мар, пыршу-пакарту кутăнтан тухĕ, — терĕ çумĕнче лараканни.
Алăкпа та, ун çинче выртакан "сумоистпа" та кĕтменлĕхсем урăх пулмарĕç. Балконри арçынсем алăка çирĕппĕн ярса илчĕç те — "операци" вĕçленчĕ. Ваттисем сăхсăхрĕç, çамрăкраххисем лăх-лăх кулчĕç, анчăксем çухалчĕç. Тепĕр авăкран техника та тапранчĕ.
* * *
Тихий часра кăтăш пулса илетĕпех тенĕччĕ Леонтий Андреевич. Куçĕ умне Люба, паянхи пулăмсем пайăррăн килме тытăнсан ыйхă çулăхмарĕ, канлĕх авăрне çавăтса анмарĕ.
"Интереслĕ сюжетсем тупас тесен суда тата пульницана çеç каймалла, — тенĕччĕ журналта ĕçленĕ чух ăна тусĕ, яланах хавас кăмăл-туйăмлă Виктор Гусев. — Вĕсенче паянхи пурнăç та ал лаппи çинчи пек ярт курăнать". "Тĕрĕсех каланă вăл çакна, тĕрĕсех", — тесе Михайлов кравать çинчен тăчĕ. Гусев патне кайса килме тĕв турĕ. Сюжет шыраса статья çырма мар, — вăл, кунсеренех тупăнса тăрать-ха, — журналти хыпарсене пĕлме. Çитменнине администрацире ĕçлеме тытăннăранпа та курнăçман Викторпа.
Вун пиллĕкмĕш палатăна вăл наччасах тупрĕ. Гусев та хуп турттармасть иккен, юлташĕпе шашкăлла выляса ларать.
— Салам пултăр, шашист! — сылтăм аллине кăмăллăн тăсрĕ Леонтий.
— О-о! Тĕп эколог, салам! — çатăр-р çупăрларĕ Михайлова Гусев. — Лар, тусăм, лар. Кравать çинех лар. Пукансемпе чăн-чăн проблема ку пульницара. Ĕçтешсем килсен те калаçса ларма кăритура е балкон çине илсе тухма тивет.
Гусев вăййа малалла тăсмарĕ. Шăмăран ăсталанă шашкăсене ятарлă курупкана пуçтарса хучĕ те Михайлова хирĕç вырнаçрĕ, урисене тутарла хуçлатса ларчĕ.
— Сана, сăмах авăртма ухатаскере, кунта кичемех мар пулмалла? — йĕри-тавралла куçласа илчĕ Михайлов.
— Конешно кичем мар. Тăваттăн танах эпир, — аллине саркаласа хăлаçланчĕ Гусев. — Ĕнер пиллĕкĕнччĕ-ха, паян Коçчăна кăларчĕç. Эсĕ ăна пĕлме тивĕç. Хоккейла лайăх вылятчĕ "Соколра".
— Петров-и?
— Çавă-çавă, Леонтий. Аллине ӳксе хуçнă та — кунта килнĕ. Самаях хухнă хăй. Эсĕ, авă, молодецă тăратăн. Наташа Королевăн Тарзанĕнчен те ирттеретĕн.
— Ну, танлаштартăн та...
— Юрĕ ĕнтĕ, ан кӳрен, — çулăмлă куçĕн çутине сӳнтерчĕ Гусев. — Хăш уйрăмра эсĕ, мĕн канăçсăрлантарать?
— Бронхит тылласа илчĕ. Çĕр çывăрайми пулнăччĕ. Халĕ самайланчĕ ĕнтĕ. Ӳслĕк те ытлашши аптратмасть, — терĕ Михайлов. — Хăв мĕнле, мĕн сиктерсе кăлартăн?
— Сиктерсе кăларасси мĕнĕ... Манăн инкекĕм раснарах, — йывăррăн хашлатрĕ Гусев. — Ментсем хĕнесе пĕтерчĕç. Çурăмпа аяксем кăн-кăвак. Ăçтан тапмаллине хăнăхса çитнĕ йĕксĕксем.
— Мĕнле асăрханаймарăн-ха? Кун пек историсене лекекен марччĕ-çке эс.
— Журнал кунне ирттерме района кайнăччĕ. Тĕл пулусем хыççăн, хăв та лайăх пĕлетĕн, аван хăналарĕç. Шуррине ĕçме пăрахни икĕ çул та, сăрапа çеç сăйланкаласа лартăм. Нимĕн те каламастăп, хăмлаллă сăран хĕмĕ пуçра кăшт пур ĕнтĕ, унсăрăн мар. Мана автобус-троллейбус чарăнăвĕнче антарса хăварчĕç те, ушкăнри ытти журналиста, артиста килĕсене леçме пĕчĕк автобус малалла кăлтăртатрĕ.
Вăт çапла хыттăн вашлаттарса пыратăп хытă çулпала. Плащ аркисем ик еннелле вĕлкĕшсе çеç пыраççĕ. Ара, вăхăт чылая кайнă, çурçĕр çитесси те инçе мар, аллине артист пек сулкаласах калаçать Виктор.
— Çурт патне çитме çĕр метр пек юлчĕ-ши, юлмарĕ-ши — тĕмсем хыçĕнчен тухнă виçĕ милиционер мана пӳлчĕç, чарса тăратрĕç. "Ăçта каятăн?" — теççĕ. "Киле", — тетĕп. "Мĕншĕн саркаланса утатăн?" — теççĕ мăнран хăпмасăр. "Эпĕ мĕнле утни сире мĕн ĕç", — тетĕп кусене. "Мĕн ĕç мар çав", — тет шăл витĕр пуканран кăшт çеç пысăкраххи, пĕрре туртса çапсан пĕр-ик çухрăма чикеленсе каймалла пĕчĕк кӳлепелли. Ытла та вĕтелсе кайрĕç, Леонтий, резина патак йăтса çӳрекенсем. Хăш-хăш чух мĕлкинчен хăраса айне ямарĕ-ши ку тетĕп аптранă енне. Çавăнпа ушкăнпа, иккĕн-виççĕн кĕшĕлтетсе çӳреççĕ те. Вăт çак мăкăлтăк: "Кун пек саркаланса утса усал шухăшлă çынсене привлекаешь, — тет. — Ĕçнĕ те пулмалла-ха, — тет. — Сăра шăрши виç метртан та персе тăрать", — тет. "Виçĕ километртан мар-и тата?" — терĕм тарăхăва тытса чараймасăр. "Пăх-ха эс, мĕнле сикет пирĕн каçхи кайăк, — терĕ çак мутаках. — Атя, ут, участокра палăртăпăр эсĕ кам иккенне", — тет. "Нимĕнле участока та каймастăп. Манăн киле çитмелле, — тетĕп. — Протокол çырмалли планăр тулман тăк, тытса чарăр çав çынна, вăл манран та вăйлăрах саркаланса пырать, тайкалана-тайкалана кайса усал шухăшлă çамрăксене привлекать тăвать", — тетĕп аслă çулпа урлă-пирлĕ пусса утакан арçын çине кăтартса. "Бомжсем интереслентермеççĕ пире, пире эсĕ, галстуклă çыннăмăр, эсĕ интерес кӳретĕн. Бомжран мĕн илен, штраф тӳлеме те укçи çук ун. Атя, атя, ут, турткаланса ан тăр", — тесе иккĕшĕ ик енчен, хулсенчен ярса тытрĕç. Виççĕмĕшĕ резина патаккипе çурăмран тĕке-тĕке пырать. Йоккăр-маккăр, чăтаймарăм хамран çапла кулнине. Рескă туртăнса вĕçерĕнтĕм те, уçă-тӳрĕ çулпала тапрăм-сикрĕм малалла. Çулла пулсан ура айĕнчен тусан тухса пымалла. Пĕлетĕн вĕт-ха, эпĕ хытă чупатăп. Çул урлă каçнă чух шуса ӳкмен пулсан тыттармастăмччĕ. Çав пĕтерчĕ. Тапса пĕтерчĕç вара. Шĕкĕр Турра, çăлăнса тухма мехел çитертĕм. Тӳрех пульницана кайрăм, унтан — министерствăна. Дежурствăри майора веçех каласа кăтартрăм. Тепĕр куннех тытса хупрĕç вĕсене. Кĕçех суд пулмалла. Юлташĕсем темиçе те килсе кайрĕç, "хам ӳксе аманнă" тесе показанине улăштарсан укçа пама та пулчĕç. Килĕшмерĕм. Чунăма темиçе пинле сутас килмерĕ. Тĕрĕс турăм тесе шутлатăп. Эсĕ мĕн калăн?
— Виктор, эсĕ яланах-тӳрĕлĕхпе палăрса тăнă. Малашне те çапла пул. Укçашăн сутăнакансем пирĕнсĕр те пайтах, — Гусевăн аллине хыттăн чăмăртарĕ Михайлов. — Пĕр япала çеç чунăма кăшлать: йытă хăйĕн хӳрине вараламасть теççĕ. Вараласан та çиелтен çеç. Эпĕ мĕн каласшăн пулнине ăнлантăн ĕнтĕ. Судьясем пирĕн таса алăллă мар. Укçа тесен, укçа сĕнсен хурана та шурă тăваççĕ. Вĕсене уйăхсерен икçĕр пин илмелле шалу туса парсан та лару-тăру ырă енне улшăнмĕ, тĕнче шайне лараймĕ. Ара, мĕн калаçни, виçĕ милиционера, пĕр хĕре гаража илсе кайса черетпе мăшкăлланăшăн, виçшер çуллăха çеç тĕрмене хупрĕç. Вăйлă вĕт, "маттур" вĕт пирĕн судьясем?» Ахаль çынна пулсан хупса лартатчĕç-ха пĕр вунă çула...
— Улăштарма хăтланса пăх. Çапах та эсĕ халь влаç, хула администрацийĕнче ĕçлетĕн, — терĕ Гусев, тутарла ларса хытса кайнă урине хуçлатă-хуçлата çемçетнĕ май.
— Мĕнле влаç эпĕ?! Тĕп эколог никам та мар унта. Ман сасса, эпĕ мĕн каланине итлесшĕн те мар пысăк портфеллисем. "Экологи бюджета кĕмĕл памасть, укçа çеç ыйтать, бюджета тăкак кӳрет", — тесе шухăшлаççĕ хăйсене тĕнче кăвапи вырăнне хуракан айванкка ертӳçĕсем. Эколори пирĕн пурнăçра капашсăр пысăк вырăн йышăннине пуçĕсене ниепле те шăнăçтарасшăн мар вĕсем. "Укçа туса юлас" шухăшпа çеç пурăнакан пуçа çу шăратса яни те усă кӳрессĕн туйăнмасть. Çапла вĕт? Мĕн шыв сыпнă пек чĕнместĕр? — палатăри тепĕр виçĕ ар çине кулараххăн пăхса ыйтрĕ Михайлов.
— Тĕрĕссине калатăр та, чĕнсе чăрмантарас килмест, — терĕ пуриншĕн те чӳрече патĕнчи кравать çинче выртакан арçын.
— Балкон çине тухса мăкăрлантарса ярар мар-и? — терĕ Гусев, спорт костюмĕн кĕсйине хыпаласа.
— Уçăлмалла тухма юрать. Туртасса вара пĕччен паклаттарăн, — пысăк ĕç тунă хыççăнхи пек стайлăн каларĕ Леонтий.
— Мĕн, пăрахрăн-им? — тĕлĕнчĕ Виктор. — Манран та нумайрах, пăравус пекех тĕтĕм кăлараттăнччĕ-çке?
— Тин çеç-ха пăрахни. Тĕлĕкре вара çаплах мăкăрлантаратăп. Вăранса каятăп та, "Тав Турра, ку тĕлĕкре кăна иккен-ха" тетĕп хĕпĕртесе.
— Журналтан кайни çулталăк çеç, пурнăçунти улшăнăву — ай-яй-яй! — терĕ Гусев тата та тĕлĕнереххĕн. — Сигарет туртма пăрахнă, сухал ӳстерсе янă... Чăн-чăн геолог тейĕн сана халь. Пĕр тесен журналистсен хушшинче те сухаллисем çук мар-ха.
Кĕрхи çанталăк вылянчăк çав. Ир кӳлĕм хĕвел курăнкаласа илнĕччĕ, самаях ăшăччĕ. Халĕ пĕтĕмпех улшăннă: тӳпене хура пĕлĕтсем карса илнĕ, сулхăн çил чăрсăрланнă, хурăн вуллисене пĕр шелсĕр çатăлтаттарать, юлнă пек вĕтĕ çулçăсене тăпăлтарса ывăтать, çĕр çине ӳкнисене кустара-кустара каять. Каç чатăрĕ аннă ĕнтĕ. Йывăçсен хĕррипе лартса тухнă тимĕр юпасен çинчи хунарсем кĕç-вĕç çуталса каймалла. Апла пулин те шар тĕттĕм темелле мар картишĕнче. Палатăсен чӳречисенчен тухакан çутă таврана ырă сĕм парать.
