Сарă хĕвел тухрĕ ав тӳпене
Пурнăçăм манăн пĕр тикĕс килмерĕ,
Куртăм пурне те эп хам ĕмĕрте.
Шанчăкăм манăн çавах та сӳнмерĕ,
Тухĕ-ха терĕм хĕвел ман тĕлте.
Утрăм та утрăм, пĕр канăç пĕлмерĕм,
Шав такăрлатрăм эп пурнăç çулне.
Мĕншĕн эс, Пӳлĕхçĕм, кăмăл тумарăн
Ырă сунса ăраскал пиллеме?
Ĕмĕрĕн çулĕ пĕртте такăр мар-мĕн,
Çутă телей кӳреймест кашнине.
Пурпĕр шанатăп: çанталăк çуталĕ,
Сарă хĕвел тухрĕ ав тӳпене.