— Çак хурăнсем питех те кăмăла ларчĕç манăнне, — тивертнĕ сигаретне çăвартан кăлармасăр йывăçсем еннелле пуçне сĕлтрĕ Виктор.
— Вĕсем пирки тĕрленчĕк çырас шухăшăм та пур-ха. Ячĕ хатĕр ĕнтĕ
— "Шурă, шурă çичĕ хурăн. Пĕри Шура Петрова". Мĕнле пек? Аван вĕт?
— Аван. Эпĕ ăна, варринчине, Селиме ят парасшăнччĕ...
— Э-э, тусăм. Пурнăçран юлнă эс, — Леонтий каласа пĕтерессине кĕтмерĕ Виктор. — Селиме — отсталый персонаж. Паянхи пурнăçпа килĕшĕнсе тăраймасть. Шура вăт — крутă! Чăнкă теççĕ-и-ха елчĕксем. Шура пекех расна, хăйне евĕрлĕ çак хурăн. Йăрăс кӳлепийĕ те, кăпăш-кăпăш çӳçĕ те, мăкăнь пек чечен пичĕ-куçĕ те пĕр гармонире, пĕр кĕвĕлĕхре. Çак пирĕшти хурăнăн пурте пур: Шурăнни пек тĕветкеллĕх те, вăтанчăклăх та, сапăрлăх та, ĕлккенлĕх те, мăн кăмăллăх та, вăйсăрлăх та, çăмăлттайлăх та, черченлĕх те, вĕçкĕнлĕх те, вылянчăклăх та, хăйне юратаслăх та, хăйне юраттараслăх та...
— Каçар та, пурте пулсах пĕтеймерĕ çав Шурăн, — хальхинче Леонтий каласа пĕтерме памарĕ Виктора. — Пурăнас ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулчĕ. Ку "пикене" Шура ят парса унăнне те кĕскетмĕпĕр-и кун-çулне?
— Ун пек шăпа пӳрмĕ-ха, ватăличченех пурăнĕ ку хурăн. Тантăшĕсем те пулăшĕç, малашне те хӳтлĕх парса тăрĕç, — терĕ Виктор. — Тепĕр енчен пăхсан тăватă çулти ача ăсĕ кĕриччен, çĕр-çĕр пĕркеленчĕкпе витĕниччен, хăçан килсе илсе кайĕ тесе асапланса пурăниччен маларах кайни аванрах та пулĕ вăл. Сăмахран, Шура, тĕнче конкурсĕнче çĕнтернĕ хӳхĕм хĕр, çынсен асĕнче яланах çап-çамрăк пулĕ, нихăçан та ватăлмĕ. Ун пек тĕслĕхсем тĕнчере татах та пур. Америка президенчĕн тӳшекĕ çине лекме пултарайнă Мэрилин Монро хăй çеç мĕне тăрать, çуталса тăрать.
— Ленин мĕнлешшĕ асапланса вилнине шута илсен, юлашки кунĕсенче ӳкерттернĕ сăнӳкерчĕкĕсене пăхма хăрушă вĕт, сан сĕмахусемпе килĕшме те пулать, — терĕ Леонтий.
— Ленинăн Каплан пенĕ хыççăнах каймалла пулнă, — тӳррĕн касса татрĕ Виктор. — Вара унăн арпашăнăвне, урмăшнă куçне, кресло çинче пĕчĕк ача пек хутланса ларнине никамăн та курма тӳр килместчĕ. Пурин асĕнче те сатур арçын пек юлатчĕ.
— Итле-ха, — хул пуççинчен кăлт тĕкрĕ Леонтий, — журналта ĕç-пуç еплерех? Халĕ те проза пайне тытса пыратăн-и? Манăн вырăна кама илтĕр, публицистикăна кам туртать?
— Никама та ĕçе илмен. Килекенсем, вырнаçас текенсем чылай пулчĕç. "Атя, Гусев, публицистика çĕклемне те хăв çине ил, ĕлкĕретĕн, санăн пулать", — терĕç те, ĕçĕ те пĕтнĕ. Çапла ĕçлеç халь пуçлăхсем. Шалăва ӳстерес пирки çеç никам та шăл шурри кăтартмасть. Лару-тăру, çырас хевте унчченхиллех. Пысăк улшăнусем те çук. Тираж чакать ĕнтĕ, çавă вара япăх. Апла пулин те унăн сăлтавĕсене шыраса ларса вăхăта пустуй ирттерместпĕр. Халăх чунне мĕнлерех çимĕç кирлине шыратпăр, ыйтса пĕлетпĕр, çĕнĕ хайлавсем, халиччен пичетлеме тăхтанисене, сĕнетпĕр. Публицистика валли те сюжет пайтах. Ак, пульницаранах лавпа тиесе каятăп. Унта кулăшли те, чĕрене ыраттараканни те çителĕклех. Пĕр-иккĕшне каласа кăтартас-и е сюжетласа хунисене парса ярас-и? Вуласа тухăн каçхине. Кĕнеке-хаçат те пĕр вĕçĕм йăлăхтарать.
— Юрĕ, илсе тухса пар. Вуласа тухăп пулас шетеврусене.
— Аплах ан кул-ха. Вĕсенче тĕп сюжет кăна, шăмми тейĕпĕр хамăрла, — терĕ те Виктар палати еннелле васкарĕ.
Паянлăха çитĕ тесе Леонтий балконран кăритура кĕчĕ. Виктора кĕтсе алăк кутĕнче тăчĕ. Лешĕ нумай кĕттермерĕ. Папка йăтнăскер, вашлаттарса та|çитрĕ. «Хăй каласа кăтартнă пек», — терĕ те ăшĕнче Леонтйй, тути çине кулă килчĕ.
— Мĕн, пĕчченех лăхлатса тăратăн, мана та култар, — терĕ Виктор папкине Леонтие тыттарса.
— Темех мар. "Сумоиста" кранпа çĕклесе сирĕн уйрăма илсе кĕни аса килчĕ, кулă пĕрчисене кăларчĕ, — мĕншĕн кулнине пытарчĕ Михайлов.
— Хайлавусене илмелле пырса лар. Пульмонологин вун виççĕмĕш палатинче эпĕ. Хальлĕхе пĕчченех.
— Килĕшмелле, — терĕ те Виктор, алăсем çат çыпăçрĕç,
* * *
Виктор Гусев вăхăта чăнласах та ахаль ирттермест иккен, тăрăшсах статья валли сюжетсем калăплать. Ĕçтешĕ чĕрмеленине куçласа ыйхă килтерес тесеччĕ Михайлов. Апла пулмарĕ, çырса тултарнă хутсене пĕрин хыççăн теприне вуларĕ.
"Хĕрарăма кăн-кăвак пуличчен хĕнесе пĕтернĕ тесе каланисене илтнĕччĕ-ха. Вокзал çывăхĕнче чăлăш-чалăш пит-куçпа, кăмака çăварĕ пек хуп-хура тумтирпе çӳрекен хĕрарăмсене те пĕрре мар курнă. Анчах та çирĕмрен тин иртнĕ мăшăрĕсене упăшкисем çапла ватса пĕтерме пултарасса пуçăм ниепле те йышăнасшăн мар, — ку йĕркесем "Çунаттисене амантнă чăхсем" сюжетран. — Хĕрĕсем хăйсем пит чĕлхеллĕ вара. "Арçынсем — козелсем!" — тесе çӳреççĕ. Сигарет туртма балкон еннелле татти-сыпписĕр хутлаççĕ. Этем пит-куçĕллĕ мар хĕрсем пирус мăкăрлантарса тăни, мĕнле калас та, айккинчен ытла та кăсăклă курăнать. Хĕйсене мĕншĕн çапла "чиперлетнине" иккĕшĕ те каламарĕç. "Мĕн тума кирлĕ вăл сана, коз-зел!" — терĕç кашни сăмаха сарăхнă шăлĕсемпе хыртарса. Çапах та килсе çӳрекен тантăшĕсенчен уни-куни алланса юлнă. Вĕсене ĕненес пулсан инкекĕн сăлтавĕ — пĕç хушши. Мускаври стройкăсене икĕ-виçĕ уйăха ĕçлеме çӳрекен упăшкисем мăшăрĕсене чи интереслĕ самантра ярса тытнă. Паллă ĕнтĕ, кун пек намăса тураттин вăйĕ чакнă арçын та чăтаймасть. Пулнă вара мĕн пулмалли. "Тихий Донри" Акçиния Григорие уçса кăтартнă кăвакарнă вырăнпа вĕсен çывăхне те пыраймасть... Çамрăк хĕрарăмсен упăшкисем пульницана килсе курăнмарĕç.
Пĕрремĕш пĕтĕмлетӳ. Ĕç вырăнĕсем çителĕксĕрри çынсене, уйрăмах çамрăксене, тĕнче касма кăларса ярать. Çирĕпленсе çитмен хутшăнусем вара çăмăллăнах арканаççĕ, çемье арканать.
Иккĕмĕш пĕтĕмлетӳ. Чăхсене автан кирлĕ. Кунсеренех. Çакă икĕ хут иккĕ тăваттă пулнă пекех паллă. Хĕрарăмсене вара? Вĕсене мĕншĕн чăх картне те лартасшăн мар эсир, çĕршыв пуçĕсем?!"
"Яланхилле, чăн-чăн Гусевла тĕпленĕ", — терĕ ăшĕнче Михайлов. Килĕшмесĕр тăма та çук çав. Ара, тин çеç вĕт-ха, çирĕм çул каялла, ĕçлемесĕр пурăнакансене тыта-тыта каятчĕç, ĕçе вырнаçманшăн штраф паратчĕç, тем те пĕр каласа хăртатчĕç. Паян çанă тавăрас тесен те ĕç тупаймастăн. Ирĕксĕртен, çемьене тăрантмалла-çке, мăшăрне пĕччен е тин çуралнă пепкине хăварса Мускава е Çĕпĕре тухса каяççĕ, пуянсем валли керменсем тăваççĕ, тĕрлĕ стройкăра тар тăкаççĕ. Çак пулăма ниепле те йĕркеллĕ тееймĕн паллах.
Тепĕр статья валли хатĕрленĕ сюжета Виктор "Наркотик ытамĕнче" ят панă.
"Ку хĕр "паспортне" çухатнипе çухатманнине пĕлместĕп, анчах çакă паллă: вăл качча тухман. Галя ятлă. Упăшкисем патакланă хĕрарăмсене лайăх пĕлет. Пĕр палатăра выртнăран мар, Ачалăх микрорайонĕнче пĕрле пурăннăран. Шел, вĕсем пек тухса çӳреймест Галя, сигаретне те палатăрах туртать, туалет ĕçĕпе те кунтах айкашать. Шĕкĕр Турра, тантăшĕсем пулăшаççĕ.
Такам хĕненипе лекмен кунта Галя. Пульницана ăна Наркотик ятлă тусĕ "çавăтса" килнĕ. Тĕрĕсрех, тăнне çухатнăскере, алли-урине, кăкăрне, аяк пĕрчисене хуçса пĕтернĕскере васкавлă пулăшу машинипе илсе çитернĕ.
Наркотикăн черетлĕ дозине йышăнсан рехетлĕх ытамĕнчи Галя тахçанах планласа хунă ĕмĕтне пурнăçланă — пиллĕкмĕш хутри балконран кайăк пек вĕçсе аннă. Çак утăма тунăшăн хускалайми тенĕ пекех выртакан хĕр хăйне пĕрре те ӳпкелемест. Пачах тепĕр май: пĕлесчĕ сирĕн, мĕнлешшĕ кайф! Çав саманта нимĕнпе те танлаштараймастăн, ăна туйса курмалла", — тесе курнăçланать. Мĕн пытармалли ĕнтĕ, хĕре наркотик калаçтарать. Унăн витĕмĕнчен, çирĕп серепинчен çăлăнса тухма ай-ай пысăк хăват кирлĕ пулать. Тухайĕ-ши?"
Çак йĕркесене вуласа пĕтерсен Михайлов хулари ятлă-сумлă Барановсене аса илчĕ. Хĕрне ирĕке ярса, каçсерен ăçта çухалса çӳренине уямасăр вĕсем хăйсен умне шăтăк алтрĕç. Хваттерне те улăштарсах тăчĕç, урăх хулана та куçса кайса пăхрĕç, пульницара та сиплеме хăтланчĕç, усси пулмарĕ, хĕрне наркотикăн танатинчен тăпăлтарса кăлараймарĕç. Хăй çине тăмасан "шурă çĕлене" çĕнтерме никам та мехел çитереймĕ çав. Çирĕм те тултарман хĕр хăй суйласа илнĕ çулран пăрăнаймасăр тăпра айне çамрăклах, чечекне сараймасăрах кĕрсе выртрĕ.
Скрепкăпа тирпейлĕ хĕстернĕ хутсене папкăна тирпейлĕ хурса пычĕ Леонтий Андреевич. Черет кĕтсе выртакан тепĕр листана илчĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ çырса тултарнă йĕркесен тăррине пысăк сас паллисемпе "Чĕрĕ юлнă" тесе шăрçаланă.
"Эрех те наркотиках: ĕçсе кайсан урмăшланмасăр та чарăнаймастăн. Вăл та инкекпех вĕçленет. Е хăвăн пекех анрасем тытса ислетеççĕ, е усалсемпе ермешсе каятăн, вĕсем хĕтĕртнипе аллуна çĕçĕ е кусар тытатăн, тӳрлетсе пĕтерме çук инкек сиктерсе кăларатăн, — çапларах пуçласа ярать хăйĕн корреспонденцине Виктор. — Пĕççи-каççине çинçе троссемпе çĕклесе йывăр тукмак çакнă, нар пек хытă кравать çинче выртакан Веччана никам та хĕнемен. Тимĕр алăка пĕр сехет ытла кĕмсĕртеттерсе тăни усă кӳменнине, амăшĕ пур пĕр уçса кĕртмессине ăнланса илнĕ хыççăн хĕрĕх çула çитсе те хĕр кăларса килме пултарайман арçыннăн "Человек-паук" кинори герой евĕр пулас килсе кайнă — хваттерне балконран кĕрес тесе шыв юхса анмалли пăрăх тăрăх эрешмен пек хăпарса кайнă.
Тĕлĕнмелле те, тăххăрмĕш хутри балкона çитме эрех ĕçсе минренĕ услапăн пĕр-икĕ хăлаç çеç юлнă. Çапах та хăйшĕн те, хулашăн та рекорд лартайман вăл. Алă вăйĕ пĕтсе çитнине хирĕç нимĕн те тăвайман — Вечча тулли михĕ пек шăхăрса аннă.
«Çак этем мĕнле майпа чĕрĕ юлнă-ха» тесе палатине çитсех килтĕм. "Çуллах çулса хунă курăк купи çине ӳкнĕ вăл. Çавăнпа чĕрĕ юлнă. Ури çеç хуçăлнине тата пилĕк кун юнлă шăнине шутламасан — кĕпепе çуралнă вăл. Ментсене кунта та ăнать вĕт-ха, — терĕ сассине пусарса алăк çывăхĕнчи кравать çинче выртакан утмăл çулсенчи типшĕм арçын. — Вечча-эрешмен тесе чĕнетпĕр ăна. Кӳренмест". Юлашки сăмахсем тĕлĕрекен Веччан хăлхине кĕчĕç пулмалла — сысна шăрчĕ пек сухаллă арçын малтан пĕр куçне, унтан теприне уçрĕ. Сулахай аллипе Мавзолей çинчи Горбачев пек сулласа илчĕ. "Салам, юлташăм!" тени пулчĕ-тĕр ĕнтĕ ку. Эпĕ сылтăм аллăн пуç пӳрнине чăнк! тăратрăм. Çапла хисеп туни Веччана килĕшрĕ, кулли хăлхи патнех çитрĕ. "Меммех те мар-тăр ку эрешмен. Юнлă шăрсан та епле кулать, шăлĕ çине тути витĕнмест вĕт", — тесе шухăшласа палатăран тухрăм...
/Вĕçлеме "пăта" кирлĕ. "Шпиль" тупаймасан "сотка" та каять. Тен, суда кайса килмелле? Ментсемпе çыхăннă интереслĕ ĕç-пуç пăхса тухаканччĕ хушăран вĕçем/"
Виктор Гусев калавсене те, статьясене те хăйне евĕрлĕ вĕçленипе палăрса тăрать. Ăна вăл "пăта" тет, лайăх пăталаса вĕçленĕрен. Ыттисем пек "ытлашши çырмарăм-ши?", "влаçрисем кӳренмĕç-ши?" тесе чĕтресе-хăраса тăмасть. Калас тенине тӳррĕн кастарать: якатмасть-çемçетмест-илемлетмест. Чĕлхи те вичкĕн ĕнтĕ, рашпĕлпе хăйраса çивĕчлетнĕ хĕç пек вичкĕн. Çавăнпа тепĕр материалне те вуласа тухасах терĕ тĕп эколог. Темиçе çул хушши пĕрле ĕçленĕ юлташĕ пичетре мĕнле ыйтусене хускатассине пăлсе тăни номенклатура çыннине пĕрре те ытлашши пулмĕ. Тата мĕн шытармалли, Леонтие çăмăл мар вăхăтра чи малтан алă тăсса параканĕ те Викторах пулнă: пĕр пӳлĕмлĕ хваттер иличчен Михайлов ун патĕнче пурăннă.
Леонтий Андреевич çаксене ыррăн аса илчĕ те куçĕ "Çемье пуçĕнче — хĕрарăмсем" хайлаври йĕркесем çине ӳкрĕ.
"Кашни çын — хăй пĕр тĕнче", — тенĕччĕ пĕр ăсчах. Темиçе çынлă çемьене вара мĕнлерех палăртмалла-ши? Совет самани вăхăтĕнчи ăнлав — "Çемье — общество ячейки" — глобализаци ĕмĕрĕнче ытла та ансăр илтĕнет. Паянхи çемье çав "ячейкăна" шăнăçайми пулнă тесшĕн эпĕ. Тен, йăнăшатăп? Юрĕ, ученăйсен, тĕпчевçĕсен картине кĕрсе аташса çӳрем мар-ха, шĕвелнĕ ăс-тăна тата та шĕветем мар. Çапах та конкретлă çемье пиркиех сăмахласшăн эпĕ. Каласа парас тенĕ çемьери çынсем хăйне евĕрлĕ пулнăран.
Мана вун пиллĕкмĕш палатăна вырнаçтарнă вăхăтра хĕрĕх-хĕрĕх пиллĕксенчи арçын кĕтесри кравать çинче выртатчĕ ĕнтĕ. Çумĕнче, балкон çинчи пек ансăр сак çинче, тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăм ларать. Паллашрăмăр. Арçын Олег ятлă. Çакна хĕрарăм каларĕ. Хăйне Нина та, Нина Сидоровна тесен те юранине пĕлтерчĕ. Малтанах ăна çак арçыннăн упăшки пулĕ тенĕччĕ. Эпĕ йăнăшнă — йăмăкĕ иккен. Вăл каланă тăрăх, Олега шалкăм çапнă. Сылтăм енчи алли-ури вуçех те ĕçлемест. Виççĕмĕш талăк ĕнтĕ тупăкри пек хускалмăсăр выртать.
Кусемсĕр пуçне Олегăн янах шăмми хуçăлнă, малти шăлĕсем тухса ӳкнĕ. Çăварне, янахне унтан та кунтан тимĕрпе тыттарнăран намордник тăхăнтартнă бульдог пекех курăнать хĕн курнă арçын. "Чи япăххи, чи хăратаканни вара — Олегăн чĕлхи çĕтни. Тă-тă-тă тенисĕр пуçне нимĕн те çыхăнтарса калаймасть", — тет Нина Сидоровна пăшăрханса.
Олегпа мĕн пулнине никам та йĕркеллĕ пĕлмест. Юлташĕсем каласа панă тăрăх, гаражра эрех ĕçнĕ, унтан килĕсене саланнă. Гаражран тухсан каçхине ушкăнланса çӳрекен çамрăксем хĕнемен-и сана?" — тесе ыйтсан Олег хирĕçлет, шăмарса пăхать, тă-тă-тă тесе хăвăрт-хăвăрт калать. "Хăв ӳксе амантăн-и?" — тесен куçне "çапла" тенĕн мăчлаттарать, пуçне те килĕшнĕ хурăм кăтартса хускатать.
Çакна, никам "пулăшăвĕсĕрех" ӳксе çапла ванса пĕтме пултарнине, ĕненме йывăр. Кун пеккине, пĕрре тăсăлса ӳксех янах шаммине хуçнине, шăлсăр, чĕлхесĕр тăрса юлнине, алли-ури ĕçлеми пулнине, милици сводкинче çеç мар, фантастсен кĕнекисенче те вулама тӳр килменччĕ-ха мана. "Тыттарать вăл, — тет кăнтарла пăхса тăма килекен Вова, Нина Сидоровнăн упăшки. — Ман шутпа, пуçĕнчен йывăр япалапа нăклаттарнă ăна. Чăх çăмарти пысăкăш мăкăль ĕнси çине ахальтен тухса ларман ĕнтĕ".
Хулара ӳснĕ пулин те хĕрĕхри Вова чăвашла лайăх калаçать. Уçă кăмăллă та уçă кутлăскер, кашни килмессерен çĕнĕрен те çĕнĕ хыпар пĕлтерет, тăванĕсен пурнăçĕ пирки кала-кала кăтартать.
Олег патшалăхăн мар предприятире сварщикре ĕçленĕ иккен. Хăй пекех чăвашла пĕлмен пĕр хĕрарăм патĕнче хут уйăрттармасăр пурăннă. Киле кĕнĕ эппин. Кун пек арçынсене "посол" та теççĕ хăш-пĕр ялта. "Хут уйăрттарманнипе-ши, килсе те курăнмарĕ ама, пĕрре те килмерĕ. Олега та алăк урати урлă каçармĕ, килне кĕртмĕ. Ара, калека мĕн тума кирлĕ ăна, тĕрĕс ĕнтĕ, — тет кулянса та тарăхса Вова. — Хĕрĕх çул хушшинче çакна тĕплĕ-тĕплĕ ăнланса илтĕм: хĕрарăма икĕ япала кирлĕ — лайăх та... тата укçа. Вĕсем пулмасан, тивĕçтермесен эпир, арçынсем, çӳп вырăнĕнче çеç", — ăслă сăмах каланăн куçне-пуçне ялтăртаттарчĕ арçын. "Аплах мар ĕнтĕ", — тетĕп хирĕçлесе, вăл хăйĕннех перет: "Апла ма килмерĕ-ха, ятне туса хăть ма курăнмарĕ-ха? Мĕн те пулин татăлса анатчĕ-им? Çапах темиçе çул пĕрле пурăннă вĕт, тӳщеке пĕрле ăшăтнă. Çакăн хыççăн мĕн темелле-ха ăна? Ăçта кайса кĕмелле тет халь Олегăн?! Пурăнмалли вырăнĕ çук, прописки тата кунта мар, Татарстанра. Инвалидноç илес тесен тутарсен больницинче выртмалла. Кам кайĕ унпа, туалета та хăй тĕллĕн çитсе пушанайман арçынпа?!"
Калаçсан-калаçсан хăй пирки те, хăйĕн çемйи çинчен те сăмахлать Вова. Çамрăк чухне самбо спорчĕпе интересленнĕ иккен вăл. Ăмăртусене хутшăннă, спорт мастерĕсен йышне кĕнĕ. Çакăн хыççăн пурнăç урăпи унăн сулăнкăсене лексе арканма тытăнать. Юратнă хĕрĕпе венчете тăма хатĕрленнĕ самантра урăххине, темле майпа унран хырăм мăкăртнă Нинăна качча илме тивет. "Çапла хăтланнăшăн загса каймарăм, паспорт çине штамп çаптармарăм. Киле те илсе каймарăм Нинăна, ун патне, унăн пĕр пӳлĕмлĕ хваттерне пурăнма куçрăм", — тет çав вăхăтри кунсене аса илсе Вова. Чие йывăççи айĕнче ăнсăртран ӳкерсе хăварнă вăрлăхран паха çимĕçех тĕвĕленмест пулĕ çав: кĕтмен ывăл вĕçкĕн ӳсет, çын япалине вăрланăшăн тĕрмене ăсанать. Çут тĕнчене кĕçех хĕр килет. Вовăн амăшне асăнса çĕн кайăка Ольга ят параççĕ. Пурнăçне амантнă ашшĕ Ульхана чĕри патне илет, леш тĕнчене ăсаннă ашшĕ-амăшĕнчен юлнă виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пайне /пропискăна/ пĕртен-пĕр ăна кĕртет. Пурăнма вара Нина Çидоровна патĕнчех, пĕр пӳлĕмлĕ хваттертех пурăнаççĕ. Виçĕ пӳлемлине мĕншĕн пушă тăратаççĕ тетĕр пулĕ-ха. Ăна пушă тăратма Вова утериех тайлăк мар. Унта пасарсенче кăнтăр çимĕçĕпе суту тăвакан азербайджансене янă. Уйăхне виçĕ пин тенкĕлле. "Ульха хĕр çулне çитсе качча кайиччен, хваттер кирлĕ пуличчен пурăнтаратăп кăнтăр çыннисене, — тет Вова. — Виçĕ пин çав тери сахал пулсан та — мана çитет. Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулнăшăн тата патшалăх парать".
Сăмах май, Нина Сидоровнăн аппăшĕн упăшки те инвалид. Вăл та ĕçкĕпе аташнă. Иртнĕ çул шалкăм çапнă та, çавăнтанпа хваттерĕнчен тухмасăр выртать. Вупшем, ку çемьесенче хĕрарăмсем çеç стройра, турта хушшинче.
Вова та инвалид терĕмĕр ĕнтĕ. Ăна инвалида кăларса хваттерне туртса илме хăтланнă тискер ĕç пилĕк çул каялла пулнă. Çакна шухăшласа кăларса пурнăçлаканĕ, тĕлĕннипе ураран ӳкес мар тетĕр пулсан — ларăр, Вован арăмĕн йăмăкĕн упăшки. Çак путсĕрлĕхе вăл тунă. Хими заводĕнче ĕçленĕскер, — çапла, халĕ çук вăл, Турă наказани панă ăна, çĕр çинчен илсе кайнă, — пĕрлехи пĕр ĕçкĕре Вована ăсран кăларакан шĕвек ĕçтернĕ. "Питĕ лайăх астăватăп, ĕçкĕ хыççăнах, порошокне шеллемен йĕксĕк, анраса кайрăм. Куçа темле ăмансем, шăнасем, эрешменсем, кăпшанкăсем курăнма тытăнчĕç. Хам мĕн тунине, ăçта иккенне ăнланми пултăм. Ал айне мĕн е кам лекет — çавна çĕкле-çĕкле çапатăп. Кайран каласа кăтартрĕç, хĕрарăмсене те пуç урлă ывăтнă иккен эпĕ, хам та балконран сикме хăтланнă, — тет Вова. — "Юратнă" тăвансем маншăн питĕ тăрăшрĕç. Пульницара "сиплентерсе" инвалидноç йĕркелесен психбольницăна кайса хупрĕç. "Эпир опекун пулатпăр, сана пăхса пурăнăпăр, хваттерне пирĕн çине куçар", — тесе темле хутсем çине алă пустарма хăтланчĕç. Килĕшмерĕм. Шĕкĕр Турра, психбольницăра нумай тытмарĕç. Ара, ухмаха тухса ĕлкĕреймерĕм. Вăт çапла, Виктор, укçа, хваттер тесен паян кун тăванĕсене кăна мар, ашшĕпе амăшне те пĕтерме хатĕр. Арăм пĕлмен пек турткаланчĕ, анчах чĕрем туять, вăл та каварта пулнă. Çавăнпа ĕçе те вырнаçас килмест ман, вĕсемшĕн ĕçлес килмест. Эпĕ хамăн пурнăçпа пурăнатăп, никама та кансĕрлеместĕп, никампа та интересленместĕп", — тенĕ хыççăн Вова кĕсйинчен пĕчĕк пакет кăларчĕ. "Чĕлхе айне ак насвай хурап та — полный кайф пулать", — терĕ кăмăллăн, çутă куçне пĕрре Олег çине, тепре ман çине ыткăнтарса.
Хăй каланă тăрăх, эрех ĕçме пăрахнă вăл, сигарет туртмасть. Пакетри тĕксĕм симĕс тĕслĕ хутăша çеç чĕлхи айне хурать. Хумассерен шăп пулса ларать. Пичĕ çеç килпетлĕн чалăша-чалăша илет. Куçне вут-хĕм тапса тухать — Вова ыррăн-ыррăн ирĕлет. Хăй çапла калать. Тепĕр вунă минутран сурса кăларсан кайф тамалать имĕш, пилĕк минутран пуç мими яланхи картне ларать. Тĕрлĕ курăкран хатĕрленĕ çак хутăша вăл пасарти азербайджансенчен вунă тенкĕлле туянать. "Тытса кур, чĕлхе айне хурса пăх" тенĕрен, ăнтирес çĕнтерчĕ, пакета алла илтĕм, уçкаласа пăхкаларăм. Сăмсана усал шăршă кӳ-ӳ! пырса кĕчĕ. Чăн-чăн ĕне пăх шăрши. "Фу! Çакăн пек шăршлă тислĕке çăвара мĕнле хума пулать?!" — тесе пакета каялла тыттартăм. Вована мĕн, Вова лăх-лăх çеç кулать. "Хăнăхсан шăршăна туймастăн", — тет.
Çурăм çинче тăтăш выртнăран-ши е урăх сăлтавпа Олег хускалса илчĕ. "Мĕн, çиес килсе кайрĕ-и? Çиччас çăмарта лăкаса паратăп", — тесе Вова ура çине тăчĕ. Сĕт, хăйма, йогурт пур çĕртех кашнинчех "çăмарта лăкаса паратăп" тени йăлăхтарсах çитернĕ пулмалла Олега. Çак сăмахсене илтсенех çĕлен пек чашкăрса илчĕ, сывă аллипе сывлăша кастара-кастара: "Тă-тă-тă, тă-тă-тă!" — теме тытăнчĕ. Лешĕ пушшех те йĕкĕлтешет: "Кур-ха, мĕнлешшĕ вăрçать. Куçне-пуçне еплешшĕ тата чалтăртаттарать. Как путтă эпĕ айăплă вăл сусăра тухнăшăн, чĕлхи çĕтнишĕн, тă-тă-тă тесе выртнишĕн. "Инвалидноç хучĕсене туса пĕтериччен хăвăн хваттерунта прописат ту-ха", — тет арăм. Те çав териех ухмах вырăнне хурать вăл мана. Качака таки купăста пахчине иленсен ăна вĕренпе сĕтĕрсен те, патакпа ислетсен те картаран кăлараймастăн. Çапла вĕт, Виктор?" — тет Вова йăл-йăл кулса. Унтан Олег валли тесе лăкаса хатĕрленĕ пĕр стакан çăмартана пĕр ăстрăмпах лăнкăртаттарса антарчĕ. Çакна курса выртакан Олег тепĕр хут тă-тă-тă терĕ те /тем каласа хăртрĕ ĕнтĕ/ — шăпланчĕ, урăхран сас кăлармарĕ. "Арăм кĕçех килет, бульон илсе килет", — терĕ тути-çăварне çулласа Вова. Олегăн усăнса аннă утиялне тӳрлетнĕ хыççăн манпа алă тытсах сыв пуллашрĕ, палатăран тухрĕ.
Вова сассинчен пушаннă пӳлĕм шăплăха путрĕ. Кашниех хăйĕн ăшне чакаланса кĕчĕ-тĕр. Чĕнместпĕр. Шел, нумая пымарĕ çак лăпкăлăх. Палатăна вăтам пӳллĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕртен те хĕрлĕрех питлĕ, пуклак сăмсаллă арçын саркаланса кĕчĕ. Олег патне: «Тусăм, Олег, эх, Олег!» — тесе аллине тăсса пычĕ, юлташĕн ĕçлемен аллине тытса силлерĕ. Хăй пĕр вĕçĕм пакăлтатать, ыйтать. Лешĕ тă-тă-тă тет те, татах сăмах савалама пикенет. "Ыран бригадăпах килетпĕр, пурте килетпĕр. Сан валли мĕн-мĕн илсе килмелли пирки калаçма тин çеç гаражра пуçтарăнтăмăр. "Кайса кил-ха, ыйтса пĕлсе кил", — терĕç мана. Сывлăхна сиплеме, лекарствăсем туянма сана ик çĕр тенкĕ матпулăшу панине, çак тĕлĕшпе кăларнă приказа чи курăнмалла çĕрте çакса хунине калама, укçана хăв-и е майру пырса илмеллине пĕлтерме ыйтрĕ тата бригадир. Куратăп, хăв çӳрейместĕн пулĕ. Майру килкелесе каять-и? Ăна яр, хăв ан çӳре. Так штă, кам пырассине шăнкăравласа пĕлтер, тепĕр виçĕ сехетрен килте пулатăп", — терĕ те çакскер, кайма пуçтарăнчĕ.
— Юлташăм, тăхтăр-ха, сирĕн пата Олег шăнкăравлаймасть, — терĕм. Арçын чарăнса тăчĕ. Ман пата çывхарчĕ. Вăл хĕрĕнкĕ пулни халĕ янкăрах палăрчĕ.
— Мĕншĕн? Унăн сотовăй пур вĕт. Вăн, чӳрече янаххи çинчех выртать. Зарядки пĕтнĕ пулсан хăвăрăннипе, тархасшăн, калаçтарăр. Темиçе минутшăнах укçа нумай ӳкмест, — тет пуклак сăмса, сăра, ыхра, сухан шăршине ман çинелле сывласа кăларса.
— Тăванăм, тепĕр хут калатăп, Олег сирĕнпе калаçма пултараймасть. Хальлĕхе.
— Мĕншĕн калаçаймасть пултăр-ха? Тин çеç вĕт вун пилĕк минут хушши хавхаланса калаçрăмăр, — тет арçын.
— Эсир калаçрăр, Олег мар. Унăн чĕлхи çĕтнĕ, тă-тă-тă тенисĕр пуçне урăх пĕр сăмах та калаймасть.
— Да-а?! — тĕлĕнчĕ арçын. Унтан ĕçтешĕ енне çаврăнчĕ те: — Эсĕ пурпĕр ан парăн, чире ан парăн, — терĕ, палăтăран тухрĕ. Эпир пурте ахăлтатса кулса ятăмăр. Олег та кулчĕ, куçĕ йĕпеничченех сассăр кулчĕ. Хушăран тă-тă-тă та терĕ.
Пĕр кун иртрĕ. Иккĕ. Виççĕ. Тăваттă... Бригада çаплах курăнмарĕ, урăхран пĕр çын та Олег патне ĕçĕнчен килмерĕ".
"Чăн-чăн калав. Тĕл-тĕл якатмалла çеç", — тесе шухăшларĕ Михайлов. Аслăлатсан та пăсмасть — сюжет-пулăмсем тăкăнса тăраççĕ.
Леонтий Андреевич сехечĕ çине пăхса илчĕ. Ылтăн шĕвекĕпе витнĕ пĕчĕк йĕп вун иккĕ урлă каçнине курсан вăхăт çав тери хăвăрт иртнинчен тĕлĕнчĕ. Çутăна сӳнтерчĕ. Кĕлетки краватьре вырнаçсан Любăна куçĕ умне илсе килчĕ. "Çуралнă кунне кампа паллă турĕ-ши? Тен, халĕ те савăнаççĕ? Çур çĕр иртни тин çеç вĕт, — кĕвĕçнĕ хурăм шухăшларĕ Михайлов. — Манăн та ăна саламламалла... Çак уявпа усă курмалла, пĕлсе усă курмалла. Пĕтĕм малашлăх-пуласлăха çав каç, пĕрлехи каç татса пама пултарать. Мĕнлерех парне туянмалла-ши, мĕне килĕштеререх парать-ши Люба? Юрĕ, кун пирки ирхине шухăщлăпăр. Ирхи пуç каçхинчен ăнăçлăрах ĕçлекенччĕ, йăнăшсем те сахалрах тăваканччĕ".
* * *
Ирхи процедурăсем, яланхи пекех, ир-ирех, улттă çурăрах пуçланчĕç: градусник лартрĕç, уколсем турĕç, эмелсем ĕçтерчĕç, юн пусăмне виçрĕç. Тăхăр сехетре сиплекен врач Надежда Николаевна килчĕ.
Кăкăр кăшкарне, çурăма ятарлă хатĕрĕпе темиçе çĕртен итлерĕ.
— Леонтий Андреевич, сиплев йĕркеллех пырать. Анчах та кăкăрти хăйăлти сас пĕтмен-ха. Юн пусăмĕ те нормăна кĕрсе çитмен, — терĕ уçă сассипе тухтăр. — Çавăнпа та мĕн палăртнине тĕплĕн пурнăçлăр.
Галокамерăна, массажа çӳреме тытăнăр... Ыйтусем пур-и?
— Çук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, — хуравларĕ Михайлов.
Обход хыççăнах, эй, тĕнче, эх, савăнăç — Люба капельница лартма кĕчĕ.
— Сывă-и, Леонтий? Ĕнер мĕнле пурăнтăр, куна мĕнле ирттертĕр? — терĕ хĕр венчете халь-халь тăраслăн çиçсе.
— Ăнран каяттăм. Сире аса иле-иле асăм типетчĕ...
— Аплах мар-тăр ĕнтĕ, — симĕс куçне тĕлĕннĕ пек йăлкăштарчĕ сестра. Унтан система йĕппине меллĕн, пĕр ыраттармасăр юн тымарне кĕртрĕ. Çак самантра антăхса каясран хăраса хăйне аран-аран алăра тытса выртрĕ Михайлов. Люба пĕшкĕнсе ытла та çывăх пулнăран, хĕртен çав тери тутлă шăршă килсе сарпăннăран, чăкăт пек шурă кăкăрĕсене çурри таран çеç хупласа тăракан суперкăкăрлăх халат çурăкĕнчен курăннăран.
— Люба, санăн çуралнă кунна паллă тăвас килет, питĕ те паллă тăвас килет. Вăхăт туп, тархасшăн. Паян каçхи смена мар пулсан та — ан кай, юл. Чĕререн ыйтатăп, — терĕ Леонтий. — Кӳренмелле пулмĕ, асра юлмалла пулĕ.
— Мĕнле ăнланмалла "кӳренмелле пулмĕ, асра юлмалла пулĕ" тенисене? Манпа мĕн тăвасшăн эсир? — йăл кулчĕ хĕр.
— Тем усалли ан шутлăр, Люба, тархасшăн. Пĕтĕмпех пысăк шайра иртĕ. Сюрприз та, уяв кĕреки те пулĕ. Ан хирĕçле, ыйтатăп, — хĕре юрас тесе çуллăн калаçать Леонтий.
— Чăннипех те мана уяв туса парасшăн-и эсĕ? Кирлех-и вăл сана?
— Кирлĕ, питĕ кирлĕ, Люба, — çирĕппĕн, кашни сăмаха пайăррăн каларĕ Михайлов.
— Юрĕ, вăхăт тупăп. Каçхи смена мар пулсан та — килĕп, — ура çине тăрсан килĕшнине пĕлтерчĕ Люба. — Асту, савăннипе ташша ан яр, системăна сирпĕнтерсе ан яр. Мĕн пирки сăмах татнине кашни кĕтесре павраса çӳремессе те шанатăп. Ахаль те тем те пĕр калаçаççĕ.
— Çапла пулмасăр, Люба, çапла пулмасăр. Иксĕмĕрсĕр пуçне никам та, пульница шăшийĕ те сисмĕ. Ĕнен те шан.
— Юрĕ, эп вĕçтерем-ха. Капельница лартмалли тата вунă çын. Кĕленчери лекарство юхса анса пĕтсен мĕн тумаллине пĕлетĕр, — терĕ те Люба, куçĕнчен ăшă пайăркасем тăкса хăварса палатăран тухрĕ.
Çурăмĕ лачкам йĕпеннине, чĕри хутаççинчен тухса ӳкесле тăпăлтатнине Леонтий тин туйса илчĕ, кăкăрĕнчи тулса çитнĕ сывлăша хыттăн пĕрхĕнтерсе кăларчĕ.
Галокамерăпа массажра пулнă хыççăн Леонтий Андреевич чăн малтан килне çитрĕ. Ваннăйне кĕрсе выртсах çăвăнчĕ. Кирлĕ кун кирлĕ пулĕ-ха тесе пуçтарса пынă хут укçасене кĕсйине пĕтĕрсе чикрĕ. Хула варринчи ювелир лавккине такси тытсах кайрĕ.
— Мана çав тери хитре çĕрĕ кирлĕ, — терĕ хăйĕн патне самантрах çитсе тăнă хĕрарăма.
— Кам валли?
— Хĕр валли.
— Миçере?
— Мĕн миçере?
— Хĕрĕр миçере? Çавна шута илсе суйлаççĕ çĕрĕне, — вĕрентме тивнишĕн клиенчĕ ан кӳрентĕр тесе йăл кулчĕ çулсенчи хĕрарăм.
— Çирĕм саккăрта.
— Туй çĕрри-и е урăх уяв валли?
— Çуралнă кунпа парнелесшĕн.
— Размерĕ мĕнле?
— Пĕлместĕп. Виçмен, ыйтман...
— Ну, мĕнлерех унăн пӳрнисем: хулăн-и, вăрăм-и?
— Пианисткăнни пек черченкĕ.
— Вунулттăмĕш размер юрамалла, — терĕ иккĕленмесĕр сутуçă. Хĕрарăм çапла татăклă пулни Леонтие вăй пачĕ, çирĕм-вăтăр пин тенкĕ тăракан çĕрĕсене васкамасăр пахалама тытăнчĕ.
— Паян шурă ылтăн модăра. Ак çакă сирĕн хĕрĕре çав тери килĕшмелле. Курăр-ха, епле гармони: варринчи симĕс изумруда икĕ енчен виçшер шурă бриллиант çупăрласа тăраççĕ. Ячĕ те пур унăн — Черная Богиня, — мăнаçлăн калать чăнах та хитре çĕрĕ пирки хĕрарăм.
— Сирĕн хĕрĕн куçĕ мĕн тĕслĕ?
— Симĕс куçлă та йăм хура çӳçлĕ.
— Вăт ун валли тенĕ пекех ăсталанă ку çĕрре. Питĕ килĕшӳллĕ, элегантлă пулĕ, унăн характерĕпе те пĕр килсе тăрĕ, — терĕ вышкайсăр хăпартланса сутуçă.
— А, мĕншĕн çапла ятлă? Çĕрĕ хура мар-çке.
— Шăпах çавăнта ĕнтĕ унăн оригиналлăхĕ, капăрлăхăн вăрттăнлăхĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вăл хăйĕн патне туртать, илемлĕх тĕнчине илсе кĕрет, — тет хĕрарăм çĕрре хăйĕн кача пӳрни вĕçĕнче тытса, апла та капла çавăра-çавăра кăтартса.
— Туянатăп. Мĕн чухлĕ тăрать?
— Çирĕм çичĕ пин тенкĕ та виççĕр тенкĕ.
Леонтий Андреевич каланă суммăна шутласа пачĕ те хакĕпе те, илемĕпе те селĕм япалана тарăн кĕсйине чикрĕ, — тухса ан ӳктĕр. Унтан Мускав олигархĕсем уçнă моднăй лавккана кĕчĕ. Хула администрацийĕнчи чиновниксем кăмăллакан "Черная кошка" ятлă çутă эрех туянчĕ. Эрменсен коньякĕ чухлех тăракан çурма пылак эрех Леонтие те килĕшет: чун-чĕрене уçăлтарать, ырă ĕçсем тума ырăлантарса ярать. Любăна та чухах пулĕ. Ячĕ тата мĕне тăрать — "Хура кушак"! Кĕленчи йăм хура, этикетки çинчи хура кушак вошше чăнкă. «Юригинально, ослепительно» теççĕ-и-ха кун пек чух вырăссем?..
Каçхи вунă сехет тĕлнелле кăритурти ĕçлĕ шав тамалса çитрĕ, кăштăр-кăштăр-кăштăр утни илтĕнми пулчĕ. Леонтий пĕтĕм ĕçме-çимене сĕтел çине кăларчĕ. Панулмипе виноград, кивипе мандарин, шăрттанпа хура вăлча, "История любви" канфетпа «Хура кушак» эрех хăйсене ас тивессе, ырласа каласса кĕтеççĕ. Икĕ хĕрлĕ çурта асамлăха тата та вăйпатаççĕ. Килĕнчен илсе килнĕ темиçе канал тытакан пĕчĕк радио романссем шăрантарать.
Люба хăйĕн сăмахне тытрĕ, кăштăрт çеç кĕрсе тăчĕ.
— Во парать эколог. Кам валли çавăн чухлĕ янтăларăр?.. Çакăнта кам та пулин е дежурнăй врач килсе кĕрсен — ураран ӳкет. Унтан, кайран, сăмах айне тăвать, — тет алăк кутĕнчен иртеймесĕр Люба-Любаша.
— Чăх чĕриллĕ ан пулăр-ха, Любовь Геннадьевна. Сăмах айне тума вĕсене сăлтав тупса памăпăр. Алăка питĕрсе илетпĕр те ак — уççо пулчĕ те, — кĕсйинчен уçă кăларчĕ Леонтий. — Ку палата питĕрĕнекен алăклă иккенне пĕрремĕш кунах асăрханăччĕ эпĕ...
— Çапла, ку палатăна питĕрсех тăраççĕ. Сирĕнни пек вырăнта ĕçлекенсем килмен, сипленекенсем сахал чухне. Ыттисенчен аванрах пӳлĕм шутланать. Краватьсем йывăçран, чĕриклетмеççĕ. Раковина пур. Ключа камран илтĕр?
— Валентина Яковлевнăран. Паян каçхи сменăра вăл, — алăка шăнкăлт питĕрнĕ май çурма сасăпа хуравларĕ Михайлов.
— Унран илнĕ пулсан — юрать. Вăл шарламасть, курнине те курмăш тума пĕлет. Пурнăçĕ вĕрентнĕ ăна — ачана пĕччен пăхса ӳстерме çав тери йывăр вĕт халь. Ĕçсĕр тăрса юлсан — пушшех. Çавăнпа пулă пекех шăпăрт вăл. Ăнланать, пĕлет мĕнле пурăнмаллине, — терĕ хĕр ирĕклĕн, ĕçтешĕ хăйĕнчен аяларах тăнă пек палăртараххăн.
Леонтий ун сăмахĕсене пуçне илмерĕ. Упăшкасăр, пĕчченех ача ӳстерекен хĕрарăмăн статусне ансăртарах курасси, кăтартасси пирĕн обществăн юнĕнче ĕнтĕ вăл.
— Люба, ĕçме-çиме кĕтсе ывăнчĕ пуль, ларар сĕтел тавра, — терĕ Леонтий кăштах хумханса. — Эсĕ кравать çине вырнаç, эпĕ айван пукана утланăп, унăн лĕнчĕрлĕхне лайăхрах пĕлетĕп. Сĕтел-пукана çĕнетмелли пирки администрацире сăмах хускатăп-ха тухсан, тен, сывлăх сыхлавĕн министрĕ патне те кĕрĕп. Юрĕ, халь вакланар мар ун пирки, чаплă эрех тутанса пăхар, — терĕ çунатланса Леонтий, кĕленче пăккине штопăрпа пăк! çеç уçса.
— Мĕнле ятлăскер? Кун пеккине ĕçсе курман, — терĕ хĕр, сĕтел урлă ятне вулас пек пуçне каçăртса.
— "Черная кошка". Хамăрла, чăвашла каласан — "Хура кушак", — терĕ Леонтий. — Ăна Германири Доктор Цензен йăхĕ виç çĕр çул ĕнтĕ кăларать. Çапла çырнă. Аван ĕçĕнет. Сана та килĕшессĕн туйăнать.
Çутă эрех стакансене çутатса тулчĕ.
— Люба, ырă çыннăм, сана çуралнă кунупа саламлатăп. Ырлăх, телей, ăнăçу, ăнтăлу, юрату, лайăх юлташсем сунатăп. Эсĕ питĕ хитре çын. Манса ан кай: хитре çынсем, ырă чунлă çынсем Çĕре, хитре Çĕре, тата та илем кӳме, усал та хура чунлисем сирĕн пеккисене ура хума, çак илеме сăтăр тума килеççĕ. Кун пек çынсем эсĕ утас çула пӳлме нихăçан та хăю ан çитерччĕр. Телей кур, юп кур! — калас тенĕ сăмахĕсене такăнмасăр, шухăшлăн калама мехел çитернĕшĕн Леонтий питĕ савăнчĕ.
— Тавтапуç, ырă та чунлă сăмахсемшĕн, — терĕ Люба. Стакансем чанк! турĕç, эрех кĕлеткесене уçăлтарса анчĕ.
— Çийĕр, Люба, мĕн пуррипе сăйланăр, — терĕ те Леонтий кравать çумĕнчи тумпăчкă патне пычĕ, туртминчен шурă курупка илчĕ. Унăн ăшĕнчен симĕс тĕслĕ пĕчĕк те тăваткал футляр кăларчĕ. Ăна меллĕ уçрĕ, çурта çутинче йăлтăр та ялтăр çиçекен симĕс изумрудлă çĕрĕне Любăна тыттарчĕ.
— Ку — манран парне. Астăватăн ĕнтĕ, сюрприз пирки ирхине каланăччĕ...
— Мĕнле астăвас мар-ха... Тавтапуçах парнешĕн. Ман куç тĕсĕ пекех-çке изумруд, чаплă изумруд. Мĕн илмеллине, хĕр пуçне мĕнпе çавăрмаллине лайăх пĕлетĕн-çке, тĕп эколог...
Тулли стакансем иккĕмĕш хут чанкки турĕç, тĕппипех пушанчĕç. Герман Желтухин çыравçă калашле, халĕ тутлă тутасене ирĕк парсан та юрать. Çапла турĕç те.
— Люба, пĕлетĕн-и, çак çĕрре ят хурсах кăларнă, — эрехĕн, чуп тунин сипетлĕ хумĕсемпе киленсе, Люба çĕрĕне пӳрнине тăхăнтартнине ырхаçлăн пăхса каларĕ Михайлов.
— Мĕн ятлă? Кала, кĕтетĕп, — терĕ хĕр хĕвеллĕн кулса.
— Черная Богиня!
— Да-а?! Мĕншĕн апла? Шурă-çке-ха...
— Шăпах çавăнта унăн оригиналлăхĕ, вăрттăнлăхĕ терĕç.
— Тĕлĕнмелле каç паян, — пуçне ăнт! пăркаларĕ хĕр. — "Хура кушак" эрех, "Хура Богиня" çĕрĕ, хура вăлча... Сăмах май, ача чухне мана "хура кушак" тесе виртлетчĕç. Çӳçĕм йăм хура, куçăм симĕс пулнăран кăна та мар, кушак пек чее, чăрсăр, хама кӳрентерме ламанран. Хапĕ Хура Богиня пулса тăтăм-и ĕнтĕ? — çурхи шыв пек шăнкăртатса кулчĕ Люба. — Çук, эпĕ Богиня мар. Хура кушаках пулса юлам... Çĕрĕллĕ хура кушак! Во! Вăйлă илтĕнет вĕт?! — кăмăлне йӳле ячĕ Люба.
— Çавăншăн, саншăн, Çĕрĕллĕ хура кушакшăн пултăр эппин! — терĕ Леонтий, хĕр калаçнă чухне эрех тултарма ĕлкĕрнĕ стакансене татах чанкки тумаллине систерсе.
Ĕçрĕç, çирĕç. Татах ĕçрĕç. Вăтанаслăх, аванмарланаслăх пĕчĕккĕнех çĕтрĕ. Михайлов хĕр çумнех куçса ларчĕ.
— Чуп тума, кăшт чуп тума юрать-и сана, çăлтăрăм? — ыйтрĕ Леонтий çулăмлă куçĕпе хĕре шатăр-р! ыталаса.
Люба хирĕçлеймерĕ.
— Юрĕ, кăштах чуп ту, — терĕ.
Леонтий кăштах кăна мар, аванах чуп турĕ. Унтан кăпăшка та чăшăл! чăшăл! юхса тăракан хĕрĕн ырă шăршăллă çӳçĕпе çăвăнма тытăнчĕ. Тепĕр авăкран Любăн куçне каллех шыраса тупрĕ.
— Хитре кăкăрусене тытса пăхас килет, — терĕ. Люба хальхинче те хирĕçлемерĕ.
— Юрĕ, кăштах тытса пăх эппин, — терĕ.
Леонтий кăштах кăна мар, чăкăт пек шурă кăкăра чылай вăхăт, чĕчĕ пуçĕсем хытса тăртаничченех çепĕç-çепĕç ачашларĕ. Урăхран ыйтмарĕ, хĕре хăлхинчен пăшăлтатмасăрах хывăнтарчĕ. Шурă-шурă простынь çине хыпăнмасăр, вĕткеленмесĕр вырттарчĕ. Çарамаслантарнă хӳхĕм хĕр хăйĕн кравачĕ çинче ангел пек тасан выртнине ĕненсе пĕтереймесĕр Михайлов ăнран кайнă пек ларчĕ.
— Леонтий, эпĕ Венера статуйи мар. Çитет пăхса ларса. Тăрса тумланасса кĕтетнем, — терĕ Люба кăмăлсăр. Хуллен çеç каларĕ пулсан та арçын шарт! сикрĕ. Йăнăшне ăнланса хăвăрт хывăнчĕ. Савăшура слапак маррине кăтартма туххăмрах пуçăнчĕ: çырлалăхра çырла татрĕ, пиçĕ кĕлеткен кашни сантиметрне вăрахăн-вăрахăн, астармалла чуп турĕ. Чун хĕлĕхĕсем пехетлĕх ырăлăхне чăтаймасăр карăнса-карăнса тăнă самантра такам кулнăн илтĕнчĕ. Кăритурта е кӳршĕ палатăра пулĕ тесе Леонтий ăна çавăнтах манчĕ. Любăн чăмăр та илĕртӳллĕ купарчине алă лаппипе çат-çат! çапрĕ, пин-пин йĕп алхасуллă чиксе илнĕ вырăнта чĕлхине ташлаттарма пикенчĕ. Ынатлăн ахлатни, унтан янкăр кулни Леонтий хăлхине хальхинче уççăнах пырса кĕчĕ. Михайлов пуçне çĕклерĕ те куçне ĕненмерĕ: кулакан çын Люба иккен, вăл ахăлтатса выртать.
— Не обращай. Продолжай, — тет тата хăй. — Питĕ лайăх пулнă чух çапла кулатăп эп, — тет. Арçыннăн чалăшнă пичĕ-куçĕ йĕркене кĕрсе çитсен: — Шăртлă сухалупа асăрханарах пул-ха эс. Çимĕççене шăйăрттарса пĕтеретĕн, — терĕ кăмăллăн карăнса. Унтан çĕрĕллĕ аллипе Леонтие кăшăлласа тытрĕ, туйăмсен çăтмахне татах та татах кĕме Юрату Турринчен те кая мар кĕлеткине лĕштĕр-р ячĕ...
* * *
Леонтий Андреевичăн палатăра пĕччен пурăнаслăхĕ вĕçленчĕ. Чӳк уйăхĕн пĕрремĕшĕнче тулли комплект пулчĕ — тӳрех виçĕ çынна вырттарчĕç.
— Пациентсен йышĕ çитмĕл пилĕк çынна çитрĕ. Ирĕксĕрех хĕсĕнме тивет. Айăп ан тăвăр ĕнтĕ, — терĕ Надежда Николаевна, пульмонологи уйрăмĕн заведующийĕ çук чухне унăн ĕçне те пурнăçлаканскер.
— Мĕнле айăп ан тăвăр пирки калаçатăр. Эпĕ министр мар вĕт, чиновниксен картне те кĕрсе çитеймерĕм-ха, — терĕ куçне култарса Михайлов.
Малашне пĕрле пурăнмалли, сипленмелли çынсем тĕрлĕ çулхисем. Леонтий Андреевичпа юнашарри — пенсие тухнă преподаватель. "Роман Михайлович Долгов. Экономика наукисен докторĕ", — терĕ вăл паллашнă чухне. "Доктор" сăмаха витеререх, пусăмлăрах каларĕ. Кĕлеткерен пăхсан Аполлон мар ĕнтĕ: пĕчĕк, ырхан. Сасси уçă вара, чĕлхи — çивĕч. Паянхи пурнăçа, хальхи влаçа юратсах кайманнине тӳрех палăртрĕ: «Патшалăх ертӳçисем те вăрлама тытăнчĕç. Хăçан çапла пулнă??» — терĕ тутине пăркаласа.
Хирĕçри краватьсене, раковина çывăхĕнчине, шурă çӳçлĕ, çӳллĕ те тĕреклĕ Владислав Игоревич Пименов аслă прапорщик йышăнчĕ. Чӳрече патĕнчи Петр Петрович Миронова тивĕçрĕ. Хăйĕнпе вăл "лимоновец" тесе паллаштарчĕ. Вăтăр çулсенчи арçын çӳçне кĕске кастарнă. Тумтирĕ хура пуставпа сăранран. Пĕрремĕш каçрах вăл тĕлĕнтерсе илчĕ. "Эпĕ "Раççей — вырăссем валли" лозунга ырлатăп. Раççей президенчĕ регионсенче вырăс чĕлхине вĕрентессине вăйлатма хушни те çакна систерсе каланиех", — терĕ кашни сăмаха вĕтĕ шăлĕсем витĕр сăрхăнтарса.
"Раççей вырăссем валли кăна пулсан пирĕн, чăвашсен, ăçта кайса кĕмелле?" — терĕ аслă прапорщик Миронов çине чалăшшăн, эх, айванкка-çке ку" тенĕн пăхсă. "Эсир чăваш пулма пăрахса вырăса тухатăр. Çавă çеç", — хуравларĕ "лимоновец". "Манăн вырăса тухас килмесен, чăваш пулсах çак çĕр çинче пурăнас килсен мĕн тăвăпăр, юлташăм?" — хăйĕн сăмахенчен пĕр шит те чакмарĕ Пименов. "Мĕн, мĕн тăвасси, — куçне пĕр самант анчăк хӳри пек пăлтăртаттарчĕ Миронов/ — Вырăса тухма вĕрентĕпĕр. Çавă çеç", — терĕ. "Çавă çеç" сăмахсене питĕ юратать пулмалла ку çамрăк — вĕсене кашни предложени вĕçĕнчех меллĕ çыпăçтарса хурать. "Мĕнле? Мĕнле вĕрентес тетĕр?" — хальхинче "лимоновец" çине тӳррĕн пăхрĕ аслă прапорщик. Тăслĕхсем çĕршыв историйĕнче пайтах. Халĕ каласа тăмăп вĕсене. Усă курăпăр юрăхлăраххипе. Çавă çеç", — терĕ те Миронов, ыйту-хурав вĕçленнине систерсе кравачĕ çине тăсăлса выртрĕ.
Кăмăллă мар калаçу аслă прапорщика çеç мар, Леонтий Андреевича та килĕшмерĕ. «Эсир салтакра пулнă-и? Салтак пăтти çисе курнă-и?» — ыйтрĕ "лимоновецран". «Манран ыйтатăр-и?» — пуçне çĕклерĕ Миронов. "Санран", — терĕ Михайлов. "Пулман, вара мĕн?" — тӳрккессĕнрех палтлаттарчĕ çамрăк. "Нимĕн те мар. Атте-аннен ăшă çунатти айĕнчен тухса пĕр уйăх та пулин расна, хăй тĕллĕн пурăнса курман çынна пурнăçа, кăткăс пурнăçа ăнланма, тĕрĕс утăмсем тума çăмăлах мар çав. Çавă çеç", — терĕ Леонтий Андреевич калас тенине «лимоновецăн» юратнă сăмахĕсемпе вĕçлесе. Лешĕ чĕнмерĕ, лаша пек тулхăрса выртрĕ.
"Лимоновецсем", урра патриотсем вутпа выляççĕ, — калаçăва кун пек, тĕплемесĕрех вĕçлес темерĕ пулмалла Владислав Игоревич. — Çакна патшалăх пуçĕсем курса тăраççĕ, анчах тивĕçлĕ хак памаççĕ. Каплах пырсан çĕршыв арканасси патнех çитсе тухма пултаратпăр. Кашни кĕтесре "Раççей — вырăссем валли!" тесе кăшкăрашнине ытти наци халăхĕсем, республикăсенче тĕпленсе пурăнакансем çăкăр-тăварпа кĕтсе илмеççех. Тутарстан — тутарсем валли, Пушкăртстан — пушкăртсем валли. Чăваш Республики — чăвашсем валли тесе пайлама тытăнсан эсĕ, хăвна вырăс пек кăтартакан юлташăм, кăркка пек каçăрăлса лăпкăн выртман пулăттăн: е утмăл ытла процент чăваш пурăнакан республикăран куян пек тапса сикеттĕн, е чиркӳ шăшийĕ пек шăпăрт пулаттăн. Раççей тĕрлĕ наци халăхĕсем килĕштерсе пурăннипе хăватлă, тĕреклĕ. Эсир çак тĕреке ним те мар аркатма хатĕр, — терĕ аслă прапорщик. — Сана, Петр Петрович, Чечняра пĕр-ик эрне пурăнтарса пăхтармалла, вара урăхла юрлама тытăннă пулăттăн". "Чечняра пулнипе кăкăр çапатăр-и ĕнтĕ?" — терĕ вĕткеленсе Миронов. "Кăкăр çапмастăп. Çур çуллăха икĕ хут кайса тăнăçлăхпа аркату мĕнлешшĕ расна пулнине пи-и-тĕ лайăх ăнланса килтĕм. Унти пурнăç — ай-яй-яй! Пĕрре те телевизорпа кăтартнă пек мар", — терĕ те Пименов урăх чĕнмерĕ. "Политзаняти вĕçленчĕ. Выртар", — сассине пачĕ пенсионер, калаçăва пĕрре те хутшăнманскер. "Лимоновецсене", урра патриотсене çывăхрах этем, "зюгановец" ĕнтĕ ку, — тесе шухăшларĕ Михайлов. — Ахаль пулсан Миронова хирĕçлесе сăмах тăватчех. Кам кам та, тăнăçлăх, пайланманлăх, пĕрлĕх мĕн иккенне вăл пĕлмеллех".
* * *
Любăпа чаплă каç ирттернĕ хыççăн пĕтĕмпех татăлчĕ, пульницаран тухсанах чиркĕве каятпăр, венчете тăратпăр тесе шухăшланăччĕ Леонтий. Çапла пулатех тесе пĕрре те иккĕленменччĕ. Анчах та шăпа ун валли тепĕр тĕрĕслев илсе килчĕ: Люба Леонтий умĕнче хăйсен хушшинче нимĕн те пулман пек тытрĕ. Чĕресене уçса калаçасран пăрăнчĕ, палламалла мар улшăнчĕ. "Санăн умăнта мĕнпе айăпа кĕтĕм, мĕншĕн манран пăрăнарах çӳретĕн?" — тесе те пăхрĕ Леонтий. "Мĕншĕн ун пек ыйтатăр? Эпĕ пĕрре те апла çӳреместĕп. Ĕç нумай, сирĕн пата кĕрсе калаçса ларма вăхăт çитмест. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, Леонтий Андреевич", — терĕ яланхи пек илĕртӳллĕн кулса.
Пĕтĕмпех йĕркеллĕ мар çав. Çакна Михайлов хĕрĕн кашни хусканăвĕнче туять. Виçĕ талăк çапла вут çинчи пек пурăннă хыççăн Лĕонтий Андреевич сестрасен кану пӳлĕмне хăю çитерсех пырса кĕчĕ.
— Люба, тусăм, çулăмпа çунатăп, чăтăм пĕтрĕ... Мĕншĕн çухалтăн, кĕместĕн?.. Лайăх пулчĕ-çке иксĕмĕре те. Мĕншĕн пĕрре çеç пулмалла вăл, мĕншĕн кашни кунах мар? Принцу çук терĕн-çке. Пульницаран тухсанах айта пĕрлешетпĕр. Килĕш! — хĕр итлесе пĕтермесрен, пӳлесрен шикленсе сăмахсене хăвăрттăн каларĕ Михайлов.
— Итлĕр-ха, Леонтий Андреевич, эпĕ сире "манăн принц çук, качча илĕр-ха" тесе хăçан каланă? — тӳлеклĕхне пĕрре те улăштармасăр ыйтрĕ Любовь Геннадьевна.
Хĕр çакăн пек çавăрттарса хурасса кĕтмен Михайлов çухалсах кайрĕ. Вăл хăйĕн ыйтăвĕсене хуравласса кĕтнĕччĕ.
— "Манăн чӳрече умне принц килмен-ха" тенĕччĕ. "Качча илĕр-ха" тесе, чăнах та, каламарăр, кун пирки калаçу пулман. Çапах та "ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле утмалли çын тупăнмасан хамăн кандидатурăна тăрататăп" тесе систернĕччĕ, — терĕ Леонтий.
— Ма систернĕ кăна, ку сĕнĕве эпĕ халĕ те пуçра тытса тăратăп, -симĕс куçне ăшăтрĕ Люба. — Леонтий Андреевич, пĕр вăлтмасăр калаçар-ха. Эпĕ вĕт сире нимĕн те шантарман. Ну, эсир çине тăнипе хамăн çуралнă куна паллă тума ирĕк патăм. Пытармастăп, питĕ килĕшрĕ вăл мана. Тавах уншăн. Хаклă çĕрĕшĕн те тав. Ну, тата, лайăх астăватăр, килĕшӳллĕ çывăртăмăр. Сирĕн, арçынсен, çакăн хыççăн крыша каять, хăйне евĕрлĕ воображени пуçланать, "аха, хĕрарăм хирĕçлемерĕ, апла тăк вăл — манăн" тесе шухăшлама тытăнатăр. Пĕрре çывăрса илнипех Наполеонла плансем тумалла мар ĕнтĕ, — терĕ Люба хыттăнах. Ку сăмахсем Леонтий Андреевича приговор пекех илтĕнчĕç. Пуçĕ Сурăм вăрманĕ пек шавлама тытăнчĕ, шалта тем татăлчĕ. Хĕр сăмахне малалла тăсрĕ: — Леонтий Андреевич, тархасшăн, ан кӳренĕр... Манран çирĕм çула яхăнах аслă вĕт-ха эсир. Çакна мĕншĕн пĕрре те шута илместĕр?
— Апла пулин те, хăвăр каларăр, киленӳллĕ юрату турăмăр. Эсĕ мана питĕ...
Леонтий Андреевич каласа пĕтереймерĕ, Любовь Геннадьевнăна уйрăм заведующийĕ патне чĕнсе кайрĕç.
Сестрасен пӳлĕмĕнчен Леонтий Андреевич тылă хушшинче тин çеç пулнăн сӳсленсе тухрĕ. Ĕмĕтленни, çунатланса ĕмĕтленни, пĕр ăстрăмрах арканчĕ. Мĕнле асăрханаймарĕ-ха, кун пекех мал курăмсăр пулакан марччĕ-çке?.. Текех вăтăрта маррине, çулсен танмарлăхне тата мĕншĕн картмарĕ? Çаксене пуç тавра çавăра-çавăра Михайлов пульница картишне тухрĕ, хурăнсен хушшинчи сак çине ларчĕ. "Чĕре мĕнле хӳхлет. Юратăвах ĕнтĕ ку, юратăвах... Пĕр енлĕ юрату... Мĕнле каларĕ тата: пĕрре çывăрса илнипех Наполеонла плансем тумалла мар ĕнтĕ. Кун пек сăмахсене хăйĕн хакне пĕлекен хăватлă хĕрарăм çеç калама пултарать. А, эпĕ, ухмаххи, шаннă, ĕненнĕ. Мĕнле-ха тата унсăрăн: пурин те телейлĕ пулас килет вĕт, пурин те юратас, юраттарас килет. Пурнăç саккунĕ çавнашкал. Пĕрисен вăл пурнăçланать, тулли уйăх пек тулса тăкăнать. Теприсен çурла уйăх чухлĕ те пулаймасть. Шăпа кама мĕнле уйăрса панă вĕт. Пĕтĕмпех çавăнтан, пĕтĕмпех унран килет... Вăт çапла, Леонтий, хăвăрт хыпса илтĕн, хăвăртах сӳнтерчĕç. Апла — тĕрĕс мар хыпса илнĕ: паянхи пурнăçăн ăнланса пĕтермелле мар тĕсĕсене, ĕнерхи таса ăнлавсем хăйсен тĕшшине çухатса пĕтернине шута илмесĕр", — терĕ ăшне кайнă сассипе Леонтий Андреевич.
Йĕпе юр çума тытăнчĕ. "Çут çанталăк та асăрхарĕ, çак çăмăл мар самантра манпа пĕрле пулма кăмăл турĕ", — тесе Михайлов ура çине тăчĕ. Куçĕ тĕлне хура çăка лекрĕ. Ун патне пырса хулăнрах турачĕсене чылайччен виçелесе тăчĕ.
* * *
Леонтий Андреевич кăритурта утнă-чупнă шăв-шавпа вăранса кайрĕ. Мĕн пулнă-ши тесе тăхăнсах тухрĕ, аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ: çурçĕр иртни икĕ сехет.
— Министр... Потапов чĕрепе аптраса ӳкнĕ те... çăлса хăвараймарăмăр, — терĕ тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр йăтнă Валентина Яковлевна. — Эсир кĕрĕр, кĕрĕр.
Илтнĕ сăмахсене ĕненмесĕр хытса тăнă вăхăтра Люба курăнса кайрĕ. Пичĕ шурса кайнă, куç айĕсем хăпарса тухнă. «Çын инкекне хăйĕнни пек йышăнса мĕнле пусăрăннă вăл. Юратмасăр, килĕштермесĕр епле тăрăн кун пек çынна?» — тесе шухăшларĕ Леонтий. Хĕр васкаса утнипе ыйтусем парса чăрмантарас темерĕ.
Ир енне министерствăран темиçе çын килчĕç, милици тумне тăхăннисем те пулчĕç. Кăнтăрла тĕлнелле тĕпĕртетӳ тамалчĕ.
— Пысăк çухату мар-çке, мĕн хĕвĕшмелли пур, — терĕ "лимоновец" тăруках. — Тĕрĕссипе, ăна тахçанах министртан кăларса çапмалла пулнă. Агропромышленноç тытăмĕнчи предприятисемпе комбинатсене ютран килнисене сутса пĕтернĕшĕн. Мĕн пытармалли, хăш предприятине ютрисем ярса илнĕ — çавăнта производство уксахлать, çынсен шалăвĕ сахалланнă. Хулари аш-какай комбинатнех илер. Ăна Мускав çыннисене сутса ячĕç те — пĕтрĕ вĕт вăл, СССРти чи пысăк пилĕк аш-какай комбиначĕн йышне кĕнĕскер. Çĕршывĕпе кĕрленĕ хăмла отрасльне пĕтерчĕ, аркатрĕ. Выльăх-чĕрлĕх пирки те çавнах каламалла — пин-пин пуç вырнаçмалли комплекссем пушăлла хăлтăртатса лараççĕ. Хăш-хăш çĕршывра, миçе патшалăхра пулчĕ Потапов, унтан таврăнсан мĕнле кăна хăпартланчĕ, итог — пшик, нимĕн те çук. Пĕрлехи пĕр предприяти уçăлмарĕ. Çĕр улмирен чипсы тума вĕренеймерĕмĕр те, мĕн калаçни, çăвар тутине сая яни.
— Пĕтĕмпех япăх темелле мар ĕнтĕ, — хирĕçлерĕ Михайлов. — Ял улшăнса, çĕнелсе пыни куç умĕнче-çке. Çирĕм-çирĕм пилĕк çул каялла, тен, маларах та, лайăхрах ĕçлемелле пулнă. Ун чухне газ кĕртнĕ, çулсем тунă пулсан — ялсем хальхи пек çаралса юлмастчĕç, çамрăксем тарса пĕтместчĕç.
— Леонтий Андреевич, Петр Петрович каланипе эсир хăвăр та килĕшетĕр ĕнтĕ, анчах та администрацире ĕçлени сире çакна йышăнма чăрмантарать, хальхи влаçа юрарах калаçма хистет, — терĕ пуринчен те ăслăрах кăтартма тăрăшакан Долгов.
— Каçарăр та, Роман Михайлович, эпĕ влаçа юранине, паянхи тĕрĕсмарлăхсене курса чĕнмесĕр тăнине эсир хăçан асăрханă? — экономика наукисен докторне тӳррĕн пăхса ыйтрĕ Михайлов. Лешĕ ним калама аптранăран, сăмахĕсене пăта çапнă пек çапса пычĕ: — Хăмла отраслĕ йăшса пырасси Потапова ял хуçалăх министрне лартичченех пуçланнă. Конкуренцие чăтаймарĕ пирĕн "симĕс ылтăн". Хăмлан пахалăхĕ нимĕçсенне, чехсенне çитеймест-çке. Ку ыйту халĕ йăтăнса тухман, коммунистсем влаçра чухнех, эсир доктор ĕçне çырнă çулсенчех пулнă. Çапла мар-им-ха?
Долгов хуравлама авăрланнăччĕ. Валентина Яковлевна капельница лартма штативсем йăтса кĕни чăрмантарчĕ. Леонтий Андреевич ку енĕпе ирĕклĕ, унăн капельница шухăшĕ текех çук — тепĕр икĕ кунран ăна кăлараççĕ. Сиплев курсĕ вĕçленет. Çавăнпа та Любăпа курнăçас, хĕр кăмăлне епле пулсан та çавăрас тесе тĕрлĕ меслет шырать. Ку ĕçе Валентина Яковлевнăна та хутшăнтарать, Люба валли запискăсем пара-пара ярать. Хальхинче те çапла тăвасшăнччĕ, анчах та Валентина килĕшмерĕ, пĕрремĕш хут хирĕçлерĕ. Мĕншĕнне Люба дежурство вĕçлесе килне кайнипе сăлтавларĕ.
Кăнтăрлахи апатра вара /ăна ялан тенĕ пекех поликлиникăри буфетра тума тăрăшать/ Леонтий Андреевича палт! кайса ӳкмелли хыпарсем пĕлтерчĕç. Тĕрĕсрех, Вера пĕлтерчĕ.
— Сире, арçынсене, ăнран яма нумаях та кирлĕ мар çав. Илемлĕх чатăрне кăш-каш суллакаласа илмелле те — куçăра çавăнтах тĕтре карса илет, — терĕ Вера. — Леонтий Андреевич, Люба сирĕнпе выляса илнине нивушлĕ туймарăр? Выляса илчĕ те — теприн патне куçрĕ. Чăннипе, министрпа вăл малтанах, пĕрремĕш кунранах ваç-ваç. Тӳррĕнреххĕн те каласан — укçа, мул тăвать. Эсир киличчен те çапла пурăннă вăл. Уйрăмах — алăк питĕрĕнекен пĕрремĕшпе вун виççĕмĕш палатăсенчи пациентсемпе. Сăмах май, унăн нимĕнле çуралнă кун та пулман. Чаплă парнеллĕ пулас тесе çеç çакăн пек спектакль йĕркеленĕ. Сире нихăçан та качча тухас çук вăл, пĕлсе тăрăр. Ăна чаплă машинăллă, кермен пек çуртлă, ют çĕршывсене канма илсе çӳрекен пуян арçын кирлĕ. Кун пирки пире пĕрре мар каланă... Ĕненетре, ĕненместре — министр вилĕмĕнче унăн айăпĕ те пур: Люба çĕрĕпех унта пулнă. Лешĕ, пенсионер, çамрăкăн хĕрӳлĕхне ăçтан ĕнтĕ чăтайтăр. Тепĕр çынна пулсан сăмах тиветчĕ-ха. Кăна, тĕп врачăн çывăх тăванне, кам тĕкĕнейтĕр. "Пенсионерăн чĕри чарăнса ларнă" терĕç те — ĕçĕ пĕтнĕ. Ахрамат хĕр, хăйне япăх тытакан хĕр вăл — Люба. Пурте пĕлеççĕ. Шарламаççĕ çеç. Тепĕр хут калатăп — камăн тĕп врачпа урлă пулас, ĕçрен пăрахса каяс килтĕр... Вăт пĕтĕмпех пĕлтĕр ĕнтĕ халь. Шанатăп, ку сăмахсемшĕн мана сутмастăр... Ăнланăр, сирĕн мăшăрăр пулмалли çын мар вăл. Юмăçсемпе, чикансемпе те çыхланса пурăнать вăл. Хăй те тĕрлĕ меслетпе юмăçлать. Укçаллă арçынсене симĕс куçĕпе тыткăнлать те хăй тавра ташлаттарать. Каçарăр çакăн пек усал хыпарсем пĕлтернĕшĕн. Чăтаймарăм, эсир уншăн мĕнлерех çуннине курса чăтаймарăм, — терĕ те Вера, тĕп экологăн чарăлса кайнă куçĕнчен пăхмасăр хăвăрттăн тăрса утрĕ.
Михайлов шалкăм çапнă çын пек ларса юлчĕ. Кăкăрĕнче тăвăл çĕкленчĕ. Алли-ури вĕттĕн-вĕттĕн чĕтрерĕ. Пуçĕ ӳсĕр çыннăнни хурăм нимĕн те ăнкармарĕ...
Каçхине выртсан та шухăшне тĕвĕлеймерĕ, пуçĕ çурăлса тухас пек хĕсрĕ. Верăн сăмахĕсене ĕненмесĕр тăма та пултараймарĕ. "Краватьсем йывăçран, чĕриклетмеççĕ", "министртан ирттеретĕр" тенĕччĕ Люба тĕл пулсан. Тĕрĕслесе пăхнах-тăр çав, ахаллĕн ăçтан пĕлтĕр чĕриклетнипе чĕриклетменнине? Тĕлĕкре те урăм-сурăм аташрĕ Леонтий Андреевич. Шарт! сике-сике вăранчĕ. Ял юмăçĕ Суккăр Наçтаç та тĕлĕке кĕчĕ. Йăлтăртатса тăракан хура çӳçне çил кăлармалла силлерĕ-силлерĕ те ахăлтатса кулакан Люба пулса тăчĕ. Унтан çиçĕм çиçсе аçа çапрĕ. Асамлă хĕр пы-ы-сăк хура кушака куçрĕ. Изумрудлă çĕрĕпе симĕс куç çутисем чашкăрса тĕл пулчĕç те каллех йăлтăр-ялтăр çиçрĕ. Леонтий чăпăрккапа вĕтеленĕн тăрса ларчĕ. Хăй тăрăх, витререн чашлаттарнă пек, шăпăр-шăпăр шыв юхать. Чĕри михĕри мулкач пек тапăлтатать. Пуçне минтер çине урăх хурас темерĕ тĕп эколог. Чĕрне вĕççĕн пусса чӳрече умне пырса тăчă.
Урамра лăпкă. Юр çăвать. Хурăнсем, тавралăх куç умĕнчех шуралса пыраççĕ. Апла пулин те чун ыратăвне пусараймарĕç вĕсем.
Сивлек те хура шухăшсем кун килсен те сĕврĕлмерĕç, вĕсем кăраланса пычĕç. Пуç мимин клеткисене шăтарса вĕри юн ярас йӳтăмпе хĕртнĕ пăшатансемпе тăракансем: "Пурнăçпа вилĕм хушшине хĕсĕнтĕн, иккĕшĕнчен пĕрне суйласа илме вăхăт çитрĕ", — тесе усал вăйсене астарса, хĕтĕртсе тăраççĕ.
Хăшне суйласа илесси журналта ĕçлекен тусĕ каç пуласпа çĕнĕ хыпар килсе пĕлтерсенех татăлчĕ.
— Юлташăм, Леонтий! Манăн вĕр çĕнĕ савăнăçăм пур, — хыпкăч пек аллипе Михайлова çирĕппĕн çупăрларĕ Гусев. — Эпĕ тинех мăнуклă пулатăп. Манăн вăтăр çула çитсе те авланман банкир тинех çемье çавăратъ. Сана хреснашшĕ тăватпăр.
— Чаплă хыпар ку, чăнах та, Виктор. Саламлатăп! Хреснашшĕ пулма та хирĕç мар, — тусĕн аллине хьптăн чăмăртарĕ Леонтий.
— Хĕрне ăçтан тупрĕ тесе ма ыйтмастăн? — тет савăнăçне ниçта хураймасăр Гусев.
— Ăçтан? — ыйтрĕ Леонтий ыйтма хушнине пурнăçласа.
— Ăçтан мар, кунтан, сирĕн уйрăмри хĕре куçларăмăр, Леонтий, — юлташĕн çурăмне шап! тутарчĕ Виктор. — Сан патран хайлавсене илсе кайнă чухне Атăл хĕрринчи хăва пек яштака, мăкăнь пек хитре хĕр кăритурпа пынине асăрхарăм. "Люба ятлă вăл", — терĕç постра. Эпĕ тӳрех хамăн услап пирки шухăшласа илтĕм, çак хӳхĕм хĕрпе ăна пĕр тăхтамасăр паллаштарма тĕв турăм. Пукане пек чипер Люба ывăлăма киллĕшессе пĕрре те иккĕленмерĕм. Çапла пулчĕ те — икĕ чĕре пĕр-пĕрне тупрĕç, килĕштерчĕç. Кĕçех шикарнăй туй тăватпăр. Эсĕ чи хаклă хăнасенчен пĕри пулатăн, — Леонтие каллех хьптăн пăчăртарĕ Виктор.
Юлташĕ тухса каясса аран-аран кĕтсе илчĕ Леонтий. Куçĕ хуралса килнине, пуçĕ тарăн шăтăка кисренсе анма тытăннине палатăрисем ан курччăр, ан туйччăр тесе тĕп эколог месерле тăсăлса выртрĕ, куçне лумпа хирсе уçмалла мар çатăр-р! хупрĕ. Арçынсем процедурăсен пӳлĕмне укол тутарма кайсан хăвăрт çеç тăчĕ, тумланчĕ. Туалета кĕрес умĕнхи пӳлĕмре санитаркăсем тĕрлĕ япала çакма усă куракан вăрăм кантрана татса илсе каç ĕнтрĕкне путнă пульница картишне тухрĕ. Çынсем иртсе çӳреслĕх тамаласса пилеш айĕнче кĕтсе тăчĕ. Унтан юрпа кашт шуралма ĕлкĕрнĕ çăка патне пырса хăйĕнчен пĕр хăлаç çӳлерехри турата тĕсесе хучĕ. Кĕсйинчен лайăх пĕтĕрсе çыхнă кантрана кăларчĕ, йăлмак тума тьпгăнчĕ. Çак самантра ача сасси, "атте, тархасшăн, ан çакăн" тени илтĕнчĕ. "Леш тĕнчене куçиччен хăлхана ача сасси кĕрет тенĕччĕ пĕр кĕнекере. Кур-ха, чăнах та иккен, — тесе шухăшларĕ Михайлов. — Ничево, кĕçех нимĕн те илтми пулатăп".
Леонтий Андреевич хыçнех пырса тăнă хĕр пĕрчи "шăппăнрах каларăм, çавăнпа илтмерĕ пулĕ" тесе хальхинче ярт! илтмелле кăшкăрчĕ: "Атте, тархасшăн, усал ан ту, пире пăрахса ан хăвар!" Леонтий шарт! сикрĕ, вăрт! çаврăнчĕ. Пĕчĕк ачана чăнласах та курсан — тарласа кайрĕ.
— Кам ачи эсĕ?! Çĕр хута мĕн туса çӳрен?! Эпĕ санăн аçу мар. Аçу килӳнте кĕтсе ларать пуль, çухатрĕ пуль, — терĕ пуçне мĕн килнине хăвăрт-хăвăрт.
— Роза эпĕ. Валентина Яковлевна медсестран хĕрĕ. Эсир пульмонологи уйрăмне килсен эпĕ диван çинче лараттăм. Аса илтĕр-и? — терĕ чĕвĕлти сассипе Роза. — Атте килте кĕтсе лармас çав. Анне каланă тăрăх, эпĕ пĕррере чухнех аварире вилнĕ вăл... Леонти тете, манăн атте пулăр-ха. Манăн та аттепе пурăнса курас килет... Тантăшсен пурин те ашшĕ пур, — терĕ хĕр пĕрчи шывланнă куçĕпе Леонтий Андреевича тилмĕрсе пăхса.
Кĕтмен çĕртен çакăн пек ĕç-пуç сиксе тухнăран тĕп эколог хускалма та, сăмах тупса калама та аптраса тăчĕ. Çитменнине тата, хурăнсен хушшинчен Валентина Яковлевна хăй тухрĕ.
— Леонтий Андреевич, хăвăра алла илĕр... Ăнланаттăмччĕ, енчен те çак утăма тивĕçлĕ çыншăн тунă пулсан, — терĕ лăплану кӳмелли çепĕç сасăпа Валентина. — Айтăр çутă çĕре, хурăнсем патне тухатпăр. Тĕксĕм вырăнсем пире валли мар, — тесе арçыннăн аллине çирĕп çатăрласа тытрĕ, йăлмакласа çитернĕпе пĕрех кантрана Леонтирен илсе хунар юпи çумĕнчи тимĕр контейнера вăркăнтарчĕ. — Вăт капла лайăх та. Çак çĕр çинчен Турă хушăвĕ çитмесĕр кайма хушман пире атте-анне. Пурăнар-ха вĕсен пилĕпе, çут çанталăк панă тивлетпе.
Чунĕнчи аптравлăх çухалса пырсан та кун пек лару-тăрура хăйне мĕнлерех тытмаллине Михайлов ниепле те тавçăрса илеймерĕ. Чĕнменни, Валентина çеç калаçни, тен, аванрах та-и çак самантра? Арçын хурăн çумне тĕршĕнчĕ, вĕлтĕртетсе анакан юр пĕрчисене куç ытамне илчĕ.
— Леонтий Андреевич, ыран сиплев курсне вĕçлетĕр. Урăхран ан чирлĕр... Хваттерӳнти пĕчченлĕх пусарсах çитерсен пире, сирĕн çинчен шухăшласа пурăнакан хĕрĕмпе иксĕмĕре, аса илĕр. Чĕрӳ хирĕçлемерĕ тĕк — пирĕн хваттер алăкĕ сирĕншĕн яланах уçă, — терĕ Валентина питĕ-питĕ ăшшăн, шăрçаланса тухса пит çăмартийĕ тăрăх шуса анакан вĕри тумламсене тытса чармасăр. — Акă, тытăр. Сирĕн ключ ку, — çутă тĕслĕ уçăна Леонтие тыттарчĕ хĕрарăм. — Адрес пирĕн ансат, çырса хумасăр та асра юлать: Медиксен урамĕ, çиччĕмĕш çурт, çитмĕл çиччĕмĕш хваттер.
— Чăнах та ансат, асра юлать, — килĕшрĕ Михайлов.
— Юрĕ, эпир кайрăмăр. Роза, ав, Юр пике пекех шап-шурă пулса тăнă. Юр-юрах, ăшă кӳмест, — терĕ Валентина кăмăллăн.
— Леонтий Андреевич, чипер юлăр. Пире ан манăр, — чĕкеç чĕлхипе чĕвĕлтетрĕ Роза та.
— Манмăпăр, Роза, манмастăп, — хуравларĕ Леонтий.
Валентина Яковлевнăпа хĕрĕ хурăнлăхран тухрĕç. Часах курăнми те пулчĕç. Юр çинче çеç пысăк çынпа пĕчĕк ачан ура йĕррисем пичет çапнă пек çапăнса юлчĕç.
Кăштахран вĕсен çумне тепĕр йĕр хутшăнчĕ...
2006-2007, кăрлач